Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лаох

Автор: Василий Алентей

Ҫӑлкуҫ: Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хушнӑ: 2019.06.01 08:53

Пуплевӗш: 1542; Сӑмах: 9300

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗнче нихҫан та йӑлӑхтармасть ҫав. Кашни вӑхӑтӑн, кашни кунӑн хӑйне кура илемӗ, уйрӑмлӑхӗ пур. Ӗнер ҫумӑрлӑ кун тӑчӗ. Тӳпере тӗксӗм пӗлӗтсем каплана-каплана килчӗҫ. Тавралӑх темле хаяр та мӑнаҫлӑн курӑнчӗ. Сарала пуҫланӑ йывӑҫсем тӗксӗм пӗлӗт айӗнче тӑлӑх, шухӑша яракан ҫутӑпа ҫуталчӗҫ. Ял ҫумӗнче кӳлӗ хуп-хура та тӳлек выртрӗ. Тем ҫинчен аса илсе, ассӑн сывланӑ пек туйӑнчӗ. Чун-чӗрере те сивлек, канӑҫсӑр туйӑмсем ҫуралнӑччӗ. Эпӗ каллех ҫумӑра каять пуль, ҫӗрулми пухса кӗртме чӑрмав тупӑнать пуль тенӗччӗ. Ҫапла, тунсӑхлӑн иртрӗ ӗнерхи кун.

Паян акӑ… Паян кӗрхи хӗвел ҫуллахи пек кулса тухрӗ. Савӑнӑҫлӑ ҫын килсе кӗрсен, ытти юлташсен те кӑмӑлӗ уҫӑлса кайнӑ пекех, хӗвеле пула уй-хир те, улӑх-ҫаран та, вӑрмансем те чӗрӗле пуҫларӗҫ. Курӑр-ха, ҫул хӗрринчи сап-сарӑ ҫӑка чӗтрене-чӗтренех кулать, ҫавна май ылтӑн укҫисем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ. Кӗрен тенкӗ ҫакнӑ ӑвӑс вулли те аякранах курӑнать.

Лорх Иванӗн те кӑмӑлӗ ырӑ паян. Вӑл тин пухса хунӑ ҫӗрулми купи ҫине куҫ илмесӗр савӑнса пӑхать.

— Шултра ӳсрӗ паранкӑ. Ҫапла-и? Кур-ха, сысна ҫури пекех-ҫке, — тет вӑл ӑшшӑн.

— Пултаратӑн, Иван Семенович. Ахальтенех Лорх Иванӗ темеҫҫӗ пуль ҫав сана. Халӑх пӗлсе ят парать.

— Ячӗ пырӗ-ха вӑл. Ҫапла-и?

— Кӑҫал ҫанталӑк айла-капла ачашласах тӑмарӗ. Ҫапах та пирӗн колхоз хӑй чыс-хисепне упрама пӗлет. Районта пирӗнни пек шултра паранкӑ ҫук та пуль…

— Тен, пулӗ те… Ана татсах каламӑпӑр. Мӗншӗн машина килмерӗ-ха? Ку купана часрах тасатасчӗ. Ҫапла-и?

— Тин кайрӗҫ-ҫке вӗсем. Ан васка.

— Ҫак ҫанталӑкра ахаль тӑрас килмест-ҫке, — сапаланарах выртакан ҫӗрулмисене купа тӑррине ывӑта пуҫларӗ Лорх Иванӗ.

Лорх Иванӗ пирӗн ялти Кӗркури Иванӗнчен те, Ничӗк Иванӗнчен те ним чухлӗ у те уйрӑлса тӑмасть. Вӗсем пекех, ҫӳллех те мар, лутрах та мар, сарлаках та мар, ҫинҫех те мар. Сӑмси те ялти ытти ҫынсенни пекех вӑтам. Куҫӗ хӑмӑр. Пирӗн ялта кӑн-кӑвак куҫлисем те, ҫӗмӗрт пек хура куҫлисем те сахал. Лорх Иванӗ тӑхӑнасса та, ытти ҫынсем пекех, кивӗрех пиншак, тӗсӗ кайнӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет. Ара, уй-хире кам вӗр-ҫӗнӗ тумпа шукӑлленсе тухтӑр? Калаҫасси те Лорх Иванӗн хамӑр ял ҫыннисенчен уйрӑм мар. Пурӗ те пӗр уйрӑмлӑх кана унӑн. Калаҫнӑ чух час-часах «Ҫапла-и?» — теме юратать. Ку темех мар ӗнтӗ. Калатӑрах.

— Иван Семенович, каҫар. Ҫакна ыйтса пӗлем-ха: сана ҫӗрулште чапа тухнӑшан Лорх тесе чӗнеҫҫӗ-и? — ыйтрам эп хам сисмесӗрех.

— Теплерех пулчӗ-ха вӑл, — терӗ Лорх Иванӗ.

— Мӗншӗн апла?

— Урӑххи те пур кунта. Ҫапла-и?

— Те ҫапла, те ҫапла мар. Эпӗ пӗлместӗп-ха.

— Ха… Пурне те пӗлсен, час ватлӑн, Эпӗ ку ята фронтран илсе килтӗм темелле-ши? Пулатъ-ҫке ун пекки те пурнӑҫра. Ҫапла-и?

— Аха, — пуҫа сӗлтсе илтӗм эпӗ.

— Вӑт япала! Кӗтсе тӑр кунта. Халӗ те машина килни курӑнмасть-ха.

Эпир ҫӗрулми ешӗкӗ ҫине лартӑмӑр. Пирӗн умра тем анлӑш хир сарӑлса выртать. Халӗ вӑл ҫаралнӑ. Унӑн куҫа савакан илемӗ те ҫухалнӑ темелле. Ҫапах та вӑл чун-чӗрене калама ҫук ҫывӑх, кӑмӑллӑ. Акӑ, ҫул хӗрринче ыраш хӑмӑлӗ чӗтренсе ларать. Ун ҫине пӑхатӑн та шухӑша каятӑн. Ҫав хӑмӑла та хамӑр ӗҫлесе тунӑ-ҫке эпир, тетӗн. Унта та пирӗн алӑ сӗртӗннӗ. Акӑ тата тӑм тивнипе типнӗ ҫӗрулми аври. Ӑна пуҫтарса каяҫҫӗ-ха. Ӑна та эсӗ, ҫӗр ӗҫлекен, «тус-юлташ» вырӑнне хуратӑн. Лорх Иванӗн чунӗ сисӗмлӗ те вӗри. Ҫак анлӑ хирте уншӑн пурте ҫӗкленӳллӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл тавраналла тинкерсе пӑхрӗ-пӑхрӗ те, ман енне ҫаврӑнса:
— Итле-ха, юлташ, — терӗ.
— Пӗр шутласан, пур вырӑнти уй-хир те, тӗнче те пӗр евӗрлӗ туйӑнать мана. Ӑҫта кӑна ҫитмерӗм эп хам пурнӑҫра! Анчах пур ҫӗрте те пирӗн таврари пӗлӗтсем пек пӗлӗтсемех. Кӑн-кӑвакки те, кӗмӗл пек ҫутти те, хӑрӑм пек хури те… Ҫилӗ те пирӗнни пекех вӗрет. Йывӑҫсене хуҫса ҫӗмӗрекен тӑвӑл та, курӑксене тайса ҫупӑрлакан вӑркӑш юхӑм та… Ҫумарӗ те. Кирек ӑҫта та, пирӗнни пекех, аслати авӑтать. Ҫапах та темшӗн ҫак Тене сӑрчӗ, Нар сӑрчӗ таврашне, Эртемен, Кӑпшар ҫырми таврашнех туртӑнатӑн. Таҫта кайсан та, ҫӑкӑнтах чун туртать. Ҫуралнӑранпах уй-хирте тӗрмешсе пурӑнакан ҫыншӑн вара таван уй-хир уйрӑмах хаклӑ. Ун чухне эпир Ленинград хӗрринче выртаттӑмӑр. Кӗр ҫитрӗ. Тӳпере лапка-лапка шур пӗлӗтсем хуллен шӑваҫҫӗ. Тӗнче яр-уҫӑ, ирӗк. Таҫта инҫетре тӗтӗм мӑкӑрланни курӑнать. Пире иккӗмӗш эшелона илсе тухнӑччӗ ун чухне. Канса вӑй пухма, вӗренме, типтерленме. Пӗр-икӗ ҫухрӑмрах малти лини. Унта кунӗн-ҫӗрӗн пулемет тӑкӑртатать. Снаряд-минӑсем вара малти линие мар, пирӗн пата ытларах вӑркӑнаҫҫӗ… Тӑшман пеме тытӑнсан, тӳрех землянкӑна сикеттӗмӗр. Унсӑрӑн тӳссе тӑма ҫукчӗ. Землянкисем малти линири пек васкаса тунисем марччӗ пирӗн. Тӑррине рельссем, виҫ-тӑватӑ хут шпал хурса ҫирӗплетнӗччӗ. Кӗркунне хитреччӗ ҫав ҫулхине. Вӗренесем сап-сарӑччӗ. Тирексен ҫулҫи те тутӑхмарӗ, тап-таса саралчӗ. Каҫсерен тӳпе янкӑр уяр тӑратчӗ. Мӗсерле выртса ҫӑлтӑр шутлаттӑм та ача чухнехи вӑхӑта аса илеттӗм. Вӑрҫӑ ҫинчен вуҫех те шухӑшлас килместчӗ. Вара тупӑ кӗреслетни те, пулемет тӑкӑртатни те илтӗнми пулатчӗ. Вӑрҫӑ санран таҫта инҫе кӑятчӗ, ҫухалатчӗ.

Ҫапла выртнӑ чухне сасартӑк ҫывӑхрах снаряд кӗрӗслетсе ҫурӑлчӗ. Пӗрре… иккӗ… Шучӗ те ҫук. Тавралӑх тӗтӗмпе хупланчӗ. Ҫӑлтӑрсем те курӑнми пулчӗҫ. Манӑн тутлӑ-тутлӑ шухӑшсем те арканчӗҫ.

«Шуйттан фрицӗ», — терӗм те эпӗ тарӑхса, «ход сообщения» тӗпнерех ҫыпҫӑнтӑм. Снарядсем ҫаплах умлӑн-хыҫлӑн килеҫҫӗ.

Унччен те пулмарӗ, траншея тӑрӑх пирӗн паталла ҫынсем чупса килни курӑнчӗ. Танкран хӳтӗленме ҫӗр чавакан ҫынсем имӗш вӗсем. Хӗрарӑмсем. Тӑшман асар-писер пере пуҫласанах вӗсем хӳтлӗх шыраса килеҫҫӗ. Хӑшӗсем землянкӑна кӗпӗрленсе кӗчӗҫ, хӑшӗсем траншейӑрах юлчӗҫ. Иккӗш-виҫҫӗш ман ҫумах тӗршӗнчӗҫ.

«Хӑратӑп», — терӗ пӗр хӗрӗ. Сасси ачаш та янӑравлӑ.

Ун сассинче эпӗ темскер, хама ҫывӑх япала пуррине туйса илтӗм. Вӑл вӑрҫӑччен хӗрсемпе шӑкалтатса калаҫнине, хирте ҫӗр выртса тырӑ вырнине, туй курма ҫӳренине аса илтерчӗ.

«Эс ӑҫтисем, хӗрӗм? Ленинградранах-и?» — ыйтрӑм эпӗ.

«Сойкино ҫурутравӗнчен».

«Вӑрҫӑччен эпӗ те Сойкинӑра пулнӑ».

«Мӗнле майпа?»

«Службӑра».

«А-а, ӑнлантӑм. Нивушлӗ?»

«Ҫаплах. Хитреччӗ сирӗн енче…»

«Тӗлӗнмелле хитре. Халӗ нимӗҫсем унта».

«Да-а, нимӗҫсем…»

Эпир шӑплантӑмӑр. Пире калаҫма йывӑр пулчӗ. Тӗтӗм сирӗлчӗ те, каллех ҫӑлтӑрсем курӑна пуҫларӗҫ. Эпӗ хӗрӗн сӑн-питне сӑнарӑм. Тӑрӑхларах шуранка пит. Тутӑр хӗрринчен тухнӑ сапаланчӑк сарӑ ҫӳҫ. Урӑх мӗнех асӑрхӑн-ха каҫхине.

Хӗрсем манран пирус ыйтрӗҫ. Эпӗ патӑм. Ман ҫумра ларакан шуранка хӗр кӑна эп сӗннӗ пируса илмерӗ.

«Туртмастӑп», — терӗ.

«Турт, Света, пурпӗрех икӗ ӗмӗр пурӑнаймӑн», — хистерӗҫ ӑна юлташӗсем.

«Икӗ ӗмӗр тетӗр-ха, халлӗхе сывӑ ҫӳренӗшӗн те тавтапуҫ. Самаях сулхӑн-ҫке кӗҫӗр».

«Ай, шӑнтӑм», — кивӗ пиншак ҫухавине хӑпартрӗ Света.

«Ну-ка, лар ҫывӑхарах», — хам ҫума пӑчӑртарӑм ӑна. Шӑнса кӳпченӗ пӳрнисене хыпашларӑм. Хӗрхенес килет хӗре.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хӗрсене чӗнни илтӗнчӗ. Вӗсем каллех ҫӗр чавма утрӗҫ. Эпӗ шуранка Света ҫинчен шухӑшларӑм. Мӗнле чун-чӗреллӗ-ши Света?

Тепӗр кунне каллех ҫанталӑк уяр тӑчӗ. «Эх, ҫакӑн пек чухне авӑн ҫапма мӗн тери лайӑх», — шухӑшлатӑп эпӗ. Ҫавӑн пекех, вӑрмана кӑмпа татма кайнисем куҫ умне тухаҫҫӗ. Кӑмпаран пуянччӗ пирӗн вӑрман, тетӗп. Юман тункатисем тавра сап-сарӑ уплюнкка тухать, кӑрӑҫ ӳсет. Уплюнккапа кӑрӑҫ — пирӗн ял ҫыннисен та тутлӑ апачӗ. «Вӑрман ашӗ» теҫҫӗ вӗсене пирӗн енче. Хӑна-вӗрле пырсан, тӑварланӑ сап-сарӑ, кӗрен кӑмпа кӑларса лартаҫҫӗ те, сӗтел илемӗ тулсах каять. Эпӗ ҫакӑн пек шухӑш-ӗмӗтпе, автомата тасатса ларатӑп. Землянка умӗнче, хӗвел питтинче. Инҫех те мар хӗрсем ҫӗр чаваҫҫӗ. Танксене чармалли канав тарӑнлансах пырать. Эпӗ халиччен унталла тинкерсех те пӑхман. Халӗ темшӗн, хам сисмесӗр тенӗ пекех, пуҫа ҫӗкле-ҫӗкле пӑхатӑп. Манӑн унти хӗрарӑмсем хушшинче Светӑна шыраса тупас килет.

Унччен те пулмарӗ, тӳпере тӑшман «мессершмичӗсем» курӑнса кайрӗҫ. Пирӗн зениткӑсем вӗсене пеме пуҫларӗҫ. «Мессершмитсем» канав чавакансене асӑрхарӗҫ пулас. Унталла васкарӗҫ. Пӗри «пикировать» турӗ те канав тӑрӑх пулеметпа шатӑртаттарса иртрӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр самолечӗ. Канав чавакансем тӗрле еннелле сапаланчӗҫ, хӗрсен пӗр ушкӑнӗ каллех пирӗн пата чупса ҫитрӗ.

Ҫавӑн чухне эпӗ Светӑна тепӗр хут тӗл пултӑм. Вӑл ман умах чарӑнчӗ, автомат ҫине пӑхрӗ. Унӑн кӑвак куҫӗсем сасартӑк ҫуталса илчӗҫ. Анчах темле савӑнӑҫ* телей ҫутипе мар, хаярлӑх-курайманлӑх ҫутипе. Тискер кайӑксене вӑрҫтарсан, вӗсен куҫӗ ҫавӑн пек ҫуталса илекенччӗ. Эп ун ҫине пӑхрам та ҫан-ҫурӑм ҫӳҫеннӗ пек пулчӗ.

«Илӗр мана хӑвӑр пата, — ҫиреппӗн каларӗ хӗр. — Автомат парӑр…»

Эп ӑна тӳрех нимӗн те калаймарӑм. «Командирсемпе калаҫ», — теме ҫеҫ пултартӑм.

Урлӑ-пирлӗ вӗҫекен «мессершмитсем» енне хӗр чышкипе юнарӗ:
«Шуйттансем!»

Тӑшман самолечӗсем вӗҫсе кайсан, пирен калаҫу та «мирлӗрех, лӑпкӑрах картана» кӗчӗ. Эпӗ хӗрен сӑн-питне татах сӑнарӑм. Пичӗ унӑн, эпӗ каҫ асӑрханӑ пекех, тӑрӑхла. Питҫӑмартисем путарах тӑраҫҫӗ. Анчах илемсӗр путса мар, хитрен… Пӑхасса та хӗр сӑмса ҫийӗн пӑхнӑ пек туйӑнать. Сапаланчӑк сар ҫӳҫ пайӑрки унӑн ҫамкине куҫ харши таранах хупланӑ. Пӗвӗ ҫинҫе те яштака, кӑкӑре кӑшт анчах палӑрать. Илемӗ тесен вара… Вӑл ытарма ҫук илемлӗ хӗр теместӗп. Ҫапах та хитрелӗхӗ пур унӑн. Тепӗр тесен, хитрелӗхе кашни каччӑ тӗрлӗреххӗн курать мар-и? Мана пӗр йышши килӗшет, теприне — тепӗр йышши, ҫапла-и?

— Ҫаплах ӗнтӗ, — сӑмах хушрӑм эпӗ.

— Да-а, темле ҫын эпӗ, — малалла калаҫрӗ Лорх Иванӗ. — Мана ыттисенчен уйрӑмрах хӗрсем илӗртетчӗҫ. Кӑмӑлӗ енӗпе те, сӑнӗпе те — тӗлӗнмелле пултр вӑл. Нихҫан асран тухми пултӑр…. Ҫавӑнпах Света енне чун туртрӗ пулас. Пӗррехинче эп унпа калаҫса кайрӑм.

«Эс мӗнле лекнӗ вара кунта?» — терӗм.

«Халь пӗтӗм халӑх ҫӗршыва хӳтӗлет. Эпир те ҫавӑнпах кунта килнӗ».

Мӗн калӑн ӗнтӗ? Асаплӑ, йывӑр вӑхӑтчӗ ун чухне. Тӑван ҫӗршыв пурнӑҫпа вилӗм умӗнче. Вӑрҫӑ. Йывӑр терт, хуйхӑ-суйхӑ. Чун-чӗре, кӑмӑл хытнӑччӗ, хаярланнӑччӗ. Апла пулин те, Светӑна тӗл пулни ман чӗрере ӑшӑ туйӑм хускатрӗ. Эпӗ сасартӑк хам каччӑ иккенне, тен, ман пурнӑҫра пысӑк юрату, телей ҫывӑхрах пуласса аса илтӗм. Кашни кун темле ырӑ япала кӗтес килекен пулчӗ. Эпӗ темле илем ӳснине кура пуҫларӑм. Тертлӗ, асаплӑ салтак пурнӑҫӗ йӑл ҫутӑпа ҫуталнӑн туйӑнчӗ. Эпӗ вара паттӑррӑн ҫапӑҫса вилесси ҫинчен ҫеҫ мар, вилӗме хӑюллӑ ҫапса аркатасси, ҫӗнтересси ҫинчен те шухӑшларӑм.

Светӑна тек кураймарӑм. Пире каллех малти линие илсе кайрӗҫ. Ҫапах та вӑл ман асӑмран тухмарӗ.

Шартлама хӗл ҫитрӗ. Эпир пӗр пусӑм та чакмарӑмӑр. Тӑшман ҫӗр тӗпне кӗрсе пытанчӗ. Халӗ пирӗн умра шап-шурӑ юрпа хупланнӑ тем анлӑш хир сарӑлса выртать. Кӑнтӑрла тепӗр чухне вӑрҫӑ пыни те паллах мар. Тапхӑр-тапхӑр кӑна пулемет тӑкӑртатса илет. Е сивӗре шӑрт-шарт! тукаласа пӑшал сасси илтӗнет. Тепӗр чухне шӑпах. Санӑн вара окопран тухса юр ҫийӗн утас, утас килет. Умри хыр вӑрманне ҫитсе кӗрес килет. Ҫилпе силленекен чӑрӑш туратне тыткаласа пӑхас килет. Вӑрман епле янӑрать-ха тесе, пӗр-ик хутчен кӑшкӑрса пӑхас килет. Вӑт мӑнле вӑл, ҫын тени. Яланах окопра пӗшкӗнсе утни, пуля ан лектӗр тесе упаленсе ҫӳрени, хырӑмпа шуни йӑлӑхтарать иккен, ҫынна. Улӑн ярт тӑсӑлса, чӑн-чӑн этемле утса ҫӳрес килет.

— Тут-тут-тут! — кӑшкӑртрӗ ҫак вӑхӑтра грузовик. Вӑл пирӗн патах ҫитнӗ иккен. Эпир ялт! кӑна сиксе тӑтӑмӑр.

— Ӑҫтарах лартас машинӑна? — чӗнчӗ шофер.

— Кунтарах. Кунтарах! — алне тӑсса кӑтартрӗ Лорх Иванӗ.

Эпир тулли ещӗксене машина ҫине тиеме пуҫларӑмӑр. Лорх Иванӗ, аллӑ латне ҫывхарнӑ пулин те, тӗреклӗ, правур. Шӑнӑрлӑ пысӑк аллисемпе ещӗке ытамласа илет те вӑл ҫӑмӑллӑнах кузов ҫине улӑхтарса лартать.

— Йывӑр мар-и? Айта иккӗн ҫӗклӗпӗр, — терӗм эпӗ.

— Ҫакна-и? — ал сулчӗ Лорх Иванӗ. — Аллӑ килограма халех иккӗн йӑтас марччӗ-ха.

Пӗр грузовикне часах тиесе ӑсатрӑмӑр. Вӑл кайнӑ-кайманах иккӗмӗшӗ кӗрлеттерсе ҫитрӗ. Унтан виҫҫӗмӗшӗ. Эпир, Лорх Иванӗпе иксӗмӗр, чупкаласа кӑна ҫӳретпӗр. Пӗр машинине тиесе яратпӑр та тепӗрне… Куратӑп: Лорх Иванӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелнӗ, тӑнлавӗсем йӗпеннӗ. Апла пулин те, вӑл канасси ҫинчен аса та илмест. Утать, чупать. Аллисем тӑпрапа вараланнӑ хӑйӗн. Астумасӑр ҫав вараланчӑк аллипех вӑл питне сӑтӑркаласа илнӗ. Ҫавӑнпа сӑмси те, хӑрах питҫӑмарти те хуралнӑ. Мӗн каласси пур, васкавлӑ ӗҫре тӑпрапа ҫакӑн пек вараланнӑ ҫынна хисеплетӗп эпӗ. Умра темле мӑнаҫлӑх, ӗҫ илемӗ пур пек туйӑнать. Тӗрӗссипе, тӑпрапа вараланнине вараланнӑ тени те вырӑнсӑр. Тӑпра ҫынна, ман шутпа, нихҫан та вараламасть. Тӑпра таса вӑл. «Эпир тӑпраран ҫуралнӑ. Вилсен каллех тӑпра пулатпӑр. Ҫавӑнпа тӑпрана хисеплес пулать», — тетчӗ мана атте.

Пиллӗкмӗш машинӑна тиесе ярсан тин эпир канма лартӑмӑр. Лорх Иванӗ питӗнчи тарне ҫӗлӗкӗпе шӑлса илчӗ, тарӑннӑн сывларӗ, пиншакне силлекелерӗ. Унӑн кӑмӑлӗ тулни, вӑл хӑй ҫапла ывӑниччен ӗҫленӗшӗн савӑнни аванах сисӗнет. Ҫапла, ҫын ырӑ та пархатарлӑ ӗҫре кӑна чӑн-чӑн савӑнӑҫ тупать. Урах ниҫта та, ниҫта та ун пек илемлӗ киленӳ ҫук.

— Ну, Иван Семенович, эсӗ Лорх историне калатӑп терӗн мар-и? — хуллен ыйтрӑм эпӗ.

— А-а, ӑна-и? Калатӑп-ҫке. Вӑт, пӗр шартлама сивӗ кӑҫ мана батальон штабне чӗнчӗҫ. Хамӑр ротӑна хӑнӑхса ҫитнӗччӗ. Унта тус-юлташсем. Пӗр килти ҫынсем пекех. Хайхи ҫитрӗм ҫапла батальон штабне. Штаб начальникӗ Полянский мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, чей ӗҫме лартрӗ те хуллен калаҫтарма тытӑнчӗ, ӑна-кӑна ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ вӑрҫӑччен ҫарти спорт ӑмӑртӑвӗсене чылай хутшӑннӑ. Вӑтӑр ҫухрӑма йӗлтӗрпе чупса мала тухни те пулнӑ. Ун ҫинчен те капитана сӑмах майӑн пӗлтертӗм. Ара, ҫамрӑк мар-и, кӑшт-кашт мухтанасси те пулнах пулӗ. Ҫапла-и?

— Халӗ мухтанмастӑн-и? — юриех ыйтрӑм эпӗ.

— Халӗ-и? — кулкаларӗ Иван Семенович. — Ахаль чухне, тӑп-тӑр урӑпах, мухтанмастӑп. Кӑштах йӳҫҫине тутансан, тӳсейместӗп вара, мухтанас килет. Ку апла пултӑр-ха. Мана капитан хайхи батальонра разведка взводне ячӗ. Унта ҫын кирлӗ пулнӑ иккен вӗсене. Салтакӑн йӑли ҫапла, ку взводри юлташсемпе те эпӗ часах паллашса ҫитрӗм. Ничево. Начар ачасем мар. Пӗри — Харитонов хушаматлӑскер — Вологда облаҫӗнчен. Сарӑ ҫӳҫлӗ сарлака каччӑ. Тепри — Осипов, лутрарах та кӗрнек ҫын. Пенза патӗнчен. Виҫҫӗмӗшӗ — Романов, Мускавран. Ыттисем те чӑн-чӑн туссем.

Пире тӑшман тылне яма хатӗрленӗ иккен. Куншӑн пӑшӑрханасси-мӗнӗ пулмарӗ манӑн. Каймалла пулсан, каятпӑр. Ман чун-чӗрене салтак мӑнаҫлӑхӗ хавхалатрӗ. Эпӗ савӑнтӑм. Тӗрессипе, хӑвна йывӑр задание шанса яма пулни савӑнӑҫ мар-и вара? Вӑл сана хисепленине, чыс тунине пӗлтерет. Ҫапла, пӗр каҫхине пирӗн землянка алӑкӗ хӑлтӑр-халтӑр уҫӑлчӗ те, капитанпа ҫап-ҫамрӑк хӗр-салтак кӗрсе тӑчӗҫ. Чухлатӑн-и, ҫав самантрах палларӑм ҫав хӗре. Тӑрӑхла питлӗ вӑл. Сӑмса тарӑххӑнрах пӑхать. Питҫӑмартисем мӑкӑрӑлса мар, путса тӑраҫҫӗ.

«Сире разведкӑра ҫак хӗр ҫул кӑтартса пырӗ, — паллаштарчӗ унпа капитан. — Ӑна Леонова тесе чӗнеҫҫӗ. Ячӗ Света. Светлана…»

Света та мана часах палласа илчӗ. «Эсӗ те кунта-и?» — терӗ вӑл.

«Кунта», — савӑнса пӗлтертӗм эпӗ, ун умӗнче яшт! тӳрленсе тӑрса.

Тепӗр каҫхинех эпир, тӑватӑ разведчик, ҫула тухрӑмӑр. Пиллӗкмӗш рота хуралласа тӑракан вырӑнта пӗр эрне каярах ҫапӑҫусем пулнӑччӗ. Унти пралук картана снаряд-мина йӑлтах тустарнӑ, аркатнӑ. Тӑшман саперӗсем ӑна йӗркелеме, майлаштарма ӗлкӗреймен-ха. Ҫав вырӑна нимӗҫсем хытӑ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ракетӑсем вӗҫӗмсӗр чашкӑра-чашкӑра хӑпараҫҫӗ. Анчах ҫил-тӑман ҫавӑрттарнине пула ракета пысӑках мар лаптӑка ҫутатса илет те ҫавӑнтах сӳнет. Пире ракета халичченхи пек йӑлтӑр ҫутӑпа хӑратмасть, вӑл ҫывӑхрах чашлатса хӑпарсан та, эпир тӑшман салтакӗсене курӑнас ҫук. Пурте шурӑ маскхалатпа. Те юр чӑмакки эпир, те ҫын — никама та паллӑ мар. Пралук карта витӗр тухса, хыр вӑрманне аванах ҫитрӗмӗр. Хӗллехи вӑрман… Хыр-чӑрӑшсен аялти турачӗсӗм юрпа хупланнӑ. Кичем те, кӑмаллӑ та чуна. Кунта эсӗ хӑвна ирӗккӗнрех туятӑн. Хӳтлӗх пур-ҫке. Мӗн тесен те, таса уйри мар. Ҫапла-и?

— Ҫапла, ҫапла… — хавхалантаратӑп эп ӑна.

— Йывӑҫсем хушшипе тарӑн юра ашса пыратпӑр. Юрать-ха, атӑ кунчинчен юр кӗмест, маскхалата типтерлӗ ҫыхса хуни пулӑшать. Чи малта Леонова утать. Света. Вӑл ертсе пыни пире шанчӑк парать. Хӑшпӗр тӗлте аран ашса тухатпӑр пулсан та, ывӑнни-мӗнӗ сисенмест. Шиклӗх те ҫук темелле.

Эп хӗпӗртетӗп. Халь-халь вилӗм килсе тухасса кӗтетпӗр пулин те, савӑнатӑп. Вилӗм умӗнче те савӑнтарма пултаракан телей вӑл — пӗчӗк телей мар. Света ыйтнине тивӗҫтернӗ иккен. Ӑна фронта янӑ. Унан ӗмӗчӗ тулнӑ. Кунсӑр пуҫне тата… Кунсӑр пуҫне ниҫта та мар, пирӗн взводах лекнӗ Света. Разведчиксен взводне. Света ҫак таврара ҫуралса ӳснӗ. Кунта вӑл кашни вӑрмана, путӑк-вар таврашне, ялне-мӗнне пӗлет. Манӑн Светӑпа пӗр-икӗ самах та пулин калаҫас килет. Анчах калаҫма май ҫук. Эпир, кайӑк хурсем пек карталанса, пӗрин хыҫҫӑн тепри пыратпӑр. Эпӗ, ҫитменнине, чи кайри.

Тул ҫутӑласси инҫех мар пулас. Хӗвелтухӑҫ енчи пӗлӗтсем ҫуталчӗҫ, ҫил-тӑман йӑвашланчӗ. Эпир чӑтлӑхри патвар хыр айне чарӑнса тӑтӑмӑр. Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса ямалла. Апат ҫырткаласан та юрать. Малти линире чухне те эпир яланах ҫак вӑхӑтра ирхи апат ҫиекенччӗ. Типӗллех галет ҫырткаларӑмӑр хайхи. Мӗн тӑвас тетӗн? Ленинград фронтӗнче разведчиксене те апат тӗлӗшӗнчен хӑна пекех пӑхман. Шыв кирлӗ-тӗк — юр умрах. Котелокра ирӗлтер те — ӗҫ. Света та эпир мӗн ҫининех ҫиет, эпир мӗн ӗҫнинех ӗҫет. Акӑ вӑл ман ҫумах кукленсе ларчӗ.

«Ку вӑрмана Ольховка вӑрманӗ теҫҫӗ. Кунтан Ольховка ялӗ виҫ-тӑватӑ ҫухрӑм ҫеҫ», — пӗлтерчӗ хӗр.

Пирӗн ушкӑн пуҫлӑхӗ («старший» текенни ӗнтӗ) — Харитонов. Вӑл пӑрланнӑ ҫӳҫне сӑтӑркаласа илчӗ те Света умне пырса тӑчӗ.

«Шоссе инҫе-ши?» — ыйтрӗ вӑл.

«Инҫе мар», — терӗ Света.

«Тул ҫутӑличчен ун урлӑ каҫасчӗ».

«Каҫма пулать. Анчах васкама кирлӗ-ши?»

«Ман шутпа, васкамалла. Малти линирен аяккарах каймалла».

Хыр турачӗсем кичеммӗн кашлаҫҫӗ. Тапхӑр-тапхӑр тулашса, хыттӑн. Тапхӑр-тапхӑр йӑвашшӑн, хуллен. Пире хыр кӑна мар, пӗтӗм пурнӑҫ урӑм-сурӑм силленсе кашланӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑн туйӑнать.

Харитонов халиччен темиҫе хутчен те разведкӑра пулнӑ. Эпир ун сӑмахӗпе килӗшрӗмӗр, шоссе урлӑ часрах каҫса ӳкме шут тытрӑмӑр.

Тепӗр сехете яхӑн утсан, чӑнах та таса хире тухрӑмӑр. Тӑман витӗр ҫул ӑҫтараххи курӑнмасть пулин те, пӗлетпӗр, вӑл ҫывӑхрах. Сасартӑк инҫех те мар машина кӗрлени илтӗнсе кайрӗ. Эпир пурте юр ҫине выртрӑмӑр. Унччен те пулмарӗ, ҫывӑхранах пӗр автомашина иртрӗ. Шоссе юнашарах иккен. Машина кӗрлени аяккарах та аяккарах кайрӗ. Кӗҫех тем кӑшкӑрашни илтӗннӗ пек пулчӗ. Нимӗҫле ҫухӑрашаҫҫӗ. Автомашина чарӑнса ларнӑ пулмалла. Эпир юр ҫинчен ҫекленме те хатӗрччӗ ӗнтӗ. Ҫук, май килмерӗ. Тепӗр автомашина йынӑша-йынӑша ҫывхарни чарчӗ. Вӑл та умранах иртсе кайрӗ. Ак япала! Кӗҫех унӑн та чарӑнса тӑмалла пулчӗ иккен. Унтан татах машинӑсем киле пуҫларӗҫ. Иртсе кайма май ҫуккипе вӗсем те чарӑна-чарӑна ларчӗҫ. Пӗр грузовикӗ пирӗн умрах. Кузовне брезентпа витнӗ. Пысӑк автоколонна пулмалла ку. Нимӗҫ салтакӗсем ҫул ҫине сике-сике анчӗҫ. Чупкалаҫҫӗ. Ҫухрашаҫҫӗ. Эпир пӗр хускалмасӑр выртатпӑр. Тӑман ҫаплах тулашать. Ку аван-ха. Пире юрпа хуплать, тӑшманран сыхлать. Пирӗн алла та, урана та хускатма ҫук. Фарӑсем чуна ҫӳҫентерсе ҫуталаҫҫӗ. Вӗсем никама та мар, пире шыранӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Вӑхӑт иртет те иртет. Машинӑсем ҫаплах тӑраҫҫӗ. Нимӗҫ салтакӗсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Кузов ҫине витнӗ брезент шухӑ ҫилпе ҫатӑлтатать, силленет. Двигатель шӑнса ан лартӑр тесе, шоферсем ҫаплах машинисене вӑхӑт-вӑхӑтпа ӗҫлеттереҫҫӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа чараҫҫӗ. Ҫил-тӑман улать, ҫавӑрттарать. Лайӑхрах хупланасчӗ сивӗ ҫилтен. Ура шӑна пуҫларӗ. Чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ. Кӑкӑра сивӗ ҫапать. Аяксене хыпашлать. Нивушлӗ ҫакӑнтах шӑнса кӳтес пулать? Чун тарӑхать. Ҫапах та лӑпкӑлӑх, тӳсӗмлӗх кирлӗ.

Нимӗҫсем халӗ те чупкалаҫҫӗ-ха. Халӗ те ҫухрашаҫҫӗ. Малти машина хыттӑн улать, йынӑшать. Унтан каллех шӑпӑрт пулать. Тавралӑхӗ ҫуталнӑҫем ҫуталса пырать. Умри машинӑсем те, телефон юписем те уҫӑмлӑнах курӑнаҫҫӗ. Ҫул леш енче инҫех те мар, каллех вӑрман пуҫланать пулмалла. Мӗн тумалла ӗнтӗ? Тул ҫутӑлса ҫитиччен кайӗҫ-ши ку путсӗрсем, каймӗҫ-ши? Каймасан, пӗтрӗ вара. Фашистсем пире асӑрхӗҫ те кушак ҫурисене вӗлернӗ пекех вӗлерсе пӗтерӗҫ. Хирӗҫ тӑма та вӑй-хал пулмӗ. Урасем халех ним пӗлми шӑнчӗҫ те. Ҫук, капла юрамасть. Эпӗ хӑрах урана кӑшт хускатса пӑхатӑп. Унтан теприне. Алла кӑкӑр ҫумне тытатӑп. Чӗре патне. Тӗршӗнетӗп. Хулпуҫҫисене пуҫ ҫумне хӗсетӗп. Ҫук, пурпӗрех сивӗ, сивӗ. «Мӗнле чӑтса выртать-ши Света? — хӗрхенсе шухӑшлатӑп эпӗ. — Черченкӗ хӗр, ырханкка хӗр».

Кӗҫех янах хӑй тӗллӗн сикме, шӑлсем шакӑртатма пуҫларӗҫ. Ӑнланма хӗн: сивӗпе епле сикме пултарать-ха яках? Малтанлӑха эп тӗлӗннӗ пек те, кулнӑ пек те пулатӑп. Сиктӗрех тетӗп. Анчах каярахпа йӑлӑхтарчӗ вӑл мана. Вӗҫӗмсӗр силлет. Чарӑнассӑн та туйӑнмасть. Тул янках ҫутӑлчӗ. Ҫил лӑпланчӗ. Тӑман вӗҫтерме чарӑннӑпа пӗрех. Акӑ, пӗлӗтсем хушшинчен ҫап-ҫутӑ укҫа пек таса, пысӑк хӗвел курӑнчӗ.

«Пӗтрӗмӗр, — шухӑшлатӑп ӑшӑмра. — Вӑт, салтак пурнӑҫӗ. Ҫакӑнтах шӑнса хытас пулсан, мӗн тери кичем те хурлӑхлӑ. Тӑшманпа ҫапӑҫмасӑр, ним тумасӑр… Тӗнчере пулман мӑшкӑл-ҫке ку. Юлашки патрон юлмиччен ҫапӑҫса вилни, ҫакӑнпа танлаштарсан, мӗн тери илемлӗ! Патронӗ пӗтсен, штыкпа тухатӑн. Пӗр эсрелне тирсе ывӑтатӑн, тепӗрне… Ал-ура ним пӗлми пулчӗ темелле. Халӗ автоматпа тӗллеме те пултарас ҫук эп тӑшмана. Эх, мӗншӗн пӗрремӗш машина иртсе кайсанах сиксе тӑмарӑмӑр-ши? Тепӗр машини ҫитни ҫиттӗр пулатчӗ. Эпир (вӗсене самантрах тустарса такаттӑмӑр. Халӗ вырт ӗнтӗ. Вырт. Ӑҫтан пӗлен, тен, ӗмӗрлӗхех ҫапла выртса юлӑн. Никам пӗлмен ҫӗре».

Ҫил чарӑнчӗ. Тӑман вӗҫтермест. Пӗлӗтсем сирелеҫҫӗ. Уй-хир ылтӑн-кӗмӗл тӗспе йӑлкӑшать. Нимӗҫсем пурте тенӗ пекех машинӑран тухнӑ. Тӗлӗнмелле ҫиҫсе выртакан тавралӑхпа киленеҫҫӗ. Пӗри бинокльне туртса кӑларнӑ. Ленинград еннелле ӑмсанчӑклӑн пӑхать. Тепри, туллатнӑ тӑлӑп тӑхӑннӑскер (тӑлӑпне ахӑртнех ялта ҫаратса тухнӑ), ҫӑвар купӑсӗ калать Нимӗҫсем васкани-мӗнӗ сисӗнмест. Вӑт лекрӗмӗр иккен. Выртас пулать, епле те пулин тӳсес пулать.

«Эпир тӳсетпӗрех» — хавхалантаратӑп эп хама хам. — Тӳсетпӗрех. Пирӗн урӑхла ним тума та ҫук. Тӑшманла тӗлсӗр-мелсӗр тытӑҫса, сас-чӳ тума юрамасть. Пирӗн урӑхла задани. Пирӗн тӑшман ӑҫта вырнаҫса тӑнине, ун вӑйӗ ӑҫтине йӗрлесе тупмалла. Унӑн ҫар склачӗсене тупса палӑртмалла. Ҫакна пирӗн, темле йывӑр пулсан та, тумалла».

Акӑ шоссе ҫулӗ ҫине пухӑннӑ нимӗҫсем пӗр-пӗринпе кӗрешме, выляма пуҫларӗҫ. Вылянӑ май пӗри пирӗн патах чупса кӗчӗ. Тинкерсе пӑхас-мӗн пулсан, паллах, вӑл пире асӑрхама та пултаратчӗ. Анчах ун пек сӑнас шухӑш пуҫне пырса кӗмен пулмалла. Ара, таса уйрах, машинӑсем ҫывӑхӗнчех, тӑп-тӑр кӑнтӑрла вырӑс салтакӗсем выртасса кам шутлатӑр ӗнтӗ?!.

Нимӗҫсем хаваслӑ. Кӗҫех иккӗн-виҫҫӗн вут йӑтса килчӗҫ. Ҫул хӗрринех кӑвайт хучӗҫ. Ҫулӑм ялкӑшать. Пурнӑҫ ҫулӑмӗ. Пирӗнтен инҫех те мар. Апла пулин те, ун ӑшши пирӗн пата ҫитмест. Иҫмасса, тӗтӗмӗ те пулин кунталла килмест-ҫке, ҫӳлелле тӳп-тӳрӗ улӑхать. Тӑшман салтакӗсем вут умӗнче реххетленеҫҫӗ. Ӑҫта-ши пирӗн самолетсем? Килсе тустарччӑрччӗ ҫак мухтанчӑк эсрелсене. Чӑл-пар салатасчӗ шакал кӗтӗвне. Ҫук, тӳпере пирӗн самолетсем курӑнмаҫҫӗ. «Мессершмитсем» кӑна урлӑ-пирлӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.

«Хӑвӑртрах каҫ пулинччӗ хӑть, — пуҫа пырса кӗрет шухӑш, — Каҫпа ҫаврӑнкалама май пулӗччӗ. Тен, хырӑмпа шуса та пулин ку шакалсенчен пӑрӑнма пулӗ. Света… Светлана… Шӑнса хытрӑн пуль эс? Тӳс, тӑванӑм. Епле пулсан та тӳс. Эп вилни темех мар. Килте атте-анне хуйхӑрӗ-хуйхӑрӗ те майӗпен манӗ. Арӑм ҫук, ача-пӑча ҫук. Тӗрессипе, йӗме-кулянма пултаракан савнӑ хӗр те ҫук манӑн. Пӗр шутласан, вӗсем ҫукки лайӑх та темелле ӗнтӗ. Анчах ҫӗр ҫинчен ним тӗлли-паллисӗр ҫухаласси кӑмӑла хуҫать. Хӑвна «ман атте ҫаплаччӗ», «ман упӑшка ҫаплаччӗ» тесе асӑнакан юлни те мӗне тӑрать. Инҫетри чӑваш ялӗ… Унта ҫитсе курайӑп-ши эп урӑх? Аякра вӑл манран. Пӗтӗм савӑнӑҫ, телей аякра пирӗнтен… Вӑрҫӑ витӗр, вилӗм витӗр ҫеҫ унта ҫитме пулать».

Нимӗҫсем вут умӗнче киленеҫҫӗ. Пырса ларасчӗ манӑн та вӗсем патне. Мӗншӗн лармалла мар-ха?

Эпир пурте ҫынсем-ҫке, пурте пӗр планета ҫинче пурӑнатпӑр. Мӗншӗн пӗр-пӗрнӗ вӗлермелле-ха пирӗн? Вут умӗнче пӗрле шӳт тӑвас, калаҫас, кулас вырӑнне. Пурин атте-анне, тӑван-хурӑнташ пур-ҫке пирӗн. Пурте пӗр хӗвел айӗнче пурӑнатпӑр. Ҫакӑн пек шухӑш та пырса капланать. Чун ыратать. Анчах, кӑмӑл пулсан та, ун пек шӑкӑлтатса ларма май ҫук ҫав пирӗн. Фашизм ҫынран та тискер кайӑк тӑвать иккен. Пирӗн умри салтаксем фашизм сӗрӗмӗпе минренӗ. Вӗсем халь темле тискерлӗх кӑтартма та хатӗр. Фашизма тӗп тусан ҫеҫ эпир кӑвайт умне пӗрле пухӑнса ларма пултаратпӑр. Туслах, тӑванлӑх кӑвайчӗ умне.

Юлашкинчен ман ыйхӑ киле пуҫларӗ. Ҫапла тӑсӑлса выртас та тутлӑн ҫывӑрас килет. Ытлашши сивӗ те мар пек ӗнтӗ. Шӑмшак йывӑрланчӗ. Апла пулин те, ӑшра темле канлӗх пурри сисӗнет. Таҫта чӗнет ҫав канлӗх. Ҫак шоссерен аякка, хӑрушлӑхран, вӑрҫӑран аякка чӗнет. «Мӗн шухӑшлатӑн ҫав хӑрушлӑх ҫинчен? Ним тума та кирлӗ мар вӑл. Пурте йӗркеллех пулӗ. Пурнӑҫ ҫинчен те ан шухӑшла. Ним ҫинчен те…» — тенӗ пекех туйӑнать ҫав канлӗх. Ак эпӗ тӑван киле ҫитсе кӗретӗп. Ман ума анне кӑштӑртатса пырать. «Таврӑнтӑн-и, ывӑлӑм?» Мӗскер ку? Тӗлӗк куратӑп мар-и эп? Чӑнах тӗлӗре пуҫланине чухласа илтӗм, анчах хам ӑҫтине маннӑ. Аран-аран куҫа уҫса ятӑм, тӑна кӗтӗм. «Ҫук, капла халсӑрланма юрамасть. Вилӗм ҫаврӑнса ҫӳремест-и ман тавра?» — тетӗп. Сасартӑк автомашина хыттӑн кӑшкӑртнине илтетӗп…

— Тут-ту-тут! — илтӗнчӗ ҫак вӑхӑтра чӑннипех те пирӗн хыҫра. Эпир, Лорх Иванӗпе иксӗмӗр те, шартах сикрӗмӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр. Ҫӗрулми тиеме ҫитнӗ машина иккен.

— Мӗн шухӑша кайнӑ эсир? — кӑшкӑрчӗ шофер. — Машина килнине те туймастӑр.

Эпир тулли ещӗксене каллех машина ҫине йӑтма пуҫларӑмӑр. Лорх Иванӗ утти-чуппине сӑнатӑн та, вӑл темле хавхаланса ӗҫленине куратӑн. Ещӗкрен ӳкнӗ ҫӗрулмисене те вӑл пӗчӗк ачана йӑтса илнӗ пек асӑрхануллӑн пӗшкӗне-пӗшкӗне илет. Иван Семенович хӑй тар тӑкса тунӑ пурлӑха хисеплени, уншӑн хӑйне мӑнаҫҫӑнрах тытни сисӗнет. Акӑ вӑл пӗр пысӑк ҫӗрулмине ывҫи ҫинче сиктеркелесе тӑчӗ-тӑчӗ те:
— Пӑхӑр-ха, телей-ҫке ку, — терӗ.

— Гектартан миҫе центнер тухать? — ыйтрӑм эпӗ.

— Гектартан-и? — тӑстарчӗ Иван Семенович. — Тухать-ха вӑл. Икҫӗре ҫывхарать пуль.

— «Пульпе» ҫеҫ мар, чӑннипех ҫитет-ха икҫӗре. Лорх Иванӗ ӑна-кӑна чухлакан ҫын, — ҫирӗппӗн каласа хучӗ шофер.

— Ай, ҫанталӑкӗ! Пӗр тусан та ҫук-ҫке паранкӑ ҫумӗнче, — ҫаплах пӑрахаймарӗ ҫӗрулмине Лорх Иванӗ.

Паҫӑрхи пекех, ку машинӑна тиесе пӗтернӗ хыҫҫӑн татах икӗ грузовик кӗрлеттерсе ҫитрӗ. Лорх Иванӗ чупрӗ, васкарӗ. Ӳнӑн ҫӗлӗкӗ чалӑшса кайнӑ. Мулаххайӗн хӑрах хӑлхи усӑнса аннӑ. Иван Семенович ӑна асӑрхамасть те пулас.

Ҫапла, Лорх Иванӗпе ӗҫе пикентӗн пулсан, сывлама та вӑхӑт ҫук. Эпир тара ӳкрӗмӗр, пиншаксене хывса ывӑтрӑмӑр. Тӗлӗнмелле: ывӑнни-мӗнӗ те сисӗнмест унпа. Хӗрсе, вӗриленсе каятӑн та, йывӑр ӗҫӗн тӗлӗнмелле хаваслӑхнӗ, хитрелӗхне туйма пуҫлатӑн. Сана вара ӗҫ патӗнче вӑйӑн-шайӑн ҫеҫ тӗккелешсе ҫӳрекенсем йӗрӗнчӗклӗн, кичеммӗн курӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, эпир грузовиксене пурне те тиесе ӑсатрӑмӑр.

— Кайрӗҫ, — терӗ кӑмӑллӑн Иван Семенович.

— Кусем кайрӗҫ-ха та, лешсем мӗнле? — терӗм эпӗ.

— Паҫӑр хӑш тӗле ҫитнӗччӗ-ха эпӗ? Э-э, сигнал сассине илтрӗм терӗм-ҫке, — малалла калаҫрӗ Лорх Иване. — Ҫав сигнал сассине илтсен, пирӗн юлташсенчен пӗри — Осипов — кӑшкӑрчӗ ячӗ. Вӑл, ман пекех, тӗлӗрсе кая пуҫланӑ ӗнтӗ. Юрать-ха, шавласа, шӳт туса ларакан нимӗҫсем илтмерӗҫ, хӑшсем кӑна ун-кун ҫаврӑнкаласа пӑхрӗҫ. Унтан каллех вут умне вырнаҫса ларчӗҫ, лӑпкӑн калаҫа пуҫларӗҫ. Темле сасӑ илтрӗмӗр текен юлташӗсенчен кулса та илчӗҫ пулмалла.

Ҫак вӑхӑтра ман чун ура тупанне ҫитнӗччӗ. «Тинех пӗтрӗмӗр, — тенӗччӗ эпӗ. — Часах шырама пуҫлӗҫ. Сутрӗ пире Осипов, пурне те сутрӗ».

Нимӗҫсем лӑплансан, чун-чӗре лӑшт пулчӗ. Ҫапах та тӑшман салтакӗсем сыхланса, тимлӗрех ларнӑн туйӑна пуҫларӗ. Халӗ пирӗн уйрӑмах асӑрханас пулать. Ним сас-чӗвӗ те кӑлармалла мар. Вилнӗ пек выртмалла. Вилнӗ пек. Ӑҫтан пӗлен, ҫапла вилнӗ пек выртӑн-выртӑн та чӑннипех вилсе кайӑн.

«Кӗрхи калча юр айӗнче ӑшӑнса хӗл каҫать теҫҫӗ, — каллех пырса кӗрет пуҫа шухӑш. — Ӑна нихҫан та тӑм илмест-ҫке. Ҫӳхе, черченкӗ пулин те, тӳсет. Калча тӳсет пулсан, ҫыннӑн та тӳсмелле мар-и? Аптрамастпӑр. Пурпӗрех аптрамастпӑр».

Ҫак вӑхӑтра сасартӑк хаяррӑн ҫатӑртатни, кӗрлени илтӗнчӗ. Мӗн амакӗ тата? Тем тесен те, автомашина мар. Танк е трактор. Ав, инҫех те мар, грузовиксен колоннинчен иртсе каяс тесе, ҫул хӗррине пӑрӑнчӗ те эпир выртакан енӗпех шатӑртаттарса ҫывхарать. Мӗн пулса тухать-ха капла? Пире вӑл хӑй айне лапчӑтса хӑвармӗ-и? Ун пек пулма та пултарать. Шӑнса кӳтнӗ ҫанҫурӑм пӗҫерсе кайрӗ. Сиксе тӑрса граната ывӑтмалла мар-и? Анчах мӗнле вӑркӑнтарас ӑна? Алӑсем тыта пӗлмеҫҫӗ. Хытсах ларнӑ вӗсем. Эпӗ пӳрнесене хускатма хӑтланатӑп. Трактор ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать. Тем пысӑкӑш хуп-хура трактор. Эй, чунилли! Света ҫинес пырать вӗт. Света ҫинех. «Ҫынҫиенсем! Чарӑр трактора!» — чун-чӗререн кӑшкӑрас килчӗ манӑн. Анчах кӑшкӑрма юрамасть, хускалма та юрамасть. Ним тума та аптраса пӑхса выртатӑп. Света ҫинех пырса кӗчӗ трактор. Анчах мӗн ку? Шал-шурӑ юр катрамӗ ҫӗкленчӗ те каллех ҫухалчӗ. Чӑн та юр катрамӗ пулчӗ-ши вӑл? Е Света пӑрӑнма ӗлкӗрчӗ-ши? Авӑ, ку еннерех шуса выртрӗ иккен Света! Мӗн тери хӑюллӑ хӗр вӑл. Чӑн-чӑн салтак.

Трактор ҫула хырса тасатма, такӑрлатма пуҫларӗ. Нимӗҫ салтакӗсем хӑйсен грузовикӗсем патне ыткӑнчӗҫ. Малти автомашина вырӑнтан хускалчӗ. Ун хыҫҫӑн тепри, татах тепри. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пурте тасалчӗҫ, ҫул кукринчен пӑрӑнса курӑнми пулчӗҫ.

Эпир те тапаланма, ҫӗкленме тытӑнтӑмӑр. Тӑратпӑр та пӗр-ик утӑм тусанах чикеленсе ӳкетпӗр. Тӑратпӑр та ӳкетпӗр. Пирӗн ҫине кам та пулин пӑхса тарас пулсан, тӗлӗнсех каймалла. Пирӗн урасене тӑлласа хунӑ тейӗн. Те сывлӑшра тӑратпӑр эпир, те ура ҫинчех. Ман алӑри алса хывӑнса ӳкрӗ. Эпӗ ҫара аллӑпах юр ҫине тӑрӑнтӑм. Темиҫе хутчен те. Пӳрнесем хӗрелсе кайрӗҫ, тӑлт-тӑлт туса сурма, ыратма пуҫларӗҫ. Акӑ, ҫывӑхрах Харитонов тайкаланса утать. Утать-утать те ӳкет. Кӗҫех эпир пӗр-пӗрин ҫине пырса перӗнтӗмӗр. Пӗр-пӗрне ыталаса тытрӑмӑр. Пӗрле утатпӑр. Света ӑҫта? Васкас пулать. Ку тамӑкран хӑтӑлмалла. Куратпӑр: Света та тӑнӑ иккен. Утать. Чиперех утать. Анчах Осипов ӑҫта?

«Осипов, ӑҫта эс?» — чӗнетпӗр эпир.

Ҫук, пӗр сасӑ та памарӗ юлташ.

«Кунта вӑл», — терӗ Света.

Осипов тӑма хӑтланать, ниепле те ҫӗкленеймест. Юра сухала-сухала каять. Эпир ӑна ҫӗклесе тӑратасшӑн. Анчах тыткалама хӑтланатпӑр та, пурте юр ӑшне тӑсӑла-тӑсӑла ӳкетпӗр. Самай вӑхӑт ҫапла тӑрмашрӑмӑр. Ҫалах та юлашкинчен, пӗр-пӗрин ҫине тайӑнкаласа, шоссе урлӑ каҫрӑмӑр, вӑрмана кӗрсе кайрӑмӑр. Ура халӗ те туймасть темелле. Атӑсем кӑптӑр-каптӑр туни темле ют сасӑ пек илтӗнет. Виҫ-тӑватӑ ҫухрӑм утсан, чылай ӑшӑнтӑмӑр. Шинельпе, юрпа сӑтӑрсан, алӑсене, пите тӑм илнисем ӳкрӗҫ. Ура мӗнле-ши? Атӑ ӑшӗнчен тухӗ-ши вӑл, тухмӗ-ши? Ку пире пуринчен ытла хӑратать. Ҫавӑнпа васкамалла, васкамалла. Чарӑнса тӑма юрамасть.

Тӗлӗнмелле, имшеркке кӑна пулин те, Света сивӗпе ытлашши аптрани-мӗнӗ сисӗнмест. Путӑк питҫӑмартисем хӗреле пуҫларӗҫ.

«Мӗнле тӳскелерӗн? Эп пӑрлансах каяттӑм», — терем эпӗ Светӑна.

«Эп шӑнман».

Света куҫӗсем тин ҫутнӑ шӑрпӑк пек ялтӑр ҫуталса илчӗҫ. Эпӗ хама хам лайӑх мар туйрӑм, вӑтантам. «Пирӗн Света тӗнчери чи илемлӗ, чи паттӑр хӗр», — тесе шухӑшларӑм. Ҫак шухӑш мана хастарлӑх пачӗ. Тӑллани татӑлса ӳкнӗ пекех, сасартӑк урасем ҫӑмӑлланчӗҫ. Эп пӗтмен-ха. Умра йывӑр, тумхахлӑ ҫул выртать пулин те, телей патне ҫитмеллех. Эпӗ унта ҫитетӗпех. Тӑшмана тустарса тӑкатпӑр та, ак, ҫӑмӑллӑн сывласа яратпӑр. Тавралӑха, тӗнчене кӑмӑл тӑраниччен пӑхса киленетпӗр. Халь яланах уй-хирте, вӑрманта пулин те, эпир вӗсен илемне сайра куратпӑр. Мӗншӗн тесен пирӗн пуринчен ытла тӑшман пуррипе ҫуккине, вӑл сасартӑк килсе тухасса сӑнамалла!

Осипов йӑлтах улшаннӑ пек курӑнать. Куҫӗ тӗтреллӗ. Пичӗ пӗркеленнӗ.

«Вилетӗп. Кантарӑр кӑштах. Мӗнле ҫынсем эсир? Мӗншӗн итлеместӗр?» — хӑйӑлтатать вӑл.

Эпир, вӑрӑм пӗҫӗллӗ Харитоновпа иксӗмӗр, Осипва икӗ хулӗнчен ярса тытнӑ та танкӑлтаттаратпӑр кӑна. Кӗрт хӳнӗ вырӑнсенчен сӗтӗре-сӗтӗре тухатпӑр.

«Мӗн ачашланса пыратӑн эс? Хӗр умӗнче апла хӑтланаҫҫӗ-и?» — хӑтӑрать ӑна Харитонов.

«Чарӑнар. Пӗр минут та пулин канар», — йӑлӑнать Осипов.

«Часах. Часах канатпӑр. Тӳс-ха пӑртак».

Ҫапла, вӗҫӗмсӗр чупса, асапланса эпир чылаях ӑшӑнтӑмӑр, мӗнле калас, чӑн-чӑн салтак евӗр пулса ҫитрӗмӗр. Осипов ҫеҫ йӗркене кӗрсе ҫитеймест-ха.

«Атя, кӑштах эрех ӗҫ», — терӗмӗр ӑна.

«Эрех ҫук манӑн», — мӑкӑртатрӗ Осипов.

«Ӑҫта?»

«Эп ӑна паҫӑрах ӗҫсе ятӑм».

«Веҫех-и?»

«Веҫех».

«Вӑт мӗншӗн ярса илнӗ иккен сана сивӗ. Тӗрӗс мар тунӑ эс. Ун пек юрамасть», — терӗ Харитонов сержант.

«Тӳсӗмсӗр этем эс, Осипов!» — ҫиллессӗн каласа хучӗ Света.

«Халь ӑҫта ҫул тытрӑмӑр эпир?» — ыйтрӑм хӗртен.

«Тухатмӑш карчӑк патне», — терӗ Света.

«Мӗнле тухатмӑш апла?»

«Ҫитсен куратӑр».

Каҫ. Тӳпере пин-пин ҫӑлтӑр сивӗ ҫутӑпа йӑлкӑшать. Ҫӗр ҫинчи ҫынсен пурнӑҫӗ вӗсене ним чухлӗ те пӑшӑрхантармасть. Вӑрҫӑ-и унта, тӑнӑҫ вӑхӑт-и? Пур-пӗрех. Вӗсен миллионшар ҫул тӑсӑлакан ӗмӗрӗпе танлаштарсан, ҫӗр ҫинчи вӑрҫӑ-тӗркешӳ вӑхӑчӗ нимӗн те мар. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатӑн та, ҫӗр ҫинчи этемсем хӑйсен кӗске ӗмӗрне те йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме вӗренсе ҫитейменнинчен шалтах тӗлӗнетӗн. Хӑҫан ҫухалӗ-ши вӑрҫӑ тени? Тата миҫе ҫынна вӑхӑтсӑр илсе кайӗ-ши вӑл?..

Эпир ансӑр ҫул ҫине тухрӑмӑр. Тӗллӗн-тӗллен кунта юр пачах лартман. Утма ҫӑмӑл. Малти линирен эпир чылай хӑпрӑмӑр ӗнтӗ. Тулӑ сасси те йӗркеллӗ илтӗнмест. Лӑпкӑ. Чун-чӗрене вӑл ҫывӑх та, ҫывӑх мар та. Ҫак лӑпкӑлӑх ахаль чухнехи мирлӗ вӑхӑтри лӑпкӑлӑх мар, шанчӑксӑр, шиклӗ лӑпкӑлӑх. Ҫапла-и? Тем, ура ҫывӑрса кайрӗ-ха. Те хускалмасӑр ларнӑран. Э-эй, чӑннипе, ура ҫывӑрасси ҫав юр айӗнче выртнӑ хыҫҫӑн пуҫланчӗ манӑн, — Лорх Иванӗ сиксе тӑчӗ те уксакласа уткала пуҫларӗ.

— Да-а, нумай курнӑ эсӗ, — терӗм эпӗ.

— Курасса курнӑ-ха ӑна, — ал сулчӗ Иван Семенович. — Пирӗн ачасем ун пеккине ан курччӑрах. Самани каллех лӑпкӑ мар-ҫке.

— Ҫавӑ ҫав… Эс Лорх историне ҫаплах пӗтерместӗн-ха.

— Тӗрессипе, «Лорх» сӑмах «Лаох» сӑмахран пуҫланнӑ. Каярахпа улшӑннӑ вӑл.

— Мӗнле апла? Лорх вӑл ученӑй хушамачӗ-ҫке. Ҫӗнӗ сортлӑ ҫӗрулми тунӑ ҫын хушамачӗ…

— Вӑл апла пуль те. Мана «Лорх» тесси «Лаох» сӑмахпа тымарланнӑ. Салтакран таврӑнсан, тӳрех ҫӗрулмипе аппалана пуҫларӑм. Пирӗн ял ҫыннисем ӑна хӑйсен пахчинче аван туса илетчӗҫ. Колхоз хирӗнче вара — вӑрлӑх ҫӑмарти пек ҫеҫ. Вӑт, темле, чуна йывӑр пек туйӑнса кайрӗ ҫакӑн пирки шухӑшласан, колхозӑн тислӗкӗ те, имҫамӗ-мӗнӗ те, машшинсем те пур. Ҫӗрулми ҫук. Сӑлтавӗ паллӑ. Хирти ҫӗрулмишӗн чунне парса ӗҫлени курӑнмасть. Ҫуркунне лартаҫҫӗ те чӗрмелле пуличчен ҫав хире никам та тухмасть. Чӗрсен вара — кӗркуннечченех пырса курӑнмаҫҫӗ. Хӗлле ҫӗрулми ани ӑҫтине пӗлекен те ҫук. Эпӗ урӑхла йӗрке тӑвас терӗм.

— Мӗнле йӗрке?

— Ну, мӗнле калас, этемле йӗрке.

— Турӑн-и вара?

— Турӑм пуль тесе шутлатӑп. Кӑҫал та патшалӑха паранкӑ сутмалли плана икӗ хут ирттерсе тултартӑмӑр. Ҫимелӗх те пур. Вӑрлӑха та юлать. Тӳррипе каласан, тӑрӑст! тапсах хӗл каҫма пулать. Ҫавӑнпа эпӗ «Лаох» сӑмахран «Лорх» пулса тӑнӑшӑн савӑнатӑп. Чӑнах, «Лаохран» «Лорх» чылай камӑллӑрах. Ҫапла-и?

— Мӗншӗн кӑмӑллӑрах? — ӑнланаймарӑм эпӗ. — Тӑнланӑн-ха. Ҫав каҫхине эпир тухатмӑш патне ҫитсе кӗтӗмӗр. Пӗркеленчӗк питлӗ хыткан карчӑк. Ҫуҫӗ кӑн-кӑвак та ҫӑра. Сӑмси вӑрӑм. Куҫӗсем пысӑк, йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Пуртне кӗрсенех мана тарӑн тӗпсакайне аннӑн туйӑнчӗ. Пӗр кӗтесре пысӑк кӑмака ларать. Чӑваш ялӗнчи кӑмакасем те пӗчӗк мар. Ҫапах та ку, вӗсемпе танлаштарсан, улӑп-кӑмака пекех. Тӗпелте, сарлака сак ҫинче, самӑр ула кушак выртать. Сарӑ хырӑмлӑ вӑл, хура пуҫлӑ, хӗрлӗ хӳреллӗ. Эпир шӑкӑр-шакӑр тутарса темиҫен кӗтӗмӗр пулин те, вӑл хӑнк та сикмерӗ. Хӑйне тӗксен кӑна ҫӗре сиксе анчӗ те хуллен утса кайрӗ, кӑмака умне улӑхрӗ. Урайӗнче хура хӑрӑмлӑ пысак чукун ларать. Карчӑк пире сиввӗн кӗтсе илчӗ. Килӗрех те темерӗ. Тем мӑкӑртаткаласа пӑхӑр чӗлӗмне тивертрӗ, хыттӑн паклаттарса ӗмрӗ, йӳҫӗк симӗс тетӗм часах ӑна хупӑрласа хучӗ.

«Пӗри кам ҫав? Палланӑ ҫын пек», — терӗ вӑл тӗтӗм ӑшӗнчен.

«Эпӗ-ха ку, Кюльме аппа», — ун умне пычӗ Света.

«Ҫук, ҫук. Эсӗ мар ку. Усал сывлӑш килчӗ пуль. Кай кунтан!»

«Мӗн, паллаймарӑн-им, Кюльме аппа?» — ҫӗлӗкне хыврӗ Света. Унӑн ылтӑн ҫӳҫӗ лампа умӗнче ҫиҫсе илчӗ,
«Палларӑм. У-у-у!
Эс мана вӗлерме килтӗн апла. Нимӗҫсем вӗлереймерӗҫ. Халь эсӗ»
«Мӗн аташатӑн эс, Кюльме аппа?»

«Пӗлетӗп. Пӗлетӗп… У-у-у…»

«Ним те пӗлместӗн. Эп ырӑ шухӑшпа…»

«Ҫук, ҫук. Суятӑн, мана вӗлересшӗн эсӗ…»

«Ӑсран тайӑлмарӑн пулӗ те…»

«Ӑсӗ вырӑнтах ман. Чухлатӑп. Эс мана манман…»

«Мӗне манман?»

«Гришӑна пӑснине те. Веҫех».

«Гришана эс пӑсман, Кюльме аппа. Вӑл хӑй урах хӗре юратнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ».

«Ҫу-ук, апла мар. Эп пӑсрӑм Гришӑна. Ҫитмӗл ҫичӗ курӑк шывне ӗҫтертӗм. Ҫитмӗл ҫичӗ сӑмах каларӑм. Ҫавӑнпа вӗлересшӗн эс мана».

«Лӑплан-ха, Кюльме аппа».

«Мӗншен лӑпланас? Мана кун чухлӗ пурӑннипе ҫитет. Вӗлерттерме ҫынсем ертсе килтӗн. Вӗлерттер, эппин, часрах! Вӗлерттер!» — кӑшкӑрса ячӗ карчӑк.

«Мӗн шавлатӑн? Чарӑн тенӗ сана! — пырса тӑчӗ ун умне Харитонов. — Нимӗҫсене систерес тетӗн-им? Шуйттан тухатмӑшӗ. Пӗлетпӗр сана…»

Кюльме кинемей тинех шӑпӑрт пулчӗ, сак ҫине лак! кайса ларчӗ.

«Эсир камсем вара?» — ыйтрӗ вӑл, лӑпланса ҫитсен.

«Эпир — совет разведчикӗсем, — тӳррипех каларӗ ӑна Харитонов. — Пирӗн кӑштах канас, вӑй-хал пухас пулать. Пӗри чирлӗ пирӗн. Вӑхӑтлӑха сирӗн пат юлма юрамӗ-ши? Эпир сана нимӗн те тумастпӑр, санне нимӗн те илместпӗр…»

«У-у! Мӗн, хамӑр салтаксем-и эсир?»

«Совет салтакӗсем».

«Эп сире вӑрӑ-хурахсем тесе. Апла, мӗн, салтӑнӑр. У-у»…

Эпир хывӑнма тытӑнтӑмӑр. Эпӗ хӑрах атта аванах хыврӑм. Теприне аран-аран туртса кӑлартӑм. Сылтӑм уран пысӑк пӳрнине тӑм илнӗ-мӗн. Халӗ вӑл ӳкнӗ. Ҫапах та пӳрни хӗрелсе, пӗҫерсе тӑрать. Светӑн та, Харитонов сержантӑн та урисем тӗрӗс-тӗкел мар, пӳрнисем хӗп-хӗрлӗ. Осипов салтакӑн ик ури те асаплӑ, вӗсене ытларах тӑм илнӗ иккен. Атӑсене хывиччен урасем ыратнине-мӗнне те туйман эпир. Халӗ хытах сисӗнет. Кюльме карчӑк пирӗн ҫине тинкерчӗ те тем мӑкӑртатса тула тухса кайрӗ. Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр. «Ку инкек карчӑкӗ нимӗҫсем патне тухса чупмасан юрӗччӗ», — тесе шухӑшларӑмӑр. Света пӑлханмарӗ:
«Ниҫта та каймасть. Халех кӗрет ак», — терӗ.

Чӑнах та, кӗҫех кинемей юр тултарнӑ пысӑк таз йӑтса кӗчӗ. Ӑна урай варрине лартрӗ те пире кашнинех атӑ ӑшне пӗрер чашӑк юр яма хушрӗ. Эпир ун сӑмахне итлерӗмӗр.

«Халӗ аттусене тӑхӑнӑр та ҫывӑрма выртӑр», — терӗ юлашкинчен ҫирӗппӗн.

«Тӑхӑнма ҫук. Ура ыратать», — нӑйкӑшма пӑхрӗ Осипов.

«Унсӑрӑн пӗтетӗн. Халех тӑхӑн», — васкатрӗ Кюльме.

Пирӗн ҫав тери ыйхӑ килетчӗ. Урасене ыраттара-ыраттарах атӑ тӑхӑнтӑмӑр та йӑванса кайрӑмӑр. Света хурала юлчӗ.

Кюльме пӳрчӗ — сӗм вӑрман варринчи пӗр-пӗччен пӳрт. Ун йӗри-тавра тем ҫӳллӗш хырсем, чӑрӑшсем. Пурчӗ ҫурри таран юрпа хупланнӑ. Ҫак ҫырма-ҫатраллӑ вырӑна нимӗҫсем килсе ҫӳреме те хӑраҫҫӗ пулӗ. Мӗн тума кирлӗ вӗсене Кюльме карчӑк? Ҫитменнине, тухатмӑш-юмӑҫ. Ун пирки таврари ял ҫыннисем те сехӗрленсе калаҫаҫҫӗ. Ахальтен Кюльме ят паман пулӗ ӗнтӗ ҫав карчӑка. Эстонла вӑл сивӗ тенине пӗлтерет. «Сивӗ карчӑк», «сивӗ ҫын» тесе шутлаҫҫӗ ҫак хӗрарама.

Эпӗ тул ҫутӑласпа вӑранса кайрӑм. Тӗттӗмре хам ӑҫтине те ӑнкарса илеймерӗм. Кӗҫех тем мӑкӑртатни илтӗнчӗ. Тӑнлатӑп. Аран ӑнланса илтӗм.. Кюльме карчӑкпа Света ҫаплах пуплешсе лараҫҫӗ иккен. Тӑрса лартӑм та атта хӑпӑл-хапӑл хывса пӑрахрӑм. Тӑм илнӗ ура пӳрнине тытса пӑхатӑп: ыратни сисӗнмест. Эп йӑшӑлтатнине сиссе, ыттисем те вӑранчӗҫ. Вӗсен урисем те самай кушнӑ, лайӑхланнӑ. Осиповӑн кӑна час сипленсе ҫитес ҫук-ха.

Тул та ҫутӑлса ҫитейменччӗ — алӑка хыттӑн шаккарӗҫ. Эпир хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑтӑмӑр, хӑвӑрт тумланса, автоматсене ярса тытрӑмӑр. Кюльме карчӑк сентре ҫинчен хуллен кӑштӑртатса анчӗ. Пире кӑмака ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. Эпир часах ӑнлантӑмӑр — кӑмака ҫине улӑхса лартӑмӑр. Мӗн пулать те мӗн килет. Тӑшман салтакӗсем ҫитсе тухсан, пурпӗрех ахаль парӑнас ҫук. Кюльме алкумне каптӑртатса тухрӗ.

«Кам унта? Мӗн ҫӗр хута ҫӗмӗрсе ҫӳретӗр?» — ыйтрӗ карчӑк.

Вара тем мӑкӑртатни илтӗнчӗ. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, карчӑкпа пӗрле икӗ хӗрарӑм килсе кӗчӗҫ.

«Ай, шӑнса вилеттӗмӗр. Мӗншӗн час уҫмарӑн?» — калаҫрӗ пӗр хӗрарӑмӗ. Ҫамрӑкскер пулас. Сасси уҫӑ, янравлӑ.

«Мӗн, тӗнче пӗтнӗ пек шаккатӑр хӑвӑр? Кӗртмелле марччӗ-ха та», — мӑкӑртатрӗ Кюльме.

«Ай, тур-тур. Аплах ан кала-ха, Кюльме. Аптраса ҫитнипе килтӗмӗр сан пата. Ӑш вӑрканипе…»

Ку хӗрарӑмӗ ватӑ пулмалла. Хуллен, вӑйсӑррӑн калаҫать, ӳсӗркелесе илет.

«Тем хӑваласа килчӗ ӗнтӗ сире ирех».

«Ай, тур-тур, Кюльме. Кашни кун йӗрсе куҫҫуль те тухми пулчӗ. Ывӑл ҫинчен пӗлесшӗн-ҫке эп. Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах сас-хура ҫук. Пурӑнать-ши вӑл е тахҫанах пуҫне хунӑ-ши?» — терӗ ватти.

«Эпӗ упӑшка ҫинчен пӑхтарасшӑн. Нимӗҫсем Таллин патӗнчех ҫавӑрса илнӗ, теҫҫӗ, вӗсене. Ӑҫта-ши вӑл халь? Епле хӗн-нуша тӳсет-ши? Икӗ пӗчӗк ачапа юлтӑм-ҫке. Выҫӑ вилетпӗр пуль», — пӗлтерчӗ ҫамрӑкки.

«Мӗнле унта халь? Тухса ҫӳреме хӑрушӑ мар-и? Епле ҫитрӗр эсир?»

«Ай, тур-тур, Кюльме. Ольховкӑра та, Речнойра та, Каменкӑра та туллиех вӗсем. Шуйттан хӑваласа килнӗ тейӗн. Ҫакса вӗлереҫҫӗ. Вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ. Андрейчук Мишкӑна куҫ умӗнчех персе пӑрахрӗҫ. Кирьянов Сашкӑна та. Лаврентьевсен ҫемйине ҫаруран хаваласа тухнӑ. Тӗнче пӗтет пуль. Ыр вилӗмпе вилес теттӗм…»

«Заовражнайри Захаров Яшана виҫӗмкун шкул умне ҫакрӗҫ. Халӗ те сулланса тӑрать-ха. Арӑмне хӗнесе вӗлернӗ».

Ҫапла чылайччен калаҫкаласа ларчӗҫ вӗсем. Вара Кюльме карчӑк вӗсене юмӑҫ пӑха пуҫларӗ. Картпа та, ал тымарне тытса та пӑхать иккен вӑл. Пирӗн ялтан тӑват-пилӗк ҫухрӑмра та пурччӗ унашкал этем. Анани ятлӑччӗ ҫав юмӑҫ. Ҫапла-и?

— Э-э, илтнӗ ӑна, — тетӗп ҫакна хирӗҫ.

— Юмӑҫ юмӑҫах ӗнтӗ, — терӗ малалла Лорх Иванӗ. — Ананин куҫӗ витӗрех мар пулин те, малтан хӑй патне мӗн илсе килнине хыпашлама юрататчӗ. Миҫе ҫӑмарта унта? Пылне мӗнле савӑтпа илсе килнӗ? Ҫу катрамӗ пысӑк-и? Кӗпелӗх пулсан, пусми мӗнлерех! Ӑна вӑл пӳрнипе сӑтӑркаласа пӗлетчӗ. Нумайрах илсе килнӗ пулсан, ытларах суятчӗ. Сахалрах илсе килнӗ пулсан, сахалрах. Улталама маҫтӑрччӗ хӑй… Ҫав ирхине пирӗн Кюльме кӑмаки ҫинче чылайччен лармалла пулчӗ. Каҫхине ҫеҫ хутнӑран кирпӗчӗ вӗри. Чӑтма ҫук пӗҫертет. Осипов, шӑнса пӑсӑлнӑскер, кӗҫ-вӗҫ ӳсӗрсе яратчӗ. Юмӑҫа килнисем те сисрӗҫ пулас.

«Ҫын ҫук пулӗ сирӗн патӑрта? Сас пур пек туйӑнчӗ», — терӗҫ вӗсем.

«У-у. Ҫук, ҫук», — терӗ Кюльме, хӑнасене ӑсатнӑ май. Эпир, тара ӳкнӗскерсем, тинех кӑмака ҫинчен антӑмӑр.

Ҫавӑн хыҫҫӑн, ик-виҫ кун хушшинче, Кюльме карчӑк патне татах темиҫе хӗрарӑм килсе кайрӗ. Вӗсем асаплӑ, хӑрушӑ пурнӑҫпа йӑлтах аптраса ҫитнӗ. Ним тума та пӑлменнипе ҫак юмӑҫ карчӑк патӗнче те пулин темле шанчӑк хӗлхемне курасшӑн. Шыва путакан ҫын улӑм пӗрчинчен ярса тытнӑ, теҫҫӗ, Кусем те ҫапла. Тӗлӗнмелле: Кюльмене хаяр тесе шутлатӑн та, анчах ун хаярлӑхӗ питех сисӗнмерӗ-ха пире. Вӑл хӑй патне пыракансене кашнинех йӑпатмалли сӑмах тупать. Сӑмахӗ-юмахӗ шултрарах, кӑнттамрах пулин те, ырӑ унӑн.

Тепрехинче ҫакӑн патне хуратут пуснӑ лутра кинемей килчӗ. Кивӗ кӗрӗк, тӗплетнӗ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ хӑй. Килсенех ҫӑм тутӑрне кӑмака ҫумне юшкаран ҫакса ячӗ те Кюльме карчӑк ҫумне пырса ларчӗ. Хӑй ним те чӗнмест. Шӑпӑрт. Ларсан-ларсан макӑрса ячӗ. Хыттӑн. Чӗрене ҫурмалла. Эпир ҫеҫ мар, Кюльме карчӑк та шартах сикрӗ пулас. Аран-аран йӑпатрӗ вӑл ӑна. Леш йӗме чарӑнчӗ те каллех ним чӗнмесӗр ларчӗ. Самай вӑхӑтран тин чун кӗчӗ ҫакна.

«Ман Яша ҫук ӗнтӗ. Ҫу-ук. Пӗртен-пӗр ачана туртса илчӗҫ манран. Кам ылханӗ ҫитрӗ-ши? Ҫынна ним усал та туман-ҫке эпир. Эй-яй-яй!» — терӗ кинемей.

«Илтрӗм-ха ун ҫинчен. Шкул умне ҫакса вӗлерне терӗҫ. У-у…» — илтӗнчӗ Кюльме сасси.

Эпир карчӑксен кам пирки сӑмах пынине йӑлтах ӑнлантӑмӑр: Яша Захаров ҫинчен калаҫаҫҫӗ вӗсем. Ҫак уксах колхозника Света аван пӗлет. Йӑваш, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. Никама та пӳрнепе тӗкӗнсе курман иккен вӑл.

«Эй-яй-яй! Хыт ашкӑнчӗҫ ялта нимӗҫсем. Тӳсме ҫук вӗсене. Яша та тӳсеймерӗ пуль ҫав. Ӑна ҫав эсрелсен складне ҫунтарса янӑшӑн айӑпларӗҫ. Склачӗ ҫӗрӗпех ҫунчӗ вара. Хамӑр пӳрте те ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ. Яша таврӑнасса кӗтсе ҫӗрӗпех тур амӑшне пуҫҫапрӑм. Килеймерӗ…»

«У-у! Хӑвна ҫирӗп тытас пулать ӗнтӗ. Вилнӗ ҫынна чӗртеймӗн».

«Вилнине чӗртес ҫук-ха. Пӗлетӗп. Манӑн каплах хӑварас килмест-ҫке. Лешне… тытса параканнине хӑйне пӗтересчӗ. Усал-тӗсел хутлатса ларттӑр ӑна. Йыт вилӗмӗпе вилтӗр. Пырши-пакартине шуйттансем кумччӑр».

«У-у. Кам вара тытса параканни?»

«Хамӑр ялсемех. Смолин. Ольховка хӗрне вӑйпа мӑшкӑлласа тӗрмене лекнӗскер. Вӗлересчӗ ӑна хӑйне. Тухатса пар-ха, тархасшӑн. Кунта ҫын ҫук, калаҫма юрать. Эс вӗлерме пултарать, теҫҫӗ. Эп сана шанатӑп. Вилмелле ту-ха ҫав Смолина».

«У-у* ватӑлтӑм. Халь, мӗн…»

«Тархасшӑн, тухатса пар. Ахаль тумӑп».

Ҫапла чылайччен калаҫса ларчӗҫ вӗсем. Юлашкинчен Кюльме тухатма килӗшрӗ. Кӑмака умӗнче хӗртнӗ тимӗр чашлатни, шыв тулашса вӗрени, темле савӑт-сапа шӑхӑрни, карчӑк хаяррӑн мӑкӑртатни илтӗнчӗ.

Яша Захаров амӑшӗ тухса кайсан, эпир кӑмака ҫинчен антӑмӑр. Урасем вӑй илсе ҫитеҫҫӗ ӗнтӗ. Малашне унта-кунта тухса ҫӳреме те пултаратпӑр. Кунсӑр пуҫне, Кюльме патӗнче пурӑнсах нумай хыпар пӗлтӗмӗр эпир. Нимӗҫ хӑш ялсенче тӑнине те чухлатпӑр. Ялсенчи ҫынсем пирки те. Ҫав кун эпир малалла мӗнлерех ӗҫлесен сведенисем ытларах тупма пуласси пирки шухӑшларӑмӑр. Пирӗн Кюльме карчӑка та куҫран вӗҫертес килмест. Ун патне килекенсем ҫӗн хыпарсем пӗлтересси паллах. Ҫавӑнпа Осипова ун патнех хӑварма шутларӑмӑр. Ҫитменнине, ури тӳтурленсе ҫитеймен-ха унӑн. Света пирки ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр. Унӑн Кюльме патӗнче кивӗ тумтир тӑхӑнмалла та юмӑҫ патне пынӑ пӗр-пӗр хӗрарӑмпа пӗрле Каменка е Речной ялне ҫитмелле. Унта нимӗҫсен ҫар склачӗсем пур теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и? Веҫех пӗлмелле. Эпир, Харитоновпа иксӗмӗр, Рябиновск ялне ҫитме шутларӑмӑр.

Ҫиллӗ сивӗ каҫ. Эпир ҫула тухрӑмӑр. Малта — Харитонов, хыҫалта — эпӗ. Маншӑн каҫхи сӗм вӑрманпа пырасси нимех те мар. Вӑрҫӑччен, чикӗре тӑнӑ чухне, сахал ҫӳремен эп каҫхи вӑрманта. Тӗрӗссипе, каҫхи вӑрмана тухсан, чун-чӗре ҫӗкленсе каять манӑн. Хастарлӑх пырса кӗрет. Кунта эп хама ялти пек, килти пек туятӑп. Тӗрӗссипе, хамӑр ҫӗршыв-ҫке ку, мӗншӗн килти пек туяс мар! Пирӗн мар, нимӗҫсен чӗтресе ҫӳремелле кунта. Апла пулин те, сыхланмалла-ха пирӗн, сыхланмалла.

Вӑрман тӑрах ҫапла вун-вуникӗ ҫухрӑм утрӑмӑр пуль эпир. Сасартӑк тем кӗрлени илтӗнчӗ. Танксем ҫывхараҫҫӗ иккен. Тӗнче шатӑртатма тытӑнчӗ.

Калаҫса ларнӑ май эпир, Лорх Иванӗпе иксӗмӗр хамӑр ӑҫтине те мансах кайнӑ. Тӑнлатпӑр хайхи. Ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пирӗн хыҫа трактор ҫитсе тӑнӑ. Пысӑк урапа кӑкарнӑскер.

— Тиесе яратӑр-и юлашки ҫӗрулмине? — кӑшкӑрчӗ тракторист.

— Тиес, тиес, — сиксе тӑтӑмӑр эпир.

Каллех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Лорх Иванӗ михӗсене, паҫӑрхи пекех, чупа-чупа йӑтрӗ. Аллӑсене ҫывхарнӑ ҫын пек мар, ҫирӗмрен иртнӗ каччӑ пек туйӑнчӗ вӑл мана. Тин ҫеҫ хитре хӗрпе паллашнӑ каччӑ пек.

Ҫӗрулми тиесе пӗтерсен, эпир хуллен ялалла утрӑмӑр.

— Пирӗн сӑмах вӑраха кайрӗ-ха ку, — терӗ Лорх Иванӗ.

— Тивмӗ-ха. Ҫапах та хушамату пирки нимех те пӗлтермерӗн-ха эс..

— Ман хушамат ҫак разведкӑра ҫуралнӑ-ха вӑл. Вӑрманта пынӑ чухне танксем кӗрленине илтрӗмӗр терӗм-ҫке. Шалт тӗлӗнтӗмӗр. Кунта аслӑ ҫул ҫук, яла ҫитме те инҫе, епле-ха танксем тетпӗр. Иксӗмӗр те тӑпах чарӑнтӑмӑр. Итлетпӗр. Танксем ҫаплах кӗмсӗртетеҫҫӗ. Унтан шӑв-шав йӑвашланчӗ. Нимӗҫле калаҫни хӑлхана пырса кӗчӗ. Тем ҫухрашаҫҫӗ. Сахаллӑн та пулас ҫук. Каҫӗ паҫӑр тӗттӗмччӗ-ха. Халь кӑштах ҫуталчӗ. Эпир хуллен малалла утрӑмӑр. Ерипен йӑпшӑнса пырса, пӗр лапсӑркка чӑрӑш ҫумне тӗршӗн-тӗмӗр. Пирӗн умри вӑрман сайра. Яштака хырсем хушшинче унта та кунта ҫуртсем курӑнаҫҫӗ. Сарай пек пӗр пысӑк ҫуртра тимӗр чанклатни, тем кӗрлени илтӗнет. Ахӑртнех станоксем ӗҫлеҫҫӗ пулас. Пирӗнтен инҫех те мар улт-ҫичӗ танк ларать. Сарай ҫумӗнче те вӗсен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ.

«Кунта, тем кала та, танксем юсаҫҫӗ», — пӑшӑлтатрӗ Харитонов.

Эпир йывӑҫсем хушшипе татах йӑпшӑнса ҫӳреме, сӑнама шутланӑччӗ. Инҫех те мар такам юра кӑчӑрт-кӑчӑрт тутарса утни сисӗнчӗ. Кӗҫех йытӑ хӑм-хам! туса илчӗ. Эпир каллех сывламасӑр хытса тӑтӑмӑр. Йытӑллӑ нимӗҫ часовойӗ ҫывӑхранах иртсе кайрӗ. Ҫил пирӗн еннелле вӗретчӗ ҫав. Йытӑ еннелле мар. Ҫавӑнпа чиперех ҫӑлӑнса юлтӑмӑр. Вара кӑштах сӑнаса ҫӳрерӗмӗр те чӑтлӑхалла кӗрсе кайрӑмӑр. Рябиновкалла васкарӑмӑр.

Рябиновка…. Чӑвашла ӑна Пилешкасси теме пулать. Вӑл хыр вӑрманӗ хӗрринчи айлӑмра ларать. Эпир ҫав ял тӗлне тул ҫутӑлнӑ тӗле ҫитсе тухрӑмӑр. Вӑрман сӑмсахӗнчен ывҫӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать Ялта вут хутса янӑ. Мӑрьесенчен тӗтӗм мӑкӑрланать. Пуринчен ытла вӑтам шкул, ял Совет, клуб ҫурчӗсен мӑрйисенчен хӑватлӑ тӗтӗм тухать. Нимӗҫсем ӑҫта тӑнине нимрен те мар, ҫак тӗтӗмренех пӗлме пулать. Ӑҫта вӑйлӑ тӗтӗм, унта нимӗҫ. Харитоновпа иксӗмӗр вӑрман хӗрринчи лапсӑркка чӑрӑш ҫине хӑпарса лартӑмӑр. Пӗр-ик туратне сирсе, пӑхмалли уҫлӑх турӑмӑр. Кунӗпех сӑнарӑмӑр унтан. Ял Совет ҫуртне, чӑнахах та, штаб вырнаҫнӑ пулмалла. Клубпа вӑтам шкулта — фашист салтакӗсем. Кӑнтӑрла вӗсене вӑрман ӑшӗнче вӗрентеҫҫӗ. Пӗр-ик батальонтан сахал пулас ҫук.

Чӑрӑш тӑрринче ларасси кӑмӑллӑ та, йывӑр та. Акӑ, юнашар хыр ҫинчен пирӗн пата пакша сикрӗ. Турат вӗҫӗнче хавассӑн ярӑнса ларать. Пирӗн ҫине куҫ илмесӗр тинкерет. Йӑлт-ялт сиккелет. Вӑл савӑнать. Ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ кӗрленине пӗлмест те. Унӑн таҫта, тарӑн хӑвӑлта, мӑйӑр та, кӑмпа та, ҫырла та ҫителӗклех пулӗ. Халӗ вара уҫӑлма, хӗллехи ҫанталӑкпа киленме тухнӑ. Вӑл эпир кунта мӗншӗн чӗтресе ӗнтӗркесе ларнине пӗлес те ҫук. Таҫта, ял тепӗр енче, нимӗҫсем юрлани илтӗнет. Вӗсене те хаваслӑ. Анчах нумайлӑха-ши?

Тӗттӗмленсе ҫитсен, эпир чӑрӑш тӑрринчен антӑмӑр та сылтӑмри пӗве еннелле утрӑмӑр. Йывӑҫсем хушшипе автомашина йӗрӗсене сӑнаса пытӑмӑр. Юрать-ха, кунта тӑвайккиллӗрех вырӑн, юр тарӑн лартман. Кайсан-кайсан, сулахаялла пӑрӑнтӑмӑр. Унтан каллех сылтӑмалла. Унтан татах сулахаялла. Ҫурҫӗр ҫитичченех утрӑмӑр. Автомашинӑсем ӑҫтан килнине ҫаплах пӗлеймерӗмӗр-ха.

«Татах кайма кирлӗ-ши?» — терӗм эпӗ. «Каймалла», — терӗ Харитонов. Темле чӑрсӑр, парӑнми сержантчӗ вӑл. Пӗр тума тытӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахмастчӗ. Ун чатӑмлӑхӗнчен тӗлӗнеттӗм эпӗ. Ҫапла татах, татах утрӑмӑр. Хыр-чӑрӑшсем кашлаҫҫӗ. Кичеммӗн, хурлӑхлӑн кашлаҫҫӗ. Вӗсен сассинче, лайӑхрах тӑнласан, тем те илтме пулать. Амӑш ывӑлне кулянса кӗтнине те… Ашшӗ инҫетри ачишӗн йывӑррӑн тунсӑхланине те… Чӑваш ялӗнче хӗрсем ху ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫнине те… Такам татӑлсах йӗнине те…

Утатпӑр, утатпӑр. Салтакӑн утмалла. Разведчикӑн салтакран та нумай утмалла.

— Мӗн терӗн эс? — сӑмахне пӳлсех ыйтрӑм Лорх Иванӗнчен.

— Разведчикӑн тетӗп-ҫке. Салтакран та нумай утмалла, тетӗп.

— Разведчик кам вара? Салтак мар-и?

— О-о! Разведчик — разведчик вӑл! — мӑнкамӑллӑн каларӗ Лорх Иванӗ. Вӑл, хӑй разведчик пулнӑскер, вӗсене уйрӑмах пысӑка хурать. Разведчик уншӑн чи кирли, чи мухтавли. Эпир ял патнелле ҫывхаратпӑр. Уй хапхи ҫывӑхӗнче хурсем какалаҫҫӗ.

— Автомашинӑсем ӑҫтан япала турттарнине пӗлейрӗр-и хӑть?

— Такки пӗлтӗмӗр. Тул ҫутӑласпа пырса тухрӑмӑр унта. Вӑрман варринче складсем. Йӗрлесе каймасан, шуйттан шыраса тупать-и вӗсене! Вӑт ӑҫтан тӑратнӑ вӗсем фронта апат-ҫимӗҫ, тумтир. Вӑт ӑҫтан турттарнӑ патрон, снаряд-мина. Хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр вӗсен склачӗсене. Ну, лекессе те чут ҫеҫ лекмерӗмӗр. Пур ҫӗре те часовой тӑратса тухнӑ, эсрелсем.

Тул ҫутӑлсан, карттӑ ҫине пурне те паллӑ турӑмӑр. Танксем юсакан мастерскойне те, салтаксем вырнаҫнӑ яла та, складсене те… Хамӑр ӗҫ йӗркеллех пулса пынишӗн савӑнтӑмӑр. Ывӑнни те сисӗнмест. Ура та, ни мӗн те ыратмасть. Тӗнче те илемлӗн курӑнать. Тӗрессипе, тӗнче нихҫан та илемсӗр курӑнман-ха салтакра чух пире. Ҫав тери йывӑр чухне те. Этем кӑмӑлне, чунӗ-чӗрине никам уҫаймасан та, тӗнче уҫса ярать.

Пирӗн ҫав кунах, кӑнтӑрла тӗлӗнче, Упа варне ҫитсе ӳкмеллеччӗ. Унта эпир Светӑпа тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта, чӑнахах та, Упа варне ҫитрӗмӗр. Эпӗ ҫак тӗксӗм, кичем вырӑна аван пӗлетӗп. Вӑрҫӑччен, погранкомендатурӑра пурӑннӑ чухне, кунта хӑйӑр тиеме килеттӗмӗр эпир. Хамӑр тахҫан хӑйӑр илнӗ вырӑна юриех пырса пӑхрӑм. Унта юр хӳсе тултарнӑ. Хӑйӑр шӑтӑкӗ умӗнчи авӑнчӑк хурӑн халӗ те чиперех ларать-ха. Тиесе ывӑнсан, эпир ун айне выртса канаттӑмӑр.

Таврара хурӑнсем, хырсем, ҫирӗксем, ӑвӑссем. Вӑрҫӑччен ҫакӑнта эп утса ҫӳренӗ, вылянӑ, кулнӑ ӗнтӗ. Халӗ, ав, йӑлтах урӑхла вӑхӑт. Эпир Светӑна кӗтетпӗр. Вӑл ҫаплипех ҫук-ха. Ӗнтӗ кӑнтӑрла та иртрӗ, каҫ енне сулӑнчӗ. Хурӑн ҫине чакак вӗҫсе килчӗ. Чак-чак-чак! тӑвать. Пӗр турат ҫинчен теприн ҫине сикет. Чак-чак!..

«Ҫук, текех каялла чакмастпӑр», — хӑваласа ятӑм эп ӑна.

Ҫак вӑхӑтра ҫывӑхрах хам-хам! туни илтӗнчӗ. Пӗтрӗмӗр. Нимӗҫсем йытӑпа йӗрлесе ҫитрӗҫ пулас. Харитоновпа иксӗмӗр те хӑйӑр шӑтӑкне чӑмрӑмӑр, автоматсене хатӗр тытрӑмӑр. Парӑнма юрамасть. Вӑт пурнӑҫ. Мӗн тери ултавлӑ та сисӗнчӑксер вӑл. Нивушлӗ тупнӑ сведенисене штаба ҫитереймӗпӗр? Нивушлӗ ахалех пулчӗ эпир ҫӳрени?

«Ҫиреп пул. Пӗтеретпӗр вӗсене», — пӑшӑлтатрӗ Харитонов, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ. Кӑвак куҫӗсем хаяррӑн ҫуталчӗҫ.

Тӑшман вӗтлӗхрен халь-халь тухмалла. Пӳрнесем курок ҫинче. Акӑ, йытти курӑнчӗ. Чим-ха, мӗн амакӗ ку? Хӳрине тӑратнӑ, усӑнчӑк хӑлхаллӑ ула-чӑла йытӑ! Ял йытти вӗт ку! Ача-пӑча хыҫҫӑн чупса ҫӳрекенни. Кӗҫех вӗтлӗхрен ачи те тухрӗ. Сарлака йӗлтӗрпе. Шалпар кӗрӗк пиншакпа.

«Ачам, кил-ха», — чӗнтӗмӗр ӑна.

Вӑл шартах сикрӗ, чарӑнса тӑчӗ, пире сӑнаса пӑхрӗ.

«Камсем эсир?» — шикленерех ҫывхарчӗ ача.

«Хӑш ялтан эс?»

«Заовражнӑйран».

«Ӑҫта кайма тухрӑн?»

«Кукамай патне».

«Ан хӑра. Эпир — совет салтакӗсем».

Хайхи маскхалата сиртӗмӗр те, вӑл пирӗн ҫӗлӗк ҫинчи ҫалтӑрсене асӑрхарӗ пулас. Пичӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ.

«Эппин, эсир вӑл? — терӗ ача. — Светӑна Смолин тытса кайрӗ».

«Мӗнле Смолин?»

«Тӗрмерен килни. Староста».

«Ӑҫта тытса кайрӗ?»

«Ольховкӑна. Комендатурӑна кайса ӑсататӑп, терӗ».

«Паҫӑрах-и?»

«Халь ҫеҫ кайрӗҫ. Шоссе ҫулӗпе. Сӑртран улӑхрӗҫ-ши?»

«Сана кам ячӗ кунта?».

«Света хӑй калама ӗлкӗрнӗ аннене. Эсир ҫакӑнти ҫинчен. Анне мана чуптарчӗ».

«Маттур. Тавтапуҫ сана. Нихҫан та манмӑлӑр», — ачана ыталаса саврӑмӑр та шоссе ҫулӗ еннелле вӑрман тӑрӑх чупрӑмӑр.

Нумай чупса курнӑ эпӗ. Чикӗре тревога пулсан та, занятире-мӗнре те. Ҫапах та ун чухнехи пек хытӑ чупнине астумастӑп. Пирӗн ҫав путсӗр Смолинран мала тухса, ӑна кӗтсе илмелле пулчӗ. Ну, мӗскер? Кӗтсе илтӗмӗр. Вӑт, пырать хайхи шоссе ҫулӗпе. Ҫӳллӗскер. Сарлакаскер. Сӑн-пичӗ шыҫмак та хӗрлӗ. Света ун умӗнче утать. Аллисене каялла ҫыхнӑ унне. Тутӑрӗ чалӑшса кайнӑ. Ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет. Смолин хӗре вӗҫӗмсӗр васкатать. Каҫ пуличчен Ольховкӑна ҫитесшӗн ӗнтӗ. Нимӗҫсене савӑнтарасшӑн. Вӗсем умӗнче мухтанасшӑн. Пырать-пырать те Светана саламатпа туртса ҫапать. Хӗненипе вӑйсӑрланнӑ хӗр сулана-сулӑна каять. Акӑ, ҫывхарсах килеҫҫӗ вӗсем. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк хыҫалтан автомашина ҫитсе тухрӗ. Смолин ҫул варрине тӑчӗ те аллине ҫӗклерӗ, грузовике чарӑнма ыйтрӗ ӗнтӗ. Капла пӗтетпӗр-ҫке, Светана лартса каяҫҫӗ. Вара ӑна хӑтарасси пирки шухӑшлама та ҫук. Анчах нимӗҫ шоферӗ машинӑна чармарӗ, тата хытӑрах вӗҫтерсе иртсе кайрӗ. Вӑрман варринче машинине чарма ухмах-и вӑл! Партизансем тӗл пулӗҫ те… Эпир савӑннӑччӗ. Анчах хыҫалта тепӗр машина килни курӑнчӗ. Смолин каллех ҫул варрине тухрӗ, аллине ҫӗклерӗ. Ҫук, ку та чарӑнмарӗ. Вӑл иртсе кайсан, виҫҫӗмӗш машина тухрӗ, тӑваттӑмӗш… Пӗри те чарӑнмарӗ. Смолин тарӑхнипе Светӑна чышса ӳпӗнтере-ӳпӗнтере ячӗ. Унччен те пулмарӗ — Харитоновпа иксӗмӗр хӑва тӗмӗ хушшинчен сиксе тухрӑмӑр та Смолина прикладпа ҫапса ӳкертӗмӗр. Ун виллине вӑрмана сӗтӗрсе кӗртсе пӑрахрӑмӑр.

Вара виҫсӗмӗр те Кюльме карчӑк патне васкарӑмӑр. Света мӗн тери савӑннине каласа пама та ҫук. Харитоновпа иксӗмӗре ыталаса чуптурӗ. Вӑт япала. Ман пите ҫавӑнччен хӗр тути сӗртӗнменччӗ. Хам та чуптуса курман. Пӗрремӗш хут чуптурӗ мана Света. Савӑннипе эп ӑнран тухнӑ пекех пултӑм. Сасартӑк чӑн пурнӑҫран тутлӑ тӗлӗке куҫрӑм. Кӗмӗл юр пӗрчисем. Кӗмӗл тавралӑх. Ылтӑн пӗлӗт. Йывӑҫсем пурте ман хурӑнташ-тӑван. Авӑ, умри пысӑк хыр — ман атте, лаштра чӑрӑш — ман анне. Шурӑ хурӑн — ман йӑмӑк. Ҫамрӑк хырсем — шӑллӑмсем. Ытти йывӑҫсем — хамӑр ратне.

Кюльме карчӑк патне сӗм-ҫӗрле тин ҫитрӗмӗр. Ал-кум алӑкне шаккарӑмӑр. Кӗтетпӗр. Карчӑк илтмерӗ-ши? Уҫмасть. Хытӑрах тӳнлеттерме пуҫларӑмӑр. Тинех кӑштӑртатса тухрӗ Кюльме.

«Кам унта? Никама та кӗртместӗп. Эп — пӗччен карчӑк».

«Ан ҫухраш-ха. Уҫ», — терӗ Света.

Кюльме хыпалансах уҫрӗ. Эпир пӳрте кӑптӑртатса кӗтӗмӗр. Каллех тӗпсакай пек туйӑнчӗ ун пӳрчӗ. Тӗпелте пӗчӗк лампа хӗп-хӗрлӗ ҫунать. Кӑмаки сип-сивӗ. Пӳрте хутман иккен. Кӑмака ҫине пӑхрӑм: Осипов курӑнмасть. Ҫанҫурӑм сӳлетсе кайрӗ.

«У-у. Чун тухатчӗ», — терӗ карчӑк.

«Мӗн тата?» — ыйтрӗ Света.

«Килсе тулчӗҫ кунта. У-у. Кӗтӗвӗпех».

«Камсем? Нимӗҫсем-и?»

«Ҫав вампирсем… Ӗнер те, паян та».

«Халь ӑҫта?»

«У-у. Кайрӗҫ. Вӗлерсе хӑваратчӗҫ. Хӑйсем шӑннипе улача кӗпе тӗслӗ пулнӑ. Шӑлӗсем шакӑрт-шакӑрт шаккаҫҫӗ. Мӗн пуплешнине ӑнкарса та илес ҫук. Юрать-ха, ӑс ҫитрӗ. Кунта юлнине пытанма хушрӑм. Кӗрсе вырт, терӗм, кӑмакана. Славбух, килӗшрӗ. Кӑмака ҫӑварӗ умне пӗр чукун шыв лартрӑм. Питлӗхпе хупларӑм. Пӗр енчен юрарӗ те, тепӗр енчен шар куртӑм эп ӑна кӑмакана вырттарса. Сивӗ теҫҫӗ. Вут хутма хушаҫҫӗ. Мӗн калас ӗнтӗ ку эсрелсене? Ҫакаҫҫӗ вӗт. Хама та, салтака та. Хутма юрамасть, мӑрье ишӗлнӗ, тетӗп. Хут та хут, теҫҫӗ. Пӳрчӗ ҫунса кайтӑр та — ӑшӑнса юлар, теҫҫӗ. Пӗри питлӗхе уҫсах пӑхрӗ. Пысӑк чукуна илме хӑтланчӗ. Анчах хӑрӑмланасран хӑрарӗ пулмалла. Пӑрӑнчӗ».

«Вара мӗскер?»

«Эсрелсем кунтах юласшӑнччӗ. Пӳрт сивӗ пирки кайрӗҫ. Аран-аран ӑсатрӑм. Каҫченех тӑчеҫ. У-у…»

«Осилов ӑҫта?»

«Кӑмакарах».

Эпир кулса ятӑмӑр. Мӗн тӑвас тетӗн? Тепӗр чухне ҫавӑн пек «мӗскӗнленсе» выртма та тивет салтакӑн. Нимӗҫсемпе тытӑҫма хушман пире. Кӑмакара выртса, Осипов нимӗҫ салтакӗсем мӗн калаҫнине веҫех илтнӗ. Чылай хыпар пӗлсе юлнӑ. Кунсӑр пурне тата… Юмӑҫ пӑхтарма килнӗ ҫынсен сӑмах-юмахӗ те мӑне тӑрать.

«Пӗлетӗн-и? Смолин вилнӗ», — терӗ Харитонов Кюльме карчӑка савӑнтарас шутпа.

«У-у. Мӗн тетӗн?»

«Эс тухатнӑ Смолин кӑннӑ, тетӗп».

«Чӑнах-и?»

«Чӑнах. Виллине вӑрмана кӗртсе пӑрахнӑ. «Йытта — йытӑ вилӗмӗ», тесе ҫырнӑ».

«Ҫитрӗ иккен эп тухатни. Вӑрман шуйттанӗсем чӑмласа хучӗҫ ӗнтӗ ӑна. Пӗтӗм усал сывлӑша выляма хушсаттӑм. Пыршине кумрӗҫ апла. У-у…»

Ҫапла калаҫкаласа, эпир Лорх Иванӗн крыльцаллӑ вӗр-ҫӗнӗ пӳрчӗ тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр.

— Атя, пирӗн ҫӗн пӳрте кӗрсе курман пуль-ха эс. Кунта ҫитнӗ япала, курсах кай. Сӑмах-юмах та вӗҫне тухӗ унта, — терӗ кил хуҫи, вырӑсла хапхине уҫса.

Картишӗнче пирус мӑкӑрлантарнӑ май сӑмах-юмах тата малалла шурӗ.

— Эпир тухса кайма пуҫтарӑннӑччӗ. Ҫав вӑхӑтра Кюльме карчӑк пире хӑй патне Салихов полицай килсе кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. «Юмӑҫ пӑхтарма килтӗм, — тет. — У-у. Яхӑнне те пӑхас теменччӗ. Тухса каймасть. Тикенек пек ҫыпҫӑнчӗ. Пӑхрӑм вара…»

«Мӗн терӗн ? Хытӑ хӑратмаллаччӗ».

«У-у, Хӑратрӑм-ха. Раштав тӗлне вилетӗн, терӗм».

«Хӑй мӗн тет?»

«Веҫ аптраса ӳкрӗ. Калаҫаймасть те. Чӗтреве ерчӗ. Хӑравҫӑ иккен хӑй. Хатӑлса юлма ҫук-и вилӗмрен, тет. Тархасшӑн хӑтар-ха. Уншӑн сана мӗн ыйтнӑ, ҫавна парӑп, тет. Эп килӗшмерӗм, хӑтарма пултараймастӑп, терӗм. Ҫын тӗсӗ юлмарӗ хӑйӗн. Ҫаплах тилмӗрет. Хӑтарсамччӗ, тет. У-у, путсӗрскер. Чуну усал сывлӑшпа хутшӑннӑ. Ӑна усал сывлӑшран уйӑрса илме йывӑр, тетӗп хайхи. Йывӑр пулсан та уйӑрса ил, йӑлӑнать ҫак. Чӗркуҫленсе ларчӗ. Ҫав усал сывлӑшпа хутӑшнӑран тепӗр еннелле сулӑннӑ эп, тет. У-у. Нимӗҫсемпе ҫыхланнӑшӑн пит ратах мар пулас. Ҫавӑнпа кӑшт хӗрхенес те килчӗ. Хӑтарасса хӑтарӑп, анчах пуш алӑпа ан кил. Йывӑр ку ӗҫ, терӗм. Кӗҫех персе ҫитмелле ӗнтӗ вӑл… Тата тепӗр хыпар: Ольховкӑна Курт текенни каллех килнӗ, теҫҫӗ. Шуйттанӗ кӑна мар, саттани вӑл. Миҫе ҫынна пӗтермен-ши? Пурте вилӗм сунаҫҫӗ ӑна. У-у…» — вӗҫлерӗ сӑмахне карчӑк.

«Апла ӑна та тухатса вӗлер. Кӑнса вырттӑр», — терӗ юриех Харитонов.

«У-у. Вӑхӑчӗ ҫитсен, пурте кӑнӗҫ, — татӑклӑн каларӗ карчӑк. — Эпӗ тӗлӗкнех курнӑ. Асар-писер тӑвӑл ҫӗкленсе килчӗ пек. Ҫӳлте — хуп-хура пӗлет. Аялта хӑрӑм пек ҫынсем. Пуҫӗ кӑна шурӑ. У-у, мӗнле каламалла-ши ӑна, пуҫ шӑмми ҫеҫ унта. Пӗтӗм халӑха тустараҫҫӗ. Каярахпа пӑхатӑп, ҫав шӑмӑ пуҫлӑ хура ҫынсем каялла тараҫҫӗ. Кӗҫех кун ҫуталса килчӗ. Кайӑксем юрла пуҫларӗҫ. Тем тесен те, нимӗҫсем пирки курнӑ эп ҫав тӗлӗке. У-у…»

«Курт… Курт… — терӗ Харитгонов. — Кам вӑл? Мӗнле звани унӑн? Ӑҫта ӗҫлет?»

«Ӑна пӗлме пултаратпӑр. Каларӗ-ҫке, Кюльме аппа патне часах Салихов полицай килмелле. Ҫавна ярса тытӑпӑр», — пӑшӑлтатрӗ Света.

Эпир канашласа пӑхрӑмӑр та ҫав каҫа унтах ирттерме тӗв турӑмӑр. Кюльме карчӑк пире пулӑшма сӑмах пачӗ.

Ҫурт ҫывӑхне чӑтлӑха пытанса лартӑмӑр хайхи. Нумай иртрӗ-и, сахал-и — хурала юлнӑ Харитонов пире курпун Салихов килсе ҫитни ҫинчен пӗлтерчӗ.

«Мӗн те пулин илсе килмен-и?» — ыйтрӗ Света.

«Ӗне илсе килчӗ. Ав, алкум вӗҫӗнче кӑкарӑнса тӑрать».

«Вӑт, ҫӗр ҫӑтман!»

Эпӗ йӑпӑр-япӑр чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑм та итлетӗп.

«Кала, кам ӗнине ҫавӑтса килтӗн? Тӗрӗсне каламасан, ҫул ҫинчех тӑсӑлса выртатӑн, — ҫунтарать хайхине Кюльме. — У-у, вӑрман хӑвачӗ ҫӗклен. Хускал, вӑрман. Пӗтӗм хаярлӑх кунта килӗр. Пурте, пурте, пурте… Алӑкран та кӗрӗр, чӳречерен те кӗрӗр, мӑрьерен те кӗрӗр. Ҫурӑк-шӑтӑксенчен те кӗрӗр. Вилӗм-ҫӑтӑм парнелӗп сире. Савӑнӑр, ташлӑр, юрлӑр…»

Тем тӗпӗртетрӗ, татах мӑкӑртатрӗ карчӑк.

Салихов урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

«Мӗншӗн эс? Ҫиллентертӗм-и сана? Каҫар, Кюльме аппа. Тархасшӑн. Йӑлтах тӗрӗсне калатӑп. Чӑн та хам ӗне мар ку. Эй ӑна каялла кайса парап. Каҫар, Кюльме тӑванӑм…»

Эпир Кюльме карчӑкӑн темле асамлӑ вӑй пуррине, паллах, ӗненмен. Вӑл ултавпа-мӗнпе, чеелӗхпе кӑна «чапа» тухма пултарнӑ. Ӑс-тӑнӗ чӑнах та пур унӑн. Темле, хӑйне пӑхӑнтарма пултаракан хӑвачӗ те сисӗнет. Гипноз-и вӑл е урӑхла вӑй? Пулаҫҫӗ-ҫке ҫавӑн пек ҫынсем. Тен, Кюльме патне килекенсем тӗшмӗшлӗ пулни те, мӗнле калас, хӑй ӗҫнех тӑвать пуль. Хамӑр куҫпах куртӑмӑр: Салихов полицай йӑваланать урайӗнче. Куҫҫульпех макӑрать. Такам та пӗлет, Салихов ҫемҫе чунлӑ ҫын мар. Ун саламатне ял ҫыннисем чылайӑшӗ тутанса пӑхнӑ. Лутраскер сиксе ҫапатчӗ, тет, вӑл нухайккипе.

Эпир пӳрте вӑркӑнса кӗтӗмӗр. Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, автоматлӑ салтаксем. Салихов куҫне чарса пӑрахрӗ. Урай тӑрӑх упалене-упалене стена ҫумне ҫитрӗ.

«Тӑр ура ҫине! Этем пек пул», — терӗ ӑна Харитонов хыттӑн.

Салихов чӗтре-чӗтре тӑчӗ, ик аллине те ҫӳле ҫӗклерӗ. Унӑн курпун пӗвӗ татах курпунланнӑ пек курӑнать. Халӗ вӑл ҫын пек те мар, темле чӑмакка пек ҫеҫ туйӑнать. Йӗрӗнчӗк хура чӑмакка.

«Сутӑнчӑк Салихов пулатӑн-и эс? Ольховкӑри чи хаяр полицай-и?» — хаяррӑн ыйтрӗ Харитонов.

«Эпӗ… Эпӗ Салихов», — чӗтрерӗ сутӑнчӑк.

«Айта, хыр кутне тухса тӑр», — хушрӗ сержант.

«Каҫарӑр. Ан вӗлерӗр. Эп сире пулӑшма пултаратӑп. Кирек мӗн калӑр, пурне те тӑватӑп. Ан вӗлерӗр», — йӑлӑнчӗ Салихов.

Харитонов ӑна, хулӗнчен тытса, малалла танкӑлтаттарчӗ. Пирӗн тарӑху тулса ҫитнӗччӗ ун чух. Эпир сутӑнчӑксене тӳсме пултарайман. Ҫапах та Хариторов ытлашши вӗриленсе каясран пӑшӑрхантӑмӑр. Тен, ҫак сутӑнчӑкпах мӗнле те пулин усӑ курма май ҫук-ши? Эпир ун ҫинчен малтанах шутланӑччӗ-ха.

Алӑк патне ҫитсен, Харитонов ӑна чарса тӑратрӗ. Шӑнӑрлӑ пысӑк аллипе кӑкӑрӗнчен тытрӗ те ҫӳле ҫӗклесе силлерӗ.

«Кала татӑклӑн: вилес килет-и сан е пурӑнас килет-и?» — терӗ ҫиреппӗн.

«Тархасшӑн, ан вӗлерӗр», — куҫҫуль витӗр йӑлӑнчӗ Салихов.

«Алла пулсан, пире пулӑшатӑн-и?»

«Пулӑшатӑп. Кирек мӗн хушӑр».

Ҫакӑн хыҫҫӑн Харитонов сержантпа Салихов сутӑнчӑк хушшинче татӑклӑ калаҫу пулса иртрӗ. Салихов малашне нимӗҫсене хирӗҫ кӗрешме тупа турӗ. Ӗнене каялла тавӑрса пама пулчӗ. Тылри тӑшман салтакӗсем ӑҫта вырнаҫса тӑни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Кунсӑр пуҫне тепӗр хыпар пӗлтерчӗ. Тылри ҫарсен командирӗ фон Курт Биссинг (ялти ҫынсем ӑна кӗскен «Курт» теҫҫӗ) хӑй пурнӑҫӗ пирки мӗн каланине илтесшӗн имӗш. Таҫтан муртан пӗлнӗ Кюльме ҫинчен. Ҫавӑнпа тӗпчеме янӑ иккен вӑл Салихов полицая.

«Эс каланине пурне те тӑватӑп. Эсир те ман хута кӗрӗр», — тесе хӑварчӗ Салихов тухса кайнӑ чухне.

Салихов полицай, ялта тем пек ҫухрашса, тӗнче кисретсе ҫӳренӗ пулин те, калама ҫук хӑравҫӑ, хӑй пурнӑҫӗшӗн чӗтресе тӑракан ҫын иккен. Вӑл хӑйне разведчиксем тытсан, чӑннипех те сехӗрленсе ӳкнӗ. Хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен, ҫемйи ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ. Малтанах вӑл фашистсем Совет влаҫне пӗтерсе хурасса шаннӑ. Халӗ нимӗҫ ҫарӗсем Ленинград патӗнче нумайччен тытӑнса тӑни ӑна иккӗлентерме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа та хамӑр ҫарсем умӗнче вӑл ҫылӑхне кӑштах та пулин пӗчӗклетме май шыранӑ. Ҫавна валли акӑ меллӗ самант сиксе те тухрӗ.

Салихов килессе кӗтсе, эпир чӑтлӑхра икӗ талӑк пурӑнтӑмӑр.

Ҫапла, тавралӑха лайӑх сӑнаса тӑнӑ чухне, сасартӑк лаша ури сассисем илтӗнчӗҫ. Ҫамрӑк чӑрӑшсем хушшинчен, вӗлт те вӗлт туса, кокардӑллӑ карттус курӑнчӗ. Ун хыҫҫӑн — кӑвак пилоткӑсем. Миҫен кусем? Сахалтан та вуннан-вуниккӗн. «Мӗн эсремечӗ-ха капла? Салихов пире тытма нимӗҫсем ямарӗ-ши?» — вӗлтлетсе иртрӗ пуҫра шухӑш. Эпир сас-чӳ кӑлармасӑр сӑнаса выртатпӑр. Чим-ха, тем, вырӑсла калаҫни илтӗнчӗ мар-и? Э-э, нимӗҫсемпе пӗрле Салихов хӑй те килнӗ иккен.

«Кюльме, уҫ!» — кӑшкӑрчӗ Салихов. Тухатмӑш карчӑк часах уҫрӗ. Салиховпа нимӗҫ офицерӗ (хайхи Курт текенни ӗнтӗ) пӳрте кӗчӗҫ, салтаксем хурала юлчӗҫ.

— Ну мӗнле, лектертӗр-и ҫав ҫӳллӗ карттуса? — тӳсеймесӗр ыйтрӑм эпӗ.

— Лектертӗмӗр, — терӗ Лорх Иванӗ — Эпир тула юлнӑ салтаксене сасартӑк тапӑнтӑмӑр. Улттӑшӗ вилчӗҫ. Ыттисем лашисене пӑрахса хӑварсах каялла тарчӗҫ. Эпир пӳрте чупса кӗтӗмӗр те нимӗҫ офицерӗн аллисене чӗн пиҫиххипе пӑрса ҫыхрӑмӑр. Тула сӗтӗрсе тухрӑмӑр. Хӑйӗн тимӗр кӑвак ӑйӑрӗ ҫине урлӑ вырттартӑмӑр. Ун хыҫне Харитонов утланса ларчӗ, тытса пыма. Эпир те лашасем ҫине утлантӑмӑр. «Тепре килсен, татах пулӑшма тӑрӑшӑп сире», — тесе ӑсатрӗ пире Салихов.

Малти лини патне ҫывхара пуҫласан, лашасене пӗр ял патне хӑвартӑмӑр та хамӑр ҫӳран кайрӑмӑр. Нимӗҫ офицерӗн ним тума та ҫук, пирӗнпе пӗрлех утас пулчӗ. Ничево. Талкӑштарчӗ кӑна. Пӗр сас-чӗвӗ те кӑлармарӗ.

— Мӗнле, хамӑрӑннисем патне аванах таврӑнтӑр-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Чип-чипер каҫрӑмӑр. Вӑт халь ӗнтӗ хушамат патне ҫитрӗмӗр. Ҫавӑн чухне штаб начальникӗ ура ҫине тӑчӗ те:
«Эсир «Лаох» операцие ӑнӑҫлӑ ирттернӗ.
Сире ҫакӑншӑн тав тӑватӑп», — терӗ.

«Мӗнле Лаох?» — ыйтрӑмӑр эпир.

«Сирӗн операцие эпир «Лаох» тесе ят патӑмӑр. Кашни разведчик хушамачӗн малтанхи саспаллине илсе. Ӑнлантӑр-и? Леонова, Афанасьев, Осипов, Харитонов — Л-А-О-Х…»

Тепӗр кунне пирӗн штурмовиксем тӑшман склачӗсене, танксем юсамалли мастерскойне, Рябиновскри ҫар чаҫне аркатса тӑкнӑ. Айӑн-ҫийӗн тустарнӑ фашистсен йӑвине. Вӑт, ҫапла пулчӗ ун чухне, тӑванӑм. Куркаланӑ пурнӑҫа. Пайтах. Ҫапла-и?

— Вӑл ҫапла пулӗ-ха, — терем эпӗ, пируса сӳнтерсе. — Ҫапах та сана «Лаох» тесе мар, «Лорх» тесе чӗнеҫҫӗ-ҫке.

— Ха-ха-ха! Пит васкатӑн эсӗ. Хушамат улӑштарасси хӑвӑрт пулакан япала мар. Ерипен якалса ҫирӗпленет вӑл. Вӑт, эпир фронтра чухнех пӗр-пӗрне «Лаох» та «Лаох» тесе чӗнекен пултӑмӑр. Эпӗ хам та Светӑна: «Пурнӑҫсем епле, Светлана-Лаох?» — теттӗм. Харитонов сержанта: «Аван-и, Харитонов-Лаох?» — тесе чӗнеттӗм. Вӗсем мана: «Мӗнлерех сывлатӑн, Афанасьев-Лаох?» — тетчӗҫ. Ҫӗнӗрен килекен салтаксем пирӗнтен тӗлӗнетчӗҫ. «Мӗнле эсир пурте Лаох хушаматлӑ? Пӗртӑвансем мар пулӗ те?» — тесе ыйтатчӗҫ. «Пӗртӑвансем», — мӑнаҫлӑн калаттӑмӑр эпир.

Вӑт ҫапла туянтӑмӑр эпир Лаох ята. Вӑрҫӑран таврӑнсан, пурне те каласа панӑ эп ун ҫинчен. Кайран вара хама та «Лаох» теме пуҫларӗҫ. Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрӗ. Ман звено кашни ҫулах ҫӗрулми ӑнӑҫлӑ туса иле пуҫларӗ. Сӑмах-юмахӑм та ытларах ҫӗрулми ҫинчен… Пурӑна киле, ҫапла, сисмен те: мана «Лаох» тесе мар, «Лорх» тесе чӗне пуҫларӗҫ. Лаох Иванӗ мар, Лорх Иванӗ иккен эпӗ. Ҫакӑншӑн, тӗрӗссипе каласан ним чухлӗ те пӑшӑрханмастӑп. Савӑнатӑп кӑна… Вӑрҫӑ чухнехи хушамата мирлӗ пурнӑҫри хушамат ҫӗнтерчӗ-ҫке. Мӗн каласси пур, тӗрӗс, саккунлӑ яаала…

— Кайран Кюльме ҫинчен пӗлтӗн-и? — тӳсеймесӗр ыйтрӑм эпӗ.

— 1944 ҫулхи хӗлле пӗлтӗм. Наступлени пуҫлансан… Кюльме кил-ҫуртне нимӗҫсем ҫунтарса янӑ иккен. Хӑйне ҫакса вӗлернӗ.

— Света… Светлана ӑҫта юлчӗ?

— Света-и? … — Лорх Иванӗ чылайччен ним хускалмасӑр ларчӗ. Юлашкинчен ҫапла хушса хучӗ: — Ҫуркунне пӗр разведкӑна эпир каллех унпа кайрӑмӑр. Килессе вара… Килессе…

Лорх Иванӗ сӑмахне вӗҫлеймесӗрех пуҫне усрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех