Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унан типӗ ҫырмана та кайса пӑхас кӑмӑлӗ пур, вӑл сад пахчинчен мӗн пурӗ те аллӑ чалӑшра ҫеҫ; ача ҫыран хӗррине те чупса ҫитет ӗнтӗ, вулкан шӑтӑкне пӑхнӑ пек, аялалла пӑхса илесшӗн… анчах сасартӑк ун умне ҫак типӗ ҫырма ҫинчен каланисем, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен халапсем тухса тӑраҫҫӗ; вӑл сехӗрленсе ӳкет, вара ни чӗрӗ, ни вилӗ, каялла ыткӑнать; хӑранипе чӗтреве ернӗскер, няни патне ҫитсе ӑна ыйхӑран вӑратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна малтан ача-пӑчасем асӑрхаса илнӗ те, сехӗрленсе ӳксе, хӑйсем канавра темле тухатмӑш е ҫӗлен выртнине курни ҫинчен каласа панӑ тата: вӑл пирӗн хыҫҫӑн хӑваларӗ, кӑштах Кузькӑна хыпса ҫӑтмарӗ, тесе хушса хунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е вӑл сехӗрленсе ӳкнӗ: ӑна хӑй таврашӗнчи шӑплӑх хӑратнӑ, е хӑй мӗнтен хӑранине хӑй те пӗлмен — унӑн ҫурӑмӗ сӑрлатса кайнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн юлашки кунӗсене ҫын ахалех сехӗрленсе ирттернӗ пулӗччӗ кӑна…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫил пушӑ пӳлӗмсемпе кӑмакасен улакан мӑрйисене кӗрсе тулать, шӑтӑк-шатӑк, ҫурма ишӗлчек ҫурт вара сасартӑк ӑнланмалла мар сасӑсемпе хавасланса каять, — вӗсене эпӗ ирӗксӗрех сехӗрленсе итлетӗп.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Аран-аран лартрӑмӑр ӑна эпир, Катя килти ӗҫе тытӑнчӗ, эпир Петьӑна пулӑшасшӑн пултӑмӑр та, анчах Петя «тутлӑрах пултӑр» тесе чуста ҫине темле концентратсем лартсан, эпӗ тата ҫавӑнта тӑвар вырӑнне кӗпе-йӗм ҫумалли порошок яма тӑрсан, Даша инке сехӗрленсе ҫеҫ тӑчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ача сехӗрленсе, хутланса, васкаса хыҫалти алӑкран кӗрсе кайрӗ.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Матрос каллех хытӑ сехӗрленсе илчӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗн терӗр эсир? — сехӗрленсе ӳкрӗ Берта.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн усси пур сана кунта сехӗрленсе пурӑнма?
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп та, тусӑмсем, сехӗрленсе каятӑп.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эй, турӑҫӑм, чӑнах та ҫирӗм ултӑ сехет ларма килӗ-ши? — сехӗрленсе сас пачӗ Люся.— Господи, неужели еще двадцать шесть часов? — с ужасом воскликнула Люда.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак самантра эпӗ паҫӑрхи пекех савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпаччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен кукамай ман ҫине сехӗрленсе пӑхрӗ, — сарӑмсӑр кӑна сӑхсӑхса та илчӗ пулас вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк манӑн сехрем хӑпса тухать, кӑшкӑрса яратӑп та, хам тискерӗн кӑшкӑрнине ҫеҫ илтетӗп, алӑпа-урапа тапкаланатӑн, аннен сехӗрленсе ӳкнӗ сассине илтетӗп, хам каллех чарӑна пӗлми кӑшкӑратӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах курас килнӗ шухӑшӑм ҫаплах иртмест, сасартӑк эпӗ вӑл ӳксе вилӗ тесе сехӗрленсе шухӑшларӑм…Но тоска всё не проходила, я вдруг представля как он упадет и разобьется.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам нимен те пултарас ҫуккине кура, эпӗ хӑш чухне сехӗрленсе те ӳкетӗп.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ну, мӗн ман ҫине сехӗрленсе кайса пӑхатӑр?
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе эпӗ сехӗрленсе каятӑп — ытла та чӑн-чӑн ҫапӑҫу майлах-ҫке, чӑнах ӗнтӗ, пытарса пытарӑнмасть, ӑна-куна эпир халиччен картина ҫинче анчах курнӑ пулсан та…
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан хӑюлланса кайса, ҫакӑ номер мана мӗншӗн кирлӗ пулни ҫинчен тата хам кунта мӗнешкел сехӗрленсе килни ҫинчен каласа кӑтартрӑм.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ, хытӑ сехӗрленсе ӳкнӗскер, ҫывӑрмалли пӳлӗме анне хыҫҫӑн ерипен кӗретӗп пек.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940