Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXVI. Йывӑр сумка

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.27 17:31

Пуплевӗш: 128; Сӑмах: 1175

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пӗр эрне иртнӗ, тепри те иртнӗ — ҫаплах кукамӑшӗнчен посылка килеймен.

Патша «ирӗклӗх» панӑ пулсан та, пӑлханусем чарӑнман. Почта начар ӗҫленӗ. Ашшӗне Мускавран «Русские ведомости» хаҫат килме чарӑннӑ. Вӑл халӗ каҫ пулсан, чӗнмесӗр, салху ларать, тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен мӗн шухӑшламаллине те пӗлмест.

Гимназинчи хатӗрлекен класа салатса янӑ, ӑна хӑҫан пуҫтарасси те паллӑ мар. Петя кунӗ-кунӗпе ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрет. Ҫав вӑхӑтра вӑл Гаврика питех те нумай выляса янӑ, ун ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

Пӗрре Гаврик пычӗ те, хӑрушӑ кулса:

— Эсӗ ӗнтӗ ушкисене часах ан кӗт. Ҫак кунсенче пӗтӗмӗшли пуҫланать.

Пӗр уйӑх каярах Петя Гаврик сӑмахӗсене ӑнланман пулӗччӗ. Анчах халӗ вӑл пӗлет: «пӗтӗмешли» тени вӑл «забастовка» пулса тӑрать.

Гаврик сӑмахӗсем тӗрӗс пулни ҫинчен иккӗленмелли те ҫук. Петя тахҫантанпах сиснӗ ӗнтӗ: Ҫывӑхри Армансенчи ҫынсем пур ӗҫсем ҫинчен те хуларисенчен часрах пӗлеҫҫӗ.

Ку ҫӗҫӗпе чӗререн чикнипе пӗрех.

— Тен, ушкисем килсе ӗлкӗрӗҫ?

— Темӗнле ҫав.

Петя шуралсах кайрӗ.

— Парӑм тӗлӗшӗпе мӗнле пулать вара пирӗн? — ҫине тӑрса ыйтрӗ Гаврик.

Часрах вӑйӑ пуҫласшӑн чӗтресе, Петя каллех тупа туса сӑмах пачӗ, каллех хӗресе асӑнчӗ, парӑма, хуть мӗнле пулсан та, ыран татӑп, терӗ.

— Асту! Атту — пӗлетӗн… — терӗ Гаврик сархайнӑ, шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ урисене матроссем пек пусса.

Ҫав кунах каҫхине Петя Павликӑн чаплӑ банкинчен пур пек укҫине вӑрларӗ. Ванна пӳлӗмне питӗрӗнсе ларса, вӑл ҫӗҫӗ вӗҫӗпе банка ӑшӗнчи укҫасене пӗтӗмпех кӑларчӗ, унта кӗмӗл те пӑхӑр укҫасем пӗтӗмпе хӗрӗх виҫӗ пус пулнӑ.

Ҫав йывӑр операцине вӑл хӑвӑрт та питӗ меллӗ турӗ. Кайран пушӑ банка ӑшне чӑнкӑртатакан тӗрлӗ япаласем — пӑта таткисем, пломбӑсем, шӑмӑ тӳмесем, шӑвӑҫ таткисем ярса тултарчӗ.

Ун пек тумасан та юраман, мӗншӗн тесен кунне икӗ хут — каҫхине тата ирхине — Павлик хӑйӗн кассине пурпӗрех тӗрӗсленӗ. Вӑл шӑвӑҫ банкине хӑлхи патне тытса, чӗлхине тӑсса укҫисене шанкӑртаттарнӑ, хӑйӗн пуянлӑхӗн сассине тата йывӑрӑшӗпе чунне хаваслантарнӑ.

Вӑрланине сиссен, мӗнле макӑрнӑ та кӑшкӑрнӑ пулӗччӗ вӑл!

Анчах халӗ вӑл нимӗн те сисмен. Ҫывӑрма выртас умӗн Павлик хӑйӗн шӑвӑҫ банкине тытса, унта темӗн те пӗр янӑ япаласене шанкӑртаттарчӗ. Анчах кассӑна ҫаратнине вӑл сисеймерӗ.

Тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: вӑрланӑ япаласем усӑ кӳмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, Петя та Павлик укҫине виҫӗ кун хушшинче пӗтӗмпех выляса пӗтерчӗ.

Аслашшӗ мундирне часах илес шанӑҫсем пӗтсе ларчӗҫ. Гаврик каллех парӑма ыйтать.

Кашни кун чӳрече янаххи ҫинче ларса, Петя Гаврика кӗтет.

Вӑл хӑйӗн усал ӗҫӗсене — ушкисене, пушмаксем вӑрланине, мундира пӑснине, Павлик укҫине ҫаратнине пӗлессе кӗтет. Ку ӗҫсем пурте — е халӗ, е кӑшт тӑрсан паллӑрмаллах. Вара ун чухне питех те хӑрушӑ пулӗ!

Анчах ача ун ҫинчен шухӑшлас мар тесе тӑрӑшать. Вӑл яланах хӑй выляса янӑ япаласене каялла выляса илесси ҫинчен шухӑшлать.

Урамсем тӑрӑх ҫӳреме хӑрушӑ пулнӑ. Анчах Гаврик ҫапах та кашни кун килет. Вӑл картиш варринче чарӑнать те, ҫӑварне икӗ пӳрнине чиксе, вӑйлӑн шӑхӑрать.

Петя васкаса чӳречерен юлташне пуҫӗпе сулать, хӑй урӑх пӳлӗмрен хӑвӑртрах картишне чупса тухать.

— Ушкисене илтӗн-и? — ыйтать Гаврик.

— Чӑн сӑмах паратӑп, ыран килеҫҫӗ. Святой хӗрес! Юлашки хут.

Пӗр кунӗнче Гаврик парӑма текех кӗтме пултарӑйманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ку ӗнтӗ тӳлеймен Петя хӑй парӑмне пӗтӗмпех татиччен Гаврикӑн тарҫи пулассине пӗлтерет.

Урамӑн ҫакӑн пек хытӑ та тӳрӗ закон пулнӑ. Гаврик Петяна, ҫулҫӳрен рыцарь хӑйӗн тарҫине лӑпканӑ пек, ҫӑмӑллӑн хулпуҫҫинчен ҫапса илчӗ.

— Малашне эсӗ яланах манпа ҫӳрен, — терӗ те вӑл йӑвашшӑн та хыттӑн хушса хучӗ: — сумкӑна илсе тух, — терӗ.

— Мӗн тума…

— Айван эсӗ, ушкисене ӑҫта хурса ҫӳрӗпӗр! Гаврикӑн куҫӗсем чеен йӑлтӑртатрӗҫ.

Чӑннипе каласан, ҫакӑн пек хаваслӑ тарҫӑ пулса ҫӳресси Петя кӑмӑлне питех те кайнӑ. Вӑл тахҫантанпах Гаврикпа хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ.

Анчах хулара пулса пыракан ӗҫсем пирки Петяна килтисем хапха хыҫне те тухма чарнӑ. Халӗ ӗнтӗ унӑн тавлашма та кирлӗ мар; вӑл халӗ Гаврик тарҫи, ҫавӑнпа та унӑн Гаврик хушнине пурне те тумалла. Ҫӳремӗччӗ вӑл унпа, анчах юрамасть, урам законӗ ҫавӑн пек.

Петя чупса кайса килӗнчен сумка илсе тухрӗ.

— Тӑхӑн, — терӗ Гаврик.

Петя часах тӑхӑнчӗ. Гаврик ура тупанӗ таранах вӑрӑм шинель тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне пушӑ сумка ҫакнӑ гимназиста йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Вӑл Гаврик кӑмӑлне кайрӗ курӑнать.

— Гимназист билечӗ пур-и? Пур.

— Кӑтарт.

Петя билетне кӑларчӗ. Гаврик ӑна уҫрӗ те, малтанхи сӑмахсене аран-аран тӑсса вуласа тухрӗ. «Хӑйӗн тивӗҫлӗхне пахалать пулсан, гимназист хӑй вӗренекен шкулӑн чысне те хакламасӑр тӑма пултараймасть…»

— Тӗрӗс, — терӗ вӑл, билета каялла парса. — Пытар, тен кирлӗ те пӳлӗ.

Унтан Гаврик Петяна хӑй еннелле ҫавӑрчӗ те сумка ӑшне ушкисем хунӑ йывӑр хутаҫсене хурса тултарчӗ.

— Ӗнтӗ эпир пур ҫӗрте те ирӗклӗн ҫӳреме пултаратпӑр, — терӗ Гаврик, савӑннипе сумкӑн пӑру тирӗнчен тунӑ хуппине ҫапса.

Петя, ку сӑмахсене тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, нимӗн те шарламарӗ, мӗншӗн тесен урамра ҫапла закон пулнӑ: сахалтарах тӗпче, нумайрах пӗл. Ачасем картишӗнчен хуллен тухрӗҫ. Ҫакӑнтан вӗсен пӑлхану тапраннӑ хула тӑрӑх пӗрле ҫӳресси пуҫланчӗ.

Хула тӑрӑх ҫӳресси кунран кун хӑрушланса пынӑ. Анчах Гаврик, ҫулҫӳрекен чемпион пек, нимӗне пӑхмасӑр хула тӑрӑх хавассӑн ҫӳреме пӑрахмасть.

Ун пек те мар. Вӑл юри хӑрушӑрах, чи вӑрттӑн вырӑнсене суйласа ҫӳрет.

Хӑш чухне Петяна ҫав пулса пыракан пӑлханусем Гаврикпа темле ҫыхӑнса тӑнӑ пек те туйӑнаҫҫӗ.

Ачасем пӗр картишӗнчен тепӗр картишне ирхи куна каҫчен ҫӳреҫҫӗ. Гаврикӑн кашни картишӗнчех ачасемпе ушкисем илессипе сутас ӗҫсем пур.

Пӗр картишӗнче вӑл парӑмсем пуҫтарать. Тепринче — вылять. Виҫҫӗмӗшӗнче пысӑк ҫынсемпе темӗнле расчетсем тӑвать. Пысӑк ҫынсем те, ачасем пекех, ушкисемпе аппаланни Петяна хытӑ тӗлӗнтерет.

Ҫурӑм хыҫне йывӑр сумка ҫакнӑ Петя Гаврикпа пӗр хирӗҫмесӗр ҫӳрет. Гаврикпа ҫӳренӗ чухне Петяшӑн хулан халиччен палӑрман енӗсем каллех курӑнаҫҫӗ: витӗр тухса ҫӳремелли картишсем, халиччен курман подвалсем, хушӑклӑ хӳмесем, вутӑ сарайӗсем, галлерейӑсем — вӗсенче кашнинчех мӗнле те пулин вӑрттӑн япаласем тупӑнаҫҫӗ.

Одессӑри шӑтӑксенче ҫынсем хӑрушӑ, чухӑн пурӑннине курчӗ Петя. Вӗсем ҫинчен Петя ку таранччен нимӗн те пӗлмен.

Пӑшал пенинчен хапхасен хӳттинче пытанса, урамсенче йӑванса выртакан вагонсем тавра ҫавӑрӑнса, ачасем хула тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, хулан пӗр хӗрринчен тепӗр чи инҫе хӗррине тухса каяҫҫӗ.

Петян гимназист формипе усӑ курса, ачасем хулан ҫарпа полицисем ҫавӑрса илнӗ урамӗсене те кӗме пултараҫҫӗ. Гаврик Петяна застава начальникӗ патне пырса ачаш саспа:
— Господин офицер, пире тепӗр енне каҫма ирӗк парӑр, эпир юлташпа ав ҫав пысӑк кӑвак ҫуртра пурӑнатпӑр, анне эпир час таврӑнманнишӗн пӑшӑрханать пулмалла, — тесе тилмӗрсе ыйтма вӗрентнӗ.

Формӑллӑ шинель, ҫурӑм хыҫне пӑру тирӗнчен тунӑ сумка ҫакнӑ ача йӑваш та тирпейлӗ курӑнать. Вара офицер ку района никама та кӗртме юрамасть пулин те, хӑракан икӗ ачана иртсе кайма чармасть:

— Чупӑр, анчах сыхланӑр! Стенасен аяккипе пырӑр. Текех ман куҫа ан лекӗр! Брысь!

Ҫапла вара, ачасем хулан никама кӗртмен урамӗсене те лекме пултарнӑ.

Темиҫе хутчен вӗсем Кӗҫӗн Арнаутски урамра грексен кивӗ ҫурчӗсенче те пулкаланӑ. Унта тинӗсри шӑтӑклӑ чулсенчен пирамида пек купаласа тунӑ фонтан пур. Фонтан тӑрринче симӗсленсе кайнӑ тимӗр кайӑк тӑрать. Ӗлӗк кайӑк сӑмсинчен шыв сирпӗнсе юхнӑ.

Гаврик, Петяна картишӗнче тӑратса хӑварса, хӑй таҫта, ҫуртӑн аялти ҫурри ҫӗр айӗнчи хутне чупса кайрӗ те, темле йывӑр ушкисемпе тултарнӑ хутаҫсем йӑтса тухать.

Вӑл хутаҫсене васкаса Петя сумкине тултарать те, ачасем ку лӑпкӑ та чалӑшнӑ авалхи галлерейӑллӑ картишӗнчен хӑвӑрт чупса тухса каяҫҫӗ.

Ҫак картишӗнчех пӗрре Петя Гаврик аслашшӗне курчӗ. Вӑл чалӑшнӑ урисемпе хуллен утса ҫӳп-ҫап пӑрахакан шӑтӑк патне пынӑ.

— Эй, асатте! — тесе кӑшкӑрчӗ Петя. — Итлӗр-ха, мӗн тӑватӑр эсир кунта? Эпӗ сире участокра пулӗ тесе шутланӑ.

Анчах старик, ача ҫине пӑхса илчӗ те, палламарӗ курӑнать.

Вӑл, витрине пӗр аллинчен теприне ылмаштарса тытрӗ те, аран илтмелле сасӑпа пӑшӑлтатрӗ:

— Эпӗ халь кунта… Хураллатӑп… Ҫӗрлехи хуралҫӑ… Ҫапла…

Вара хуллен малалла утрӗ.

Ачасем порта та кӗрсе тухаҫҫӗ, Дюковски пахчана, Ген заводне те, пур ҫӗре те ҫитеҫҫӗ, Ҫывӑхри Армансен урамне ҫеҫ пӗрре те пӗрле кайман.

Ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн Гаврик унта пӗчченех таврӑнать.

Петя ҫак кунсенче мӗнле вырӑнсене ҫитсе курнине пӗлнӗ пулсан, ашшӗпе аппӑшӗ пачах ухмаха ернӗ пулӗччӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех