Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Намӑссӑрсем

Автор: Хветӗр Агивер

Ҫӑлкуҫ: Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Хушнӑ: 2019.06.21 22:35

Пуплевӗш: 435; Сӑмах: 3206

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Утмӑл саккӑра ҫитсен, Глухов старик урҫана тӑрса юлчӗ. Карчӑкне пытарчӗ, пумилкке туса ирттерчӗ…

Ҫапла кала-кала йӗчӗ:
— Мӗнле ӗнтӗ эпӗ капла малашне?
Пӗр-пӗччен?

Кун пек чухне урҫана тӑрса юлнӑ стариксем мӗн-мӗн каланӑ — вӑл та ҫавнах каланӑ. Мӗн тунмалли, чӑн та, чӗри ыратнӑ унӑн, чӑтма ҫук ыратнӑ, ҫапах та «мӗнле ӗнтӗ эпӗ капла малашне» тесе шутсӑр шухӑшласах та кайман вӑл. Чӗри касса ыратнӑ, ҫавӑ кӑна. Малалла питех пӑхман.

Кун хыҫҫӑн кун шунӑ, ҫулталӑк иртнӗ, старик аптӑрамаллипех аптӑраса ҫитнӗ. Тунсӑх ҫатӑрласа илнӗ темеллех те мар пулӗ-ха ӑна. Тен, ҫапла каланиех вырӑнлӑ. Тем пысӑкӑш пушӑ пӳртре пӗччен хуть те ухмаха ер. Унӑн ывӑлӗ те пулнӑ, кӗҫӗнни (аслисем вӑрҫӑра тӑкӑнса юлнӑ), анчах та вӑл, ывӑлӗ, хулара пурӑннӑ, сайра пӗрре кӑна килкелесе кайнӑ — ҫӗрулми илме, тӑвӑрланӑ купӑста, хӑяр, ачи-пачи валли пыл (старик тӑватӑ вӗлле тытнӑ), килте тунӑ салӑ… Апла пулин те, ывӑлӗ килкелесе кайни пӗртте савӑнтарман старике, тарӑхтарнӑ ҫеҫ. Салине те, пылне те, хӑярне те хӗрхенмен-ха вӑл… Ҫук, хӗрхенмен. Тӑванран та тӑван ывӑлӗ — тепӗр тесен, ывӑл-и вара вӑл — ҫапла асар-писер ҫилхӑвана тухни хытӑ кулянтарнӑ ӑна. Ывӑлне вӑл салӑ, купӑста пара-пара янӑ… Лайӑхраххине суйланӑ. Чӗрине хытарнӑ, шарламан, ӳпкелемен. Калӑпӑр, акӑ, вӑл ӳпкелешме тытӑнтӑр: япӑх мана, Ванька, тетӗр, темскер чун ыратать… Мӗн калӗ ӗнтӗ вӑл, Ванька? Мӗнпе пулӑшӗ? Калӑпӑр, курнӑҫнӑ ятпа пӗр кӗленче пушатӗҫ, сӑмах арпи сӑвӑркалӗҫ те ларса кайрӗ вара вӑл хӑйӗн чун туртнӑ шурӑ хулине, чӑматанне йӑтса. Ӗҫӗ те ҫавӑ кӑна.

Ҫапла. Авланмах шут тытрӗ старик. Хӗрне те пӑхса хучӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне палӑртнӑ чухне, майӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ ку. Яланхи пекех ҫак кун пӗтӗм ял ҫынни масар ҫине пуҫтарӑннӑ — вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнма. Ял Совет секретарӗ тенкел ҫине хӑпарса тӑнӑ та, кашнине ятран кала-кала асӑнать:
— Гребцов Николай Митрофанович.

Гуляев Илья Васильевич.

Глухов Василий Емельянович.

Глухов Степан Емельянович.

Глухов Павел Емельянович…

Кусем виҫҫӗшӗ — Глухов старик ывӑлӗсем. Ывӑлӗсен ячӗсене асӑнмассерен ватӑ ҫыннӑн пырне хуйхӑ хытӑ аллисемпе тӑвӑнтара-тӑвӑнтара килнӗ, сывлама кансӗрленсе ҫитнӗ… Вӑл пуҫне усса тӑнӑ, йӗмен, нимӗн те курман. Нумайччен ҫапла тапранмасӑр тӑнӑ. Ял Совет ҫынни вуланӑ та вуланӑ:
— Опарин Семен Сергевич.

Попов Иван Сергеевнч.

Попов Михаил Сергеевич.

Попов Василий Иванович…

Масар лаптӑкӗнче шӑппӑн макӑрнӑ. Ҫапла, ҫапла — шӑпах шӑппӑн, питне шаль тутӑр кӗтесӗпе е йӗкӗр ывҫӑпа хупласа, ҫак самантра кирлӗ шӑплӑха пистересрен хӑранӑн питӗ асӑрханса макӑрнӑ, ассӑн сывланӑ. Кӑшт лӑпланнӑ пек пулсан, старик йӗри-тавралла пӑхса илнӗ. Кашнинчех вара ӑна пӗр шухӑш ҫатӑрласа тытнӑ: «Мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ!»

Шӑпах ҫак самантра ушкӑнри Отавина карчӑка асӑрханӑ та вӑл. Вӑл ют ялсем пулнӑ, пурӑнасса вара кунта тахҫантанпах пурӑннӑ, Глухов пӗлнӗ ӑна. Отавина карчӑкӑн ҫак хурлӑхлӑ списокра асӑнмалли никам та пулман, апла пулин те вӑл ваттисемпе тан хӑй ҫине хӗрес хыва-хыва ӗсӗкленӗ. Глухов турра ӗненекен ҫынсене хисепленӗ. Вӗсене ҫул паманшӑн, вӗсенчен куҫҫӑнах кулнӑшӑн хисепленӗ вӑл вӗсене… Чӑтӑмлӑхӗпе ӗненӗвӗшӗн хисепленӗ. Таса чунӗшӗн хисепленӗ. Хӑй сисмесӗрех Отавинӑна тӗсемех тытӑнчӗ вӑл… Курпун сӑмсаллӑ, ҫирӗп карчӑк-ха, килте-ҫуртра та чупса ӗҫлемелле вӑл, мунча хутма та, чуста ҫӑрса ҫӑкӑр пӗҫерме те пултармалла. Старик лавкка ҫӑкӑрне — «каҫуннай ҫӑкӑра» — яхӑнне те яман. Тӑнӑ ҫӗртех ҫапла шухӑшласа илчӗ старик: «Ара, вӑл та пӗчченех кӑштӑртатать-ҫке… А?»

Килне ҫитрӗ те ывӑлӗсене асӑнса ӗҫрӗ… Тӳрремӗнех шухӑш йӗрри ҫине ӳкрӗ: «Ара, сутса ятӑрах вӑл хӑйӗн ҫуртне, куҫтӑр пурӑнма ман пата. Ҫуртне сутнӑ укҫине вара перекет кӗнеки ҫине кайса хутӑр. Пулатчӗ вара пурӑнма, иккӗн иккӗнех. Этем эретлӗ мунча хутса кӗме пулатчӗ, мунча хыҫҫӑн шухӑшсӑр-мӗнсӗр выртса канма… Сӗтел ҫине апат пырса лартакан, апата чӗнекен те кирлӗ: «Лар, Емельян». Этем пурӑнакан пӳрт вӑл — этем пурӑнакан пӳртех. Тӗпел кукринче, кӑмака ҫывӑхӗнче кам та-тӑр ухват кӗмсӗртеттернине итлеме те, апат шӑрши кӑларнипе реххетленме те мӗн тери лайӑх. Е тата ҫӗрлесерен, ыйхӑ вӗҫсен, шӑппӑн шӑкӑлтатма та пулать… Сӑмахран, колхоз бригадирне сӑмахпа хӑртса илсен те пӑсмасть. Мӗн ӗнтӗ, Отавиха вӑл, чӑн та, турра ӗненекенскер, тепӗр тесен урӑх сӑмахсем ҫук-ши, мӗн, ятлаҫмасӑр та пырать. Пурӑнмалли те кунта, ав, вӗҫне-хӗрне ҫитнӗ, масар шӑтӑкӗ патне, — ҫитет, ӗмӗр тӑршшӗпе ятлаҫса тӑраннӑ. Хуть те мӗн кала, вӑл кунта пурӑнма куҫсан ҫав тери лайӑх пулмалла. Урлӑ-пирлӗ шухӑшласа пӑхсан та, килте хӗрарӑм пуррине нимӗн те ҫитмест». Ҫапла шухӑшланӑ старик. Ларми-тӑми пулчӗ.

Пӗр вырсарникун вӑл ҫапла Отавихӑран ҫамрӑкрах карчӑк патне, Ольга Сергеевна Малышева патне, канаш ыйтма тухса уттарчӗ. Ҫамрӑк чухне ҫак Ольга Сергеевнӑна Глухов старик вӑрттӑн питӗ хытӑ юратнӑ пулнӑ. Ун чухне старик пулман ӗнтӗ вӑл, хитре-яшӑм каччӑ пулнӑ, юратасса вара шутсӑр хитре те йӑр-япӑш Ольгӑна юратнӑ. Малышевсем патне хӑтана яма авӑрланма тӑнӑ пулнӑ, революци хӑпса тухни чӑрмантарнӑ… Таҫтан муртан темӗнле маттур комиссар пырса кӗнӗ те, пур ӗҫре те малта пыракан Ольгӑна наччасрах ҫавӑрса тытнӑ, хӑйпе пӗрле лартса кайнӑ. Лартса каясса кайнӑ та, хӑй таҫта ҫӗтмеллипех ҫӗтнӗ. Ахӑртне, ҫапӑҫура пӗтнӗ пулас. Ольга Сергеевна килне каялла таврӑннӑ та ҫавӑнтанпа пӗчченех пурӑннӑ. Пӗррехинче ҫапла, ҫамрӑк ӑс выляман-и, ара, арӑмӗпе тату пурӑннӑ хушӑрах, Емельян Глухов тыт та Ольга Сергеевна патне, ял Советне, питӗрӗн те лар (вӑл ялсовет секретарӗнче ӗҫленӗ), ӑна хӑйӗн чунне уҫса панӑ. Ольга Сергеевна ҫилленсе кайнӑ, йӗрсе янӑ та ӑмӑрткайӑк комиссарӗ хыҫҫӑн урӑх никама та нихӑҫан та хӑй ҫывӑхне ямасси пирки каланӑ. Глухов тӳрре тухма тӑнӑ, нимӗнле апла-капла шухӑшӗ ҫуккине пӗлтернӗ, мӗнле калас — ӑна юратнипе кунта килнӗ иккен вӑл (Глухов хӗренкӗ пулнӑ). Ҫапла, юратнӑ. Мӗн начарри пур унта? Кӑна илтсен, Ольга Сергеевна кӳренмеллипех кӳренсе лартнӑ, пӗтӗм арҫын унӑн юратнӑ комиссарӗн чӗрни хурине те тӑмаҫҫӗ тенӗ. Хӑйӗн комиссарӗпе хӑратса пӗтернӗрен, ыттисем унпа сӑмах хушма та шикленсе тӑнӑ. Унтанпа нумай-нумай ҫул иртнӗ, пӗтӗмпех йӑмса, манӑҫа тухса пӗтнӗ, йӗри-таврара урӑх пурнӑҫ кӗрленӗ, ҫылӑхлӑ ҫӗр ҫинче вӗсен мар — урӑххисен — юратӑвӗ туй-ҫуй тунӑ. Глухов старикпе Ольга Сергеевна пенсионерка хушшинче туслӑх сисмен хутра темле майпа амаланса кайрӗ. Пӗччен хӗрарӑма старик пыра-пыра пулӑшрӗ: хӗлле юр хырса парать, вутӑ ҫурса парать, шӑпӑр аври лартса парать, пӳрт тӑрри юсаса парать. Хыҫҫӑн чылайччен ял хыпарӗсене шӗкӗлчесе лараҫҫӗ. Малышева пулӑштух туртса кӑларать… Малышеваран шикленме пӑрахманран, совет влаҫне виҫерен ирттерсех мухтама тытӑннӑ вара Глухов.

— Кур-ха эс ӑна… мӗнешкел типтерлӗ власть! Унччен мӗнле пулнӑ: калӑпӑр, пурӑнса ҫитет старик хӑй ватлӑхне — никама та кирлӗ мар. Халӗ акӑ — пенси. Мӗншӗн-ха мана, ыйтас килет, уйӑхсерен ҫирӗм тенкӗ киле-киле тыттарса хӑвараҫҫӗ? Тӑван ывӑлӑм та мана, килмессерен, пилӗк тенкӗрен ытла парса курман, тепӗр чух пилӗк тенкине пама та манать. Власть вара — шӑнкӑрт — киле-киле тыттарать. Ҫапла ҫав, вӗсем, комиссарсем ӗнтӗ, ун чухне… ӑнланнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗсене те хӗрхенмен — ҫутӑ пуласлӑхшӑн. Канашӑм манӑн ҫапла, Ольга Сергеевна, вӗсен асне ура ҫине тӑрса чыс тӑвар.

Ольга Сергеевнӑн кӑмӑлне кайсах пӗтмен ку сӗнӳ:
— Ларах.
Мӗн тума халь тин?.. Кирлӗ мар халь тин.

Хальҫине вӑл комиссара асаилсех те кайман, ытларах хӑйне ҫӗрлесерен тунсӑх «ҫатӑрласа» илнине ҫеҫ кала-кала панӑ вӑл.

— Ҫапла ҫатӑрласа илет-илет те — ҫитрӗ иккен, тетӗп, тинех ман хыҫҫӑн та вилӗм хӑраххи…

— Хӑш вырӑнтан ҫатӑрласа илет вара? Кӑкӑртан-и?

— А-а — пӗтем шӑмшака. Пӗтӗм кӗлеткеме вӑт ҫапла пӑвса-ҫатӑрласа илет те, тетӗп, пӗтрӗм. Пӑртакран йӑлт ҫемҫе-етсе ярать — алла та, урана та хускатма май ҫук — нимӗр. Хам таҫталла ишеетӗ-ӗп пек, ишеетӗ-ӗп, ишетӗ-ӗп.

— Ан та кала, — хута кӗренҫи пулчӗ Глухов. — Нуши ӗнтӗ пирӗн ҫавнашкал — сиссе те юлаймӑн, ларса кайӑн та мӗнпе те пулин таҫталла. Кайран ишсе килес тесен те ишсе килеймӗн.

Арӑмне пытарнӑ хыҫҫӑн Малышева патне час-часрах пырса лара пуҫларӗ Глухов. Карта-хурара мӗн те пулин майлаштарчӗ, ытти чухне вара вӗсем верандӑра ларма юратнӑ — пылпа чей ӗҫнӗ. Пылне старик илсе килнӗ. Сӑмах-юмах шӑкӑл-шӑкӑл юхнӑ.

— Тунсӑхлатӑн-и? — кӑсӑкланнӑ Малышева.

Глухов мӗнле тавӑрса каламаллине те пӗлмен — сӑмаххи тӗле килмесрен шикленнӗ, намӑслантарса пӗтернӗ пулӗччӗ вара ӑна Малышева. Малышева вара намӑслантарсах та мар-ха, арҫын ҫитмӗлелле ҫывхарса пырать пулин те, чӗнмесӗр тӑма кирлине, ытларах ӑна хӑйне итлемеллине систерсе тӑнӑ.

— Тунсӑхлатӑн-и?

— Тунсӑхлани-мӗнӗ… — татсах каламан Глухов. — Тен, паллах. Ҫапах та эпир унпа… аллӑ ҫул пӗрле пурӑннӑ.

— Пурӑнма ӑна ҫӗр ҫул та пулать… Пурӑннин усси мӗнре? Слонсем, ав, икҫӗр ҫул таран пурӑнаҫҫӗ, усси мӗн?

Глухов кӳреннӗ:
— Манӑн виҫӗ ывӑл вӑрҫӑра пӗтнӗ!
Эсӗ мана темӗнле сӑмахсем калатӑн…

— Эпӗ нимӗн те каламастӑп, — хирӗҫлемен Малышева. — Вӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫӗсене хунӑ.

— Тунсӑхлатӑп, паллах, — хӑюлланчӗ Глухов. — Манпа пӗрле мӗн чухлӗ хуйхӑ тӳснӗ вӑл!.. Чӑтнӑ. Эпӗ яш чухне катӑкрӑх пулнӑ, юн вылянӑ… Чӑтнӑ-тӳснӗ, мӑнтарӑн. Шел.

— Сознани, сознани… — ассӑн сывланӑ Малышева. — Саваламалла та саваламалла сире! Тата тепӗр икҫӗр ҫул саваламалла — ҫавӑн чухне тин сире ҫын сӑнӗ кӗрсе ҫитет. Акӑ, эсӗ унпа аллӑ ҫул пӗрле пурӑнса ирттернӗ… Мӗн усси? Путлӗ каласа пама та пӗлместӗн. Манӑн пахчара мӑян ӳсет… вӑл та ӳсет. Унпа юнашар — ҫӗр ҫырли. Уйрӑмлӑхӗ пур-и?

— Эс мӗншӗн ҫилленетӗн? — ӑнланман Глухов.

— Уйрӑмлӑхӗ пур-и, тесе ыйтатӑп?

— Танлаштартӑн… пӑру ашӗпе качака ашне.

— Унччен те танлаштарнӑ, ӳлӗм те танлаштаратӑп. Мӗншӗн тесен пӗри пурӑнать — вут-хӗм сирпӗтет, тепри йӑсӑрланать кӑна. Пӗри — кашни саманта тулли, сипетлӗ пултӑр, тет, теприсем… — хӑйсен ӗҫне тукаланӑ та — ҫырлахнӑ. Айӑрсем.

— Пурин те комиссар пулмалла мар ӗнтӗ! — «ӑйӑр» тесе кӳрентернине ҫиллессӗн хирӗҫлерӗ Глухов.

— Аллӑ ҫул пурӑннӑ ху, — ҫӗтӗлтернӗ ӑна Малышева. — Ҫав шутран пӗр эрни хӑть сипетли пуҫтарӑнать-и?

— Сипечӗ пирки ӗнтӗ, мӗнле калас, ӳпкелешмелли ҫук, турра шӗкӗр. Ытлашшипех темелле.

— Вӑл-ку курӑнать-ха! — Малышева тути-ҫӑварне йӗрелче пек пуҫтарчӗ. — Айӑрсем.

Хӗрарӑм ӑна темшӗн тӳсме пултарайманнине сисрӗ-ха Глухов, анчах та мӗншӗнне ҫав-ҫавах чухласа илеймерӗ.

Апла пулин те, вӑл Малышева патне ҫӳреме пӑрахмарӗ. Кас-кас — унсӑрӑн та иртмен — ятлаҫкаланисем те пулнӑ, кас-кас чиперех ларнӑ, ырӑ-лайӑх сывпуллашса уйрӑлнӑ. Ун пек чухне, курӑсӑн, каҫ иртни те сисӗнмен.

Ку вырсарникун Малышева Патне Глухов нимсер-мӗнсӗрех — пуртӑсӑр, алӑ пӑчкисӗрех — пырса кӗчӗ. Калаҫса пӑхма шут тытрӗ. Канаш ыйтма. Пулӑшу ыйтма килчӗ.

— Эпӗ, Сергеевна, канаш ыйтма-ха сан пата. Пулӑш.

— Мӗн сиксе тухрӗ тата? — хӑлхине чанк тӑратрӗ Малышева. Вӑл канаш пама пите юратнӑ.

— Эсӗ Отавина карчӑка лайӑх пӗлетӗн-и?

— Ну.

— Калаҫса пӑх-ха унпа — ман пата, киле, пурӑнма куҫмӗ-ши вӑл? Хӑйӗн ҫуртне сутса ятӑрах. Ак кун пек те тума пулать: халлӗхе чӳречисене хӑма ҫапса хӑвартӑр вӑл, пурӑнсан-пурӑнсан — майлашсах кайсан — суттӑрах вара. Ара, капла шанчӑклӑрах вӗт. Мӗнле шутлатӑн? Эпӗ унпа сӑмах пуҫарса калаҫма хӑю ҫитерейместӗп, эсӗ ҫитеретӗн. Эпӗ ӑна кӳрентермен пулӑттӑм… Тӑватӑ урапа, ҫав тери утвиттӗн пулмасан та, тем тесен те ҫирӗппӗнрех пусса ҫӳреме пулать. Мӗнле шутлатӑн? — Глухов халичченхилле мар ҫатӑртатса кӗрсе кайрӗ — хӑйне аван мар туйрӗ вӑл. — Шутларӑм-шутларӑм та — тупрӑм-тупрӑмах шутласа. Йывӑр пӗччене, шуйттан хутлатса хуманӗ. Ӑна та, мӗн ара, ҫӑмӑлтарах пулать. Мӗнле шутлатӑн?

Малышевана ку хыпар тӗлӗнтерсех ячӗ. Хытӑ тӗлӗннипе вӑл малтанах мӗн хушса каламаллине те ӑнкарсах илеймен.

— Эппин, авланма шут тытрӑн?

— Ара, авланасси-мӗнӗ… тепӗр тесен… мӗнле авлану пултӑр ку? Пӗр-пӗрне ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кӑна пӗр тӗвве тӗвӗленетпӗр.

— Юристсен чӗлхипе каласан — ку пурпӗрех авлану шутланать. Эс мӗншӗн хӳрӳне пӗлтертеттеретӗн?

Глухов шанк хытса тӑчӗ.

— Ну, ҫапла, авланас тетӗп. Мӗн, ку япалана саккун хирӗҫ-им?

Малышева ун ҫине темле сивлеккӗн, темле пытарӑнса тӑракан курайманлӑхпа пӑхса илчӗ.

— Хӗрӗ… карчӑкӗ килӗшет-и? Мансах кайнӑ, ара эсӗ мӗн терӗн-ҫке, сӑмах хушма ӗлкӗреймен, терӗн…

— Нимӗн те пӗлмест вӑл! Ҫавӑнпа сана кӗленме килтӗм те: тархасшӑн евчӗ пул. Мӗнле калаҫҫӗ-ха, тӗл-тӗл сӑмахпа, тӗл-тӗл ҫӑмахпа. Вӑл турра ӗненекен карчӑк, тен, калӗ — ҫылӑх… Мӗнле ҫылӑх? Енчен те апла-капла шухӑшласа пӑхсан. Эпӗ те пӗччен, вӑл та пӗччен…

— Унӑн хулара хӗрӗ пур.

— Ку чӑрмав мар-ха… Манӑн та, ав, ывӑл хулара пурӑнать. Ку чухне мӗн усси вӗсенчен. Эпир вара, икӗ кӗтӗр-кӗтӗр, пурӑннӑ пулӑттӑмӑр кӑвакарчӑнсем пек кӑлтӑртатса. Кам маларах вилет — пытаракан пулать.

— Ачӑрсем пур вӗт-ха сирӗн! — Малышева кӗтмен ҫӗртен сассине хӑпартрӗ. — Мӗскер эсир хӑвӑра Хусан мӗскӗнӗсем пек кӑтартма тӑрӑшатӑр?

Глухов шӑп пулчӗ. Малышиха ҫине куҫне-пуҫне ҫиллессӗн вӑйратрӗ. Мӗн ҫӗтӗлет вӑл? Мӗн чӗмери ҫыртнӑ ӑна? Мӗн чӗмери?

— Мӗн эсӗ, Сергеевна? — ыйтрӗ вӑл.

— Эпӗ-и, эпӗ нимӗн те мар. Эсир йӑва ҫавӑрма шут тытнӑ вӗт-ха, эпӗ мар. Эсӗ ыйтатӑн вӗт-ха манран: мӗн эпӗ? Эпӗ нимӗн те мар.

— Эппин, ма ҫӗтӗлетӗн…

— Асра та пулман! Тупӑннӑ — сирӗншӗн ҫӗтӗлсе ларма. Пӗрлешес, тетӗр-и? Отавихӑпа калаҫса пӑхмалла-и? Калаҫса пӑхатӑп, — халӗ Малышева ӑшталанса ӳкрӗ, ҫатӑртатса калаҫса кайрӗ. — Кунта чӗнсе килетӗп те, калаҫса пӑхатӑп, канҫӗр мар мана. Ыйтса пӗлетӗп: килӗшет-и вӑл е ҫук? Ман мӗн ҫӗтӗлмелли? Манран мар, сирӗнтен, камитсенчен, ахӑрса кулма пуҫлӗҫ.

— Мӗнле апла?

— Мӗскер?

— Мӗншӗн ахӑрса кулма пуҫлӗҫ?

— Мӗн савӑнмалли вара кунта?

— Пулкаламасть-и кун пекки — ватӑсем те пӗрлешеҫҫӗ…

— Пулкалать, пулкалать. Атя, кӑнтӑр апачӗ тӗлне кил ыран… Эпӗ ӑна иртерех чӗнсе каҫӑп, шухӑшне ыйтса пӗлӗп, эсӗ вара каярах, кӑнтӑр апачӗ тӗлне, кил. Мӗншӗн пулмасть, пулкалать ун пекки, пулкалать. Пайтах пулкалать! Калаҫса пӑхатӑп унпа, калаҫса пӑхатӑп. Ан пӑшӑрхан.

Малышева патӗнчен Глухов темле тӑвӑнчӑк туйӑмпа тухса кайрӗ. Малышиха чунне уҫсах калаҫманнине туйрӗ вӑл. Темле тӗлӗнмелле карчӑк вӑл, турӑшӑн та. Ав, сӑлтавсӑрах ҫӗтӗлет, тарӑхса калаҫать. Ирӗк парсан, пурне те хӑйне кирлӗ пек юсаса, ҫӗнетсе тухнӑ пулӗччӗ вӑл… Пурне те пурӑнма вӗрентсе ҫитереччӗ, сӑмах айӗнчен кӑлармӗччӗ. Старик ҫапла шухӑш патне пырса тухрӗ: ҫаврӑнас та каялла, калас ӑна, унран нимӗнле пулӑшу та кирлӗ мар, хамах мӗнле те пулин майлаштаркалӑп. Пӗр вырӑнта чарӑнсах шухӑшласа тӑчӗ вӑл ҫакна. Унтан, юрӗ-ҫке, мур ҫине, калаҫса пӑхчӗрех, терӗ. Хӑйӗнчен унран пурпӗрех нимӗн те пиҫмест — пултараймасть вӑл шутарса калаҫма. Ҫилленессе ҫиллентӗрех, ӗҫне кӑна кӑлартӑрччӗ.

Тепӗр кунне карчӑксем — Малышевапа Отавина — пӗр-пӗринпе курнӑҫса калаҫрӗҫ. Чылайччен калаҫрӗҫ.

Отавиха Малышева пӳртне пырса кӗчӗ те, алӑк урати урлӑ ярса пуснӑ пусманах турӑ кӗтессине пӑхса илчӗ (турӑш ҫук-и?), вара плюшпа сӑртарнӑ диван хӗрне сапӑррӑн ларчӗ. Сывлӑх сунчӗ.

— Эпӗ сана, акӑ, мӗн ҫӑмӑлпа чӗннӗччӗ,— тӳрех тапратрӗ Малышиха. — Глухов старике паллатӑн-и?

— Емельян Егорыча-и? Мӗнле палламастӑп, паллатӑп. Вӑрҫӑра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пӗтнӗ…

— Вӑт, вӑл сана качча илес тесе кастарать. — Ҫичӗ турам салма каснӑн, сӑмахӗсене шалт-шалт каласа хучӗ Малышева. — Эсӗ килӗшетӗн-и?

— Свят, свят, свят! — хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑхсӑхрӗ Отавиха. — Вӑл вара мӗн тет?!

— Мӗнех, тепӗр тесен? — суя савӑнӑҫне пытарма та шутламарӗ Малышиха. — Эсир иксӗр те пӗччен… Эсӗ шухӑшла, шухӑшла малтан, татса калама ан хыпалан. Вӑл, ытти арҫынсем пекех, качака таки, ҫапах пурнӑҫ пӗтмӗшне саплаштарса пурӑнма пулӑшӗ сана. Хӑв мӗнле шутлатӑн? Пӳртне, санӑнне, халлӗхе сутмӑпӑр, тет, чӳречисене хӑмапа ҫапса хурӑпӑр та — лартӑр, тет; пурӑнсах кайсан, ун чухне, мӗн, сутса яма пулать, укҫине вара — перекете, тет. Кала, мӗнле шухӑшлатӑн?

— Тем темелле ӗнтӗ манӑн? — мӗн каламаллине шалт аптӑрарӗ Отавиха карчӑк. — Капла пур-ҫук шухӑш та пуҫран тухса вӑркӑнчӗ. Епле-ха апла — кӗтмен-ҫӗртен, сасартӑк — качча сиксе тухмалла. — Отавиха вӗттӗн чӗререн кулса ячӗ. — Капла ӑсран та хӑвӑрт тайӑлма пулать. Акӑ сана ме, ҫураҫнӑ хӗр!

— Ара, вӑл та — каснӑ-лартнӑ кӗреке каччи. Кала, мӗн шухӑшлатӑн?

— Чим-ха эсӗ, Сергеевна, хӗртнӗ ҫатма ҫинче мана ан ташлаттар, сывлӑш ҫавӑрса илме пар…

— Вӑл наччас ҫитмелле. Эс мӗн каласса пӗлме.

— Эккей! — Отавиха диван ҫинчен йӑшӑл-л тӑчӗ те алӑк енне ҫаврӑнса пӑхрӗ. Унтан каллех ларчӗ. — Вӑт пуҫватмӑш!

— Ну, пӑхатӑп та, эсӗ, тем, хирӗҫех те мар?

Отавина карчӑк чӑнласах тарӑн шухӑша путрӗ.

— Эпӗ сана, Сергеевна, ҫакна калам: старикӗ вӑл аптрамасть этем, ӗҫмест, турра ятлаҫсах каймасть, илтмен ятлаҫнине… Ҫапах… — Отавина евчӗ ҫине пӑхса илчӗ. — Шутласассӑн урлӑ-пирлӗ — мӗнех? Ҫапла, пулкалать — ватӑ ҫынсем те пӗрлешеҫҫӗ, чиперех ӑнтарса пурӑнаҫҫӗ…

— Ҫапла, пулкалать.

— Енчен те вӑл мана ҫӗрле пусмӑрлама тытӑнсан?

Тӗлӗннипе Малышева ҫӑварне те карсах пӑрахрӗ.

— Ӑнланмалларах кала-ха эсӗ?

— Ӑнланмалларах? Пӗлетӗн-и, мӗнлерех йӑрӑ вӗсем! Чи малтанах манӑн ҫакна шанса тӑрас килет: ҫӗрле, ҫывӑрса кайсан, вӑл ан тапӑнтӑр мана, ан пусмӑрлатӑр. Тата намӑс сӑмахсемпе ан ятлаҫтӑр. Чӗлӗмне туртать-ха… Ну, кунта уш… пурте туртаҫҫӗ, турттӑрах, кӑмӑлне хӑварар мар.

— Эсӗ, апла, качча тухма килӗшетӗн?

— Чим-ха, чим, ан хыпалантар-ха эсӗ. Ҫакна калатӑп мар-и: ун умне эпӗ ытла та нумай чӑрмав кӑларса тӑратмастӑп-и-ха. Капла та — юрамасть, апла та — юрамасть… Старик вара тытӗ те ҫапла лаплаттарса хурӗ: «эппин, мӗн тума юрать вара манӑн?» Пирӗн ку ҫураҫу та вара хӑй тӗллӗнех чӑл та пар арканса каять. — Отавиха каллех вӗттӗн кулса ярать. — Вӑт кӗтмен-туман ҫӗртен, сасартӑк… Турӑҫӑм, турӑҫӑм. Виҫсе-шутласа пӑхсан ара, мӗн, чӑн та? Манӑн, авӑ, Буланихӑри хӗр-тантӑшӑмпа та, эпӗ унтисем-ҫке-ха, шӑп та лӑп ҫакнашкал пулса тухнӑччӗ: старик пырса кӗнӗ, аплалла та каплалла шӑвӑнтарма пикеннӗ сӑмаха, пӑртакран тытать те ҫапла лаплаттарса хурать: «Атя, тет, Кузьмовна, пӗрле пурӑнма тытӑнар». Тытӑнса кайнӑ вара пӗрле пурӑнма. Арҫынни ӗнтӗ, чӑн та, нумаях пурӑнайман, икӗ ҫул каярах ҫӗре кӗчӗ… Вӑл вара халӗ те упӑшки килӗнчех пурӑнать. Пурӑнасса та аван пурӑнатчӗҫ вӗсем, пӗлетӗп, ҫавӑнпа калатӑп. Миҫе ҫул пурӑннӑ-и? Пӗр пилӗк ҫул пурӑнчӗҫ пулас. Ҫук, ҫук, пӗрре те кӳрентермен вӑл хӑй арӑмне. Пурнӑҫ кӗскелсе пынӑ ҫӗрелле ҫынсен ӑс хушӑнать. Халӗ, ав… ку чухнехи ҫынсене пӑхатӑн та… турӑҫӑм, турӑҫӑм!.. Пӑхатӑн та нимӗн те каламастӑн. Ватлӑх кунӑмра, мӗнле калас, манӑн та ӑшӑра, лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнса пахас килет… Пӳртӗм хӑлтӑ, пӗренисем витӗр ҫил вашлаттарса вӗрет, юрать хӗл иртсе кайрӗ — савӑнӑҫ, хутас нуша ҫук. Вуттине ҫунтаратӑн-ҫунтаратӑн, ҫунтаратӑн-ҫунтаратӑн, ала пек — ним ӑшши.

— Мӗншӗн хӗрӳ патне пурӑнма каймастӑн?

— Ӑҫта унта. Хӑйсем те чӑх кутани пек хваттерте кӑна пурӑнаҫҫӗ… Пӑхнӑ пурӑнса. Мӑнукӑмсем пӗчӗккӗ чухне пӑхнӑ пурӑнса. Йӑлт асапланса пӗтрӗм. Халӗ ӗнтӗ ачи-пӑчи шкула кайма эпӗ, акӑ, вӗсем мана халь пурӑнакан пӗчӗк пӳрте туянса панӑшӑн та хавас. Буланихӑри пӳрте-ҫурта сутса хӑвартӑм. Хӗрӗм качча тухрӗ те, пӳртӗм-ҫуртӑма та сутса ятӑм. Питӗ тӗреклӗ пӳртчӗ, тепӗр ҫӗр ҫул ним те мар ларать-ха. Сутса ятӑм, мӗн тӑвӑн. Вӗсене капиратив валли укҫа кирлӗ, укҫине вара ӑҫтан тупан? Вӑл ҫартан тин кӑна таврӑннӑ, кӗрӳ ӗнтӗ, хӗрӗм те ман — тин кӑна техникум пӗтерсе тухнӑ. Атя, тет, аннеҫӗм, ҫуртна сутса ярар. Сана, тет, каярахпа, пирӗнпе пурӑнас темесен, ҫурт туянса парӑпӑр. Пурӑнтӑм ҫапла, ачисене пӑхса патӑм, каярахпа вара — ҫук, тетӗп, атьӑр-ха, мана пӗр пӗчӗк пӳрт те пулин туянса парӑр. Хулара ним парсан та пурӑнма пултараймастӑп, чуна йӗклентерет. Турткалашрӗҫ, турткалашрӗҫ, пӳрт валли укҫа тупрӗҫ-тупрӗҫех. Буланихӑра ҫурт-йӗр хаклӑ, кунта йӳнӗрех, ҫавӑнпа ҫакӑнта туянса пачӗҫ те. Вӑл ӗнтӗ, мӗнле калас, ҫаплине ҫапла-ха… ватлӑх кунра… ӑшӑра та пурӑнса пӑхас килет… Чӑрмантарман пулӗччӗ.

Карчӑксем иккӗшӗ тӗл пулса калаҫасса Глухов старик пӗлнӗ, анчах та калаҫу мӗнпе вӗҫленессе — чухласах ҫитереймен. Ятне тенӗ пекех ҫӗнӗ пиншак тӑхӑнчӗ вӑл, пӗр кӗленче хӗрлӗ эрех чикрӗ, пӗчӗк чарапа пыл хӗстерчӗ те Малышева патне тухса уттарчӗ.

Ҫитрӗ. Сывлӑх сунчӗ. Темрен аванмарланчӗ, кӗленчине, чарине сӗтел ҫине кӑларса лартрӗ… Кӗсйинчи табак енчӗкӗ патне туртӑнчӗ.

— Чим-ха эсӗ кӗленчӳпе, чим, — терӗ Малышева. — Ӗлкӗрӗн.

Старикӗн чӗри ура тупаннех анса кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ Отавинӑпа пурнӑҫ ҫавӑрса ярасси пирки хытӑ авӑрланса хунӑччӗ, пӗтӗмпех виҫсе картнӑччӗ — шутсӑр шеп майланса пыратчӗ: мӗн амакӗ тата?

— Иксӗре те итлесе пӑхрӑм… Паллах, ку вӑл сирен ирӗкӗр, эсир пӗрлешме те пултаратӑр… Асран тайӑлакансем те пур, пурпӗрех пурӑнаҫҫӗ. Ҫапах та сирӗнтен манӑн ҫакна ыйтас килет: мӗнле намӑс мар сире? А? — ку сӑмахсене Глуховпа Отавинӑна питӗнчен чулпа пенӗ пекех ывӑтрӗ те ывӑтрӗ Малышева. Темӗнле ӑнланмалла мар хаярлӑхпа чӗри тӗпӗнче пуҫтарӑнса тӑнӑ темӗнле вӑрттӑн ыратупа ывӑтрӗ те ывӑтрӗ. Нимӗнле намӑс-симӗсе уяссинчен те иртсе кайнӑ ҫураҫнӑ хӗрпе пуса каччи пӗр вырӑнта мӗнешкел йӑшӑлтатса ларнине те, хӑйсене халь тесен халь тӑрса тарасла тытнине те, ҫӗр тӗпне анса каясла мӗнешкел асапланнине те пӑхса тӑмарӗ вӑл — шӑртлӑ сӑмахӗсене тӑкрӗ те тӑкрӗ. — Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫут тӗнчене мӗнле куҫпа пӑхма пултаратӑр-ха эсир? А? Ҫынсем те ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраххӑн пурӑнаҫҫӗ… Эпӗ те хӑр-пӗчченех пурӑнатӑп, ҫирӗм виҫҫӗренпех хараххӑн… Мӗн, мана ҫураҫакансем пулман, тетӗр-им? Пулнӑ. Ҫӗрлесерен вӑратакансем, кантӑкран пыра-пыра шаккакансем пулман, тетӗр-и? Пулнӑ. Ҫӳренӗ. Эсӗ, Глухов, ман пата, ял Советне, пырса «сансӑр пурӑнма пултараймастӑп», тесе миҫе хут йӑлӑнтӑн? Йӑлӑнман-и? Атя-ха, кала.

Глухов ним тума аптӑранипе ҫӗр тӗпне анса кайманни кӑна.

— Ара, мӗн, эпӗ хам ухмахпа… ӳсӗр пулнӑ, — тунмарӗ вӑл. — Ҫураҫма пыман эпӗ. Мӗскер эсӗ? Тыттаратӑн. Эпӗ, мӗн, ун чухне, хам ухмахпа…

— Хам ухмахпа… Тыттаратӑн! Кур-ха, халӗ епле ӑсланса кайнӑ вӑл. Ҫитмӗлте авланма шут тытнӑ. Кастарман така! Эсӗ тата, э-эсӗ!.. «Виҫсе-шутласа пӑхсан… ватлӑхра… ӑшӑра та пурӑнса пӑхас килет». Эх, эсӗ те ҫав, турра ӗненекенскер! Ҫав йӗрпех… Ыттисене пӳрнепе тӗллесе кӑтартатӑр —ҫылӑх. Хӑвӑр эсир, хӑвӑр! Мӗне вӗрентетӗр эсир ҫамрӑксене! Ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и эсир? Халӑх умӗнчи хӑвӑр ответлӑха ӑнланатӑр-и эсир? — типнӗ пӳрнисемпе сӗтеле шакка-шакка ятлаҫрӗ Малышиха. — Шухӑшласа пӑхнӑ-и эсир ҫавӑн ҫинчен? Ҫук, шухӑшласах пӑхман. Эгоистсем. Халӑх ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр мекӗрленет-ӗҫлет, эсир вара — туй-ҫуй тапратма хатӗрленнӗ… Халӑха ӗҫкӗ-ҫикӗпе пӑсма, йӑкӑл-йӑкӑлпа илӗртме авӑрланса хунӑ. Намӑссӑрсем.

— Мӗнле туй пултӑр унта?! — чӑтса тӑрайман Глухов. Отавиха кӑна хирӗҫ ҫӑвар та уҫаймарӗ. — Шӑппӑн, шӑв-шавсӗр туса ирттереттӗмӗр те, пӗрле пурӑнма тытӑнса каяттӑмӑр. Мӗнле туй?

— Ну, киккирик!.. пӗлетӗн-и! — картранах вӗҫерӗнчӗ старик. — Сан пеккисене эпӗ… — Вара намӑс сӑмахпах лачлаттарса хучӗ. Алӑка шалтлаттарса хӑварса тухса кайрӗ.

Ун хыҫҫӑнах Отавиха та тухса уттарчӗ. Капла калани тӗресех те пулмасть-ха — тӗк татнӑ пек тухса сирпӗнчӗҫ. Хапхаран тухсан, иккӗшӗн те пӗр тӑкӑрлӑкпа тӑвалла утмалла пулнӑ пулин те, шуйттанран хӑранӑ пек, пӗр-пӗрин куҫне лекесрен хӑраса иккӗшӗ те икӗ еннелле тапса сикрӗҫ.

Глухов, темиҫе кукӑр туса, тавра ҫулпа таврӑнчӗ килне.

Вӑл, паллах, Малышевана кайса вут тӗртмерӗ. Анчах та ун патне урӑхран ура та ярса пусмасса тӗв турӗ. Урамра хирӗҫ пулсан та, курманҫи туса иртрӗ. Сывлӑх та сунмарӗ.

Отавиха вара хулана ҫитсе килчӗ, чиркӗве, — ҫылӑх каҫарттарма. Карчӑк питӗ кулянчӗ, Малышевана ҫухрӑмран пӑрӑна-пӑрӑна иртрӗ.

Малышева вара ҫак тӗлӗнмелле ҫураҫу ҫинчен никама та, ялти пӗр ҫынна та каласа памарӗ. Вӑл сӑмах сарасса Глухов та, Отавиха та кӗтрӗ. Ҫук, тухмарӗ сӑмах.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех