Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем

Автор: О. ПАВЛОВА

Ҫӑлкуҫ: «Авангард», 2019.05.07

Хушнӑ: 2019.05.13 22:11

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 554

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Вӑрҫӑ витӗр тухнӑ пур ҫынран та паян: «Эсир ҫитӗнекен ӑрӑва мӗн суннӑ пулӑттӑр?» - тесе ыйтас пулсан вӗсем пӗр шухӑшламасӑр: «Эпир курнине ан курччӗр, аллине пӑшал ан тытчӗр», - тенӗ пулӗччӗҫ. Ҫапла, 1941-1945 ҫулсенче фашистла Германипе пынӑ ҫапӑҫусем ытла та хаяр пулнӑ. 1926 ҫулхи январӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ Шӑхачри Ф. Васильев та тӑшмансен курайманлӑхне хӑйӗн ҫинче туйнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ куна та вӑл питӗ лайӑх ас тӑвать:
- 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче эпир аттепе колхоз лашине кӳлсе Первомайскинче иртекен акатуя кайрӑмӑр.
Унта мана валли кӗпе, кӗҫӗннисем валли шӑлавар илтӗмӗр. Кӑнтӑрла иртсен киле таврӑнтӑмӑр та пире хӑрушӑ хыпар - вӑрҫӑ пуҫланнине - пӗлтерчӗҫ, - тесе аса илет Феоктист Александрович. Ялти арҫынсенчен пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫара ӑсатнӑ. 1942 ҫулта ашшӗне те салтака илеҫҫӗ, вӑл ҫав ҫулхине йывӑр аманса вилет. Амӑшӗ 8 ачапа тӑрса юлать: асли 16 ҫулта, кӗҫӗнни чӗрҫе ҫинчи ача. Ф. Васильев ҫемйине кӑштах та пулин пулӑшас тӗллевпе шкулта 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн «Трудовик» колхоза счетовода вырнаҫать. Нумаях вӑй хурайман вӑл кунта. 1943 ҫулхи декабрьте хул-ҫурӑмӗ те тӗрекленсе ҫитеймен 17-ри каччӑна ҫара кайма повестка параҫҫӗ. Ялтан вуннӑн тухса каяҫҫӗ вӗсем. Феоктист Александрович малтанласа минометран пеме вӗренет, каярах парашютран сикме хӑнӑхать.

- Пирӗн полка сывлӑш-десант армийӗн тӑххӑрмӗш составне кӗнӗ хыҫҫӑн, январьте, Венгрие ячӗҫ. Будапешта ҫитиччен 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кечкемет хулинче Украинӑн иккӗмӗш фрончӗн 350-мӗш стрелковӑй полкӗпе пӗрлештерчӗҫ. 1945 ҫулхи мартӑн 20-мӗшӗнче Будапештра нимӗҫсен ҫарӗсене хирӗҫ тапӑнма пуҫларӑмӑр. Нумай салтак вилчӗ ун чухне. Кӑштахран виҫҫӗмӗш Украина фронтне куҫарчӗҫ, унӑн командующийӗ Толбухин маршалччӗ. Эпӗ кунта алӑпа перекен пулеметпа тӑшмансене хирӗҫ ҫапӑҫрӑм.

Будапештран Австрие ҫитичченех наступленипе пытӑмӑр. Австри ҫӗршывӗ сӑртлӑ-туллӑ, ҫавӑнпа та пире питӗ йывӑр килчӗ. Апрелӗн 1-мӗшӗнче черетлӗ ҫапӑҫура мана сылтӑм алӑран амантрӗҫ, Венгринчи госпитале ӑсатрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве эпӗ шӑпах сипленӳ ҫуртӗнче кӗтсе илтӗм. Эх, пӗлесчӗ сирӗн эпир еплерех савӑннине! Пӗрисем кулаҫҫӗ, теприсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем кроватьсем ҫине ларнӑ та ӗсӗклесех йӗреҫҫӗ… Ҫак куна эпӗ нихӑҫан та манас ҫук тата ун чухне мӗн туйнине сӑмахпа та ӑнлантараймастӑп, - терӗ калаҫӑва малалла тӑсса вӑрҫӑ ветеранӗ. Тӑшман хаярлӑхӗ пирки вара ӑна сылтӑм аллинчи суранӗн вырӑнӗ паян та аса илтерсех тӑрать.

Сывалнӑ хыҫҫӑн Ф. Васильева 234-мӗш запас полкне яраҫҫӗ, унтан Мускаври сывлӑшпа ҫар вӑйӗн инженерипе аэродром батальонӗн 101-мӗш отделенине куҫараҫҫӗ. 1947 ҫулта Феоктист Александровича сывлӑхне пула демобилизацилеҫҫӗ.

Салтак тумне тин хывнӑ каччӑ тӑван яла таврӑнсан Первомайски районӗн финанас пайӗн налук инспекторне ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫакӑнта вӑл 7 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Турханкасси лесничествинче вӑй хума пуҫланӑ. Бухгалтерта, вӑрман мастерӗнче, лесничий пулӑшуҫинче вӑй хунӑ. Вӑл ҫул айккисемпе, вӑрманта йывӑҫсем лартассишӗн нумай тимленӗ. Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшнӑ. Уҫӑ сывлӑшра ҫӳренӗрен, ҫуран утма юратнӑран 94 ҫула кайнӑ пулсан та А. Васильев сӑнран ҫамрӑк курӑнать. Ӑна палламан-пӗлмен ҫын 70-тен ытлашши те памасть. Тӗрӗссипе, пӗрремӗш хут курсанах хамӑн та вӑл 9 теҫетке урлӑ каҫнине ӗненесех килмерӗ.

1953 ҫулта Феоктист Александрович Шӑхачрах ҫуралса ӳснӗ Анна Степановнӑпа пӗр ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑла кун ҫути парнеленӗ. Шел, кил хуҫи мӑшӑрӗ паян юнашар мар, ҫавна май ветеран пӗчченех кун-кунлать. Юрать-ха ачисем ашшӗне пӑрахмаҫҫӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑван килне килсех тӑраҫҫӗ. Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем те тӗп ҫурта пыракан сукмака курӑк шӑттармаҫҫӗ. Сӑмах май, Василий мӑнукӗ Феоктист Александровичӑн ашшӗ -Александр Васильевич Тукмаков - пуҫне хунӑ ҫӗре, Тверь облаҫӗнчи Ржевск районӗнчи Петуново ялӗнче пулса мӑн кукашшӗне тата ытти вилнӗ салтаксене хисеплесе лартнӑ палӑк умӗнче пулнӑ.

Ф. Васильева ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин иккӗмӗш степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе, ӗҫри пултарулӑхшӑн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысланӑ. Икӗ хутчен ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ.

Ветеранӑн аса илмелли нумай: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тылри пурнӑҫ тути-масине те курнӑ, фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫма та тивнӗ. Мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру валли вӑл хӑй мӗн-мӗн курнисене, вӑрҫӑ терт-нушине хут ҫине ҫырса хатӗрленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех