Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехӗрленсе (тĕпĕ: сехӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Унӑн кунӗ ҫинчен анӑҫра илтӗҫ те — хӑраса ӳкӗҫ, тухӑҫра илтӗҫ те — сехӗрленсе кайӗҫ.

20. О дне его ужаснутся потомки, и современники будут объяты трепетом.

Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аман вара патшапа патша майри умӗнче сехӗрленсе ӳкнӗ.

И Аман затрепетал пред царем и царицею.

Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вара вӗсем, хӑйсен мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне йӑтса, тапӑра кайӗҫ те Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗсене вӑратӗҫ, унтан Олоферн чатӑрӗ патне чупӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; ӗнтӗ вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ те сирӗнтен тарма пуҫлӗҫ.

3. Тогда они, взяв все свое оружие, пойдут в свой стан, разбудят вождей войска Ассирийского, и сбегутся к шатру Олоферна, но не найдут его; оттого нападет на них страх, и они побегут от вас.

Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Тинӗс хӗрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурӑнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурӑнакансем, пӗтӗм Иемнаан ҫыннисем пурте сехӗрленсе ӳкнӗ, вӑл Азот тата Аскалон хулисенче пурӑнакан пӗтӗм халӑха та хӑратса пӑрахнӑ.

28. Страх и ужас напал на жителей приморской страны, обитавших в Сидоне и Тире, на жителей Сура и Окины и на всех жителей Иемнаана,-- и все обитатели Азота и Аскалона сильно испугались его.

Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ.

29. И был страх Божий на всех царствах земных, когда они услышали, что Сам Господь воевал против врагов Израиля.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӗсем Герар таврашӗнчи мӗнпур хулана аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ; хуласене пӗтӗмпех ҫаратнӑ, вӗсенчен питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.

14. И разрушили все города вокруг Герара, потому что напал на них ужас от Господа; и разграбили все города и вынесли из них весьма много добычи.

2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вара ҫак ҫӳллӗ Ҫурт тӗлӗпе иртен-ҫӳрен кирек кам та сехӗрленсе ӳксе: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗрпе ку Ҫурта мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши? тейӗ.

21. И о храме сем высоком всякий, проходящий мимо него, ужаснется и скажет: за что поступил так Господь с землею сею и с храмом сим?

2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Халӗ вӑл пӗр-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче е урӑх вырӑнта пытанса тӑрать, вӗсене малтан тапӑннӑ чухне сан ҫыннусенчен кам та пулсан вилсессӗн, ҫынсем илтӗҫ те: «Авессалом хыҫҫӑн кайнӑ ҫынсем вилсе выртрӗҫ» тейӗҫ, 10. ун чухне чи хӑюлли те, арӑслан чӗрелли те сехӗрленсе ӳкӗ — санӑн аҫу мӗнле паттӑррине, унпа пӗрле ҫӳрекенсем мӗнле хӑюллине пӗтӗм Израиль пӗлет.

9. Вот, теперь он скрывается в какой-нибудь пещере, или в другом месте, и если кто падет при первом нападении на них, и услышат и скажут: «было поражение людей, последовавших за Авессаломом», 10. тогда и самый храбрый, у которого сердце, как сердце львиное, упадет духом; ибо всему Израилю известно, как храбр отец твой и мужественны те, которые с ним.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.

20. Тогда Саул вдруг пал всем телом своим на землю, ибо сильно испугался слов Самуила; притом и силы не стало в нем, ибо он не ел хлеба весь тот день и всю ночь.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Саулпа Израиль ҫыннисем ҫак сӑмахсене илтнӗ те питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ.

11. И услышали Саул и все Израильтяне эти слова Филистимлянина, и очень испугались и ужаснулись.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.

15. И произошел ужас в стане на поле и во всем народе; передовые отряды и опустошавшие землю пришли в трепет [и не хотели сражаться]; дрогнула вся земля, и был ужас великий от Господа.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.

18. И воззвал Самуил к Господу, и Господь послал гром и дождь в тот день; и пришел весь народ в большой страх от Господа и Самуила.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вилсе пӗтейменнисем шыҫӑпа асапланнӑ, вӗсем сехӗрленсе кӑшкӑрни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ.

12. И те, которые не умерли, поражены были наростами, так что вопль города восходил до небес.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр, 3. вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен: 4. сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.

2. Когда же приступаете к сражению, тогда пусть подойдет священник, и говорит народу, 3. и скажет ему: слушай, Израиль! вы сегодня вступаете в сражение с врагами вашими, да не ослабеет сердце ваше, не бойтесь, не смущайтесь и не ужасайтесь их, 4. ибо Господь Бог ваш идет с вами, чтобы сразиться за вас с врагами вашими [и] спасти вас.

Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.

24. Встаньте, отправьтесь и перейдите поток Арнон; вот, Я предаю в руку твою Сигона, царя Есевонского, Аморреянина, и землю его; начинай овладевать ею, и веди с ним войну; 25. с сего дня Я начну распространять страх и ужас пред тобою на народы под всем небом; те, которые услышат о тебе, вострепещут и ужаснутся тебя.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.

20. И сказал я вам: вы пришли к горе Аморрейской, которую Господь, Бог наш, дает нам; 21. вот, Господь, Бог твой, отдает тебе землю сию, иди, возьми ее во владение, как говорил тебе Господь, Бог отцов твоих, не бойся и не ужасайся.

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Валак — Сепфор ывӑлӗ — Израиль аморрейсене мӗн тунине пӗтӗмпе курнӑ; 3. моавсем Израиль халӑхӗнчен питӗ хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн ку халӑх йышлӑ пулнӑ; моавсем Израиль ывӑлӗсенчен сехӗрленсе ӳкнӗ.

2. И видел Валак, сын Сепфоров, все, что сделал Израиль Аморреям; 3. и весьма боялись Моавитяне народа сего, потому что он был многочислен; и устрашились Моавитяне сынов Израилевых.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ, 11. вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и?

10. Фараон приблизился, и сыны Израилевы оглянулись, и вот, Египтяне идут за ними: и весьма устрашились и возопили сыны Израилевы к Господу, 11. и сказали Моисею: разве нет гробов в Египте, что ты привел нас умирать в пустыне?

Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан.

И был ужас Божий на окрестных городах, и не преследовали сынов Иаковлевых.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех