Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVIII

Пай: Мӗн тумалла? –> Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.26 21:58

Пуплевӗш: 209; Сӑмах: 2076

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Каҫарӑр мана, Вера Павловна, — терӗ Лопухов унӑн пӳлӗмне кӗрсе, — епле шӑп калаҫать вӑл, сасси те чӗтрет, апат ҫинӗ чухне кӑшкӑрса калаҫрӗ хӑй, — «тусӑмҫӑм» мар, «Вера Павловна» тет, — чӑрсӑр пулнӑшӑн каҫарӑр мана, тет. Эпӗ мӗн каланине пӗлетӗр эсир: ҫапла, арӑмӗпе упӑшкине уйӑрса яма пултараймаҫҫӗ. Ун чухне эсир ирӗклӗ.

— Чунӑмҫӑм! Кунта кӗнӗ чухне мана йӗнине куртӑн-и эсӗ, — ку вӑл савӑннипе.

Лопухов ун аллине тытса чуптурӗ, темиҫе хут та чуптурӗ.

— Вӑт чунӑмҫӑм, эсӗ мана путвалтан ирӗке кӑлартӑн: епле ӑслӑ та ырӑ эсӗ. Епле кун пек шухӑш тытрӑн эсӗ?

— Иксӗмӗр пӗрле ташларӑмӑр-ҫке пӗркун, ҫавӑн чухне шухӑш тытрӑм эпӗ.

— Чунӑмҫӑм, эпӗ ун чухнех сана ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе шутларӑм. Эсӗ мана ирӗке кӑларатӑн, чунӑмҫӑм. Халӗ ӗнтӗ эпӗ тӳсме те хатӗр; халӗ ӗнтӗ эпӗ путвалтан каяссине пӗлетӗп, халӗ ӗнтӗ мана унта ытлашши пӑчӑ пулмасть, халӗ ӗнтӗ хам унтан тухассине пӗлетӗп эпӗ. Анчах мӗнле тухатӑп-ха эпӗ унтан, чунӑмҫӑм?

— Акӑ мӗнле, Верочка. Халӗ апрелӗн вӗҫӗ ӗнтӗ. Июлӗн пуҫламӑшӗнче манӑн Академири ӗҫсем пӗтеҫҫӗ, — пире пурӑнма пултӑр тесе, вӗсене туса пӗтересех пулать. Вара эсӗ путвалтан тухатӑн. Анчах тата виҫӗ уйӑх, ҫук, унтан та сахалтарах тӳс эсӗ. Вара эсӗ тухатӑн. Эпӗ врач пулса ӗҫлеме пуҫлатӑп. Шалу пысӑк мар; кӑштах практика ӗҫне те тумалла пулать, — кирлӗ таран, — ҫапла пурӑнӑпӑр вара.

— Ах, чунӑмҫӑм, пире питӗ сахал, питӗ сахал кирлӗ пулӗ. Анчах манӑн ун пек тӑвас килмест: манӑн санӑн укҫупа пурӑнас килмест. Халӗ те уроксем пур вӗт-ха манӑн. Ун чухне эпӗ уроксемсӗр тӑрса юлатӑп — вара анне пурне те ман ҫинчен эпӗ усал хӗр тесе каласа кӑтартать. Анчах урӑх уроксем тупӑнӗҫ-ха. Эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма пуҫлӑп. Ҫапла, ҫапла пулмалла вӗт? Санӑн укҫупа пурӑнмалла мар вӗт ман?

— Савнӑ тусӑм Верочка, кам каларӗ кӑна сана?

— Ах, кам каларӗ тесе ыйтать тата. Ун ҫинчен хӑвах калаттӑн мар-и ҫак эсӗ? Санӑн кӗнекӳсенче тата? Вӗсенче ҫурри ытла ҫавӑн ҫинчен ҫырнӑ вӗт.

— Кӗнекесенче? Эпӗ каларӑм-и сана кӑна? Хӑҫан, Верочка?

— Ах, хӑҫан! — тет. Пур япала та укҫаран килет тесе кам каларӗ? Кам каларӗ ӑна, Дмитрий Сергеич?

— Ну, мӗнех вара?

— Эсӗ мана питӗ айван тесе шутлатӑн-и? Сирӗн кӗнекесем каланӑ пек, пӗр шухӑшран мӗнле тепӗр шухӑш тухнине пӗлме пултараймастӑп-и вара эпӗ?

— Мӗнле шухӑш ара? Савнӑ тусӑм Верочка, кам пӗлет эсӗ мӗн каланине?

— Ах, чее! Вӑл тискер ҫын пуласшӑн, унӑн мана хӑйӗн чури тӑвас килет! Ҫук, ун пек пулмӗ, Дмитрий Сергеич, ӑнланатӑр-и?

— Кала эсӗ, каласан ӑнланатӑп.

— Пурте укҫаран килет, тетӗр эсир, Дмитрий Сергеич; камӑн укҫа, ҫавӑн власть тата право, теҫҫӗ сирӗн кӗнекесем; апла пулсан, хӗрарӑм арҫын шутӗнчен пурӑнать пулсан, вӑл ӑна пӑхӑнса тӑрать, ҫапла-и, Дмитрий Сергеич? Эсир ман ҫинчен ҫавна ӑнланмасть, эпӗ сирӗн чура пулатӑп тесе шутланӑ ӗнтӗ, — ҫук, Дмитрий Сергеич, эпӗ сире хама пусмӑрласа пурӑнма ирӗк памастӑп, эсир ырӑ кӑмӑллӑ, ырӑ сунакан тискер ҫын пуласшӑн, манӑн ун пек тӑвас килмест, Дмитрий Сергеич! Ну, тусӑм, тата мӗнле пурӑнӑпӑр? Эсӗ ҫынсен ури-аллисене касӑн, вӗсене путсӗр микстурӑсем ӗҫтерӗн, эпӗ фортепьяно калама вӗрентӗп. Тата мӗнле пулӗ-ха пирӗн пурнӑҫ?

— Ҫапла, ҫапла, Верочка. Хуть те мӗнле юратсан та, хуть те мӗнле шансан та, хӑйӗн ирӗкне кашниех кирек камран та мӗнпур вӑйӗпе сыхлатӑр. Ху мӗн каланине тума пултарӑн-и эсӗ е ҫук-и, пӗлместӗп, анчах ку вӑл пурпӗр тенӗ пекех: кам ҫапла тума шухӑшлать, вӑл хӑйне йӑлтах хӳтӗленӗпе пӗрех; вӑл ҫын хӑй тӗллӗн пурӑнма, кирлӗ пулсан ҫын пулӑшнине сирсе яма пултарнине туять, ҫак туйӑм вара ҫителӗклӗпе пӗрех. Ҫапах та, епле кулӑшла ҫынсем эпир, Верочка! «Сан шутунтан пурӑнас килмест ман», тетӗн эсӗ, сана мухтатӑп эпӗ куншӑн. Кам ун пек калать-ха, Верочка?

— Кулӑшла-тӑк, кулӑшла, тусӑм, — пире мӗн ӗҫ? Эпир хамӑр пӗлнӗ пек, хамӑра мӗнле лайӑхрах, ҫавӑн пек пурӑнӑпӑр. Тата мӗнле пурӑнӑпӑр-ха эпир, тусӑмҫӑм?

Вера Павловна, эпӗ сире пирӗн пурнӑҫӑн пӗр енӗ ҫинчен хам мӗн шухӑшланине каласа кӑтартса, сӗнӳсем патӑм, — эсир вӗсене хӑвӑр планпа пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкрӑр, мана тиран, пӑхӑнтаракан тесе ят патӑр, — пирӗн пурнӑҫӑн ытти енӗсем мӗнле пулассине хӑвӑр шухӑшласа тупӑр-ха ӗнтӗ! Эпӗ хамӑн шухӑшсене каласа панине пустуй япала тесе шутлатӑп, эсир вӗсене пурпӗрех ватса тӑкатӑр. Тусӑм, Верочка, ху мӗнле пурӑнас тени ҫинчен ху кала эсӗ: тен, манӑн: чунӑмҫӑм! Епле пурин ҫинчен те ӑслӑ шухӑшлать вӑл! темелли ҫеҫ юлать пуль.

— Мӗн ку? Комплиментсем калатӑр-и эсир? Пите ӑшӑ кӑмӑллӑ пулас тетӗр-и эсир? Анчах эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп: йӑпӑлтатса, ӑна пӑхӑннӑ пек кӑтартса, пуҫ пулса тӑма йӑпӑлтатаҫҫӗ. Малашне ӑнланмалларах калама ыйтатӑп сире! Тусӑмҫӑм, эсӗ мана ытлашши мухтаса пӗтеретӗн! Намӑс мана, тусӑмҫӑм, — ҫук, ан мухта мана, атту эпӗ ытлашши мӑнкӑмӑллӑ пулма пултаратӑп.

— Юрать, Вера Павловна, сире кӑмӑллӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗнпе хытӑрах калаҫма пуҫлӑп. Эсир, Вера Павловна пӗртте хӗрарӑм пек мар, ҫавӑнпа эсир арҫын калас шухӑшсене каласа хума та пултаратӑр пулас.

— Ах, чунӑм, кала: мӗне пӗлтерет вӑл «хӗрарӑм пек мар» тени? Ӑнланмастӑп эпӗ: хӗрарӑм — контральтпа, арҫын — баритонпа калаҫать, анчах кунтан мӗнех-ха? Пире контральтпа калаҫтарассишӗн мӗн калаҫмалли пур вара? Пире ун пек калаҫма тархасласах ыйтмалла-и вара? Мӗншӗн пире пурте хӗрарӑм пек пулма хушаҫҫӗ-ши? Айван япала вӗт ку, чунӑм!

— Айван япала, Верочка, тата питӗ путсӗр.

— Ҫавӑнпа вара, чунӑм, хӗрарӑм пек пулма тарӑшӑп та эпӗ: итлӗр, Дмитрий Сергеич, эпӗ хамӑр мӗнле пурӑнасси ҫинчен пӗтӗмпех арҫын калас шухӑшсене каласа парам. Эпир туссем пулӑпӑр. Анчах эпӗ санӑн пӗрремӗш тусу пуласшӑн. Ах, эпӗ сана каларӑм-ха: эпӗ санӑн кӑмӑллӑ Кирсановна питӗ кураймастӑп!

— Юрамасть, Верочка: питӗ лайӑх ҫын вӑл.

— А эпӗ ӑна кураймастӑп. Эпӗ сана унпа тӗл пулма чаратӑп.

— Питӗ аван пуҫланать. Вӑл эпӗ тискер пулнипе ҫав тери хӑраса ӳкнӗ те упӑшкине пукане тӑвасшӑн. Пӗрле пурӑнатпӑр пулсан, епле тӗл пулас мар-ха пирӗн.

— Ҫапла, пӗрмаях ыталашса ларатӑр.

— Паллах. Чей хыҫҫӑн тата кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ чухне. Анчах алӑсем пушӑ мар-ҫке, ыталашма йывӑр.

— Кунӗ-кунӗпе уйрӑлмастӑр.

— Пулӗ те. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнчен, эпӗ хамӑн пӳлӗмрен уйрӑлманпа пӗрех.

— Ун пек пулсан, мӗншӗн унпа тӗл пулма пӑрахмастӑн эсӗ?

— Туслӑ-ҫке-ха эпир, хӑш чухне калаҫас килет те вара пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитеричченех калаҫатпӑр.

— Яланах пӗрле ыталашса лараҫҫӗ, яланах ятлаҫса лараҫҫӗ. Кураймастӑп ӑна.

— Ӑҫтан тупрӑн эсӗ кӑна, Верочка? Ятлаҫасса эпир пӗрре те ятлаҫман. Уйрӑм тенӗ пекех пурӑнатпӑр, туслӑ эпир, ку тӗрӗс ӗнтӗ, анчах мӗнех-ха кунтан?

— Ах, чунӑм, епле улталарӑм эпӗ сана, епле чее улталарӑм эпӗ сана! Эсӗ мана хамӑр мӗнле пурӑнассине каласшӑн марччӗ, анчах ху йӑлтах каласа кӑтартрӑн! Епле улталарӑм эпӗ сана! Итле хамӑр епле пурӑнасси ҫинчен, — ху каласа панӑ тӑрӑх калатӑп. Пӗрремӗшӗ, акӑ мӗн, пирӗн икӗ пӳлӗм пулать, санӑн та манӑн, унтан тата чей ӗҫмелли, апатланмалли, хӑнасем йышӑнмалли; пирӗн хӑнасем сан патӑнта е ман патӑмра ҫеҫ пулмаҫҫӗ, эпир вӗсене пӗрле йышӑнӑпӑр. Сана йӑлӑхтарса ҫитерес мар тесе, эпӗ сан пӳлӗме кӗрсе ҫӳреме хӑяймӑп; Кирсанов кӗрсе ҫӳремест вӗт — ҫавӑнпа ятлаҫмастӑр та эсир. Эсӗ те ман пӳлӗме кӗместӗн. Ку иккӗмӗш. Халӗ виҫҫӗмӗш, — ах, савнӑ тусӑм, ун ҫинчен ыйтма манса кайнӑ-ҫке эпӗ: Кирсанов санӑн ӗҫӳсене е эсӗ ун ӗҫӗсене хутшӑнатӑр-и? Пӗр-пӗринчен мӗн ҫинчен те пулин ыйтма права пур-и сирӗн?

— Э, халӗ ӗнтӗ Кирсанов ҫинчен мӗншӗн ыйтнине пӗлетӗп эпӗ! Каламастӑп.

— Ҫук, ҫапах та кураймастӑп эпӗ ӑна. Ан кала, калама та кирлӗ мар. Хамах пӗлетӗп эпӗ: пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтма пултараймастӑр эсир. Ҫапла вара, эпӗ санран нимӗн пирки те ыйтма пултараймастӑп, чунӑм. Санӑн мана хӑвӑн ӗҫӳсем ҫинчен мӗн те пулин каламалла е калас килет пулсан, эсӗ мана хӑвах калӑн. Эпӗ те ҫавӑн пекех тӑвӑп. Акӑ виҫӗ правило. Тата мӗн?

— Верочка, иккӗмӗш правило пирки ӑнлантарса памалла. Эпир санпа пӗр пӳлӗмре чей ӗҫнӗ тата апат ҫинӗ чухне курнӑҫатпӑр, вӑл пӳлӗм манӑн та мар, санӑн та мар. Халӗ ӗнтӗ ак ҫакӑн пек ӗҫ пулса тӑчӗ тесе шухӑшла.

Эпир ирхине чей ӗҫсе тӑрантӑмӑр, эпӗ хамӑн пӳлӗмре ларатӑп, манӑн санӑн пӳлӗме ярса пусма та юрамасть, ҫапла вара, эпӗ сана кӑнтӑрлахи апатченех кураймастӑп, ҫапла вӗт?

— Паллах.

— Питӗ лайӑх. Ман пата паллакан ҫын килет те икӗ сехетре тепӗр паллакан ҫын килесси ҫинчен пӗлтерет; эпӗ пӗр сехетре ӗҫпе тухса каятӑп; икӗ сехетре килекен ҫав паллакан ҫынна кирлӗ ответ пама сана хушма пултаратӑп-и эпӗ, — эсӗ килте юлма шухӑшлатӑн пулсан, сана ҫапла тума ыйтма пултаратӑп-и?

— Паллах, пултаратӑн. Анчах вӑл ӗҫе тума килӗшетӗп-и эпӗ, — ку вара тепӗр ыйту. Эпӗ килӗшместӗп пулсан, эсӗ килӗштерес тесе тӑрӑшма та пултараймастӑн, эпӗ мӗншӗн килӗшменни ҫинчен ыйтма та пултараймастӑн. Анчах ыйтма, эсӗ мана ҫав ӗҫе тума пулӑшӑн-ши е килӗшӗн-ши, тесе ыйтма пултаратӑн.

— Питӗ лайӑх. Анчах чей ӗҫнӗ чухне пӗлмен-ҫке-ха эпӗ вӑл килесси ҫинчен, санӑн пӳлӗме, ав, кӗме пултараймастӑп эпӗ. Мӗнле ыйтас-ха манӑн?

— О, турӑҫӑм, епле пултараймасть вӑл, — пӗчӗк ача пек вӗт вӑл! Епле ӑнланмалла мар япала, калӑр-ха тархасшӑн! Акӑ мӗнле тӑватӑр эсир, Дмитрий Сергеич. Эсир виҫҫӗмӗш пӳлӗме тухатӑр та: «Вера Павловна!» тесе чӗнетӗр. Эпӗ хамӑн пӳлӗмрен: «Мӗн кирлӗ сире, Дмитрий Сергеич?» тетӗп. Эсир калатӑр: «Эпӗ каятӑп; эпӗ кайсан, ман пата А. господин кӗрет (эсир хӑвӑр паллакан ҫыннӑн хушаматне калатӑр). Манӑн ӑна кӑштах пӗлтермелли пур. Ҫавна пӗлтерме сиртен ыйтма пултаратӑп-и эпӗ, Вера Павловна?» тетӗр. Эпӗ «ҫук» тетӗп пулсан, пирӗн калаҫу пӗтнӗ. Эпӗ «юрать» тесессӗн, виҫҫӗмӗш пӳлӗме тухатӑп та, эсир мана хӑвӑр паллакан ҫынна мӗн пӗлтермеллине калатӑр. Пӗчӗк ача, мӗнле тумаллине пӗлетӗр-и ӗнтӗ халӗ?

— Ҫапла, чунӑм Верочка, шӳт шӳтпе пултӑр та, эсӗ каланӑ пек пурӑнма, чӑнах та, лайӑх вӗт. Анчах ун пек шухӑшсене ӑҫтан тупса тултарнӑ-ха эсӗ? — Эпӗ хам вӗсене пӗлетӗп хуть, вӗсене ӑҫта вуланине астӑватӑп эпӗ. Анчах вӑл кӗнекесем, сирӗн алӑрсене лекеймеҫҫӗ вӗт-ха. Эпӗ сана панӑ кӗнекесенче кун пек тӗплӗн ҫырса кӑтартни ҫук. Илтес? — илтме те никамран илтме пулман ӑна. Эпӗ, тен, эсӗ тӗл пулнӑ йӗркеллӗ ҫынсенчен пӗрремӗшӗ пулӗ?

— Ах, чунӑм, ун пек шухӑшсем патне ҫитме йывӑр-и вара? Ҫемье пурнӑҫне курнӑ вӗт эпӗ, — эпӗ хамӑр ҫемье ҫинчен каламастӑп: вӑл расна ҫемье; анчах хӗр-туссем пур-ҫке манӑн, вӗсен ҫемйисенче пулнӑ-ҫке эпӗ; турӑҫӑм, упӑшкисемпе арӑмӗсем мӗнле начар пурӑннине тавҫӑрса та илме пултарас ҫук эсӗ, чунӑм!

— Ну, эпӗ, Верочка, тавҫӑратӑп.

— Пӗлетӗн-и, чунӑм, епле туйӑнать мана? Яланах пӗрле, яланах пӗрле пурӑнма кирлӗ мар ҫынсен. Пӗр-пӗринпе е ӗҫ пирки ҫеҫ, е пӗрле канма, савӑнса ҫӳреме хатӗрленнӗ чухне ҫеҫ тӗл пулмалла. Эпӗ яланах пӑхатӑп та шухӑшлатӑп: мӗншӗн кашниех ют ҫынпа ҫав тери ӑшшӑн калаҫать, хӑйне хӑй питӗ йӗркеллӗ тыткалать? — тетӗп. Мӗншӗн ют ҫын умӗнче пурте хӑйсен ҫемйинчинчен лайӑхрах курӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, — тата ют ҫын умӗнче чӑнах та лайӑхрах пулаҫҫӗ, мӗншӗн ҫапла вӑл? Хӑйсенне хӑйсем ытларах юратаҫҫӗ пулин те, мӗншӗн-ха вӗсемпе начартарах пурӑнаҫҫӗ? Пӗлетӗн-и, чунӑм, мӗн ыйтӑттӑм эпӗ санран: хӑвна ху манпа ку таранччен мӗнле тыткаланӑ, яланах ҫавӑн пек тыткала: ку вӑл сана мана юратма кансӗрлемен вӗт, эпир санпа иксӗмӗр пӗр-пӗринпе пуринчен те ҫывӑхрах пулнӑ вӗт. Ку таранччен хӑвна мӗнле тыткаларӑн эсӗ? Хисеплемесӗр ответленӗ-и, вӗрентсе ятланӑ-и?  — Ҫук! Калаҫҫӗ, — ют хӗрарӑмпа е хӗрпе мӗнле хисеплемесӗр калаҫӑн-ха, епле ӑна вӗрентсе калаҫӑн-ха, теҫҫӗ. Питӗ лайӑх, чунӑм: акӑ эпӗ санӑн ҫураҫнӑ хӗрӳ, санӑн арӑму пулӑп, ҫапах та эсӗ хӑвна ху манпа хӑвна ют хӗрарӑмпа тыткаланӑ пек тыткала: ку вӑл, тусӑм, лайӑхрах, килӗшӳ те ҫирӗпрех пулать, юрату та сӳнмест. Ҫапла-и, чунӑм?

— Эпӗ, Верочка, сан ҫинчен мӗн шутламаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ. Эсӗ мана халиччен те тӗлӗнтереттӗн ҫав.

— Чунӑмҫӑм, эсӗ мана ытлашши мухтасшӑн. Ҫук, тусӑм, кӑна ӑнланасси вӑл, сана туйӑннӑ пекех йывӑр мар. Ун пек шухӑшсем, савнӑ тусӑм, пӗр манӑн кӑна мар: мӑнкӑмӑллӑ мар хӗрсенчен нумайӑшӗсем тата ҫамрӑк хӗрарӑмсем ман пекех шухӑшлаҫҫӗ. Анчах вӗсен хӑйсен каччисене е упӑшкисене хӑйсем мӗн шухӑшлани ҫинчен калама юрамасть; вӗсем пӗлеҫҫӗ: ун пек калас пулсан, арҫынсем, эсӗ ирсӗр хӗрарӑм, тесе шутлама пултараҫҫӗ. Савнӑ тусӑм, эпӗ сана эсӗ ҫавӑн пек шухӑшламанран юратрӑм та ӗнтӗ. Эпӗ сана хӑҫан юратса пӑрахнине, хамӑн ҫуралнӑ кунне эпир пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне, юратнине пӗлетӗн-и эсӗ? Эсӗ: хӗрарӑмсем мӗскӗн, вӗсене шел, тесе калаҫма пуҫларӑн та, вара эпӗ сана юратса пӑрахрӑм.

— А эпӗ сана хӑҫан юратса пӑрахрӑм? Ҫав кунах кун ҫинчен каларӑм ӗнтӗ эпӗ, анчах хӑҫан?

— Епле кулӑшла эсӗ, чунӑмҫӑм? Эсӗ пӗлме пулатех терӗн; пӗлсессӗн, каллех мухтама пуҫлатӑн.

— Эсӗ ҫапах та пӗл-ха.

— Ну, паллах, хӑҫан: ҫынсене лайӑх пурнӑҫ туса пама пулать тени тӗрӗс-и вӑл тесе ыйтнӑ чухне.

— Куншӑн, Верочка, каллех сан аллуна тытса чуптӑвас пулать.

— Ҫитет, чунӑм, хӗрарӑм аллине чуптуни килӗшмест вӑл мана.

— Мӗншӗн, Верочка?

— Ах, савнӑ тусӑм, мӗншӗннине эсӗ ху та пӗлетӗн вӗт, — мӗншӗн манран ыйтатӑн-ха? Ан ыйт ун пек, чунӑмҫӑм.

— Апла, тусӑм, ку тӗрӗс: ун пек ыйтас пулмасть. Лайӑх мар вӑл. Эсӗ мӗн каласшӑн пулнине чӑнахах та пӗлмен чухне ҫеҫ ыйтӑп эпӗ. Эсӗ никам аллине те чуптума кирлӗ мар тесе каласшӑн пулатӑн.

Верочка ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Вӑт халӗ эпӗ каҫаратӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесен хам та санран кулса илтӗм. Куратӑн-и, эсӗ мана экзамен тыттарасшӑн пултӑн, ху вара мӗншӗн лайӑх маррине пӗлтерекен тӗп сӑлтава пӗлмен. Никам аллине те чуптума кирлӗ мар, ку тӗрӗс, анчах эпӗ кун ҫинчен каларӑм вӗт, пӗтӗмӗшпе мар, эпӗ арҫынсем хӗрарӑмсен аллине чуптумалла мар тесе ҫеҫ каларӑм. Ку вӑл, чунӑм, хӗрарӑмсемшӗн питӗ кӳренмелле пулнӑ пулӗччӗ; ку вӑл вӗсене ҫын вырӑнне хуманнине пӗлтерет, арҫын хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн тивӗҫлӗхне чакарма пултараймасть тесе шухӑшлаҫҫӗ, хӗрарӑм, арҫынпа танлаштарсан, питӗ аялта тӑрать, ҫавӑнпа та арҫын хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн тивӗҫлӗхне темӗн чухлӗ чакарас пулсан та, вӑл пурпӗрех унпа тан мар, вӑл унтан чылай пысӑкрах пулать. Эсӗ ун пек шухӑшламастӑн вӗт, чунӑмҫӑм, апла пулсан, манӑн алла мӗншӗн чуптумалла-ха санӑн? Итле-ха, чунӑмҫӑм, мана эпир иксӗмӗр каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр пулман пек туйӑнса кайрӗ.

— Ҫапла, Верочка, ку вӑл тӗрӗс, каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр евӗрли сахал пирӗн; анчах камсем-ха эпир иксӗмӗр?

— Турӑ пӗлет эпир кам иккенне, чунӑмҫӑм, — е акӑ мӗн: эпир тахҫан, тахҫан венчете тӑнӑ евӗрлӗ.

— Мӗнех вара, тусӑм: тӗрӗс вӗт ку. Тахҫанхи туссем нимӗн те улшӑнман.

— Пӗр япала ҫеҫ улшӑнчӗ, чунӑмҫӑм: путвалтан ирӗке тухассине пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех