Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ?

Автор: Аҫтахар Плотников

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/content/4808-%D0%9D% ... 0%D0%BA%D0

Хушнӑ: 2019.04.18 18:46

Пуплевӗш: 74; Сӑмах: 772

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Культура

Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ. Юрать-ха ҫӳлтисем ҫакна ӑнланчӗҫ, 2011 ҫулта «Национальное телевидение Чувашии — Чӑваш Ен» телеканал уҫрӗҫ. Тахҫантанпах унашкал телеканал ӗҫлесе каясса кӗтнӗ халӑх савӑнса та илчӗ.

Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ. Чӑвашла телекурав кӗтнӗ халӑх патне ытларах енӗпе вырӑсла кӑларӑмсем тухма пуҫларӗҫ. Куна вӑл вӑхӑтра чӑвашла контент сахал пулнипе ӑнлантарма хӑтланчӗҫ. Йӑлт арканнӑ чӑваш телекуравне, паллах, пӗр самантра чӗртсе тӑратаймӑн — халӑх ӑнланчӗ, кӗтме тытӑнчӗ. 2011 ҫултанпа ҫичӗ ҫул ҫурӑ (юпа уйӑхӗнче эфира тухнӑччӗ) иртрӗ ӗнтӗ, анчах «Чӑваш Ен наци телекуравӗ» ниепле те чӑвашланса ҫитеймерӗ.

Йӗркесӗрлӗх сӑлтавӗ мӗнре-ши?

Наци телекуравӗнчи ӗҫ-пуҫ йӗркеллех марри ун валли йӗркеллӗ пуҫлӑх тупайманни те питӗ лайӑх кӑтартса парать. Ҫак ҫичӗ ҫул хушшинче миҫе кӑна пуҫлӑх улшӑнмарӗ-ши? Чи малтан Маргарита Гартфельдера шанса панӑччӗ. Кайран ку тивӗҫе Александр Магарин (2014), Алексей Белов (2016), Оксана Ачкасова (2018) пурнӑҫларӗҫ. 2019 ҫулта вара пуҫлӑх пуканӗ каллех пушанчӗ. Астӑватӑр пулӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗсем умлӑ-хыҫлӑ пӗр вӑхӑт чылай улшӑнчӗҫ — анчах ҫавах та кайран пурне те тивӗҫтерекен Татьяна Вашуркинӑна тупрӗҫ те вӑл халь темиҫе ҫул хушши ҫак коллектива ертсе пырать. Наци телекуравӗнче ҫеҫ ҫак пуҫлӑхсен ылмашӑвӗ ниепле те вӗҫне-хӗрне ҫитеймест.

Халь каллех ҫӗнӗ пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Ку вырӑна ытларахӑшӗ шӑнӑрлӑ чӑваш килессе кӗтет, анчах хӑюллисем сахалрах ҫaв пирӗн хушӑра (хальхи вӑxӑтра директор тивӗҫне Гальперина Елена Александровна пурнӑҫласа пырать). Маргарита Гартфельдера Магарин ылмаштарнӑ чухне те наци телекуравӗ чӑвашланасси шанчӑк питӗ пысӑкччӗ, анчах шел те Александр Николаевич чӑваш халӑхӗн шанӑҫне пурнӑҫлаймарӗ. Сӑмах май, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑлтавӗ, имӗш, Гартфельдерпа Гальперина, Ачкасова йышши ҫынсенче пулнӑ. Вӗсен витӗмне чӑтаймасӑр, имӗш, Александр Николаевич хӑйне пуҫлӑхран кӑларма ыйтнӑ (паянхи кун вӑл директор ҫумӗ пулса ӗҫлет).

Паянхи лару-тӑру

Наци телекуравӗн ӗҫӗнче, чӑвашла кӑларӑмсене хатӗрлессинче, ҫитменлӗхсем паянхи кун сахал мар. Сӑмахран, кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Чӑвашла пӗлекен журналистсем сахал мар. Анчах вӗсем темшӗн наци телекуравӗнче тымар яраймаҫҫӗ. 2014 ҫултах, ав, миҫе талантлӑ журналист унти ӗҫе пӑрахса кайрӗ? Игорь Поручиков, Зоя Яковлева, Татьяна Ильина… Паянхи кунта унта тӑрмашакансене тӳсӗмлӗ теме кӑна пулать — пултарулӑх енчен вӗсем пӗрре те катӑк мар. Ҫакна эпир вӗсен ӗҫӗнче куратпӑр.

Кадр ыйтӑвне тивӗҫлӗ ертсе пыманни, калӑпӑр, хыпарсенче йӑнӑшсем чылай кайнинче курма пулать. Ахӑртнех, корректор ҫук пулас. Факт йӑнӑшӗпе тухнӑ материал сахал мар тупма пулать. Чи кӑсӑкли — тухнӑ хыҫҫӑн вӗсене тӳрлетме никам та шутламасть пулас. Акӑ, калӑпӑр, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ хыпар: «Хӑтлӑх кӗртессипе конкурса хутшӑннӑ». Мӗн илтетпӗр-ха? Хысна шучӗпе тухакан телекурав пире проектсем тӑратнӑ чухне уҫҫӑнах 330 сӗтев пани ҫинчен пӗлтерет. Право хуралҫисен ку информацие хӑлхана чиксе сӗтевҫӗсене тытма чупмалла пек те, анчах кунта ӗҫӗ-пуҫӗ урӑхларах иккен. Наци телекуравӗн журналисчӗ сӑмахпа тӗрӗс мар усӑ курни ҫеҫ кунта. Сӗтев (выр. взятка) сӑмаха вӑл «заявка» тесе усӑ курасшӑн пулнӑ. «Пая кӗрсе улталанакансем тек пулмӗҫ» сюжетра та ҫав йӑнӑшах.

Ку пӗр тӗслӗх ҫеҫ, унашкалли вӗсен хыпарӗсенче туллиех. Ку вӑл пӗтӗмпех, паллах — йӑлт корректор ҫуккине пула. Паллах, йӑнӑшсем пирӗн те, Чӑваш халӑх сайчӗн те, пур. Опечаткӑсем ҫеҫ мар, факт йӑнӑшӗсем те хӑш-пӗр чухне каяҫҫӗ. Пирӗн те сӑлтавӗ ҫавах — ятарлӑ корректор тытма укҫа ҫукки. Шел те, хысна шучӗпе ӗҫлекен наци телекуравӗн те ку тӗлӗшпе пулӑшма пултаракана тупаймасть. Те директорсем умлӑ-хыҫлӑ ылмашӑннипе ӗнтӗ ҫакӑ ҫыхӑннӑ, те чӑвашла кӑларӑмсене ытлашшиех тимлӗх уйӑрас килменнипе.

Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал лару-тӑру Гартфельдерпа Гальперина йӑпӑлтисене, айваннисене ним шутламасӑрах картлашка тӑрӑx xӑпартнипе, пултаруллисене ҫyл паманнипе ҫыхӑннӑ. Юлашкисен, имӗш, ирӗксӗрех ӗҫрен кайма тивет.

Улшӑнусем пуласса шанӑҫ пур-и?

Наци телекуравӗ — халӑх тахҫанах кӗтекен массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Пуррине ҫеҫ мар халӑх кӗтет, вӑл чӑнласах та чӑвашланасса, чӑваш халӑхӗ енне ҫаврӑнасса. Тивӗҫлӗ телекурав ҫуккине пулах, калӑпӑр, чӑвашсем хӑйсен ачи-пӑчисене тӑван культурӑран пистереҫҫӗ.

Паян эпир «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Аван япала пек — шкул ҫулне те ҫитмен ачасем чӑвашла сӑвӑ калаҫҫӗ! Савӑнмалла пек. Анчах ачисенчен «Эсӗ миҫере?» тесе чӑвашла ыйтатӑн та — лешсем куҫӗсене мӑч-мӑч кӑна тӑваҫҫӗ. Самантрах ашшӗ-амӑшӗ пулӑшма васкать — «Тебе сколько лет?» тесе куҫарса парать. Ачи вара ун хыҫҫӑн тин «Пять» («Пиллӗк» те мар-ҫке!) тесе хурав парать. Е калӑпӑр, акцентсӑр чӑвашла юмах каласа паракан шкул ачи. Лайӑх, хитре каласа пачӗ. Чӑвашла ҫитӗнекен ачасем пурришӗн сӑвӑнмалла пек — анчах шел те, кӑна лайӑх сӑнарӑм, вӑл ача хӑй тантӑшӗсемпе ҫавах вырӑсла пуплешет. Ҫак тӗслӗхсен пӗтӗм сӑлтавӗ — чӑвашла тивӗҫлӗ телекӑларӑмсем ҫуккинче. Шел те, наци телекуравӗ ку кӑлтӑка пӗтерме темшӗн васкамасть — ачасем валли кӑларӑмсем хатӗрлесен те вырӑслисене кӑларать. Вырӑслисене мускаврисем темӗн чухлӗ хатӗрлеҫҫӗ, кӑсене вара ку та ҫителӗксӗр пек туйӑнать… Пӗчӗк шӑпӑрлансене хамӑр чӑваш культуринчен ҫухатнине ҫав териех туймаҫҫӗ-ши?

Эсир мӗнле шутлатӑр? Наци телекуравӗн аталанӑвӗнче пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и? Вӑл сире тивӗҫтерет-и?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех