Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дмитрий Сергеич вара Верочка темиҫе кун хушши ӗнтӗ кӑмӑллӑн пӑшӑрханнине, йӑл кулса шухӑша кайнине, ачашшӑн мӑнкӑмӑлланине асӑрхаманни ҫинчен аса илтерчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ уншӑн пӑшӑрханнине ӑҫтан куратӑн вара эсӗ? — пушшех те шӑппӑнрах ыйтрӗ те Нагульнов, вӑрӑм ал тупанӗпе сӗтел хӗррине тайӑнса кӑштах маларах ӳпӗнчӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпир кӳренместӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн уншӑн пӑшӑрханнине ҫеҫ кӑтартас килетчӗ.Но мы не обижались на это: нам нужно было только показать, что мы заботимся о ней.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Упӑшки чылайччен ыйтса пӗлчӗ, Ольга хӑйӗн тунсӑхӗн сӑлтавӗсене тухтӑра каланӑ пек чылайччен каларӗ, пӗтӗм вӑрттӑн ыйтусене, чунӗ мӗнле пӑшӑрханнине, кайран ҫав ӗмӗтсем ҫухалнине — йӑлтах, йӑлтах, мӗн аса илме пултарнине пӗлтерчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӑшӑрханнине, ӗмӗтленнине, вӑл ҫак минутра хӑйпе хӑй калаҫнине палӑртакан паллӑ унӑн пичӗ ҫинче нихҫан та сӑнаймастӑн, е мӗнле те пулин япала ҫине, ӑна тинкерсе илесшӗн пулса пӑхнине те нихҫан та кураймастӑн.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, — терӗ вӑл, пӑшӑрханнине кӑтартасшӑн мар тӑрӑшса.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Матрос, темшӗн ҫиленнӗ пек пулса, пӑшӑрханнине те сисрӗ Петя.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӑшӑрханнине кура хӑраса ӳкнӗ анне ун умӗнче макӑрма та хӑяйман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чӑнах та, Расщепей патӗнчен е ӳкерӳ ӗҫӗнчен таврӑнсан, эпӗ вырӑн ҫине выртаттӑм, атте ман ҫумма пырса ларать, ҫутӑпа пиҫӗхнӗ куҫӑмсем ҫине бор эмелӗпе йӗпетнӗ тутӑр хурать, ҫав вӑхӑтрах, хӑй пӑшӑрханнине пытарса, хӑш чухне шӳт туса та илет:
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хам мӗншӗн пӑшӑрханнине те пӗлместӗп эпӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ кӗл тӑватӑп, ылханатӑп, макӑратӑп, кулянатӑп… ҫук, эпӗ пӑшӑрханнине, тарӑхнине нимӗнпе те пӗлтерме ҫук!Я молился, проклинал плакал, смеялся… нет, ничто не выразит моего беспокойства, отчаяния!..
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрене мӗнле хуйхӑ пуссан та, шухӑша темӗнле инкек йывӑрлатсан та, пурте пӗр самантрах иртсе каять, чӗрем ҫӑмӑл, ӑс-пуҫ пӑшӑрханнине ҫан-ҫурӑм ӗшенни ҫӗнтерет.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн сасси тӑрӑх Алексей вӑл темшӗн пӑшӑрханнине е ҫав тери ерҫменнине ӑнланчӗ, анчах ҫапах та вӑл Алексей хӑйпе телефонпа калаҫнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗ, ҫак кунсенче ӑна хӑйӗн хваттерӗнче пурӑнма хушрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анюта Гвоздевран ҫырусем пымасан хӑй пӑшӑрханнине, тунсӑхланине сисме пуҫларӗ.Анюта заметила, что беспокоится и тоскует, когда от Гвоздева нет писем.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полли мӑнаккӑшӗн сӑнӗ-пичӗ хӑй пӑшӑрханнине уҫҫӑнах палӑртрӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ун вырӑнне тӑван кӗтесрен тахҫанах ҫунат хушса тухса кайнӑ ентешсем ял сӑн-сӑпачӗшӗн, илемӗшӗн кунта пурӑнакансенчен кая мар пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ староста.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Вӑл журнал хавшаса ҫитнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Поэт ку ҫӗршыври 24 пин пике китаецсене качча тухнишӗн пӑшӑрханнине пытармасть.Поэт не скрывает переживаний по поводу того, что 24 тысяч девушек вышли замуж за китайцев.
Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ те Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html