Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пур енчен те тӗсесе

Автор: Хветӗр Агивер

Ҫӑлкуҫ: Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Хушнӑ: 2019.06.15 21:45

Пуплевӗш: 443; Сӑмах: 2594

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Хапха умӗнчи сак ҫинче старик ларнӑ. Ӗшеннӗ сӑнлӑ хӑй, тӳлек. Каҫалана сулӑннӑ паянхи ӑшӑ-ӑшӑ кун пек. Унӑн та тахҫан-тахҫан илӗм-тилӗм хӗвелӗ пулнӑ, — вӑл та шӑйӑн-вайӑн ҫӳренӗ, ури ҫӗре перӗнмен. Халӗ акӑ — каҫ, ял ҫийӗн лӑпкӑн ҫӗкленекен тӗтӗм шӑршиллӗ, тӳлек каҫ.

Сак ҫине пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ, вӑрӑм алӑллӑ хытанка йӗкӗт пырса ларчӗ. Пӑхма кӑна хӑйпашка вӗсем, пурӑнан пурнӑҫра вара лашасем пекех ҫирӗп. Мунчара та вӗсене никам ҫапӑнса ҫӗнтереймест.

Йӗкӗт йывӑррӑн хашлатса илчӗ те пирус тивертсе ячӗ.

— Уяв тӑватӑн-и? — ыйтрӗ старик.

— Уяв пулать-и ку, мучи, — тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн тин каларӗ Иван. — Йытӑ куҫҫулӗ. Санӑн тенкӗ те ӑллӑ пус ҫук-и?

— Ӑҫтан пултӑр?

— Пуҫ ҫурӑлса тухать?

— Ӗҫе вырнаҫрӑн-и?

— Вырнаҫман. Сенӗк йӑт та сысна витине уттар, тет.

— Кам калать. Директор-и?

— Ҫавӑ. Эпӗ сакӑр класс ҫурӑ пӗтернӗ. Кӗсьере манӑн виҫӗ специальность. Тупнӑ ашак. Хӑй мекӗрлентӗр.

— Шофер правине нумайлӑха туртса илчӗҫ-и?

— Пӗр ҫуллӑха. Эпӗ пӗр курка сӑра анчах ӗҫнӗччӗ! Тепӗр стакан хӗрли. Вӑл — ҫулӑхрӗ… Пӗлтӗртенпех сыхласа ҫӳрерӗ, йӗксӗк. Эпӗ ӑна ун чухне чӑмӑрла сӑмахпа шаплаттарнӑччӗ. Кӑмӑлне кайман…

— Эсӗ, йӗкӗт… таканари шыв пек пӗрехмай чӳхенсе тӑратӑн. Эсӗ кӑшт асӑрханарах. Вӗсене пурпӗр ҫӗнтерейместӗн. Вӗсем — пуҫлӑхсем…

— Пулин, мана мӗн?

— Эппин, килӗнтех пӑнтӑх. Виҫӗ специальноҫ хӑвӑн, пур-пӗрех ниҫта кайса кӗрейместӗн. Кирлӗ чухне чӗнмесӗр тӑма та пӗлмелле.

Пахчасенче ҫӗрулми аври ҫунтараҫҫӗ — часах сухалама вӑхӑт. Ҫултан ҫулах ҫав япала, ҫынна ку пурпӗр йӑлӑхтармасть. Ҫак йӳҫенкӗрех тӗтӗм шӑршипе хутӑш вӑранакан ҫӗр вӑркӑшне пӗр чарӑнми ҫӑтӑччӗ те ҫӑтӑччӗ этем.

— Кирлӗ чухне чӗнмесӗр тӑма та пӗлмелле, йӗкӗт, — пахчари ҫутӑсене тинкернӗ май тепӗр хут каларӗ старик. — Пирӗн ӗҫӗ ҫавнашкал.

— Эпӗ ытлашшиех чӗрре кӗместӗп, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ Иван. — Сӑмала пекех ҫыпҫӑнмасан, мӗн эп… Ара, итле-ха, эпӗ машинӑпа ҫӳремелли йӗркене нимӗн те пӑсман! — Каллех йӳҫеккӗн каласа хучӗ вӑл. — Пӗр стакан хӗрлӗ эрех тата пӗр курка сӑра ӗҫнӗшӗнех ҫынна ҫулталӑклӑх машинпа ҫӳреме чармалла-и… Паразит.

— Пӑх-ха, карта урлӑ, ман карчӑк пахчара-и?

— Мӗншӗн?

— Кӑмака айӗнче пытарса хӑварнӑ пӗр кӗленче сӑмакун пур. Илсе тухса панӑ пулӑттӑм, мухмӑр чӗртме.

Иван хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ, пахчаналла кармашса пӑхрӗ.

— Унта, — терӗ вӑл, — лери кӗтесрех. Пуҫ ҫӗклемесӗрех ӗҫлет.

Старик, пӳрте кӗрсе, пӗр кӗленче сӑмакун тата ҫӑкӑр сӑмси илсе тухрӗ. Стаканне те хӑвармарӗ.

— Ма паҫӑрах каламарӑн? — ӗшеленсе ӳкрӗ Иван. — Ларать шарламасӑр!.. — Вӑл тултарчӗ те пӗр стакан шанкӑлт? ҫавӑрса хучӗ. — Эпӗ малтан юхтарнинчен ытла луччӑ ҫакна юрататӑп. Кунтан шӑршӑ перет, бензинран пенӗ пек, — нумай шухӑшласа тӑраймастӑн. Кха!.. Ӗҫ. Тӳрех шаплаттар.

Старик васкамасӑр ӗҫсе ячӗ, ҫӑкӑр чӗлли хуҫса илчӗ.

— Бензин пек, ҫапла-и?

— Сӑмакун сӑмакунах ӗнтӗ. Мӗнле 6ензин?

— Капла селӗм! — кӑкӑрне алӑ лаппипе шаплаттарса илчӗ Иван. — Халӗ пурӑнма пулать. Тавтапуҫ, мучи. Манӑнне туртатӑн-и? — терӗ те «Памир» пачкине тӑсса пачӗ.

Авӑнман пӳрнисемпе сигареткӑна аран-аран хӗстерсе тытрӗ старик, йӑваларӗ-йӑваларӗ ӑна, пирусӗ ҫине тӗсесе пӑхса тӑчӗ те туртса ячӗ.

— Мӗнле, Петька ҫырать-и?

— Ҫырать… Часах вилетӗп эпӗ, Иван.

Иван тӗлӗнсе пӑхса илчӗ старике.

— Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн?

— Калаҫсан та, калаҫмасан та… вӑхӑчӗ ҫитнӗ. — Старик тӳлеккӗн калаҫрӗ.

— Ыратаканни пур-им?

— Ҫук. Сисетӗп. Ман ҫула ҫитсен — хӑв та сисекен пулатӑн.

Сӑмакун сӑрӑлтаттарнипе Иван хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ, вилӗм ҫинчен калаҫасси килмерӗ, унӑн.

— Ан лӑпӑртат! — терӗ вӑл. — Пурӑнатӑн-ха. Купӑс илсе тухас мар-и?

— Илсе тух.

Иван ҫул урлӑ каҫса, килне кӗрсе кайрӗ… Чылайччен пулчӗ вӑл унта. Унтан купӑсне йӑтса тухрӗ, хӑй ҫав-ҫавах тӗксӗм.

— Эх, — терӗ вӑл. — Аннене шел…

— Эппин, каясах тетӗн?

— Ну, мӗн туса пурӑнмалла, тет-ха? — Иван, ахӑртне, тин кӑна амӑшӗпе ларса калаҫнӑ. — Ара, кайма пултараймастӑп, эпӗ лере… Тепӗр тесен — шуйттан шӑтӑкне! Эпӗ Ҫурҫӗр тинӗсӗнче ишнӗ… Эпӗ моторист, пиллӗкмӗш разрядлӑ слесарь… Юрӗ, тейӗпӗр, ҫулталӑка кута хӗссе ларӑп, нивушлӗ вара… Тепӗр тесен — шуйттан шӑтӑкне! — Вӑл купӑсне тытрӗ те кӑшт калакаласа пӑхрӗ, ҫавӑнтах каялла лартрӗ. Тунсӑх пусса илчӗ ӑна. — Ҫук, ӑнмасть манӑн пурнӑҫ, мучи. Хӑрушла ӑнмасть. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче авлантӑм-и? Авлантӑм. Хӗрача ҫуралчӗ… Вӑл вара, качака путекки, амӑшӗ патне, Ленинграда, тухса вӗҫтерчӗ.

Юратнӑ вӑл хӑй мӗнлерех авланни пирки каласа пама.

— Мӗншӗн Ленинграда?

— Техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче парӑмне ӗҫлесе татрӗ вӑл. Хӑй, мӗнле калас, мур шӑтӑкне — хӗрӗме хӗрхенетӗп. Тӗлӗкре курӑнать.

— Халӗ ун патне каятӑн-и?

— Арӑм патне-и? Вӑл иккӗмӗш ҫул иккӗмӗш упӑшкапа пурӑнать ӗнтӗ… Ҫамрӑк чӑмӑркка йӗкехӳре!

— Эппин ӑҫталла?

— Пӗр пӗлӗш патне… Шахтӑна. Тен, пӑртаклӑха кӑна. Тен, ҫулталӑклӑха.

— Эсир халь ҫулталӑкпа кӑна ҫырлахмастӑр. Ҫуралнӑ килтен ним шухӑшламасӑр туха-туха кая пуҫларӑр.

— Ну, мӗн туса пурӑнмалла, тет-ха, манӑн кунта?! — каллех чӗвен тӑчӗ Иван. — Сысна витине каймалла, тет-и?.. Тепӗр тесен — шуйттан шӑтӑкне! — Вӑл купӑсне тӑсса ячӗ, юриех хаяр хаваслӑхпа такмакласа юрлама тытӑнчӗ.

Вот живу я с женшиной,
Ум-па-ра-ра-ра!

А вот уходит женщина
От меня.

Напугалась, лапушка?

Кончена игра!..

Старик паҫӑрхи пекех лӑпкӑн итлерӗ.

— Сӑвви те, кӗвви те хамӑн, — терӗ Иван. — Тӳрех пуҫа килсе пырать. Ҫӗрӗпех юрлама пултаратӑп.

А мы не будем кланяться —
В профиль и анфас,
В золотой оправушке…

— Кӑртӑш пулӑ эсӗ, Ванька, — терӗ старик. — Ара, мӗнех, пӗр ҫул сысна витинче ӗҫлесе пӑхаттӑн… Аннӳне хӗрхенместӗн. Вӑл, мӗскӗн, ӗмӗрне пӗчченех пурӑнса ирттерет.

Иван купӑс калама чарӑнчӗ, нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ.

— Ҫук, ӑнланаймастӑн эсӗ, мучи. Чун ыратать… Мӗн, ман валли вырӑн тупӑнмастчӗ-и вӗсен? Мӗн, тепӗр слесарь вӗсене ытлашши пулатчӗ-и? Йӑлӑнатӑп!.. Директор хӑй шӑл хӑйраса ҫӳрет. Хӗрне клубран икӗ хут кӑна хапхи умне ӑсатса хӑвартӑм, тӳрех хӑяккӑн пӑха пуҫларӗ. Тӗрӗс сехӗрленет: хӗрӗ сӗм ухмах. Эпӗ сӑмаха ҫилпе сӑвӑрма пӗлетӗп… Манӑн ӑна питӗ тетте парне кӳмеллеччӗ. Ахалех хӑюсӑрлантӑм.

— Хӑшне калатӑн? Кӗпе аркипе сӗрсе кӗмеллине-и?

— Ҫавна. Питӗ тетте парне. Мартӑн саккӑрмӗшӗ тӗлне.

— Ӑна пултаратӑр-ха эсир. Маҫтӑр.

— Тӳррипе каласан, тунсӑх, мучи. Мӗншӗн ҫапла? Нимӗн те тӑвас килмест… Ҫӳретӗн леш мӗн пек… свидетель пек. Мана пӗрре свидетель пулма турӗ килнӗччӗ: пӗри теприне куҫлӑхӗ урлӑ туртса ҫапнӑ, чӑмӑрӗпе, лешӗн куҫӗ сиенленнӗ. Вӑт ларатӑп судра, нимӗн те ӑнланаймастӑп: ман кунта мӗн ӗҫ пур? Чисти тӑнккилле япала! Ну, курнӑ — ҫавӑ кӑна. Суд пынӑ хушӑра йӑлт тертленсе пӗтрӗм. — Иван пахчари ҫутӑсем еннелле пӑхса илчӗ те хаш-ш сывласа ячӗ, нумайччен сӑмах хушмасӑр ларчӗ. — Кунта та ҫапла. Пуҫра пӗр шухӑш: «Мӗн тума чӗннӗ мана кунта?» Суд, ларсан-ларсан — пӗтрӗ, эпӗ тухрӑм та уттартӑм. Ку пурнӑҫран ӑҫта тухса уттармалла? Ниҫта та тухса уттараймастӑн.

— Кунтан ҫулӗ пӑрре кӑна — леш тӗнчене.

Иван тепӗр стакан тултарса ӗҫрӗ.

— Ҫук пурнӑҫра телей, — терӗ те вӑл ҫӗре лачлаттарса сурчӗ. — Сана ярса парас-и?

— Ҫитет.

— Кала-ха: пурнӑҫу лайӑх пулнӑ-и санӑн? Старик вӑрахчен чӗнмесӗр ларчӗ.

— Сан ҫулусенче эпӗ кунашкал шухӑшпа супса ҫӳремен, — лӑпкӑн калаҫса кайрӗ вӑл. — Ӗҫленӗ те ӗҫленӗ, виҫе ҫыншӑн. Мӗн чухлӗ тырӑ ҫитӗнтермен пуль… Пӗр ҫӗре пухсан, ахӑртне, пӗр яла ҫулталӑк тӑрантарма ҫитет пуль. Санашкал шухӑшлама вӑхӑт та пулман.

— Эпӗ, акӑ, пӗлместӗп: мӗншӗн ӗҫлетӗп? Ӑнланмалла-и? Ӗҫе кӗрӗшетӗп. Ӗҫлеме тытӑнатӑп. Ну ыйт: «Мӗншӗн?» — калама пӗлместӗп. Нивушлӗ хырӑма чыхса тултарма кӑна? Ну, хырӑма чыхса тултартӑмӑр. Малалла мӗн? — Иван ҫакна чӑнласах ыйтрӗ, старик мӗн тавӑрса каласса кӗтрӗ. — Мӗн-ха вара малалла? Чун-чӗре те темле чӳпӗк пек…

— Ҫие-ҫие кӳпӗннӗ, — ӑнлантарса пачӗ старик.

— Эсӗ те пӗлместӗн. Эсир упа шӑтӑкӗнче пурӑннӑ, ҫавӑнпа сире пӗтӗмпех ҫитнӗ… Ӑна-кӑна чухламан. Эсир пурӑннӑ пек пурӑнма пултаратӑп-ха. Мана темскер урӑххи кирлӗ.

— Тултар-ха, — хӑех сӗнчӗ старик. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл та лачлаттарса сурса пӑрахрӗ. — Хӗрӗх ураллӑ шуйттансем, — сасартӑк ҫилӗллӗн каласа хучӗ вӑл. — Пурӑнан пурнӑҫра лӑпкӑ пурӑнма пӗлместӗр — унталла пӗрхӗнетӗр, кунталла, усси мӗн, нимӗн те. Машин туса тултарнӑ, …атьху! Рак вӑл мӗнрен, тет? Эсир кӑларса тултарнӑ бензинран вӑл, тӗтӗм-сӗрӗмрен. Часах, ак, ача ҫураттарайми пулатӑр…

— Ытлашши калаҫатӑн.

— Сисетӗр вӗт начар пурӑнатӑр, пурпӗрех хӑлаҫланатӑр. «Сарлака-ан»! Апла-тӑк мӗн хӗремесленетӗн?

— Мӗнле пӑван ҫыртрӗ сана? Упа шӑтӑкӗнче пурӑннӑ, тени-и? Мӗн, тӗрӗс мар-им?

— Лӳпперсем эсир. Ҫилхӑван лӳпперсем. Пӑхатӑп та, эсир халь йӑлт пӑсӑлса кайнӑ: ӑна, йӗксӗке, пӗрре хутланӑшӑн тенкӗ те ҫирӗм пус хурса параҫҫӗ — кунне тӑватӑ тенкӗ ӳкерме пулать, вӑл вара иккӗ хутланҫи тӑвать те лашине кайса та тӑварать. Хӑй пӑхма — ҫаксан кашкӑр вилмелле — сывлӑхлӑ. Мана вара пӗрре хутланӑшӑн ҫирӗм пилӗк ҫӗрӗмӗш анчах тивӗҫнӗ, эпӗ кунне пиллӗк хутлаттӑм, пӗр лавпа та кӑна мар, виҫӗ лавпа, тӑватӑ лавпа. Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн те, ӗҫ-кунӗ пуҫне мӗн чухлӗ парасса ҫулталӑк кӗтетӗн. Пачӗҫ, тет, вара сана — кукка улпут патӗнче ҫисе курнӑ чӑх тукмакӗ. Эсир, акӑ, нӑйкӑшатӑр: «ӗҫлеме тытӑнатӑп». Ну Ыйт: «Мӗншӗн?» — калама пӗлместӗп!» Эсӗ уйӑхне пин ҫурӑ укҫа ӗҫлесе илме ӳркенетӗн, манӑн вара ку укҫашӑн ҫу тӑршшипех пилӗк авма тивнӗ.

— Мана ун чухлӗ укҫа нимӗн тума та кирлӗ мар, — старике ҫӗтӗлтерес тенӗн, каласа хучӗ Иван. — Эсӗ ҫакна ӑнланма пултараятӑн-и? Мана темскер урӑххи кирлӗ.

— Урӑххи, тетӗн, хӑвӑн, ав, мухмӑр чӗртме — тенкӗ те аллӑ пус укҫу та ҫук. Ҫӳретӗн кӗлмӗҫленсе… Кур-ха, кирлӗ мар ӑна! Аннӳ ӗҫле-ӗҫлех пӗкӗрӗлсе ларчӗ… Шуйттансем… Лӳпперсем! Сеппер апачӗ ҫитмен, вӗсем, ав, акаран тӗпӗртеттерсе анаҫҫӗ. Машинсемпе, юрӑ янраттарса! Эх… ӗҫченсем!.. Клубсенче каппайланса ҫӳреме кӑна эсир тата хӗрсен ашшӗ-амӑшӗсем валли тетте парне хатӗрлеме…

— Ҫук, эпӗ унашкал пурнӑҫпа сывпуллашмаллипех сывпуллашнӑ ӗнтӗ. Эс каланинче, шухӑшласа пӑхсан, чӑнни те пур, ара, ӗҫ тесен, лаша та ӗҫлет-ҫке…

— Кур-ха, ҫысна витинче ӗҫлеме намӑсланать! Ашне ҫиме намӑслӑнмастӑн-и?

— Ҫук, ӑнланаймастӑн эсӗ, мучи,— хаш-ш сывласа ячӗ Иван.

— Ӑҫта пире, ватӑсене, ӑнланма!

— Калатӑп-ҫке: тӑрантӑм. Малалла мӗн? Нимӗн те пӗлместӗп. Анчах та ҫак пурнӑҫ хама тивӗҫтерменнине лайӑх пӗлетӗп. Эпӗ хырӑмшӑн кӑна пилӗке авма пултараймастӑп.

Эх, на один желудочек,
На-нина -ни-на. —
янраттарса ячӗ вӑл.
Старик лӗкӗрт кулса илчӗ.

— Ҫилхӑван. Арӑму мӗншӗн пӑрахса кайрӗ? Эрехпе урмӑшрӑн-и?

— Эпӗ фраер мар, мучи, эпӗ флотри класлӑ специалист пулнӑ. Мӗншӗн пӑрахса кайрӗ-и?.. Пӗлместӗп, Ахӑртне, ҫапла шутлатӑп, шӑп та лӑп фраер пулманшӑн.

— Кам пулманшӑн?

— Ку сӑмах май кӑна… — Иван купӑсне сак ҫине лартрӗ те туртса ячӗ, нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ. Унтан сасартӑк, темле шалти пӑшӑрханчӑкӗпе, ыратӑвӗпе те темелле пуль, ҫапла каласа хучӗ: — ҫук, пус-кас, пӗлместӗп: мӗн тума пурӑнатӑп эпӗ ҫут тӗнчере?

— Авланмалла санӑн.

— Тӗлӗнетӗп. Акӑ эпӗ ухмах мар вӗт-ха. Анчах ӑш ҫуннине мӗнпе пусармалла? Мӗн кирлӗ ӑна манран? Ҫук, ни, мӗн тусан та ӑнланаймастӑп!

— Авлан, вара лӑпланатӑн. Шухӑшпа супса ҫӳреме пӑрахатӑн.

— Ҫук, пулӑшаймасть… Мана ҫунса-кӗлленсе каймалли юрату кирлӗ. Ӑҫта вара унашкал юрату!.. Ӑнланаймастӑп: тен, эпӗ кана ҫакнашкал ухмах, тен, ыттисем те манашкалах, шарламаҫҫӗ кӑна… Ӗненетӗн-и, ҫук-и: ҫӗрле шухӑшпа вӑранса каятӑп — чун кӳтнипе ӳлӗсе макӑрас килет. Ну, мӗншӗн мана ҫакнашкал асап?!

— Тьху! — Старик пуҫне сулласа илчӗ. — Йӑлтах пӑсӑлчӗ халӑх.

Кун хуллен-майӗпен сӗвӗрӗлсе, ӑшӗ-тӳлек ӗнтӗрӗкре йӑмса пычӗ. Тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленчӗ. Пахчари кӑвайтсем те ҫуттӑнрах йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ. Тӗтӗм шӑрши сӑмсана ҫурчӗ. Пӗр-пӗринпе сӑмах валеҫкелесе илнӗ май сӗм ҫӗрлечченех ҫунтарчӗҫ-ха вӗсем ҫӗрулми аврине. Каҫхи сас ян та ян кайӗ, ҫӗрлехи ял пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех тутлӑ ыйха тӳнӗ. Каҫ сӗмӗ ҫӑралансах пычӗ. Пахчари кӑвайт ҫутисем те пӗрин хыҫҫӑн тепӗри сӳнчӗҫ. Кунтан инҫех те мар, таҫта ҫывӑхрах, арҫыннӑн уҫӑ сасси янраса кайрӗ:
— Ну, юрӗ, кӗрер.

Тӳлек те лӑп, тунсӑхлӑн йӑмса ҫухалать пурӑнан пурнӑҫри пӗр кун, ун вырӑнне янкӑс та ҫутӑ, шӑранса тӑракан кун кӗрлеттерсе ҫитет. Автансем касси-кассипе шарлаттарса авӑтаҫҫӗ. Ҫынсем вӑраннӑ, пурте таҫталла васкаҫҫӗ. Ӗҫе ӗлкӗрме хыпаланаҫҫӗ.

Иван илӗм-тилӗмпех тӑчӗ. Пӗр хушӑ кравать ҫине урисене усса ларчӗ, урайне тинкерчӗ. Ӑшӗ-чикки тӑпӑлса тухас пек йӗкленчӗ унӑн. Тӑрса тумланма тытӑнчӗ.

Амӑшӗ кӑмака хутса янӑ, пӳрте тӗтӗм шӑрши тапса тухнӑ, анчах та ку урӑхларах шӑршӑ пулнӑ, — йывӑҫ шӑрши, ирхи типӗ шӑршӑ. Амӑшӗ картишнелле тухкаласа кӗнӗ чухне, тултан уҫӑ сывлӑш ҫӗклеме йӑтӑна-йӑтӑна кӗнӗ, кантӑк евӗр ҫӳхе лӑрла витӗннӗ кӳлленчӗксен шӑрши пулнӑ ку; ҫӳхе пӑрпа сапӑннӑ тӑпра муклашкисен шӑрши пулнӑ ку; пахчасенчи ӗнерхи кӑвайтсенчен кӗрекен йывӑр та йӗпе, шап-шурӑ кӗл шӑрши пулнӑ ку; ҫуркуннене йӗпенсе тӗссӗрленнӗ, апла пулин те, ура айӗнче хыттӑн шатӑртатса пыракан пӗлтӗрхи ӳкнӗ ҫулҫӑ шӑрши пулнӑ ку.

— Тен, директор патне хамӑн кайса килес, тен, ӳкӗте кӗрӗ?.. — сӑмах хушрӗ амӑшӗ.

Иван сухал хырма тытӑннӑ.

— Ҫитменччӗ! Урайне ӳксе пуҫҫап — савӑнӗ.

— Эппин, мӗн тумалла-ха? — Амӑшӗ пултарнӑ таран йӑлӑнса мар, ӳкӗтлесе калаҫма тӑрӑшрӗ — ӑнланчӗ вӑл: ку калаҫу, ахӑртне, юлашки. — Ҫынсем ҫӳреҫҫӗ-ҫке, калаҫаҫҫӗ. Калаҫнипе чӗлхе татӑлса ӳкмест…

— Ҫӳренӗ эпӗ. Калаҫнӑ.

— Пӗлетӗп сана, хытӑ сӑмсана, мӗнле калаҫнине. Тӳрех хӑр-хар та лӑр-лӑр…

— Ҫитет, анне.

Амӑшӗ урӑх тӳссе тӑраймарӗ, алӑк урати ҫине ларчӗ те кала-кала шӑппӑн макӑрма тытӑнчӗ:

— Ах, ывӑлӑм, ӑҫталла пуҫтарӑнтӑн? Каллех таҫталла, шуйттан шӑтӑкне-и?.. Ӗмӗр тӑршшӗпех хӗнпе. Мӗн тума асапланса пурӑнатӑп-ши эпӗ? Пӗрех хут ни вилин вилейместӗп… Мӗншӗн-ха, ывӑлӑм, хӑвӑн ҫинчен кӑна шухӑшлатӑн?

Куҫҫуль пуласса Иван малтанах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа ӑшӗ-чикки тӑпӑлсах тухнӑ унӑн, чунӗ-чӗри хӗссе ыратнӑ. Саманчӗ ҫитмесӗрех вара питне-куҫне йӳҫеккӗн пӗркелентере-пӗркелентере илнӗ.

— Мӗскер эсӗ мана капла… Мӗн, вӑрҫа ӑсанмастӑп-ҫке? Э килтен тухса курман ҫын-и?.. Илтессӗм те килмест, ӑшӗ кӑна ҫунтӑр! Пӗрехмай — куҫҫуль!.. Ку куҫҫуль мана мӑй таран йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

— Кайса килнӗ пулӑттӑм, йӑлӑннӑ пулӑттӑм — ҫынни ҫынах пуль, чул мар, ӗҫ тупса паратчех. Тен, инспектору патне кайса килетӗн… Мӗнле вӑл апла, тытнӑ та — тухса тапнӑ. Ав, Завьялов Колькӑнне те правине туртса илнӗ пулнӑ, ӳркенмен йӗкӗт, ҫӳренӗ-ҫӳренӗ те майлаштарнӑ… Ҫынсемпе калаҫас пулать, ывӑлӑм…

— Мӗнле калас, милицире ӗнтӗ манӑн права. Кая юлнӑ.

— Милицие кайса кил…

— Хо-о! — шалтах телӗнчӗ Иван. — Ну, шартлаттартӑн!

— Турӑҫӑм, турӑҫӑм… Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫапла. Мӗншӗн мана турӑ ҫакнашкал асаплантарать! Ун умӗнче манӑн мӗн айӑпӑм пур-ши?

Нимле мар апла пулса кайрӗ. Иван картишне тухрӗ, рукомойникри шывпа ҫӑвӑнчӗ, майка вӗҫҫӗнех хапха умне тухса тӑчӗ… Ял ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Пӗтӗмпех тӑван вырӑнсем. Янкӑр уйӑхлӑ каҫсенче ҫак тӑкӑрлӑксемпе ҫӳренӗ, ӑшне вӗҫтернӗ… Инҫе ҫула тапранса тухас умӗнхи ҫирӗп шанчӑкӗ вара унӑн ҫав-ҫавах пулман. Ҫул ҫӳреме хӑраман вӑл, унсӑр пуҫне тата чун-чӗре ӗненӗвӗ кирлӗ-ҫке, тухса каясса та хаваслӑ кӑмӑлпа тухса каймалла.

Таҫтан йӑптӑхне тӑкса ӗлкӗреймен Дик ятлӑ йытӑ ҫури сиксе тухрӗ.

— Ну! — Иван йытӑ ҫурине тапса сирпӗтрӗ те пӳртне кӗрсе кайрӗ.

Амӑшӗ сӗтел ҫине апат лартатчӗ.

— Ара, сысна ферминче ӗҫлесе пӑхаттӑн…

Ҫине тӑма пултараҫҫӗ вӗсем, аннесем. Ҫав хушӑрах хӳтлӗхсӗр те.

— Нимӗнле лозунгпа та! — татса каласа хучӗ Иван. — Яла култарма-и. Пӗлетӗп, мӗншӗн вӑл мана сысна витине илӗртсе кӗресшӗн… Анчах ӗҫ тухмӗ.

— Турӑҫӑм, турӑҫӑм…

Ирхи апат турӗҫ.

Амӑшӗ мӗн хумаллине чӑматана хучӗ те ҫавӑнтах уҫӑ чӑматан кутне урайне ларчӗ, каллех нӑшӑклама тытӑнчӗ. Хальхинче вӑл кала-кала йӗмерӗ ҫеҫ.

— Ҫулталӑк ӗҫлетӗп те таврӑнатӑп. Мӗскер эс?

— Тен, кайсах килес, ывӑлӑм? — Ывӑлӗ ҫине пуҫне каҫӑртса пӑхрӗ вӑл, куҫӗсенче хӑйӗн ҫӗр йӑтайми хуйхӑ, йӑлӑну, шанчӑк, ӗмӗт татӑлни. — Ӳкӗте кӗртетӗпех… Лайӑх мушик вӑл.

— Анне… Мана та йывӑр.

— Тен, милицире хӑшне те пулин укҫа тыттармалла? Мӗнле, илмӗҫ тетӗн-и? Юрӗ, малтан илмен пултӑр! Мӗн, Завьялов Колька тыттарман тетӗн-им? Тыттарнӑ… Асту, халӗ сӗрмесӗр тыттарчӗҫ, тет.

— Кунта пӗлсе пӗтӗрейместӗн: кама кам мӗн тыттарса ярать: эпӗ вӗсене-и е вӗсем мана!

Кӑмакапа сывпуллашмалли самант ҫитнӗ. Кирек хӑҫан та, Иван инҫете тухса каякан тӗлсенче, амӑшӗ ӑна яланах кӑмакана виҫӗ хут чуптутарса ҫапла калаттарнӑ: «Ырлӑх патши, аннеҫӗм-кӑмака, эсӗ мана тӑван килте тутӑ-сывӑ усранӑ пекех, каялла тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килме ырлӑх-сывлӑх сун. Умри вӑрӑм ҫул ҫатма пек такӑр пултӑр».

Иван кӑмакан ӑшӑ ҫамкине виҫӗ хутчен перӗнсе амӑшӗ хыҫҫӑн ҫапла калать.

— Ырлӑх патши, аннеҫӗм-кӑмака. Эсӗ мана тӑван килте тутӑ-сывӑ усранӑ пекех, каялла тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килме ырлӑх-сывлӑх сун. Умри вӑрӑм ҫул ҫатма пек такӑр пултӑр.

…Урампа хӑпараҫҫӗ: амӑшӗ, ывӑлӗ тата йытӑ.

Амӑшне питӗ ӑсаттарасси килмест Иванӑн, куран — пӗри кантӑкӗсенчен пӑхса: «Ара, пӑх-ха, каллех таҫталла тухса сулланчӗ пулать… пирӗн Ванька?», — тесе калаҫтарасси килмест.

Ҫӗркаҫ ыйхӑ умӗн калаҫса ларнӑ мучи хирӗҫ пулать. Иван чарӑнса тӑрать. Капла чарӑнса тӑрсан, амӑшӗ тек ӑсатмасса, кӳршипе каялла ҫаврӑнса утасса тӗв турӗ вӑл.

— Кайрӑнах апла?

— Кайрӑм.

Пирус мӑкӑрлантарса яраҫҫӗ.

— Пулӑран-и?

— Сӗреке карнӑччӗ… Иртерех.

— Иртерех.

Аллисене чӗрҫи тӗлне хӗреслетсе тытса юнашарах амӑшӗ тӑнӑ, калаҫӑва тӑнламан вӑл, те шухӑшлӑ, те шухӑш ҫук ҫын пек аяккалла, ывӑлӗ ӑсанас еннелле, тимленӗ.

— Асту, ан ӗҫ унта, — канаш панӑ мучи. — Хула вӑл — хулах, унта пурте ют. Малтан хӑнӑх…

— Эп, мӗн, ӗҫке ернӗ ҫын-им?

Тата тепӗртак тӑчӗҫ.

— Ну, ҫулу такӑр пултӑр! — терӗ мучи.

— Лайӑх тӑрӑр.

Мучи хӑй ҫулӗпе уттарчӗ. Иван амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ… Амӑшӗ, паҫӑрхи пекех малалла ӳпӗнсе, ывӑлӗнчен шит те юлмасӑр пычӗ. Иван та хыпаланмарӗ.

Тата тепӗртак утрӗҫ.

— Анне… пыр, киле кай.

Амӑшӗ чарӑнса тӑчӗ. Иван ӑна хулпуҫҫинчен ҫупӑрларӗ… Пуҫне ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине хурса амӑшӗ чӗтрене-чӗтрене йӗчӗ. Чи йывӑр самант пулчӗ ку, Амӑшне хӑй ҫумӗнчен хӑпӑтмалла та унӑн халӗ, варт ҫаврӑнса, тытнӑ ҫулӗпе малалла ярӑнтармалла.

— Юрӗ-ҫке, анне. Пыр, каялла кай. Эпӗ тӳрех ҫыру ҫырса яратӑп. Тӳрех, ҫитсенех… Пурте йӗркеллӗ пулать. Ҫынсем те таҫта та тухса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ кӑна-им? Пыр, каялла кай.

Амӑшӗ ӑна хӗрес хыврӗ… Малалла утмарӗ, тӑнӑ ҫӗртех хытса тӑчӗ. Иван ҫаврӑнса пӑхмасӑр вашкӑртрӗ. Ухмах йытӑ ҫури те унран юлмарӗ. Яланах кил хуҫипе ӗҫе ерсе ҫӳренӗ вӑл.

— Тасал! — хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Иван.

Дик хӳрине пӑлтӑртаттарса илчӗ те пурпӗрех ун хыҫҫӑн лӗпӗстетме пӑрахмарӗ.

— Дик! Дик! — йыхӑрчӗ ӑна Иван.

Дик ун патне чупса пычӗ. Иван ӑна шартлаттарса тапрӗ: йытӑ йынӑшса ячӗ, аяккалла тапса сикрӗ. Хуҫи ҫине куҫне пуҫне тӗлӗнсе вӑйратрӗ. Иван ҫаврӑнса пӑхрӗ. Дик каллех хурине пӑлтӑртаттарса илчӗ, вырӑнтан тапранмах тӑнӑччӗ вӑл, анчах та хуҫи патне чупса пыма хӑю ҫитереймерӗ, мӗнле ларчӗ ҫаплах ларчӗ. Хӑй вара хуҫи ҫине ҫав халлӗнех хытӑ тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Кунтан инҫех те мар амӑшӗ тӑнӑ..

«Ҫук, ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пурӑнмалла. Ун чухне пит ҫӑмӑл пулать», — шухӑшланӑ Иван, шӑлӗсене шатӑртаттарса. Вара, урӑх мӑкӑл та ҫаврӑнса пӑхмасӑр, автобус чарӑннӑ ҫӗрелле урампа ирӗккӗн ярӑнтарнӑ.

Амӑшӗ вара тӑнӑ та тӑнӑ… Хурлӑ куҫӗсемпе ӑна хыҫран пӑхса тӑрса юлнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех