Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсир, паллах, Конев ҫарӗсем тӑшмана ҫӗмӗрсе Белгород патне тухса, хӗвелтухӑҫӗнчен Харьков патне ҫывхарма пуҫласан, вӗсем епле пӑшӑрханнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Хушӑран ҫеҫ ҫынсем пӑшӑрханнине сиснӗ пек, вӗсем ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.Изредка овчарки поглядывают на людей, мне кажется, они чуют нашу тревогу.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аннен яланах кулса тӑракан куҫӗнче темӗн пӑшӑрханнине сиссе Старокож кукленсе ларчӗ, пӗр ывӑҫ типӗ хӑйӑр ярса илчӗ те ҫӳлелле ывӑтса ячӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Серёжа мӗн тери пӑшӑрханнине Коростелев та курмарӗ, кунта хӑй мӗншӗн килнине вӑл мансах кайрӗ пулас: пиччесем патне пычӗ те унта малалла пӑхса пӗр хускалмасӑр тӑчӗ.
Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Аванах чухлатӑп: эпӗ пӑшӑрханнине кура ҫынсем юриех шӳт тӑваҫҫӗ иккен.
Моторпа руль умӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Валерий хӑйӗн арӑмӗ унӑн инкекӗ пирки хытӑ пӑшӑрханнине аван пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна хавхалантарасшӑн пулнӑ.Валерий знал, что жена тяжело переживает все его неудачи, и ему хотелось подбодрить ее.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Эпир пӑшӑрханнине курсан, Кӑмпа кӑшт лӑпланчӗ.Поглядев на наши расстроенные лица, Гриб немного успокоился.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Алексей, ӑна тӑнласа итлекенскер, строительство начальникӗ мӗншӗн пӑшӑрханнине ӑнланса илеймерӗ: те инженер пултараймасран хӑрать вӑл, те урӑх шухӑшсем пӑшӑрхантараҫҫӗ ӑна.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унтан апат-ҫимӗҫ лайӑх хатӗрлекен ҫурта хӑнана кайнӑ пулӑттӑм, хуҫисем пӑшӑрханнине пӑхмасӑр, киленичченех ҫийӗттӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Аттепе анне саншӑн пӑшӑрханнине эсӗ пӗлетӗн-и? — хыттӑн ыйтнӑ Алексей.— Ты понимаешь, что родители тобой недовольны? — строго спрашивал Алексей.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Таня пӑшӑрханнине асӑрхасан, хӗрача ҫак ҫынпа ахаль ҫеҫ паллашманнине ӑнланса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл Мирон яланхи пек мар сӳтӗк пулнине, пӑшӑрханнине асӑрхарӗ, ку вара Якова пуринчен те ытларах пӑлхатрӗ.Он замечал, что и Мирон необыкновенно рассеян, встревожен, это особенно расстраивало Якова.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Калаҫнинчен те, хӑй пӑшӑрханнине пытарма пӗлмен главный инженерӑн сӑнӗнчен те, Беридзе тарӑхнине Алексей сисрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑй куҫӗсене выляткаласа кулать, шӳт тӑвать, ним пӑшӑрханнине те, шикленнине те палӑртмасть вӑл.Он улыбался и шутил, поблескивая глазами, ничем не обнаруживал ни беспокойства, ни тревоги.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ача-пӑчасем ашкӑнаҫҫӗ пуль, — пӑшӑрханнине сирме хӑтланать Хветӗр.— Может быть, ребятишки балуют на улице, — попробовал рассеять тревогу Федор.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Мӗнле япала? — хӑвӑрт ыйтрӗ Исидора, хӑй пӑшӑрханнине тин ҫеҫ палӑртса.— Какое доказательство? — быстро спросила она, в первый раз обнаружив беспокойство.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Атя, ватӑ йытӑ, кайса пӑхар: хуҫа курӑнмасть-и. Эпир уншӑн пӑшӑрханнине курни мистер Морис кӑмӑлне кайӗ.
ХLIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Плутон сасси те, тата аллине сулкаланисем те вӑл тата хытӑрах пӑшӑрханнине палӑртнӑ.
XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗрремӗш юланучӗ пекех, вӑл та пӗртте васкаман, анчах апла пулин те, кӗретех хӑй хытӑ пӑшӑрханнине палӑртса пынӑ.Как и первый всадник, он совсем не спешил, но в то же время он проявлял большое беспокойство.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Юлашкинчен, Фелим пӗр варта ӳснӗ тӑван правипе усӑ курса, вӑл мӗншӗн пӑшӑрханнине ыйтса пӗлме шухӑш тытрӗ:Наконец Фелим, пользуясь правом молочного брата, решил выяснить причину его беспокойства.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.