Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулт 35

Пай: Библи –> Пултарни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.27 20:52

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 489

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефиле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна курӑннӑ Турӑ валли унта парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ. 2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп. 4. Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ. [Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]

5. Вара вӗсем [Сихемран] тапранса кайнӑ. Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан. 6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ. 8. Ҫавӑн чухне Девора, Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗскер, вилнӗ, ӑна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнӑ, Иаков ӑна хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ.

9. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10. Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ. Ӑна вара Израиль тесе ят хунӑ. 11. Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; 12. Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ. 13. Вара Турӑ ун патӗнчен, унпа калаҫнӑ вырӑнтан, ҫӗкленсе кайнӑ. 14. Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15. хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.

16. Вара Вефильрен тухса кайнӑ. [Вӑл хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.] Ефрафӑна ҫитмешкӗн тата пӗр хушӑ юлсассӑн, Рахиль ача ҫуратнӑ, вӑл асаппа ҫуратнӑ. 17. Вӑл ача ҫуратса асапланнӑ чухне эпи карчӑк ӑна каланӑ: ан хӑра, санӑн ку та ывӑл, тенӗ. 18. Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачине Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ. 19. Рахиль вилнӗ, ӑна Ефрафӑна — урӑхла каласассӑн, Вифлееме — каякан ҫул хӗррине пытарнӑ. 20. Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ. Рахиле асӑнмалӑх лартнӑ палӑк ҫак кунчченех ларать. 21. Израиль [унтан] тапранса кайнӑ та хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.

22. Израиль ҫав ҫӗршывра чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Рувим кайнӑ та Валлӑпа, хӑй ашшӗн [Иаковӑн] ҫум-арӑмӗпе, выртса ҫывӑрнӑ. Израиль ҫакӑн ҫинчен илтнӗ [те ҫавӑншӑн питӗ кӳреннӗ].

Иаковӑн ывӑл вуниккӗ пулнӑ.

23. Лия ывӑлӗсем: Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим, ун хыҫӗнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон. 24. Рахиль ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. 25. Валлӑн, Рахиль тарҫин, ывӑлӗсем: Дан тата Неффалим. 26. Зелфӑн, Лия тарҫин, ывӑлӗсем: Гад тата Асир. Ҫаксем Иаковӑн Месопотамире ҫуралнӑ ывӑлӗсем.

27. Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ. 28. Исаак пурӑннӑ [кунҫул] ҫӗр сакӑрвунӑ ҫул пулнӑ. 29. Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех