Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ял аталанать, малашлӑха шанать

Автор: А.МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Хушнӑ: 2019.07.25 01:58

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 426

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Политика

Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн территорине пырса кӗрсенех кунти тирпей-илем куҫа курӑнать. Кунта тасалӑхпа илеме чун-чӗрепе туякансем пурӑнаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ, ял халӑхӗ тӑрӑшнӑран, ял тӑрӑхӗ республикӑра ирттерекен конкурссене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗрет. Паллах, ҫакӑнта ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн В.Яковлевӑн тӳпи те пысӑк. Вӑл халӑха ертсе пыма, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме пултарать. Ку вара паянхи пурнӑҫра - чи кирли. Кунти пурнӑҫпа тата ӗҫ-хӗлпе паллашас тесе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе курса калаҫрӑмӑр. Хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравлама ыйтрӑмӑр.

- Вячеслав Александрович, ял тӑрӑхӗнче пурӗ миҫе кил тата вӗсенче миҫе ҫын пурӑнать?

- Пурӗ ял тӑрӑхӗнче 465 кил (Карапай Шӑмӑршӑра - 339, Ҫӗнӗ Тӑрӑнта - 126) шутланать, 1185 ҫын (Карапай Шӑмӑршӑра – 945, Ҫӗнӗ Тӑрӑнта - 240) пурӑнать. Ҫынсем, уйрӑмах, ял хуҫалӑх ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Ҫырла-кӑмпа пуҫтарса, милӗк хатӗрлесе суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

- Ял тӑрӑхӗнче мӗнлерех учрежденисемпе организацисем пур?

- Кунта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, «Василек» ача сачӗ, Культура ҫурчӗ, ҫемье тухтӑрӗн офисӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, часавай, «Карапай Шӑмӑршӑри психоневрологи интерначӗ» бюджетлӑ учреждени, 7 лавкка вырнаҫнӑ.

- Хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем те районта ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Миҫе-ха вӗсем сирӗн?

- 4 фермер хуҫалӑхӗ пирӗн. О.А Хлюкин, Т.Г. Иванова, В.М. Алексеев, А.В. Денисов ертӳҫӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗсем туса параҫҫӗ. Вӗсем тырӑ-пулӑ ҫитӗнтереҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Ҫулсеренех техникӑпа материал базине ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

- Карапайсемпе тӑрӑнсем юрӑ-ташӑра та ӑста…

- Тӗрӗсех асӑнтӑр. Ку енӗпе пире ҫитекенсем сахал. Района килекен нумай хӑнана эпир район чиккине тухса ҫӑкӑр- тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илетпӗр. Республикӑри, районти мероприятисене, конкурссене хастар хутшӑнатпӑр. Ялти Культура ҫуртӗнче те час-часах концертсемпе уявсем йӗркелеҫҫӗ. Ял библиотеки те ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑнура тӑрать. Тӗлпулусем, калаҫусем ирттерет. Г.Петькова культура ӗҫченӗпе А.Савельева библиотекарь яланах халӑхпа пӗрле пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

- Сирӗн физкультурӑпа спорт та лайӑх аталаннӑ. Мӗнрен килет ҫакӑ?

- Спорта юратакан ҫын сывлӑхпа пурӑнать. Ҫакна тӗпе хурса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялти хастарсемпе, физкультура вӗрентекенӗсемпе ӑмӑртусем йӗркелесех пырать. Ял варринчи стадиона юсарӑмӑр. Унта ҫӗнӗ спорт сооруженийӗсем вырнаҫтартӑмӑр. Хоккей коробки пурри те ял ачисемпе ҫамрӑкӗсене савӑнтарать. Республикӑри, районти ӑмӑртусенчен пирӗн ентешсем ҫӗнтерӳсемпе таврӑнни, паллах, кӑмӑла ҫӗклет. малалла татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Ҫулсерен Ю.Г. Чугунова асӑнса велокросс, Г.С. Измайлова асӑнса шашка турнирӗ, футбол, волейбол, хоккей, ҫӑмӑл атлетика, «Йӗлме йӗлтӗр» ӑмӑртӑвӗсем пулаҫҫӗ.

- Пурне те калаҫтаракан ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗ сире те канӑҫ памастех пуль?

- Ҫапла, ку чӑнахах та ҫапла. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ял ҫыннисем йӗркене кӗрсе пыраҫҫӗ. Контейнерсем вырнаҫтармалли площадкӑсем тӗрлӗ бюджет укҫи-тенкипе Карапай Шӑмӑршӑра - 2, Ҫӗнӗ Тӑрӑнта - 1 тата хамӑр вӑйпа 5 площадка туса вырнаҫтартӑмӑр. Халӑха асӑрхаттарсах хӑварас килет, ҫӳп-ҫапа палӑртнӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухмалла. Тархасшӑн, апат-ҫимӗҫ юлашкине урама кӑларма ан тӑрӑшӑр. Ҫавна пула йытӑсемпе кушаксем, вӗҫен кайӑксем михӗсемпе хутаҫсене ҫурса ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ. Пластик савӑтсенчи сывлӑша кӑларса ӑна лапчӑтса пӑрахни те контейнерсенче нумайрах пушӑ вырӑн хӑварма пулӑшать.

- Вячеслав Александрович, сире малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыма чӑтӑмлӑхпа хастарлӑх, ҫынсене ырӑ тӗслӗх кӑтартса пыма ҫирӗп вӑй-хал сунатӑп.

- Тавтапуҫ.

А.МИХАЙЛОВ калаҫнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех