Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Палӑк кӑна мар...

Автор: Елена ФЕДОРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Хушнӑ: 2016.07.31 12:12

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 474

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Владимир Сатай тӑван ялне таврӑнчӗ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑнлӑ районӗнчи Кашара ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине Владимир Сатая тӑван ялӗнче бюст уҫрӗҫ. Ҫыравҫӑ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнипе ӑна пысӑк уяв умӗн уҫни пушшех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Савӑнӑҫлӑ митинга ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Тамаев уҫрӗ.

— Хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ чухне чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев Владимир Сатайӑн ятне вилӗмсӗрлетес тӗллевпе палӑк лартма сӗннӗччӗ. Ку сӑмах пурне те килӗшрӗ, ӑна ырларӑмӑр, программӑна кӗртсе ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр. Николай Кондрашкин саккаса пурнӑҫлама пулчӗ. Вӑл ҫапла ҫуралчӗ, — терӗ пуҫлӑх.

Палӑка уҫмалли хисепе Владимир Сатайӑн тӑванӗсем – аппӑшӗн хӗрӗсем Ирина Жарулова, Юлия Кашицына, Нина Еремеева – тивӗҫрӗҫ. Таврана мӑнаҫлӑн сӑнаса пӑхса тӑракан Владимир Сатайӑн палӑкӗ умне вырӑнти хуҫалӑх председателӗ Радик Насуртдиновпа ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Тамаев чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ.

Николай Кондрашкин скульптор уявпа саламланӑ май Владимир Сатай хӑйсен ялне таврӑннипе савӑнчӗ, ку бюст унӑн 30-мӗш ӗҫӗ пулнине палӑртрӗ. Чи пӗрремӗш скульптура ӗҫне вӑл шӑп 30 ҫул каялла тунӑ иккен.

-Владимир Сатайӑн палӑкӗ ял пуянлӑхӗ кӑна мар, пурӑна-киле Раҫҫей пуянлӑхӗ пуласса шанас килет, — терӗ вӑл.

Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ветерансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашлуҫи Николай Лазарев Владимир Сатай пек ҫынсемпе – ҫыравҫӑ, поэт тата вӑрҫӑ ветеранӗ – пирӗн мухтанма пӗлмеллине, вӗсенчен тӗслӗх илмеллине, ҫамрӑк ӑрӑвӑн асаттесемпе асаннесен паттӑрлӑхне манмалла маррине каларӗ.

УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев Каша ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян пулнине, чӑвашсен тата тутарсен автономийӗсен пӗрремӗш председателӗсем те – Петр Уфимкинпа Азат Курчаков, чӑваш литературин классикӗ ҫак ялта ҫуралса ӳснине аса илчӗ, ҫавӑн пек ывӑлсем ӳстернӗшӗн ял халӑхне тав турӗ.

— Палӑксем ҫӗклес ярӑм И.Я. Яковлев патриархӑмӑра лартнипе тытӑнчӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн пӗрремӗш вӗренекенне Алексей Рекеева вилӗмсӗрлетрӗмӗр, паян – Владимир Сатая. Малашне чӑваш халӑхӗн кашни паллӑ ҫыннине – ҫыравҫа, композитора, халӑхшӑн нумай ӗҫ тунисене — халӑх мӑнаҫӗнче хӑварассишӗн ӗҫлӗпӗр, — терӗ.

Чӑнлӑ районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Петр Уфимкин пухӑннисене Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ май Владимир Сатай пысӑк чӗреллӗ те ҫемҫе кӑмӑллӑ, ӑслӑ, пултаруллӑ ҫын пулнине палӑртрӗ.

— Палӑк вӑл – палӑк кӑна мар. Палӑк вӑл – уйрӑм ҫынна кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑхне пысӑк хак парса чыслани пулать. Ҫапла хамӑра хисеплеме вӗренсен кӑна пире ытти халӑхсем сума сӑвӗҫ. Паян эпир чӑваш чӑваша хисеп тунине кӑтартрӑмӑр. Тавах ҫак пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ ҫынсене. Хамӑр яла, района, облаҫа, ҫӗршывӑмӑра юратӑр. Кун пек чухне пире никам та ҫӗнтереймӗ, — вӗҫлерӗ Петр Яковлевич ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ сунса.

Ульяновск облаҫӗнчи И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин председателӗ Алексей Мордовкин чӑвашсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн ял администрацине тав турӗ.

Бюст уҫнӑ кун Кашара чӑн-чӑн уява ҫаврӑнчӗ. Клуб умне ватти-вӗтти пуҫтарӑнчӗ. Ял пуҫлӑхӗсем палӑк уҫнине Ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тумалли мероприятисемпе ҫыхӑнтарнӑ. Савӑнӑҫлӑ митинг хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнчӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хунӑ салтак арӑмӗсем Акулина Стрельцовапа Мария Борисова шкул ачисемпе пӗрле палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Малалла урамсем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» иртрӗ, чи малта ялти пултаруллӑ механизатор-водительсем «Волга» колхозӑн ӗҫри паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен паллӑсене – 11 ялав тата «Хисеп палли» орденӑн макетне йӑтса пычӗҫ.

Каҫпа вӑрҫӑран таврӑнман салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче «Ҫурта ҫут» тӑвӑм иртнӗ, салют пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех