Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч

Автор: Ирина ПАРГЕЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хушнӑ: 2016.08.02 16:44

Пуплевӗш: 71; Сӑмах: 931

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Ялти пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ нумай пурнӑҫларӗҫ: хытӑ сийлӗ ҫулсем сарчӗҫ, ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртрӗҫ, нумай ҫӗрте социаллӑ ҫӗнӗ объектсем — ача сачӗсем, фельдшер-акушер пункчӗсем — хӑпартрӗҫ, халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерчӗҫ... Савӑнса кӑна пурӑнмалла пек! Шел, ҫамрӑксем ҫав-ҫавах хуланалла туртӑнаҫҫӗ.

Йӗркеллӗ условисем кирлӗ

Паянхи кун шӑпах ҫакӑ — 35 ҫула ҫитменнисем ялсенче юлманни — чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Ун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов парламентӑн 38-мӗш сессийӗнче те сӑмах пуҫарчӗ.

— Мана, аграри секторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗскере, ялти лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Ҫамрӑксем хулана йышлӑн туха-туха кайни ялта пысӑк шалуллӑ тата тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗр ӗҫӗ пурнӑҫ тӗллевӗ пулнӑ ӑру кайсан эпир кампа юлӑпӑр? Ҫӗршыва кам тӑрантарӗ? Ялсенчен нумайӑшӗ паян ҫакна пула «кадрсен выҫлӑхӗпе» тӗл пулать. Педагогсем те, механизаторсем те, дояркӑсем те, комбайнерсем те ҫитмеҫҫӗ. Ҫапла, Пӗтӗм Раҫҫейри «Земство тухтӑрӗ» проекта шанни тӳрре тухрӗ. Ҫамрӑк кадрсене яла илӗртмелли тата унтах хӑвармалли ҫӗнӗ механизмсем шухӑшласа кӑлармалла, анчах ҫакӑн валли ӗҫ паракансен вырӑнта пурӑнма тата ӗҫлеме кирлӗ условисем йӗркелемелле. Унсӑр пуҫне предприятисемпе аслӑ шкулсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатмалла, — терӗ ун чухне спикер.

Йӑнӑш шухӑшсенчен хӑтӑлмалла

Ялта агрономсем, зоотехниксем, ветеринари тухтӑрӗсем ҫитменнине «Хыпар» хаҫат журналисчӗсем редакцие Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев килсен те сӳтсе яврӗҫ. Андрей Евгеньевич палӑртнӑ тӑрӑх — аслӑ шкул республикӑн аграри сфери валли специалистсене кирлӗ чухлех хатӗрлет, анчах пӗтӗм выпускник яла ӗҫлеме каясшӑнах мар. Ҫакӑн сӑлтавӗсене ректор халӑхра анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш темиҫе шухӑшра курать.

Пӗрремӗшӗ — аграри пӗлӗвӗ малашлӑхсӑр тени. Ку тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен 4-5 ҫул вӗренни ҫамрӑкӑн малашлӑхне, унӑн компетенцине витӗм кӳрет. Иккӗмӗшӗ — «ял хуҫалӑхӗ — резина атӑ, чӗркуҫҫи таран тислӗк, ҫителӗклӗ хутса ӑшӑтман ҫурт» текен шухӑш. Академи ертӳҫи унпа пачах килӗшмест. Хальхи вӑхӑтра ялсенче тӗнче шайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем уҫӑлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатаҫҫӗ, ӗҫлекенсем валли канмалли пӳлӗмсем уйӑраҫҫӗ. Ун пек витесенче, паллах, резина атӑ кирлӗ мар. Алӑпа пурнӑҫламалли ӗҫ те сахал. Виҫҫӗмӗш шухӑша, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ укҫи ытла пӗчӗк тенине, пӗтерес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртать А.Макушев:

— Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи АПК тытӑмӗнчи реформӑсем — шалу вӑхӑтра илейменни, ун вырӑнне утӑ-улӑмпа тырӑ пани — халӑх ӑс-тӑнӗнче нумайлӑха ҫырӑнса юлнӑ. Тин ҫеҫ вӗренсе пӗтернӗ ветеринари врачӗ уйӑхра вӑтамран 13-15 пин тенкӗ шалу илет. Ҫакӑ сахал-и? Банка ӗҫе вырнаҫакан ҫамрӑка та тӳрех 40 пин тенкӗ шалу памаҫҫӗ. Ӗненӗр.

Аграри пӗлӗвне илекенсен хушшинче хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелекен сахал мар. Вӗсене патшалӑх та пулӑшать. Тӗслӗхрен, «Ӗҫе пуҫӑнакан фермер» программӑпа килӗшӳллӗн. Е илнӗ кредитӑн процент ставкине субсидилесе. Унсӑр пуҫне ялта вӑй хуракан ҫамрӑк кадрсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма май паракан программа та питӗ кирлӗ те вырӑнлӑ. Унпа килӗшӳллӗн 35 ҫула ҫитмен специалистсене ҫурт-йӗр хакӗн 70% чухлӗ социаллӑ тӳлев параҫҫӗ. 70% сахал мар-ҫке. Чӑн та, патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнисен савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм хыҫҫӑн ялта тата темиҫе ҫул ӗҫлемелле.

— Студентсем тӗлпулусенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтерсе яла каякансем, пурнӑҫне агропромышленноҫ комплексӗпе ҫыхӑнтаракансем валли те «Земство тухтӑрӗ» йышши программа йышӑнма май ҫук-ши тесе тӑтӑшах ыйтаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, вӗсемшӗн пулӑшу виҫи мӗн чухлӗ пулни мар, ҫав мел пурри пӗлтерӗшлӗрех, — тет ректор. Вӑл академи ЧР Вӗренӳ тата Ял хуҫалӑх министерствисемпе пӗрле шкулсенче аграри класӗсем йӗркелеме пуҫласси пирки те каласа кӑтартрӗ.

Тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ

«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 2012-2015 ҫулсенче ялти медицина организацийӗсене 278 ҫамрӑк специалист ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫапах районсенчи сиплев учрежденийӗсенче медицина кадрӗсем ҫав-ҫавах ҫитмеҫҫӗ. Ялсемпе хула евӗрлӗ поселоксенче пӗтӗмӗшле врач практики, анестезиологи-реаниматологи, рентгенологи, хирурги, акушерлӑхпа гинекологи, кардиологи, педиатри, онкологи тата ытти специальноҫпа тухтӑрсем ҫителӗксӗр.

Тепӗр чӑрмав — асӑннӑ программӑна ялсемпе хула евӗрлӗ поселоксене ҫеҫ кӗртни, хулари больницӑсене ӗҫлеме вырнаҫакан ҫамрӑк специалистсем вара 1 миллион тенкӗ пулӑшӑва тивӗҫеймеҫҫӗ. Етӗрне район тӗп больници те хулара вырнаҫнӑ, ҫакна пула унта килес текен тухтӑрсем ҫукрах. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин каланӑ тӑрӑх — районта медицина кадрӗсен ыйтӑвӗ чӑнласах та питӗ ҫивӗч. Паянхи кун ҫав тӑрӑхра 28 врач-специалист ҫитмест. «Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.

Ҫак районти ялсенчи сиплев учрежденийӗсене «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 4 ҫамрӑк килнӗ: 2012 ҫулта — иккӗн, 2013 ҫулта — 1. Тепри, педиатр, нумаях пулмасть вырнаҫнӑ. «2012 ҫултах ӗҫе пуҫӑннисен тепӗр ҫулталӑк ҫурӑ вӑй хумалла. Ҫак срок вӗҫленсен вӗсем те районта юлмастпӑр теҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе Шупашкарта хваттер туяннӑ пулас», — пӑшӑрханса каларӗ В.Кузьмин. Кадрсен ыйтӑвне вара татса памаллах — халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалла вӗт. Ҫакна райадминистраци пуҫлӑхӗ, хӑй те врачра тӑрӑшнӑскер, лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа ертӳлӗх пулас специалистсене медицина вузӗсенче тӗллевлӗ вӗрентесси пирки виҫӗ енлӗ килӗшӳ тӑвать. Кӑҫал акӑ ку меслетпе икӗ ҫамрӑк усӑ курма кӑмӑл тунӑ. Паллах, вӗсем специалист дипломне алла иличчен, ординатура витӗр тухиччен вӑхӑт самаях иртет. Яваплӑ ҫынсем ҫавӑн пекех выпускниксемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене хӑйсем патне ӗҫе вырнаҫма чӗнеҫҫӗ. Ҫамрӑксене пулӑшу пултӑр тесе пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтереҫҫӗ.

Владимир Кузьмин акӑ пӗр специалиста хӑйне уйӑрса панӑ служба хваттерӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Кӑҫал та Етӗрне тӑрӑхне ӗҫлеме килес кӑмӑллӑ тухтӑрсем валли — 2, тепӗр ҫул тата тепӗр 2 хваттер уйӑрма палӑртнӑ. Шалу хӑйсем ӗмӗтленнӗ пек пысӑк пулмасан та пурӑнмалли вырӑн ыйтӑвне татса пани врачсене хавхалантарасса шанать пуҫлӑх. Сӑмах май, унӑн хӑйӗн икӗ ачи те врача вӗренсе тухнӑ, халӗ иккӗшӗ те хулара ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрӗ Шупашкара качча тухнӑран унтах тӗпленнӗ, ывӑлӗ вара ялта ӗҫ тиевӗ пӗчӗкрех тесе тӑван тӑрӑхне килесшӗнех мар-мӗн. «Медицина кадрӗсен ыйтӑвне йывӑр пулсан та пӗчӗккӗн татса паратпӑрах», — пӗтӗмлетрӗ Владимир Николаевич.

Медицина организацийӗсенчи вакансисен списокӗпе, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑскерпе, паллашнӑ май Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Йӗпреҫре, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара та Етӗрнери евӗрлӗрех лару-тӑру хуҫаланать теме май пур.

«Ялти медицина ӗҫченӗсене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсене малашне те туллин сыхласа хӑварӑпӑр», — терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче. Ун чухнех вӑл ялта вӑй хуракан тухтӑрсене ҫурт-йӗр туянма е хӑпартма илнӗ ипотека кредичӗн проценчӗсен 4% саплаштарма субсиди парасси пирки калакан указа алӑ пуснине пӗлтерчӗ. Сӑмах май, ку указ ҫамрӑк специалистсене ҫеҫ мар, 50 ҫула ҫитмен медицина ӗҫченӗсене те пырса тивет. Паллах, вӑл та медицина кадрӗсен ыйтӑвне татса пама пулӑшасса шанас килет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех