Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрханнине (тĕпĕ: пӑшӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ун патне пыраймастӑн, вӑл хӑй мӗншӗн пӑшӑрханнине хӑй каласа парасса кӗтес пулать, атту вӑл ҫӑвар та уҫас ҫук, вара ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Сейчас к нему не подступишься, надо дождаться, когда он сам захочет поделиться своей тревогой, а иначе отмолчится, и дело с концом.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иван хӑй пӑшӑрханнине палӑртмасӑр каланӑ, лайӑх мар шӑв-шав пуҫланакан тӗттӗм кӗтессене тинкерсе пӑхнӑ.

Иван говорил, не выказывая своего беспокойства, старательно шаря глазами по сумеречным углам, где возникал подозрительный шум.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл «коммуние» хирӗҫ хаяррӑн кӑшкӑрнисенчен хӑрамасӑр калаҫнӑ — ӑна нихӑшӗ те нимӗнле сӑмахпа та пӑтраштарса яма пултарайман! — анчах ҫав каҫхине вӑл хӑй темӗнле пӑшӑрханнине туйнӑ — таҫтан ҫил вӗрнӗ пек, хул-ҫурӑм йывӑрланнӑ пек туйӑннӑ.

Он не боялся злобных выкриков против «коммунии», — никто не мог сбить его никакими словами! — но в тот вечер он чувствовал странную тревогу: будто дул откуда-то сквознячок и сковывал спину.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вершинин тӳрленсе тӑчӗ те алӑк патнелле утрӗ, унта ҫитсен вӑл, хӑй мӗн пирки пӑшӑрханнине каласа парасшӑн пулнӑ пек, каялла ҫаврӑнчӗ, анчах сасартӑк тепӗр майлӑ шухӑшласа илчӗ те нимӗн каламасӑрах тухрӗ.

Вершинин выпрямился и направился к двери, там он обернулся, словно желая высказать еще какие-то свои опасения, но раздумал и вышел.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Темскер асӑрханӑ пулас, — шухӑшларӗ Любушкина, халлӗхе хӑй пӑшӑрханнине нимӗнпе те палӑртмасӑр, Иван Фомич мӗн ыйтса пӗлесшӗн пулнине унӑн пит-куҫӗнчен тавҫӑрса илме тӑрӑшса.

«Видно, что-то приметил, — думала она, ничем пока не выдавая своего беспокойства и пытаясь по выражению лица Ивана Фомича определить, что он хочет у нее выведать.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сергей пӑшӑрханнине ӗненетӗп, — терӗ лӑпкӑн Ҫемен.

— Охотно верю, что Сергей печалится, — спокойно перебил Семен.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей электростанцишӗн мӗнле пӑшӑрханнине эсӗ пӗлместӗн?

— Ты не знаешь, как Сережа беспокоится за электростанцию?

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей арӑмӗпе юнашар ларчӗ; Ирина, хӑйӗн шухӑшӗсемпе чун-чӗри пӑшӑрханнине Сергей пӗр сӑмах каламасӑрах ӑнлантӑр тенӗ пек, ун ҫине каллех хумханса та, ачашшӑн та пӑхрӗ.

Сергей сел рядом с женой, и опять она смотрела на него тревожно, как бы желая, чтобы он без слов понял и ее мысли и душевное волнение.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗне кирлӗ вӗсене ҫак хурӑнсем? — ыйтрӗ вӑл, хӑй пӑшӑрханнине пусарса.

Он спросил, сдерживая волнение: — И зачем им сдались эти березы?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах кӗпертен пӗр виҫҫӗр метр тӑварахра, Вазузӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринче Бородин генерала шыраса тупсан, вӑл часах хӑй ахалех пӑшӑрханнине ӑнланса илчӗ: каҫнӑ ҫӗрте ӗҫ йӗркеллӗ ҫеҫ мар, лайӑхах та пырать пулмалла.

Но вскоре, отыскав генерала Бородина на обрывистом берегу Вазузы, он понял, что его тревога напрасна: на переправе дело шло не только нормально, но, видимо, даже хорошо.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яша Манто пиччӗшӗ ҫакнашкал пӑшӑрханнине Володя пуҫласа курать.

В первый раз видел Володя дядю Яшу таким озабоченным.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Дымов, тӑрса, вут тавра уткаласа ҫаврӑнчӗ, унӑн уттинчен, хул лапаткисем мӗнле хускалкаланинчен вӑл тунсӑхланине, пӑшӑрханнине сиссе илме май пулчӗ.

Дымов поднялся, тихо прошелся около костра и, по походке, по движению его лопаток, видно было, что он томился и скучал.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Рада хӑй епле пӑшӑрханнине ҫапла сыпӑк-сыпӑкӑн пӗлтернӗ хушӑра Колчо май тупма та ӗлкӗрчӗ.

Пока Рада отрывисто и чуть не плача говорила о своих тревогах, Колчо уже нашел выход.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пӑшӑрханнине пӗле тӑркачӑ мӗншӗн вӑл Марийкӑна пулӑшма ӑна ярасшӑн пулмарӗ-ши, — ҫавна ниепле те пӗлеймерӗ.

Она разделяла опасения Рады, но никак не могла взять в толк, почему Рада не позволила ей кинуться на выручку Марийке.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов та асӑрхарӗ вӑл мӗнле пӑшӑрханнине.

Огнянов заметил ее смятение.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫилле хывнӑ игумен татах ҫаврӑнса тӑчӗ, хальхинче тинех вӑл Мунчо тем пӑшӑрханнине асӑрхарӗ, ухмах сиксе чӗтрет, йывӑррӑн сывлать, йӑлтӑркка куҫӗнче сехри хӑпни палӑрать.

Рассерженный игумен опять обернулся и только тогда заметил, чтоМунчо очень возбужден, дрожит всем телом и тяжело дышит, а в его лихорадочно блестящих глазах застыл ужас.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов мӗнле пӑшӑрханнине курмарӗ пулас вӑл, хаҫатра мӗнле хыпар пуррине те асӑрхаман пуль-ха.

Он, вероятно, не заметил, как волнуется Огнянов, да вряд ли обратил внимание и на газетную заметку, которая сама по себе не представляла никакого интереса.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка шӑпи пирки шухӑша кайнӑ тухтӑр епле пӑшӑрханнине те асӑрхарӗ вӑл, ҫавна пула хута кӗресшӗн пулчӗ.

Страдания доктора и судьба Лалки возбудили в нем горячее сочувствие.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗнле хыпар пур, отче? — ыйтрӗ Кралич, Викентий темӗн пирки пӑшӑрханнине кура.

— Что нового, отче? — спросил Кралич, заметив, что Викентий чем-то встревожен.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ыттисем уншӑн тӑрӑшни ҫынна хӑйне те улӑштарать, — терӗ Лопухов, хӑйшӗн пӑшӑрханнине курса, вӑл хӑй те ҫав тери асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшать.

— А какое влияние имеет на человека заботливость других, — сказал Лопухов, — ведь он и сам отчасти подвергается обольщению, что ему нужна бог знает какая осторожность, когда видит, что из-за него тревожатся.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех