Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫарӑр, Анфис аппа, сана пӗрре те кӳрентересшӗн марччӗ эп ку сӑмахпа.

Тетя Анфиса, Вы уж меня простите, я не хотела Вас обидеть.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Сӑмахпа кашни утӑмра, кашни пухура кӑшкӑрмасть вӗсем ҫине, ытарлӑн пӗлтерет: кӑткӑллӑ аквариум патӗнчен иртмессерен фирмӑра ӗҫлекен пӗлет — кӑткӑ пек ӗҫлемелле, унсӑрӑн кӑларса ҫапма та пултараҫҫӗ.

Не будет ругаться на каждом шагу и на каждом совещании, а предупреждает с намеком: и каждый сотрудник, проходя возле аквариума, каждый раз подумает — надо работать как муравей, а то могут и уволить.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Каюра» сӑмаха ҫак вӗренӳ пособийӗнче «кай ура» сӑмахпа улӑштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Мӗнле калаҫҫӗ-ха, тӗл-тӗл сӑмахпа, тӗл-тӗл ҫӑмахпа.

Где поговорила, где и – уговорила.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Сӑмахран, колхоз бригадирне сӑмахпа хӑртса илсен те пӑсмасть.

Можно матернуть бригадира колхозного, например.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Эпӗ ӑна ун чухне чӑмӑрла сӑмахпа шаплаттарнӑччӗ.

Я его тогда матом послал.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Минезия Хамдеева эмелпе ҫеҫ мар, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет, ачапа ачалла пуплесе ун чунӗ патне ҫул тупать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Вӗсен сочиненийӗсем, ҫав хӗрсен амӑшӗсен, кукамӑшӗсемпе мӑнасламӑшӗсен, пӗр сӑмахпа каласан, Крестовӑй походсем вӑхӑтӗнчи ватӑ хӗрарӑмсен сочиненийӗсемпе пӗр еверлӗрехех.

Темы были все те же, над какими в свое время трудились их матушки, бабушки и, без сомнения, все прабабушки, начиная с эпохи крестовых походов.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо тӳсӗмлӗхӗ те пӗтейменччӗ, лешсем питӗ аван карп, икӗ уланкӑ тата пӗчӗк ҫуйӑн йӑтса каялла пырса та ҫитрӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем пӗр ҫемье тӑранмалӑх ҫителӗклех ҫимӗҫ илсе пычӗҫ.

Джо не успел еще соскучиться, как они вернулись, неся порядочного линя, двух окуней и маленького соменка, — такого улова хватило бы на целую семью.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.

В следующее мгновение он был уже во дворе и бесновался, как индеец: вопил, хохотал, гонялся за мальчиками, прыгал через забор, рискуя сломать себе ногу или голову, ходил вверх ногами, кувыркался — словом, выделывал все, что только мог придумать, а сам все время косился исподтишка на Бекки Тэтчер: видит она это или нет.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, пурнӑҫ илемне кӳрекен савӑнӑҫсем пурте унӑн аллинче пулнӑ…

Словом, у этого оборванца было все, что придает жизни цену.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл каласа пӗтерсен, дамӑсем кӗлтунӑ пек аллисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ, унтан ҫавӑнтах халран кайнӑ майлӑ вӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле уснӑ, куҫӗсене хупнӑ, — эпир тӗлӗннине нимӗнле сӑмахпа та калама пултарас ҫук: ку ытла та аван, пирӗн ҫӗршывшӑн ытла та аван-ҫке тесе каласшӑн пулнӑ пекле пуҫӗсене сулланӑ вӗсем.

и как только он умолкал, все дамы поднимали кверху руки и, словно обессилев, роняли их на колени, закатывали глаза и трясли головами, будто говоря: «Словами этого никак не выразишь, это слишком хорошо, слишком хорошо для нашей грешной земли».

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том.

В следующую минуту он уже старался из всех сил: колотил мальчишек, дергал их за волосы, строил рожи, — словом, делал все возможное, чтобы очаровать девочку и заслужить ее одобрение.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ сӑмахпа каланине нихҫан та ӗненмен.

Тетя Полли не имела привычки верить на слово.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мана «Лорх» тесси «Лаох» сӑмахпа тымарланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пӗр сӑмахпа, шкул ачисене тавракурӑм енчен те, сывлӑх тӗлӗшӗнчен те усӑллӑ канма майсем ҫителӗклех.

Одним словом, для школьников достаточно способов с пользой отдохнуть и в плане кругозора и в плане здоровья.

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.31

Ҫак куна эпӗ нихӑҫан та манас ҫук тата ун чухне мӗн туйнине сӑмахпа та ӑнлантараймастӑп, - терӗ калаҫӑва малалла тӑсса вӑрҫӑ ветеранӗ.

Я никогда не забуду этот день и не смогу объяснить словами, что я чувствовал тогда, — продолжил ветеран войны.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Наци телекуравӗн журналисчӗ сӑмахпа тӗрӗс мар усӑ курни ҫеҫ кунта.

Здесь только неправильное использование журналистом национального телевидения слово.

Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4808-%D0%9D% ... 0%D0%BA%D0

Ҫыравҫӑ кашни предложенипе, кашни сӑмахпа мӗне те пулин пӗлтересшӗн.

Писатель хочет что-то сообщить каждым предложением, каждым словом.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Пӗр сӑмахпа, асӑннӑ учреждени культурӑпа савӑну пӗлтерӗшне кӑна пурнӑҫламан, вӑл ял ҫыннисене пӗр ҫӗре пухма та, вӗсен тӗллевӗсене татса пама та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех