Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хушнӑ: 2019.12.15 15:52

Пуплевӗш: 297; Сӑмах: 3341

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вальсӑн хӑлхана хуплас пекех хӑватлӑ сассисемпе чӗтӗресе, тӑрӑлтатса ҫех тӑнӑн туйӑнакан залӑра икӗ мӑшӑр ҫаврӑнать. Бобетинский, чавсисене ҫунат евӗр сарса тытнӑ та, чул монумент мӑнаҫлӑхӗпе лӑпкӑн ташлакан ҫӳллӗ Тальман тавра урисене хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн вӗтӗртеттерсе пусать. Пысӑк, мелкемес Арчаковский Лыкачевсен пӗчӗк те хӗремесленсе кайнӑ кӗҫӗн хӗрне, ун ҫийӗпе кӑштах пӗкӗрӗлсе те унӑн ҫӳҫӗ ҫулне пӑхса, хӑй тавра ҫавӑрать; ача-пӑчапа ташланӑ чухнехи пек, вӑл па туса ҫитермест, урисене ӳркевлӗн те тирпейсӗррӗн ҫеҫ куҫаркалать. Ытти вунпилӗк дами стенасем ҫумӗпе ларса тухнӑ та пӗчченлӗхе путнӑ, хӑйсем пурте ҫакӑ вӗсемшӗн ним те мар пеклӗн курӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Полк пухӑвӗсенче ялан пулнӑ пекех, йӗкӗтсем дамӑсенчен тӑватӑ хут сахалрахчӗ, апла тесен, каҫ пуҫламӑшӗ кичем пуласси каламасӑрах паллӑ.

Тин ҫеҫ бала уҫнӑ Петерсон, — дамӑсемшӗн ку яланах хӑйне уйрӑм мӑнаҫлӑх шутланать, — халӗ ӗнтӗ ҫинҫе те яштака Олизарпа кайрӗ. Олизарӗ ун аллине хӑйӗн сулахай пӗҫҫи ҫумне пӑтапа ҫапса лартнӑ пекех хӗссе тытнӑ; тепӗр аллине Петерсон лешӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та янахӗпе ун ҫине ачаш ӗшенчӗклӗхпе таяннӑ, пуҫне никам нихӑҫан туман манерлӗхпе хыҫалалла, залӑналла, ҫавӑрнӑ. Турне вӗҫлесен, вӑл юриех хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗн алӑкӗ таврашӗнче тӑракан Ромашов ҫывӑхне пырса ларчӗ.

— Ҫук, каласа-амӑр, граф, мӗншӗн мана яланах ҫапла пӑчӑ? — вӗрттеркӗчпе хӑвӑрттӑн сулкаланӑ май, хӑй умнелле ӳпӗннӗ Олизар ҫине пӑхса, юрланӑ пек тӑстарчӗ вӑл ачашшӑн. — Тархаслатӑп сире — каласа-амӑрччӗ!..

Олизар ҫурма тайӑлу турӗ те, шпорӗсене чӑнклаттарса, мӑйӑхне малтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле сӑтӑрса ячӗ.

— Ырӑ пикеҫӗм, куна ӗнтӗ Мартын Задека та калаймӗ.

Ҫав вӑхӑтра Олизар унӑн лапкипех ҫат ҫыпӑҫса тӑракан декольти ҫине пӑхнӑччӗ те, лешӗ вара нихӑҫан пулман тарӑнлӑхпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлама тапратрӗ.

— Ах, яланах ҫӗкленӳллӗ температура манӑн! — калаҫрӗ Раиса Александровна, куллипеле хӑй сӑмахӗсенче темле уйрӑммӑн ӑнланмалли илемсӗр пӗлтерӗш пуррине палӑртасшӑн пулса. — Ҫакнашкал ӗнтӗ манӑн вӗри темперамент!..

Олизар кӗскен те ним тӗлсӗр-палсӑр кӗҫенсе илчӗ.

Ромашов хӑяккӑн тӑнӑччӗ те Петерсон ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑччӗ. «О, мӗнлерех ирсӗр вӑл!» — шухӑшларӗ йӗрӗнсе. Маларах ҫак хӗрарӑмпа ҫывӑххӑн пулнӑ-ҫке-ха, ӳт-тир таранчченех, халӗ ҫавна аса илчӗ те, ӑна темиҫе уйӑх тӑтӑшшӑн ҫӑвӑнман та кӗпе-йӗмне пач улӑштармасӑр пурӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

— Ҫапла, ҫапла, ҫапла, эсир ан кулӑр, граф. Ман анне грек хӗрӗ иккенне пӗлместӗр-ха эсир!

«Калаҫасса та мӗнле йӗрӗнчӗк калаҫать, — шухӑшларӗ Ромашов. — Тӗлӗнмелле, ҫакна халиччен те асӑрхаман эпӗ. Нихӑҫан иртсе пӗтмен сунас е сӑмсинче полип пур пекех нӑрлатать вӑл: «Пан панне греп хӗрӗ».

Ҫав вӑхӑтра Петерсон Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те ун ҫине куҫӗсене хӗссе чӑрсӑррӑн пӑхрӗ.

«Пичӗ унӑн, маска евӗр, ним витмелле мар пулса тӑчӗ», — шухӑшларӗ Ромашов яланхи йӑлипе хӑй пирки.

— Салам пултӑр, Юрий Алексеевич! Мӗскершӗн эсир сывлӑх сунма та килместӗр? — юрлаттарса ячӗ Раиса Александровна.

Ромашов пычӗ. Петерсонӑн ҫиллес куҫ шӑрҫисем сасартӑк ҫав тери пӗчӗкленсе те ҫивӗчленсе кайрӗҫ, каччӑ аллине вӑл хыттӑн-хыттӑн чӑмӑртарӗ.

— Эпӗ, эсир ыйтнипелен, сире валли виҫҫӗмӗш кадриль хӑварнӑ. Шанатӑп, эсир манман пулӗ?

Ромашов пуҫне тайрӗ.

— Мӗнлерех тимсӗр эсир, — ҫаплах хуҫкаланчӗ Петерсон. — Аншанте, мадам, темеллеччӗ сирӗн! («Адшадте, бадаб», — илтӗнчӗ Ромашова.) Граф, чӑнах та, михӗ-иҫ вӑл?

— Мӗнле-ха… Эпӗ астӑватӑп, — шанӑҫлах маррӑн мӑкӑртатрӗ Ромашов, — Чысшӑн тавтапуҫах.

Бобетинский каҫ хаваслӑхне пит нумаях ӳстереймерӗ. Дирижер ӗҫне вӑл, темле чӑтма ҫук йӑлӑхтарса ҫитернӗ, анчах ыттисене питӗ кирлипе кӑна тунӑ евӗр, ӗшеннӗ-пӑрӑнӑҫлӑ та шанӑҫ пӗтнӗ пек сӑнпала ҫеҫ тукаласа пычӗ. Ҫапах та виҫҫӗмӗш кадриль умӗн вӑл уҫӑлса кайрӗ, залӑ тӑрӑх, конькипе пӑр ҫийӗн ярӑннӑ чухнехи евӗр, шуҫкалакан утӑмсемпе хӑвӑрттӑн вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те уйрӑммӑнах хыттӑн евитлерӗ:

— Кадриль-монстр! Кавалье, ангаже во дам! Ромашоавпа Раиса Александровна музыкантсен чӳречинчен инҫетрех мар тӑчӗҫ, вӗсене vis-a-vis Михинпа Лещенко арӑмӗччӗ, йӗкӗчӗн хулпуҫҫине те аран-аран кӑна тӑсӑлса ҫитекенскер. Виҫҫӗмӗш кадриль тӗлне ташлакансен йышӗ палӑрмаллах хушӑнчӗ, ҫавна пула мӑшӑрсен залӑна урлӑ та, тӑрӑх та тӑрса тухма тиврӗ. Ташлама та вӗсем черетпелен ташларӑҫ, малтан пӗрисем те унтан теприсем, ҫавӑнпа кашни фигурӑнах икшер хут вылярӗҫ.

«Калаҫмаллах, вӗҫлесе пӑрахмалла ку япалана, — шухӑшларӗ Ромашов, чӳречерен вӑркӑнса тухакан параплан кӗмсӗртетӗвӗпе те пӑхӑр трубасен сассисемпе илтми пулса ларнӑскер. — Ҫитет!» Вара хӑй пиркиех: «Ун пичӗ ҫинче нимӗн аркатайми ҫирӗп татӑклӑхчӗ».

Полкри дирижерсем хушшинче тахҫантанпах ӗнтӗ хӑшпӗр уйрӑм мелсемпе илемлӗ шӳтсем тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш кадрильте, сӑмахран, кирек хӑҫан та фигурӑсене пӑтраштарттараҫҫӗ, ӑна юри мар пек, чӑнласах йӑнӑшнӑ пек тумалла, хаваслӑ йӑнӑшу, ҫакӑ вара яланах арпашупа ахӑлтату хускатать. Бобетинский те, акӑ, кадриль-монстра кӗтмен ҫӗртенех иккӗмӗш фигурӑран пуҫларӗ те, каччӑсене е соло тума хистет, ҫавӑнтах тата, тин астуса илнӗ евӗр, вӗсене дамӑсем патне таврӑнтарать, е grand-rond тутарттарать те, ӑна йӑлт хутӑштарса-пӑтраштарса, каллех дамӑсене шыраттарса туптарать.

— Медам, авансе… айӑплӑ, рекуле! Кавалье, соло! Пардон, каялла, балянсе авек во дам! Каялла, теҫҫӗ-ҫке-ха!

Раиса Александровна ҫав хушӑра, ҫилли тӑвӑлса ларнине чыхӑнатчӗ пулин те, сӑмах чи хаваслӑ та чуна ырӑ япаласем пирки пынӑ чухнехи евӗр, кулкалам пекки туса, чашкӑра-чашкӑра калаҫрӗ:

— Эпӗ хампа кунашкал хӑтланма ирӗк памастӑп. Илтетӗр-и? Эпӗ сирӗншӗн хӗрача мар. Ҫапла. Йӗркеллӗ ҫынсем ун пек тумаҫҫӗ те. Ҫапла.

— Ҫилленсе аппаланмӑпӑр, Раиса Александровна, — ӗнентерӳллӗн те ҫемҫен ыйтса каларӗ Ромашов.

— О, ытла нумай чыс — ҫилленмӗпӗр! Эпӗ сиртен йӗрӗнме ҫеҫ пултаратӑп. Анчах хамран мӑшкӑллама никама та ирӗк памастӑп. Мӗншӗн эсир ман ҫырӑва хирӗҫ хуравлас темерӗр-ха?

— Тупа тӑватӑп, сирӗн ҫырӑвӑр пынӑ чухне эпӗ килте пулман.

— Ха! Ман пуҫа пӑтрататӑр эсир! Эп эсир ӑҫта пулнисене пӗлместӗп иккен… Анчах шанса тӑнӑ пултӑр…

— Кавалье, ан аван! Рон де кавалье. А гош! Сулахаялла, сулахаялла! Сулахаялла-ҫке-ха, господасем! Эх, ним те ӑнланмаҫҫӗ! Плю де ля ви, месьё! — кӑшкӑрашрӗ Бобетинский, ташлакансене ункӑпа хӑвӑрттӑн ҫаврӑнма илӗртсе те урисемпе виҫерен тухаслах таплаттара-таплаттара.

— Эпӗ ҫав хӗрарӑмӑн, ҫав лилипутӑн мӗнпур интригине пӗлетӗп, — Ромашов вырӑнне таврӑнсан, сӑмахне малалла тӑсрӗ Раиса. — Анчах вӑл кӑлӑхах хӑй пирки ытла пысӑк шутлӑ! Вӑрӑпа путланнӑ нотариус хӗрӗ тесе-и-мӗн…

— Хам пӗлекен ҫынсем ҫинчен ман умра кун пек калаҫмасса ыйтнӑ пулӑттӑм эпӗ, — сиввӗн чарчӗ Ромашов.

Ҫакӑн хыҫҫӑн питех те киревсӗр сцена пулса иртрӗ. Ниҫта шӑнӑҫман сӑмахсемпе ним латсӑррӑн урчӗ те кайрӗ Петерсон Шурочка ячӗпелен. Вӑл ӗнтӗ юри тунӑ куллисем ҫинчен те манчӗ, пӑнчӑсемпе йӑлт ула-чӑлаланнӑскер, хӑйӗн сунаслӑ сассипе музыкӑна кӑшкӑрса ҫӗнтерме тӑрӑшрӗ. Ромашов вара, хӑй халсӑрлӑхӗпе те аптӑраса юлнине, Шурочкӑна кӳрентернӗшӗн чӗри ыратнипе те хӑлхана хупласла кӗрлекен кадриле пула пӗр сӑмах хушса хурайманшӑн эрленнипе, пуринчен ытла — ҫынсем хӑйсем ҫине пӑхма пуҫланине асӑрханипе, чӑн-чан куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ.

— Ҫапла, ҫапла, ашшӗ унӑн вӑрӑпа пӗтнӗ, сӑмсине ан та ҫӗклетӗр вӑл питех! — ҫуйӑхашрӗ Петерсон. — Каласамӑр-ха, тархасшӑн, пире вӑл неглижирлет. Эпир хӑй ҫинчен те хӑшне-пӗрне пӗлетпӗр! Ҫапла!

— Ыйтатӑп эпӗ сиртен, — мӑкӑртатрӗ Ромашов.

— Тӑхтӑр, эсир унпала курӑр-ха ман чӗрнесене. Куҫне уҫӑп эпӗ ҫав ухмах Николаевӑнне, ӑна та вӑл виҫҫӗмӗш ҫул академие кӗртсе яраймасть. Ӑҫтан кӗмелле ӗнтӗ унӑн, вӑл, ухмахскер, сӑмси айӗнче мӗн пулса иртнине те курмасть-ҫке-ха, ара. Ҫакна та каламалла — ну, савни те вара хӗрарӑммин!..

— Мазурка женераль! Променад! — янӑрашрӗ Бобетинский, пӗтӗмпех малалла ӳпӗнсе, залӑ тӑрӑх вӗҫекен архангел евӗр ыткӑннӑ май.

Урасем йывӑррӑн таплаттарнине пула урай чӗтӗрене-чӗтӗрене те лаштӑр-лаштӑр авӑна-авӑна илчӗ, мазурка такчӗпе пӗрешкеле килсе, тӗрлӗ тӗспе выляна-выляна чӑнкӑртатрӗҫ люстра ҫаккисем, тикӗссӗн хумхана-хумхана чӳхенчӗҫ чӳречесен тюль каррисем.

— Мӗншӗн-ха тӑнӑҫлӑн та шӑппӑн уйрӑлса каяс мар пирӗн? — йӑвашшӑн ыйтрӗ Ромашов. Чӗринче вӑл ҫак хӗрарӑм хӑйӗнче, йӗрӗнчӗклӗхпе пӗрлех, темле пӗчӗк, ирсӗр, анчах ҫӗнтерме ҫукла хӑравҫӑлӑх ҫуратнине туйса тӑчӗ. — Эсир мана текех юратмастӑр… Ыр юлташсем пек пулса сывпуллашар.

— А-а! Эсир манпа вылявла хӑтланасшӑн? Ан канӑҫсӑрланӑр, савнӑ ҫыннӑм, — «савнӑ пиннӑм» тенӗ евӗр тухрӗ унӑн, — эпӗ пӑрахтарса хӑварттаракансен йышӗнчен мар. Кирлӗ пулсан, эпӗ хам пӑрахатӑп. Анчах эпӗ сирӗн йӗксӗклӗхӗре ҫителӗклӗ таран курса тӑранайман-ха…

— Пӗтерер хӑвӑрттарах, — чӑтӑмсӑррӑн, хупӑ сасӑпа, шӑлне ҫыртса, каласа хучӗ Ромашов.

— Антракт пилӗк минут. Кавалье, оккюпе во дам! — кӑшкӑрчӗ дирижер.

— Ҫапла, кирлӗ вӑхӑтра, — эпӗ хамах. Эсир ирсӗррӗн улталанӑ мана. Сирӗншӗн эпӗ нимӗн шеллемен, таса, тӳрӗ чунлӑ хӗрарӑм мӗн пама пултарнине пӗтӗмпех сире панӑ… Эпӗ хам упӑшкам куҫӗсенчен пӑхма хӑяйман, ҫав тӗнчере ҫук питӗ ырӑ та питӗ лайӑх ҫынна. Сирӗншӗн эпӗ арӑмлӑхпа аннелӗх тивӗҫӗсене мана-мана кайнӑ. О, мӗншӗн, мӗншӗн ӑна ҫех пӑхӑнса пурӑнмарӑм эпӗ!

— Ка-лӑ-пӑр!

Ромашов кулмасӑр та чӑтаймарӗ. Ҫак ҫыннӑн службӑна килекен кашни ҫамрӑк офицерпах ҫыхӑннӑ шутсӑр нумай романӗсем полкра такамшӑн та паллӑччӗ, тепӗр тесен, ҫитмӗл пилӗк офицерпа вӗсен арӑмӗсен тата тӑван-пӗтенӗсен хушшинче пула-пула иртекен юрату историйӗсене пӗтӗмпех пит лайӑх пӗлсе тӑратчӗҫ кунта. Ӑна халӗ «ман ухмах», ««ҫав ирсӗрле этем», «юпа пек шанк хытнӑ тӑмпай» тата ытти ҫавнашкал хивре ҫӑмахсем асне киле-киле кайрӗҫ, пуртех те Раиса сӑмахӗсемччӗ кусем, вӗсене вара вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче те, ахаль калаҫура та упӑшки ячӗпелен сахал мар вӑркӑнтарнӑ.

— А! Эсир кулмашкӑн сӗмсӗрлӗх ҫитеретӗр-и-ха тата? Питӗ лайӑх! — хыпса ӳкрӗ Раиса. — Пирӗн пуҫламалла! — аса илчӗ те вӑл, каччи аллинчен тытса, пӗҫ кӑкӗ таврашне пит чиперрӗн кӑна пӑркалантарса-вылянтарса та тармаклӑн кулкаласа, малалла тӑлт-тӑлт вӗтӗртетрӗ.

Вӗсем фигурӑна вӗҫлесен, пичӗ унӑн каллех туххӑмрах ҫиллес сӑнлӑ пулса тӑчӗ, «хаярланнӑ хурт-кӑшпанкӑнни пекех», — шухӑшларӗ Ромашов.

— Куншӑн эп сире каҫармастӑп. Илтетӗр-и, нихӑҫан та! Эсир манран мӗншӗн ҫак териех ирсӗррӗн те киревсӗррӗн пӑрӑнма хӑтланнине пӗлетӗп эпӗ. Анчах та ку вӑл, эсир пуҫласа яни, пулмӗ, пулмӗ, пулмӗ! Текех юратманнине тӳп-тӳррӗн те тӗп-тӗрӗссӗн калас вырӑнне эсир мана улталас ҫул ҫине тӑнӑ, манпа вара хӗрарӑм пеклӗн кӑна, пӗр-пӗр ама пеклӗн… усӑ курма шутланӑ, сых ячӗшӗн, лере ӗҫ тухаймасть пулсассӑн. Ха-ха-ха!..

— Ну юрать, тӳп-тӳррӗн калаҫӑпӑр, — терӗ Ромашов, тапса тӑран ҫиллине аран чаркаласа. Вӑл вӑйлӑран вӑйлӑ шурса пычӗ, тутисене ҫырткала-ҫырткала илчӗ. — Эсир хӑвӑр ҫакнашкал тӑвасшӑнччӗ. Ҫапла, тӗрӗсех ку: эпӗ сире юратмастӑп.

— Ах, каласа-амӑр, мӗнлерех эрлӗк ҫакӑ маншӑн!

— Нихӑҫан юратман та. Тепӗр тесен, хӑвӑр пекех ӗнтӗ. Эпир иксӗмӗр те темле ирсӗр, ултавлӑ та вараланчӑк вӑйӑ, темле йӗрӗнчӗк юрату фарсне вылянӑ. Питӗ лайӑх, ҫав тери лайӑх ӑнланнӑ эпӗ сире, Раиса Александровна. Сире ни ачашлӑх, ни юрату, ни ахаль иленӳ кирлӗ пулман. Ку япалашӑн эсир ытла ӑшах та ытла мӗскӗн. Мӗншӗн тесен, — Ромашова сасартӑк Назанский сӑмахӗсем аса килчӗҫ, — мӗншӗн тесен юратма суйласа илнисем ҫех пултараҫҫӗ, чи-чи ҫепӗҫ те чи тарӑн чунлисем!

— Ха, суйласа илнӗ чун — ку вӑл, паллах, эсир? Каллех музыка кӗрлесе кайрӗ. Ромашов чӳречере ҫутала-ҫутала ялтӑракан, сасӑсене залӑналла хаяр сӳрӗклӗхпе сурса сирпӗнтернӗ евӗр хӑмлатакан та хӑрлатакан тромбонӑн пӑхӑр ҫӑварне курайманлӑхпа пӑхса илчӗ. Унпа вылякан салтакӗ те, — тармакланса вӗрнипе пичӗ хӑпарса тухнӑскер, кӑвакарса кайнӑскер те куҫӗ шӑвӑҫланса ларнӑскер, — тӑшман пекех туйӑнчӗ ӑна.

— Тавлашса тӑмӑпӑр. Тен, эпӗ чӑн-чӑн юратӑва тивӗҫместӗп те пулӗ, анчах ӗҫӗ унра мар. Ӗҫӗ пӗтӗмпех сирӗн провинциалла ансӑр ӑнланӑвӑрта та ятшӑн-чапшӑн ҫав провинциаллах ҫуннинче, сире кирек хӑҫан та, кам-тӑр «ункӑлатӑр», тем тесен те пултӑрах ку тата ҫакна теприсем курччӑр. Е эсир вечерсенче, ҫынсем пирӗн ҫине пӑхнине шута хумасӑр, хампа сӑпайсӑрла хӑтланнин, куҫӑрсене ачашлантарса выляткаланин, ним ҫӳҫенмесӗрех хушма-хистеме тӗмсӗлнин пӗлтерӗшне эпӗ ӑнланман тетӗр-и? Ҫапла, ҫапла, епле пулсан та, тем тесен те пӑхчӑр. Унсӑрӑн ҫак вӑйӑ сирӗншӗн нимӗнле пӗлтерӗшсӗр. Сире манран юрату мар, пурте курса, хӑвӑр ҫинчен ят ытларах сарни кирлӗ пулнӑ.

— Кун валли эпӗ кама та пулин сиртен авантараххине тата интереслӗреххине суйласа илме пултарнӑ, — хӑпартлануллӑ мӑнаҫлӑхпа хирӗҫлерӗ Петерсон.

— Ан пӑшӑрханӑр, эсир мана кунпа хуҫаймастӑр. Ҫапла, эпӗ тепӗр хут калатӑп: сире кама та пулин хӑвӑр чурӑр пек шутлани кирлӗ, аллӑра кӗрсе ӳкнӗ ҫӗнӗ чура. Вӑхӑчӗ иртнӗҫем иртет, чурисем сахалтан сахал юлса пыраҫҫӗ. Эсир вара, юлашки хашлатакана та пулин ҫухатас марччӗ тесе, сивӗскер, пач хӗрӳсӗрскер, хӑвӑрӑн килӗрти тивӗҫӗрсене те, хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑх алтарӗн чыслӑх-сӑваплӑхне те, чӳк парни пеклӗн ҫех хурса, пӗр шеллеме тытатӑр та таптатӑр.

— Ҫук, ман пирки илтетӗр-ха эсир! — хаяррӑн та нумай пӗлтерӗшлӗн пӑшӑлтатрӗ Раиса.

Ташлакан мӑшӑрсенчен чака-чака та айккинелле сике-сике ӳксе, вӗсем патне пӗтӗм залӑ урлӑ Раиса упӑшки, Петерсон капитан, пыни курӑнчӗ. Ӳслӗк чирӗллӗ, сарӑ кукша купташкаллӑ, хура куҫлӑ, имшеркке ҫынччӗ ку; куҫӗсем нӳрлӗ те ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, анчах вӗсенче усал вут пытарӑнса тӑрать. Хӑйӗн арӑмне вӑл тӑнран тухаслах юратать, текен сӑмах ҫӳрет, питех те хытӑ-мӗн, ҫавӑнпа унӑн мӗнпур ерӗшкипеленех ачаш, япшар та суя туслӑх тытать иккен. Ҫаплах тата вӑл вӗсене, лешсем арӑмӗ ҫумӗнчен ҫӑмӑллӑн сывласа та савӑнӑҫпа хӑпса кайсанах, курайманлӑхпа, хӑрушла ултавпа, службӑри тӗрлӗрен пӑтӑрмахпа тӳлени те паллӑччӗ.

Хӑйӗн ҫӑварӗ тавра илемсӗррӗн ҫыпӑҫса ларнӑ кӑвак тутисемпе вӑл аякранах-ха этемле маррӑн кулкаларӗ.

— Ташлатӑн-и, Раечка? Сывлӑх сунатӑп, хаклӑ Жоржик. Мӗн эсир тахҫантанпах курӑнмастӑр? Эпир сире питӗ хӑнӑхнӑ та, сирӗнсӗр, чӑн, тунсӑхласах ҫитнӗ ӗнтӗ.

— Мӗн-ҫке… вӑхӑчӗ ҫукрах… ялан заняти, — мӑкӑртатса тавӑрчӗ Ромашов.

— Пӗлетпӗр эпир сирӗн занятисене, — пӳрнипе юнарӗ те Петерсон, нӑйкӑшнӑ пек, ҫихӗрттерсе кулса ячӗ. Анчах хура куҫӗсем унӑн, сарӑ пусса лартнӑскерсем, арӑмӗ пичӗ ҫинчен Ромашов пичӗ ҫинелле сӑнавлӑн та сехӗрленчӗклӗн сиккелерӗҫ.

— Эпӗ вара, пытармасӑр каласан, эсир хирӗҫсе кайман-и тесеччӗ. Куратӑп, ларнӑ та тем пирки вӗриленетӗр. Мӗн пулнӑ сире?

Ромашов, Петерсонӑн ырхан, пӗркеленнӗ, тӗксӗм ӗнси ҫине пӑхнӑччӗ те, нимӗн шарламарӗ. Анчах Раиса, суяс тӗлӗшпе яланах хастар пулнӑскер, пач та ҫухалса тӑмарӗ:
— Юрий Алексеевич ҫаплах философилет акӑ, — терӗ шанӑҫлӑ сӗмсӗрлӗхпе.
— Ташӑ хӑй вӑхӑтне пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ, ташласси айван та кулӑшла, тет.

— Хӑй вара ташлать, — йӗпленчӗк евӗклӗхпе палӑртрӗ Петерсон. — Ну, ташлӑр, ачамӑмсем, ташлӑр, эпӗ сире кансӗрлемӗп.

Вӑл пӑрӑнса каяйрӗ ҫеҫ, Раиса ҫавӑнтах юри тунӑ туйӑмлӑхне хута та ячӗ:

— Ҫак тап-таса, тӗнчере ҫук лайӑх ҫынна улталанӑ-ҫке эпӗ!.. Кама пула-ха тата! О, пӗлес пулсанччӗ вӑл, пӗлеес кӑна пулсанччӗ вӑл…

— Маз-зурка женераль! — кӑшкӑрчӗ Бобетинский. — Каччӑсем дамӑсене турта-турта илеҫҫӗ!

Хӗрсе кайнӑ ӳт-тирсем вӑрах хушӑ хусканса тӑнӑран та паркетран тусан ҫӗкленнӗрен, залӑра пӑчӑланса ларчӗ, ҫурта ҫутисем те тӗтре ӑшӗнчи сарӑ пӑнчӑсем пек ҫеҫ курӑнакан пулчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ташлакансем нумаййӑнччӗ, вырӑн ҫитменнипе кашни мӑшӑрӑнах пӗр ҫӗртелле кӑна тӑпӑртатса тӑма тиврӗ; пӗр-пӗрне тӗрткелерӗҫ, хӗсе-хӗсе хучӗҫ. Дирижер сӗннӗ фигурӑн пӗлтерӗшӗ ҫаплаллаччӗ: ирӗк каччӑ ташлакан пӗр-пӗр мӑшӑра куҫлать те йӗрлеме пуҫлать. Вӑл, ун тавра ҫаврӑнкаласа тата ҫав вӑхӑтрах мазуркӑри пасене авкаласа-хуҫкаласа, — кулӑшла та айванла тухать ҫакӑ, — дама пичӗ хӑй еннелле пуласса кӗтет. Унашкал самант килсе тухсан, вӑл ал тупанӗсене хӑвӑрттӑн ҫатӑл-ҫатӑл ҫапать, ку вара дамӑна туртса илнине пӗлтерет. Анчах та тепӗр каччи ӑна ҫакна тума май пур таран чӑрмантарма тӑрӑшать, дамине вӑл вӗҫӗмсӗрех пӑркалать, енчен-еннелле турткалать, хай е кутӑн чакать, е хӑяккӑн тӑрса сиккелет, кунтан та ытларах, леш ҫыннине кӑкӑрӗнченех тӗллесе, ирӗклӗ сулахай аллине хута яни те пулкалать. Ҫак фигура вӑхӑтӗнче залӑра яланах илемсӗр, тӳрккес те йӗркесӗрле тӗркӗшӳ хускалса каять вара.

— Актриса! — Раиса патне ҫывӑхах пӗшкӗнсе, хӑйӑлчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов. — Кулӑшла та мӗскӗнле сире итлеме.

— Ӳсӗр пулас-мӗн эсир! — йӗрӗнӗҫлӗн ҫарӑлтатрӗ те Раиса, куҫӗсене Ромашов ҫинелле романсенчи героиньӑсем вӑрӑ-хурахсене пуҫ тӳпинчен тытӑнса ура тупанне ҫитиччен виҫсе тухнӑ евӗр ывӑтрӗ.

— Ҫук» калӑр-ха, мӗншӗн улталарӑр эсир мана? — ҫиллессӗн ыйтрӗ Ромашов. — Эсир мана пурӗ те хӑвӑр патӑртан ан кайтӑр тесе ҫех парӑнтӑр. О, эхер те эсир ҫакна юратупа тунӑ пулсанччӗ, ну, юратупа мар-тӑк, туйӑмлӑхпа та пулин хуть. Куна ӑнланӑттӑмччӗ эпӗ. Анчах эсир пӗтӗмпе те пӗр аскӑнлӑхшӑн, лапӑрчӑк ятшӑн ҫеҫ турӑр. Нивушлӗ сире хамӑр ытла йӗрӗнӗҫ, ытла ирсӗрле хӑтланнӑ текен шухӑш хӑратмасть, эпир пӗр-пӗрин ытамне нимӗнле юратусӑр, кичемлӗхе пула, йӑпанассишӗн кӑна, мӗн унта, пач кӑсӑкланмасӑрах та-ха, кӗрсе ӳкрӗмӗр-ҫке, мӗнле калас… горничнӑйсем уявсенче хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкленӗ евӗр ҫеҫ. Ӑнлансамӑр: ку вӑл хӗрарӑм укҫашӑн парӑннинчен те начартарах. Лере унта нушалӑх, илӗртӳ… Ӑнлансамӑр, мана ҫак сивӗ, тӗллевсӗр, ҫак каҫарма ҫукла пӑсӑклӑх-алхасу ҫинчен шутлама та намӑс, ирсӗр!

Ташлакансене вӑл сӳнсе ларнӑ, кичем куҫсемпе пӑхнӑччӗ, ҫамки ҫине унӑн сивӗ тар тапса тухнӑччӗ. Акӑ, каччи еннелле пач та пӑхман, урисене аран ҫеҫ куҫаркалакан, ним хускалман хулпуҫҫиллӗ, кӳренчӗк те шартламас сӑнлӑ Тальман мӑнаҫлӑн юхса-шуса иртрӗ, унпа юнашар хаваслӑ Епифанов качака таки пеклӗн сиккелерӗ. Акӑ йӑлт ҫунса хӗремесленнӗ, ҫиҫсе ялтӑракан куҫлӑ пӗчӗк Лыкачева, нимӗнле кӑлтӑк-сиенсӗр, ҫара та шап-шурӑ мӑйлӑскер… Авӑ, циркуль евӗр, ҫинҫе, тӳп-тӳрӗ те яштак ураллӑ Олизар. Ромашов пӑхнӑ та пуҫӗ ыратма пуҫланине тата йӗрес килни пуррине туять. Унпа юнашар вара Раиса, ҫилли тӑвӑлнипе шурса кӑвакарнӑскер, театрти евӗр, юри ӳстернӗ сарказмпа калаҫрӗ:

— Питӗ хӳхӗм! Пехота офицерӗ Иосиф Прекрасный ролӗнче!

— Ҫапла, ҫапла, шӑпах ролӗнче… — хыпса кайрӗ Ромашов. — Хам та пӗлетӗп, кулӑшла та ирсӗрле ку… Анчах эпӗ хамӑн ҫухалнӑ тасалӑхшӑн, ҫын ӳт-пӗвӗн ансат тасалӑхӗшӗн кулянма вӑтанмастӑп. Ҫӳп-ҫап шӑтӑкне эпир иксӗмӗр те хамӑр ирӗкпелен лакрӑмӑр, текех ӗнтӗ эпӗ, туйсах тӑратӑп, нихӑҫан та лайӑх, таса юратупа юратма хӑю ҫитереймӗп. Ҫакӑншӑн вара эсир айӑплӑ, — илтетӗр-и: эсир, эсир, эсир! Эсир манран аслӑ та опытлӑрах, юрату ӗҫӗнче те эсир ӗнтӗ ҫителӗклех тутанса курнӑ.

Петерсон пукан ҫинчен мӑнаҫлӑран-мӑнаҫлӑ тилӗрӳ-тарӑхупа ҫӗкленчӗ.

— Ҫитет! — терӗ вӑл сцена ҫинчи евӗр сасӑпа. — Хӑвӑр шутланине турӑр эсир. Чӑтма пултараймастӑп эпӗ сире! Ҫак кунтан пуҫласа, шанатӑп, эсир пирӗн киле ура ярса пусмастӑр, унта сире тӑван вырӑнне хурсах йышӑнатчӗҫ-ха, ӗҫтеретчӗҫ те ҫитеретчӗҫ, анчах эсир мӗн териех путсӗр пулнӑ иккен. Питӗ те шел, ҫаксене пӗтӗмӗшпех упӑшкана каласа пама пултараймастӑп. Тап-таса, ҫветтуй ҫын вӑл, эпӗ уншӑн кӗлтӑватӑп, пӗтӗмпех каласа кӑтартни вара — ӑна вӗлернинех пӗлтерӗччӗ. Анчах ӗненӗр, ним хӳтлӗхсӗр хӗрарӑма кӳрентернӗшӗн вӑл тивӗҫлипех тавӑрма пӗлнӗ пулӗччӗ.

Ромашов ӑна хирӗҫ тӑнӑччӗ те, куҫӗсене куҫлӑх витӗр чирлӗн хӗскелесе, унӑн пысӑк, ҫӳхе, тӗсне ҫухатнӑ та ҫилӗпе чалӑшса ларнӑ ҫӑварне пӑхнӑччӗ. Чӳречерен музыкӑн хӑлхана хупласла сассисем кӗмсӗр! те кӗмсӗр! янӑрарӗҫ, ҫине-ҫинех пӗрешкеллӗн чӑнтӑхрӗ курайман тромбон, тӗрӗк параппанӗ вара, калӑн, ниҫта та мар, Ромашовӑн хӑй пуҫӗнчех танкӑр-танкӑр танлатрӗ те пантӑр-пантӑр панлатрӗ. Раиса калаҫнине вӑл татӑкӑн-кӗсӗкӗн ҫех илткелерӗ, сӑмахӗсене пач ӑнланмарӗ. Вӗсем те ӑна, параппан сасси евӗрех, пуҫран тӳп-тӳррӗн киле-киле сӑптӑрнӑн, мимме аркатмаллах кисрентернӗн туйӑна-туйӑна кайрӗҫ.

Шӑлттӑн-шалттӑн пухса хучӗ Раиса вӗрттеркӗчне.

— О путсӗр йӗксӗк — шанӑҫ пӗтсе ларнӑн, чашкӑрса пӑшӑлтатрӗ те вӑл, вара залӑ тӑрӑх хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн хӗрарӑмсен пӳлӗмнелле таплаттарчӗ.

Йӑлтах, пӗтӗмпех вӗҫленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Ромашов кӗтнӗ канлӗхе туймарӗ; маларах вӑл чӗрине пусарса тӑнӑ лапӑркка та тӳрккес йывӑрлӑх кӗтмен ҫӗртенех лӑштӑр тухса ӳкӗ тенӗччӗ, ку — пулмарӗ. Ҫук, мӗнпур айӑпа ансӑр шутлавлӑ та мӗскӗн хӗрарӑм ҫине тиесе, вӑл аван мар, хӑравҫӑлла та илемсӗрле турӗ, тем тесен те, аван мар, халӗ, туять, лешӗ лере, шалти пӳлӗмре, ҫухалса кайнӑскер те хурхӑ пусса лартнӑскер, хевтесӗр ҫиллине шӑнараймасӑр, йӳҫҫӗн татӑлса макӑрать, куҫӗсем хӑйӗн шыҫса, хӗрелсе тухнӑ.

«Эпӗ хухнӑҫем хухса, аннӑҫем анса пыратӑп, — йӗрӗнӗҫлӗн те кичеммӗн шухӑшларӗ Ромашов. — Мӗн пурнӑҫӗ ҫакӑ! Темле хӗсӗк, тӗксӗм, вараланчӑкскер… Пӗр чӗрӗ сӑмах, таса савнӑҫӑн пӗр саманчӗ ҫех пулинччӗ хуть, ҫук вӗт, пурӗ те ниме тӑман аскӑнла ҫыхӑну, ӳсӗр-пӳсӗрлӗх, тунсӑх лачаки те службӑн вӗлерсе пӑрахасла пӗрешкеллехӗ кӑна. Кӗнекесем, музыка, наука — ӑҫта ҫаксем пӗтӗмпех?»

Вӑл каллех столовӑйне кайрӗ. Унта Осадчипе Веткин, Ромашовӑн ротӑри юлташӗ, пуҫне йӑвашшӑн та халсӑррӑн ҫеҫ сулкалакан, хӑйне архиерей тесе ӗнентерекен сӗм-ӳсӗр Леха хулӗнчен тытнӑччӗ те алӑк патнелле ӑсататчӗҫ. Осадчийе сӑн-питне ҫирӗппӗн хытарса хунӑччӗ, хӑйӗн кӗмсӗрти хулӑн сассипелен протодьяконла ӗхӗрттеретчӗ:

— Пиллесемччӗ, тӗнчене тытса тӑракан аслӑ пӳлӗх. Кӗӗӗлӗ пуҫламалли вӑӑӑхӑт…

Ташӑ каҫӗ вӗҫленсе килнӗ май, столовӑйри шав ӳснӗҫем ӳссе пычӗ. Сывлӑш йӑлтах табак тӗтӗмӗпе тулса, чыхӑнса ларнӑччӗ, ҫавна пула сӗтелӗн пӗр пуҫӗнчи ҫыннисем теприсене аран ҫех куркаларӗҫ. Тахӑш кӗтесре юрлатчӗҫ, чӳрече патӗнчисем ушкӑнпа пухӑнса тӑнӑччӗ те, каҫхи тата кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ялан тунӑ пекех, киревсӗр анекдотсем ҫаптаратчӗҫ.

— Ҫук, ҫук, господасем… ирӗк парсамӑр, ак эпӗ каласа паратӑп сире! — кӑшкӑрашрӗ Арчаковский. — Пӗррехинче салтак хохол патне хваттере килет. Хохолӗн арӑмӗ вара пи-и-итӗ те хитре. Салтак пӑхать-пӑхать те шухӑша ӳкет: мӗнлерехчӗ иккен манӑн ҫакна…

Вӑл каласа пӗтернӗ-пӗтерменех, ӑна хӑй черетне чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ Василий Васильевич Липский пӳлсе лартать.

— Ҫук, ку мӗскер, господасем… Эпӗ пӗр анекдот пӗлетӗп акӑ.

Вӑл та вӗҫлесе ӗлкӗрейменччӗ-ха, тепри хӑй калавне васкаса пуҫланӑ та ӗнтӗ.

— Акӑ тата, господасем. Ӗҫ-пуҫӗ ку Одессӑра пулнӑ, ҫитменнине…

Мӗнпур анекдочӗ киревсӗрччӗ, кӑнттамччӗ те тӳрккесчӗ, кун пек чухне вара, яланах ҫаплалла-ҫке, пӗр калавҫи ҫех кулӑ хускатма пултарать — чи сӗмсӗрри те намӑс-симӗсне пуринчен ытларах ҫухатни.

Веткин картишӗнчен таврӑнчӗ те, унта вӑл Леха экипажпа ӑсатсаччӗ, Ромашова сӗтел патне чӗнчӗ.

— Ларсамӑр-ха, Жоржинька… Таптаса ватар. Паян эпӗ пуян, жид пекех. Ӗнер вӑйкӑртса илтӗм, паян каллех банк тытатӑп.

Ромашовӑн питех те чун-чӗререн калаҫас, хӑй тунсӑхӗпе пурнӑҫран йӗрӗнни ҫинчен кама та пулин пӗтӗмпех каласа парас килетчӗ. Вӑл, черкке хыҫҫӑн черкке ӗҫнӗ май, Веткин ҫине тархасласа йӑлӑнакан куҫпа пӑхрӗ, чӗтӗревлӗ сассипе ӗненмелле, ӑшшӑн калаҫрӗ:

— Эпир пурте, Павел Павлыч, пурте тепӗр пурнӑҫ пурри ҫинчен маннӑ. Ӑҫта-тӑр, ӑҫтине эпӗ пӗлместӗп, урӑхла, пач урӑхла ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, пурнӑҫӗ вара вӗсен ҫав тери тулӑх, ҫав тери савӑнӑҫлӑ, чӑн-чӑнниех. Ӑҫта-тӑр ҫынсем кӗрешеҫҫӗ, асапланаҫҫӗ, анлӑн та вӑйлӑн юратаҫҫӗ… Тусӑмҫӑм, мӗнле пурӑнатпӑр эпир! Мӗнле эпир пурӑнатпӑр!

— М-да, тӑванӑм, мӗн каласси ӗнтӗ унта, пурнӑҫ, — ӳркевлӗн тавӑрчӗ Павел Павлович. — Анчах, пӗтӗмпе илсен… ку вӑл, тӑванӑм, пӗртен-пӗр натурфилософи те энергетика. Итле, ыр ҫыннӑм, мӗ-енлескер япала вӑл — энергетика?

— О, мӗн хӑтланатпӑр эпир! — пӑлханса кайрӗ Ромашов. — Паян вил-ӳсӗрле кӳпсе тултаратпӑр, ыран ротӑна — пӗрре, иккӗ, сулахайпа, сылтӑмпа, — каҫпалан каллех ӗҫетпӗр, виҫмине вара каллех ротӑна. Нивушлӗ пӗтӗм пурнӑҫ ҫакӑнта, ҫак япалара? Ҫук, эсир шутласа ҫеҫ пӑхӑр — пӗтӗм, пӗтӗм пурнӑҫ!

Веткин ун ҫине, темле пленка витӗр пӑхнӑ евӗр, пӑтранчӑк куҫпа пӑхса илчӗ, хӑйклатрӗ те чӗтӗрекен ҫинҫе саспа сасартӑк юрласа ячӗ:

Шӑплӑхра пурӑннӑ,
Вӑрманта пурӑннӑ,
Йӗкине вӑр-вӑр-вӑр ҫавӑртта-арнӑ…

— Сур пурин ҫине те, пирӗшти, сывлӑхна упра.

Пӗтӗм чунӗ-чӗрипелен
Кӗнчелеҫҫине юратнӑ.

Кайрӑмӑр выляма, Ромашевич-Ромашевский, эпӗ сана хӗрлӗскерне паратӑп.

«Никама та ӑнланмалла мар ку. Ҫывӑх ҫыннӑм ҫук манӑн», — йӳҫеклӗн шухӑшларӗ Ромашов. Самантлӑха ӑна Шурочка аса килчӗ, — питӗ вӑйлӑскер, питӗ мӑнаҫлӑскер те илемлӗскер, — темӗн ачашшӑн, пылаккӑн та шанчӑксӑррӑн сурса, нӑйӑлтатса кайрӗ вара унӑн чӗре таврашӗнче.

Вӑл ҫутӑличченех пухура юлчӗ, штос мӗнле вылянине пӑхрӗ, хӑй те вылява хутшӑнкаларӗ, анчах чун-кӑмӑл туртӑмӗ те, хавхаланӑвӗ те пулмарӗ унӑн. Пӗр хутӗнче вӑл мӑйӑх та шӑтман ик подпрапорщикпа уйрӑм сӗтел йышӑннӑ Арчаковский тӗрӗс маррӑн хӑтланнине те курчӗ: лешӗ тытрӗ те, самаях тӳрккессӗн туртӑнтарса, икӗ карта харӑссӑнах хӑй еннелле ывтӑнтарчӗ. Ромашов ӑна асӑрхаттару тӑвасшӑнччӗ, анчах шарламарӗ. «Эх, пурпӗрех-ҫке. Кунпа нимӗскер те тӳрлетейместӗп», — ҫийӗнчех чарӑнса ларса, шухӑшларӗ сӳрӗккӗн.

Веткин, хӑйӗн миллионӗсене пилӗк минутра выляса янӑскер, шурнӑскер те ҫӑварне карнӑскер, пукан ҫине ларнӑччӗ те ҫывӑратчӗ. Вӑйӑ ҫине Ромашовпа юнашарах Лещенко та тӗксӗммӗн тинкернӗччӗ, анчах ҫакӑнта ҫапла сехечӗ-сехечӗпе кичеммӗн ларма ӑна мӗнле вӑй хистенине ӑнланмашкӑн питех те йывӑрччӗ. Ҫутӑлчӗ. Юха-юха аннипе капмарланнӑ ҫуртасем сарӑ вӑрӑм ҫулӑмпа ҫунатчӗҫ те мӗлт-мӗлт сике-сике илетчӗҫ. Вылякан офицерсен пичӗсем шура-шура кайнӑччӗ, тертлӗн-асаплӑн курӑнатчӗҫ. Ромашов ҫав-ҫавах картсем, кӗмӗл тата хут укҫасен куписем, пурӑпа ҫырса тултарнӑ симӗс пустав ҫине пӑхнӑччӗ, унӑн йывӑрланса, тӗтреленсе ларнӑ пуҫӗнче, вара ҫаплах пӗрешкел шухӑшсем ӳркевлӗн пӑтрашӑнчӗҫ: хӑй анса, пӗтсе пыни те кичем, тӗксӗм пурнӑҫӑн тасамарлӑхӗ ҫинчен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех