Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VI сыпӑк

Пай: Обломов –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.13 22:46

Пуплевӗш: 116; Сӑмах: 1518

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Обломов хӑйне Захар сивӗнсе кайнӑ апат лартса панине те асӑрхамарӗ, ун хыҫҫӑн вырӑн ҫине мӗнле кайса выртнине те сисмерӗ, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Тепӗр кунне вӑл Ольга патне каяс шухӑшпа шарт сикрӗ: мӗн тумалла! Вӑл ҫавӑнтах хӑй ҫине ҫынсем мӗнле куҫпа пӑхасса тавҫӑрса илчӗ.

Швейцар халӗ те ӑна темле ытла ӑшшӑн кӗтсе илет. Обломов шыв ыйтсанах, Ҫемен тем пулнӑ пекех шыв патне ыткӑнать. Катьӑпа нянька та ӑна ӑшшӑн кулкаласа ӑсатаҫҫӗ.

«Ҫураҫнӑ каччӑ, ҫураҫнӑ каччӑ!» шутлаҫҫӗ пурте, анчах вӑл инкӗшӗнчен ирӗк ыйтман-ха, унӑн пӗр пус укҫи те ҫук, тата хӑҫан пуласса, кӑҫал ялтан мӗн чухлӗ тупӑш илессе те пӗлмест вӑл; ялта пурӑнма пӳрчӗ те ҫук — пит лайӑх каччӑ!

Вӑл вара ялтан лайӑх хыпар иличчен Ольгӑпа вырсарникун ҫеҫ, хӑнасем умӗнче кӑна тӗл пулма шут тытрӗ. Ҫавӑнпа тепӗр кунне, ирхине, Ольга патне каймашкӑн хатӗрленме шутламарӗ.

Вӑл хырӑнмарӗ, тумланмарӗ, иртнӗ эрнере Ильинскисенчен илсе килнӗ француз хаҫачӗсене ӳркевлӗн уҫкаласа выртрӗ, сехет ҫине час-часах пӑхкаламарӗ, сехет йӗпписем вӑраххӑн шунӑшӑн тарӑхмарӗ.

Захарпа Анисья вӑл яланхи пекех килте апатланмасть пулӗ тесе, мӗн пӗҫермеллине те унран ыйтса пӗлмерӗҫ.

Вӑл вӗсене вӑрҫса тӑкрӗ: эпӗ кашни юнкунах Ильинскисем патӗнче апатланман, ку «элек», эпӗ Иван Герасимович патӗнче апатланаттӑм, малалла вырсарникунсенче ҫеҫ, каллех кашни вырсарникунах мар! килте апатланмастӑп, терӗ.

Анисья ҫавӑнтах пасара пыршӑ-пакарта илме чупрӗ: Обломов пыршӑ-пакарта яшки ҫиме юратать.

Ун патне кил хуҫи ачисем килчӗҫ: вӑл Ваня мӗнле хушса кӑларнине тӗрӗслерӗ те задачӑра икӗ йӑнӑш тупрӗ. Унӑн тетрачӗ ҫине тӳрӗ йӗрсем ӳкерчӗ, вара пысӑк саспаллисем ҫырса пачӗ, унтан саркайӑксем чӗвӗлтетнине итлерӗ, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем мӗнле хускалкаланине ҫурма уҫӑ алӑк витӗр сӑнарӗ.

Икӗ сехет тӗлнелле кил хуҫи арӑмӗ унран алӑк хыҫӗнченех: ҫырткалас килмест-и? — тесе ыйтрӗ: вӑл икерчӗ пӗҫернӗ иккен. Сӗтел ҫине икерчӗ, пӗр черкке хурлӑхан эрехӗ лартса пачӗҫ.

Илья Ильич кӑштах лӑпланчӗ, кӑнтӑрлахи апатчен вара ним хумханмасӑр, тем шухӑша кайса выртрӗ.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Обломов, ыйхӑ пусса килнипе, диван ҫинче пуҫне сулса выртатчӗ, кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те Агафья Матвеевна икӗ купа чӑлха ҫӗклесе кӗчӗ.

Вӑл чӑлхисене икӗ купа ҫине купаларӗ, Обломов сиксе тӑчӗ те ӑна ларма пукан сӗнчӗ, анчах лешӗ лармарӗ; вӑл ларма хӑнӑхман: яланах ура ҫинче, яланах ӗҫпеле чупкалать.

— Паян эпӗ сирӗн чӑлхӑрсене тӗрӗслерӗм, — терӗ Агафья Матвеевна, — аллӑ пилӗк мӑшӑр, анчах пурте тенӗ пекех ҫӗтӗк…

— Эсир мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ! — терӗ Обломов, вара ун патне пычӗ те шӳтлесе чавсинчен кӑшт тытрӗ.

Агафья Матвеевна кулса илчӗ.

— Эсир ма чӑрманатӑр? Мана, чӑнах та, аван мар.

— Нимех те мар, пирӗн ӗҫӗ ҫавӑ: сирӗн никам та ҫук ҫак ӗҫе тума, манӑн саплас килет вӗсене, — терӗ Агафья Матвеевна. — Акӑ кунта ҫирӗм мӑшӑр ним тума юрӑхсӑр: вӗсене саплама та тӑмасть.

— Кирлӗ мар, пӑрахӑр йӑлтах вӗсене, тархасшӑн! Мӗн эсир ҫав кирлӗ мар япалапа чӑрманатӑр? Ҫӗнӗрен илме пулать…

— Мӗнле пӑрахас вӗсене? Акӑ ҫаксене ҫыхса юсама пулать. — Агафья Матвеевна чӑлхасене ҫивӗччӗн шутлама пуҫларӗ.

— Ларӑрсам, тархасшӑн, ма тӑратӑр? — сӗнчӗ Обломов ӑна.

— Ҫук, чӗререн тав тӑватӑп, ларма вӑхӑт ҫук, — терӗ лешӗ пукантан пӑрӑнса. — Паян ҫӑватпӑр-ха эпир: кӗпесем хатӗрлес пулать.

— Эсир тӗлӗнмелле ҫын, кил хуҫи арӑмӗ мар! — терӗ Обломов, хӗрарӑмӑн мӑйӗпе кӑкӑрӗ ҫине пӑхса.

Хӗрарӑм кӑшт кулса илчӗ.

— Мӗнле вара? — ыйтрӗ вӑл, — чӑлхӑрсене ҫыхса юсаса парас-и? Эпӗ ҫип хатӗрлеме хушатӑп. Пире пӗр карчӑк ялтан илсе килсе парать, кунта туянма кирлӗ мар: йӑлт ҫӗрӗк ҫип!

— Кӑмалӑр пулсан, пулӑшӑр эппин, — терӗ Обломов, — анчах мана, чӑнах та, эсир чӑрманнӑшӑн аван мар.

— Нимех те мар. Мӗн тӑвас-ха пирӗн тата? Кӑна, акӑ, эпӗ хамах ҫыхатӑп, кусене асаннене паратӑп: ыран хӗр-пултӑр хӑнана килет: каҫсерен нимӗн ӗҫ те ҫук, ҫыхса ларӑпӑр. Манӑн Маша та ҫыхма вӗренет ӗнтӗ, анчах йӗпсене пӗрмай турта-турта кӑларать, аллисем пӗчӗкрех, тытаймасть.

— Ниушлӗ Маша та хӑнӑхать? — ыйтрӗ Обломов.

— Туршӑн та тӗрӗс.

— Сире мӗнлерех тав тумаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ? — терӗ Обломов, Агафья Матвеевна ҫине, ирхине панӑ икерчӗ ҫине пӑхнӑ пекех, киленӗҫлӗ пӑхса. — Питӗ, питӗ тав тӑватӑп сире, парӑмра юлмӑп, уйрӑммӑнах Маша умӗнче: пурҫӑн платьесем илсе парӑп, пукане пек тумлантарӑп ӑна.

— Мӗн эсир? Мӗншӗн тав тӑватӑр? Пурҫӑн платьесем тата ӑна? Ӑна ҫитсӑран та туса парса ҫитермелле мар; питӗ хӑвӑрт пӗтет ун ҫинче, уйрӑммӑнах пушмаксем пӗтеҫҫӗ, пасартан илсе ҫитерейместпӗр.

Вӑл тӑчӗ те чӑлхисене илчӗ.

— Ӑҫта васкатӑр эсир? — терӗ Обломов. — Ларӑр, эпӗ ерҫӳллӗ.

— Тепӗр чух хӑҫан та пулсан, праҫник чух; эсир те пырӑр, кофе ӗҫӗпӗр. Халӗ манӑн ҫумалла: эпӗ кайса пӑхам-ха, Акулина ҫума тытӑннӑ-и?..

— Ну, кайӑрах эппин, тытса чарма хӑяймастӑп, — терӗ Обломов, унӑн ҫурӑмӗпе чавсисем ҫине пӑхса юлса.

— Эпӗ тата сирӗн халата чӑлантан илтӗм, — терӗ хӗрарӑм: — ӑна сапласа ҫума пулать: материйӗ питӗ ҫирӗпскер! Нумая пырать вӑл.

— Усси ҫук! Эпе ӑна урӑх тӑхӑнмастӑп, ун ҫинчен манса та кайнӑ, мана кирлӗ мар вӑл.

— Ну, пурпӗрех, ҫуччӑр ара: тен, хӑҫан та пулин тӑхӑнатӑр… туй тӗлне! — каласа пӗтерчӗ Агафья Матвеевна куларах, алӑка шартлаттарса хупса.

Обломовӑн сасартӑк ыйхи вӗҫрӗ, вӑл хӑлхине тӑратрӗ, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

— Вӑл та пӗлет — пурте! — терӗ Обломов, Агафья Матвеевна валли хатӗрленӗ пукан ҫине ларса. — О, Захар, Захар!

Каллех Обломов Захара «мӗскӗн» сӑмахсемпе ятлама пуҫларӗ, Анисья каллех сӑмсапа калаҫма тытӑнчӗ: вӑл пӗрремӗш хут кил хуҫи арӑмӗнчен туй ҫинчен илтет, унпа калаҫнӑ чух туй пирки асӑнман та, туйӗ те ҫук, ӗҫӗ те килӗшӳллӗскер-и вӑл? Ҫӗр тӗпне халех анса кайсан та, ку хыпара этем ывӑл-хӗрӗн тӑшманӗ шухӑшласа кӑларнӑ, кил хуҫи арӑмӗ те турӑш умӗнче тупӑшма пултарать: вӑл Ильинскисен хӗрӗ ҫинчен илтмен те, калаҫсан та урӑх хӗр ҫинчен калаҫнӑ…

Анисья нумай каланӑ пирки Илья Ильич чӑтаймасӑр аллине сулчӗ. Захар тепӗр кунне Гороховӑй урамӗнчи кивӗ ҫурта хӑнана кайма ыйтса пӑхрӗ, анчах Обломов питӗ хытӑ ятланине пула, вӑл аран-аран тухса тарчӗ.

— Унта нимӗн те пӗлмеҫҫӗ-ха, санӑн кайса элек сармалла-им? Килтех лар! — терӗ Обломов хаяррӑн.

Юнкун иртсе кайрӗ. Кӗҫнерникун Обломов каллех хулари почтӑран Ольга ҫырӑвне илчӗ. «Ку мӗне пӗлтерет, ма килмерӗн, мӗн пулчӗ?» тесе ыйтнӑ Ольга. Вӑл каҫхине пӗрмай макӑрни, ҫӗрӗпех ҫывӑрманни ҫинчен ҫырнӑ.

— Макӑрать, ҫывӑрмасть вӑл ангел! — кӑшкӑрса каларӗ Обломов. — Турӑҫӑм! Мӗншӗн юратать вӑл мана? Эпӗ ӑна мӗншӗн юрататӑп? Мӗншӗн тӗл пултӑмӑр-ши эпир? Куншӑн йӑлтах Андрей айӑплӑ: вӑл пире иксӗмӗре юратӑва илентерчӗ. Мӗнле пурнӑҫ-ха ку, пӗрмай пӑшӑрханмалли те пӑлханмалли кӑна! Хӑҫан лӑпкӑ телей, канӑҫ пулӗ-ши?

Вӑл ассӑн сывласа выртрӗ, тӑчӗ, урама та тухрӗ, пӗрмай хӑйне виҫеллӗ пурнӑҫа ӗмӗтленчӗ: пурнӑҫ вӑл тулли пултӑр, кунтан-кун лӑпкӑн, тумлам-тумламӑн ирттӗр, ҫемьере майӗпен пулса пыракан пурнӑҫ питӗ вӑраххӑн шутӑр. Штольц шырлаксенче сиксе, шавласа, кӑпӑкланса юхакан анлӑ шыв пек пурнӑҫа савать, анчах Обломова ун пек пурнӑҫ кӑмӑллӑ мар.

— Чир ку, — тет Обломов, — шырлаксем хушшипе сиксе, пӗвесене татса, сарӑлса кайса юхакан шыв евӗр пурнӑҫ — чир вӑл.

Обломов Ольгӑна: Ҫуллахи Садра шӑнса кӑштах чирлерӗм, ҫавна пула икӗ кун хушши килте вӗретнӗ курӑк шывӗ ӗҫсе лармалла пулчӗ, халӗ йӑлтах иртсе кайрӗ, вырсарникун пӗр-пӗрне курассине шанса тӑратӑп, тесе ҫырса пӗлтерчӗ.

Ольга ӑна сыхлануллӑ пулнӑшӑн мухтаса ответ ҫырчӗ; май ҫук пулсан, вырсарникун та тухма хушмарӗ; эпӗ пӗр эрне хушши тунсӑхласа пурӑнам та, анчах эсӗ сывӑ юл, терӗ.

Ольга ҫырӑвне Никита, Анисья каланӑ тӑрӑх, ҫав хайхи туй сӑмахне сараканни, илсе килсе пачӗ. Вӑл Ольгӑран ҫӗнӗ кӗнекесем илсе килчӗ: Обломовӑн ҫав кӗнекесене вуласа тухмалла та Ольгӑпа тӗл пулсан, ҫав кӗнекесене Ольгӑн вулама юранипе юраманни ҫинчен пӗлтермелле иккен.

Ольга Обломова сывлӑх ҫинчен ҫырса пӗлтерме хушнӑ. Обломов ответ ҫырчӗ те Никитӑна пачӗ; Никита кухньӑна кӗрсе ан элеклетӗр тата ӑна Захар ӑсатса ан ятӑр тесе, Обломов малти пӳлӗмрен тухса, ӑна килхушшинчи алӑк патне ҫитичченех пӑхса тӑрса ӑсатрӗ.

Ольга хӑйне сывӑ пулма тата вырсарникун тухма хушманнишӗн Обломов савӑнчӗ, юсанса ҫитес тесен, чӑнах та тата темиҫе кун хушши килте ларас пулать, тесе ҫырса пӗлтерчӗ ӑна.

Вырсарникун Обломов кил хуҫи арӑмӗ патӗнче хӑнара пулчӗ, кофе ӗҫрӗ, вӗри кукӑль ҫире; кӑнтӑрлахи апат тӗлне Захара ачасем валли канфет, мороженӑй илме Нева тепӗр енне ячӗ. Захара аран-аран каялла шыв урлӑ каҫарчӗҫ: кӗперсене илсе пӗтернӗ ӗнтӗ, Нева шывӗ шӑнса ларма тытӑннӑ.

Обломовӑн юнкун та Ольга патне каясси ҫинчен шухӑшламалли пулмарӗ.

Чӑнах та, халех каҫса кайсан, темиҫе кунлӑха Иван Герасимович патӗнче чарӑнса тӑма пулать, унтан Ольга патне кайма та, кашни кун вӗсем патӗнче апатланма та пулӗччӗ.

Сӑлтавӗ тӗрӗс ӗнтӗ. Нева шӑнни ӑна чӑрмантарчӗ, вӑл каҫма ӗлкӗреймерӗ.

Обломов чи малтанах ҫакӑн ҫинчен шухӑшларӗ те, урисене хӑвӑрттӑн диван ҫинчен ҫӗрелле усрӗ, анчах кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн, салхуллӑн сывласа, каллех хӑй вырӑнне майлашса выртрӗ.

«Ҫук, ан тив, ҫын сӑмахӗ шӑплантӑр, ан тив, Ольгӑсем патне ҫӳрекен ют ҫынсем ӑна хӑйне те манччӑр, Обломов Ольгӑна ҫураҫсан тин кашни кун вӗсен умӗнче курӑнӗ».

— Кӗтсе пурӑнма кичем, анчах ним тума та ҫук, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа, хӑй Ольга парса янӑ кӗнекесене пӑхма тытӑнчӗ.

Вӑл пӗр вунпилӗк страница вуларӗ. Маша ӑна Нева хӗррине каймашкӑн чӗнме килчӗ: ҫынсем пурте шыв мӗнле шӑнса ларнине курма каяҫҫӗ, терӗ. Обломов кайрӗ те чей ӗҫес вӑхӑта таврӑнчӗ.

Кунсем ҫакӑн пек иртсе пычӗҫ. Илья Ильич тунсӑхларӗ, вуларӗ, урамра утса ҫӳрекелерӗ, килте чухне, тунсӑхран, пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илес тесе, кил хуҫи арӑмӗн алӑкне уҫса пӑхкаларӗ. Пӗррехинче вӑл питӗ тӑрӑшса, ҫамки ҫине тар тухичченех виҫӗ кӗренке кофе авӑртрӗ.

Обломов кил хуҫи арӑмне кӗнеке вулама парасшӑнччӗ, анчах лешӗ, тутине хуллен мӑкӑртаттарса, кӗнеке ятне хӑй ӑшӗнче вуласа тухрӗ те каялла тавӑрса пачӗ: светка ҫитсен илетӗп те Ваньӑна сасӑпа вулаттаратӑп, ун чухне асанне те итлӗ, халӗ вӑхӑт ҫук, терӗ.

Ҫав хушӑра Нева урлӑ каҫӑсем хыврӗҫ. Пӗррехинче сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрме тытӑнчӗ: Никита Ольгӑран иккӗмӗш хут сывлӑх ҫинчен ыйтса ҫырнӑ ҫыру тата кӗнеке илсе килчӗ.

Обломов, хӑйӗн те Нева урлӑ каҫӑсем тӑрӑх каҫмалла пуласран хӑраса, Никитӑран пытанчӗ те Ольга патне ҫапла ҫырчӗ: «манӑн кӑштах пыр шыҫрӗ, ҫавӑнпа тухса ҫӳреме шикленетӗп, тискер шӑпа мана тата темиҫе кунлӑха ытарайми Ольгӑран уйӑрать», терӗ.

Вӑл Захара Никитӑпа калаҫма юраманни ҫинчен хытарсах каларӗ, ай каллех Никитӑна килхушши алӑкӗнчен тухса кайичченех пӑхса ӑсатрӗ; Анисья кухньӑран пуҫне кӑларса, Никитӑран темен ыйтма тӑрсан, вӑл ӑна пӳрнипе юнарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех