Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXI

Пай: Казаксем

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Ҫӑлкуҫ: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хушнӑ: 2019.12.19 17:45

Пуплевӗш: 106; Сӑмах: 1237

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сасартӑк ун чӗринче хӗвел пек ҫутӑлса кайрӗ. Вӑл вырӑсла калаҫнӑ сасӑсене, Терекӗн хӑвӑрт та пӗр тикӗс юххине илтрӗ, вара пӗр-икӗ утӑмран ун умне юхан-шывӑн шӑвакан кӗрен лаптӑкӗ, ҫыран хӗррисенчи тата ӑшӑх вырӑнсенчи сӑрӑ йӗпе хӑйӑр, аякри ҫеҫенхир, шыв ҫийӗнчен уйрӑлса тӑракан кордон тӑрри, йӗплӗ курӑк ҫинче ҫӳрекен тӑлласа янӑ, йӗнерлӗ лаша тата тусем тухса тӑчӗҫ. Хӗрлӗ хӗвел пӗр самантлӑха пӗлӗтсем хушшинчен тухрӗ те юлашки пайӑркисемпе ҫырма тӑрӑх, хӑмӑшсем ҫийӗпе, кордон тӑрри ҫине тата кӗпӗрленсе тӑракан казаксем ҫине савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхса илчӗ. Казаксем хушшинче тӑракан Лукашкӑн хаваслӑ сӑн-сӑпачӗ ирӗксӗрех Оленина хӑй ҫине ҫаврӑнтарса пӑхтарчӗ.

Оленин хӑйне каллех, куҫа курӑнман ним сӑлтавсӑрах, питех те телейлӗ пек туйрӗ. Вӑл Терек леш енчи мирлӗ аула хирӗҫ вырнаҫса тӑракан Нижне-Протоцки постне пырса кӗчӗ. Оленин казаксене сывлӑх сунчӗ, анчах, кама та пулин ырӑ тума май тупайманнипе, пӳрте кӗчӗ. Пӳртре те май тупӑнмарӗ. Казаксем ӑна сиввӗн йышӑнчӗҫ. Вӑл тӑм шӑлса тунӑ пӳрте кӗчӗ те пирус тивертсе ячӗ. Казаксем, пӗрремӗшӗнчен, вӑл пирус туртнипе, тепӗр енчен, вӗсен ку каҫра урӑх йӑпану пулнӑ пирки, Оленин ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ. Тусем хушшинчен лазутчикпа пӗрле тӑшманла чеченецсем, вӗлернӗ абрекӑн тӑванӗсем, вилен ӳтне укҫалла илме тесе килнӗ. Станицӑран казаксен пуҫлӑхӗсем килессе кӗтнӗ. Вилнин тӑванӗ, ҫӳлӗ те яштака пӳллӗ, кӗскетсе каснӑ тата хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ сухаллӑскер, хӑйӗн ҫинчи черкескипе папахи ҫӗтӗк-ҫурӑк пулин те, патша пек лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пулнӑ. Вӑл вӗлернӗ абрек сӑнарлах пулнӑ. Никам ҫине те пӑхман вӑл, вилӗ ҫине те пӗрре те пӑхса илмен, сулхӑнта урисене хуҫса ларса, чӗлӗм туртса суркаланӑ ҫеҫ тата сайра хутра пырӗнчен темиҫе сасӑ кӑларнӑ, вӗсене унпа пӗрле килнӗ юлташӗ питӗ тимлӗн итленӗ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку вӑл джигит, вырӑссене пачах урӑхла условисенче пӗрре ҫеҫ мар курнӑскер, ҫавӑнпа та ӑна халь вырӑссем нимӗн те тӗлӗнтермен ҫеҫ мар, интереслентермен те. Оленин вилӗ патне пырса ун ҫине пӑхма тӑнӑччӗ, анчах та вилнин тӑванӗ Оленин ҫине куҫхаршинчен ҫӳлерех лӑпкӑн та йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илчӗ те ҫиленсе хӑвӑрт тем каларӗ. Лазутчик васкаса вилӗ питне черкескӑпа витсе хучӗ. Оленина джигит пит-куҫӗ мӑнаҫлӑ та хаяр пулни тӗлӗнтерчӗ; вӑл джигитпа, леш мӗнле аулран пулни ҫинчен ыйтса, калаҫма пуҫласшӑнччӗ, анчах чеченец ун ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илсе йӗрӗнчӗклӗн сурчӗ те кутӑн ҫаврӑнса ларчӗ. Ту ҫынни хӑйпе интересленменнинчен Оленин ҫав тери тӗлӗнчӗ, вӑл вара ҫавнашкал сивӗ пулни ун айванлӑхӗнчен е чӗлхене пӗлменнинчен кӑна килет пуль тесе шутларӗ. Оленин унӑн юлташӗ енне ҫаврӑнчӗ. Юлташӗ лазутчик тата тӑлмачӑ, ҫавнашкалах ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ, анчах хӗрлӗ мар, хураскер, вӗтӗрти, шап-шурӑ шӑллӑ тата йӑлтӑртатса тӑракан хура куҫлӑскер. Лазутчик хаваслансах калаҫӑва хутшӑнчӗ те пирус ыйтрӗ.

— Вӗсем пиллӗкӗн пӗр тӑван, — каласа пама пуҫларӗ лазутчик хӑйӗн ҫурма вырӑсла чӗлхипе, — акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш тӑванне вырӑссем вӗлерчӗҫ, иккӗшӗ анчах юлчӗҫ; вӑл джигит, паттӑр джигит, — терӗ лазутчик, чеченец ҫине кӑтартса. — Ахмет-хана вӗлернӗ чухне (вилнӗ абрека ҫапла чӗннӗ) вӑл леш енче хӑмӑшсем хушшинче ларнӑ, вӑл пурне те курнӑ: ӑна кимӗ ҫине мӗнле хунине те, ҫыран хӗррине мӗнле илсе тухнине те. Вӑл ҫӗрлеччен ларнӑ, старике персе вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ыттисем яман.

Лукашка калаҫакансем патне пычӗ те юнашар ларчӗ.

— Мӗнле аулран вара? — ыйтрӗ вӑл.

— Ав, леш тусем хушшинче, — тавӑрчӗ лазутчик, Терек леш енне кӑвакпа, тӗтреллӗ хушӑкалла кӑтартса. — Суюк-суна пӗлетӗн-и? Унтан вунӑ ҫухрӑм леререх пулать.

— Суюк-сура Гирей-хана пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ Лукашка, ҫавӑн пек ҫынпа пӗлӗшлӗ пулнӑшӑн мухтанса пулас. — Манӑн кунак вӑл.

— Манӑн кӳршӗ, — тавӑрчӗ лазутчик.

— Маттурскер! — Вара Лукашка, питех те интересленсе пулас, тӑлмачӑпа тутарла калаҫма пуҫларӗ.

Часах икӗ казаклӑ свитӑпа сотник тата станичнӑй атаман юланутпа килсе ҫитрӗҫ.

Сотник, ҫӗнӗ казак офицерӗсенчен пӗри, казаксене сывлӑх сунчӗ; анчах ӑна хирӗҫ ҫар ҫыннисем пек: «здравия желаем, ваше благородие» тесе никам та кӑшкӑрмарӗ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ ахаль пуҫ тайса ответлерӗҫ. Хӑшӗсем, вӑл шутрах Лукашка та, ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Постра пӗтӗмпех йӗркеллӗ, тесе пӗлтерчӗ урядник. Ҫаксем пурте Олениншӑн кулӑшла курӑнчӗҫ: ку казаксем салтакла выляҫҫӗ темелле ҫав. Анчах ку нумая пымарӗ, часах вӗсем пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма тытӑнчӗҫ. Сотник те, ыттисем пекех ҫӑмӑл казак, тӑлмачӑпа тутарла пит аван ҫаптарма пуҫларӗ. Темӗнле хут ҫырчӗҫ те ӑна лазутчика пачӗҫ, унран укҫа илчӗҫ, унтан ӗҫ тума тытӑнчӗҫ.

— Гаврилов Лука хӑшӗ сирӗн? — ыйтрӗ сотник.

Лукашка ҫӗлӗкне хыврӗ те ун патне пычӗ.

— Сан ҫинчен эпӗ полковойне рапорт ятӑм. Мӗн тухассине пӗлместӗп; эпӗ хӗрес пама ыйтса ҫыртӑм, урядник тума иртерех-ха. Эсӗ хут пӗлетӗн-и?

— Никак ҫук.

— А мӗнле маттурскер вара! — терӗ сотник, хӑйне ҫаплах начальник пек тыткаласа. — Ҫӗлӗкне тӑхӑн. Хӑш Гавриловсен вӑл? Широкийсен мар-и?

— Тӑванӗн ачи, — тавӑрчӗ урядник.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп. Ну, тытӑн, пулӑш ҫавсене, — терӗ вӑл, казаксем еннелле ҫаврӑнса.

Лукашкӑн сӑнӗ савӑнӑҫпах ҫутӑлса тӑчӗ, ҫавӑнпа та ахаль чухнехинчен те хитререх курӑнчӗ. Урядник патӗнчен пӑрӑнса ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл каллех Оленин патне пырса ларчӗ.

Вилӗ ӳтне кимӗ ҫине леҫсе хурсан, чеченец пиччӗшӗ ҫыран хӗррине пырса тӑчӗ. Казаксем, ӑна ҫул парас тесе, ирӗксӗрех сирӗлсе тӑчӗҫ. Лешӗ вӑйлӑ урипе ҫырантан тапса ячӗ те кимӗ ҫине сиксе ларчӗ. Оленин ҫакна асӑрхарӗ: ҫакӑнта пӗрремӗш хут вӑл пур казаксене те хӑвӑрттӑн куҫ хывса илчӗ те каллех юлташӗнчен кӗскен тем ыйтрӗ. Юлташӗ темӗн каласа тавӑрчӗ те Лукашка ҫине кӑтартрӗ. Чеченец Лука ҫине пӑхса илчӗ те, ерипен ҫаврӑнса тӑрса, леш енчи ҫыран ҫине пӑхма пуҫларӗ. Курайманлӑх мар, чунтан йӗрӗнни палӑрчӗ унӑн куҫӗсенче. Вӑл тата темӗн каларӗ.

— Мӗн терӗ вӑл? — ыйтрӗ Оленин йӑпӑрти тӑлмачӑран.

— Эсир пире хӗнетӗр, эпир сирӗнне вӑрлатпӑр. Апла та, капла та хурда-мурда, — терӗ лазутчик, ҫакна вӑл суйса каларӗ пулас, унтан хӑйӗн шурӑ шӑлӗсене йӗрсе кулса ячӗ те кимӗ ҫине сиксе ларчӗ.

Вӗлернин тӑванӗ пӗр сиккеленмесӗр ларчӗ тата ялан леш ҫыран ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Вӑл ҫав тери курайман тата йӗрӗннӗ, ҫавӑнпа та уншӑн кунта нимӗнле кӑмӑл та пулман. Кимӗ вӗҫӗнче тӑракан лазутчик, кӗсмене пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, ҫӑмӑллӑн ишнӗ май пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ. Юхӑма урлӑрах пыракан кимӗ пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пычӗ, сасӑсем аран-аран илтӗнчӗҫ, вара юлашкинчен куҫ умӗнчех вӗсем леш ҫыран хӗррине, хӑйсен лашисем тӑракан вырӑна, пырса чарӑнчӗҫ. Унта вӗсем вилене ҫӗклесе тухрӗҫ; лаша хӑраса туртӑнкаланӑ пулин те, вилене йӗнер урлӑ хучӗҫ; унтан лашисем ҫине утланчӗҫ те хӑйсем ҫине пӑхма халӑх нумай тухнӑ аул ҫумӗпе выртакан ҫул тӑрӑх уттарса кайрӗҫ. Ку енчи казаксем вара калама ҫук кӑмӑллӑ та хавас пулчӗҫ. Пур енчен те кулни тата шӳт туни илтӗнчӗ. Сотникпе станичнӑй хӑналанма тӑм пӳрте кӗчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ пит-куҫлӑ Лукашка, чавсисемпе чӗркуҫҫисем ҫине таянса, патак татӑкӗ чутласа ларчӗ. Вӑл хӑйне сӑпай ҫын пек тытма тӑрӑшрӗ, анчах ун ним те тухмарӗ.

— Мӗн туртатӑр ҫак эсир? — терӗ вӑл, пӗлес килнӗ пек пулса, — аван-и вара?

Кӑна вӑл Оленин хӑйне ҫӑмӑл мар туйнине тата вӑл казаксем хушшинче пӗччен пулнине асӑрханӑ пирки анчах каларӗ пулас.

— Ахалех, хӑнӑхнӑран, — тавӑрчӗ Оленин. — Мӗн вара?

— Хм! Пирӗн йышшисем туртма пуҫласан вара, инкек! Авӑ, тусем инҫе те мар, — терӗ Лукашка, ту хушшине кӑтартса, — анчах ҫитеймен!.. Эсир киле мӗнле пӗччен каятӑр-ха: тӗттӗм вӗт? Кӑмӑлӑр пулсан, эпӗ сире ӑсатса ярӑп, — терӗ Лукашка, — эсир урядникрен ыйтса пӑхӑр.

«Епле маттур вӑл» — шухӑшларӗ Оленин, казакӑн хаваслӑ пит-куҫӗ ҫине пӑхса. Вӑл Марьянка ҫинчен тата чупнӑ сасса хӑй ӑнсӑртран хапха урлӑ илтнине аса илчӗ те Лукашкӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ, ӑна хут пӗлменшӗн шеллерӗ. «Мӗнле килӗшсе кайман япала? — шутларӗ вӑл. — Ҫын тепӗр ҫынна вӗлернӗ те телейлӗ, кӑмӑлӗ уҫӑлса кайнӑ, вӑл пархатарлӑ та илемлӗ ӗҫ тунӑ, тейӗн. Нивушлӗ вӑл кунта ытла савӑнмалли нимех те ҫуккине, телей ҫынна вӗлернинче мар, хӑвна ху ыттисемшӗн парнене кӳнинче иккенне сисмест?»

— Ну, тӑванӑм, халь ун куҫӗ тӗлне ан пул, — терӗ кимме ӑсатса янӑ казаксенчен пӗри, Лукашка енне ҫаврӑнса, — илтрӗн-и, сан ҫинчен мӗнле ыйтрӗ?

Лукашка пуҫне ҫӗклерӗ.

— Хреснӑй-и? — терӗ вӑл, ҫак сӑмахпа чеченец тенине пӗлтерсе.

— Хреснӑйӗ тӑрас ҫук, анчах та унӑн хӗрлӗ пиччӗшӗ хреснӑйран та хреснӑйрах.

— Ан тив, хӑй сывӑ кайнӑшӑн турра кӗлтутӑр, — терӗ Лукашка кулса.

— Мӗн пирки савӑнатӑн вара эсӗ? — ыйтрӗ Лукашкӑран Оленин. — Хӑвӑн пиччуна е шӑллуна вӗлерес пулсан, савӑннӑ пулӑттӑн-и эсӗ?

Казакӑн куҫӗсем Оленин ҫине пӑхса кулчӗҫ. Вӑл хӑйне Оленин мӗн калас тенине йӑлтах ӑнланчӗ пулас, анчах та ҫакнашкал шухӑшсенчен ҫӳлерех тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

— Мӗнех вара? Унсӑрах мар ҫав! Пирӗн тӑвансене вӗлермеҫҫӗ-им вара?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех