Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XX

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.14 19:23

Пуплевӗш: 220; Сӑмах: 1853

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Лозневой хӑйсене Андрей ҫинчен суйса парса улталани ҫинчен пӗлсен, Ерофей Кузьмич ҫав тери васкаса килнелле утрӗ. Кӑмӑлӗ тӑвӑлнӑ Лопухов ҫемйи вара шурӑмпуҫ киличченех тенӗ пек куҫ хупмасӑр ирттерчӗ; вӗсем тем те пӗр каласа Лозневоя ылханчӗҫ, Андрее аса илчӗҫ, вӑл хӑйӗн ҫарӗпе тӑван ялне килтӗрччӗ тесе куҫҫуль юхтарсах ӗмӗтленчӗҫ.

Ирхине Ерофей Кузьмич комендатурӑна кайрӗ, унта гитлеровецсемпе пӗрле Лозневой та ҫӗр каҫнӑ иккен. Старик ҫӗр каҫа Лозневоя ҫав тери курайми пулса ҫитнӗ, халь ӑна тӗл пулсан, хӑйӗн курайманлӑхне тытса чарма сахал мар вӑй хучӗ. Анчах старик тытӑнса юлчех: халь унӑн хӑй ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла мар, партизансем хӑйне шанса панӑ пысӑк ӗҫ ҫинчен те шухӑшламалла. Апла пулин те унӑн сӑн-пичӗ нихҫанхинчен ытларах тӗксӗмленчӗ, куҫхаршийӗсем усӑнчӗҫ, шӑлне ҫыртнипе янах шӑмми тӗлӗнчи пичӗ хӑпара-хӑпара тухрӗ: старикӗн чунӗ тӑвӑлнине пурте асӑрхаса илме пултарнӑ.

— Мӗн ҫинчен ҫав териех шухӑшлатӑн? — ыйтрӗ унран Лозневой.

— Манӑн мӗн ҫинчен шухӑшламалли пултӑр, — ҫийӗнчех мар тата кулленхинчен салхуллӑрах хирӗҫ тавӑрчӗ Ерофей Кузьмич, Лозневой блокночӗ ҫине темскер ҫырса ларакан сӗтел патне ларса. — Акӑ халь нимӗҫсем каяҫҫӗ, эсӗ те, хӑвна пысӑкрах вырӑна лартнипе каятӑн, манӑн мӗн тумалла? Комендатура пулмасть, манӑн кашни каҫах вилӗм кӗтсе пурӑнмалла-и вара?

— Вӗсенчен, ҫав хурахсенчен, хӑраса тӑмалла мар! — терӗ Лозневой. — Вӗсем текех кунта килсе кӗреймеҫҫӗ!

— Кӗтмен ҫӗртен каллех килсе кӗрсен?

— Калатӑп вӗт-ха сана: текех килмеҫҫӗ, тесе! Ан йынӑш! Эсӗ луччӑ ман вырӑна кама лартмалли ҫинчен шухӑшла. Паянах тупас пулать!

— Кам кайтӑр ӗнтӗ сан вырӑнна? — салхуллӑн, кулнипе тути кӗтессине чалӑштарса каларӗ Ерофей Кузьмич. — Пӗлетӗн вӗт мӗнле йывӑр ӗҫне! Вырӑнӗ те хӑрушӑскер ӗнтӗ, мӗн ытлашши калаҫмалли пур! Хурӑн ҫинче ҫакӑнса тӑрасса кӗтсех тӑр… Кашниех, Михайлыч, ҫапла шухӑшлать, ӗнен ман сӑмаха. Ҫук, ҫакӑн пек вырӑна кӗме кӑмӑллакансем сахал! Пирӗн ялта та кама тупас-ха? Хӑвах пӗлетӗн, ача-пӑчасемпе стариксем кӑна вӗт.

— Ӑҫтан тупас-ха? Ҫын кирлӗ вӗт!

— Кирлине кирлех ӗнтӗ, анчах ӑҫтан тупӑн?

Ерофей Кузьмич пӗр вӑхӑта шарламарӗ, шухӑша кайнӑ Лозневой ҫине куҫ айӗн пӑхса ларчӗ. Вӗҫен кайӑка вӗҫнӗ ҫӗртех персе ӳкерме хатӗрленнӗ чухнехи пек, вӑхӑта кӗтсе илсе, вӑл сасартӑк шӑппӑн пӗлтерчӗ:

— Тӗрӗссипе каласан, яла пӗр ҫамрӑк килчӗ. Виҫӗмкун, эсӗ Болотнӑя кайсан, амӑшне ман патӑма ячӗ: ҫӗнӗ влаҫран каҫару ыйтать, тет…

— Кам вӑл?

Ерофей Кузьмич вара Сергей Хахай ҫинчен Бояркин шухӑшласа кӑларнӑ тӗрӗс мар сӑмахсене тата та илемлетерех васкавлӑн каласа пачӗ.

— Мӗнрен хӑрать-ха вӑл, — ыйтрӗ Лозневой.

— Мур пӗлет-и ӑна? — Ерофей Кузьмич вара Хахай пурнӑҫӗ уншӑн пурпӗрех пулнӑ пек аллине сулса илчӗ. — Эпӗ те амӑшне ҫаплах каларӑм: унӑн мӗншӗн хӑрамалла? Ҫамрӑк ухмах пулнӑ, урӑх ним те мар!.. Вӑл, пӗлетӗн-и, комсомолта тӑнӑ! Мӗнле комсомолец пултӑр-хӑ вӑл? Мӗнле идея пулма пултартӑр-ха унӑн, тути ҫинче амӑшӗн сӗчӗ те типсе ҫитмен пулсан? Ӑна лавккара вырӑн пама пулнӑ та, кӗрсе те кайнӑ. Ҫӑмӑл ӗҫ патне кӑмӑлӗ туртнӑ, урӑх ним те мар…

— Коммунистсемпе комсомолецсем пирӗн пата кӗрсе ҫырӑнмалли ҫинчен пӗлет-и вӑл?

— Шӑпах пӗлет ҫав, ҫавӑнпа хӑй ҫинчен пӗлтерме шутланӑ та ӗнтӗ! Ҫав хушӑрах тата хӑракаласа та тӑрать: ӗненмелле-и, ӗненмелле мар-и, тет. — Ерофей Кузьмич аллине сулса умӗнчи тӗтӗме сирсе ячӗ. — Амӑшне каласа янӑ, пӗтӗмпех, ним юлмиччен урӑхланнӑ тесе… Амӑшӗ турӑ ячӗпе тархасласа ыйтать! Паллах, вӑл айванскер пулсан та, шел-ҫке.

— Килӗшет-и вӑл, — асӑрханса ыйтрӗ Лозневой.

— Ӑҫта кайтӑр ӗнтӗ вӑл?

— Ӑна хӑратса пӑхма та юрать пулӗ тетӗп. Эсӗ урӑхланнӑ-тӑк, ӗҫре кӑтартса пар! Эпӗ ҫакӑн пек ӑнланатӑп.

Лозневой, сасӑпах шухӑшланӑ пек, калаҫма пуҫларӗ:

— Вӑл комсомолта пулни тем мар. Иртнӗ йӑнӑшсене чӗререн йышӑнсан, пур ҫӗрте те ҫул пур.

— Паллах, халь сана, ҫакӑн пек вырӑнта, курӑнарах парать… — йӑпӑлтатрӗ Ерофей Кузьмич. — Паллах, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, кунта та политика. Асту, асту, ху шухӑшласа пӑх, пурте ху ирӗкӳнте.

Ҫапла, халь ҫак ӗҫ унран килет. Нумаях та пулмасть ӑна полицая лартрӗҫ, акӑ халь вӑл хӑй ирӗкӗпе кирек мӗнле полицая та ӗҫрен кӑларма, урӑххине йышӑнма пултарать. Лозневой хӑй пурнӑҫӗ улшӑннине халь пирвайхи хут туйса илчӗ, ҫак, пурнӑҫ тӗпренех улшӑнни, ӑна килӗшрӗ. Вӑл хӑйӗн влаҫне халех кӑтартса пама пултарнине ӑшӗнче туйса тӑчӗ те, хӑй тахҫан ҫарта калаҫнӑ пек, сасӑпа каласа хучӗ:

— Илсе кил ӑна!

…Серьга пӗр талӑк хушшинче тертленмеллипех тертленчӗ.

Партизансем ялтан тухса кайсан, вӑл килте юлнипе шухӑша кайнӑ инкӗшӗпе аппӑшӗ мӗншӗн кун пек пулнине пӗлесшӗн пулса ыйтнинчен ниепле те хӑтӑлма пултараймарӗ. Анчах лешсем ун ҫине отрядран тарнӑ тесе шанчӑксӑррӑн пӑхма пуҫласан, пурне те тӗплӗн каласа памасӑр хӑтӑлма ҫуккине ӑнланса илчӗ вӑл; тӑванӗсенчен сӑмах илсе, хӑйне мӗншӗн кунта хӑварни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Серафима Петровна ятлӑ инкӗшӗпе аслӑ аппӑшӗ салтак арӑмӗ Елена, малтанах хӑранипе хуйхӑрма пуҫларӗҫ, анчах хӑйсен хуйхипе Сергее тата ытларах тертлентернине курсан, пултарнӑ таран хавхалантарма тӑрӑшрӗҫ.

— Сире аван хавхалантарса ларма! Сире мӗн! — мӑкӑртатрӗ Серьга сылтӑм куҫне чалӑштарса тата ҫамки ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫне силлесе. — Сире калама аван: кай! Паллах, эпӗ полицай пулсан, ун ҫине сурса хуратӑп! Эпӗ вӗсене ӗҫлесе парӑп! Эпӗ ӗҫленипе юнлӑ какӑракан пулӗҫ! Вӗсем пӗлӗҫ мана!

Инкӗшӗпе аппӑшӗ пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ:

— Апла пулсан, мӗнрен хӑраса тӑратӑн?

— Эпӗ-и? хӑратӑп-и? Лозневой пек йӗксӗксенчен хӑраса тӑратӑп пулать эпӗ! Нимӗҫсенчен те ҫавах. Вӗсенчен хӑрамаллах паттӑр мар вӗсем!

— Хӑрамастӑн пулсан, йынӑшма та кирлӗ мар, хуйхӑрма та пӑрах, — терӗ Серафима Петровна. — Хушнӑ-так, кай, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Хушнӑ пулсан: кунта кайни те, ҫапӑҫӑва кӗни те пӗрех…

— Ӑнланатӑр эсир! — Хахай пачах ҫиленсе ҫитрӗ. — Эпӗ кирек мӗнле ҫапӑҫӑва та кӗретӗп — куҫа хупмастӑп! Кунта вара… Эх, луччӑ аса илес мар! Эсир ӑнланатӑр-и, вӗсем манран мӗн ыйтма пултараҫҫӗ? Сасартӑк вӑл: «Партие, комсомола ылхан!» тесе каларӗ-тӗк… Пырса кӗретӗп пулсан, ыйтма пултараҫҫӗ-и? Пултараҫҫӗ! Ун чухне вара манӑн мӗн тумалла? Ҫакна тӳссе ирттеретӗп-и эпӗ? Эпӗ ун пек калама пултараятӑп-и? Ултавшӑн пулсан та манӑн ҫак сӑмахсене калама чӗлхем ҫаврӑнаймасть! Ҫакна каличчен луччӑ йӑлмака кӗретӗп… — Серьга калаҫма чарӑнчӗ, темскер ҫӑтса янӑ пек пулчӗ те, сасартӑк унӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. — Калаймастӑп эпӗ ун пек… Калама хушсан — пӗтрӗ: эпӗ ҫавӑнтах ун пуҫне ҫапса салататӑп! Эпӗ унран ҫӑмарта хӑпартни тӑватӑп! Ҫавӑн пек йӗксӗк умӗнче, ҫавӑн пек сутӑнчӑк умӗнче, хам кам иккенне палӑртасшӑн мар пулса та, эпӗ партипе комсомола ылханатӑп тесе сӑмах памалла-и? Нихҫан та!

Анчах ӗҫ пачах ҫӑмӑл пулса тухрӗ. Ерофей Кузьмич вӗсем патне пычӗ те хӑй Лозневойпа мӗн ҫинчен сӑмахланине каласа пачӗ, унтан халех хӑйпе пӗрле комендатурӑна пыма хушрӗ. Хахай хӑйӗнчен Лозневой партипе комсомола ылханма хушасси ҫинчен аса илтерсен, Ерофей Кузьмич ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Мӗн ыйттӑр вӑл? Хе! Хӑҫан ыйттӑр? Вӑт шухӑшласа кӑларнӑ! Тӑхта эс, тӑхта, мана итле! — Ерофей Кузьмич салхуллӑн куҫне чалӑштарса пӑхакан Серьга ҫумне пырса ларчӗ. — Эпир лешӗнпе, Лозневойпа, калаҫса ларнӑ вӑхӑтра нимӗҫсем ҫитрӗҫ. Тем чухлех. Ну, лешсем, отряд хыҫҫӑн хӑвалакансем. Килчӗҫ, е паллах, нимсӗрех, шуйттансем пекех усал! Халь вӗсем вилесене пуҫтараҫҫӗ, Болотнӑя кайма васкаҫҫӗ. Лозневой та вӗсемпе пӗрле каять. Ыйтса тӗпчеме вӑхӑчӗ ӑҫта унӑн? Ӑҫта вӑл санран комсомол пирки ыйтса тӑма пултар-тӑр? Хӑвӑртрах тухса каясшӑн. Пӗр минут хушши калаҫатпӑр та — ӗҫӗ те пӗтрӗ, эсӗ вырӑнта пулатӑн. Хӑюллӑрах пул — урӑх ним те мар! Вӑл хӑй эсӗ килӗшмесрен хӑрать. Ялта никам та ҫук вӗт, ҫынни вара… тӗрӗсрех каласан, полицай кирлӗ, халех кирлӗ! Эсӗ хӑвӑн ухмах куҫусене чалӑштарса ан пӑх-ха, халех пуҫтарӑн та кайрӑмӑр, атту вӗсем тухса каяҫҫӗ! Кунта ют ҫынна ячӗҫ-тӗк кайран сана Степанран лекет. Мӗнле ухмах эсӗ, э?

— Юрать, кайрӑмӑр! — килӗшрӗ юлашкинчен Серьга.

Серьга Хахай комендатурӑна шурчак та салхуллӑн пырса кӗчӗ: вӑл халь те Лозневой унран хӑй тума пултарайманнине тума ыйтасса шанса тӑчӗ. Анчах ҫак сӑн ӑна калама ҫук вырӑнлӑ пулчӗ: каччӑ ҫамрӑкла тунӑ ҫылӑхӗсене чӑнах та ӳкӗнет, тесе шутларӗ Лозневой. Вӑл хӑйӗн тимӗр татӑкӗсем пек йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсене Серьга ҫине тӗллесе:
— Мӗншӗн салху? — тесе ыйтрӗ.

— Савӑнмаллиех ҫук… — хуйхӑллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Серьга; Ерофей Кузьмич хӑйне пӗҫҫинчен тӗртнине туйса, вӑл сӗтел патнерех ҫывхарчӗ те ҫӗлӗкне хыврӗ. — Хавасланмаллиех ҫук…

— Ерофей Кузьмич сана каларӗ-и?

— Каларӗ…

— Эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм, — пӗлтерчӗ Ерофей Кузьмич.

— Ну мӗнле, ӗҫлеме килӗшетӗн-и?

Серьга хирӗҫ тавӑрса калама ытларах чарӑнса тӑчӗ пулас, Ерофей Кузьмич ҫакӑншӑн тарӑхнипе ӳсӗрсе илчӗ. Ҫак минутрах вара Серьга гитлеровецсем ҫула тухма васканине курчӗ: вӗсем хӑвӑрттӑн та ҫӑткӑннӑн ҫӑкӑрпа какай чӑмлаҫҫӗ, теприсем комендатурӑран хӗҫ-пӑшалсемпе ҫыхӑсем йӑта-йӑта тухаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем ҫуна кӳлнӗ лашасене картишӗнчен ҫавӑтса кӑлараҫҫӗ… Серьга нимӗҫ карателӗсем ҫине пӑхса илчӗ, ассӑн сывларӗ те сасартӑк каласа хучӗ:

— Мӗнех вара, юрать…

— Килӗшет вӑл, килӗшет, — ҫирӗплетрӗ Ерофей Кузьмич.

— Каҫарӑр та-ха, шалу мӗнле пулать?

— Шалу илме хӑнӑхнӑ-им? — ыйтрӗ Лозневой.

— Манӑн хатӗрлесе хуни ҫук. Мӗнле пурӑнмалла?

— Пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр лармӑн.

— Ку ӗҫре ҫӑкӑр кӑна сахал тесе шутлатӑп эпӗ, — хӑюланса, сӗмсӗрленнӗҫемӗн сӗмсӗрленсе астутарчӗ Хахай. — Вӗсем ав какай та ҫиеҫҫӗ…

— Пурте пулать, хаклашса ан тӑр.

— Калаҫса татӑлни укҫаран хаклӑ.

— Эсӗ ӗлӗк те ҫакӑн пекех хаклашнӑ-и?

— Унта шалу пулнӑ. Паллӑ.

— Эсӗ американецсем пекех шута юрататӑн иккен!

— Шутсӑр мӗнле пурӑнмалла-ха вара?

Ерофей Кузьмич ҫак калаҫӑва пула тарӑхса ҫитрӗ.

— Чарӑн, Серьга, мӗн хаклашса тӑратӑн? — Унтан шухӑшласа илсе ҫапла хушса хучӗ:  — Большевиксем патне те укҫашӑн кайрӑн, кунта та сана пурне те пар. Кама пӑхнӑ эс? Чӑн-чӑн тӑранма пӗлмен ҫын!

— Кашниех хӑй пӗлнӗ пек пурӑнать, — хирӗҫ тавӑрчӗ Хахай.

— Пурӑнма вӗрентнӗ вара сана большевиксем! — ҫиллессӗн пӑхса каларӗ Лозневой. — Лайӑх сволочь тунӑ санран! Илтрӗн-и, Ерофей Кузьмич, мӗн калаҫать? Ҫамрӑк вӗт-ха! Ҫакӑн пек сӗмсӗрлӗхӳпе, паллах, эсӗ пиртен нумай пурӑнатӑн!

— Манран ытларах пурӑнасси паллах! — терӗ Ерофей Кузьмич.

— Манран та! — хушса хучӗ Лозневой.

— Пурте пулма пултарать, — Серьга ним пулман пек сывласа илчӗ. — Табак туртма ирӗк паратӑр-и?

Комендатура пушанса юлчӗ. Лавсем кӗпӗрленсе тӑракан урама чӳречерен пӑхса илнӗ хыҫҫӑн, Лозневой та васкама пуҫларӗ.

— Ҫапла вӑт, — терӗ вӑл Серьга Хахайпа Ерофей Кузьмича, кӗрӗкне тӑхӑннӑ чух. — Сирӗн задача… тепӗр тесен, ку паллӑ: вулӑсри комендатура хушнине пӗр пӑркаланмасӑр туса пымалла. Ӗҫлӗр… ялта кирлӗ пек йӗрке пултӑр!

— Куна тума пулать, — терӗ Хахай. — Йӗрке пулать.

— Мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек, — ҫирӗплетрӗ Ерофей Кузьмич.

Гитлеровецсен отрячӗ Болотнӑй еннелле тапранса кайрӗ. Шӑннӑ вилесем тиесе пӑртак шинельсемпе виткеленӗ юлашки ҫуна хыҫне вулӑсри полици коменданчӗ Лозневой вырнаҫса ларчӗ.

Ерофей Кузьмичпа Серьга Хахай, хӑйсен тивӗҫӗсем хушнӑ пек, отряда хисеплӗн ӑсатса ячӗҫ. Отряд ялтан тухса курӑнми пулсан вӗсем куҫӗсене хӗвеланӑҫӗ енчен илчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине кулса пӑхрӗҫ.

— Ну, ӗҫсем мӗнле, полицай господин?

— Санӑн мӗнле, староста господин?

Ашшӑн кулкаласа вӗсем ҫул ҫинче тӑраҫҫӗ, вӗсен тавра кӗрт хӳсе кайнӑ пӗтӗм ял ҫийӗн, мирлӗ вӑхӑтри сивӗ ирхинехи пекех, халапри керменти евӗр кашни пӳрт мӑрйинчен тӗтӗм мӑкӑрланать…

Тепӗр кунне, ноябрӗн 14 мӗшӗнче, Болотнӑй ҫумӗнчи вӗтлӗхре, темиҫе колхозник чӗркуҫҫи таран юр ашса, яштака ҫамрӑк хурӑнсене каса-каса антарчӗҫ. Пурте шӑппӑн та салхуллӑн ӗҫлерӗҫ: ҫак ҫутӑ вӗтлӗх район центрӗнче пурӑнакансен юратнӑ кану вырӑнӗ пулнӑ. Болотнӑй ҫыннисем кунта кашни йывӑҫах куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упранӑ, — хӑйсем валли те, ачисем валли те…

Пӗр ҫивӗч те хура куҫлӑ ача, аслисене пулӑшаканскер, тӳнтернӗ хурӑнсенчен пӗрин тӗпӗнче ҫӗҫӗпе касса тунӑ чӗре ӳкерчӗкне асӑрхарӗ; ӳкерчӗке ӳт илнӗ ӗнтӗ анчах апла пулсан та уҫҫӑн палӑрать. Вӑл тӗлӗнсе кайнипе пӗринчен ыйтрӗ:

— Семен пичче, мӗн ку?

Семен пиччӗшӗ ӳкерчӗк ҫине пӑхса илчӗ те, ҫавӑнтах пуртине тунката ҫине лартса, темшӗн пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Ӳкерчӗк ҫине ытти колхозниксем те пырса пӑхрӗҫ. Вӗсем сасартӑк хӑйсен умӗнче ҫуркуннехи ем-ешӗл ҫулҫисемпе ҫуталса ларакан хӑйсен юратнӑ хурӑн вӗтлӗхне курчӗҫ, вара вӗсенчен пӗри:
— Чунӑм, ку чӗре… — терӗ ачашшӑн та хуйхӑллӑн.

Ҫамрӑк ача аслин сасси хуйхӑллӑ пулнине лайӑх туйса илчӗ, мӗншӗн тесен унӑн хуйхи хӑйӗнни евӗр пулнӑ.

— Мӗне кирлӗ вӗсене ҫак хурӑнсем? — ыйтрӗ вӑл, хӑй пӑшӑрханнине пусарса.

— Кирлӗ, чунӑм, кирлӗ!

— Мӗн тума кирлӗ? — ҫине тӑрса ыйтрӗ ача.

— Хӗрессем тума.

— Мӗнле хӗрессем тума?

— Нимӗҫсем валли…

— Вилнисем валли-и? Ӗнер тиесе килнисем валли-и?

— Ҫавсем валли.

— Апла пулсан, кирлӗ! — сасартӑк вырӑнлӑ каласа хучӗ те ача, аслисем ҫине, хӑйӗн пӗчӗк пӳне пула ҫакна тума йывӑр пулчӗ пулсан та, хӑйне пӗр танлисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ.

Аслисенчен пӗри ҫӗрелле пӑхса:
— Семен, тен, ҫитет пулӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, тата тӳнтер, — хуйхӑллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Семен.

— Мӗншӗн татах? Пӑх-ха, мӗн чухлӗ тӳнтертӗмӗр!

— Тата кирлӗ, — тепӗр хут каларӗ Семен. — Сан шутупа кашни кун кунта ҫӳремелле-и вара? Хатӗрлесе хурас пулать.

Тата тепӗр кунтан Болотнӑй варринче, ӗлӗк праҫникре митингсем туса ирттерекен площадьре, масар пулса тӑчӗ, — ун пек масарсем пирӗн ҫӗр ҫинче темиҫе пин те пулнӑ. Тин ҫунӑ юрпа витӗннӗ ҫӗнӗ вилтӑприсем ҫинче тип-тикӗс лартса тухнӑ хурӑн хӗрессем лараҫҫӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех