Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.11 11:41

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 1217

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗлместӗп, тусем хушшинчи уйӑхлӑ ҫутӑ каҫа хӑҫан та пулсан курма тӳр килнӗ-ши сире. Ту хыҫӗнчен ҫурла пек уйӑх тухса тӑрсан, пӗтӗм ту хушши тӑршшӗпех мӗлкесем чупаҫҫӗ, юханшыва сайра тӗтре хупласа илет, тӗтре витӗр чуллӑ ҫырансем тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ, кӗтӳҫсен вучахӗ йӑслатса ҫунни аран-аран курӑнать, — ҫакан пек самантра сирӗн ума пурте илемлӗ те ҫӗнӗлле картина пек тухса тӑрать… Темӗнле илемсӗр те ҫаралса юлнӑ чӑнкӑ ҫыран хӗрри, кӑнтӑрлахи ҫутӑра ун ҫине пӑхма ҫук килӗшӳсӗрскер, халӗ пит чаплӑ та мӑнаҫлӑ чул сӑрчӗ пек курӑнать, ҫавӑнпа ун ҫумне пырса та ан ҫыхлан; кӑнтӑрла иртсе кайнӑ чухне никам та ҫаврӑнса пӑхман ката уйӑх ҫутинче ҫав тери илемленсе, кӑтраланса кайнӑ та, халӗ ӗнтӗ вӑл таҫти, Хура тинӗс хӗрринчи виноградсен сачӗ пек курӑнать; ту ҫинчи хыр вӑрманӗ тӑрринче хура пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, пӗлӗтсенчен ҫӳлерех йӗс пек ҫутӑ ялкӑшать; сӑртри кӗтӳ тапӑрӗ пур тапӑрсем пекех, ун пеккисем кунта сахал мар. Халӗ ҫав тапӑр сӑртсем хушшине пытаннӑ юмахри хитре ҫурт пек туйӑнать… Акӑ ир килсе ҫитет, кӑвак пӗлӗт ҫинче хӗвел йӑлтӑртатать — вара каҫхи ултав карри пӗр самантра ҫухалать. Шыв ҫийӗнчи тӗтре те сирӗлет, хӗвелтухӑҫӗнчи кӗрен тӗс те ҫухалчӗ — йӑлтӑркка ҫутӑра пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, пурне те яланхи тӗс ҫапрӗ; вӗрипе хӗрсе саралнӑ чуллӑ сӑртсем те, шуркутсем йӑва туса чечче пек шӑтарса пӗтернӗ тӑм тӑвайкки те, ҫаралса юлнӑ тӗмескесем те, чӑнкӑ ҫырансенчи шыв та, хырсен сӑрӑ вуллисем те, стенисене кизякпа сӗрнӗ хура выльӑх вити те — пурте, пурте яланхи пекех.

Сергейпе те ҫавӑн евӗрлӗ пулса тухрӗ. Уйрӑмлӑхӗ те вара ҫакӑнта кӑна пулчӗ: куҫа тем-тем курӑннин сӑлтавӗ кӑнтӑрлахи ҫутӑ мар, Кондратьевпа калаҫни пулчӗ. Шӑпах ҫав калаҫу ӗнтӗ Сергее пурнӑҫ ҫине урӑх куҫсемпе пӑхма хистерӗ. Станицӑсемпе хуторсем витӗр тухнӑ чухне, ҫынсемпе калаҫнӑ чух, Сергей тӗлӗнмелле улшӑну пулнине туйма пуҫларӗ, ӗнер анчах кӗрен тӗспе витӗнсе тӑракан япаласем паян уншӑн йӑлтах урӑхла курӑнчӗҫ. Пур енче те тӳлек сӑнлӑхсем: Усть-Невински ГЭС-не ӗҫе янӑ ятпа пулнӑ чаплӑ пухуран кӑшт сыпса таврӑннӑ ҫынсем хӑйсен ҫурчӗсенче электричество ҫути курнӑ кунран пуҫласа станицӑра савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ пурӑннӑ; уйра электролинисем тума кӳрсе килнӗ юпасем площадьре выртнӑ, — вӗсем ҫинче каҫсерен вӑййа тухакан ҫамрӑксем ларнӑ, — ҫав юпасене ҫеҫенхире турттарса кайма никам та шутламан; трансформатор колонкисем тума фермӑсемпе уйри стансенче май уйӑхӗнчех кирпӗч, тӑм, хӑйӑр хатӗрлесе хунӑ пулнӑ, анчах вӗсем халь те унтах сапаланса выртаҫҫӗ-ха — курӑк айне пула пуҫланӑ; электричество моторӗсене, пралука, изоляторсене вӑхӑтлӑха сыхласа усрама кӗлетсене мӗнле хунӑ, ҫавӑн пекех выртаҫҫӗ, вӗсене ҫиелтен тусан пусса илнӗ… Пӗр сӑмахпа каласан, гидростанцине ӗҫе яриччен мӗн тума ӗлкӗрнине кӑна туса ҫитернӗ, ун хыҫҫӑн Рагулинсӑр пуҫне урӑх никам та вырӑнтан тапранман. «А-ха, Николай Петрович акӑ мӗн пирки мана ятларӗ, — шутларӗ Сергей, каҫ кӳлӗмпе Родниковскине кӗрсе. — Кӗтмен ҫӗртенех хӑрушӑ лӑпкӑлӑх пулса тӑчӗ… Ку тӳлек пурнӑҫа хӑвӑртрах пӗтерес пулать…»

Никита Никитич Андриянов Сергее станица Совечӗн ҫутӑпа ялкӑшса тӑракан крыльци ҫинче кӗтсе илчӗ, унӑн аллине савӑнса чӑмӑртарӗ те хӑй килне пыма чӗнчӗ. Никита Никитич станица Советӗнчен инҫе мар пурӑннӑ. Тӑррине хӑмӑшпа витнӗ лутрарах ҫурт килкарти ӑшӗнче ларать. Ҫенӗх алӑкӗ тӑрринче пысӑк лампа ҫунать — килкарти, унти йывӑҫсем, чӑх витипе сысна вити, пӗчӗк сарай — ҫап-ҫутӑ ҫуталса лараҫҫӗ. Сергей кӗнӗ пӳлӗмсенче те ҫутӑ ытлашшипех. Сергей кил хуҫи арӑмне, кӗрнеклӗ хӗрарӑма, сывлӑх сунса саламларӗ.

— Курӑр-ха эсир, Сергей Тимофеевич, епле пурнатпӑр эпир! — хаваслӑн каларӗ Никита Никитич. — Йӗри-тавра кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ! Пурнӑҫ мар, — савӑнӑҫ… Настенька, — хушрӗ вӑл арӑмне, — плитка ҫинче каҫхи апат пӗҫерсе пар-ха эсӗ пире, чей вӗрет. Халӗ пурте пӗр самантрах пулать! — Никита Никитич, Сергей еннелле ҫаврӑнса, шывлӑрах та вӑйлӑ мар куҫӗсене хӗссе илчӗ. — Ӗҫле, Настенька!

— Эпӗ кӑмака хутса яратӑп, — терӗ Настенька.

— Нимӗнле кӑмака та кирлӗ мар! Сало кас та ҫӑмарта шаритле, пурте пӗр самантра шаритлентӗр, — тӗтӗм ан тухтӑр!

Вара Никита Никитич, плиткӑпа апат пӗҫерме мӗнле лайӑххине Сергее кӑтартасшӑн пулса, плитка пралукне штепселе хӑй чиксе лартрӗ. Плитка хӗрелсе, часах шап-шурӑ пуличчен хӗрсе ҫитрӗ.

— Сергей Тимофеевич, акӑ ӑҫта вӑл янтӑ пурнӑҫ! — мухтанса каларӗ Никита Никитич. — Пӗлетӗн-и, ниепле те ӗненес килмест, таҫта, Усть-Невинскире кустӑрма ҫаврӑнса, манӑн килте ҫакӑн пек тӗлӗнмелле япала пулнине вӗлерсен те ӗненес килмест!.. Астӑватӑп, эпир канал чавнӑ чухне ҫав тери сивӗччӗ, халӗ авӑ мӗнле хӗрӳ!

Ку тӗлте Никита Никитич аллисене плитка патне ҫывхартрӗ, пӳрнисене вылятса илчӗ, вара, кӑмӑлӗ тулнипе, кулса ячӗ.

— Аван вӗт! — кӑшкӑрса каларӗ вӑл. — Хӗлле алӑсене ӑшӑтма пулать… Пирӗн станицӑра мӗн-мӗн пулса иртнине курасчӗ санӑн! Ирхине, ӗненетӗн-и, пӗр мӑрье те мӑкӑрланмасть, ҫав вӑхӑтрах кирек хӑш пӳрте кӗр — сӗтел ҫинче варениксем те, шаркку та, вӗретнӗ сӗт те пур… Хӗрарӑмсем плитка пралукӗсене штепселе чикме ҫав тери лайӑх вӗренсе ҫитнӗ — чӑн-чӑн электромонтерсем тейӗн! Хворостянкин арӑмӗ таҫтан утюг тупнӑ… Мӗнле мур илешле хӗрарӑм! Ӗненетӗн-и, ҫав машина халӗ килтен киле ҫӳрет — унпа халӗ хӗрарӑмсем черетпе кӗпе-йӗм якатаҫҫӗ. Манӑн Настенька патне ниепле те ҫитеймест-ха ҫав черет…

— Ну, ҫитӗ сана мухтанма, — ҫилленсе каларӗ Настенька, ҫатмине лартса. — Малти пӳлӗме кӗрӗр…

Каҫхи апата хатӗрленӗ вӑхӑтра Сергейпе Никита Никитич сӗтел умӗнче калаҫса ларчӗҫ.

— Ку, паллах, пурте пит килӗшӳллӗ япала, — терӗ Сергей. — Пӳртре ҫутӑ пулни те, плиткӑсем те, утюгсем те — паха та кирлӗ ӗҫ. Анчах мана, Никита Никитич, урӑххи пӑшӑрхантарать…

— Мӗн пӑшӑрхантарать? — пулӑшасшӑн пулнӑ пек ыйтрӗ Никита Никитич.

— Эпӗ станицӑсем тӑрӑх ҫӳрерӗм те акӑ мӗн куртӑм: хавасланатпӑр, савӑнатпӑр, ӗҫӗ пӗр вырӑнта тӑрать… Ҫавна пула эпир илсе тӑракан энерги кирлӗ ҫӗре мар каять, акӑ мӗнре хуйхи. — Сергей сӗтел ҫинче ҫакӑнса тӑракан абажур ҫинелле шухӑшлӑн пӑхса илчӗ. — Пирӗн гидростанцин тӗп пӗлтерӗшӗ мӗнре-ха? Ҫынсен ӗҫне ҫӑмӑллатассинче. Эпир мӗнпе йӑпанатпӑр?

— Эсӗ уншӑн ытлашши ан кулян, — сухалне якаткаласа каларӗ Никита Никитич. — Ҫӑмӑллӑх килчӗ ӗнтӗ, ҫынсен те кӑмӑлӗ тулчӗ… Чи лайӑххи вӑл — темӗн пекех культурӑллӑ пулса тӑнинче! Каҫхине хаҫат вулама пулать, кашни пӳртре пекех радиоприемник туянчӗҫ, килти ытти тӗрлӗ япаласене хатӗрлеме те… Е станицӑна илер-ха. Халӗ пирӗн ирччен тенӗ пекех юрӑсем юрлаҫҫӗ. Мӗншӗн? Пирӗн станица савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ пулса тӑчӗ. Каллех мӗншӗн-ха вӑл хаваслӑ пулса тӑчӗ? Электричество пуррипе… Хворостянкин мӗн-мӗн хӑтланнине курасчӗ санӑн! Кабинетра кнопкӑсем туса тултарнӑ, кирли ҫине пусать те — шӑнкӑрав янраса каять, вара Хворостянкина кам кирлӗ — ҫавӑ ун умне тухса тӑрать… Механизаци, урӑх мӗн калӑн кунта?

— Япӑх механизаци.

— Хворостянкин ҫывӑрма выртать, — малалла тӑсрӗ Никита Никитич хӑйӗн сӑмахне, — шуйттан илесшӗ, пуҫӗ тӗлӗнче ҫӗр каҫах ҫутӑ ялкӑшать!

— Ку мӗн тума тата? — Сергей хурлӑхлӑн кулнӑ пек пулчӗ.

— «Киленетӗп», тет… Вӑл кунӗпе тачанкӑпа чуптарса ҫӳрет-ҫке. Халӗ унӑн тата партбюрон ҫӗнӗ секретарӗ — Татьяна Нецветова пур. Вӑл Хворостянкина хытах хӗстерет те, вара лешӗн, мӗскӗнӗн, хӑрах ури ҫинче ҫаврӑнкалама тивет. Вара вӑл ҫывӑрас умӗн ҫеҫ хаҫат вулама тӑрать те ҫутӑ сӳнтермесӗрех ҫывӑрса каять. Арӑмӗ ятлаҫать, анчах лешӗ ним тусан та ҫуттине сӳнтерме хушмасть. Унӑн колхозӗнчи чӑх-чӗп фермин заведующийӗ чӑх витине электричество кӗртнӗ — электричество ҫутинче чӑхсем ҫӑмарта ытларах тӑваҫҫӗ тенине таҫта илтнӗ, тет… Ҫав ҫӗнӗ япалана пула автансем хурлӑх кураҫҫӗ: мӗскӗнсем, хӑҫан ҫурҫӗр ҫитнине, хӑҫан тул ҫутӑлса килнине туйса илеймеҫҫӗ. Шуйттан чӗпписем ҫӗрӗпех кӑшкӑраҫҫӗ, ытла хытӑ питӗрленнипе сассисем те тытӑнчӗҫ… Пӗрре каҫхине эпир Хворостянкинпа пӗрле чӑх витине кайрӑмӑр та ҫурӑкран пӑхатпӑр. Автансем шалча ҫинче кӑтӑш пулса лараҫҫӗ. Унтан — куҫӗсене чаркаласа пӑхма пуҫларӗҫ, йӗри-тавра кӑнтӑрлахи пекех ҫутӑ. Хӗвел тухнӑ тесе хӑраса ӳкрӗҫ те ҫунаттисемпе ҫатӑлтаттарса вӑйпах кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ… Мыскара!

— Ҫапла, Никита Никитич, кулӑшла мыскара мар, — шухӑшлӑн каларӗ Сергей. — Кун пек кулӑшла япалашӑн, куратӑп эпӗ, такамӑн макӑрмалла пулать. Автансемпе вӑйӑ вылятӑр, ӗҫе манса кайнӑ. — Сергей, ура ҫине тӑрса, пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ. — Пӗлетӗн-и, Никита Никитич, эпӗ сан пата ятлаҫма килтӗм.

— Мӗншӗн апла тата? — тӗлӗнчӗ Никита Никитич. — Мирлӗ пурӑнма юрамасть-и вара?

— Юрамасть, — терӗ Сергей хыттӑн. — Юпасем площадьре выртаҫҫӗ-и?

— Выртаҫҫӗ… Пурте пур вӗсем.

— Мӗншӗн ҫеҫенхире лини илсе каймастӑр?

— Ун пирки кӑтарту пулман-ҫке!

— Мӗнле кӑтарту кирлӗ тата?

— Санран.

— Ӗҫе чарса лартма манран кӑтарту пулнӑ-и вара?

— Ҫапли ҫапла та, — именсе каларӗ Никита Никитич. — Унӑн йӗрки ҫапла пулмалла-ҫке… Кӑштах кантӑмӑр.

— Акӑ мӗн, Никита Никитич, — терӗ Сергей, сӗтел хушшине ларса, — станица Совечӗн депутачӗсене пух-ха эсӗ, колхоз председателӗсене, бригадирсене, электриксене чӗн… Кану вӑхӑтне пӗтеретпӗр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех