Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.27 23:32

Пуплевӗш: 131; Сӑмах: 988

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Марийка хӑйӗн телейне пытарман, килӗнче вӑл савӑнӑҫлӑн хыпаланса ӗҫленӗ. Андрейпе тӗл пулнӑшӑн хӗпӗртенипе унӑн пӑшӑрхануллӑ шухӑшӗсем пурте вӑхӑтлӑха манӑҫа тухнӑ. Вӑл яланах ҫавӑн пек пурӑннӑ: хӗпӗртемелле пулсан, пур ҫын пӑхса ӑмсанмалла, шавласа хӗпӗртенӗ, хуйхӑрас-мӗн пулсан, вӑл хуйхӑрнине кура пурте хӑраса ӳкнӗ. Андрее курсан, вӑл пирвайхи минутрах пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ: Андрей ҫумӗнче хӑйне ҫав тери ҫӑмӑл та лайӑх иккен. Халь ӗнтӗ уншӑн уҫҫӑнах ҫакӑ палӑрчӗ: Андрей ӑна ҫав тери кирлӗ пулнӑ-мӗн, вӑл ҫук чухне ҫу каҫипех чӗринче темле, кайӑк пӑрахса кайнӑ йӑвари пек, пушӑ та хӑтсӑрччӗ.

…Чаплӑ хӑна вырӑнне хурса, Лозневоя малти пӳртре хӑналарӗҫ. Ыттисем пурте каҫхи апата кухньӑра ҫирӗҫ. Комбата хӑналамашкӑн Марийкӑн темиҫе хут та кухньӑран пӑраха-пӑраха каймалла пулчӗ. Ку ӑна вӗчӗрхентерчӗ. Пӗр секунд хушши те унӑн Андрейсӑр пулас килмест, пӗр секунд хушши те! Ун ҫумӗнче вӑл ҫав тери телейлӗ, ним ҫинчен те шухӑшламарӗ, ыран ирхине ҫак телей пӑчланасси ҫинчен те аса илмерӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Марийка Андрее аяккалла чӗнсе илчӗ те малти пӳрт алӑкӗ ҫине кӑтартса ыйтрӗ:

— Мӗн тума ертсе килтӗн эсӗ ҫавна?

— Комбата-и? Ма вара?

— Кӑмӑла каймасть вӑл мана.

— Мӗн эсӗ, лайӑх комбат вӑл!

— Лайӑх! Кушак аҫи ҫу ҫине пӑхнӑ пек пӑхать ман ҫине! — ҫиленсе каларӗ Марийка. — Ых, ҫав арҫынсем! Куҫӗсене чиксе шӑтарасчӗ пуринне те! — Ҫапла каларӗ те вӑл, сасартӑках шӑпланчӗ, хӑй Лозневоя мӗн тери кӑмӑлламаннине палӑртрӗ ӗнтӗ. — Мунча хутса парас-и сана?

— Ох, пит аванччӗ! — хӗпӗртерӗ Андрей.

— Эпӗ халех!

Марийка ҫенӗхелле ыткӑннӑччӗ, анчах алӑкра чарӑнсарах тӑчӗ те Андрее хӑй патнелле кӑчӑк туртса, ӑна кӑкӑрӗнчен аллипе сӗртӗнсе, пӑшӑлтатса илчӗ:

— Пулӑшма пыратӑн-и, э? Атя!

Мунчи пахча хыҫӗнче, ҫырмара, шӗшкӗ тӗмисемпе вӗт хурӑнсем, йытӑ ҫӗмӗрчӗсем ӳснӗ ҫӗрте ларать. Кунта, хӳтӗре, халӗ те-ха кӗртен пытанса юлнӑ ешӗл ҫулҫӑсем курӑнкалаҫҫӗ.

Каҫ пулса килет. Нумай ҫӗрте тӗксӗм-хӗрлӗн курӑнакан хӗвеланӑҫӗнче хура тӗтӗмсем ункӑланса, ҫӳлелле явӑна-явӑна хӑпараҫҫӗ. Инҫетри вӑрмансем каҫхи ӗнтрӗкре лайӑххӑнах палӑрмаҫҫӗ, хӑй ҫутисӗр-мӗнсӗр темиҫе пин башньӑллӑ авалхи крепоҫсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем, тӑррисем ҫеҫ ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫутӑлкалаҫҫӗ. Ольховкӑра, ту ҫинче халӗ те-ха ҫутӑ, пурте илемлӗ: хурӑнсене те, тӑвайккинчи тӗмесене те, пӳрт тӑррисене те, чӳрече кантӑкӗсене те — пурне те хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ. Ҫутӑ пӗлӗтре тата пӗр ӗҫсӗр йӗс тӗслӗ пысӑк уйӑх ҫакӑнса тӑрать, — ӑна курсан, патак илсе: — лайӑх янӑрать-ши? — тесе ҫапса пӑхас килет.

Мунча хутнӑ хушӑра Марийка Андрее хӑй патӗнчен вӗҫертмерӗ. Кунта та вӑл пурне те, яланхи пек мар, йӑлтах урӑхла, темле хыпӑнса, кӑштах пӑлханнӑ пекрех, васкаса ӗҫлерӗ. Калаҫасса та хӑвӑрт калаҫрӗ. Андрейрен служба ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ. Хӑй ӑна курас килнипе мӗн тери тунсӑхлани ҫинчен кала-кала пачӗ, ялти хыпарсене пӗлтерчӗ. Чул кӑмакари вутӑ ҫатӑртатса ҫунма пуҫласан, Марийка хулпуҫҫийӗпе Андрей ҫумнерех лӑпчӑнчӗ:

— Акӑ халь ман чӗрере те ҫакӑн пекех: савӑнӑҫлӑн ҫатӑртатса ҫунать… Илтетӗн-и, мӗн калатӑп? Хӑш-пӗр ҫынсене хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те ҫакӑн чухлӗ телей килсе лекмест пулӗ, тетӗп. Санӑн мӗнле?

— Манӑн… — тӑхтасарах каларӗ Андрей, — пӗрре ҫутӑ, тепре тата ҫак мунчари пек, — тӗтӗмлӗрех.

— Тӗтӗмлӗрех-и? Эсӗ хӗпӗртеместӗн-и?

Марийка ҫав тери савӑнӑҫлине Андрей хӑй те курчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Марийкӑна ку савӑнӑҫ пысӑках маррине, хӑй киле ӑнсӑртран ҫеҫ килсе кӗнине аса илтерсе хурлантарасшӑн пулмарӗ.

— Аҫу пирки-и? — ыйтрӗ Марийка.

— Ҫавӑн пирки… — терӗ Андрей.

— Мӗн пӑхмалла ун ҫине! — терӗ Марийка. — Ун ҫинчен ан шухӑшла, Андрей. Эпӗ сана халь ун ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн мар…

— Ирӗксӗрех шухӑшлаттарать, — терӗ Андрей, йывӑррӑн сывласа илсе. — Эсир киле юлатӑр, тем пулать сирӗнпе? Вӑл хӑй ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ хуть, эсӗ епле? Шухӑшлама та хӑрушӑ. Эсӗ акӑ мӗн… аннӳ тухса кайнӑ-и сан?

— Ҫӗрлеччен тухса каять!

— Эсӗ те унпа пӗрле кай!

Марийка каллех Андрей хулпуҫҫийӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ.

— Ҫук, Андрюша, — терӗ вӑл хуллен, — апла лайӑх мар. Эпӗ сирӗн ҫемйӗре пурӑнма куҫрӑм пулсан, яланах унпа пӗрле пулмалла. Мӗн тӑвас тетӗн? Вӗсем юлаҫҫӗ пулсан, манӑн та юлас пулать. Ҫук, ҫук, апла юрамасть!

Ҫунакан вутта вӑл туяпа тапраткаларӗ.

— Лайӑх ҫунать ӗнтӗ. Шыв патне каяр!

— Асту, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр!

— Ан шухӑшла, ӳкӗнес ҫук. Атя!

Ҫӑлкуҫ патӗнче Марийка кӗпине пуҫтаркаласа ларчӗ, Андрее аллинчен тытрӗ.

— Пӗлетӗн-и эс, эп сана мӗншӗн юрататӑп?

— Кам пӗлет сана, — кулса илчӗ Андрей.

— Эсӗ пӗтӗмпех ҫак ҫӑлкуҫӗ пек, — терӗ Марийка, Андрейӑн аллине хӑй ҫумне хытӑ пӑчӑртаса. — Пӗтӗмпех! Пӗтӗмпех! Мӗн кулатӑн? Куҫусем ҫавӑн пек сан: лӑпкӑ, хурарах пек, анчах вӗсенче ҫутӑ, йӑлтах курӑнать… Мӗншӗн кулатӑн? Ҫӑлкуҫӗнчен хуть мӗн чухлӗ шыв ӑс, вӑл ҫапах пурӑнать те пурӑнать. Ӗмӗр пурӑнать. Эсӗ те мана ҫавӑн пек туйӑнатӑн.

Андрей ӑна ҫӳҫӗнчен шӑлса ачашларӗ.

— Ҫӑлкуҫӗсем, Марийка, пурте ӗмӗр пурӑнмаҫҫӗ. Вӗресе тухать, тухать те — сасартӑках ҫук пулать. Сасартӑк таҫта ҫухалать-каять!

— Вӑт ку тӗрӗс мар! — хӑвӑртрах хирӗҫ тавӑрса каларӗ Марийка. — Пӗр вырӑнта ҫухалчӗ пулсан, тепӗр ҫӗртӗн тапса тухать. Тепӗр ҫӗртен, ҫапах та пурӑнать. Ан тавлаш, ӗмӗрех пурӑнать вӑл. Эсӗ те ҫавӑн пек… Атя, йӑтса каяр!

— Пар, хам йӑтам, — витресем патнелле пӗшкӗнчӗ Андрей.

— Ҫук, пӗрле, Андрюша! Акӑ, патак ҫинче.

Каткине шыв тултарсан, — Марийка, тӗтӗм мӑкӑрланнӑран ӗнтӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те, йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

— Халь шӑлас пулать. Ҫӳпӗллӗ кунта. Милӗк хуҫса килем-ха. — Хӑй ҫавӑнтах астуса илчӗ. — Ҫук, ҫук, пӗрле каятпӑр, — терӗ.

Вӗсем вӗт хурӑнлӑхалла кайрӗҫ. Йывӑҫне те ахалех пӑсас мар, турачӗсем те пӗр пекрех пулччӑр тесе, Андрей туратсене васкамасӑр, суйласа, тирпейлӗн хуҫа-хуҫа илчӗ, Марийки хыпаланнипе кушӑркаса кайнӑ ҫулҫисене сӑтӑра-сӑтӑра илсе епле май килне, аплипех яра-яра илсе хуҫрӗ.

— Ан васка, — кулса илчӗ Андрей. — Хыпаланчӑк!

Марийка ҫӗрелле уснӑ аллинче пӗр ывӑҫ турат тытса, Андрей умне пырса тӑчӗ. Андрее пӑхса илсе, вӑл пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Каҫхи ҫутӑпа унӑн куҫӗсем ӑраснах хытӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, тута хӗррисем шӑрӑх чухнехи пек кӑшт уҫӑлнӑ.

— Андрюша! — терӗ вӑл хуллентерех, темрен хӑранӑ пек. — Андрюшенька! — тепӗр хут, хальхинче хытӑрах каларӗ те вӑл, сасартӑк туратсене пӑрахса, Андрей патнелле ыткӑнчӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанчӗ, хӑй мӗн каланине хӑй те илтмесӗр, тем пӑшӑлтатма пуҫларӗ…

— Ҫынсем кураҫҫӗ вӗт, — терӗ Андрей, пӗтӗмпех вӗриленсе кайса.

… Унтан Марийка вар леш енчи хуран курӑнма пуҫланӑ шӗшкӗ тӗмисем ҫинелле пӑхса, пӗр минут хушши пек лӑпкӑн ларчӗ. Кайран вара темӗнле урӑх, инҫетри сасӑпа:
— Хӑрса типсе каятӑп эп, Андрей, сансӑр, — терӗ.
Вӑл аллипе ҫӗре хыпаласа илчӗ. — Акӑ ҫак турат татӑкӗ пек… Хуҫса илнӗ те ӑна — пурнӑҫӗ пӗтсе ларнӑ ун. Тӳрех типме тытӑнать.

Андрей, тапак хутаҫне сӳткелесе, самантлӑха чӗнмесӗр ларчӗ. Унтан пысӑк аллипе Марийкӑна хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ.

— Ан хуйхӑр, чӗкеҫӗм! Каларӑн-ҫке, эпӗ — ӗмӗр пурӑнаканни тесе. Каларӑн? Ну, вӑт, эп каллех таврӑнатӑн.

— Хӑҫан?

— Кам пӗлет!

— Акӑ мӗн эс, — терӗ Марийка чӑнласах каланӑ сасӑпа, — час таврӑнмасан — тухса таратӑп! Илтетӗн-и?

— Ӑҫта? — савӑнӑҫсӑр кулкаласа ыйтрӗ Андрей.

— Тӗнче вӗҫне ҫитиех!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех