Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV сыпӑк

Пай: Олеся

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хушнӑ: 2019.10.07 17:38

Пуплевӗш: 198; Сӑмах: 2028

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫуркунне кӑҫал ир, хастаррӑн та — Полесьере ялан пулнӑ пекех — кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитрӗ. Тӗл пулакан чул муклашкисем тавра ҫилӗллӗн кӑпӑкланса та турпассемпе хур мамакӗсене вӑрт-варт ҫавӑрттарса, йӑкӑрин чупса кайрӗҫ ял урамӗсем тӑрӑх шарлакан, хӑмӑртарах тӗслӗ, йӑлтӑрти ҫырмасем; пысӑк кӳлленчӗксене кӑвак тӳпе мӗлки ӳкнӗ, ишнӗрен пулас, ҫаврака шурӑ пӗлӗчӗсем ҫаврӑнса тӑнӑн курӑнаҫҫӗ; хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ ҫурт тӑррисенчен янӑравлӑ тумламсем. Ҫул хӗрринчи йӑмрасене ҫерҫисем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сырса илнӗ те каҫӑхса кайсах ҫарӑлтатаҫҫӗ, вӗсен янлавне пула нимӗн илтме ҫук. Пурнӑҫӑн хаваслӑ, васкавлӑ чӗрӗлӗвӗ хускални сисӗнет пур ҫӗрте те.

Юр ирӗлсе пӗтнӗ, йӑшӑнчӑк, вараланчӑк татӑкӗсем унӑн лапамсенче те вӗтлӗх хӳттисенче ҫеҫ тӗллӗн-тӗллӗн юлкаланӑ. Хӗл каҫа каннӑ, халь ӗнтӗ тӑраничченех сӗтек пухнӑ, ҫӗнӗ амалӑх хӗртӗнӗвӗпе ҫунакан ҫарашка, нӳрӗ, ӑшӑ ҫӗр тухса тӑчӗ ун айӗнчен. Хун-хура суха пуссисем ҫийӗн, сывлӑша исленсе ирӗлнӗ ҫӗр шӑршипе тултарса, ҫӑмӑл пӑс вӗлтӗртетет, — ҫуркуннен уҫӑ, йӑпшӑнчӑк та ӳсӗртсе яракан хӑватлӑ шӑрши, ӑна хулари темӗн чухлӗ шӑршӑ хушшинче те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн. Ҫак ароматпа пӗрлех канӑҫсӑррӑн кӗттерекен те тӗтреллӗн систерекен ҫурхи тунсӑх та, пылак та ачашскер, юхса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ манӑн чуна, — мӗнпур хӗрарӑма; хӑвӑр куҫӑр умӗнчех илемлетсе яракан, иртнӗ ҫуркуннесем тӗлӗшпе яланах темле, ӑнланса пӗтермелле мар ӳкӗнӗҫпе шутлаттаракан ярӑлти ҫунатлӑ тунсӑх. Каҫсем ӑшӑнсах пычӗҫ; ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пултараслӑхла ӗҫӗн васкаварӗ сисӗнсе тӑчӗ вӗсен ҫӑра та нӳрӗ тӗттӗмӗнче…

Ҫак ҫурхи кунсенче пӗртте тухма пӗлмерӗ ман пуҫран Олеся сӑнарӗ. Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине… «Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…» Ку ҫеҫ мар, ӑна хупӑрланӑ вӑрттӑнлӑхӑн хӑпшӗр ореолӗ те, эсреметӗн тӗшмӗшле репутацийӗ те, вӑрман чӑтлӑхӗнчи, шурлӑх хушшинчи пурнӑҫ та, уйрӑммӑнах вара — хӑй вӑйне шанни, хама каланӑ нумай мар сӑмахӗсенченех яр-уҫҫӑн курӑнса тӑракан ҫак мӑнаҫлӑ шанӑҫлӑх та илӗртнӗ мана ҫаплах Олеся патне.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑрманти сукмаксем кӑшт типшӗрсенех эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан пӗчӗк ҫурталла уттарнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Мӑкӑрти карчӑка лӑплантарма кирлӗ пулӗ тесе, хампа пӗрле ҫур кӗрепенкке чей те темиҫе ывӑҫ сахӑр илтӗм эпӗ.

Эпӗ пырса ҫитнӗ чух ик хӗрарӑмӗ те килӗнчеччӗ. Карчӑк ялкӑшса ҫунакан кӑмака тӑврашӗнче аппаланатчӗ, Олеся питӗ ҫӳллӗ тенкел ҫине хӑпарса ларнӑ та йӗтӗн арлать; кӗнӗ вӑхӑтра алӑк хыттӑнтарах шаклатрӗ те, вӑл ман енне ҫаврӑнчӗ, алли айӗнчи ҫиппи ун татӑлса кайрӗ, пӑрӑл-л! кустарчӗ вара йӗки урай тӑрӑх.

Карчӑк, питне пӗркелентерсе те кӑмакаран перекен вӗрирен аллипе хӳтӗленсе, тимлӗн те ҫиллессӗн пӑхса тӑчӗ ман ҫине пӗр хушӑ.

— Сывлӑх сунатӑп, асанне! — терӗм эпӗ хаваслӑ сасӑпа хыттӑн. — Паллаймарӑн пулас эсӗ мана? Астӑватӑн-и, иртнӗ уйӑхра эпӗ ҫул пирки ыйтма кӗнӗччӗ? Эсӗ мана юмӑҫ та пӑхса патӑн-ха?

— Нимӗн те астумастӑп, паттюшка, — пуҫне кӑмӑлсӑррӑн сиктеркелесе, ӑшлаттарчӗ карчӑк, — нимӗн те астумастӑп. Мӗн мантарса хӑварнӑ эсӗ пирӗн патӑмӑрта — ниепле ӑнланаймастӑп. Мӗн компанийӗ ҫак эпир саншӑн? Эпир ахаль ҫынсем ҫеҫ, тӗттӗмскерсем… Ним тӑвасси те ҫук сан пирен патӑмӑрта. Вӑрман аслӑ, уйрӑлса каймашкӑн вырӑнӗ ҫителӗклӗ… ҫапларах…

Ырӑ маррӑн кӗтсе илнипе анкӑ-минкӗленнӗскер, эпӗ пачах ҫухалса кайрӑм; кунашкал айванлӑха лексен, ним тума та пӗлместӗн вара: те тӳрккеслӗхе шӳте ҫавӑрмалла, те хӑвӑн ҫилленсе лартмалла, те, юлашкинчен, пӗр сӑмах каламасӑрах ҫаврӑнмалла та каялла таплаттармалла. Эпӗ аптрашки сӑнӑмпа ирӗксӗрех Олеся енне ҫаврӑнтӑм. Вӑл темле, ытахальтен тенӗ пек, кӑшт кӑна йӑвашшӑн кулса илчӗ те кӗнчелеҫҫи хушшинчен тӑчӗ, карчӑк патне пычӗ.

— Ан хӑра, кукамай, — терӗ ҫураҫтарса, — шухӑ ҫын мар ку, усал тумасть пире вӑл. Чӗререн ыйтатпӑр лармашкӑн, — мана мал кӗтесри сак ҫине кӑтартса та карчӑк мӑкӑртатнине тек ним вырӑнне картмасӑр, хушса хучӗ вӑл.

Ун тимлӗхӗпе хавхаланнӑскер, чи татӑклӑ мел туртса кӑларма тавҫӑрса илтӗм эпӗ.

— Мӗнлерех ҫиллес эсӗ, асанне… Хӑнусем урата урлӑ та лайӑххӑн ярса пусайман, эсӗ ҫийӗнчех ятлаҫма та пуҫлатӑн. Эпӗ вара сан валли кучченеҫ те илсе килнеччӗ-ха, — терӗм эпӗ, сумкӑран тӗркесене кӑлара-кӑлара хурса.

Карчӑк ман ҫыхӑсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ те ҫийӗнчех кӑмака еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Нимӗнле кучченеҫӳ те кирлӗ мар мана санӑн, — турчкипе кӑвара тарӑхуллӑн хырса пухнӑ май мӑкӑртатрӗ вӑл. — Унашкал хӑнасене эпир те пӗлетпӗр. Малтан супӑньсӗрех чуна кӗреҫҫӗ, кайран вара… Чӑптунта мӗн пур унта сан? — сасартӑк ман енне ҫаврӑнчӗ вӑл.

Эпӗ ҫавӑнтах чейпе сахӑр тыттартӑм ӑна. Карчӑка ку ҫапах та пӑртак ҫемҫетрӗ, мӑкӑртатасса вӑл ҫав-ҫавах мӑкӑртатрӗ-ха, анчах, малтанхи пек, ним латти ҫукла мар ӗнтӗ.

Олеся каллех арлама ларчӗ, эпӗ лутра, кӗске те питӗ хӑлтӑркка сак ҫине ун ҫывӑхне вырнаҫрӑм. Сулахай аллипе Олеся шап-шурӑ, пурҫӑн евӗр ҫемҫе сӳсе хӑвӑрттӑн пӗтӗрттерет, сылтӑмминче ун, шӑппӑн вӑйӑлтатса, йӗке ҫаврӑнать, ӑна вӑл е ҫӗр патне ҫитичченех антарать, е шеппӗн ҫӗклеттерсе тытса илет те, пӳрнисене кӑшт ҫеҫ хускаттарса, ҫӗнӗрен пӗтӗрсе ярать. Ӗҫӗ ку малтанласа пӑхма питӗ ансат пек, анчах, чӑннипе илсен, ӑна тума нумай ӗмӗрсем хушши пухӑннӑ питӗ пысӑк хӑнӑху та меллӗх кирлӗ, — ҫак ӗҫ ун аллинче вӗресе ҫех тӑчӗ. Эпӗ ирӗксӗрех ҫав алӑсем ҫине куҫ ывӑтрӑм: вӗсем ӗҫе пула хытса кушӑрханӑ та хуралса ларнӑ, хӑйсем пысӑках мар, анчах ҫав тери илемлӗ кӳлепеллӗ, ҫавӑнпа вӗсене ачашлӑхра ӳснӗ нумай-нумай хӗр тенешкелех ӑмсаннӑ пулӗччӗ.

— Эсир акӑ мана ун чухне кукамай хӑвӑра юмӑҫ пӑхса пани ҫинчен каламарӑр та, — терӗ Олеся. Эпӗ хыҫалалла шикленерех тинкерсе илнине курсан, хушса хучӗ: — Тем мар, тем мар, хӑлхи кӑшт хытӑрах унӑн, илтмест. Вӑл ман сасса ҫех лайӑх уйӑрать.

— Ҫапла, пӑхнӑ. Мӗнех вара?

— Нимех те мар… Ахаль ҫеҫ ыйтатӑп… Эсир ӗненетӗр-и? — вӑрттӑн вӑшт пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине.

— Мӗне? Сан кукаму хама ӑрӑмланине-и е пӗтӗмӗшпех-и?

— Ҫук, пӗтӗмпех…

— Тепле калас, ӗненместӗп тени тӗрӗсрех-ха ӗнтӗ, ҫапах та ӑҫтан пӗлӗн? Ҫавнашкал самантсем пулаҫҫӗ, теҫҫӗ-иҫ… Ӑслӑ кӗнекесенчех те ҫырнӑ-ҫке вӗсем ҫинчен. Сан кукаму каланине вара акӑ пач та ӗненместӗп. Кунашкал юмӑҫ яма ялти кашни кинемиех пултарать.

Олеся кулса илчӗ.

— Ҫапла, ку тӗрӗсех, халӗ вӑл начар пӑхать. Ватӑлчӗ ӗнтӗ, ҫитменнине хӑрать те тата питӗ. Мӗн каларӗ карт сире?

— Ним кӑсӑкли те пулмарӗ. Эпӗ халь ӑна астумастӑп та. Ялан каланиех: аякри ҫул, хӗрес интересӗ… Эпӗ манса та кайнӑ ӗнтӗ.

— Ҫапла, ҫапла, начар юмӑҫ вӑл халӗ. Ваттине пула сӑмахӗсене нумайӑшне маннӑ… Ӑҫта ӗнтӗ ун? Хӑрани те пур. Укҫана курсан ҫеҫ килӗшме пултарӗ.

— Мӗнрен хӑрать-ха вӑл?

— Мӗнренни паллӑ, — начальствӑран хӑрать… Уретник килет те кашнинчех сехрине хӑпартса хӑварать: «Эпӗ, тет, сана кирек хӑш вӑхӑтра та персе чикме пултаратӑп. Эсӗ пӗлетен-и, тет, вӗрӳ-сурушӑн сирӗн йышшисене мӗн тивӗҫет? Ӑмӑрткайӑк утравӗ, каттӑршнӑй ӗҫ, пуҫиллӗх!» Эсир мӗнле шутлатӑр, суять-и вӑл ҫакна е ҫук-и?

— Ҫук, суясса вӑл суймасть; куншӑн чӑннипех те мӗн-тӗр тивӗҫет, анчах ҫакнашкал хӑрушшиех мар ӗнтӗ… Ну, а эсӗ, Олеся, юмлама пӗлетӗн-и?

Вӑл темле иккӗленсе тӑнӑ пек пулчӗ, анчах пурӗ те самантлӑха ҫеҫ.

— Юмлатӑп… Тульккӗ укҫалла мар, — васкаса хушса хучӗ вӑл.

— Тен, эсӗ мана та карт пӑрахса парӑн?

— Ҫук, — пуҫне сулкаласа, шӑппӑн, анчах татӑклӑн тавӑрчӗ вӑл.

— Мӗншӗн пӑхасшӑн мар вара эсӗ? Ну, халех теместӗп, хӑҫан та пулин кайран… Мана темшӗн эсӗ тӗрӗсне калассӑн туйӑнать.

— Ҫук. Пӑхмастӑп. Тем тусан та пӑхмастӑп.

— Ну, аван мар-ҫке ку, Олеся. Малтанхи паллашу ячӗшӗн те пулин хирӗҫлеме юрамасть… Мӗншӗн килӗшесшӗн мар вара эсӗ?

— Мӗншӗн тесен сирӗн ятпа эпӗ карт пӑрахса пӑхнӑ ӗнтӗ, тепӗр хут юрамасть…

— Юрамасть? Мӗне пула-ха? Куна эпӗ ӑнланмастӑп.

— Ҫук, ҫук, юрамасть… юрамасть… — пӑшӑлтатрӗ вӑл тӗшмӗшле шиклӗхпе. — Шӑпана икӗ хут тӗпчемеҫҫӗ… Тивӗҫсӗр… Вӑл пӗлет-ҫке, итлесе тӑрать… Шӑпа хӑйӗнчен ыйтнине юратмасть. Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗнпур юмӑҫ телейсӗр.

Эпӗ Олеҫҫӑна пӗр-пӗр шӳтпе тавӑрасшӑнччӗ, — пултараймарӑм: ун сӑмахӗсенче чӗререн ӗненни ытла нумайччӗ, ҫавӑнпа мар-и, вӑл, шӑпа пирки асӑнса, алӑк ҫинелле пит хӑраса пӑхса илсен, эпӗ те ирӗксӗрех ун хыҫӗнчен ҫав хусканӑвах турам.

— Ну, пӑхса парас килмест пулсан, ун чухне мӗн тухнине каласа кӑтарт эппин? — ыйтрам эпӗ.

Олеся кӗнчелеҫҫине сасартӑк пӑрахрӗ те аллипе ман алла сӗртӗнчӗ.

— Ҫук… Кирлӗ мар кун ҫинчен, — терӗ те вӑл, куҫӗсем унӑн йӑлӑнса тилмӗрекен ачанни евӗрех пулса кайрӗҫ. — Тархасшӑн, ан ыйтӑр… Аван мар тухрӗ сире… Ан та ыйтӑр луччӗ…

Эпӗ ҫаплах хистеме чарӑнмарӑм. Ниепле уйӑрса илеймерӗм эпӗ: юмӑҫ пӑхма килӗшменни тата шӑпа пирки тӗтреллӗн систерни ӑрӑмҫӑн вылявлӑ мелӗ кӑна-ши е вӑл хӑй каланине чӑн-чӑннипех ӗненет, анчах мана тепле аван мар пулса кайрӗ, кӑшт шиклӗрех те-ха.

— Ну, юрӗ, эпӗ калатӑп та пулӗ, — килӗшрӗ юлашкинчен Олеся. — Тульккӗ астӑвӑр, калаҫса татӑлни укҫаран хаклӑрах: хӑвӑра мӗн-тӗр кӑмӑла каймасан та, ҫилленмелле мар. Акӑ мӗскер тухрӗ сире: ҫынни эсир ыррине ырӑ-ха, анчах питӗ йӑваш… Ырӑлӑхӑр сирӗн аван йышши мар, чӗререн мар. Хӑвӑр сӑмахӑра хуҫа мар эсир. Ҫиеле тухма, ҫынсене пӑхӑнтарма юрататӑр, хӑвӑр вара, ҫӑкна тӑвасшӑн мар тӑрӑшатӑр пулин те, вӗсен айнех пулатӑр. Эрех юрататӑр, ҫаплах тата… Ну, ара, пурпӗрех, пуҫларӑм-тӑк, йӗркипех калас… Пирӗн йышши вӑрӑм аркӑсене ытла кӑмӑллатӑр, ҫакӑн пиркиех сире пурнӑҫра усал нумай тивӗҫӗ… Укҫа хакне сума сумастӑр, ӑна пухма пӗлместӗр — нихҫан та муллӑ пулаймӑр… Малалла та каламалла-и?

— Кала, кала! Мӗн пӗлнине йӑлтах кала!

— Малалла ҫапла тухрӗ: пурнӑҫӑр сирӗн хаваслах пулмасть. Никама та эсир чӗрепе юратмӑр, мӗншӗн тесен чӗрӗр сирӗн сивӗ, ӳркевлӗ, хӑвӑра юратакансене вара эсир нумай хуйхӑ кӳрӗр. Эсир нихӑҫан та авланмастӑр, ҫапла хусаххипех вилетӗр. Савнӑҫӗсем сире пурнӑҫра пысӑккисемех тивӗҫмӗҫ, ун вырӑнне кичемлӗхӗпе йывӑрлӑхӗ самаях нумай пулӗ… Ҫавнашкал вӑхӑт та килсе ҫитӗ — эсир хӑвӑр ҫине хӑвӑр алӑ хума шут тытӑр… Кун пек ӗҫ сирӗн пӗрре тухӗ. Анчах хал ҫитереймӗр, ҫаплипех ирттерсе ярӑр… Вӑйлӑ нуша тӳссе ирттерме тивӗ, ҫапах та пурнӑҫӑр вӗҫӗнче, мӗнле-тӗр хӑвӑра ҫывӑх ҫын вилӗмӗ урлӑ тата пач кӗтмен ҫӗртен, сирӗн шӑпӑр улшӑнӗ. Тульккӗ ку пӗтӗмпех нумай ҫултан тин пулӗ, кӑҫал вара акӑ… Хӑҫанне эпӗ тӗп-тӗрӗсех пӗлейместӗп ӗнтӗ, — карт калана тӑрӑх, питӗ час пулмалла… Тен, ҫак уйӑхрах та-и…

— Мӗн пулмалла вара кӑҫал? — ыйтрӑм эпӗ, вӑл каллех чарӑнсан.

— Малалла калама та хӑратӑп ӗнтӗ. Пысӑк юрату ӳкет сире темлерех хӗрес майри енчен. Анчах, ниепле тавҫӑрса илейместӗп, качча кайнӑскер-и вӑл е хӗр-и, ҫапах та паллӑ, хура ҫӳҫлӗскер…

Эпӗ ирӗксӗрех Олеся пуҫӗ ҫине куҫ ывӑтрӑм.

— Мӗн пӑхатӑр эсир? — ман тинкерӗве сисӗнчӗк чунлӑ хӑшпӗр хӗрарӑмсен ӑнланӑвӗпе туйса, сасартӑк хӗрелсе кайрӗ вӑл. — Ҫапла, ара, манӑнни пекрех, — ҫӳҫне хӑй сисмесӗрех майласа-тирпейлесе те пушшех хӗрелсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл.

— Эсӗ ҫаплах калатӑн — пысӑк хӗрес юратӑвӗ? — шӳтлешрӗм эпӗ.

— Ан кулӑр, кулма кирлӗ мар, — хистенӗ пекех, ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Олеся. — Эпӗ сире йӑлт чӑннине ҫеҫ калатӑп.

— Ну, юрать, кулмастӑп, кулмастӑп. Малалла мӗнлерех вара?

— Малалла… Ох! Начарри тухать-ҫке ҫав хӗрес майрине, вилӗмрен те начартараххи. Пысӑк мӑшкӑл йышӑнӗ вӑл сирӗн урлӑ, ӗмӗрне те манӑҫмалла мар намӑслӑх, вӑрӑм куляну тухать ӑна… Сире вара ун планетинче нимӗн япӑххи те тухмасть.

— Итле-ха, Олеся, улталама пултарман-ши сана карт? Мӗн тесе туса парӑп-ха эпӗ ҫавӑн чухлӗ киревсӗрлӗх хӗрес майрине? Ҫынни эп лӑпкӑ, сӑпай, эсӗ вара ман пирки лавӗпех хӑрушлӑх каласа тултартӑн.

— Ну, куна ӗнтӗ эпӗ пӗлместӗп. Инкекне ӑна тӑвасса эпир тумастӑр-ха, — юри мар эппин, тульккӗ вара ҫак мӗнпур синкек сирӗн урлӑ пулса иртет… Ман сӑмахсем чӑнӑ килсен, вӑт аса илӗр-ха ун чух эсир мана.

— Ҫаксене сана пӗтӗмпех карт кӑтартса пачӗ-и, Олеся?

Вӑл ҫийӗнчех тавӑрса каламарӗ, унта та пулин пӑрӑнкӑҫлӑнрах та темле ӳркевлӗреххӗн:

— Картсем те… Эпӗ вӗсемсӗр те нумай пӗлме пултаратӑп, сӑнран пӑхсах ак, калӑпӑр. Тӗслӗхрен, хӑш та хӑш ҫын часах начар вилӗмпе вилмелле иккен, эпӗ ҫакна унӑнне халех питӗнче вулатӑп, ман унпалан калаҫма та кирлӗ мар.

— Мӗн куратӑн вара эсӗ ун пичӗ ҫинче?

— Эпӗ хам та пӗлместӗп. Мана сасартӑк, вӑл ман умра чӗрӗ мар тӑнӑ пекех, хӑрушӑ пулса каять. Хӑть кукамайран ыйтӑр ака, эпӗ тӗрӗсне каланине вӑл шантарма пултарать. Трахвим, арманҫӑ, виҫӗмҫул хӑй патӗнче, арманӗнче, пӑвӑнса вилчӗ, эпӗ ӑна ҫакӑ пуличчен икӗ кун маларах кӑна курнӑччӗ те, кукамая ҫавӑн чухнех каларӑм: «Курӑн акӑ, куками, Трахвим ҫак кунсенчех синкерлӗ вилӗмпе вилет», — терӗм. Ҫапла пулса тухрӗ те. Иртнӗ ҫветкӑра тата пирӗн пата лаша вӑрри Яшка кӗчӗ, кукамая юмӑҫ пӑхтарасшӑн. Кукамай ун ячӗпе карт сарса хучӗ, юмлама пуҫларӗ. Лешӗ шӳтлешсе ыйтать: «Эсӗ мана, кинеми, мӗнле вилӗмпе вилессине кала?» — тет. Хӑй кулать. Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ҫаплипех ним хускалайми хытса кайрӑм: куратӑп, Яков ларать, пичӗ вара хӑйӗн вилӗ, симӗс… Куҫӗ хупӑ, тути хуп-хура… Унтан, тепрер эрнерен, илтетпӗр, лашасене йӑкӑртса кайма тӑнӑ чух мушиксем Якова тытнӑ-мӗн… Ҫӗр каҫа хӗненӗ ӑна… Усал кунти халӑх пирӗн, ним хӗрхенӳсӗр… Ури кӗлисене унне пӑтасем ҫапса лартнӑ, шалчасемпе мӗнпур аяк пӗрчисене хуҫса пӗтернӗ, ир тӗлне вара вӑл хытса та выртнӑ.

— Хӑйне инкек кӗтнине мӗншӗн каламан эсӗ ӑна?

— Мӗншӗн калас-ха? — хирӗҫлерӗ Олеся. — Шӑпине ҫавӑн пек палӑртнӑ пулсан, унран тарса хӑтӑлаятӑн-и вара? Хӑйӗн юлашки кунӗсене ҫын ахалех сехӗрленсе ирттернӗ пулӗччӗ кӑна… Ҫапла курма пултарни мана хама та ирсӗр, хамшӑн хам та йӗрӗнӗҫлӗ пулса каятӑп эпӗ… Тульккӗ мӗнех? Ку вӗт манӑн шӑпамран. Кукамай та манӑн, ҫамрӑк чух, вилӗме пӗлсе тӑнӑ, манӑн анне те, кукамайӑн амӑшӗ те — ку пирӗнтен мар… ку пирӗн юнра ҫапла.

Вӑл, арлама пӑрахса, пуҫне самай аялалла пӗксе те аллисене чӗркуҫҫийӗсемпе юнашар шӑппӑн хурса ларчӗ. Унан шӑрҫисем сарӑлса кайнӑ, ним хускалми хытса пӑхакан куҫӗсенче темле тӗксӗм сехӗрленӳ, чунне ҫавӑрса илнӗ темле асамлӑ вӑйсемпе ҫын ӑстӑнӗнчен те ҫӳлерехри пӗлӳсене ирӗксӗррӗн парӑнни палӑрса, курӑнсах тӑчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех