Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

района (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах кӑҫал Ҫурҫӗр Ҫӗрне высокоширотнӑй экспедици каять иккен те, ӑна хӑй ӗҫӗпе пӗрлех тепӗр ӗҫ те тума хушма пулать — Татаринов капитан экспедицийӗ пӗтнӗ района пӑхса тухма.

Но поскольку в этом году к Северной Земле отправляется высокоширотная экспедиция, вполне можно дать ей небольшое параллельное задание — обследовать район гибели капитана Татаринова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та самолет курман ҫынсем пурнакан района вӗҫме мана пӗрремӗш хут тӳр килчӗ.

Но впервые я летел в район, где ещё не видели самолёта.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ пулсан, арми наступлени тӑвакан района каҫхи тӗттӗмлӗх хуплама пуҫласан тин, экипажсене хайсен килӗсене ячӗҫ.

Только вечером, когда сумерки надежно прикрыли район наступления армий, экипажи отпустили по домам.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакна пула, нимӗҫсем ку района «вилӗ зона» тенӗ.

Поэтому этот район был назван немцами мертвой зоной.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ну, халь кала ӗнтӗ пире, кам эсӗ, мӗн ятлӑ, ӑҫта пурӑнатӑн, санӑн аҫу-аннӳ кам, эсӗ ҫак ҫирӗплетнӗ района мӗн тума килсе кӗтӗн тата?

Итак, скажи нам: кто ты таков, как тебя зовут, где ты живёшь, кто твои родители и зачем ты очутился в этом укреплённом районе?

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

(«Энциклопедия Шемуршинского района» кӗнекерен).

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

- Района куҫарса панӑ укҫа-тенкӗпе ҫитес вӑхӑтрах евроконтейнерсем туянмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Ҫӳп-ҫап контейнерӗсене туянма района республика бюджетӗнчен 2 миллион та 773 пин те 371 тенкӗ уйӑрса панӑ, район бюджетӗнчен 693 пин те 343 тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Района килекен нумай хӑнана эпир район чиккине тухса ҫӑкӑр- тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

— Кантуртан килес-тӑвас пур-тӑк, кала: района ӑсаннӑ, те.

– Если придут из конторы: скажешь – в район уехал.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Федераци шайӗнче туристсем валли уҫӑлакан тепӗр маршрут - Тикеш хулашӗ- района та аталанма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Майӑн 15-мӗшӗнчи Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пирӗн района Шупашкартан информушкӑн килсе ҫитрӗ, унӑн йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Дмитрий Неяскин пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Ҫак ҫӗнӗлӗх пирӗн района та пырса тивет.

Это новшество придёт и в наш район.

Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/

Района аталантармалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, пурсӑмӑрӑн та тӑрӑшмалла кӑна.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫамрӑк фермерсем – Карапай Шӑмӑршӑри А.Иванов (иртнӗ ҫул 2,6 миллион тенкӗ тӑракан «Джон дир» тракторпа ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ытти техника туянчӗ), Пуянкассинчи Г.Макаров (хӑйӗн хирӗсенчи тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм района пулӑшрӗ), Асанкассинчи С.Данилов (ним ҫук ҫӗрте вӑйлӑ аталаннӑ база йӗркелерӗ), Кивӗ Чукалти Ю.Никитин, Вырӑс Чукалти В.Симурзинпа А.Андреев, Анат Чаткасри А.Юнкеров тата ыттисем пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

«Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавӑнпа ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ирттерекен канашлусенче, Геннадий Николаевич каланӑ тӑрӑх, пирӗн района «питех те ҫунтараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ҫав ҫӗрҫӑтман графикне кам тунӑ-ши: ахӑртнех, пирӗн района ҫав тери юратман ҫынах.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Хамӑр яла, района, облаҫа, ҫӗршывӑмӑра юратӑр.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Концертсемпе кӳршӗ ялсене, района та ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех