Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Ҫулс 20

Пай: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 18:03

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 790

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн моавсем тата аммонсем, вӗсемпе пӗрлех Маон ҫӗршывӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем те Иосафата хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. 2. Иосафат патне пырса евит туса каланӑ: тинӗс леш енчен, Сирирен, сана шутсӑр йышлӑн тапӑнса килеҫҫӗ; вӗсем Хацацон-Фамаре, урӑхла каласассӑн Енгеддие, ҫитнӗ те ӗнтӗ, тенӗ. 3. Иосафат хӑраса ӳкнӗ те мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ, вара пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче тип тытмалли ҫинчен пӗлтернӗ. 4. Иудейсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтма пухӑннӑ; Ҫӳлхуҫана тархасламашкӑн вӗсем Иудӑн мӗнпур хулинчен килсе ҫитнӗ.

5. Вара Иосафат ҫӗнӗ картиш умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче иудейсемпе Иерусалим ҫыннисен умне тӑнӑ та 6. каланӑ: эй аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Тӳпере Турӑ Эсӗ мар-и-ха? Эсӗ мӗнпур халӑхсен патшалӑхӗсене тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Сана никам та хирӗҫ тӑраймасть! 7. Туррӑмӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннисене Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен хӑваласа яраканӗ, ҫӗре Авраам вӑрлӑхне, Хӑвӑн тусун ӑрӑвне, ӗмӗрлӗхе параканӗ Эсӗ мар-и вара? 8. Халӑх ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине килсе тӗпленчӗ, кунта вӗсем Санӑн ятупа Турӑ Ҫурчӗ лартрӗҫ те ҫапла каларӗҫ: 9. пирӗн тӗле тӗрлӗ инкек — хаяр хӗҫ, усал чир, выҫлӑх — килсессӗн, эпир ҫак Ҫурт умне, Санӑн умна тухса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ Ҫуртра — Санӑн яту; хамӑр аптӑраса ҫитсессӗн, Сана чӗнӗпӗр, Эсӗ пире илтӗн те ҫӑлса хӑварӑн. 10. Халӗ акӑ кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансем ҫитрӗҫ, Египетран тухса килнӗ чухне Эсӗ Израиль халӑхне вӗсен ҫӗрӗ урлӑ каҫма чартӑн, ҫавӑнпа вӗсем тавраран кайнӑ та ҫав ҫӗр ҫыннисене тивмен; 11. халӗ ӗнтӗ вӗсем пире ырӑшӑн еплерех тавӑраҫҫӗ: пире Эсӗ еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яма килчӗҫ. 12. Эй Туррӑмӑр! Сут ту вӗсене. Хамӑра тапӑннӑ ҫакӑ пысӑк йыша хирӗҫ тӑма пирӗн вӑй ҫук, ӗнтӗ мӗн тумаллине те пӗлместпӗр, ҫавӑнпа Сан енне пӑхса тархаслатпӑр! тенӗ Иосафат. 13. Иудейсем пурте — пӗчӗк ачисем те, арӑмӗсем те, ывӑлӗсем те — Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ.

14. Ҫавӑн чухне Асаф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Иозиил левит ҫине, — унӑн ашшӗ — Захария, Захария ашшӗ — Ванея, Ванея ашшӗ — Иеиел, Иеиел ашшӗ Матфания пулнӑ, — халӑх хушшинче тӑнӑ чухнех Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 15. вара Иозиил каланӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем тата Иосафат патша, итлӗр пурте! Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ҫакӑ пысӑк йышран ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — сирӗн вӑрҫӑ мар, Турӑ вӑрҫи. 16. Ыран вӗсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухӑр: авӑ вӗсем Циц сӑрчӗ ҫинелле улӑхаҫҫӗ, эсир вара вӗсене айлӑм вӗҫӗнче, Иеруил пушхирӗ умӗнче, шыраса тупатӑр. 17. Хальхинче сирӗн ҫапӑҫмалла пулмасть; пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр ҫавӑнта, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр. Иуда, Иерусалим! ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр. Ыран вӗсене хирӗҫ тухӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пӗрле пулӗ, тенӗ. 18. Иосафат ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, иудейсем те, Иерусалимра пурӑнакансем те пурте Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма Ҫӳлхуҫа умне ҫӗре ӳкнӗ. 19. Ӗнтӗ Кааф ӑрӑвӗнчен тата Корей ӑрӑвӗнчен тухнӑ левитсем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине янӑравлӑн мухтамашкӑн ура ҫине тӑнӑ.

20. Иосафат ҫарӗ ирхине ирех тӑнӑ та Фекоя пушхирӗ еннелле кайнӑ; тапранса кайнӑ чухне Иосафат тӑнӑ та каланӑ: эй иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, итлӗр мана! Хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗненӗр, вара эсир ҫирӗп пулатӑр; Унӑн пророкӗсене ӗненӗр, вара сире ӑнӑҫу пулӗ, тенӗ. 21. Иосафат халӑхпа канашланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл кӑралпа авӑрланнисем умне Ҫӳлхуҫана аслӑласа пымашкӑн чаплӑ тум тӑхӑннӑ юрӑҫсене тӑратнӑ, вӗсен: «Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе!» тесе юрласа пымалла пулнӑ. 22. Вӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ чухне, аслӑланӑ чухне Ҫӳлхуҫа Иудейӑна тапӑнса килнӗ аммонсемпе моавсене тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ, лешӗсем пӗтнӗ вара: 23. аммонсемпе моавсем Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене тапӑннӑ та вӗсене пурне те тӗп тунӑ. Сеирта пурӑнакансене пӗтернӗ хыҫҫӑн вара лешӗсем пӗр-пӗрне вӗлерме тытӑннӑ. 24. Иудейсем ӗнтӗ пушхирти сӑрт патне ҫитнӗ; шутсӑр пысӑк йыш тӑнӑ енне пӑхаҫҫӗ те, акӑ унта — вилесем ҫеҫ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче пӗр чӗрӗ чун та ҫук. 25. Вара Иосафатпа унӑн халӑхӗ унта тупӑш пухма пынӑ, темӗн чухлӗ пурлӑх, тумтир, хаклӑ япала тупнӑ, ӗнтӗ хӑйсем йӑтса каяйми пуҫтарнӑ. Виҫӗ кун хушши пуҫтарнӑ вӗсем — тупӑшӗ питех те нумай пулнӑ!

26. Тӑваттӑмӗш кунхине вӗсем Мухтав айлӑмне, хӑйсем Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ ҫӗре, пухӑннӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав вырӑна паянхи кунчченех Мухтав айлӑмӗ теҫҫӗ. 27. Кайран Иосафат мӗнпур иудейпе Иерусалим ҫыннисене каялла Иерусалима ертсе кайнӑ; вӗсем савӑннӑ-хӗпӗртенӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшман хурри пулма паман. 28. Вӗсем Иерусалима, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне, псалтирьпе цитра каласа, трупа кӑшкӑртса пырса ҫитнӗ. 29. Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ. 30. Иосафат патшалӑхне вара тӑнӑҫлӑх ҫитнӗ, Турӑ ӑна пур енчен те канӑҫлӑх парса тӑнӑ.

31. Иосафат Иудейӑра патшара ҫапла ларнӑ: патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Салаил хӗрӗ, Азува ятлӑ пулнӑ. 32. Иосафат хӑй ашшӗн, Аса патшанӑн, ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ. 33. Анчах та тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан, халӑх чӗри ҫав-ҫавах ҫирӗпленсе ҫитсе хӑй ашшӗсен Турри енне ҫаврӑнайман.

34. Иосафат мӗн-мӗн тунине, ун малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, Анания ывӑлӗн Ииуйӑн ҫырӑвӗсенче ҫырса кӑтартнӑ, вӑл ҫырнине Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.

35. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосафат, Иудея патши, Израиль патшипе Охозияпа, саккуна пӑсса пурӑннӑскерпе, ҫыхӑну тытма пуҫланӑ, 36. унпа вӑл Фарсис ҫӗрне карапсем туса ярас тӗллевпе ҫыхӑннӑ; вара вӗсем Ецион-Гавер хулинче карапсем тунӑ. 37. Ҫавӑн чухне Елиезер — Марешӑри Додава ывӑлӗ — Иосафата малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ: эсӗ Охозияпа явӑҫса кайрӑн, Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн санӑн ӗҫне аркатать, тенӗ. Карапсем арканнӑ, вӗсем Фарсиса тухса кайма пултарайман.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех