Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенипе (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Захар ним те улшӑнман: унӑн ҫав пысӑк бакенбардсемех, сухалне хырман, ҫав сӑрӑ жилетпах тата ҫав ҫурӑк сюртукпах ҫӳрет, анчах вӑл авланнӑ, те кумӑшӗпе уйрӑлнипе, те ҫын тени арлӑ-арӑмлӑ пулмалла тенипе, Анисьйӑна качча илсе; анчах халӑх сӑмахӗнче каланӑ пек улшӑнман.

Захар все такой же: те же огромные бакенбарды, небритая борода, тот же серый жилет и прореха на сюртуке, но он женат на Анисье, вследствие ли разрыва с кумой или так, по убеждению, что человек должен быть женат; он женился и вопреки пословице не переменился.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Уншӑн француз, нимӗҫ, акӑлчан — мошенник, чее ултавҫӑ, вӑрӑ-хурах тенипе пӗрех.

В глазах его француз, немец, англичанин были синонимы мошенника, обманщика, хитреца или разбойника.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Юратура арҫын ачасен кӑна пуҫаруллӑ пулмалла тенипе килӗшместӗп эпӗ.

А я не считаю, что мальчишки должны первыми в любви признаваться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ҫав ҫынпа иксӗмӗр хушшӑмӑрти тахҫанхи тавлашӑва паян татас тенипе мар пӗлтеретӗп эпӗ сире унӑн ятне.

— Не для того я хочу сегодня полностью назвать это имя, чтобы решить старый спор между мною и этим человеком.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ «Бр. Крахмальниковых» конфечӗсене ҫисен вилме пулать тата мороженщиксем мороженнӑйне чирлӗ ҫынсене шыва кӗртнӗ сӗтрен тӑваҫҫӗ тенипе пӗрех.

Это было так же общеизвестно, как то, что конфетами фабрики «Бр. Крахмальниковы» можно отравиться или что мороженщики делают мороженое из молока, в котором купали больных.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ Володя ҫинчен пӗлнине куҫран пӑхсах сисрӗ вӑл, анчах йывӑра асӑнса чунне ыраттарас мар тенипе пайтах вӑхӑт хушши ун ҫинчен каламарӗ, пӗрле тӗл пулсанах, ҫинчех калани мана та хуйха ӳкернӗ пулӗччӗ терӗ пулас, туйрӑм ӑна эпӗ хам та.

С первого взгляда она поняла, что я знаю о Володе, но долго не говорила о нём из того душевного такта, который — я это почувствовал — не позволил ей так сразу, в первые минуты встречи, заставить меня разделить с нею горе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та тем пек килӗшес килмерӗ манӑн каҫ иртрӗ тенипе, эпир вӗт чи калас тенӗ сӑмахсенчен вуннӑмӗш пайне те каламарӑмӑр!

Но боже мой, как не хотелось соглашаться с тем, что он уже кончился, в то время как мы не сказали друг другу и десятой доли того, что непременно хотели сказать!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилес пек хапсӑнаттӑм сана, эсӗ акӑ ху юратас тенине ҫеҫ юрататтӑн, эпӗ тата ӑна санран уйӑрса илес тенипе те юрататтӑм.

Я умирал от зависти, думая, что ты любишь просто потому, что любишь, а я — ещё и потому, что хочу отнять её у тебя.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Палланӑ ҫын хӗрӗ тенипе пуль.

Очевидно, как привилегированную.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катьӑпа мӗнле те пулин инкек пулнӑ пулсан, мана ун ҫинчен кам та пулин ҫырса пӗлтернех пулӗччӗ тенипе ҫеҫ хама хам лӑплантартӑм эпӗ.

Я успокаивал себя только тем, что, если бы с Катей случилось несчастье, кто-нибудь непременно ответил бы мне.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килӗшнӗ-ши вӑл Катя хӑйшӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалнӑ тенипе?

Примирился ли он с тем, что она потеряна для него навсегда?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам эпӗ ялти килкартишӗнче, сарай патӗнчи утӑ ҫинче выртаттӑм та, ҫав туйӑм хам айӑмри курӑк чиккеленипе, утӑ шӑрши кӗнипе, хама упраса тӑракан ҫӗр вӗлермӗ тенипе ҫӗкленчӗ пулас.

Я лежал у сарая, на сене, в деревенском дворе, и мне казалось, что это чувство идёт от покалывания травинок, от запаха сена, от земли, на которой меня не убьют.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫанталӑк лайӑх тенипе ҫеҫ сахалччӗ-ха, — кӑҫал ҫулла ҫакӑн пек лайӑх ир пулман таччӗ!

Мало сказать, что погода была хороша, — за всё лето не было такого прекрасного утра!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пирӗн пата тепӗр хӑна, ҫӳлӗ те ырхан тенипе ырхан этем, йӑлтах сухал айне пулнӑскер кӗрсе тӑчӗ.

Вошел новый гость, то был высокий, очень худой человек, обросший большой бородой.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑнах та, аван тенипе аван!

И правда было хорошо!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫук, ӑна пӗлсе ҫитнӗ вырӑн тенипе мар, пӗтӗм инкекӗ те аттене нихҫан та шыраманнинче кӑна.

— Нет, дело не в том, что это изученные места, а в том, что отца никогда не искали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла хамӑра ытла мӗскӗнӗн ӑсатнӑшӑн салху пусрӗ пире, хамӑртан хамӑр вӑтантӑмӑр, ӑсатакансем те пирӗн хута кӗмен пек курӑнчӗҫ, курар-ха тенипе ҫеҫ пынӑ пек…

Но грустно было нам и стыдно за эти бедные проводы, за равнодушные лица, на которых было написано лишь любопытство…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахӑрнех вӑл манманччӗ пулас, епле пӗррехинче ҫав «ҫаксем ҫинчен» тенипе эпӗ ытла килӗштерсе калаҫманнине.

Очевидно, он еще не забыл, как я однажды решил «все это» не очень мирным путем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗмӗчӗ, тен, пысӑках та мар пуль-ха, ӗҫленӗ ҫӗрте ҫулелле каяс тенипе те пулӗ.

Это могла быть какая-нибудь очень простая цель, связанная с повышением по службе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен-ха Николай Антоныч хушмасӑрах ӑна пӗрмай юратса тӑнипе хӑй учителӗн, тусӗн ятне хура сӑн кӗртес мар тенипе ҫав хутсене пӗтерме шутланӑ пуль?

Быть может, без ведома Николая Антоныча, из одной привязанности к нему он хотел уничтожить эти бумаги, которые могут бросить тень на доброе имя его учителя, его друга?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех