Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…»

Автор: Ив. САЛАНДАЕВ

Ҫӑлкуҫ: «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Хушнӑ: 2016.07.31 21:20

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 326

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

ЧӐВАШ сӑвӑҫи Шетмӗ Михали тахҫан «Капкӑн» журналта ҫак йӗркесене пичетлесе кӑларнӑччӗ:
«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль
Ҫӳп-ҫап ӑшӗнчен тухса.
Тӑкса тултарчӗҫ тем чул
Кам-ха тӑрӗ тасатса?»

Шухӑшлатӑп та, Шетмӗ Михали тусӑм пирӗн Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ ҫинчен ҫырман-ши тетӗп. Тирпей-илем тӑвасси пирки мӗн чухлӗ калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, ятлаҫатпӑр — ҫӳп-ҫап ӑшӗнчен ҫав-ҫавах тухаймастпӑр. Шӑмӑршӑри хуть те хӑш урамра та паян тасамарлӑх хуҫаланать, контейнерсем тулса тӑкӑнаҫҫӗ. Ӑҫта ан пӑх — ҫӳп-ҫап вӗҫет, тавралӑха варалать...

Йӗрке тума нумай та кирлӗ мар вӗт-ха — контейнерсене вӑхӑтра пушатса тӑмалла ҫеҫ. Анчах ҫак «вӑхӑт» тенине коммуналлӑ службӑра ӗҫлекенсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ пулмалла: контейнер ҫумне тепӗр ҫӳп-ҫап купи ӳссе лармасӑр «мусоровоза» кӗтсе илейместпӗр.

Коммуналлӑ хуҫалӑх ҫеҫ айӑплӑ теместӗп-ха, ҫынсем тирпейсӗр пурӑнма хӑнӑхса пыни чуна ыраттарать. Тин ҫеҫ пушатса кайнӑ контейнера час-часах пахчара ҫумланӑ ӳсентӑранпа, типнӗ курӑкпа, пахчаҫимӗҫ юлашкипе, выльӑх-чӗрлӗх тислӗкӗпе, картун коробкӑпа тултарса лартни те вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗртсе паха удобрени тума май пур ӑпӑр-тапӑра кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Лавккаран сывлӑхшӑн сиенлӗ хими имҫамӗ туяниччен, килти пахчари тӑпрана компост хатӗрлесе пуянлатма шутламастпӑр.

Ҫапах та районта тирпей-илемшӗн яваплӑ служба кирлех тесе шутлатӑп. Халӗ мӗнле-ха: ял тӑрӑхӗн администрацине шӑнкӑравлатӑн — коммуналлӑ хуҫалӑха пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, коммунальщиксене аран-аран шыраса тупатӑн — вӗсем ҫӳп-ҫапа графикпе килӗшӳллӗн турттараҫҫӗ имӗш.

Ҫав ҫӗрҫӑтман графикне кам тунӑ-ши: ахӑртнех, пирӗн района ҫав тери юратман ҫынах.

Ҫӳп-ҫаппа тӗрлӗ тасамарлӑха тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеменни ҫине те йӑвантараҫҫӗ. Ку, ман шутпа, тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кӳршӗллӗ Патӑрьелпе Елчӗк районӗсенчи ӗҫтешсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен коммунальщикӗсем килӗрен киле ҫӳресе, пӗрре те манма памасӑр пулӑшу укҫине пуҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн вара хӑйсем пырса тӳлессе кӗтеҫҫӗ. Тӳлекенни – тӳлет, тӳлес темени — Турӑ каҫарасса шанать. Коммуналлӑ служба вара ҫӳп-ҫап турттаракан автомашинӑна бензинпа тивӗҫтерме те укҫа тупаймасть.

Район центрӗнче — пӗр хуйхӑ, ялсенче тирпей тӑвасси — тата пысӑкрах нуша. Михӗсенче пуҫтарӑннӑ тасамарлӑха вӑхӑтра турттарса тӑмасан, район администрацийӗн ырӑ пуҫарӑвне — ҫӳп-ҫапа контейнерсемсӗрех пуҫтарассине – пуш параппана ҫӑка патакпа тӳнклеттернӗ пекех пулса тухать.

Апла шутласан та, капла ҫавӑркаласан та, тӗп шухӑш ҫавнашкал: ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса-тасатса тӑмалла, ял халӑхӗн вара тирпей-илемшӗн тӑрӑшмалла. «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль...» тесе лармалла мар, тӑван район илемлӗ те тирпейлӗ пултӑрччӗ тесе пурин те вӑй хумалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех