Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтеҫҫӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Июлӗн пуҫламӑшӗнче манӑн Академири ӗҫсем пӗтеҫҫӗ, — пире пурӑнма пултӑр тесе, вӗсене туса пӗтересех пулать.

В начале июля кончатся мои работы по Академии, — их надо кончить, чтобы можно было нам жить.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ӑна пирӗн Совет председателӗ ҫапла касма хушрӗ, премисем илсе хӑтланчӗ, анчах шӑна-пӑвансем асса кайсан акӑ, пӗтеҫҫӗ лашасем!

— Это наш председатель совета распорядился, премия получал, а нудазачнется — пропадут кони!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чул ҫуртсене кӗре-кӗре пӗтеҫҫӗ.

Дома всасывают людей, одного за другим, в свои каменные внутренности.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Пӳрт тӑррисенче пӗчӗк-пӗчӗк юр утравӗсем ирӗлсе пӗтеҫҫӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт тумлакан юр шывӗ пӳрт тавра тӗксӗм те тарӑн йӗр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр хывать.

Последние островки снега дотаивали на крышах, и частая капель продолбила в снегу около изб глубокие, темные, точно отбитые по линейке, канавки.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫ ӑнать, тени илтӗнсен, ҫав акцисен хакӗ хӑпарса каять, ӗҫӗ япӑх, тени илтӗнсен — акцисем йӑлтах пӗтеҫҫӗ.

Послышится, что предприятие идет хорошо, бумажки вздорожают, худо — все и лопнет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑна ҫитсӑран та туса парса ҫитермелле мар; питӗ хӑвӑрт пӗтет ун ҫинче, уйрӑммӑнах пушмаксем пӗтеҫҫӗ, пасартан илсе ҫитерейместпӗр.

Ей и ситцевых не напасешься; так вот на ней все и горит, особенно башмаки: не успеваем на рынке покупать.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗррехинче тата Захар, яланхи пекех, «улпут мана таракансемшӗн кӑлӑхах ятлать, эп шутласа кӑларнӑ-им вӗсене», тесе ӳпкелешет, вара Анисья, ним шарламасӑр, ҫӳлӗк ҫинчи хура ҫӑкӑр татӑкӗсемпе тахҫантанпах, выртакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарать, шкапсене, савӑт-сапана шӑлса,… ҫуса тасатать те — таракансем пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ.

Когда еще он однажды по обыкновению стал пенять на барина, что тот бранит его понапрасну за тараканов, что «не он выдумал их», Анисья молча выбрала с полки куски и завалявшиеся с незапамятных времен крошки черного хлеба, вымела и вымыла шкафы, посуду — и тараканы почти совсем исчезли.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑнасем флигельсене, павильонсене каяҫҫӗ; ыран вара саланса пӗтеҫҫӗ: пӗрисем пулӑ тытма, теприсем пӑшалсемпе, хӑшпӗри ниҫта та каймасть, ларать…

Гости расходятся по флигелям, по павильонам; а завтра разбрелись: кто удить, кто с ружьем, а кто так, просто, сидит себе…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Женя тӳрех ӑнланчӗ: вӑл хӑйне ҫирӗп тытмасан вӗсем пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.

И тут Женя поняла, что если не возьмет себя в руки и не станет все делать всерьез, то они все пропадут.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗтеҫҫӗ ӗнтӗ кусем!

Они же пропадут!

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ача-пӑчасемпе те вӗсем хавассӑн калаҫаҫҫӗ, вара ачасем вӑтанса, хӗрелсе кайса тарса пӗтеҫҫӗ.

С мальчиками они разговаривали также охотно, а у мальчиков горели уши и они в ужасе разбегались.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан вӑл питне ҫӑвать, вара сӑмсине ҫав тери хыттӑн шӑнкартать, тинӗс хӗрринче тӗлӗрсе выртакан вӗтӗ пулӑсем хӑранипе тӗрлӗ еннелле тарса пӗтеҫҫӗ.

Затем он умылся и так громко высморкался в море, что несколько головастых мальков, безмятежно заснувших под берегом, брызнули во все стороны, вильнули и пропали в глубине.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хуҫисем аванс илес вырӑнне ҫинчех манӑн тип-варла ҫимелли паёкӑма пая кӗчӗҫ, ватӑ бухгалтер вара, тав тӑвас кӑмӑлӗпе, хӑйӗн шут ӗҫӗнчи пурнӑҫне темиҫе кун хушши вӗҫӗмсӗр кала-кала кӑтартрӗ, унта ӗнтӗ унӑн савӑнӑҫӗ те пур, еккине яни те, ҫавсем вара пӗтӗмпех пур ӗҫне те шӑпах вӑхӑтра тӑвассипе трест директорне тӗлӗнтернипе пӗтеҫҫӗ.

Хозяева взамен внесения аванса согласились на долю моего сухпайка, старый же бухгалтер, с желанием поблагодарить, несколько дней кряду бесконечно начал рассказывать про свою жизнь счетовода, где были и его радости, получение расположения, которые заканчивались удивлением директора треста в своевременном окончании всех работ.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сима Крупицына 1938 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче пуҫласа ҫичӗ ҫул хушши ҫырса пынисем ҫак кунпа пӗтеҫҫӗ.

Записки Симы Крупицыной, начатые ею ровно семь лет назад, 30 апреля 1938 года, этим днем кончаются.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темтепӗр хӑтланса пӗтеҫҫӗ те, кайран хӑйсенех лайӑх мар.

Напроказят, да и сами не рады.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Петр Андреевич Гринев алҫырӑвӗсем ҫакӑнпа пӗтеҫҫӗ.

Здесь прекращаются записки Петра Андреевича Гринева.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пулӑсем вилсе пӗтеҫҫӗ, — терӗ Петька ҫитӗннӗ ҫын пекех, — халӗ ӗнтӗ пурпӗр самогон юхтарма пуҫлаҫҫӗ.

— Рыба передохнет, — равнодушно, как взрослый, сказал Петька, — и все одно — начнут самогон гнать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Йӗкехӳресем ҫул вӑрӑм килсен пурте вилсе пӗтеҫҫӗ, — хушса хучӗ Петька, — ами вара каллех ҫуратса тултарать.

— Они в високосный год все передохнут, — добавил он, — а царица опять наплодит.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыран ҫитет, унтан татах, татах ыран пулать, пиншер ҫынсем пӗтеҫҫӗ, пиншер ҫынсемшӗн «ыран» ҫук ӗнтӗ, анчах ҫӑлӑнса юлнисем пӗр шанчӑкпа пурӑнаҫҫӗ — ыран, кам пӗлет, тем пулать ыран…

«Завтра» сменяются одно за другим, тысячи людей гибнут, для тысяч нет уже больше «завтра», но уцелевшие живут одной надеждой – завтра, кто знает, что будет завтра?

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эпӗ персе ярсан, чӑн малтан вӗсем пӗтеҫҫӗ.

Если я выстрелю, погибнут прежде всего они.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех