Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.26 22:59

Пуплевӗш: 184; Сӑмах: 2761

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лопуховсен пурнӑҫӗ лайӑх юхса пычӗ. Вера Павловна яланах хаваслӑ ҫӳрерӗ. Анчах пӗррехинче, — ку вӑл туй хыҫҫӑн пӗр пилӗк уйӑх иртсен пулчӗ, — Дмитрий Сергеич урокран таврӑнчӗ те арӑмӗ темӗнле улшӑннине асӑрхарӗ; Верочка куҫӗсенче мӑнкӑмӑллӑхпа хаваслӑх ҫиҫсе йӑлтӑртатать. Дмитрий Сергеич вара Верочка темиҫе кун хушши ӗнтӗ кӑмӑллӑн пӑшӑрханнине, йӑл кулса шухӑша кайнине, ачашшӑн мӑнкӑмӑлланине асӑрхаманни ҫинчен аса илтерчӗ.

— Тусӑмҫӑм, санӑн темӗнле савӑнӑҫ пур: мӗншӗн мана та савӑнтармастӑн-ха?

— Пур пулас, савнӑ тусӑм, анчах кӑштах тӑхта-ха: вӑл тӗрӗсси паллӑ пулсан ҫеҫ калӑп сана. Тепӗр темиҫе кун кӗтмелле. Ку вӑл маншӑн пысӑк савӑнӑҫ пулӗ. Эсӗ те хавас пулӑн, пӗлетӗп эпӗ; Кирсанова та, Мерцаловсене те кӑмӑла кайӗ.

— Анчах мӗн-ха вӑл?

— Хамӑр калаҫса татӑлнине маннӑ-и эсӗ, тусӑм: ыйтса пӗлмелле мар! Тӗрӗс пулсан, калӑп.

Тата тепӗр эрнене яхӑн иртрӗ.

— Савнӑ тусӑм, сана хамӑн савӑнӑҫӑм ҫинчен каласа парам. Анчах эсӗ мана канаш пар, пурне те пӗлетӗн вӗт эсӗ. Куратӑн-и, манӑн тахҫанах мӗн те пулин тӑвас килетчӗ. Эпӗ шухӑшласа тупрӑм: ҫӗвӗ ҫӗлемелли мастерской тумалла: лайӑх вӗт ку?

— Ну, тусӑм, эпир иксӗмӗр манӑн сан аллусене чуптумалла мар тесе калаҫса татӑлнӑччӗ, анчах та кӑна пӗтӗмлетсе ҫеҫ каланӑ-ҫке-ха, кун пек чухне мӗн тумалли пирки калаҫса татӑлман. Парӑр аллӑра, Вера Павловна.

— Кайран, тусӑм, тума май килсессӗн.

— Тума май килсен вара эпӗ ҫеҫ мар, ун чухне Кирсанов та, Алексей Петрович та, пурте чуптӑвӗҫ. Халлӗхе эпӗ пӗччен ҫеҫ-ха. Манӑн чуптӑвас килет, чуптумаллах ӗнтӗ.

— Вӑйпах-и? Эпӗ кӑшкӑратӑп.

— Кӑшкӑрах.

— Савнӑ тусӑм, эпӗ вӑтанса кайӑп та нимӗн те калаймӑп. Питех кирлӗ-им вара ку!

— Акӑ мӗншӗн кирлӗ, тусӑм: эпир пурте калатпӑр та нимӗн те тумастпӑр. Эсӗ вара кун ҫинчен пирӗнтен пуринчен кайран шутлама пуҫланӑ та, пуринчен малтан ӗҫе тытӑнма шутланӑ.

Верочка пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, пытанчӗ.

— Савнӑ тусӑм, эсӗ мана ытлашши мухтама тытӑнтӑн. Упӑшки ӑна пуҫӗнчен чуптуса илчӗ.

— Ӑслӑ пуҫ.

— Савнӑ тусӑм, чарӑн. Сана, акӑ, калама та юрамасть; куратӑн-и, епле эсӗ.

— Парӑнатӑп: кала, ырӑ чунӑм.

— Ан хӑй ун пек чӗнме.

— Ну, усал-ҫке.

— Ах, епле эсӗ! Пӗрмаях кансӗрлетӗн. Итле эсӗ, шӑп лар. Кунта, ман шутпа, чи пуҫламӑшӗнчех, малтанлӑха суйласа илнӗ чухнех ҫынсене тӗплӗн суйласси чи кирли пулать, вӑл ҫынсем чӑнах та тӳрӗ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫынсем пулччӑр, ҫӑмӑлттай та иккӗленчӗксем те мар, ҫирӗп те ҫав вӑхӑтрах ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулччӑр, вӗсене пула кӑлӑхах тавлашусем ан тухчӑр, вӗсем ыттисене суйласа илме пӗлччӗр, — ҫапла-и?

— Ҫапла, тусӑм.

— Халӗ эпӗ ҫавӑн пек виҫӗ хӗр тупрӑм, Ах, мӗн чухлӗ шырарӑм эпӗ! Савнӑ тусӑм, эпӗ магазинсене кӗрсе ҫӳреме пуҫлани виҫӗ уйӑх та пулать ӗнтӗ, паллашса ҫӳрерӗм, — тупрӑм. Пултаруллӑ хӗрсем. Эпӗ вӗсемпе лайӑх паллашрӑм.

— Вӗсен тата хӑйсен ӗҫне ӑста пӗлес пулать; ӗҫ лайӑх пымалла пултӑр, пурте унта суту-илӳпе тытӑнса тӑмалла.

— Ах, ҫапла пулмасӑр, ку вӑл паллах.

Апла пулсан, мӗн-ха тата? Манпа мӗн ҫинчен канашламалли юлчӗ?

— Вак-тӗвексем, савнӑ тусӑм.

— Каласа кӑтарт вӗсем ҫинчен; анчах эсӗ пурне те ху шухӑшласа пӑхнӑ пулас, условисене кура йӑлтах майлаштарма пултартӑн. Пӗлетӗн вӗт эсӗ, чи кирли кунта принцип, характер тата тума пӗлни. Пӗчӗкрех япаласем вӗсем, кашни самантӑн расна условийӗсене кура, хӑйсем тӗллӗнех паллӑ пулаҫҫӗ.

— Пӗлетӗп, ҫапах та эсӗ каласан, эпӗ ытларах шанса тӑма пуҫлатӑп.

Вӗсем нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Лопухов арӑмӗн планӗнче тӳрлетмелли нимӗн те тупаймарӗ. Анчах Верочкӑшӑн хӑй планне каласа кӑтартнӑ май, ҫав план аталанса пырса тата лайӑхрах курӑнма пуҫларӗ.

Тепӗр кун Лопухов полици ведомоҫӗсен кантурне «Вера Павловна Лопухова хӑй хакӗпе хӗрарӑм платьисем, кӗпе-йӗм т. ыт. те ҫӗлеме заказсем илет», текен пӗлтерӳ кайса пачӗ.

Ҫав ирхинех Вера Павловна Жюли патне тухса кайрӗ. Вӑл манӑн хальхи хушамата пӗлмест, — «m-llе Розальская», тейӗр.

— Хӗрӗмҫӗм, эсир вуальсӗр, уҫах, ман пата килнӗ, тарҫӑна та хӑвӑр хушамата калатӑр, хӑвӑра пӗтеретӗр вӗт эсир, хӗрӗмҫӗм!

— Ара эпӗ качча тухнӑ вӗт халь, пур ҫӗрте те пулма, мӗн тӑвас килнӗ, ҫавна тума пултаратӑп.

— Анчар сирӗн упӑшкӑр, — вӑл пӗлӗ.

— Тепӗр сехетрен вӑл кунта пулать.

Жюли Верочка мӗнле качча тухни ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗ. Вӑл савӑнса кайрӗ, Верочкӑна ыталаса чуптурӗ, йӗрсе илчӗ. Хӗрӳ туйӑмсем капланса иртсе кайсассӑн, Вера Павловна хӑй мӗн тӗллевпе килни ҫинчен калама пуҫларӗ.

— Тахҫанхи туссене кирлӗ чухне ҫеҫ аса илнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Ман сирӗнтен ыйтса пӗлмелли пур. Эпӗ ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерской уҫатӑп. Мана заказсем парӑр эсир, хӑвӑр паллакан ҫынсене те ман пата пыма хушӑр. Эпӗ хам лайӑх ҫӗлетӗп, тата ман помощниксем те лайӑх, — эсир вӗсенчен пӗрне пӗлетӗр те.

Чӑнах та, вӗсенчен пӗри питӗ лайӑх ҫӗленине Жюли пӗлет.

— Акӑ сире эпӗ ҫӗленӗ япаласем. Ку платьене те эпӗ хам валли хамах ҫӗленӗ: куратӑр-и, епле лайӑх ларать.

Жюли платье епле ларнине питӗ тимлӗн сӑнаса пӑхса тухрӗ, ҫухине, ҫанӑсене епле ҫӗленине пӑхса тухрӗ те кӑмӑллӑ юлчӗ.

— Хӗрӗмҫӗм, эсир ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултарӑттӑр, сирӗн ӑсталӑх пур, мӗнле ҫӗлесен лайӑхрах пулнине аван туятӑр эсир. Анчах та кун валли Невскире чаплӑ магазин тытас пулать.

— Ҫапла, каярахпа тытасшӑн-ха эпӗ; ку вӑл ман тӗллев. Халӗ эпӗ заказсене килте йышӑнатӑп.

Ӗҫе пӗтерчӗҫ те каллех Верочка качча тухни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Леш Сторешник, вӑл икӗ эрне питӗ ашкӑнчӗ; анчах кайран Адельпе килӗшрӗ. Эпӗ Адельшӗн питӗ хавас: Сторешник вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын; анчах Аделӗн характер ҫук, ҫав ҫеҫ шел.

Хӑй ҫулӗ ҫине тухсан, Жюли Адельпе ыттисем ҫинчен пакӑлтатма пуҫларӗ. Халӗ m-llе Розальская хӗр мар ӗнтӗ, ҫапла вара Жюли хӑйне чарса пыма тӑрӑшмарӗ; малтан вӑл йӗркеллӗ шухӑшласа калаҫрӗ, унтан хӗрсе пычӗ-пычӗ те ӗҫсе-ҫисе алхасса ҫӳренисем ҫинчен чунтан савӑнса каласа кӑтартма пуҫларӗ, кайрӗ те кайрӗ вара; Вера Павловнӑна лайӑх мар пулчӗ, Жюли ҫавна нимӗн те асӑрхамарӗ; Вера Павловна, хӑйне лайӑх мар пулнине пытарса, малалла итлеме пуҫларӗ, анчах малалла итлеме ҫӑмӑл пулмарӗ: ҫавна ҫын чирлӗ чухне ун пит-куҫӗ ҫине пӑхма ҫавӑн пек йывӑр вара. Шӑп ҫав вӑхӑтра Лопухов кӗчӗ. Жюли пӗр самантрах кӗрнеклӗ, йӗркеллӗ светски хӗрарӑм пулса тӑчӗ. Анчах вӑл хӑйне нумайччен кун пек тытаймарӗ. Вӑл Лопухова сирӗн арӑм питӗ хитре тесе саламларӗ те каллех хӗрсе кайрӗ: «Ҫук, пирӗн сирӗн туя уявласа ирттерес пулать»; хӑвӑртрах ирхи апат лартма, шампански пама хушрӗ, Верочкӑн хӑй туйӗшӗн ҫур стакан, хӑй мастерскойӗшӗн ҫур стакан, Жюлишӗн хӑйӗншӗн ҫур стакан ӗҫмелле пулчӗ. Унӑн пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, вӗсем Жюлипе кӑшкӑрашма, шавлама, кӗрлеме пуҫларӗҫ; Жюли Верочкӑна чӗпӗтсе илчӗ, вырӑнӗнчен сиксе тӑрса чупса кайрӗ, Верочка ун хыҫҫӑн чупрӗ; пӳлӗмсем тӑрӑх чупса ҫӳрерӗҫ, пукансем урлӑ сике-сике каҫрӗҫ; Лопухов кулса ларчӗ. Юлашкинчен Жюли вӑйӗпе мухтанма тытӑнчӗ: «Эпӗ сире хӑрах алӑпа сывлӑша ҫӗклетӗп». — «Ҫӗклейместӗр». Кӗрешме пуҫларӗҫ, иккӗшӗ те диван ҫине ӳкрӗҫ те тӑрасшӑн та пулмарӗҫ, кӑшкӑрашса, ахӑлтатса выртнӑ хыҫҫӑн иккӗшӗ те ҫывӑрса кайрӗҫ.

Лопухов мӗн тумаллине пӗлмерӗ, — тахҫантанпах кун пеккине курманччӗ-ха вӑл. Вӑратмалла-и? Шел, хаваслӑ тӗлпулу лайӑх мар пӗтме пултарать. Вӑл, ерипен тӑрса, кӗнеке тупӑнмасть-и-ха тесе пӳлӗм тӑрӑх кайрӗ. Кӗнеке тупӑнчӗ — Chronique de l'Oeil de Boeuf, — ку кӗнекепе танлаштарсан, «Фоблаз» нимӗн те мар; вӑл пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнче диван ҫине ларса вулама пуҫларӗ те кичем пулнипе пӗр вунпилӗк минутран хӑй те ҫывӑрса кайрӗ.

Тепӗр икӗ сехетрен Полина Жюлине вӑратрӗ: кӑнтӑр апачӗ ҫиме вӑхӑт ҫитнӗ. Сӗтел хушшине хӑйсем ҫеҫ, Сержсӑрах, ларчӗҫ, Серж темӗнле чаплӑ апатланура-мӗн. Жюлипе Верочка каллех кӑшкӑрашрӗҫ, каллех питӗ ҫепӗҫ калаҫрӗҫ, сывпуллашнӑ чухне ҫав тери йӗркеллӗ ҫынсем пулса тӑчӗҫ, вара Жюли Верочка мӗншӗн мастерской уҫни ҫинчен ыйтса пӗлме шухӑшларӗ, — ку таранччен вӑл ыйтма шухӑшламанччӗ. Верочка укҫа ҫинчен шухӑшлать пулсан, ӑна актриса пулма ҫеҫ мар, певица пулма та ҫӑмӑлрах-ҫке: унӑн сасси питӗ лайӑх; ҫак ыйтӑва пула вӗсем каллех ларчӗҫ. Верочка хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пама пуҫларӗ, Жюли каллех ҫав тери хавасланса кайрӗ, Верочкӑна сывлӑх сунма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах вӑл хӑй ҫинчен: эпӗ, Жюли Ле-Теллье, пӗтнӗ хӗрарӑм, тесе йӗрсе илчӗ, анчах вӑл, «ырӑ тума тарӑшни» мӗн иккенне пӗлет, — каллех куҫҫуль тӑкса ыталать вӑл, каллех сывлӑх сунать.

Тепӗр тӑватӑ кунтан Жюли Вера Павловна патне хӑйӗнчен нумай заказ илсе килчӗ, хӑйӗн темиҫе юлташӗн адресне пачӗ, — вӗсенчен те заказ илме юрать. Вӑл хӑйпе пӗрле Сержа илсе килчӗ, ӑна вӑл унсӑр юрамасть, тенӗ: «Лопухов ман патӑмра пулчӗ, халӗ ӗнтӗ сан ун патне кайса курмалла». Жюли кунта пӳлӗмсене ҫӳхе. хӑмасемпе ҫеҫ пӳлсе хунине курчӗ, ҫавӑнпа, ҫынна хаклама пӗлекенскер, Лопуховсем патӗнче нумай ларчӗ пулин те, вӑл хӑйне пӗрмаях йӗркеллӗ тыткаларӗ; вӑл ытлашши савӑнмарӗ, ытларах ялти лӑпкӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ, чунтан савӑнса, Лопуховсен чухӑнрах пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшрӗ, ӑна вара шӑпах ҫапла пурӑнмалла пек, урӑхла пурӑнма та юраман пек, чухӑнрах пурӑнӑҫ чухне ҫеҫ ҫын чӑн-чӑнах телейлӗ пулма пултарнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл Сержа эпир пурӑнма Швейцарине кайӑпӑр, сӑртсемпе хирсем хушшинче, кӳлӗ хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре вырнаҫӑпӑр, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр, пулӑ тытӑпӑр, хамӑр пахча ҫимӗҫсене пӑхса ӳстерӗпӗр, терӗ; Серж: эпӗ йӑлтах килӗшетӗп, анчах эсӗ тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мӗн калассине кӗтетӗп, терӗ.

Калама ҫук капӑр карета аслати пек кӗмсӗртеттерсе ҫитни тата Жюлин тӗлӗнмелле лашисем тапӑртатса пыни Вӑтам проспектпа Пӗчӗк проспект хушшинчи 5-мӗш линире пурӑнакан ҫынсене шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, кунта кун пек япалана, темӗн тесен те, маларах пулмасан, Петр Великий пурӑннӑ вӑхӑтранпа курман ӗнтӗ. Ҫав тери чаплӑ, питӗ сайра тӗл пулакан карета 7 чӳречеллӗ, пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫуртӑн питӗрнӗ хапхи умне пырса чарӑннине нумайӑн пӑхса тӑчӗҫ: тӗлӗнмелле каретӑран халиччен курман тӗлӗнмелле ҫынсем — чаплӑ тумланнӑ офицерпа чаплӑ тумланнӑ хӗрарӑм тухрӗҫ, офицер сумлӑ, хисеплӗ ҫын пулнӑ пирки никам та иккӗленсе тӑмарӗ. Тепӗр минутран хапха уҫӑлчӗ те, карета картишне кӗрсе кайрӗ, ку вара пурне те кӳрентерчӗ: пӑхса тӑракансен чаплӑ офицерпа унтан та чаплӑрах хӗрарӑма вӗсем тухса кайнӑ чухне тепӗр хут курас шанчӑкӗ пӗтрӗ. Данилыч пасартан таврӑнчӗ те, Петровна унпа калаҫма пуҫларӗ.

— Данилыч, пирӗн хваттертисем питӗ чыслӑ, хисеплӗ ҫынсем пулас. Вӗсем патне генералпа генеральша килсе кайрӗҫ. Генеральша епле тумланнине каласа пама та ҫук, генералӗн вара икӗ ҫӑлтӑр.

Петровна Сержӑнне икӗ ҫӑлтӑр мӗнле курма пултарнӑ-ши, ку вӑл шалт тӗлӗнмелле япала; Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман-ҫке-ха, пулнӑ пулсан та, Серж вӗсене Жюли ӗҫӗпе ҫӳренӗ чухне килте хӑварнӑ пулӗччӗ; анчах Петровна вӗсене чӑннипех курнине, вӑл йӑнӑшманнине, мухтанманнине, ҫакна ӑна Петровна мар, ҫакна ӑна эпӗ хам шантарса калатӑп: Петровна ҫӑлтӑрсене курнӑ. Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман, — ҫакна ӑна эпир ҫеҫ пӗлетпӗр: анчах Серж хӑйне ҫав тери хисеплӗ тыткаланӑ пирки Петровна Сержӑн ҫӑлтӑрӗсене курмасӑр тӑма пултарайман, Петровна ун ҫӑлтӑр ҫук тесе шухӑшлама та пултарайман, — ҫавӑнпа вӑл ҫӑлтӑрсене курнӑ та; эпӗ сире шӳт туса каламастӑп: курнӑ.

— Лакейӗн те ливрейӗ епле, Данилыч: акӑлчан пуставӗ, аршӑнӗ 5 тенкӗ; хӑй вӑл хаяр та сумлӑ, анчах йӗркеллӗ ҫын, калаҫать; ҫанни ҫинчине тыттарса та пӑхтарчӗ, пите лайӑх пустав. Укҫа шутне те пӗлмеҫҫӗ пулас ҫав. Вӗсем, Данилыч, пирӗннисем патӗнче пӗр икӗ сехете яхӑн ларчӗҫ, пирӗннисем вӗсемпе питӗ ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, эпӗ санпа калаҫнӑ пек, пуҫ та таймаҫҫӗ вӗсене, пӗрле кулса лараҫҫӗ кӑна; пирӗн Дмитрий Сергеич те генералпа ларать, иккӗш те креслӑсем ҫине таянса ларнӑ та туртса лараҫҫӗ, Дмитрий Сергеич та генералпа пӗрлех туртать, вӑл та таянса ларать; мӗн ҫавӑ? — пирусӗ сӳнчӗ, вара вӑл генералтан пирус илчӗ те хӑйӗнне тивертсе ячӗ. Генерал пирӗн Верочкӑн аллине мӗн тери хисеплесе чуптуни ҫинчен каласа пама та ҫук. Ку ӗҫ пирки, Данилыч, мӗн темелле-ха ӗнтӗ?

— Пурте турӑран килет, эпӗ ҫапла шухӑшлатӑн; апла пулсан, паллашу та, е мӗнле те пулин тӑванлӑх та, — турӑран килет.

— Ҫапла, Данилыч, сӑмах та ҫук, турӑран килет; эпӗ ахалех ҫапла шутлатӑп: е Дмитрий Сергеич, е Верочка, е генерала, е генеральшӑна, е пиччӗш, е шӑллӗ пулать. Калас пулсан, Верочка генерал йӑмӑкӗ пулас, мана ытларах ҫапла туйӑнать.

— Петровна, эс каланӑ пек пулсан, мӗнле пулать-ха капла? Ун пек мар-ха, темле. Ун пек пулас пулсан, вӗсен укҫа пулнӑ пулӗччӗ.

— Акӑ мӗнле, Данилыч: е амӑшӗ мӑшӑрсӑр ҫуратнӑ, е ашшӗ мӑшӑрсӑр ҫуратнӑ. Ҫавӑнпа сӑн-пичӗ урӑх та: чӑнах та, питӗ пӗр сӑнлах мар вӗсем.

— Мӑшӑрсӑр ҫуратасси вӑл пулма пултарать, Петровна. Пулкалать.

Хӑйӗн вак-тӗвек япаласем сутмалли лавккинче Петровна тӑватӑ кун хушши питех те сумлӑ ҫын пулчӗ. Ҫав лавкка айккинерех ларакан лавккана пыракан халӑхӑн пӗр пайне виҫӗ кун хушши хӑй патне йыхӑрчӗ. Петровна ку кунсенче саплӑк саплассине те пӑрахрӗ, пӗлесшӗн ҫунакансене, хӑй пӗлнине каласа парса, ҫутта кӑларма хытӑ тӑрӑшрӗ.

Ҫакна пула тепӗр эрнерен хӗрӗпе кӗрӗвӗ патне Павел Константиныч персе ҫитрӗ.

Марья Алексевна хӗрӗпе хурах мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫӗнӗ хыпарсем пуҫтарнӑ — пӗрмаях тата тӑрӑшсах пуҫтарнӑ теме ҫук ӗнтӗ ӑна, пӗлес килнӗрен кӑна. Вӑл хӑйӗн пӗр кумне, Васильевски утрав ҫинче пурӑнаканскерне, иртсе ҫӳренӗ чухне кӗрсе тухса, Вера Павловна ҫинчен ыйтса пӗлме хушнӑ пулнӑ, кум ӑна ҫӗнӗ хыпарсем ҫитерсех тӑнӑ, хӑш чухне уйӑхра пӗр хут, тепӗр чухне, май килнӗ чухне, пӗрре ҫеҫ те мар ҫитернӗ. Лопуховсем пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ. Нимӗнле харкашу-тавлашу та ҫук. Пӗр ҫакӑ ҫеҫ: ҫамрӑк ҫынсем нумай пырса ҫӳреҫҫӗ, пурте упӑшкин юлташ-тусӗсем, пурте йӗркеллӗ ҫынсем, мӑнкӑмӑллӑ мар. Пуян пурӑнмаҫҫӗ; анчах укҫасӑр та лармаҫҫӗ. Хӑйсенне сутма мар, хӑйсем япала туянаҫҫӗ. Верочка хӑй валли икӗ пурҫӑн кӗпе ҫӗленӗ. Ӑнсӑртран тӗл пулса, икӗ диван, диван патне лартма сӗтел, ултӑ кресло туяннӑ; пурӗ 40 т. тӳленӗ, сӗтел-пуканӗ аван вара, ҫӗр тенкӗ те тӑмалла. Хуҫисене хваттере яма ҫӗнӗ ҫынсем шырама хушнӑ: эпир тепӗр уйӑхран хамӑр хваттере куҫса каятпӑр, сире, хуҫасем, пирӗнпе лайӑх пулнӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр, теҫҫӗ. Ну, хуҫисем: эпир те ҫавӑн пекех, — теҫҫӗ.

Марья Алексевна ҫак хыпарсемпе йӑпанса пурӑннӑ. Хытӑ кӑмӑллӑ та усал хӗрарӑм, вӑл хӗрне асаплантарнӑ, хӑйне усӑ пултӑр тесе ӑна вӗлерме те, тӗп тума та хатӗр пулнӑ, тата хӗрне пула хӑйӗн пуйса каяс планӗ арканса кайнишӗн вӑл ӑна ылханнӑ та, — ку вӑл ҫапла; анчах ҫакӑнтан вӑл хӗрне нимӗн чухлӗ те юратман теме пулать-и-ха? Ниепле те калама пулмасть. Ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн, хӗрӗ ун аллинчен ӗмӗрлӗхех ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн мӗн тумалла пулнӑ-ха? Йытӑ ҫӑварне лекни каялла тухмасть, теҫҫӗ. Ҫапах та хӗрӗ-ҫке; халӗ ӗнтӗ, Вера Павловнӑна мӗнле те пулин сиен туни Марья Алексевнӑшӑн нихҫан та усӑллӑ пулас ҫукки паллӑ пулсан, амӑшӗ хӗрне чунтанах ырӑ суннӑ. Ырӑ сунсах та мар пуль, темле каламалла ӗнтӗ, турӑ пӗлет, анчах та пурӗпӗрех; кирек мӗнле пулсан та, вӑл хӗрӗ мӗн тунине вӑрттӑн питӗ тимлӗн сӑнанӑ. Хӗрӗ мӗн тунине сӑнама мерӑсем ахальтен ҫеҫ йышӑннӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, сӑнамасан юрамасть-ҫке-ха; ырӑ сунассине те вӑл ахальтен ҫеҫ суннӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, ҫапах та хӑйӗн хӗрӗ-ҫке-ха. Тата мӗншӗн килӗшмелле мар-ха? Вӑрӑ-хурах кӗрӗвӗ йӗркеллӗ ҫын пулни пур енчен те курӑнать, тен, хӑҫан та пулин кирлӗ те пулӗ. Ҫапла вара, Марья Алексевна ерипен хӗрӗпе ҫыхӑну тытма шухӑшла пуҫларӗ. Унччен пӗр ҫур ҫул, е, тен, пӗр ҫулталӑк кирлӗ пулӗ: васкама кирлӗ мар, вӑхӑт пур-ха. Анчах генералпа генеральша ҫинчен ҫитнӗ хыпар ӗҫе пӗр харӑсах малалла ячӗ. Вӑрӑ-хурах чӑнах та ултавҫӑ пулнӑ иккен. Вӗренме пӑрахнӑ, чинсӑр тӑрса юлнӑ икӗ пуслӑ студент ҫамрӑк, апла пулсан питӗ паллӑ, пуян генералпа туслӑ пурӑнма пуҫланӑ, хӑйӗн арӑмне ун арӑмӗпе туслаштарнӑ: ун пек ҫын часах пысӑк вырӑна ҫитме пултарать, е Вера генеральшӑпа паллашнӑ пуль те, ун упӑшки генералпа туслӑ пурӑнать пуль? Пурпӗрех, апла пулсан, Вера пысӑк вырӑна ҫитме пултарать.

Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗпе амӑшӗ генералпа генеральша пырса кайни ҫинчен хыпар илнӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах Верочкӑна каҫарни, ӑна хӑйсем патне чӗнни ҫинчен пӗлтерме хӗрӗ патне пычӗҫ. Вера Павловнӑпа упӑшки Павел Константинычпа пӗрле кайрӗҫ те тӗттӗм пуличчен ларчӗҫ. Ашшӑн калаҫасси пулмарӗ. Ытларах вӗсем Федя ҫинчен калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл йӗплӗ япала мар. Вӑл гимназие ҫӳренӗ; калаҫа-калаҫа Марья Алексевнӑна Федьӑна гимнази пансионне пама ӳкӗте кӗртрӗҫ, — унта ун патне Дмитрий Сергеич кӗрсе тухма пултарать, уяв чухне Вера Павловна ӑна хӑй патне илсе каять. Аран-аран чей ӗҫиччен ларчӗҫ те чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн уйрӑлма васкарӗҫ. Лопуховсем: кӗҫӗр пирӗн патра хӑнасем пулаҫҫӗ, терӗҫ.

Ҫур ҫул ӗнтӗ Вера Павловна таса сывлӑшпа сывлать, ун кӑкӑрӗ чее сӑмахсен сывлӑшӗпе сывлама, — вӗсенчен кашнинех укҫа тупас шутпа каланӑ, — суя шухӑшсене, лайӑх мар шутланисене итлеме пачах маннӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ун путвалӗ унӑн куҫӗ умне ытла та хӑрушла тухса тӑчӗ, Тасамарлӑх, ирсӗрлӗх, тӗрлӗ йышши намӑссӑрлӑх, — ҫаксем пурте ун куҫне пуҫласа курнӑ пек курӑнса кайрӗҫ.

«Ҫавӑн пек ирсӗр те тӑвӑр ҫӗрте пурӑнма епле вӑй ҫитнӗ-ха манӑн? Епле сывлама пултарнӑ-ха эпӗ ҫак путвалта? Пурӑннӑ ҫеҫ мар-ха, тата сывах юлнӑ. Тӗлӗнмелле, ҫав тери тӗлӗнмелле ку. Епле ырлӑха юратса ӳсме пултарнӑ-ха эпӗ ҫакӑнта? Ӑнланмалла мар, ӗненмелле мар, шухӑшларӗ Вера Павловна, киле таврӑннӑ май, халӗ ӑна пӑвнӑ хыҫҫӑн канса выртнӑ пек туйӑнчӗ.

Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн, кӑштах вӑхӑт иртсен, вӗсем патне кӗтнӗ хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ, — вӗсен яланхи хӑнисем: Алексей Петровичпа Наталья Андревна, Кирсанов, — вӑхӑт вӗсемпе яланхи пекех хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Вера Павловнӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ, унӑн таса шухӑшӗсемпе таса ҫынсем хушшинче иртекенскер, ӑна икӗ хут та савӑнӑҫлӑрах туйӑнса кайрӗ! Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӗрарӑмсем ҫак ӑслӑ сӑмахсене итлесе те пӑхрӗҫ, калаҫасса лешсем ӑслӑ калаҫнӑ пек мар, ахаль ҫеҫ калаҫнӑ пек сӑмахларӗҫ, вӗсен калаҫӑвне хутшӑнса, ыйтусем те паркалаҫҫӗ, анчах ытларах-ытларах, паллах, вӗсем итлемеҫҫӗ, Лопуховпа Алексей Петрович минераллӑ удобренисем ҫав тери хаклӑ япаласем тесе калаҫма пуҫласан, вӗсене шывпа пырса пӗрӗхрӗҫ, анчах Алексей Петровичпа Лопухов хӑйсен ӑслӑ калаҫӑвне ҫаплах малалла тӑсрӗҫ. Кирсанов калаҫӑва хутшӑнмарӗ, вӑл ытларах, ытларах ҫеҫ мар, йӑлтах теме те юрать, хӗрарӑмсемпе пӗрле пулчӗ, вӗсем виҫҫӗн мӗн ҫӗрле пуличченех вылярӗҫ, юрларӗҫ, ахӑлтата-ахӑлтата кулчӗҫ, вара, юлашкинчен, ывӑнса ҫитсен, ӑслӑ калаҫма юратакансене пӗр-пӗринчен уйӑрса ячӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех