Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иудифь 2

Пай: Библи –> Иудифь кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.06 11:42

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 541

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Вунсаккӑрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм иккӗмӗш кунӗнче, Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн килӗнче хушу кӑларнӑ: вӑл маларах мӗн каланине тума — пӗтӗм ҫӗре тавӑрма — хушнӑ. 2. Вӑл хӑйне ӗҫлесе тӑракан мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн пур аслӑ ҫыннине чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ҫав ҫӗре мӗнле шар кӑтартмаллине палӑртса каланӑ. 3. Вара вӗсем унӑн сӑмахне пӑхӑнманнисене пурне те пӗтерме шут тытнӑ. 4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ. 7. Калатӑн вӗсене, ҫӗрпе шыв хатӗрлеччӗр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ вӗсем ҫине пӗтӗм ҫиллӗмпе каятӑп, вӗсен пӗтӗм ҫӗрне ман ҫарӑм таптаса тухӗ, эпӗ вӗсене ҫарӑм аллине ҫаратма парӑп. 8. Вӗсен айлӑмӗсемпе юхӑм шывӗсем аманнӑ ҫынсемпе тулӗҫ, вилесемпе пӗвеленнӗ ҫырми капланса ларӗ; 9. тыткӑна лекнӗ ҫыннисене вара эпӗ пӗтӗм тӗнче тӑрӑх салатӑп. 10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух. 12. Эпӗ чӗрӗ, ман патшалӑхӑм хӑватлӑ: мӗн калатӑп, ҫавна тӑватӑп. 13. Нихӑш тӗлӗшпе те хуҫу сӑмахӗнчен ан ирт, эп сана мӗн тума хушнӑ, шӑп ҫавӑн пек ту, ӗҫе вӑраха ан яр, тенӗ патша.

14. Олоферн, хуҫи патӗнчен тухсассӑн, хӑйӗн патне пур аслӑ пуҫлӑха, ҫулпуҫсене, Ассири ҫарпуҫӗсене чӗнтернӗ те, 15. хӑйӗн хуҫи хушнӑ пек, вӑрҫӑ вӑрҫма чи вӑйпитти ҫынсене — ҫӗр ҫирӗм пин ҫуран ҫын тата вуникӗ пин ухӑллӑ юланутҫӑ — суйласа илнӗ, 16. вӗсене ҫапӑҫӑва тухакан ҫар евӗрлӗ йӗркелесе тӑратнӑ. 17. Лавӗсене турттарма вӑл темӗн чухлӗ тӗве, ашак тата мул илнӗ, апат-ҫимӗҫ валли илнӗ сурӑхсен, вӑкӑрсен тата качакасен вара шучӗ те пулман, 18. пур йыш валли апат-ҫимӗҫ те чылай пулнӑ, тата патша ҫуртӗнчен питӗ нумай ылтӑн-кӗмӗл илнӗ. 19. Вара вӑл Навуходоносор патша ҫитес тӗле хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, суйласа илнӗ ҫуран ҫарпа хупӑрлас тесе пӗтӗм ҫарӗпе ҫапӑҫӑва тапранса тухнӑ. 20. Ун майлӑ ҫапӑҫма килӗшнисем пӗрле пынӑ, вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑк пек, хӑйӑр пӗрчи пек шутсӑр йышлӑ пулнӑ, ытла нумай пулнӑран вӗсене шутлама та май пулман. 21. Ниневирен тапранса тухса виҫӗ кунран вӗсем Вектелеф айлӑмӗн мал енне ҫитнӗ те ҫак тӗлтен Тури Килики ҫӗрӗн сулахай енче ларакан ту енне пӑрӑннӑ. 22. Ку вырӑнтан вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе — ҫуран ҫарӗпе, утлӑ ҫарӗпе тата вӑрҫӑ ураписемпе — ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ҫул тытнӑ; 23. унта Фуд тата Луд халӑхӗсене ҫапса салатнӑ, Рассис ывӑлӗсене тата Хеллеон ҫӗрӗн кӑнтӑр енче выртакан пушхирте пурӑнакан Исмаил ывӑлӗсене ҫаратса тухнӑ. 24. Кайран вӑл Евфрат урлӑ каҫса Месопотами витӗр тухнӑ, Аврон юханшывӗ хӗррипе тинӗсе ҫитиех ларакан пӗтӗм ҫӳллӗ хулана ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 25. Унтан Килики ҫӗрне ярса илнӗ те хӑйне хирӗҫ тӑракансене пурне те ҫапса салатнӑ, ун хыҫҫӑн Арави ҫӗрӗн мал енче кӑнтӑралла выртакан Иафет чикки патне ҫитсе 26. Мадиан ывӑлӗсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ, вӗсен кил-ҫуртне ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗтӗвӗсене ҫаратнӑ. 27. Кайран вӑл Дамаск айлӑмне аннӑ, ун чухне шӑпах тулӑ вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, вӑл тырпул уйӗсене вут тивертсе ҫунтарса янӑ, сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑр кӗтӗвӗсене пӗтернӗ, хулисене ҫаратнӑ, хирӗсене пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ, пӗтӗм яша хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ. 28. Тинӗс хӗрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурӑнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурӑнакансем, пӗтӗм Иемнаан ҫыннисем пурте сехӗрленсе ӳкнӗ, вӑл Азот тата Аскалон хулисенче пурӑнакан пӗтӗм халӑха та хӑратса пӑрахнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех