Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур

Автор: Н.НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Хушнӑ: 2019.07.25 02:00

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 294

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри ытти районсенчи пекех, Шӑмӑршӑ районӗнче те ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗсене татса парассипе малалла тимлеҫҫӗ.

Пур ял тӑрӑхӗнче те ялсенче ҫӳп-ҫап контейнерӗсем лартма ятарлӑ площадкӑсен схемисене ҫирӗплетнӗ, халӗ ҫав лаптӑксене тивӗҫлӗ шая ҫитерессипе ӗҫлеҫҫӗ.

- Контейнерсене асфальт сарса хытарнӑ е бетон плитасем хунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ вырӑнсене лартмалла. Ҫапла пулсан кӑна контейнер лартмалли вырӑна йӗркелесе ҫитернӗ теме пулать. Паянхи куна ял тӑрӑхӗсенче пурӗ 80 площадка хатӗр, - палӑртрӗ калаҫура район администрацийӗн строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Вячеслав Витальевич Вашуркин.

Ертӳҫӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн районти ялсенче ятарлӑ вырӑнта пурӗ 141 контейнер лартмалла. Ҫӳп-ҫап контейнерӗсене туянма района республика бюджетӗнчен 2 миллион та 773 пин те 371 тенкӗ уйӑрса панӑ, район бюджетӗнчен 693 пин те 343 тенкӗ уйӑрнӑ.

- Района куҫарса панӑ укҫа-тенкӗпе ҫитес вӑхӑтрах евроконтейнерсем туянмалла. Вӗсем пластмасса материалтан, тӗпӗнче урапаллӑ, хупӑлчапа пулмалла. Контейнерсене туянма, саккунпа килӗшӳллӗн, аукцион пуласса пӗлтернӗ, - палӑртрӗ Вячеслав Витальевич контейнерсен пахалӑхӗпе тата вӗсене хӑҫан лартассипе кӑсӑклансан.

Апла пулсан ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗ, пӗчӗк утӑмсемпе пулин те, уҫӑмланса пырать. Йӗрке пулмаллах.

Ҫапах та ҫынсем таврари ҫырмасене, пӗве пуҫӗсене, варсене, вӑрман хӗррисене пурпӗр ҫӳп-ҫап тӑкакансем пурри пирки хыпарлаҫҫӗ, вӗсене чарма ыйтаҫҫӗ. Кашни ялтан михӗсене тултарнӑ ҫӳп-ҫапа районта ҫирӗплетнӗ графика пӑхӑнса турттарса тӑраҫҫӗ пулин те, чарӑну павильонӗсем патне ҫӳп-ҫап турттарса тухма ӳркенмен ҫынсем те пур.

Районта ҫакӑн пек «кахал» ҫынсене тупса палӑртассипе ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта вӗсене видеокамера асӑрхать, тепӗр ҫӗрте вара ҫӳп-ҫап тухса пӑрахакансене ыттисем курса тивӗҫлӗ органсене пӗлтереҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа пӑрахма юраман вырӑна тухса пӑрахакана саккунпа ҫирӗплетнӗ (РФ Административлӑ право нормисене пӑснин кодексӗн 8.1 статйи) пӗчӗк мар штраф кӗтет: уйрӑм ҫынсене 1-2 пин тенкӗ таран штраф. Ку вара «ҫӳп-ҫапшӑн» килекен квитанцин пӗр уйӑхри тӳлевӗ кӑна мар. Ҫӳп-ҫапа контейнера пӑрахма е хальлӗхе палӑртнӑ кунсенче миххе тултарса илсе тухма кӑна ирӗк пуррине шута илсен, ӑна урӑх ниҫта та пӑрахма юраманни куҫкӗрет.

Ҫакна пурте ӑнланса ҫитсен кӑна тасалӑхра пурӑнма пулать. Ҫын хӑйне хисеплет пулсан вара, ӑнланма кирлех.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех