Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 11:13

Пуплевӗш: 386; Сӑмах: 3309

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тунтикун ирхине, ҫывӑрса тӑрсан, Том хӑйне хӑй питӗ телейсӗр туйрӗ. Кашни тунтикунах ирхине вӑл ҫапла туять, мӗншӗн тесен ҫав кун шкулта ҫӗнӗрен асапсем курмалли эрне пуҫланать. Ӗнер ма праҫник пулчӗ-ши тесе хурланать вӑл, мӗншӗн тесен ирӗкре ҫӳренӗ хыҫҫӑн ирӗксӗрлӗхе таврӑнасси тата йывартарах.

Том шухӑшласа выртрӗ. Сасартӑк ун пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса ҫапрӗ: чирлесе ӳксен, пит авам пулӗччӗ, вара вӑл шкула та каймӗ, килӗнче ларӗ. Шанчӑкӗ сахал, ҫапах та мӗншӗн хӑтланса пӑхас мар? Том хӑйӗн ҫанҫурӑмне тыткаласа пӑхрӗ. Ниҫта та ыратмасть, вӑл хӑйне тата тепӗр хут хыпашласа пӑхрӗ.

Ку хутӗнче ӑна хырӑмӗнче темӗн касма пуҫланӑ пек туйӑнса кайрӗ, вӑл хытӑрах ыратма пуҫлать пулӗ тесе ӗмӗтленсе хӗпӗртерӗ. Анчах хытӑрах ыратма мар, ыратасси часах лӑпланчӗ те хуллен-хулленех йӑлтах пӗтсе ларчӗ. Том каллех шухӑша путрӗ. Кӗтмен ҫӗртенех вӑл хӑйӗн пӗр шӑлӗ тапранкаланине асӑрхарӗ. Ку ӗнтӗ питех вырӑнлӑ пулчӗ, вӑл йынӑшсӑ яма тӑнӑччӗ ҫеҫ, унан пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: шӑл ыратать тесе ҫӑвар уҫсанах, мӑнакка ҫавӑнтах шӑла тӑпӑлтарса кӑларать, — ку, паллах, ыраттарать ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та вӑл шӑла кайран валли усрас, халӗ вара мӗн те пулин урӑххи шырас, тесе шут тытрӗ. Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те тупӑнмарӗ. Унтан вӑл тухтӑр пӗр чир ҫинчен каласа кӑтартнине аса илех кайрӗ: ку чир вара пӗр ҫынна икӗ е виҫӗ эрнелӗхе вырӑн ҫине вырттарнӑ, тет, тата пӳрнесӗр те тӑратса хӑварма пултарнӑ, тет. Ача васкасах урине утиял айӗнчен кӑларчӗ те пысӑк пӳрнине сӑнаса пӑхма пуҫларӗ. Анчах вӑл ҫав чир паллисем мӗнлине пӗлмест. Ҫапах та хӑтланса пӑхма юрать ӗнтӗ тесе, вӑл тӑрӑшсах йынӑшма тапратрӗ.

Сид вӑранмарӗ.

Том хытӑрах йынӑшса ячӗ: хуллен-хулленех ӑна чӑнах та пӳрни ыратнӑ пек туйӑнма пуҫларӗ.

Сид Тома херхении-мӗнӗ пӗрре те палӑрмарӗ.

Том вӑйпа тӑрӑшса йынӑшнипе ывӑнса та ҫитрӗ. Вӑл пӑртак канчӗ, унтан ӳпкисем ӑшне сывлӑш пуҫтарса темиҫе хутчен те питӗ лайӑххӑн йьшӑшса илчӗ.

Сид харлаттарма пӑрахмарӗ.

Ҫавӑнпа Том питех тарӑхса кайрӗ. «Сид! Сид!» — терӗ те вӑл, ӑна хуллен силлеме пуҫларӗ. Сид вӑраннӑ пек пулчӗ, Том вара каллех йынӑшма тапратрӗ. Сид анасласа тутлӑн карӑнчӗ те чавсаланса пӑртак ҫӗкленчӗ, хартлатса илнӗ май Том ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ. Том йынӑшма пӑрахмарӗ. Сид ӑна:
— Том!
Итле-ха, Том! — тесе чӗнчӗ. Томӗ хирӗҫ чӗнмерӗ. — Илтетӗн-и эсӗ, Том! Том! Мӗн пулчӗ сана, Том?

Сид пиччӗшӗ ҫине хӑраса пӑхрӗ, ним тума аптӑранипе силлеме пуҫларӗ.

— Ан тив, Сид! Ан тӗкӗн мана! — йынӑшса ячӗ Том.

— Мӗн пулчӗ сана, Том? Эпӗ мӑнаккӑна чӗнсе килетӗп.

— Ҫук, кирлӗ мар. Тен, вӑл часах иртсе каять пулӗ. Никама та ан чен. Кирлӗ мар.

— Ҫук, ҫук, чӗнесех пулать. Ан йынӑш-ха эсӗ каплах. Питӗ хӑрушӑ. Нумайранпа асапланатӑн-и?

— Темиҫе сехет хушши ӗнтӗ. Ой! Туршӑн та, ан турткала-ха мана, Сид! Эсӗ мана вӗлеретӗн.

— Ма-ха эсӗ малтантарах вӑратмарӑн мана, Том? Ой, Том, чарӑн-ха йынӑшма: эсӗ йынӑшнӑран манӑн пӗтӗм ҫанҫурӑм сӑрӑлтатса каять. Мӗн ыратать санӑн?

— Эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑп, Сид!.. Эсӗ ман умра айӑпа кӗнине пӗтӗмпех каҫаратӑп. Эпӗ вилсессӗн…

— Ой, Том, нивушлӗ эсӗ вилетӗн? Том, ан вил… тархасшӑн! Тен…

— Эпӗ пурне те каҫаратӑп, Сид! Ҫавна кала вӗсене, Сид. Хӑрах куҫлӑ кушак ҫурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех ҫеҫ килнӗ хӗрачана пар, Сид, ӑна тата ҫапла кала…

Сид текех итлесе тӑмарӗ, йӗмне ярса тытрӗ те алӑкран тухса вӗҫрӗ. Халӗ ӗнтӗ Том чӑнахах асапланчӗ (ҫав тери тӗлӗнмелле шухӑшласа кӑларма пултарнӑ унӑн тӑнпуҫӗ), вӑл йынӑшнисем те чӑнахах ыратнӑ чухнехи пекех пулса тухрӗҫ.

Сид пусма тӑрӑх чупса анчӗ те:
— Ой!
Полли мӑнакка, часрах килӗр! Пирӗн Том вилет! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

— Вилет?

— Ара! Ара! Мӗн кӗтсе тӑратӑр-ха эсӗр? Часрах килӗр!

— Пустуй! Ӗненместӗп!

Ҫапах та мӑнаккӑшӗ ҫӳлелле чупса хӑпарчӗ. Сидпа Мэри ун хыҫҫӑн васкарӗҫ. Мӑнаккӑшӗн сӑнӗ шап-шурӑ, тути чӗтрет. Том вырӑнӗ патне чупса пырса, вӑл ҫапла ҫеҫ калама пултарчӗ:
— Том!
Том! Мӗн пулнӑ сана?

— Ох, мӑнакка, эпӗ…

— Мӗн пулнӑ, мӗн пулнӑ сана, ачам?

— Ох, мӑнакка, манӑн пӳрнене гангрена пулнӑ. Полли мӑнаккӑшӗ пукан ҫине кайса ӳкрӗ те кулса ячӗ, унтан макӑрма пуҫларӗ, кайран пӗр вӑхӑтрах кулчӗ те, макӑрчӗ те.

Кӑштахран тӑна кӗчӗ те ҫапла каларӗ:
— Ну, хӑратса пӗтертӗн эсӗ мана, Том!
Халӗ ӗнтӗ ҫитет: хӑвӑн фокусусене пӑрах, урӑх ун пек ан тунӑ пултӑр!

Йынӑшу чарӑнса ларчӗ, пӳрне ыратни те пӗр тапхӑртах иртсе кайрӗ. Ача пӑртак вӑтаннӑ пекле пулчӗ.

— Чӑнах та, Полли мӑнанка, мана пӳрне йӑлтах хӑрса кайнӑ пекле туйӑнчӗ, ҫав тери ыратрӗ те, эпӗ шӑл ҫинчен манса та кайрӑм.

— Шӑл? Санӑн шӑлна мӗн пулнӑ тата?

— Сулланать тата шутсӑр ыратать, чӑтма та ҫук.

— Юрӗ, юрӗ, каллех йышӑнма ан тытӑн. Кар-ха ҫӑварна! Чӑнах та, шӑлӗ сулланать, анчах уншӑн эсӗ вилес ҫук. Мэри, пурҫӑн ҫип тата кухньӑран ҫунакан вутпуҫҫи илсе кӳрсе пар-ха мана.

— Мӑнакка, ан тӑпӑлтарӑр, кирлӗ мар, — вӑл ӗнтӗ ыратмасть! Эпӗ ҫак вырӑнтан таҫта шӑтӑкаллах анса каям, вӑл кӑшт та пулин ыратать пулсассӑн. Тархасшӑн, ан тӑпӑлтарӑр, мӑнакка! Эпӗ ҫапах та килте юлас ҫук, эпӗ ҫапах шкула каятӑп…

— Э, акӑ мӗн иккен! Эсӗ вӗренме каясран хӑтӑлса юлас та ҫырмана пулӑ тытма яра парас тесе ҫеҫ ҫавӑн пек хӑтланма тапратса янӑ. Ах, Том, Том, эпӗ сана ҫав тери юрататӑп, эсӗ, юри хӑтланнӑ пекех, хӑвна ху лайӑх тытмасӑр манӑн ватӑ чӗреме хускататӑн.

Ҫав вӑхӑтра шӑл тӑпӑлтармалли япалисем те килсе ҫитрӗҫ. Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ. Пӗр самант ҫеҫ иртрӗ — шӑл кравать пуҫӗнчен ҫыхнӑ ҫип ҫинче ҫакӑнса та тӑчӗ.

Анчах асапсем тӳссе айлалнӑ хыҫҫӑн этемсене ырри те кӗтет. Том ирхи апат ҫисе шкула пырсан, юлташӗсем пурте ӑна чӑтма ҫук кӗвӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫӳлти шӑлӗсем хушшинче пушӑ вырӑн пулса тӑнӑран Том йӑлтах ҫӗнӗлле майлӑ, тӗлӗнмелле лайӑх сурма пултарче.

Ҫав япалапа интересленсе кайнӑ ача-пӑча унӑн йӗри-тавра ушкӑнӗпех пуҫтарӑнчӗ. Пӑр арҫын ача, хӑйӗн пӳрнине касса янӑскер, ку таранччен пурте хӑйне пӑхса, пуҫҫапса тӑнӑскер, халӗ тӑруках хӑйӗн майлисене пурне те ҫухатрӗ, чапӗ те унӑн пачах сӳнсе ларчӗ. Ҫавӑншӑн вӑл питӗ хурланчӗ. Ҫавӑнпа та: «Том Сойер пек сурасси вӑл ниме те тӑмасть», — тесе хучӗ. Анчах тепӗр арҫын ачи ҫавна хирӗҫ: «Иҫӗм ҫырли халӗ симӗс-ха!» — терӗ те, чапран тухнӑ геройӑн нимӗн мухтавсӑрах аяккалла пӑрахса кайма тиврӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн часах Том пӗр ҫамрӑк пария Гекльберри Финна, ҫав ҫӗрти ӗҫке ернӗ ҫын ывӑлне, тӗл пулчӗ.

Хулари пур ача амӑшӗ те ӑна пӗтӗм чӗререн курайман , ҫав вӑхӑтрах тата унтан хӑранӑ та, мӗншӗн тесен вӑл усал, юлхав ача тата лайӑх пӑхса ӳстермен, нимӗнле саккуна та пӑхӑнман ача пулнӑ. Тата ҫакӑншӑн та ӑна курайман: ачасем пурте — пур ача та — ӑна шутсӑр юратнӑ, хӑйсене хушман пулсан та, вӗсем ҫапах унпа пӗрле ҫӳреме кӑмӑлланӑ, пур енӗпе те вӗсем ҫав ача майлӑ пулма тӑрӑшнӑ. «Ырӑ килйышсенчи» ытти арҫын ачасем евӗрлӗ, Том та ҫынсем йышӑнман Гекльберрине кӗвӗҫнӗ, ӑна та килте ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ачапа ан выля тесе хӑтӑрсах каланӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пиркиех те Том, май килсен, яланах ҫав ачапа вылянӑ. Гекльберри мӑн ҫынсен тумтир юлашкисене тӑхӑнса ҫӳренӗ. Кирек хӑҫан та унӑн тумтирӗ шерепеленсе, татӑкӑн-татӑкӑн усӑнса ҫӳренӗ, тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн шлепки темӗн пысӑкӑш ишӗлсе аннӑ япала пек курӑнса ларнӑ: хӗррисенчен аялалла ҫур уйӑх евӗрлӗ пысӑк татӑк усӑнса тӑнӑ. Сайра хутра Гек хӑйӗн пиншакне тӑхӑнса ярсан, пиншакӗ вара унӑн ура кӗлисем таран тенӗ пекех усӑнса ҫӳренӗ, хыҫалти тӳмисем пилӗкрен чылай аялта пулнӑ. Йӗмӗ хӑрах енчи ҫакки ҫинче ҫеҫ ҫакӑнса тӑнӑ, хыҫалтан пӑхсан, темӗн пысӑкӑш пушӑ михе пек лӗнчӗртетсе ҫӳренӗ, аялта вара шерепепе эрешленӗ майлӑ пулнӑ. Гек йӗмне тӳмелеме манса кайсан, шерепийӗ пылчӑк тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пынӑ. Гекльберри ирӗкле кайӑк евӗрлӗ пулнӑ, ӑҫта ҫӳрес килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ. Ҫанталӑк лайӑх чухне вӑл ют ҫынсен пусма картлашкисем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулсан — пушӑ пичкесем ӑшӗнче. Унӑн ни шкула, ни чиркӗве ҫӳремелле пулман, унӑн никама итлемелли те пулман, пуҫлӑх тавраш та пулман унӑн. Хӑйӗн хӑҫан кӑмӑл пулнӑ — ҫавӑн чухне тата хӑйне кӑмӑла кайнӑ ҫӗрте вӑл пулӑ тытма е шыва кӗме пултарнӑ, шывра та хӑйӗн мӗн чухлӗ ларас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ларма пултарнӑ. Ҫапӑҫма та ӑна никам та чарман. Сӗм-ҫӗрле пуличченех ҫывӑрма выртмасӑр та пултарнӑ. Ҫуркунне вӑл ытти арҫын ачасенчен чи пирвай ҫара уран ҫӳреме тытӑннӑ, кӗркунне вара пуринчен кайран урине мӗн те пулин тӑхӑннӑ. Унӑн ни пит ҫума, ни таса кӗпе тӑхӑнса хӑтланма кирлӗ пулман, вӑрҫассине вӑл тӗлӗнмелле вӑрҫма пӗлнӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурнӑҫ илемне кӳрекен савӑнӑҫсем пурте унӑн аллинче пулнӑ… Санкт-Петербург хулинче «ырӑ килйышсенче лайӑх вӗрентсе ӳстернӗ» арҫын ачасем, имшерленсе кайнӑскерсем, алли-урисемпех сӑнчӑрланӑ пекех усраканкерсем, пурте ҫавӑн пек шухӑшланӑ.

Романтикла ҫапкаланчӑка Том ҫапла саламларӗ:
— Эй, Гекльберри!
Сывлӑх сунатӑп сана!

— Сана та сывлӑх сунатӑп, шӳтлеместӗн пулсан.

— Мӗн вӑл санӑн?

— Вилӗ кушак.

— Пар-ха, Гек, курам! Ав мӗнле, йӑлтах хытса ларнӑ. Ӑна эсӗ ӑҫтан тупрӑн?

— Пӗр ачаран илтӗм…

— Мӗн чухлӗ патӑн?

— Кӑвак билета тата вӑкӑр хӑмпӑвне… бойньӑран пӗҫертсе килнӗскерне патӑм.

— Кӑвак билетне ӑҫтан тупрӑн-ха?

— Пӗр-ик эрне пулать, Бен Роджерсран илтӗм… ӑна кӑшӑл валли патак патӑм.

— Итле-ха, Гек, вилӗ кушаксем — мӗне кирлӗ вӗсем?

— Мӗнле апла мӗне кирлӗ? Шӗпӗнсене пӗтермешкӗн.

— Чӑнах-и? Эпӗ тата унтан лайӑхрах пӗр май пӗлетӗп.

— Тупӑшатӑп, пӗлместӗн тесе. Мӗнле май?

— Ҫӗрӗк шыв.

— «Ҫӗрӗк шыв»? Ниме те тӑмасть вӑл санӑн ҫӗрӗк шыву.

— Ниме те тӑмасть-и? Эсӗ ӑна хӑҫан та пулин курнӑ-и?

— Эпӗ хам курман. Анчах Боб Тэннер курнӑ.

— Кам каларӗ сана?

— Пӗлетӗн-и эсӗ, вӑл Джефф Тэчера каланӑ. Джефф Тэчер Джонни Бэкера каланӑ. Джонни Джим Холлиса каланӑ, Джимӗ Бен Роджерса каланӑ, Бенӗ пӗр негра каланӑ, негр мана каларӗ. Ҫавӑнпа пӗлетӗп те.

— Ну, мӗн вара апла пулсан? Вӗсем пурте суеҫӗсем. Негрсӑр пуҫне пурте суеҫӗсем, негрне эпӗ пӗлместӗп. Анчах эпӗ суйман негра ку таранччен курманччӗ-ха. Ҫакӑ пурте пустуй лӑпӑртатни ҫеҫ! Халӗ ӗнтӗ эсӗ кала-ха мана, Гек, Боб Тэнлер шӗпӗнсене мӗнле пӗтерме хӑтланнӑ?

— Ҫаплах, ҫӗрӗк тунката ҫинче пуҫтарӑнса тӑнӑ ҫумӑр шывӗ ӑшне аллине чикнӗ те кӑларнӑ.

— Кӑнтӑрла чикнӗ-и?

— Паллах, кӑнтӑрла.

— Тунката еннелле пӑхса чиклӗ-ши?

— Апла пулмасан, мӗнле тата.

— Ун чухне мӗн те пулин каланӑ-ши?

— Нимӗн те каламан пулмалла… Кам пӗлет? Пӗлместӗп.

— Аха! Нимӗн тулккине те пӗлмен ухмах пек ӗҫе тытӑнсан, шӗпӗнсене ҫӗрӗк шывпа пӗтересси ӑҫтан пулӗ унта? Паллах, пулас ҫук. Вӑрмана, чӑтлӑх ӑшне пӗччен каймалла, ӑҫта ҫавӑн пек ҫӗрӗк тунката пуррине асӑрхамалла та лӑп ҫур ҫӗрте ҫав тунката еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑмалла, шыв ӑшне алла чиксе ҫапла каламалла:

Индеец ҫимӗҫӗ — урпа,
Йӑлт тӑкӑн ҫӗр ҫине.

Эй, ҫӗрӗк шыв, пӗтер йӑлтах
Алри шӗпӗнсене.

Унтан куҫа хупмалла та, васка-васка лӑп вунпӗр утӑм аяккалла кайса тӑмалла, вара пӗр вырӑнта тӑрсах виҫӗ хут ҫаврӑнса илмелле, киле таврӑннӑ чухне никама та пӗр сӑмах та каламалла мар. Каларӑн-тӑк вара — пӗтрӗ.

— Чӑнах та, ку тӗрӗс пек туйӑнать, анчах Боб Тэннер вӑл… апла туман.

— Апла туман пулӗ ҫав! Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн хулари ачасем хушшинче пуринчен те ытларах шӗпӗнлӗскер. Ҫӗрӗк шывпа епле хӑтланмаллине пӗлнӗ пулсан, унӑн пӗр шӗпӗнӗ те юлас ҫукчӗ. Эпӗ хам та ҫав юрӑпа темиҫе пин шӗпӗн пӗтертӗм, — чӑн калатӑп, хам алӑсенчи шӗпӗнсенех пӗтертӗм. Манӑн шӗпӗн питӗ нумайччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ час-часах шапасене тыткаласа хӑтланаттӑм. Хӑшпӗр чухне эпӗ шӗпӗнсене пӑрҫа хутаҫҫисемпе те пӗтеретӗп.

— Ия, вӑл шанчӑклӑ япала. Эпӗ хам та ӑна курса, хӑтланса пӑхнӑ.

— Мӗнле?

— Пӑрҫа хутаҫҫи илетӗн те ӑна ҫуратӑн, унтан хӑвӑн шӗпӗнтен пӗр тумлам юн кӑлармашкӑн ӑна ҫӗҫӗпе касатӑн. Ҫав юнпа вара пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине сӗретӗн, унтан вара пӗчӗк шӑтӑк чаватӑн та ҫав ҫуррине тӑпра ӑшне пытаратӑн… пӗлӗт ҫинче уйӑх пулман чухне, ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫитсен, хӗреслӗ ҫул ҫинче пытаратӑн… тепӗр ҫуррине ҫунтарса яратӑн. Юнлӑ ҫуррийӗ вара хӑй патнелле тепӗр ҫуррине туртма та тытӑнать, юнӗ ҫав вӑхӑтра шӗпӗне хӑй патнелле туртса илет, шӗпӗн вара питӗ час каять.

— Тӗрӗс, Гек, тӗрӗс, пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине шӑтӑк ӑшне алтса чикнӗ чухне: «Тӑпра ӑшне пул, пӑрҫа хутаҫҫи, шӗпӗн, пӑчлан, урӑх мана ан асаплантарнӑ пултӑр», — тесе каласан, тата лайӑхрах, хӑватлӑрах пулнӑ пулӗччӗ. Шӗпӗнсене Джо Гарпер ҫавӑн пек пӗтерет, вӑл ӗнтӗ пурнӑҫ курнӑ ҫын, — ӑҫта-ӑҫта ҫитмен пулӗ вӑл… Вилӗ кушаксемпе эсӗ шӗпӗнсене епле пӗтеретӗн тата?

— Акӑ епле. Кушака ил те ҫур ҫӗр ҫитиччен кӑшт малтанрах масар ҫине, пӗр-пӗр усал ҫынна пытарнӑ шӑтӑк патне, кай. Ҫур ҫӗрте усал тухать, тен, иккӗ те, виҫҫӗ те тухӗ. Анчах эсӗ вӗсене кураймӑн, ҫил кашланӑ пек пулнине ҫеҫ илтӗн, тен, тата вӗсем калаҫнине илтӗн. Вӗсем вилене сӗтӗрсе кайма тапратсан, эсӗ, вӗсен хыҫҫӑн кушака ывӑтса, ҫапла кала: «Вилӗ хыҫҫӑн усал, усал хыҫҫӑн кушак аҫи, кушак аҫи хыҫҫӑн шӗпӗнсем, — вара ӗҫӗ пӗтрӗ те, — эсир урӑх кирлӗ мар!» — те. Ҫапла тусан, кирек мӗнле шӗпӗн те пӗтет.

— Пӗтес пек туйӑнать. Эсӗ ху ӑна хӑҫан та пулин туса пӑхнӑ-и, Гек?

— Ҫук, туса пӑхман. Мана ватӑ карчӑк Гопкинс каланӑччӗ.

— Апла пулсан, вӑл тӗрӗсех вара: тухатмӑш теҫҫӗ ӑна.

— «Теҫҫӗ»! Эпӗ ӑна лайӑхах пӗлетӗп. Вӑл манӑн аттене пӑсрӗ. Атте хӑй мана каланӑччӗ. Пӗрре вӑл пынӑ та курах кайнӑ: ҫав карчӑк хӑй тухатнине атте ҫинелле «ярать», тет. Атте чул илнӗ те ӑна чулпа яра панӑ, — аран ҫеҫ ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ, тет, вӑл. Вара мӗн пулнӑ тетӗн-ши эсӗ: ҫав ҫӗрех атте, ӳсӗрскер, аслӑк ҫинче ҫывӑрса выртнӑ ҫӗртен йӑванса аннӑ та аллине хуҫса пӑрахнӑ.

— Ай-ай-ай! Анчах вӑл ӑҫтан пӗлнӗ-ха ҫав карчӑк ӑна «пӑсса яма» хӑтланнине?

— Вӑт тата. Ҫавна пӗлесси вӑл нимех те мар, тенӗччӗ атте. Пӗр-пӗр ҫын сан ҫине куҫне чарсах пӑхать тата темӗнскер мӑкӑртатать пулсан, ҫав, паллах, вара сана пӑсма тӑрӑшать. Тухатмӑшсем хӑйсен ӑссӗн темӗскер мӑкӑртатма тапратсан, ҫавӑ ӗнтӗ вӗсем кӗлле кутӑн, хыҫалтан малалла вулалине пӗлтерет, ӑнлантӑн-и?

— Итле-ха, Гек, эсӗ хӑҫан кушакпа хӑтланса пӑхасшӑн?

— Кӗҫӗр ҫӗрле. Усалсем кӗҫӗр ҫӗрле ватӑ Вильямса илме килеҫҫӗх пулӗ тетӗп эпӗ.

— Ара, ӑна шӑматкунах пытарнӑччӗ вӗт, Гек. Вӗсем ӑна шӑматкун ҫӗрлех сӗтӗрсе кайнӑ пулӗ.

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ! Ҫур ҫӗрччен епле илсе кайма пултарнӑ вӗсем ӑна? Ҫур ҫӗрте вара вырсарникун пуҫланса кайнӑ. Эпӗ шухӑшлатӑп: усалсем вӗсем вырсарникун ҫӗр ҫинчен питех те сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юратмаҫҫӗ пулӗ, тетӗп.

— Вӑл тӗрӗсех. Эпӗ кун ҫинчен шухӑшламан та. Мана хӑвна пӗрле илсе каятӑн-и?

— Паллах, илсе каятӑп, хӑрамастӑн пулсан.

— Хӑратап! Вӑт тата, каларӗ! Эсӗ кушакла макӑрса яма манмастӑн-и?

— Манмастӑп… Май пур пулсан, ху хирӗҫ кушакла макӑр. Атту пӗркунне эсӗ мана ахалех темӗн чул кӗттерсе тӑратрӑн. Эпӗ кушакла макӑртӑм, макӑртӑм, вара ватӑ Гэйс мана: «Ҫӑва латлех кайтӑрччӗ ку кушак!» — тесе, чулпа пеме тапратрӗ. Ҫавӑншӑн эпӗ унӑн чӳречине кирпӗчпе персе ҫӗмӗртӗм, — асту, эсӗ ан пӑлӑртат ун ҫинчен.

— Юрӗ. Ҫав ҫӗр эпӗ сана хирӗҫ кушакла макӑрма пултараймарӑм: мана мӑнакка астуса сыхласах тӑчӗ. Анчах кӗҫӗр сана хирӗҫ чӗнетӗпех. Итле-ха, Гек, вӑл мӗн санӑн?

— Ахаль, пустуй япала — сӑвӑс ҫеҫ.

— Ӑҫтан тупрӑн ӑнӑ?

— Вӑрманта.

— Мӗн чул илетӗн эсӗ уншӑн?

— Пӗлместӗп. Сутас килмест ӑна.

— Сӑвӑсӗ те питӗ пӗчӗкскер.

— Апла пулмасӑр! Ют ҫыннӑн сӑвӑсне яланах хурлама пӑхаҫҫӗ. Маншӑн пулсан, ку та аван.

— Сӑвӑссем вӑрманта тем чухлех. Пухас тесессӗн, эпӗ пин сӑвӑс та пухма пултараттӑм.

— Мӗн пирки ӗҫ чарӑнса тӑчӗ вара? Ма пухма каймастӑн? А-ха! Эсӗ пултарас ҫуккине ху та пӗлетӗн. Манӑн шутпа, ку сӑвӑс питӗ ирхискер. Кӑҫалхи ҫул ку сӑвӑс пуҫласа тытнӑскер.

— Итле, Гек, эпӗ сана уншӑн хамӑн шӑла паратӑп.

— Кӑтарт.

Том, хут татӑкки туртса кӑларса, хуллен уҫрӗ. Гекльберри шӑла ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Ку япала ӑна шутсӑр илӗргнӗ. Юлашкинчен вӑл:
— Чӑнах та шӑлах-и? — тесе ыйтрӗ.

Том тута хӗррине ҫӳлелле ҫӗклентерсе пушӑ вырӑнне кӑтартрӗ.

— Юрӗ, эппин, — терӗ Гекльберри. — Эппин, килӗштерер.

Том сӑвӑса пистон коробки ӑшне, хальтерех ҫеҫ нӑрӑ валли тӗрме пулнӑ коробка ӑшне, хучӗ те, ачасем уйрӑлса кайрӗҫ, кашниех вара хӑйне хӑй ӗлӗкхинчен пуянтарах шутларӗ.

Пӗренерен тунӑ пӗччен ларакан пӗчӗк ҫурт патне ҫитсен, — вӑл ҫуртра шкул пулнӑ, — Том урока васкасах пыракан ҫын евӗрлӗ хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ, шлепкине йывӑҫ пӑта ҫине ҫакса ячӗ те, ӗҫ тума васканӑ пек, лармалли вырӑна васкаса утрӗ. Ҫурӑлкаласа кайнӑ ҫӳллӗ кресло ҫинче, трон ҫинчи пекех, ларакан учитель ачасем шавланипе ыйхӑласа, канлӗн тӗлӗрсе ларатчӗ. Том пырса кӗнипе вӑл вӑранса кайрӗ.

— Томас Сойер!

Учитель хӑйне пӗтӗм ятран чӗнет пулсан, вӑл вара ыррине систерменнине Том аван пӗлет.

— Итлетӗп, сэр!

— Кил кунта! Ну, сэр, мӗншӗн эсӗр паян каллех юлтӑр-ха?

Том мӗн те пулин суяс терӗ, анчах ҫав минутра унӑн куҫӗ умне вӑрӑм сарӑ ҫивӗтсем тухса тӑчӗҫ, юратӑвӑн туртӑм вӑйне пула ҫав ҫивӗтсене вӑл тӳрех палласа илчӗ. Вӑл акӑ мӗн курчӗ: класра хӗрачасем ларакан енче пӗртен-пӗр пушӑ вырӑнӗ ҫав хӗрачапа юнашар, вара вӑл тӳрех ҫапла ответлерӗ:
— Эпӗ Гекльберри Финнпа пуплеме чарӑнса тӑтӑм, — терӗ.

Учитель тӗлӗннипе хытсах кайрӗ: вӑл нимӗн тума пӗлмесӗр Том ҫине пӑхса ларчӗ, ун ҫинчен куҫне те илмерӗ. Ачасем сӗрлеме чарӑнчӗҫ. «Ку харсӑр ача ухмаха ермен-ши?» — тесе ыйтрӗҫ шкул ачисем хӑйсенчен хӑйсем. Юлашкинчен учитель ҫапла каларӗ:
— Мӗн… мӗн турӑн эсӗ?

— Гекльберри Финнпа пуплеме чарӑнса тӑтӑм.

Ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине йӑнӑш ӑнланмаллимӗн пулман.

— Томас Сойер, ку сӑмахсем ӗнтӗ эпӗ хам ӗмӗрте илтнӗ сӑмахсенчен чи тӗлӗнтерсе яракан сӑмахсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пек чӑрсӑр каланӑшӑн сана линейкӑпа ҫапни те сахал пулать. Хыв курткуна.

Учитель алли ывӑнса ҫитичченех тӑрӑшрӗ. Хулӑсен ҫыххи чылай пӗчекленсе юлчӗ, унтан ҫапла приказ пулчӗ:
— Халӗ, сэр, хӗрачасемпе пӗрле кайса ларӑр.
Вӑл вара сире асӑнмалӑх урок пултӑр.

Класра хи-хи-хи тесе кулкалани арҫын ачана вӑтантарнӑ пек пулчӗ. Анчах, чӑннипе каласан, ҫав вӑтанасси вӑл урӑх япаларан килчӗ: пӗлмен хӗрачана шутсӑр хисепленипе тата хӑйне питӗ пысӑк телей пулнипе ытла хӗпӗртесе кайнинчен килчӗ. Вӑл хыртан тунӑ сак хӗррине ларчӗ.

Хӗрача пуҫне силлентерчӗ те аяккарах сикрӗ. Йӗри-тавра пурте пӑшӑлтатса куҫӑсене хӗскелерӗҫ, анчах Том лутра вӑрӑм парта ҫине чавсаланса шӑпах ларчӗ: тӑрӑшсах вуларӗ пулмалла. Хуллен-хулленех ачасем ун ҫинелле пӑхма пӑрахрӗҫ, класс каллех яланхи пек сӗрлеме тапратрӗ. Вара арҫын ача хӑйпе юнашар хӗрача ҫине вӑрттӑн пӑхкалама пуҫларӗ. Лешӗ ӑна сисрӗ те, пит-куҫӗпе мӑшкӑлласа, пӗр минутлӑхах Том енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ. Вӑл каллех Том еннелле ҫаврӑнчӗ те хӑй умӗнче персик выртнине курах кайрӗ. Хӗрача персика хӑй патӗнчен аяккалларах илсе хучӗ. Том каллех хуллен персика ун патнерех шутарчӗ. Хӗрача ӑна каллех тӗртсе ячӗ, анчах малтанхи пек ҫилленсех мар. Том тӳсӗмлӗн персика ӗлӗкхи вырӑнах хучӗ, хӗрача ӑна текех аяккалла тӗртмерӗ. Том грифельпе ҫырмалли доска ҫине: «Тархасшӑн, илӗр, манӑн тата пур», — тесе чӗркелерӗ. Хӗрача доска ҫине пӑхмарӗ, хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Вара Том ҫав доска ҫинче картина ӳкерме тапратрӗ, хӑй ӳкернине сулахай аллипе картласа тытрӗ. Хӗрача малтан ҫавна асӑрхаман пек ларчӗ, анчах кӑштахран вӑл мӗн ӳкернине пӗлесшӗн ҫунма пуҫларӗ. Арҫын ача нимӗн те сисмен пек пулса малалла ӳкерчӗ. Хӗрача вӑл мӗн ӳкернине пӑхма хӑтланчӗ, анчах хӑй курасшӑн пулнине палӑртасшӑн пулмарӗ. Том та хӑй сиснине палӑртмарӗ. Юлашкиичен, хӗрача парӑнчӗ те хӑймасӑртарах шӑппӑн:
— Пӑхтарӑр-ха! — терӗ.

Том хӑй картини ҫинчи карикатурлӑн ӳкернӗ ҫуртӑн пӗр пайне уҫса кӑтартрӗ. Ҫурчӗ икӗ фасадлӑ, мӑрйисенчен штопор евӗрлӗ тӗтӗм тухать. Хӗрача хуллен-хулленех Том ӗҫленипе интересленсе кайрӗ те тӗнчере мӗн пуррине пурне те манчӗ. Том ӳкерсе пӗтерсен, хӗрача пӗр минут хушши пӑхса ларчӗ те унтан шӑппӑн:
— Ах, мӗнле хитре!
Халӗ ӗнтӗ, ҫын ӳкерӗр, — терӗ.

Художник ҫурт умӗнче, кил картишӗнче ҫын ӳкерсе хучӗ. Ҫынни йывӑр япаласем ҫӗклемелли кран евӗрлӗ, питӗ ҫӳллӗскер, вӑл ҫурчӗ урлӑ та ура ярса каҫма пултармалла. Анчах хӗрача тиркекенскер мар. Ҫав килӗшӳсӗр япала унӑн кӑмӑлне кайрӗ, вӑл шӑппӑн:
— Епле илемлӗ!
Халӗ ӗнтӗ унпа юнашар мана ӳкерӗр! — терӗ.

Том хӑйӑр сехечӗ ӳкерчӗ, ун ҫумне тулли уйӑх майлаштарса хучӗ, улӑм пӗрчи пек алӑ-урасем ӳкернӗ, чарса пӑрахнӑ пӳрнисем хушшине темӗн пысакӑш веер тыттарчӗ.

— Ку та аван. Манӑн та картина ӳкерме пӗлесчӗ, — терӗ хӗрача.

— Вӑл йывӑр мар, — терӗ шӑппӑн Том. — Эпӗ сире вӗрентетӗп.

— Чӑнах-и? Хӑҫан?

— Пысӑк перемена вӑхӑтӗнче. Эсир кӑнтӑрлахи апат ҫиме киле каятӑр-и?

— Эсир вӗрентесшӗн пулсан, юлатӑп.

— Юрӗ. Эсир мӗн ятлӑ?

— Бекки Тэчер. Эсир тата мӗн ятлӑ? Пӗлетӗп-ҫке: Томас Сойер.

— Мана пӗҫерккӗ шарас умӗн ҫапла чӗнеҫҫӗ. Эпӗ кама хам лайӑх тытнӑ чухне вара Том тесе чӗнеҫҫӗ. Эсир мана Том тесе чӗнӗр. Юрать-и?

— Юрӗ.

Том каллех доска ҫине темскер ҫырма тапратрӗ, ҫырнине хӗрачаран пытарчӗ. Анчах халӗ хӗрача аяккалларах сиксе лармарӗ ӗнтӗ, ӳкерчӗке кӑтартма ыйтрӗ. Том кӑтартасшӑн мар пек пулчӗ те:.

— Унта нимӗн те ҫук, — терӗ.

— Ҫук мар, пур.

— Ҫук, ҫуках, сирӗн пӑхас та килмест вӗт.

— Ҫук, пӑхас килет, чӑнах, пӑхас килет. Тархасшӑн, кӑтартӑр!

— Эсӗр кама та пулин калатӑр-и?

— Каламастӑп, чӑн-чӑнах, каламастӑп!

— Никама та, никама та каламастӑр-и? Виличчен те-и?

— Никама та каламастӑп. Кӑтартӑр ӗнтӗ!

— Сирӗн вуҫех те пӑхас килмест вӗт…

— Эсӗр, Том, ҫавӑн пек кутӑнлашса тӑратӑр пулсан, эпӗ ҫапах та куратӑпах.

Вара вӑл Томӑн алли ҫине хӑйӗн пӗчӗк аллине хучӗ. Хуллен кӗрешӳ пуҫланса кайрӗ. Том юри хыттӑнах хирӗҫ тӑнӑ пек пулчӗ, анчах хуллен-хулленех хӑйӗн аллине доска ҫинчен сирсерех пычӗ, юлашкинчен вара: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе ҫырнӑ сӑмахсем курӑнса кайрӗҫ.

— Ах, эсӗр мӗнле усалскер! — терӗ те хӗрача, Тома ыраттармаллах аллинчен ҫатлаттарчӗ.

Лӑп ҫав вӑхӑтра Том хӑйне такам хӑлхаран хыттӑн ярса тытса хуллен сак ҫинчен тӑратнине туйса илчӗ. Ҫапла вара ӑна, пӗтӗм шкул ӗхӗлтетсе мӑшкӑлласа кулнӑ хушӑра, пӗтӗм пӳлӗм урлӑ класӑн тепӗр енне илсе кайса, хӑй вырӑнне лартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн учитель, пӑр сӑмах каламасӑр, темиҫе хӑрушӑ минут хушши Том ҫумӗнче тӑчӗ, унтан ҫапах нимӗн шарламасӑр тронӗ патнелле утрӗ.

Томӑн хӑлхи ыратнине пӗҫерсе тӑчӗ пулсан та, ҫапах та ун чӗри савӑнса хӗпӗртерӗ.

Шкул лӑпланса ҫитсен, Том чӑн-чӑнах тӑрӑшсах вӗренме хӑтланса пӑхрӗ, анчах унӑн пуҫӗнче йӑлт арпашса кайрӗ. Вуламалли урок вӑхӑтӗнче вӑл сӑмахсене пӑтраштарса йӑнӑшрӗ. Географи вӑхӑтӗнче кӳлӗсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типӗ ҫӗрсем тӑва-тӑва хучӗ, вара пӗтӗм тӗнче чи малтанхи хаоса куҫса тӑнӑ пек пулчӗ. Унтан тӗрӗс ҫырма вӗрентмелли урок вӑхӑтӗнче чи ҫӑмӑл сӑмахсенех ҫав тери йӑнӑш ҫырса пӑса-пӑса хучӗ, ҫавӑнпа та унтан темиҫе уйӑх хушши питӗ мӑнкӑмӑлланса ҫакса ҫӳренӗ тӑхлан медале каялла туртса илчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех