Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

района (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сталин юлташӑн статьи пичетленнӗ хаҫатсем района ҫитнӗ хыҫҫӑн райком Гремячири ячейкӑна сулӑнчӑк юлашкисене пӗтересси ҫинчен ӑнланмалла мар ҫырнӑ пысӑк директива ярса пачӗ.

После появления в районе газет со статьей Сталина райком прислал гремяченской ячейке обширную директиву, невнятно и невразумительно толковавшую о ликвидации последствий перегибов.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл паян тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӑрлӑхлӑх тыррине турттарса килсе пачӗ те тӳрех района тухса вӗҫтерчӗ.

Он на заре привез семенной хлеб, сдал и зараз же мотнулся в район.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ывӑлӗ, Ҫемен, килте ҫук, вӑл нарядпа района ветеринарнӑй фельдшера илме кайнӑ.

Сына — Семена — не было, он уехал по наряду в район за ветеринарным фельдшером.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ӑна тӳлев пирки тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ, вара Яков Лукича ыранах тимӗрпе кӑмрӑк патне района тухса кайма хушрӗ.

Давыдов подробно разъяснил ему относительно оплаты и предложил Якову Лукичу завтра же отправиться в район за железом и углем.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан тата, мӗншӗн эсӗ хӑвӑрӑн вырӑнти интерессене кӑна шута илетӗн, мӗншӗн вӗсене хӑвӑрӑн лавсемпе района ҫитиччен кӑна ӑсатрӑн-ха?

И потом, что за местничество, почему ты отправил их на своих подводах только до района?

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Картишӗнче, крыльца умӗнче, ҫуна кӳлнӗ пар лаша района кайма хатӗрленнӗ Давыдова кӗтсе тӑрать.

Во дворе, возле крыльца, стояла пара лошадей, запряженных в сани, поджидая Давыдова, собравшегося ехать в район.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл прокурор хӑйне епле сиввӗн кӗтсе илни ҫинчен, жалобӑна пӑхса тухас вырӑнне Тимофее арестлесе района каялла ӑсатасшӑн пулни ҫинчен каласа парать.

Он рассказывал о том, как сурово встретил его прокурор, как хотел вместо рассмотрения жалобы арестовать его и отправить обратно в район.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, апла пулсан, арӗслесе района ӑсатма тивет.

— Ну что ж, придется тебя арестовать и отправить в район.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах йывӑрлӑхсем килсе тухсан, района кил.

В случае если возникнут затруднения, езжай в район.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна района ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Забирают ее от нас на районную работу.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗтӗм района ҫӗклерӗмӗр.

— Весь район всколыхнули.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татьяна Родионовнӑпа учитель района кайрӗҫ, план илсе.

Татьяна Родионовна с учителем в район поехали, с планом.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эс ку района пӗлетӗн-им? — ыйтрӗ Федор Женьӑран.

— Ты знаешь этот район? — спросил Федор Женю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Эпир ӗнер ҫеҫ ку района аннепе пӗрле куҫса килтӗмӗр.

мы вчера только переехали с мамой в этот район.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Лагере таврӑнма килӗшмен те ҫавӑнтах, пӗтӗм района тӗлӗнтерсе, культура ҫурчӗн культмассовӑй пайне ӗҫлеме кӗнӗ.

Отказалась и вдруг, поразив весь район, поступила в культмассовый сектор местного Дома культуры.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӑй» — судьяччӗ-ха вӑл, «каллех кайрӗ» тени вара эпир Катьӑпа иксӗмӗр пилӗк ҫул ӗлӗкрех килнӗ чухне те судья района тухса кайнӑччӗ, ҫавна пӗлтеретчӗ.

«Сам» — это был судья, а «опять уехал» — это значило, что, когда мы с Катей лет пять назад приезжали в Энск, судья был на сессии где-то в районе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Участокра хӗнесе асаплантарнӑ пулӑҫӑ-старике пытарни ҫинчен хыпар темле майпа Ланжеронпа Люстдорф хушшинчи района пӗтӗмпех сарӑлнӑ.

Слух о похоронах старого рыбака, избитого в участке, непонятным образом облетел весь берег от Ланжерона до Люстдорфа.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара офицер ку района никама та кӗртме юрамасть пулин те, хӑракан икӗ ачана иртсе кайма чармасть:

Обыкновенно офицер, не имевший права никого пропускать в подозрительный район, делал исключение для двух испуганных детишек.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Нимӗҫсем эпӗ вырнаҫнӑ района перкелесех тӑратчӗҫ.

Немцы обстреливали район.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав инҫетри района та кӑтартрӗ вӑл.

И он назвал этот очень отдалённый район.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех