Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.25 02:01

Пуплевӗш: 520; Сӑмах: 4813

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗр айӗнчи ҫапӑҫу

Разведчиксем кирлӗ сведенисем пухса килсен, Лазарев ӗҫе тытӑнма шут тытрӗ. Ниепле майпа та партизансен йышӗ мӗн чухлине пӗлтерес пулмасть. Ан тив, нацистсем ҫӗр айӗнче темӗн чухлӗ партизан пухӑннӑ тетчӗр. Вара вӗсем партизансене парӑнтарма фронтри салтакӗсене те чылайӑшне кунта илсе килме пултараҫҫӗ.

Анчах мӗнех тума пултарать-ха ҫакнашкал ҫӗр айне питӗрӗнсе ларнӑ пӗчӗк отряд? Пӑшал пеме пултаракан ҫын та вӗсен аллӑ-утмӑл ҫеҫ.

Ӗҫе ҫамрӑк разведчиксем пӗлтернӗ ремонт мастерскойне аркатассинчен пуҫлама шутларӗҫ.

Малтанхи кун Важенин, Шустов, Жученков, Корнилов ҫӗр айӗнче нумайччен разведка турӗҫ. Нимӗҫ ремонтникӗсем вырнаҫса ларнӑ лакӑм ҫывӑхне пыракан пӑрахӑҫа тухнӑ штольнӑна каймалли ҫула тупмалла пулнӑ. Хӑй хуҫалӑхӗнчи кашни кӗтесе, чавнӑ вырӑнсенчи кашни утӑма пӗлсе тӑракан Жученков та ҫав штольня патне кайма ҫул тупасси пирки иккӗленнӗ. Темиҫе километр та ҫаврӑнса ҫӳрерӗҫ пулӗ разведчиксем вӑл кун. Нумай сулланса ҫӳрерӗҫ вӗсем ҫӗр айӗнчи урлӑ-пирлӗ коридорсем тӑрӑх, юлашкинчен ҫапах та каменоломньӑн тӗп узелӗпе тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ штольня хушшинчи ансӑр коридора тупрӗҫ-тупрӗҫех. Ку коридора ӗлӗк хупланӑ пулнӑ, анчах стенине кунта пурӑнакансем хуралтӑсем тума кирлӗ, чулсене кӑларса, йӑтӑнтарса антарнӑ.

Каҫ пулсан ҫак коридорпа штольнӑна Жученков командовать тӑвакан партизансен ударлӑ ушкӑнӗ кайрӗ. Володя вӗсемпе пычӗ, анчах ӑна штольнӑран ҫӗр ҫине тухма хушмарӗҫ. Вӑл тата икӗ партизан, ударлӑ ушкӑна нимӗҫсем сиссен, хӳтӗлесе тӑмалла пулнӑ.

Тӗттӗм пулсан партизансем штольнӑран ремонт мастерскойӗ вырнаҫнӑ лакӑма тухрӗҫ. Нимӗҫсем вӗсене сисмерӗҫ. Важенин шӑхӑрчӗ те, гранатӑсем пур енчен те харӑс мастерскойсем ҫине, вӗсем тавра тӑракан машинӑсем, нимӗҫ салтакӗсем пурӑнакан ҫӗр пӳртсем ҫине ыткӑнчӗҫ. Бензин тултарнӑ бидонсем шартлата-шартлата ҫурӑлчӗҫ те, шӗвӗ вут ҫулӑмӗсем ҫӗр пӳртсем ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ; ҫӗр пӳртсенчен сехре хӑпнӑ фашистсем, йӗркесӗр, унталла-кунталла пере-пере, сиксе тухаҫҫӗ.

Малтан калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, лакӑм тавра выртса тухнӑ партизансем гитлеровецсем ҫине иккӗмӗш граната ҫыххине ывӑтрӗҫ. Гранатӑсем шартлатса ҫурӑлни, фашистсем кӑшкӑрашни, йынӑшни пӗрле хутшӑнса кайрӗ. Сасартӑк ҫав тери вӑйлӑ взрыв таврана кисрентерсе ячӗ; пӗрене хуҫӑкӗсем, чулсем, хӑмасем, тӑпра муклашкисем партизансен пуҫӗсем урлӑ вӗркӗнсе иртсе кайрӗҫ. Мастерскойсемпе юнашар ҫӗре алтса хунӑ пӗчӗк бензохранилище сывлӑша сирпӗнчӗ пулмалла.

Лакӑм тӗпӗнче ялкӑшакан вут кӑнтӑрлахи пек ҫутатрӗ: Жученковпа Важенин, партизансене нимӗҫсем курасран хӑраса, каялла чакма хушрӗҫ. Гитлеровецсем ниепле те тавҫӑрса илеймеҫҫӗ: хӑш енчен вӗсем ҫине гранатӑсем тӑкӑнчӗҫ? Атака пуҫличчен граната пӑрахакансем лакӑм тавра ҫур ункӑ евӗрлӗ выртса тухрӗҫ, ҫавӑнпа гранатӑсем тӗрлӗ енчен пыра-пыра ӳксе, гитлеровецсене аптратса янӑ. Нимӗҫсем кӑшт тӑрсан тӑна кӗчӗҫ, анчах партизансем вӑл вӑхӑтра пурте штольнӑна сикрӗҫ те хӑвӑрт хӑйсем ҫеҫ пӗлекен коридор патнелле утрӗҫ: Володьӑн хӑйӗн кӗске пӑшалӗпе штольнӑра та пулин персе пӑхас килчӗ. Анчах Важенин ӑна чарчӗ:

— Эс, йӗкӗт, кӑшт чухлатӑн-и? Сан пӑшал сассине илтсен, вӗсем эпир ӑҫта кӗрсе кайнине ҫавӑнтах тавҫӑрса илеҫҫӗ. Эпир ӑҫтан сиксе тухни ҫинчен шухӑшласа асапланччӑр-ха кӑштах. Пӗлӗт ҫинчен аннӑ пулӗ, теччӗр — мана пурпӗрех.

Ҫапла вара хӑйӗн пионер туппипе кунхинче ӗҫе хутшӑнаймарӗ…

Анчах виҫ-тӑватӑ кунтан вӑл кирлӗ пулчӗ.

Мастерскойсене аркатнӑ хыҫҫӑн гитлеровецсем ҫине тӑрсах каменоломньӑна кӗме тапӑна пуҫларӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем хӑтланни пит хӑрушах пулман-ха, ҫапӑҫуллӑ разведка пекки ҫеҫ пулнӑ: нимӗҫсем ҫӗр айӗнчи крепоҫе штурмлама хатӗрленнӗ май, малтанах партизансем хӑш-хӑш тӗлте хирӗҫ тӑма пултарнине пӗлесшӗн пулнӑ пулас.

Пӗрре Володя, Корнилов постсене тӗрӗсленӗ чух, унпа пӗрле кайрӗ те, хӑйӗн наставникне Нина Ковалевӑпа, Ваня Гриценкопа пӗрле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса савӑннӑ шурфа ертсе кайрӗ. Володя, дисциплинӑна пӑсса, хӑй ирӗкӗпе ҫав хӑрушӑ пусӑ патне кайни ҫинчен политрука каласшӑн марччӗ. Анчах вӑл ҫӗр айӗнчи крепоҫра лару-тӑру кунсерен япӑхланса пынине ӑнланнӑ. Ку таранччен япӑх хӳтӗленӗ хӑрушӑ участока командованинчен пытарни каҫарма ҫук йӑнӑш ӗнтӗ.

Корнилов Володьӑна итлерӗ те, пуҫне пӑркаларӗ:

— Пит аван! Калама ҫук! Ҫӑлтӑрҫӑсем тупӑннӑ иккен пирӗн. Тӳпери ҫӑлтӑрсене ярса илме шутларӑр пулать, ҫӑлтӑр вырӑнне пуҫӑр ҫине кӗҫех бомба ӳкмен. Ну, кӑтарт-ха, ӑҫта сирӗн телескоп.

Ачасем пӗлекен шурф тӗпне ҫитсен, Корнилов ҫӳлелле пӑхрӗ те, сасартӑк тӗттӗмре Володьӑна аллинчен тытса, хӑлхинченех шӑппӑн:
— Ҫӳлелле пӑх, — терӗ.
— Куратӑн-и, ҫын кӗлетки йӑшӑлтатать? Часовой.

Володя куҫне шурф тӗлне пӗшкӗннӗ ҫын пуҫӗпе хулпуҫҫисем курӑнчӗҫ.

— Телескоп, терӗмӗр, микроскоп пулчӗ, — аран илтӗнмелле каларӗ Корнилов. — Паразит ҫине труба витӗр пӑхатпӑр.

— Гора пичче, перем-и?

— Анчах, чур, тӗл тивмелле пер. Мана ан намӑслантар. Тӗреклӗ тӑр. Ан хумхан.

Володя кӗске пӑшалне аллине илчӗ те, ложине хулпуҫҫи ҫумне тачӑ ҫыпӑҫтарса, спускне пусрӗ. Пусӑ ӑшӗнче пионер туппи кӗрӗслеттерсе ячӗ. Кӗпҫинчен тухнӑ вут ҫулӑмӗ перекенне те, унӑн наставникне те ҫутатса илчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӳлте пӗтӗм вӑйӗпе ахлатни илтӗнчӗ. Иккӗшӗ те, кӗтес хыҫне пытанас тесе, галерейӑна чупрӗҫ. Вӑхӑтлӑ пулчӗ: вӗсен хыҫӗнче, пусӑра, бомба шартлатрӗ.

— Эп ӑна Саша пиччӗшӗн, леш морякшӑн тата Толика урипе тапнӑшӑн, — тесе ҫӳрерӗ кунӗпе Володя партизансене. — Пӗрне те пулин персе пӑрахрӑм…

— Пуриншӗн те пӗр харӑс пулсан, сахалтарах та ӗнтӗ, — кулса илчӗ Шустов — Ну, пуҫару майӗпе пулсан… пырать.

Лару-тӑру япӑхланнӑҫемӗн япӑхланать. Ҫӗр айӗнчи крепоҫӑн ҫывӑхри, аякри кӗтессене пӑхса ҫӳренӗ разведчиксем пӗлтернӗ тӑрӑх фашистсем партизансем ҫине генеральнӑй наступлени тума хатӗрленнине Лазарев лайӑх ӑнланса илчӗ.

Володя пӗр малти позицине порученипе кайнӑ чух ҫӳлти ярусри пысӑк галерейӑра иккӗлентерекен ура йӗрӗсем курчӗ. Лампа чехолне ҫӗклерӗ те, кукленсе ларчӗ. Ҫӳлти галерейӑсен урайӗнче пур ҫӗрте те хулӑн известь тусанӗ выртать; ҫав тусан ҫинче темӗн чухлӗ пӑта ҫапнӑ сарлака атӑ тӗпӗсен йӗрӗсем юлнӑ; акула шӑлӗ йӗрӗсем пекех курӑнаҫҫӗ. Паллах, кусем нимӗҫ ури йӗрӗсем пулнӑ. Володя, хунарне ҫӗр ҫумнерех тытса, темиҫе минут тискер йӗрсене пӑхса ҫӳрерӗ. Кӗтмен ҫӗртенех ҫав йӗрсем хушшинчех тата тепӗр ура йӗрӗ курчӗ. Йӗрӗ пысӑк мар, анчах хӗрарӑмӑнни пек кӗлипе ансӑр пуҫӗ ҫӗре тарӑн анса кайнӑ. Нимӗҫ салтакӗ кунашкал йӗр хӑварма пултарайман ӗнтӗ. Володя тавҫӑрса илчӗ: гитлеровецпа пӗрле сӑран атӑ тӑхӑннӑ ахаль ҫын иртсе кайнӑ. Партизансем урӑхла атӑ тӑхӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсем кунта нихҫан та хӑпарман.

Володя хӑй курнине ҫавӑнтах Корнилова каласа пачӗ. Лазарев галерейӑна хӑпарсах нумайччен ҫав йӗрсене пӑхса ҫӳрерӗ. Иккӗленмелли пулман: таҫти шӑтӑк витӗр кунта нимӗҫ салтакӗсем кӗреҫҫӗ, вӗсене такам ертсе килет. Ку секторта вӑйлӑ хурал тӑратрӗҫ. Ҫав йӗрсем Лазарева пӑшӑрхантараҫҫӗ, атти, паллах, шукӑль, салтак тӑхӑнаканни мар, кунашкал атӑ тӑхӑннӑ ҫынна вӑл тахҫанах курнӑччӗ, анчах халӗ астумасть.

Кунти ҫулсене пӗлекен темӗнле йытӑ фашистсене ертсе килет. Ку йӗксӗке йӗрлесе тупас пулать…

Анчах палламан сутӑнчӑк хӑйӗн ирсӗр ӗҫне тума та пуҫланӑ. Ҫитес каҫ умлӑн-хыҫлӑн пулнӑ виҫӗ взрыв тата ишӗлнӗ чулсем нумайччен кӗмсӗртетсе тӑни партизансене харӑсах вырӑн ҫинчен ҫӗклерӗ. Пӑшалӗсене алла илсе пурте ҫапӑҫу расписанийӗ тӑрӑх пулма тивӗҫ вырӑна чупрӗҫ. Гитлеровецсем штурм пуҫларӗҫ, тенӗ партизансем.

Анчах ӗҫ тата япӑхрах пулнӑ. Фашистсем пӗр шурфри завала тасатнӑ та умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ пысӑк бомба пӑрахнӑ. Чул йӑтӑнса анса галерейӑна хупланӑ. Шыв запасне усракан бетонланӑ вагонеткӑсемпе ваннӑсем ларакан коридора каймалли ҫула пӳлсе лартнӑ. Партизансем шывсӑр аптраса вилме пултарнӑ…

Яша Манто пиччӗшӗ ҫакнашкал пӑшӑрханнине Володя пуҫласа курать. Ҫӗр айӗнчи крепоҫӑн аслӑ начхозӗ тата шеф-поварӗ штаба пычӗ те, кантӑк тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса аннӑ пек, ҫамки тӑрӑх юхакан тарне ҫаннипе шӑлса илчӗ.

— Тупа тӑватӑп, — хӗрӳленет вӑл, — фашистсене пирӗн пата такам ертсе килет! Мӗнле, сирӗн шутпа? Ку шурфа ӑнсӑртран бомба пӑрахнӑ, тетӗр-и? Эпӗ ача мар. Ҫӳлте пурӑнакан пӗр-пӗр шӑрка эпир шыв ӑҫта усранине пӗлнӗ. Ҫапла, юлташсем, пирӗн тип апат пуҫланчӗ…

Ҫапла пуҫланчӗ хӑрушӑ ҫӗнӗ инкек ҫӗр айӗнчи крепоҫра. Отрядри ҫынсем шывсӑр асапланса вилме пултараҫҫӗ.

Пӗр коридорта резервра тӑракан цистернӑра шыв пулнӑ… Ку коридора гитлеровецсем, Жученков шутланӑ тӑрӑх, кӗме пул тарайман. Ҫав шыв ҫинчен Лазаревпа Жученков ҫеҫ пӗлнӗ. Цистернӑна пӗр курӑнман галерейӑна пытарнӑ пулнӑ, анчах вӑл каменоломньӑн малти районсене хӳтӗлекен стена тулашӗнче тӑрса юлнӑ. Стена тулашне тухса, цистерна патне ҫитме шут тытрӗҫ, Жученков, Корнилов, Котло, Петропавловский, Дерунов тата вунпилӗк чи шанчӑклӑ боецсем кайрӗҫ.

Володя кунта та ҫыхӑну тытма тесе хӑйне илсе кайма ыйтрӗ.

Дерунов хӑйӗн ҫинҫе те час туякан пӳрнисемпе стенан ҫӗр ҫумӗнчи юри кӗрсе тухма хӑварнӑ чулне сыхланкаласа кӑларса илчӗ те, шӑтӑк витӗр хунарпа ҫутатса, леш енчи ҫӗре хыпаласа пӑхрӗ, унтан хӑй те леш енне упаленсе тухса кайрӗ. Володя та ун хыҫҫӑн шӑтӑка чӑмрӗ, анчах ӑна уринчен туртсах каялла сӗтӗрсе кӑларчӗҫ. Пӗр вӑхӑт пурте стена патӗнче чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Чул хушӑкӗсем витӗр Деруновӑн хунар ҫути курӑнать. Анчах пӗр минутранах саперӑн хунарӗ шӑтӑкра курӑнса кайрӗ, хунар хыҫҫӑн Дерунов хӑй те каялла кӗчӗ. Сапер ҫакна пӗлтерчӗ: стена тулашӗнчи коридора гитлеровецсем минӑсем лартса тухнӑ, хӑй те кӑшт ҫеҫ сирпӗнсе кайман иккен. Галерея урайӗнчи тусан ҫинче Дерунов нимӗҫ салтакӗсем тӑхӑнакан ботинкӑсен пӑтисем шатралатнӑ йӗрсем тата хӗрарӑм, ача калушӗсем вӗтӗ йӗр туса хӑварнине курнӑ.

Паллах, фашистсем ку коридора шыраса тупнӑ та, хӑйсем ӑниччен, партизансем стена патне каякан ҫул ҫине минӑсем хурса тухман-и тесе, малтан совет гражданӗсене — хӗрарӑмсене, ачасене хӑваласа кӗртнӗ. Цистерна патне ҫитме тапӑнни усӑсӑр пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, цистернине те фашистсем пӗтернӗ пулӗ. Пӗтермен пулсан та, унти шыва ӗҫме, паллах, юраман: гитлеровецсем ун ҫине наркӑмӑш янах ӗнтӗ…

Ӗҫшӗн ҫунакан, малтанах пурне те курса тӑракан Яша пиччӗн, чӑнах та, тепӗр штрекра пытарса хунӑ пӗчӗк резервуарпа расхутлама юраман шыв пулнӑ. Халӗ мӗнпур шанчӑк ҫав сыхласа хӑварнӑ шыв ҫинче ӗнтӗ. Анчах вӑл пит сахал пулнӑ. Ҫак кунран пуҫласа кашни сыпкӑм шыв темӗн пек хаклӑ пулнӑ. Шыва виҫеллӗ расхутламалла турӗҫ: кашни ҫынна талӑка пӗр стакан. Чирлисемпе аманнисене ҫеҫ паека кӑшт ӳстерме юранӑ.

Тата тепӗр кунтан тӑшман мини ҫурӑлса камбузран тухакан тӗтӗм мӑрйине ишӗлтерсе антарнӑ. Мӑрйине пит ӑста тунӑ пулнӑ: вучахри тӗтӗм ҫӳлти галерейӑна хӑпарнӑ та, тӗрлӗ ҫӗре сарӑлса, ҫӗр ҫине палӑрмасӑрах тухнӑ. Халӗ кухньӑран тукакан сӗрӗм те, хӑрӑм та, шӑршӑ та ҫӗр айӗнчи крепоҫри ҫынсем пурӑнакан ҫӗре те, служба помещенисене те сарӑлнӑ.

Ҫынсем ҫӑвӑнмасӑр пурӑннӑ, пичӗсем хӑрӑмпа вараланса хуп-хура пулнӑ. Виҫ-тӑватӑ кун хушшинче партизансем уҫӑ сывлӑш кӗмен пӑчӑ ҫӗрте аран ҫунакан хунар ҫутинчен стенасемпе маччасем ҫине ӳкекен хӑйсен хуп-хура мӗлкисем пек курӑна пуҫларӗҫ. Кӗпе-йӗм ҫума та пӑрахрӗҫ. Хӑрӑм тумтир айне кӗрсе кайнӑ, витӗр ҫапнӑ. Савӑт-сапа ҫума шыв пулман. Малтан вӗсене нӳрлӗ алшӑллисемпе, ҫӗрӗк татӑкӗсемпе шӑлнӑ, анчах вӗсем час хуралса ҫулланса ларнипе савӑт-сапана вараланӑ ҫеҫ, ҫавӑнпа вӗсене алла та тытас килмен… Вӗҫӗмсӗр ӗҫес килнипе ҫынсем йӑлтах аптранӑ. Пысӑк каткасенче юлнӑ тӑварланӑ хӑяр шывне ӗҫме тытӑнса пӑхнӑ. Малтан ӑша кантарнӑ пек туйӑннӑ, анчах кӑшт тӑрсан тата хытӑрах ӗҫес килнӗ. Тминпа укроп шӑрши ӑшчике пӑтратнӑ. Пӗр Яша пичче ҫеҫ яланхи пек хаваслӑ пулнӑ.

— Тепӗр тесен, пурнӑҫ — вилме кирлӗ мар — текеленӗ вӑл, апат пӗҫерес умӗн аллине тӑварланӑ хӑяр шывӗпе ҫунӑ чух. — Ҫынсем калашле, пур енчен те вунулттӑ, хӑярпа — ҫирӗм. Мӗншӗн ҫапла каланӑ-ха? Кам пӗлет? Никам та пӗлмест-и? Эпӗ пӗлетӗп. Ӗлӗк пасарта цирульниксем ҫынсене хӑйсем патне чӗнсе кӗртнӗ. Ҫӳҫ каснӑшӑн, сухал хырнӑшӑн — пуриншӗн те вунултӑ пус илнӗ. Канлӗрех пултӑр тесен, питҫӑмарти хыҫне хӑяр хурӑпӑр — бритва лайӑхрах хырать. Ҫапла хырсан сире закуска валли преми юлать, хӑяр. Ҫакӑншӑн, хӑярпа хырнӑшӑн ҫирӗм… Хӑяр шывӗпе алӑ ҫуни — чӑн-чӑн патша пурнӑҫӗ. Ӳте те ҫемҫетет, илем те кӗртет. Вӑтанса ан тӑрӑр, ҫӑвӑнӑр.

Ӗҫес килнипе тутисене ҫулакаласа тӑракан ҫынсем ирӗксӗрех йӑл кулса янӑ.

Ҫӗр айӗнчи крепоҫе хупӑрласа илнӗ нимӗҫсем сӗмсӗрленме пуҫланӑ. Партизансем «Любкин автохуҫалӑхӗ» тесе ят панӑ пысӑк штольнӑра темиҫе хут та ҫапӑҫусем пулса иртнӗ. Унта, ҫурри ишӗлнӗ анлӑ штольнӑра партизансем ҫӗр айне анас умӗн пӗр кун маларах пӗр лакӑма грузовик анса ларнӑ. Вӑл тухса ҫӳремелли ҫула пӗтӗмпех хупланӑ. Ун хыҫне партизансем чул купаланӑ; кунта танксене перекен пӗртен-пӗр тупӑ та пулнӑ. Укреплени хыҫӗнчен штольнӑна кӗрекенсем ҫине пӑхса тӑма пит меллӗ. Шӑтӑкне машина пӗтӗмпех тенӗ пек хупласа тӑнӑ. Нимӗҫсем ҫӗр айне кӗмелли ҫула пӳлсе тӑракан грузовика темиҫе хут та кӑларма тапӑнса пӑхнӑ. Анчах кашнинчех нимӗнрен хӑраман хастар та шӳт тума юратакан Любкин командовать тӑвакан пост енчен гитлеровецсем ҫине вут-хӗм тӑкӑннӑ.

Пӗрре ирхине нимӗҫсен пысӑк отрячӗ грузовикӑн икӗ енӗпе кӗме тапӑнса пӑхрӗ. Ҫӗр айӗнче партизансен туппи кӗмсӗртеттерчӗ, гитлеровецсем ҫине пӑр пек ҫӑвакан пульӑсем тӑкӑнма пуҫларӗҫ. Пӗр пули отрядпа командовать тӑвакан офицера вӗлерчӗ. Гитлеровецсем вут-хӗм, тӑхлан пӗрӗхекен тӗттӗмрен хӑраса, уласа йӗрекен аманнӑ салтакӗсене ҫавӑтса, каялла ыткӑнчӗҫ. Офицер вилли машина патӗнчех выртса юлчӗ. Любкин хӑйӗн напарникӗ Макаровпа пӗрле офицера ухтарчӗҫ. Часах штаба Нина Ковалевӑна чӗнтерчӗҫ; вӑл шкулта отличница пулнӑ, нимӗҫ чӗлхипе унӑн пӗрмай «лайӑх» паллӑран кая пулман. Унпа пӗрле штаба пурне те пӗлме юратакан Нина Шульгина та пычӗ.

Лазарев хӑрӑмланнӑ нӳрлӗ коверпа витнӗ сӗтел ҫине офицерӑн хучӗсене, Курт Шверих патне янӑ темиҫе ҫыру, фотографи ӳкерчӗкӗ хучӗ; ӳкерчӗк ҫинче сарӑ ҫӳҫлӗ мӑнтӑр Минни сӑнӗ; кун ҫинчен ӳкерчӗкӗн тепӗр енне ҫырнӑ пулнӑ. Тепӗр ӳкерчӗк ҫинче Минни Куртпа пӗрле сулхӑн садри площадка ҫинче тӑраҫҫӗ. Иккӗшӗ те шурӑ тумпа. Минни, арҫын кӑмӑлне каяс тесе, Курт ҫине ракеткӑн урлӑ-пирлӗ тытнӑ хӗлӗхӗсем витӗр пӑхса тӑрать, леш хӑйӗн ракеткине мандолинӑпа вылянӑ чухнехи пек тытнӑ.

— Илӗртет, интереслентерет, — терӗ Надя Шульгина. Вӑл тата темӗскер каласшӑнччӗ пулас та, анчах комиссар кӗнине курсан, вӑл ӑна йӗркесӗр сӑмахланӑшӑн ятланине аса илсе, сасартӑк ҫӑварне хупрӗ.

Комиссарпа пӗрле кӗнӗ Володя ӳкерчӗк ҫине пайтах пӑхса тӑчӗ.

Вӑл кивӗ штолня умӗнче тупнӑ вилме пуҫланӑ Николай Бондаренко морякӑн комсомол билечӗ ӑшӗнчи хуҫкаланса, чӗркеленсе пӗтнӗ ӳкерчӗке аса илчӗ. Киножурнал хуплашки ҫинчи ӳкерчӗксене аса илтерсе, именме пӗлмесӗр курнӑҫланса тӑракан Куртпа ун хӗрӗн сӑнӗсем, хӑйсене ӳкерни ҫинчен шухӑшламан пек туса тӑнӑ пулсан та, темӗнле йӑкӑлти-мӑнаҫланнӑн курӑннӑ. Паллах, Володя кӑна ӑнлантарса пама пултарайман. Анчах вӑл тинӗс хӗрринчи бульварта хӑвӑрт ӳкерекен фотограф ӳкернӗ Николай Бондаренкопа унӑн вӑтанчӑк хӗрӗпе танлаштарса пӑхнӑ; кусем пачах урӑхла ҫынсем пулнӑ.

Унтан хӗрсем, Володьӑпа пӗрле, вилнӗ гитлеровец бумажникӗнче тупнӑ инструкцие вулама пуҫларӗҫ; Володя класра вӗреннӗ нимӗҫ сӑмахӗсене пурне те аса илме тытӑнчӗ.

— «Зих эрбармен», — вулать Нина Ковалева. — «Зих эрбармен…» Мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха ку сӑмахсем? Надя, пирӗн кунашкал сӑмахсем пулман вӗт?

— Пирӗн пулман та, — сӑмах тӗртсе хучӗ Лазарев, — анчах вӗсен шкулӗнче ку сӑмахсене пит ҫирӗп асра тытма вӗрентнӗ. Кунта ак мӗн пулса тухать. Итлӗр, — Лазарев куҫарма пуҫларӗ, Нина хут ҫине ҫырма тытӑнчӗ:  — «Туртса илнӗ вырӑс территоринчи офицерсем…» Малалла «зих эрбармен», унтан, куратӑн-и: — «вырӑнта пурӑнакан ҫынсене». Пурте паллӑ. Ҫыр: «хӗрхенме»… Ну, шеллеме пултараймаҫҫӗ… Ак мӗне пӗлтерет вӑл «зих эрбармен»… Ак, ирсӗр!

Офицер бумажникӗнче Керчь хули коменданчӗ алӑ пуснӑ вырӑсла ҫырнӑ приказ та тупӑнчӗ. Ку, леш, Ланкин каласа панӑ приказ. Володьӑпа Ваня ӑна поселокра урама ҫыпӑҫтарса хунине курнӑччӗ. «Пур ҫуртсенчи, урамсенчи катокомбӑсене кӗмелли хушӑксемпе шӑтӑксене чулпа ҫирӗп стенасем купаласа питӗрмелле. Хушнине тумасан — персе вӗлеретӗп», тесе хӑратнӑ приказ ҫинче.

— Эх, хӑраҫҫӗ те пиртен! — вӗҫлерӗ Любкин. — Эпир вӗсен кӗлисене ҫӗр айӗнчен хӗртетпӗр.

— Приказне Керча илнӗ кун кӑларнӑ — калаҫӑва хутшӑнчӗ комиссар. — Килнӗ-килменех партизансене тапӑннӑ… Пирӗн граждан вӑрҫи историне пӗлнипе мар ӗнтӗ… Такам пирӗн ҫинчен е Аджи-мушкайри юлташсем ҫинчен тӑшмана каласа пама ӗлкӗрнӗ курӑнать. Ҫавӑнпа вӗсем халӗ хӑраҫҫӗ те.

Любкин тепӗр хут офицер бумажникӗнче пулнӑ ӳкерчӗк ҫине пӑхса илчӗ те хӑйӗн хулпуҫҫи ҫине винтовка чӗнне вӗлт! ҫеҫ тутарчӗ.

— Ну, хамӑн автохуҫалӑх патне каяс. Ҫак фрейлина адресне ҫеҫ ҫырса илем. Тен, вилнӗ тусӗнчен салам калама тивӗ. Мӗнле, граждансем? Эпӗ Берлинта пулатӑпах пулӗ, тетӗп…

Штабри телефон зуммерӗ час-час нӑйлатма пуҫларӗ, Лазарев телефон трубкине илчӗ. Вӑл нумайччен, тимлӗн итлерӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе:
— Ҫапла. Ӑнланатӑп. Малалла мӗн? — тесе ҫеҫ каласа пырать.
Унтан телефон трубкине хучӗ те, комиссар енне ҫаврӑнчӗ: «Атӑл» секторӗпе кӗмелли тӗп шӑтӑк патне движоксем тата динамомашинӑсемпе ҫыхӑнтармалли приводсем илсе пынӑ. Электростанцисем пулӗ. Кабельсем туртаҫҫӗ. Пирӗн пата ҫутӑпа килесшӗн. Хатӗрленес пулать. Петропавловский ӑҫта?

Ҫавӑнтах штаб начальникӗ Петропавловский те ҫитрӗ. Ӑна чӗнме пӗр партизан кайса килчӗ. Ытти командирсем те часах пухӑнчӗҫ. Кӑвак куҫлӑ яштака лейтенант Ваня Сергеев ҫитрӗ. Надя Шульгина лейтенант килни ӑна интереслентермен пек турӗ. Жученков килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл тата ытларах хуралса, ырханланса кайрӗ, анчах, тем аса илме тӑрӑшнӑ пек, лӑпкӑн та тинкерсе пӑхать. Тен, чӑнах та, подрывниксен командирӗ ӑшӗнче хӑнасене кӗтсе илме хунӑ взрывчаткӑсене тӗрӗслет пулӗ. Корнилов малтан пурне те честь пачӗ те, сӗтел хушшине ларчӗ. Вӑл яланхи пек тирпейлӗ, сухалне те хырнӑ; сухалне темӗнле шывсӑрах хырма вӗреннӗ.

Пурте пухӑнсан, Лазарев, ура ҫине тӑмасӑрах, сӑмах тапратрӗ:

— Эпӗ пухнӑ сведенисем тӑрӑх тӑшман паян пирӗн пата килме шухӑшлани палӑрать. Ку таранччен калани, калаҫса татӑлни ҫумне нумай хушма шухӑшламастӑп. Ҫакна ҫеҫ астутаратӑп: нимӗҫсем пирӗн йыш пит пысӑк тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пире хирӗҫ ҫителӗклӗ вӑй яраҫҫӗ ӗнтӗ. Тӑшман вӑйне хамӑр ҫине туртни — пит аван. Ку пирӗн задача. Анчах тӑшман ҫарӗ пирӗн йышран пӗр вӑтӑр хут пысӑкраххи пирӗншӗн ытла кӑмӑллӑ хыпарах мар… Эпӗ ак мӗнле вывод тӑватӑп; пирӗн кашни ҫын вӑтӑр ҫыншӑн ҫапӑҫмалла. Вӑтӑр ҫыншӑн! Кая юрамасть, юлташсем. Шӳт туса каламастӑп. Ку ӗҫе тума пирӗн вӑй ҫителӗклӗ. Эп ӗненетӗп.

Лазарев командовани йышӑннӑ план ҫинчен тепӗр хут тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Ун шучӗпе, фашистсем тӗттӗм штольнасене пӗчӗк ушкӑнсемпе анма хӑяймаҫҫӗ. Каменоломньӑри кашни коридор кӗтесӗ тӑшманшӑн хӑрушӑ та пӗлмен чӑрмав. Гитлеровецсем тӗттӗмре пӗрне-пӗри ҫухатас мар тесе, ушкӑнпа, пӗрле кӗреҫҫӗ пулӗ. Ҫакӑнпа партизансен усӑ курма тивӗҫ. Тӑшман куҫне курӑнмасӑр, хӑйсем лайӑх пӗлекен ансӑр галерейӑсенче вӗсем гитлеровецсене пысӑк сиен тума пултараҫҫӗ, — Тӑшманӑн пысӑк вӑйне пирӗн ирӗксӗрех пӗчӗк те сапаланчӑк ушкӑнсемпе кӗтсе илме тивет. Кашни ушкӑн хӑй пӗлнӗ пек, хӑйсен условине шута илсе ҫапӑҫма тивӗҫ. Анчах фашистсене улталамалла: ан тив, вӗсем кашни участокра утмӑл-ҫитмӗл, сакӑрвуннӑ, темиҫе ҫӗр партизан тесе шутлаччӑр…

Володя, хӑваласа кӑларасран хӑраса, катара никам куҫне курӑнмасӑр ларать. Вӑл хумханнипе темиҫе хут та янаххипе хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрма тытӑнса пӑхрӗ, анчах командованин хӑюллӑ та чее планӗ ҫинчен калаҫнине илтнипе хавхаланса, янахне пӑрса ҫеҫ илет. Пӗрре вӑл Лазарев ҫине пӑхать, тепре Котло ҫине. Анчах иккӗшӗ те — командир та, комиссар та — хӑйсене пит лӑпкӑ та ӗҫченлӗ тыткалаҫҫӗ; калаҫасса та, кашни кун — кама чул стена купалама, кама улма шуратма е сухари суйлама заданисем панӑ чухнехи пек, васкамасӑр сӑмахлаҫҫӗ. Володя ҫак ҫынсем ҫине пӑхса ҫав тери савӑнчӗ, ҫав тери мӑнаҫланчӗ. Вӑл ҫак вӑйлӑ та тӳрӗ, хӑюллӑ та пурне те малтанах курса, хӑйсене хӳтӗлеме пӗлекен ҫынсене чӗререн юратрӗ. Кирлӗ пулсан, вӑл ҫак ҫынсемшӗн вилме те хатӗр. Кашни хурал начальникӗ, — малалла каларӗ Лазарев, — хӑй секторӗн оборонишӗн ответ тытать. Кашни постӑн паянхи тӗп задачи — тӑшмана, кӗме пуҫласанах чарса тӑрасси. Хӑш чух тӑшмана кӑшт шаларах кӗме ирӗк парас пулать те, унтан тӗттӗмре ҫулне пӳлес пулать. Ҫакна ан манӑр, юлташсем: пирӗн резерв ҫук. Хӑвӑр ҫине ҫеҫ шанӑр. Малтанах каласа хуратӑп: пӗр-пӗр секторта йывӑр пулсан, унта яма кашни постран ҫын илме тивет. Вӗҫлетӗп. Комиссар «Мускав» хуралне центрти направление каять. Корнилов юлташ — «Атӑл» секторне, Сергеев лейтенант хӑй ҫине «Киева» илет. Эпӗ «Передовой» хуралта пулатӑп. Штаб начальникӗ Петропавловский кунта, штабра юлать: пур хуралсемпе ҫыхӑну тытать, мана пӗлтерет. Дубинин, Гриценко, Ковалев пионерсем связистсем пулаҫҫӗ. Связистсем халлӗхе кунта пулаҫҫӗ. Ытти ачасене — аялти горизонта. Ӑнлантӑр-и? Ыйту ҫук-и?

— Вилес пек ӗҫес килет, — терӗ Сергеев. — Ҫӑвар ӑшӗ типнине, сурчӑк тухмасть.

— Юрать, — килӗшрӗ Лазарев. — Фашистсем штурм пуҫласан, кашнине нормӑран ирттерсе пӗрер стакан шыв парӑр. Мантона пӗлтерӗр. Комиссар, мӗн те пулин каласшӑн-и? Кала.

Котло васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ, пуҫне кӑшт тайрӗ, унтан, чул маччана тӗревлесе унӑн йывӑрӑшне йӑлтах хӑй ҫине илме шутланӑ пек, хӑйӗн сарлака хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ. Комиссартан пӗрмай кӑшт хӑракан Володя каллех унтан тӗлӗнчӗ: мӗнле-ха ҫакнашкал пӑхма хаяр ҫын ыттисем ҫине темӗнле ӑша кӑмӑлпа, йӑвашшӑн пӑхма пултарать? Кунта ларакан ҫынсем уншӑн кашниех ҫав тери хаклӑ пулас, кашнине вӑл ырӑ сунать. Парка та харсӑр тутисен икӗ енчи тарӑн пӗркеленчӗкӗсем ҫеҫ комиссар никама та, паян кӑшт тимсӗр пулнӑшӑн та каҫарас ҫуккине пӗлтереҫҫӗ. Никама та каҫармӗ!

— Пурте паллӑ, — терӗ вӑл, — ним ҫинчен те калаҫмалли ҫук. Ӗненетӗп: кашни хӑй тума пултарнине тӑвӗ тетӗп, кирлӗ пулсан, тума пултарайманнине те…

Каменоломньӑра ку таранччен илтмен икӗ взрыв; пуҫ тӑрринчи ҫӗр тӗрекне ҫурнӑ пек, умлӑн-хыҫлӑн икӗ хут кӗмсӗртеттернӗ сасӑ комиссарӑн сӑмахне пӳлчӗ. Чул урай кисренсе кайрӗ. Кӗрсе тухакан шӑтӑка карнӑ плащ-палатка, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ пек, ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Известь тусанӗн пӗлӗчӗ штаба кӗрсе кайрӗ те, тӗтре пек, хупласа илчӗ. Пурте ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Командир ҫеҫ вырӑнӗнчен хускалмарӗ.

— Ну, пуҫланчӗ пулас, — васкамасӑр ура ҫине тӑрса каларӗ Лазарев. — Хурал начальникӗсен харпӑр хӑй вырӑнне каймалла. Телей сунатӑп, юлташсем!

Ҫул майӗ хӑйсен шахтеркисене тӳрлете-тӳрлете, «летучая мышь» хунарсен хӑйӑвӗсене пӑркаласа, хурал начальникӗсем штабран тухса кайрӗҫ.

Кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӗр телефон нӑйлатрӗ. Лазарев трубкине илчӗ.

— Эпӗ — центральная. Лазарев. Итлетӗп. Ҫапла. Ӑҫта? Кивӗ шурфра? Пӗтӗм стена-и? Халех яратӑп. — Трубкине хучӗ те, Володьӑна пуҫӗпе сулчӗ. — Хӑвӑрт санчаҫа чуп, кала: кивӗ шурфра Сердюковпа Носкин ҫине стена йӑтӑнса аннӑ. Докторицӑсенчен пӗрне халех унта. Кайран мана доложить туччӑр. Эсӗ каялла кунта. Асту, кирлӗ мар ҫӗре пуҫна ан чик. Илтрӗн-и?

— Есть кирлӗ мар ҫӗре пуҫа чикес мар!

— То-тӑ!

— Ну, лейтенант юлташ, эпӗ «Передовойне» кайрӑм. Манпа ҫыхӑну тыт.

Ҫӗр айӗнчи галерейӑсем тӑрӑх тата темиҫе вӑйлӑ взрыв кӗмсӗртетни сарӑлчӗ, Таҫта виҫ-тӑват хут аслати кӗмсӗртетнӗ майла сасӑсем илтӗнчӗҫ.

— Шурфсене бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ. Кӗрекен шӑтӑксем патӗнчисене шурфсем патне улталаса илсе каясшӑн, — ӑнлантарчӗ Петропавловский. — Ку артиллери персе хатӗрленни майлӑ ӗнтӗ.

Тата кӗмсӗртетрӗ. Унтан ҫӗр айӗнчи крепоҫри галерейӑсенче, коридорсенче янӑра-янӑра, пӑшалсем шаклаттарма пуҫларӗҫ. Харӑс пенисем илтӗнчӗҫ. Пулеметсем тӑкӑртатма тытӑнчӗҫ. Ҫак минутран ҫӗр айне взрывчаткӑн йӳҫӗ шӑрши, куҫа ҫиекен, ҫӑвара, сӑмса шӑтӑкӗсене кӗрсе тулакан тӗтӗм, тусан сарӑлчӗ, вӗҫӗмсӗр взрыв кӗмсӗртетет.

Гитлеровецсем каменоломньӑна штурмлама пуҫларӗҫ. Чӑн, ку — пит хӑрушла кун пулнӑ. Ҫӗр айӗнче пулнисем ҫак куна нихҫан та манас ҫук, анчах ҫак тискер сехетсенче, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе темӗнле пӑчӑ та кӗмсӗртетекен, тамӑкра курнине никам тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас ҫук…

Нимӗҫсем пур шӑтӑксене те пӗр харӑс тапӑнчӗҫ. Завалсене сирпӗнтерсе, штольнӑсене кӗрекен шӑтӑксем патне пулеметсем, танксене перекен тупӑсем лартса, ҫӗр айӗнчи тӗттӗмлӗхе пеме пуҫларӗҫ, шурфсене минӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Вӗсем аялта ҫурӑла-ҫурӑла, партизансем купаланӑ стенасене, баррикадӑсене ишӗлтернӗ. Фашистсем взрывчаткӑсене хӗрхенмен. Хӑш-пӗр шурфсенчен взрыв ватнӑ чул муклашкисем, вулкан шӑтӑкӗнчен ыткӑнса тухнӑ пек, каялла, ҫӗр ҫине вӑркӑнса тухаҫҫӗ. Гитлеровецсем, хайсем пӑрахнӑ мина взрывӗсем хӑйсене ан вӗлерччӗр тесе, аяккалла чупса тараҫҫӗ.

Санчаҫран штаба таврӑннӑ чух Володьӑна взрыв хумӗсем темиҫе хут та ураран ӳкернӗ е чул стена ҫумне ҫапса лапчӑтса ыраттарнӑ. Ӳкнӗ чух вӑл хунар кӗленчине ҫӗмӗрчӗ. Сасартӑк килсе ҫапӑннӑ сывлӑш хумӗ ҫуттине те сӳнтерчӗ. Володя сӗм-тӗттӗм коридор тӑрӑх утать, пур енче те штурм сасси кӗмсӗртетет. Сасартӑк ун ури патӗнчех макӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Володя пӗшкӗнчӗ те, кӳтсе ларнӑ пӗчӗк алӑсем хӑйне ыталама кармашнине туйрӗ.

— Эп хӑратӑп… Анне патне каясчӗ… Эп аташса кайрӑм… — илтрӗ Володя. Ку командир хӗрӗ пӗчӗк Оля иккен.

Володя хӗрачана ҫӗклерӗ те, малалла утрӗ; пӗр-пӗр чул перӗнсе, Ольӑна амантас мар тесе, хулпуҫҫипе чавсине малалла тӑсса пырать.

— Эсӗ кам пулатӑн? — ыйтрӗ Оля, темӗн шӑршланӑ пек, час-час мӑшлатса.

— Эпӗ — Володя Дубинин.

— Э-э-э… Эп сана паллаймарӑм. Тӗттӗм. Шӑршларӑм, шӑршларӑм, паллаймарӑм. Халӗ пуринчен те пӗр пек шӑршӑ кӗрет: йӳҫӗтнӗ хӑяр шывӗ шӑрши те лампа мӑкӑрланнӑ чухнехи шӑршӑ…

Инҫетре ҫӗр ишӗлсе анни кӗмсӗртетрӗ.

— Паян аслати вӗҫӗмсӗр авӑтать, — каллех калаҫма тытӑнчӗ Оля. — Ҫумӑр пулать-ши? Пултӑрччӗ. Эпир чей ӗҫсе пӗтертӗмӗр… Анне урӑх памасть.

Володя штаба кӗчӗ те, Ольӑна ӑнсӑртран килсе кӗнӗ пиччӗшне парса, Петропавловскинчен хӗрачана аялти яруса, Киля аппа патне ӑсатма ирӗк пама ыйтрӗ. Петропавловский килӗшрӗ. Ольӑпа пиччӗшӗ кайрӗҫ, Володьӑна штаб начальникӗ ҫӗнӗ задани пачӗ.

Халех «Любкинӑн автохуҫалӑхӗ» патне ҫитсе, унта хура тумлӑ фашистсем — эсэсовецсем — пыни ҫинчен пӗлтермелле; вӗсене ҫӳлти ярусри хурал тӑракансем курнӑ.

— Анчах асӑрханса ҫӳре — «Любкинӑн автохуҫалӑхӗ» ҫӳлте вӗт. Шӑпрах пул, унсӑрӑн темӗн пулма пултарать, — канаш пачӗ Петропавловский.

Володя, ҫӗмрӗк хунар вырӑнне илнӗ, хӑюне пусарнӑ шахтерка йӑтса, аякри штольнӑна чупрӗ. Такӑна-такӑна, ишӗлнӗ чулсем урлӑ каҫа-каҫа чупать ача. Кӗске пӑшалӗ хулпуҫҫине ҫапӑна-ҫапӑна, ыраттара та пуҫларӗ. Володя васкать. Кашни самант хаклӑ пулнӑ. Хӑрушлӑх ҫывхарни ҫинчен Любкина вӑхӑтра пӗлтерес пулать.

Хашка-хашка Володя пысӑк тайлӑк штольнӑна тухрӗ. Кӗмелли шӑтӑкран пӗр ҫӗр аллӑ метрта партизансем купаланӑ стена. Тӗттӗмре кӑшт ҫутӑлса тӑракан ҫав стенари бойницӑсем патӗнче Любкинпа Макаров пулмалла. Володя аякранах «Шепетовка… Шепетовка…» тесе пӑшӑлтатрӗ. Хирӗҫ «Штык» тенине илтсен, баррикада патне хӑпарчӗ.

— Эсӗ-и, Вовка? — палларӗ ӑна Любкин.

— Эпӗ, эпӗ, Штаб начальникӗ ак мӗн ҫинчен пӗлтерме хушрӗ: сирӗн пата татах фашистсем анаҫҫӗ, пӗр рота… Эсэсовецсем, хурисем.

— Фрицсем каллех автомобиль патне туртӑнаҫҫӗ пулать? — кулса илчӗ Любкин. — Мӗнех вара, машинӑпа ҫӳрес теҫҫӗ пулсан, такси хатӗр. Лартса ҫӳрӗпӗр. Счетчикне те тупӑпӑр. — Бойница патне тайӑнса, автомат кӗпҫине хушӑка чикрӗ.

Унӑн сӑмахлама юратман юлташӗ Макаров та ҫаплах турӗ. Володя йышӑнман амбразур патне пычӗ те, пӑхма тытӑнчӗ. Ҫавӑнтах такам ӑна ҫухинчен ҫавӑрса илчӗ те, стена ҫумӗнчен аяккалла сӗтӗрчӗ. Хӑлхи патӗнчех ҫилленнӗ Любкин сасси илтӗнчӗ:

— Кам сана кунта чӗнчӗ? Сана мӗн тума хушнӑччӗ-ха? Доложить тумалла та каялла. Сансӑр пуҫнех майлаштаркалӑпӑр.

— Любкин пичче, — тархасласах пӑшӑлтатма пуҫларӗ Володя — эпӗ пӗр кӗске-кӗске минут ҫеҫ пӑхса илетӗп, лешсем килнине курсан, пӗрре шаплаттаратӑп.

— Ак эп сана халех пӗрре шаплаттарӑп та, урӑх нихҫан та ыйтмӑп!

Любкинӑн пысӑк чӑмӑрӗ Володя сӑмси умӗнчи амбразура хупларӗ. Анчах чӑмӑрӗ ҫавӑнтах ҫухалчӗ, мӗншӗн тесен Любкин, тем илтсе, хӑй амбразурӗ патне ыткӑнчӗ. Володя хуллен амбразура витӗр пӑхрӗ.

Малта, стенаран пер ҫӗр аллӑ метрта штольнӑн хура труби вӗҫӗнче ҫап-ҫутӑ пӗлӗт. Пӗлӗт ҫинче ваннӑ грузовик мӗлки курӑнать. Грузовикӑн икӗ енче те хушӑк. Баррикада патӗнчен хушӑксем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ. Хушӑк витӗр каменоломньӑналла кушак пӑхсан та Любкин ӑна ҫавӑнтах курӗччӗ. Анчах ҫӗр ҫинчен кунта кӗрекенсем сӗм тӗттӗмрен урӑх нимӗн те курас ҫук.

Сасартӑк Володя грузовикӑн икӗ енчи хушӑксенче, ҫутӑ пӗлӗт ҫинче ҫын мӗлкисене курчӗ. Малтан пӗри — сулахай енче, унтан тепри — сылтӑмра. Вӗсен хыҫҫӑн тата, тата. Мӗлкесем кӑнттам уткаласа, машина тавра ҫаврӑнаҫҫӗ те, ансӑр хушӑкран кӗрсе, асӑрханкаласа, тайлӑк, анчах чӑнкӑ мар ҫулпа штольнӑна анаҫҫӗ.

— Любкин, — хӑйӗн бойници витӗр пӑхса пӑшӑлтатрӗ Макаров, — сан куҫсем витӗртерех… Пӑх-ха лайӑхрах! Те эп йӑнӑшӑтӑп? Ман шутпа, хӗрарӑмсем килеҫҫӗ пек.

Любкин пуҫне бойницӑна чикрӗ те, тепӗр хут пӑхрӗ.

— Тупата туршӑн, нимӗн те ӑнланаймастӑп. Хӗрарӑмсем килеҫҫӗ пулас. Мӗне пӗлтерет-ха ку?

Володя халӗ лайӑх курать: машинӑн икӗ енчи хушӑк витӗр васкамасӑр, шикленкелесе хӗрарӑмсем кӗреҫҫӗ. Мӗнле кӗме пултарнӑ-ха вӗсем? Нимӗҫсем ку енчен каменоломня патне никама та ҫывӑха яман. Ҫавӑнтах вӑл ҫакна курчӗ: хӗрарӑмсем машина тавра ҫаврӑнса, тӗттӗм штольнӑна кӗрсе, курӑнми пулсан, ҫутӑлса тӑракан шӑтӑк патӗнче урӑхла мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ. Кусем, иккӗленмесӗрех калама пулать, «эс-эс» тумӗ тӑхӑннӑ гитлеровецсем.

— Ак мӗн шутласа кӑларнӑ йӗксӗксем! — пӑшӑлтатрӗ Любкин. — Ӑнлантӑн-и, Макаров?

— Пит лайӑх ӑнлантӑм. Хӗрарӑмсене малтан янӑ. Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ, Любкин?

— Пулмасть вӗсен ку ӗҫ… Давай, Макаров, хӗрарӑмсене ҫывӑхарах, урлӑ коридор тӗлне яр та, хӑв гранатӑсем хатӗрле.

Иккӗшӗ те гранатӑсем хатӗрлесе, стена ҫумӗнчен каялла чакрӗҫ.

— Итле-ха, Вовка, эс бойница патӗнчен кай, унта осколок пырса ҫапӑнма пултарать. Эс вӑхӑтлӑха кунта юл. Вӑл-ку пулсан, тар. Эпир аяккинчи ҫулпа кайса мӗн те пулин шухӑшласа тупӑпӑр.

Володя ним ӑнланмасӑрах стена патӗнче тӑрать; Любкинпа Макаров хыҫалалла чупса кайнине ҫеҫ илтрӗ. Ура сассисем сасартӑк илтӗнми пулчӗҫ, иккӗшӗ те таҫта ҫухалчӗҫ. Аяккинче тепӗр штольня пуррине Володя пӗлмен. Ҫав штольня пысӑк галерея ани патне пырса, грузовик ларакан ҫӗре тухнӑ. Унтан, коридорпа, стенапа пӳлнӗ штольнӑна та килме пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайрӗҫ те ӗнтӗ Любкинпа Макаров.

Ҫав вӑхӑтрах Володя стена леш енче вырӑсла калаҫнине илтрӗ.

— Мӗн тӑваҫҫӗ, мӗн тӑваҫҫӗ, путсӗр паразитсем! — макӑра-макӑра ылханаҫҫӗ хӗрарӑмсем. — Хӗрарӑм ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапӑҫасшӑн…

— Шавлӑр, арӑмсем, шавлӑр. Сасӑ парас пулать. Илтчӗр кам килнине…

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗр айӗнчи тӑвӑрлӑхра пӗр хӗрарӑмӑни ҫинҫе сасси хӑрушла янӑраса кайрӗ:

— Партизан юлташсем, пирӗн хыҫра нимӗҫсем… пире штыкпа хӑвалаҫҫӗ! Перӗр, юлташсем! Хӑть пире те вӗлерӗр, анчах ҫав ирсӗрсене кунтан чӗррӗн ан кӑларӑр!

Хыҫалтан пыракан салтаксенчен пӗри, кӑшкӑракан хӗрарӑма курас тесе, электричество хунарӗн ҫутӑ пайӑркине хӗрарӑмсем ҫине ячӗ. Ҫутӑ пайӑрки чул стена тӑрӑх шӑвӑнчӗ те, хӗрарӑмсем аяккинчи штольнӑна кӗмелли хушӑка курчӗҫ. Ӗлӗк кӗнӗ-кӗменех тӗттӗмрен перекен партизансем ку таранччен пеменнине кура, нимӗҫсем лӑпланчӗҫ те, темиҫе хунар ҫутса, ним иккӗленмесӗр штольнӑн тайлӑмӗпе малалла утрӗҫ. Ҫав самантрах аяккинчи галерея кӗтесӗ хыҫӗнчен ҫывӑхранах икӗ автоматпа шатӑртаттарма пуҫларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Любкинӑн уҫӑ сасси янӑраса кайрӗ:

— Арӑмсем, выртӑр ҫӗре, аяккинелле шӑвӑр, кӗтес хыҫне пытанӑр! Хӑвӑртрах, гражданкӑсем!

Пӗр самантрах темиҫе хунар сӳнчӗ. Пӗри ҫеҫ ҫунать-ха, анчах вӑл та урайӗнче выртать. Тӗттӗме пӗр самантлӑха ялтӑртаттарса, ҫав вырӑнтах Макаров ывӑтнӑ граната ҫурӑлчӗ. Гитлеровецсем кӑшкӑрашни, ахлатни Володьӑна аванах илтӗнетчӗ, анчах вӗсене тепӗр взрыв хупларӗ. Любкин ывӑтнӑ граната ҫурӑлчӗ. Вӑл ҫавӑнтах аяккинчи галерея кӗтесӗ хыҫӗнчен штольня тӑрӑх ним тума пӗлмесӗр калле-малле чупакан фашистсене автоматпа сӑптӑрма пуҫларӗ.

Володя, пӗрре амбразура патне пырса, тепре аяккарах кайса, гитлеровецсен мӗнле килчӗ апла перекен пулисем чул стенан тул енне ҫапӑннисене итлет. Итлесен-итлесен хӑйӗн кӗске пӑшалне бойницӑна чикрӗ те, гашеткине пусрӗ. Пионер самопалӗ кӗрӗслетни штольнӑна кисрентернӗн туйӑнчӗ. Нимӗҫсем тек пеме те шутламаҫҫӗ, штольнӑран упалене-упалене тара пуҫларӗҫ, Иккӗшӗ, пӗр-пӗринчен иртсе каяс тесе, машинӑпа стена хушшинчи ансӑр хушӑкра хӗсӗнсе ларчӗҫ. Чул, хысакӗсенчен тытса, пӗрне-пӗри каялла тӗксе яраҫҫӗ, Любкинӑн тӗл ывӑтнӑ гранати ҫурӑлса иккӗшне те пӗртан лекрӗ. Халӗ штольнӑра пӗр чӗрӗ гитлеровец та юлмарӗ.

— Эсир, гражданочкӑсем, — аяккинчи штольня еннелле кӑшкӑрчӗ Любкин, — пӗрерӗн-икшерӗн ҫӳле хӑпарӑр. Анчах пурте харӑс мар. Эпир сире хураллӑпӑр…

— Ырӑ ҫыннӑм, эсир пире хӑвӑр пата илӗр! — кӑшкӑрчӗ темӗнле хӗрарӑм.

Любкин Макарова чавсипе тӗкрӗ.

— Ӑҫта пирӗн пата? Нимӗҫсем партизансем ҫинчен палканине ӗненетӗр-и? Кунта пирӗн никам та ҫук, эпир юлташпа хамӑр ирӗккӗн сунара ҫӳретпӗр, ҫав анчах, — суйрӗ Любкин. Унтан хӑлхаран Макарова каларӗ:  — Епле илес-ха вӗсене? Кам пӗлет — камсем вӗсем. Тӗрлӗ ҫынсем пулаҫҫӗ. Нимех те мар, халӗ вӗсем аванах кунтан тухаҫҫӗ. Паян фашистсем ку енне килмеҫҫӗ ӗнтӗ.

Иккӗшӗ те каллех стена патне пычӗҫ. Володя, ҫак калаҫӑва илтнӗскер, хӑй те хутшӑнма шухӑшланӑччӗ, анчах вӗсен хыҫӗнче, каменоломньӑн аялти штольнӑсенче взрывсем кӗмсӗртетни, пӑшал пенисем илтӗнчӗҫ.

— Эхе, ҫапӑҫу иккӗмӗш яруса куҫнӑ пулас, — пӑшӑрханса каларӗ Любкин. — Итле-ха, йӗкӗт, — Володя ҫине пӑхрӗ вӑл, — штаба чуп, кунта пулса-иртни ҫинчен начальнике каласа пар. Кала: фашистсем ку участока урӑх килес ҫук, Любкин ҫапла шухӑшлать, те. Пире урӑх участока, хӑрушӑрах участока куҫарсан аванччӗ. Кунта кама та пулин вӑйсӑртараххине… Ну, яра пар! Сӑмах тӗртсе хур унта, пулӑш пире…

Володя тӗттӗм галерейӑсем тӑрӑх штаба чупрӗ; хӑш чух, аташмарӑм-и тесе, чарӑнать те, лампи чехолне ҫӗклесе, тӗрӗслет. Ҫӗр айӗнчи галерейӑсенче хӑнӑхнӑ ҫын та аташса кайма пултарнӑ. Паян тата пур енче кӗмсӗртетни те кӗрӗслетни те аташтарать. Володя шава итле-итле чупать. Нимӗҫсем каменоломньӑн тӗрлӗ участокпа кӗрсе кайнине, гитлеровецсем хӑйсем пӗлнӗ кашни шӑтӑк витӗр партизансене атакӑланине вӑл пӗлмен-ха. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ун хӑлхине темӗнле кӑшкӑрашнисем, йӑлӑнса ыйтнисем, ӑнланмалла мар хӑрлатса, антӑхса калаҫнисем кӗре-кӗре каяҫҫӗ. Кайран тин Володя партизансем сӑмахланинчен ҫакна пӗлчӗ: фашистсен командованийӗ хӑйсен салтакӗсене, ҫӗр айӗнчи тӗттӗме анма хӑрушӑ ан пултӑр тесе, ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ иккен.

Ҫӗр айӗнчи крепоҫӑн пур ярусӗсенче те халиччен пулман хӑрушӑ ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Темиҫе сехет пырать ӗнтӗ ҫапӑҫу, нимӗҫсем пӗр партизана та курман-ха. Анчах гитлеровецсем ӑҫта кӗнӗ унта хирӗҫ тавӑракансене тӗл пулаҫҫӗ. Тӑшман куҫне курӑнман, ҫӗр айӗнчи никам тытайми ытарлӑ ҫынсем, сӗм тӗттӗмре пытанса, тӗл лекекен пулясемпе, кӗтмен-ҫӗртен шӑп кирлӗ ҫӗре ӳкекен гранатӑсемпе, ҫӗҫӗсемпе чул галерейӑсен кӗтессисенчен сасартӑк сиксе тухса, фашистсен ҫулне пӳле-пӳле лартаҫҫӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе нимӗҫсене вӑрттӑн чул авӑртса пурӑнакан мӗлкесемпе ҫапӑҫнӑн туйӑннӑ. Ҫав мӗлкесен йышне шутласа кӑларма та май килмен. Вӗсем кашни утӑмрах сике-сике тухнӑ; сасартӑк ҫывӑхранах мал енчен переҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хыҫалта курӑнса, ҫӳле тухакан ҫула пӳлеҫҫӗ, ҫавӑнтах тата, стена ӑшӗнчен сиксе тухнӑ пек, аяккинчен хӗртме пуҫлаҫҫӗ…

Гитлеровецсен командованийӗ халӗ иккӗленмест ӗнтӗ: вӗсен шучӗпе, ҫӗр айӗнче партизансен йышлӑ ҫарӗ пытанса пурӑнать. Ҫавӑнпа ҫӗр айӗнчи крепоҫе штурмлама темиҫе ҫӗр салтак янӑ. Автоматсемпе, минӑсемпе, торпедӑсемпе, пулеметсемпе, танксене пемелли пӑшалсемпе, злектростанцисемпе, сасӑ тытакан аппаратсемпе хӗҫпӑшалланнӑ, спецполкран суйласа илнӗ икӗ пин ҫурӑ салтака хирӗҫ, хӗрарӑмсенчен пуҫласа тӑватӑ ҫулхи Оля Лазаревӑна шута илсен те тӑхӑрвуникӗ ҫынлӑ хӑюллӑ пӗчӗк ушкӑн ҫапӑҫать тенине илтсен, пӗр нимӗҫ генералӗ те, офицерӗ те ӗненес ҫук; вӗсем, шӳт тӑватӑр тесе, аллисене сулласах кулӗччӗҫ…

Чӑнах та, ҫакнашкал хӑрушӑ та хирӗҫле ҫӗр айӗнчи, авалхи ҫӗр хӑвӑлӗнчи тӗттӗмре, ХХ-мӗш ӗмӗрти вӑрҫӑ техникипе усӑ курса ҫапӑҫнине темӗнле тӑвӑллӑ фантази те шухӑшласа кӑларас ҫук. Гитлеровецсем хӑйсемпе пӗрле ҫӗр айне электричество кабелӗсем сӗтӗрсе, шахтӑсенчи тискер тӗттӗме мӑн прожекторсен пайӑркисемпе ҫутатса, ҫак ылханла вилӗм кӳрекен тӗттӗмлӗхе яланлӑхах пӗтерме васкаҫҫӗ. Сехре хӑпнине пусарас тесе, ҫӗр айӗнчи пусмӑрлакан шӑплӑха хӑвӑртрах пӗтерес тесе, ҫухӑра-ҫухӑра, кӑшкӑрашса, автоматсемпе ӑҫта килчӗ унта пере-пере, фашистсем чӑрсӑрлансах каменоломньӑна кӗреҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех