Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ...

Автор: Н.НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Хушнӑ: 2019.07.25 02:06

Пуплевӗш: 88; Сӑмах: 555

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Проект ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.

Пулмантӑш. (1. Тырӑ пиҫсе ҫитеймен вырӑн - ял; 2. Чукал витӗр юхса иртекен юхан шыв). Кунта пирвайхи чӑвашсем 400 ҫула яхӑн каялла килнӗ. Пуянсенчен тарса вӗсем сӗм вӑрман тӑрӑхне пырса ҫитнӗ. Кунта вырнаҫсан тыр-пул ӳстернӗ, вӑрман каснӑ-кӑкланӑ. йывӑҫран савӑт-сапа ӑсталанӑ. Ҫӑка хуппинчен ҫӑпата хуҫнӑ, сӑпка, кушил, курӑс мунчали тунӑ. Пурӑна-киле кунта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Анчах та ҫӗр пулӑхлӑ пулман, тырӑ-пулӑ тухӑҫ паман.

Варваринка. Ӗлӗк ку вырӑна пӗр пуян хӗрарӑм килнӗ. Ӑна Варвари тесе чӗннӗ. Унччен кунта никам та пурӑнман. Ывӑлӗ авлансан Варвари пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленӗ. Унран пӗчӗк ял пуҫланса кайнӑ. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑма сума суса яла Варваринка («Варвари» ялӗ) тесе ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра ку ял ҫук, вӑл Вырӑс Чукалӗнчи Ленин урамӗпе пӗрлешсе кайнӑ.

Анчӑк ҫырми. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ялта ӗлӗк килсӗр йытӑ-кушак нумай пулнӑ. Вӗсем хур-кӑвакала, чӑх-чӗпе тапӑннӑ, ача-пӑчана хӑратнӑ. Ял ҫыннисем ҫапкаланчӑкскерсене тытса ҫырмара путарса вӗлернӗ. Ҫырмине «анчӑк ҫырми» тенӗ. Халӗ, шыв ҫукран, ӑна «Тип ҫырма» теҫҫӗ.

Ҫуннӑ вар. Ку ҫырма вӑрманпа юхса иртет. Ваттисен сӑмахӗ тӑрӑх, вӑрманти йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе илӗртнӗ. Пӗррехинче кунта вӑйлӑ пушар пулнӑ, йывӑҫсем нумай ҫуннӑ. Ҫавӑнпа ку вырӑна «ҫуннӑ вар» теме пуҫланӑ.

Тарӑн вар. Ялтан инҫех мар ҫырмана ҫапла калаҫҫӗ. Ыттисемпе танлаштарсан вӑл питӗ тарӑн.

Уй чӳк. Ҫулсерен, ҫур аки хыҫҫӑн, ваттисем тата вӗсене пулӑшакансем сӑваплӑ вырӑна - чӳк вырӑнне пуҫтарӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле йӗс хуран, вут-шанкӑ, кӗрпе, пашалу, тӑвар илнӗ. Чӳклемелли выльӑх-чӗрлӗхе - вӑкӑра е ӑйӑра, темиҫе сурӑха, хур-кӑвакала хӑваласа килнӗ. Ҫапла майпа уй-хире парне кӳнӗ: уй чӳкне тунӑ.

Янапӑс. Ҫӗнӗ Чукал ялӗн хӗрринче, Уй чӳк сӑрчӗпе юнашар, тӗлӗнмелле хитре вырӑн пур. Вӑл - Янапӑс сӑрчӗ. Унта тӗрлӗ йывӑҫ ӳсет. Ячӗ пирки ӑнлантарни ҫук. Ӗлӗк кунта хӗрессем пулнӑ. Вӗсене тӑлӑх арӑмсем вӑрҫӑра вилнӗ мӑшӑрӗсене асӑнса лартнӑ.

Киремет ҫӑлӗ. Ялӑн Киремет карти (чӳк тумалли вырӑн) пулнӑ. Ун патне кӗмелли ҫурҫӗр енчи алӑк ҫывӑхӗнче ҫӑл пулнӑ. Ҫӑл шывӗ сиплӗ пулнипе ҫынсем ӑна ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫнӗ, чирлемен.

Сивӗ ҫӑл - Кашкӑр ҫӑлӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ун ҫумӗнче шурлӑх пулнӑ. Апат шыраса кашкӑрсем ку вырӑнта та ҫӳренӗ. Каҫсерен унтан вӗсем улани илтӗннӗ. Шывӗ шутсӑр сивӗ пулнӑ, тарлани ҫинчен ӗҫсен ҫынсем чирленӗ.

Ҫвяттуй шыв - 1. (часавай). Маларах Шӑмӑршӑ районӗ Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗнӗ. Ун чухне ҫӑл шывӗ ҫинче Тихвинти Турӑ амӑшӗн сӑнарӗ курӑннӑ. Ячӗ ҫакӑнтан тухса кайнӑ. Турра ӗненекенсем кунта килсех ҫӳреҫҫӗ, ҫӗр каҫаҫҫӗ; чир-чӗртен сывалакансем те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫӑл Ульяновск облаҫӗн Сурски район чиккине кӗрет. Июлӗн 9-мӗшӗнче - Тихвин кунӗ - кунта халӑх нумай пухӑнать.

Шур чул. Ҫӑла, тӗпӗнче шур чул пулнӑран, ҫакӑн пек калаҫҫӗ. Кунти шыв чи таса та сивӗ шыв шутланать.

Мунчала кӳлли. Ӗлӗк мунчалана ҫӑка хуппинчен хатӗрленӗ. Малтан ҫӑка хупписене ушкӑнӗпе ҫыхса сулӑ пек тунӑ та шыва янӑ, кунта икшер эрне хутнӑ - ислетнӗ. Шывран кӑларса, ҫемҫелнӗскере сӳсе сунчала тунӑ. Ку ят хальччен упранса юлнӑ.

Шапа кӳлли. Ӗлӗк вӑрманти пӗр кӳлӗре шапа нумай пулнӑ. Шапасем кваклатни таҫтах илтӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра ку кӳлӗ вырӑнӗнче шурлӑх.

Ирҫе чикки (замордовье). Чӑвашсем хӑйсемпе туслӑ пурӑнакан вырӑс, ирҫе, тутар ҫыннисемпе уяв ирттернӗ хир ячӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта ыраш вӑйлӑ ҫитӗннӗ.

Пысӑк Каҫунай хирӗ. Ун лаптӑкӗ - 80 га. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне кӗнӗ. Пирӗн аслӑ ӑру ҫыннисем кунта тар тӑкнӑ.

Пӗчӗк Каҫӑнай хирӗ. 14 гектар ҫинче вырнаҫнӑ хир те вӑрман хуҫалӑхӗн - патшалӑхӑн шутланнӑ. Пирӗн умӗн пурӑннӑ ҫынсем кунта тӗрлӗ тыр-пул ӳстернӗ.

Чикӗ. Ҫуллахи каҫсенче Кивӗ Чукал тата ун ҫывӑхӗнчи ял ҫыннисем ку вырӑнта вӑйӑ каланӑ, вылянӑ, ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Уйрӑмах Ҫимӗк уявӗ чаплӑ иртнӗ. Халӗ кунта Ял уявне, Акатуйне ирттереҫҫӗ. Ялсен чиккинче вырнаҫнӑран ку лаптӑка «Чикӗ» тенӗ.

(«Энциклопедия Шемуршинского района» кӗнекерен).

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех