Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXI сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.03.09 15:59

Пуплевӗш: 340; Сӑмах: 2712

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗрре март уйӑхӗнче, ирхине ирех Виктор хӑйӗн вӗренекенӗсене шкула мар, урам лаптӑкне пухрӗ. Вӗсем кӗреҫисемпе, «чӗрнисемпе», пилӗкӗсене чӑнкӑртатакан ҫинҫе сӑнчӑрлӑ лапка пиҫиххисем ҫыхса пынӑ. Виктор ешӗл курӑк ҫине Усть-Невински ӳкерчӗкне сарса хучӗ те чертеж тӑрӑх хӑш урамсене мӗнле йӗркепе электричество пӑралукӗсем карса тухмаллине ӑнлантарма пуҫларӗ. Ҫав хушӑра пӗренесем, изоляторсемпе ҫекӗлсем тиенӗ лавсем ҫитрӗҫ. Хӗвел тухсан, ҫӗр ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ, ку нихҫан курман ӗҫ пулнӑ, ҫавӑнпа урама пӗтӗм станица пухӑнчӗ — хӑшӗ шӑтӑк чавма, хӑшӗ юпасем салатса ҫӳреме пынӑ, хӑшӗ ахалех — пӑхма кӑна.

Прохора юпасене кирлӗ вырӑна салатса тухма хушнӑ. Вӑл ӗҫе Прохор савӑнсах, мӑнаҫлӑн килӗшрӗ, унӑн танлӑ та шухӑшлӑ пичӗ ҫине пӑхсан, кашни ҫынах кун пек пысӑк ӗҫе чӑнах та Прохорсӑр пуҫне никам та тӑваймӗ, тесе шутламалла.

— Виктор Игнатьевич, эпӗ чертежсӑрах пурне те курса тӑратӑп! — юри хытӑ, пурте илтмелле каларӗ вӑл. — Эпӗ пӗтӗм станицӑна хам пӳрнесем пек пӗлсе тӑратӑп!

Анчах хӑй Виктортан чертежсем илсе, вӗсене пӑхма пуҫларӗ, кӑранташпа тем паллӑсем тукалама юри ҫын ушкӑнӗ патнерех пырса тӑчӗ.

— Прохор Афанасьевич! — кӑшкӑрнӑ ӑна ҫынсем. — Чи малтан юпасене буденновецсем патне илсе пыр!

— Ҫук, ворошиловецсен енне илсе пыр!

— Пурне те буденновецсене! Буденновецсем кӗтме пултараҫҫӗ!

— Малтан Метефене!

— Клуб патне!

— Малтан пурнакан ҫуртсем патне илсе пымалла! Прохор, пуҫне танлӑн ҫӗклесе, ним чӗнмесӗр итлесе тӑчӗ.

— Граждансем, ан шавлӑр! — начальник сассипе каларӗ Прохор. — Юпасем план кӑтартнӑ тӑрӑх саланӗҫ! Акӑ вал курӑр! — Вӑл чертежсене кӑтартрӗ.

Хӑма ҫуракан заводран икӗ кун ӗнтӗ урамсем тӑрӑх юпасем турттарнӑ, лавсем хыҫҫӑн, кӗреҫесем йӑтса, ҫӗр чавакансем пынӑ. Урамсенче ӑҫта пӑхнӑ унта пӗренесем выртнӑ, тин чавнӑ шӑтӑкран кӑларнӑ ҫӗр куписем курӑннӑ.

Виҫҫӗмӗш кун ирхине Прохор патне площаде Параська кинемипе Евсей мучи пычӗҫ.

— Прохор? — терӗ ҫиллине шӑнараймасӑр Параська кинеми. — Кунта асли эсӗ-и е санран асли те пур?

— Эпӗ те асли, манран асли те пур, — мӑйӑхне якатса каларӗ Прохор…  — Ӗҫне кура.

— Юпасен пуҫлӑхӗ эсӗ-и? — тӗпчерӗ Параська.

— Юпасен хуҫи эпӗ, — терӗ танлӑн Прохор.

— Ҫапла ара, — мӑкӑртатрӗ Евсей. — Курмастӑн-им?

— Мӗн ӗҫпе, кинеми? — начальник пек ыйтрӗ Прохор.

— Мӗншӗн эсӗ пире, старикпе иксӗмӗре, айккинче тӑратса хӑваратӑн? — Параська кинеми Прохор ҫывӑхнех пырса ҫухӑрма пуҫларӗ. — Пирӗн умма вӑл пӗренесене мӗншӗн тиесе пымастӑр? Кашни кил умне юпа хурса хӑваратӑн, эпир старикпе ҫын мар-им? Пирӗн кил ӑҫтине пӗлместӗн-им эсӗ?

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, чим, ман ҫине апла шуйттанла ан пӑх-ха. Халех ӑнлантарса парӑп. — Прохор папкине уҫрӗ те нумайччен пӳрнипе йӗрлерӗ. — Евсейпе Параська Семененковсем?

— Эпир, вӑл, эпир…

— Ҫапла, ҫапла… — Прохор тем шухӑшларӗ. — Сирӗн кил станица вӗҫӗнче ларать?

— Ҫапла ара, — ҫирӗплетрӗ Евсей.

— Урамӑн сылтӑм енче?

— Ҫавӑнта, ҫавӑнта, — терӗ Параська кинеми. — Пирӗн пӳрте улӑм витнӗ, пирӗнпе юнашар Тутаринов.

— Пӗлетӗп. — Прохор папкине шалт хупрӗ. — Сирӗн кил умӗнче пралук карма палӑртман.

— Епле палӑртман? — ыйтрӗ Параська кинемей. — Мӗн шухӑшласа кӑлартӑн эсӗ?

— Ну, юпа лармалла мар унта. Ӑнлантӑн-и?

— Ҫапла ара, — килӗшрӗ Евсей.

— Епле лартмалла мар? — Халӗ ӗнтӗ Параська кинеми чышкисене пилӗке тӗлӗресе, Прохор ҫинех утса пычӗ. — Мӗншӗн унта юпа пулмалла мар?

— Пулмалла мар ҫав, эпӗ чертежсем тӑрӑх ӗҫлетӗп.

— Эх, эсӗ, ватӑ шуйттан! — хытӑ ҫилленсе кайрӗ карчӑк. — Пӗлетӗп эп сана, ват киремете! Пирӗн килтен юри иртсе кайрӑн. Ватӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, — вӗсем валли санӑн чертеж та ҫук? Халех юпа илсе пынӑ пул!

— Пултараймастӑп, кинеми, — терӗ лӑпкӑн Прохор. — Сире ҫутӑсӑр хӑвармӑпӑр, анчах пралукӗсене тепӗр урамран кӗртмелле… Ӑнлантӑн-и?

— Нимӗн те ӑнланас килмест ман! Юпа пар!

— Акӑ ҫыпӑҫрӗ! Кинеми мар эсӗ, инкек!

— Хӑпмастӑп? — хӑйӗннех пенӗ Параська. — Эпӗ сана, киремете, кӑтартӑп-ха. Сережкӑна жалоба паратӑп. Акӑ, сӑмах ҫинех хӑй те килет. Каяр, Евсей! — вӑл упӑшкине станица Совечӗ патне ҫавӑтса кайрӗ, унта машинӑпа Сергей пырса чарӑннӑ-мӗн.

Прохор умӗнчен, йывӑррӑн шӑлтӑртатса, виҫӗ юпа хунӑ лав иртрӗ, юпасем тӑрринче ҫекӗлсем кӑнтарса пынӑ. Вӑкӑрсене Нестор, ҫӳллӗ, хӗрӗхелле ҫитнӗ, кӑвак шалпар йӗмпе кӗске пиншак тӑхӑннӑ ҫын ҫавӑтса пынӑ. Лавӗ ҫинче Лена шурӑ кӑвакарчӑнсем пек изоляторсем тытса пынӑ.

— Нестор, тӑр-ха! — терӗ Прохор. — Юпасене ӑҫта хӑвармаллине пӗлетӗн-и?

Бричка чарӑнчӗ. Нестор чӑпӑрккине вӑкӑр мӑйраки ҫине ҫакса, табак енчӗкне салтрӗ.

— Кала, вара пӗлеп, — терӗ вӑл васкамасӑр, табакне авраса.

— Акӑ, пӑх кунталла, — терӗ Прохор, лавӑҫа чертеж кӑтартса. — Хӗрӗх ҫичӗ номерлине Яценковсен сарайӗ ҫумне хурса хӑваратӑн, ку енчен мар, леш енчен, — ак ҫак пӑнчӑ. Хӗрӗх сакӑр номерлине Мальцев тӗлне хӑваратӑн, — ак ҫак ҫаврашка, калинкке патнерех. Хӗрӗх тӑххӑрмӗшне чӑх вити кӗтессине хур… Ӑнлантӑн-и?

— Ҫухалсах каймӑп, ан хӑра, — терӗ Нестор.

— Кала-ха!

— Ҫапла: сарай, Мальцев килӗ, чӑх вити.

— Тӗрӗс! — терӗ те Прохор Лена еннелле ҫаврӑнчӗ. — Елена, чашкисене эсӗ пӑрса лартатӑн-и?

— Куратӑр пулӗ.

— Шӑтӑкӗсене кам чавать?

— Эпӗ ӑҫтан пӗлем, — терӗ Лена.

— Грицько ӑҫта ҫухалчӗ ҫав? — Прохор хурлӑхлӑн аллине сулчӗ. — Ун урамӗ вӑл.

— Грицько ӑҫтине пӗлетӗп эп, — терӗ Нестор. — Вӑл кочубеевецсен амбарӗсем патне кайрӗ.

— Ах, инкек! Нестор, кӗреҫисене илсе кай, ҫӗр чавакансене ярӑп.

Пӗр юпине Прохор хушнӑ пекех, Яценковсен сарайӗ хыҫне хӑварса, Нестор малалла кайрӗ, Лена икӗ изолятор илсе юлса вӗсене ҫекӗл ҫине пӑрса лартма пуҫларӗ. Вӑл ку ӗҫе малтанхи хут пӗччен, Виктор пулӑшмасӑр тӑвать. Лена шурӑ чашӑка чалӑштармасӑр, ҫекӗлӗ ҫинче ҫӑт тӑмалла, ҫурӑкне кирлӗ еннелле туса лартма тӑрӑшрӗ, анчах апла тума ҫӑмӑлах пулман. Те фарфорӗ ытла яка пулнӑран, те аллисем чӗтренӗрен, шурӑ чашӑк ниепле те ӑна итлесшӗн пулман, пӗр-икӗ хут алӑран та тухса ӳкрӗ. Тата винтӑласа каснӑ йӗрӗ начартарах пулнӑ пулас, чашӑк ниепле те тӳрӗ ларман. Инкеке кура тата Викторпа Сергей пырса ҫитрӗҫ. Лена хумханса ӳкрӗ, анчах ӗҫлеме пӑрахмарӗ, куҫҫулӗ тухас пек хӗрелсе кайрӗ, юпа патне тата ытларах пӗкӗнчӗ, паллах ӗнтӗ, ун ҫине Ванюша епле ӑшшӑн пӑхса тӑнине курман вӑл.

— Коломейцева, практика епле пырать? — ыйтрӗ савӑнӑҫлӑн Виктор.

— Аван, — терӗ ерипен Лена.

— Изолятор мӗншӗн чалӑш ларать? — ыйтрӗ Сергей.

— Вӑл нимех те мар! — терӗ Виктор Лена ҫумне ларса. — Пӗр татӑк чӳпӗк ил те… Кӳр, пулӑшам.

— Ҫук, ҫук, эпӗ хамах! — терӗ те Лена Сергей ҫине пӑхса: «Пӑх-ха, мӗнле эпӗ халӗ. Пурне те пӗлетӗп, пурне те пултаратӑп, анчах эсир ман ҫине ан пӑхӑр», — тенӗ пек йӑл кулчӗ.

— Чӑн та, Виктор, — терӗ Сергей, — пӑхса тӑрас мар.

— Пӗр самантлӑха пирӗн пата кӗрсе тухар-ха… Ванюша, эсӗ кайран пырӑн.

Ванюшӑна йӑнӑш илтнӗ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑҫта пымаллине тепӗр хут ыйтрӗ.

Сергейпе Виктор тӑкӑрлӑка кӗрсе кайсан, Ванюша ерипен Лена ҫумне пырса, нумайччен унӑн хӑвӑрт ӗҫлекен аллисем ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Эсӗ мӗншӗн юлтӑн? — пуҫне ҫӗклемесӗр ыйтрӗ Лена.

— Лена, эпӗ-ҫке вӑл, Ванюша… райисполком шоферӗ.

— Куратӑп, — терӗ Лена, ӗҫленӗ май.

— Астӑватӑн-и эпир сирӗн аннӳ патӗнче ҫӗр каҫнӑччӗ?

— Кӑмӑлна кайрӗ-им? — Лена ҫамки ҫине аннӑ ҫӳҫ пайӑркисене аллипе тӳрлетрӗ. — Татах пырӑр.

— Эпир Сергей Тимофеевичпа сирӗн аннӳ патӗнче татах пултӑмӑр, анчах никама та тӗл пулмарӑмӑр.

— Анне патӗнче, никама та тӗл пулмарӑр-и? Кулӑшла! Ванюшӑна пӑчӑ пулса кайрӗ. Вӑл ҫӗлӗкне хывса, аллипе шуранка ҫӳҫне якатрӗ.

— Лена, эсӗ унта пулман… Манӑн сана питӗ курас килетчӗ.

— Мӗншӗн?

— Ахалех…

Лена тӗлӗнсе пуҫне ҫӗклерӗ, унӑн куҫӗсем, унӑн кӗрен пичӗ Ванюшӑна ҫав тери илемлӗн курӑнчӗҫ, Ванюша урӑх ура ҫинче тӑраймасӑр, юпа ҫине ларчӗ.

— Лена, вӑл каҫ…

Ванюша каласа пӗтереймерӗ. Лена сасартӑк савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ, унӑн кулли те, шурӑ шӑлӗсем те, пӑч-пӑч тӗксӗм кӑвак куҫӗсем те ытарма ҫук кӑмӑллӑн туйӑнчӗҫ, вара хӑй мӗншӗнне ӑнланмасӑрах Ванюша та кулса ячӗ.

— Ванюша, — терӗ вӑл ӑшшӑн, — эсӗ вӑл каҫа ан асӑн… Вӑл тахҫанах иртсе кайнӑ, урӑх килес ҫук, акӑ мана пулӑш-ха, авантарах пулӗ…

— Леночка! — Ванюша сиксе тӑчӗ. — Мӗн кирлине йӑлтах хуш, пӗр самантрах туса паратӑп! Эсӗ каласан-и…

— Сергей мӗнле? Санӑн часах каймалла-ҫке.

— Халӗ пурте кӗтӗҫ! Сергей Тимофеич та, пӗтӗм тӗнчи те! Эпӗ шутларӑм пулсан…

— Мӗн шутларӑн вара эс? — Лена йӑл кулчӗ те Ванюшӑн куҫӗсем хуралсах килчӗҫ.

— Акӑ мӗн шутларӑм, акӑ… — Ванюша ассӑн сывларӗ. — Сана юрататӑп эпӗ, Лена, ҫавӑнпа темӗн тума та хатӗр!

— Мана? — Лена питӗ хытӑ ахӑлтатса кулса янӑран Ванюша каялла чакрӗ. — Эпӗ арӑм пулнӑ-ҫке! Эсӗ ӑна пӗлместӗн-им?

— Эсӗ ман кӑмӑла каятӑн пулсан, мана нимӗн пӗлме те кирлӗ мар…

— Ва-а-ню-ша! — тӑсса каларӗ Лена. — Эй, епле хӑрушӑ эсӗ!

— Эпӗ халӗ хам та хам мар, ҫавӑнпа хӑрушӑ!.. Лена, мӗн тумалла, кала?

— Шӑтӑк чавма пулӑш.

— Вуннӑшне те чавма хатӗр! — Ванюша ҫӗлӗкне ҫӗре пӑрахса, пиҫиххине салтрӗ те чавсисене тавӑрчӗ. — Пар кӗреҫе! Ӑҫта чавас?

— Савнӑ Ванюша! Эсӗ хӑрушӑ мар, эсӗ питӗ лайӑх ҫын. Ванюша кӗреҫине ҫӗре тӑрӑнтарчӗ те урипе пусса кӗртрӗ, Лена мӗн каланине илтмерӗ те вӑл.

Пӗр эрнерен Усть-Невинскинче вӑрман пек, юпасем ларса тухрӗҫ, шурӑ изоляторӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Станица сасартӑк улшӑнчӗ. Хӑнӑхман пирки урамӗсем те сарлакарах, ҫурчӗсем те ҫӳллӗрех, картисем те йӗркелӗрех курӑнма пуҫларӗҫ. Пурте ӗлӗкхи пекех ӗнтӗ, кашни ҫуркуннехи пекех йывӑҫсем харӑс ешерчӗҫ, анчах пахча хӗррисемпе ларса тухнӑ шурӑ юпасем ҫине электриксем хӑпара-хӑпара пралук караҫҫӗ; улмуҫҫисем те ашкӑрса чечеке ларчӗҫ, ҫав кӑпӑшка шурӑ-кӗрен ҫинче те ҫав юпасемех мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ… Площадьре вӗсем пӗр ҫаврашка тӑрса тухрӗҫ те, унтан пур еннелле те чупса саланчӗҫ: хӑшӗ урамсем тӑрӑх, хӑшӗ шыв хӗррипе, теприсем амбарсемпе колхоз килкартисем патнелле, чи вӑрӑм сӑнчӑрӗ Тӗве-ту айккипе ҫавӑрӑнса, саманран тунӑ чӑх ферми патне кайрӗ… Ку вӑхӑтра чӑхсемшӗн унта юпасем ҫитнипе ҫитменни пӗрех пулнӑ: вӗсем питӗ шавлӑн кӗтиклесе ҫуркунне ҫитнипе савӑннӑ. Чӑх сарайӗнче стена тӑрӑх ӗречӗ-ӗречӗпе, театрти ложӑсем пек, улӑм йӑвасем ҫакса тухнӑ, кунта чӑхсем кӗрсе тухнӑ та. «Эпӗ, эпӗ тӑвап ҫӑмарта! Эпӗ, эпӗ тӑвӑп ҫӑмарта! Эпӗ тума ӗлкӗрнӗ! Эпӗ тума ӗлкернӗ! тенӗ пек тӗрлӗ сасӑпа ҫухрашса, чӑн-чӑн чӑх пасарӗ пек сӗрленӗ.

Автанӗсем те вӗсенчен юлман: пӗрисем алӑк патӗнче тӑрса, теприсем сарай тӑрне вӗҫсе хӑпарса, пуҫӗсене мӑнаҫлӑн каҫӑрта-каҫӑрта, пӗтӗм вӑйран ҫухӑрнӑ:

«Мӗн кӗрлетӗр! А-а! Эпир пӗлетпӗр ку шава! Эпир пӗлетпӗр!..»

Хӗлле тухнӑ ҫамрӑк автан, шӗвӗркке, ӳссе ҫитеймен калпаклӑ, кӗске хӳреллӗскер, лутра сарай тӑрне каччӑлла вӗҫсе хӑпарса, кача пӳрнисем тухайман урисемпе улӑма тапта-тапта, пӗтӗм вӑйпах ҫухӑрнӑ:

«А! Каларӑм-ҫке: ҫуркунне ҫитнӗ тесе!»

— Ой, карма ҫӑвар! — терӗ Ирина, ҫамрӑк автан ҫине пӑхса. — Пурте ҫухӑраҫҫӗ — вӑл та юлмасть!

Ирина чӑх витине кӗчӗ. Кӑнтӑр еннелле тухакан пысӑк чӳречесенчен пайӑркан-пайӑркан хӗвел ҫути ӳксе, лутра та вӑрӑм витене ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ, йӑвасем патне пухӑннӑ шурӑ чӑхсен ҫурӑмӗсемпе мӑйӗсем симӗссӗн йӑлтӑртатнӑ. Ирина пуҫӗ тӑрринченех, тем пулнӑ пек хыттӑн ҫухрашса, йӑваран чӑх вӗҫсе анчӗ. Ирина йӑва патне пычӗ. Унта пӗр купа шурӑ ҫӑмарта — паян кунта пӗр чӑх анчах ларса тухман-мӗн. Ирина чӗрҫиттине пиҫиххи хушшине хӗстерчӗ те ҫӑмартасене ерипен илме пуҫларӗ. Чӑх витин тепӗр вӗҫӗнче Марфа Игнатьевна та, хӑш кун тунине, номерне ҫырса, корзинкӑпа ҫӑмарта пуxать.

— Иринушка! — кӑшкӑрчӗ амӑшӗ. — Сережа килмерӗ-и?

— Килетӗп тетчӗ, темшӗн килмерӗ, — салхун каларӗ Ирина.

— Килетӗп тенӗ пулсан, килет ӗнтӗ! Халӗ ун ҫулӗ пӗрех, тата палланӑ ҫул.

Сергей Иринӑна ҫураҫнӑранпа пӗр уйӑх иртрӗ, арӑм пулас вӑхӑт та ҫывхарса пынӑ. Ҫак вӑхӑтра Викторпа электричество ҫинчен вӗренсе ларнӑ-и вӑл, урӑх ӗҫ ӗҫленӗ-и, пӗччен е ушкӑнра пулнӑ-и, шухӑшӗпе яланах Сергейпе пӗрле пулнӑ. Майӗпе, хӑй те ӑна сисмесӗр, вӑл Сергее ҫур сӑмахран ӑнланма вӗренчӗ, вӑл пӑхни, йӑл кулни тӑрӑхах е вӑл сарлака куҫхаршийӗсене сиктернинчен Ирина ун кӑмӑлне пӗлсе тӑнӑ: хумханать-и вӑл е савӑнать. Текех ун ҫинчен шухӑшланипе пулмалла, Ирина хӑй те темле улшӑнчӗ: вӑл пӗтӗмпех Сергей интересӗсемпе пурӑннӑ, уншӑн савӑннӑ… Сергейӗн районта хӑвӑртрах ҫураки туса пӗтерес килнӗ пулсан, Ирина та ҫавӑншӑнах пӑшӑрханнӑ: «Сережа, эсӗ председательсене кала, васкаччӑр вӗсем…» — тенӗ вӑл Сергее. Сергей электростанци ҫинчен каланӑ пулсан, — Иринӑна кунтан пысӑк та, кунтан кирлӗ ыйту пулма та пултараймасть пек туйӑннӑ, Сергей ӑна Артамашов звеньевой пулса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ, — Ирина ырласа пуҫне сулчӗ. Пӗрре Сергей Рагулина ырларӗ, — Ирина килӗшрӗ, чӑн та, уншӑн ӗнтӗ Рагулин пек аван председатель районӗпе те ҫук пек. Пӗрре Сергей питӗ нумая тӑсӑлакан ларусене юратманни ҫинчен каларӗ, — унтанпа Ирина ларусене ялан кӗскен ирттермелле тесе шухӑшланӑ. Сергей пур енчен те ялан тӗрӗс тӑвать, ӑна хирӗҫ пӗр ҫын та пӗр сӑмах чӗнме пултараймасть тесе ҫирӗп ӗненнӗ Ирина. Унӑн ырӑ ятне пӑсасран Сергейрен хӑйӗнчен те ытла пӑшӑрханнӑ вӑл, Анфисӑпа та ҫавӑн пиркиех хирӗҫсе кайрӗ.

Вӑл хирӗҫӳ Ниловна ҫине тӑрса Анфисӑпа Ҫемене чӑх фермине пулас тӑванне кайса курма хушнӑ кун пулса иртрӗ. Ирина хӑнасене хавас йышӑнчӗ, пӳрте илсе кӗрсе сӗтел хушшине лартрӗ те апат ҫитерчӗ. Ҫемен хура, вӗтӗ пӗтӗркке тиртен ҫӗленӗ кубанка тӑхӑннӑ, вӑл ӑна пасарта илнӗ, ҫак «казак манерлӗ» тумпа вӑл кулӑшларах, Ирина ӑна полустанокра курнӑ чухнехи пек мар пулнӑ.

— Ҫемен, эсӗ мӗн — казака ҫырӑнтӑн-им? — куларах ыйтрӗ Ирина.

— Фасон тытать, — терӗ кулса Анфиса, — аттене юрасшӑн.

— Хама килӗшет — ҫавӑнпа тӑхӑнатӑп.

Анфиса ача амӑшӗ пулма хатӗрленнӗ, вӑл хӑй валли юри аркӑллӑ шалпар сарафан ҫӗленӗ, анчах сарлака тум та йывӑр ҫын пулнине пытарайман. Ку ҫамрӑк хӗрарӑм Иринӑна савӑнтарнӑ та, хӑратнӑ та.

— Ой, Анфиса, мӗнле пулса кайрӑн эс! — хӑлхаран пӑшӑлтатса каларӗ вӑл.

— Часах ху та ҫапла пулӑн ак, танлӑн йӑл кулса каларӗ Анфиса.

Апат ҫинӗ чух Ҫемен час-часах Ирина ҫине пӑхкаласа, ирӗксӗрех йӑлтӑр кула-кула илет. Унӑн таса-кӗрен питне, савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ куҫне пӑхсан, вӑл таҫта хирте ларакан полустанока, вут пек хӗрлӗ вӑкӑрсем юлхаввӑн утса пынине, хӗвелпе пиҫсе хуралса кайнӑ лавҫӑ-хӗре аса илнӗ… Халь анчах пулнӑ пек ҫав тӗлпулу, анчах мӗн чухлӗ улшӑну пулчӗ унтанпа! Еплерех улшӑнусем тата!

— Казак! — савӑнӑҫлӑн каларӗ Ирина. — Эсӗ ман ҫине мӗншӗн пӑхкаланине сисетӗп эпӗ. Эпӗ сире, Сережкӑпа иксӗре, леш полустанокра инкекрен ҫӑлнине аса илтӗн пулмалла? Ӑҫтан тупӑнтӑр эсир ҫавӑн чух?

— Урапу ҫине икӗ каччӑ лартса таврӑнасса ун чухне эсӗ шухӑшламан та пулӗ-ха. — Ҫемен те кулса арӑмӗ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ. — Каччисем мӗнлескерсем тата! Калас пулать — геройсем! — Ҫемен юри кубанкине ҫамки ҫине чалӑшшӑн лартрӗ.

— Питех ан мухтан, — терӗ Анфиса. — Сережкӑпа иксӗр пулман пулсан, эпир Иринӑпа сирӗн пек ҫеҫ мар аван каччӑсем тупнӑ пулӑттӑмӑр. Хӗрле ватӑлса ларас ҫук. Тӗрӗс-и, Ирина?

— Пӗлместӗп…

— Куратӑн-и, вӑл пӗлмест ав, — терӗ Ҫемен. — Апла, эпӗ калани тӗрӗс. Каччисем мӗнле — пӗрремӗш сорт! — Вӑл Ирина енне ҫаврӑнчӗ. — Анчах эсир Сережкӑпа питӗ кая юлатӑр. Пӑх эсӗ ман Анфисӑна! Калас пулать, ҫапӑҫӑва кайма хатӗр!

— Ну, сана, Ҫемен, — терӗ вӑтанса Анфиса. — Анфиса, тӗрӗс-ҫке ӗнтӗ, — терӗ савӑнса Ҫемен, — пӗчӗк казак ҫураласса кӗтетпӗр.

— Эсӗ казак-и вара? — ҫаплах вӑтанса каларӗ Анфиса. — Кубанка илтӗм те — казак пултӑм тетӗн-и?

— Вӑл мӗн шухӑшлани кирлех те мар, — терӗ Ирина. — Анфиса, эсӗ казачка пулсан, сан упӑшку та казак, ачу та казак пулӗ.

— Куна ӗнтӗ ман пек каланӑ! — терӗ Ҫемен. — Ҫавах та, ман тусӑм ытла кая юлать… Ытти ӗҫсенче вӑл питӗ хыпаланчӑк… Эпӗ кӳрентӗм ӑна, паллах, час авланманшӑн мар ӗнтӗ, ытлӑ хӗрӳ пулнӑшӑн… Фронтра вӑл лӑпкӑрахчӗ. — Ҫемен Иринӑна пӑхса кала пуҫларӗ. — Ӗненетӗн-и, виҫӗмкун вӑл пире, Саввӑпа иксӗмӗре, исполком ларӑвне отчетпа чӗнтерчӗ. Хӑй сӗтел хушшинче ларать, эпӗ ӑна пӗр-пӗр усал ӗҫ тунӑ пек, ман ҫине шуйттанла чалӑшшӑн пӑхать ҫав…

— Апла пӑхнӑ пулсан, мӗн те пулсан турӑн пулӗ, — терӗ Ирина. — Сережа ним сӑлтавсӑр ҫилленес ҫук.

— Эсӗ ӑна мӗнле питӗ хӑвӑрт пӗлсе ҫитрӗн вара? — йӗплесе ыйтрӗ Анфиса. — Эпӗ хам пиччене санран аванрах пӗлетӗп пулӗ. Кӳкӗртлӗ шӑрпӑках ӗнтӗ! Хӑй кӑмӑлне каймасан — ним маршӑнах чӗрӗлсе каять.

— Ун чух мана та, Саввӑна та лекрӗ, — малалла каларӗ Ҫемен. — Мана пӗве пирки, Саввӑна юпасем ҫителӗклӗ тӑратманшӑн.

— Тӗрӗс! — терӗ хӑюллӑн Ирина.

— Мӗн тӗрӗс? — ыйтрӗ Анфиса.

— Сережа Саввӑпа Ҫемене ятлани. Вӑл никама та ахаль тивмест.

— Ой, ой, ой! — терӗ Ҫемен. — Мӗн илтетӗп эпӗ? Эсӗ-и ку, Хуракуҫ? Эсӗ ман тусӑмӑн арӑмӗ мар, заместителӗ пулма та юрӑхлӑ!

— Ӑна хута кӗме Сережка вӗрентнӗ, — хушса хучӗ Анфиса.

— Эсир ан кулӑр, — ҫирӗп каласа хучӗ Ирина, — пӑх эсӗ Саввӑна. Пилӗк ҫуллӑх плана ҫапла пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ-и? Сережка ӑна пурне те тума пулӑшрӗ, вӑрман тупса пачӗ, халь ӗнтӗ Савва уткаласа ҫӳрет, каллех уншӑн Сережа ӗҫлессе кӗтет. Сережкӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур — унӑн пӗтӗм район, вӑл Саввӑшӑн ӗҫлеймӗ, вӑл хушать те ыйтать… Санран та, Ҫемен, ыйтӗ-ха! Часах ак пысӑк вольтлӑ лини карма пуҫлатпӑр. Ҫаврӑнӑҫусӑр эсӗ, Ҫемен! Лекет-ха сана!

— Ҫемен ҫинчен апла калама тивӗҫ ҫук сан, — терӗ ӑна Анфиса, хӗрелсе кайса. — Ха, епле начальник тупӑннӑ!

— Тивӗҫ пур ман, — терӗ Ирина, Анфиса ҫине шӑтарас пек пӑхса. — Сергей электростанцишӗн мӗнле пӑшӑрханнине эсӗ пӗлместӗн? Эпӗ унӑн пӗтӗм шухӑшне пӗлсе тӑратӑп… Вӑл питӗ пӑшӑрханать!

— Сергей пӑшӑрханнине ӗненетӗп, — терӗ лӑпкӑн Ҫемен. — Санӑн вара мӗншӗн чунна ыраттармалла?

— Куҫран пӑхса тӑракан арӑм пулӗ, — тӑрӑхласа каларӗ Анфиса. — Эсӗ те района тыткалама пуҫлатӑн-и?

— Мӗн тумаллине санран ыйтмӑп! — касса татрӗ Ирина.

— Анфиса, Ирина! — терӗ Ҫемен. — Мӗн эсир апла… хурӑнташ пулма ӗлкӗреймесӗрех вӑрҫма пуҫларӑр-и?

Пурне те аван мар пулчӗ. Пӗр вӑхӑт вӗсем ним чӗнмесӗрех ларчӗҫ. Анфиса мӗншӗн ҫапла хытӑ ҫилленнине Ирина ниепле те ӑнланса илеймерӗ, вӑл чечек вӑрри ҫинчен, ҫӗнӗ тӗрӗ ҫинчен калаҫса пӑхрӗ, анчах калаҫу ҫыхӑнмарӗ. Анфиса калаҫас мар ҫӗртен ҫеҫ пӗрер сӑмах хушса ларнӑ. Вӗсем ют ҫынсем пек сиввӗн уйӑрӑлчӗҫ.

— Куртӑн-и, Ҫемен, — терӗ Анфиса, ҫул ҫине тухсан, — епле ҫивӗч чӗлхеллӗ те ытла ӑслӑ арӑм тупрӗ Сергей. Шӑп хӑй пекех ӗнтӗ… Итлес те килмест, — мӗн вӑл кирлӗ мар ҫӗре тӗкӗнет, кала тархасшӑн? Сережка ӗҫӗнче мӗн ӑнланать вӑл?

— Арӑмсем пурте ҫавах, — терӗ Ҫемен. — Эсӗ те ман ӗҫе хутшӑнатӑн.

— Вӑл эпӗ… Эпӗ те санпа иксӗмӗр чухне анчах калаҫкалатӑп, ҫынсем умӗнче пӗр сӑмах та шарламастӑп… Вӑл епле Сергей хутне кӗрет? Ытла ӑслӑ!

Ирина халӗ те алкум вӗҫӗнче шухӑша кайса, вӗсене хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ. Анфиса ӑна мӗншӗн ҫилленнине вӑл ниепле те ӑнланма пултарайман.

«Те вӑл пиччӗшӗ мана илнӗшӗн кӳренет? — шухӑшларӗ Ирина. — Ҫаплах каламалла пулнӑ, вара эп унпа калаҫман та пулӑттӑм…»

Ҫапла шухӑшласа Ирина пӳрте кӗчӗ те тимӗрленӗ пысӑк арча умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ку арчана Марфа Игнатьевна качча килнӗ чухне илнӗ, ҫавах та ытла кивелсе кайман-ха, тимӗрӗ ҫеҫ тӗл-тӗл кӑшт тутӑхнӑ… Халӗ ку арчара Ирина тумӗсем выртнӑ. Сергей пӗрре ҫак арчана аллипе тӗкӗнсе кулса янине аса илчӗ Ирина.

«Эпир ку кивӗ савӑта илсе каймӑпӑр, — терӗ вӑл кулса. — Пире юрӑхсӑр вӑл. «Виллис» ҫине вырнаҫтарма ҫук: акӑ, вӑкӑрсемпе сӗтӗрсе пыма намӑс. Эсӗ унти япалусене виҫӗ пая уйӑр, эпӗ сана виҫӗ чемодан илсе килсе парӑп… Аван та, илемлӗ те пулӗ…»

Ирина Сергейпе килӗшсе пуҫне сулчӗ, — чӑнах та, амӑш арчи ниме те юрӑхсӑр пек туйӑнчӗ ӑна… Вӑл арча, хуппине ҫӗклерӗ те шухӑша кайрӗ: арчари япаласем виҫӗ чемодана вырнаҫӗҫ-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех