Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX. Пулӑшаканни

Пай: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.07 15:52

Пуплевӗш: 114; Сӑмах: 1199

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Стефчов сасартӑк кайнине никам та тӗплӗн асӑрхаймарӗ. Пурте Юрдан арӑмне йӑпатасшӑн пулса ун тавра тӑрса тухрӗҫ.

— Инке, сире улма пахчине куҫсан лайӑхрах пулмӗ-ши, пахчасенче тӗрӗксем курӑнаҫҫӗ ав, — терӗ хӑй пӑшалне илме тесе хӗрарӑмсем патнелле пыракан жандарм. Хулана вӑл та каясшӑн иккен, ав ӑна Стефчов кӗтсе тӑрать.

Юрдан арӑмӗ улма пахчинелле кайма ҫӗкленчӗ. Гинка ӑна хулӗнчен тытса ҫавӑтрӗ. Ыттисем вӗсем хыҫҫӑн утрӗҫ. Радӑпа Стайка чи кайран пычӗҫ. Стайка тусӗн аллине хӗссе тытса ҫакӑн пек пӑшӑлтатрӗ:

— Илтрӗн-и, Рада? Учитель сывах иккен!

Анчах каллех пӑшӑрханма тытӑннӑ Рада ӑна ним те каламарӗ.

Балканран паян ҫеҫ анакан таркӑн ҫав Клисурӑри хӗн-хура туссе ирттерекенсенчен пӗри тесех шухӑшларӗ вӑл, Стефчов ҫав ҫынна тытса парасшӑн хӗрӗнет иккен, ҫав ҫын Радӑшӑн ют ҫын мар. Тен, вӑл унӑн Бойчо пулӗ-ха, тесе те шухӑшларӗ вӑл, хӑраса пӑшӑрханнипе чӗри унӑн халь-халь сиксе тухассӑн тапӑнчӗ.

— Пӑх-ха, ку хӗрача ӑҫталла ҫапла ут-вӗттин чупать? — ыйтрӗ те Стайка, утнӑ ҫӗртен чарӑнса, ҫыранпа чупса пыракан хӗрача еннелле кӑтартрӗ.

Ҫав хӗрача хайхи Марийка иккен. Соколов тухтӑра темиҫе сехет хушши усӑсӑр шыраса ӗшеннӗ хыҫҫӑн вӑл килнелле таврӑнатчӗ. Радӑна курсан хӗрача хӗпӗртесе кайрӗ, Огнянова лайӑх пӗлекен ҫын кунта пӗртен пӗр Рада ҫеҫ-ха, хӗрача вӑл пулӑшасса та ӗмӗтленме пултаратчӗ. «Бойчо пиччӗш» мӗн хушса янине вӑл пит лайӑх астуса тӑратчӗ-ха, Радӑран хӑраса тӑмалла маррине те сиссе илчӗ вӑл, эппин унпа пӗр иккӗленмесӗр калаҫма пулать, «Бойчо пиччӗш» ӑна «Рада аппӑшӗ» патне яма пултарасса асне илеймен пулсан ҫеҫ. Рада хӗрачана хирӗҫ утма тытӑнчӗ.

— Кил кунта, Марийка! Мӗнле пурӑнатӑн?

Хӗрача чарӑнса тӑчӗ, хӑранипе енчен енне пӑхкаланӑ хыҫҫӑн:
— Рада аппа, Соколов тухтӑр ӑҫтине пӗлместӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

— Соколов-и? Пӗлместӗп, Марийка, пӗлместӗп. Мӗншӗн кирлӗччӗ вӑл сана? Чирлемен-и кам та пулин?

Марийка тем каласшӑнччӗ те, аптранипе сӑмахӗ пӳлӗнчӗ.

— Йӑмӑкӑм, кам ячӗ сана тухтӑр патне? Чирлемен-и кам та пулин? — тепӗр хут ыйтрӗ Рада.

— Ҫук, Рада аппа. Мана кунта яраканӗ Бой…

Ытла хӑраса ӳкнипе Марийка пуҫланӑ сӑмахне каласа та пӗтереймерӗ.

Анчах Рада пӗтӗмпех тӗшмӗртсе илчӗ ӗнтӗ. Вӑл сӑмах хушма та пултараймарӗ, таврана пӑшӑрханса пӑхкаласа илчӗ.

Ҫав самантрах вӗсем патне Стефчов пырса тӑчӗ. Хӗр-ачана вӑл катаранах асӑрханӑччӗ-ха, хальхинче унран ыйтса пӗлме шутларӗ:
— Хӗрача, мӗн пур сан аллунта? — ыйтрӗ вӑл, хурчӑка пек шӑтарса пӑхса.

Марийка шурса кайрӗ. Вӑл ун енне хӑра-хӑра пӑхрӗ те аллисене хыҫалалла тытрӗ.

— Пар-ха мана ҫав хут татӑкне, мӗн ҫырнине курар! — Стефчов ҫапла каласа Марийка умне пырса тӑчӗ.

Хӗрача урнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ те шӑлан тӗмӗ патнелле чупма тытӑнчӗ.

Стефчов ҫавӑнтах иккӗленсе илчӗ. Стоян хӗрачи иккенне палларӗ вӑл, ун аллинчи ҫыру мӗнле те пулин вӑрттӑн хыпара пӗлтерет пулмалла, тесе те тӗшмӗртрӗ. Рада патне мӗншӗн пычӗ-ха эппин? Ҫакӑн пек чухне вӑл камран ун валли ҫыру илсе килме пултарать? Ҫав Огняновранах мар-и? Балканран аннӑ пӑлхавҫӑ шӑпах ҫавӑ мар-ши эппин? Ҫак шухӑша асне илсенех Стефчов ҫилленсе хӗремесленсе кайрӗ те Марийка хыҫҫӑн чупма та тытӑнчӗ.

Сехӗрленсе ӳкнӗ Марийкӑшӑн пӑшӑрханнӑ Рада сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек пӑхса тӑчӗ, хӗрача ҫав хушӑра шӑлан тӗмӗ леш енче буйвол кӗтӳне кӗтекен ачана курчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ. Ҫапла вӑл тӳрех хӑйне хирӗҫ чупакан Стефчов патнелле ыткӑнчӗ.

Инкек пуласса сиснӗ Марийка хӑйне йӗрлесе чупакан хӑрушӑ ҫынран кам та пулин хӑтарӗ тенӗ пек хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Стайка хӑй куҫ умӗнчех мӗн пулнине ним ас тумасӑр пӑхса тӑчӗ. Ҫав хут татӑкӗ Стефчова мӗншӗн кирлӗ иккенне малтанласа пӗлеймерӗ те вӑл, Рада сӑн-сӑпатне асӑрханӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав хут татӑкӗ ниепле те Стефчов аллинче пулмалла маррине сиссе илчӗ. Ҫавна сиснӗ хыҫҫӑнах вӑл та ҫаран тӑрӑх чупрӗ, Стефчова хӑваласа ҫитсе сюртук аркинчен ярса илчӗ, ҫапла тытса вӑл хӗрачана тарса ӗлкӗрме пулӑшасшӑн пулчӗ.

Стефчов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хресчен хӗрарӑмӗ иккенне асӑрхарӗ. Вӑл тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Епле чӑрсӑр ҫынсем пулаҫҫӗ!

— Пичче, эс мӗн, ҫав хӗрачана хӑвалатӑн? — ҫилленсе ыйтрӗ Стайка, сюртук аркинчен вӗҫертмесӗр.

— Яр мана, сысна! — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ те Стефчов, хӗрарӑм аллинчен ҫӑлӑнса тухрӗ. — Эс иккен-ха, хресчен арӑмӗ! Эппин сана кунта ҫав ячӗ пуль-ха? Пӗлтӗм ӗнтӗ, пӗтӗмпех пӗлтӗм… Коста, итле-ха, Коста, тыт ҫавна! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл кӗтӳ ачине, леш ҫывӑратчӗ пулмалла та, Марийка кӑшкӑрашнине пула вӑранса кайрӗ.

Кӗтӳ ачи хайхи хӗрача хыҫҫӑн тӳрех чупа пачӗ. Мӗскӗн хӗрача хӑй хыҫҫӑн тепӗр ҫын хӑваланине курчӗ те нимӗн тӑва пӗлмесӗр чарӑнса тӑчӗ, унтан читлӗхри кайӑк пек каялла ыткӑнчӗ, буйволсен хӳттине тӑчӗ, лешсем хӑйӗн хутне кӗрес пур тейӗнех.

Стайка ӑсран каясса ҫитрӗ. Вӑл Стефчов ҫине те, кӗтӳ ачи ҫине те сиксех ӳкесшӗнччӗ, — унпа танлаштарас пулсан; лешсем ама ӑмӑрт кайӑк умӗнчи чӑхсем пек курӑнчӗҫ — ҫапах та сиксе ӳкмесӗр чарӑнса тӑчӗ. Рада ӑна хӑвӑртрах хӑй патне пымашкӑн алӑ сулса чӗнетчӗ.

Стайка аптраса тӑчӗ те Марийкӑна пулӑшма кайма хӑяймарӗ. Сехри хӑпнӑ хӗрача буйволсем патӗнчех курӑк ҫине ӳксе тӑнран кайнине вӑл аран пӑхса тӑма хӑват ҫитерчӗ. Шыв арман ҫуртӗнчи ҫав хӑрушӑ каҫран пуҫласа Марийка нервӑ чирӗпе аптранӑ пулнӑ, ҫаплах хӑрас-тӑвас пулсан ӑна тытамак тытса пӑрахнӑ. Сылтӑм енче тӑракан буйвол хускалмасӑр выртакан хӗрача енне тем пысӑкӑш пуҫне пӗшкӗртнӗ те, хута кӗрес пек пулса, ӑна йӑвашшӑн питӗнчен шӑршлать, унтан йӗпе сӑмсине ҫӗклесе, кӑвак та пысӑк куҫпа таҫталла ӑнтӑласа кавлет.

Стефчов ҫыру шыраса Марийкӑн кофтин каптӑрмине вӗҫертрӗ, хӗрача чупнӑ маях ҫырӑвне хӗвне чикнине асӑрханӑччӗ-ха вӑл. Ҫапах та нимӗн те тупаймарӗ, вара кӗтӳ ачипе пӗрле курӑк ҫинче шырама тытӑнчӗҫ, хӗрача таврашне те пӑхкаларӗҫ. Анчах ҫыру тавраш тупӑнмарӗ.

Стефчов ҫиллес кӑмӑлпа пӑхкаларӗ.

— Ҫак шуйттан ҫисе ямарӗ-ши ӑна? — терӗ вӑл, буйвол енне сивлек куҫпа пӑхса.

Голю, — ҫапла йыхӑратчӗҫ буйвола, — хӑйне вӑрӑ вырӑнне хунине сиснӗ пекех пулчӗ. Ҫӑварне сарлакӑшпех карса пӑрахрӗ, анчах ун йӗпе тутинче сӗлекеллӗ курӑкран урӑх нимӗн те курӑнмарӗ.

Стефчов йӑлт аптраса ӳкрӗ. Хут татӑкӗ ӑҫта кайса кӗнине ниепле те пӗлмерӗ вӑл.

— Ҫак ухмах ача ӑна ӑҫта та пулин ҫаран ҫинчех ӳкернӗ пуль, — терӗ те вӑл, пуҫне чиксе, Костӑпа пӗрлех ҫаран ҫинче шырама пикенчӗҫ.

Марийка часах тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Чи малтанах вӑл хут татӑкне хӗвӗнче шырама хускалчӗ. Нимӗн те тупайманнипе тарӑхса йӗрсе ячӗ. Унтан ура ҫине тӑчӗ те нӑшӑклатнӑ майӑнах килнелле утрӗ.

Стефчовпа Коста хут татӑкне чылайччен шырарӗҫ. Акӑ Стефчов пӗшкӗннӗ ҫӗртен тӳрех тӑчӗ те хула еннелле хӑвӑрт уттарчӗ. Тупрӗ-тупрех пулмалла вӑл шыранӑ ҫырӑва. Рада патӗнчен иртнӗ чух вӑл, тискер кайӑкла пӑхса, ҫапла каларӗ:

— Паян унӑн пуҫне шӑчӑ ҫине тирсе лартатпӑр.

Пӑшӑрханса ӳкнӗ Рада ырӑ та, хаяр та чӗнмерӗ. Стайка ҫаплах буйвол патӗнчеччӗ-ха. Рада пӑшӑрханнине пӗле тӑркачӑ мӗншӗн вӑл Марийкӑна пулӑшма ӑна ярасшӑн пулмарӗ-ши, — ҫавна ниепле те пӗлеймерӗ. Тарӑхнӑ Стайка ҫаплах-ха куҫран ҫухалнӑ Стефчов еннелле пӑхса тӑчӗ, Голю буйвола хӑй сисмесӗрех ҫамкинчен ачашласа лӑпкарӗ, лешӗн кӑтра ҫӑмӗ кӗҫҫеленнӗ, хӗрлӗ кӗлеми те палӑрса тӑрать.

Голю хӑйне лӑпкакан алла шӑршласа пӑхрӗ, кӑшт аяккинерех пӑрӑнса урине сиктерчӗ.

— Рада! Ҫырӑвӗ ак кунтах-ҫке! — терӗ Стайка, лӳчӗркеннӗ хута ҫӗртен ҫӗклесе.

Голю аптраса ӳкнӗ Марийкӑна шӑршласа тӑнӑ чух леш ӳкернӗ хута пусса таптанӑ пулнӑ иккен.

Рада чӗтрекен пӳрне вӗҫҫӗн ҫырӑва ярса илчӗ те васкавлӑн пӑхса тухрӗ.

— Бойчоран! — хавасланса ӳкрӗ те кӑкӑрне хӗссе урӑхран сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ вӑл.

Ҫырӑвӗнче алӑ пусни ҫукчӗ, унта пӗтӗмпе те ик йӗрке ҫеҫ ҫырнӑччӗ: «Балканран антӑм. Тумтир илсе кил е парса яр, хыпар-хӑнар пӗлтер, хӑвӑртрах!»

Рада ҫакна пӗр хут вуласа тухрӗ, унтан тепӗр хут, виҫҫӗмӗш хут та вуларӗ, вара тинех ҫак ҫырӑва вӑл хӑех ун патне Боримечкӑран парса янине асне илчӗ. Бойчо ҫав ҫыруран татса ҫурса илнӗ иккен, унта «Рада» тесе кӑранташпа алӑ пусни те пур. Хӗрӗн куҫҫулӗ йӑлтартатса анчӗ.

— Чим-ха, Рада, каласа пар эппин унта мӗн ҫырнине? — тесе ыйтрӗ Стайка.

— Сывах вӑл, сывах, аппаҫӑм! — аран сывлӑш ҫавӑрса каласа хучӗ Рада.

Стайка хаваслӑн кулса илчӗ.

— Учитель сывах иккен! Каларӑм-ҫке сана, ҫав хура хӗрарӑм нимӗн те пӗлмест, чӗлхипе кӑна палкать терӗм.

— Пурӑнать Бойчо, сывах иккен вӑл, аппаҫӑм! Гинкӑна кала-ха эс, вӑл чирленӗ те кайрӗ-ха, те… Ҫыру пирки пӗр сӑмах та ан пӗлтер.

Рада пахча патнелле кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех