Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчи (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марфа инке пуҫӗнчи тутӑрне сӳсе илсе пионерӑн пӳрнине ҫыхса яма тесе чупрӗ.

 — Марфа сдернула с головы платок и подбежала к мальчику, чтобы перевязать ему руку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Василиса Прокофьевна пуҫӗнчи тутӑрне салтса хулпуҫҫине витрӗ.

Василиса Прокофьевна сняла с головы платок и укутала им плечи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн пайӑркисем Григорин ҫара пуҫӗнчи ҫӑра кӑвак ҫӳҫ пӗрчисене кӗмӗл пек ҫутатса ячӗҫ, шуранка та ним хускалманнипе хӑрушла курӑнакан пичӗ тӑрӑх шӑвӑнса ҫӳрерӗҫ.

Лучи его серебрили густую седину на непокрытой голове Григория, скользили по бледному и страшному в своей неподвижности лицу.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шывне ҫеҫенхирти тахӑш ҫырма пуҫӗнчи ҫӑлкуҫсенчен чӗлтӗртеттерсе килекен юханшыв, хутора икӗ пая уйӑрса, майӗпен юхса выртать.

Степная речушка, вскормленная где-то в вершине лога ключами родниковой воды, медлительно текла по хутору, деля его на две части.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Килте вӑл ҫӗнӗ шӑлавар тӑхӑнчӗ, кӗсйине наган чикрӗ те, пуҫӗнчи карттусне тӗкӗр умӗнче лайӑхрах майласа лартса, арӑмне каларӗ:

Дома он надел новые шаровары, сунул в карман наган и, тщательно поправляя перед зеркалом фуражку, сказал жене:

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пуҫӗнчи тутӑра тӳрлетнӗ хушӑра карчӑк, кухньӑналла пӑхса илсе, питне пӗркелентерчӗ:

— Поправляя платок на голове, она оглядела кухню, поморщилась:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку ӗҫ ҫӗр варринче пулнӑ, пур енчен те фугаскӑсемпе ҫунтаракан бомбӑсем тӑкӑннӑ, Тимош, мӗскӗн пушаннӑ урамра хӑй пуҫӗнчи чӳлмекне кӑларасшӑн асапланнӑ, пӳрт стени ҫумне те ҫапса пӑхнӑ.

Была ночь, кругом грохали фугаски и визжали зажигалки, и Тимофей возился на пустой улице со своим горшком и даже колотился головой о стену дома.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Алик пуҫӗнчи тутӑрне салтрӗ, тӑлӑпне хыврӗ те хайхи ӗлӗкхи Аликех пулса тӑчӗ — унӑн ҫӳҫӗ кӑтра та сарӑ; пичӗ ҫаврака, хуратучӗ вара хӗлле те ним чухлӗ чакман.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Хум, калмӑк пуҫӗнчи хӗрлӗ тилӗ ҫӗлӗке сӳсе илсе, хӑй хыҫне ывӑтса хӑварчӗ.

Волною смыло с головы калмыка, отбросило назад рыжий лисий треух.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий чӗтрекен аллисемпе ун пуҫӗнчи тутӑра салтса илчӗ.

Григорий трясущимися руками снял с нее платок.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑй вӑл пысӑк мар пуҫӗнчи ҫӳҫне ик еннелле типтерлӗн тураса вырттарнӑ, аттине йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ.

Пробор на небольшой голове был безукоризнен, сапоги тщательно начищены.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, йынӑшса ярса, пуҫӗнчи тутӑра сӳсе пӑрахрӗ, типсе кайнӑ, тараватсӑр ҫӗр ҫине пичӗпе чикӗленсе ӳкрӗ те, ҫумне кӑкӑрӗпе тӗршӗнсе, куҫҫульсӗр ӗсӗклесе ячӗ.

Она со стоном сорвала с головы платок, упала лицом на сухую, неласковую землю и, прижимаясь к ней грудью, рыдала без слез.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья ҫӗр ҫинчен тӑрса юбкине силлерӗ, пуҫӗнчи тутӑрне майласа ҫыхрӗ.

Дарья поднялась с земли, отряхнула юбку, привычным движением поправила платок на голове.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑвӑрӑн каймаллаччӗ! — хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкрӗ кинӗ, пуҫӗнчи тусанлӑ тутӑрне салтса.

— Ехали бы сами! — огрызнулась та, снимая с головы пропыленный платок.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья вӗсем патӗнчен тутине йӗрӗннӗ пек пӑрса, пуҫӗнчи чӗнтӗр тытнӑ лутӑрканчӑк шурӑ тутӑрне утнӑ ҫӗрте майласа иртсе кайрӗ.

Аксинья прошла мимо них, презрительно скривив губы, на ходу поправляя на голове помятый белый с кружевами платок.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аниҫҫе упӑшкине питрен пӑхсанах пурне те ӑнланса илчӗ, анчах унран нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ — пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗпе шӳсе кайнӑ кӑҫаттисене хыврӗ, унтан ҫӑкӑр касса хучӗ те кӑмакаран чукун кӑларчӗ.

Она все поняла, взглянув в лицо мужа, но ни о чем его не спрашивала — сняла с него шапку, стянула разбухшие валенки, нарезала хлеба, достала из печки чугунок.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн пуҫӗнчи косынки шуса аннӑ, пуҫ йӗпписем ҫӳҫрен тухса ӳкнӗ, ҫивӗт сӳтӗлсе кайнӑ.

С головы ее слетела косынка, выскочили из волос шпильки, косы распались.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй тин кӑна мӗн туса хунине халӗ те лайӑххӑн тавҫӑраймасӑр, Дарья винтовкине ҫӗре пӑрахрӗ, ӳкнӗ ҫынна хирӗҫ ҫурӑмӗпе тӑчӗ те, аллине темле кансӗррӗн ҫӗклесе, пуҫӗнчи тутӑрне тӳрлетрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисене тутӑр айне майласа чикрӗ.

Дарья бросила винтовку, все еще не отдавая себе ясного отчета в том, что она только что совершила, повернулась спиной к упавшему и неестественным в своей обыденной простоте жестом поправила головной платок, подобрала выбившиеся волосы.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тӑнсӑр выртакан карчӑкӗ патне пымарӗ, инҫетренех кукша пуҫӗнчи тӗсӗ кайнӑ казак карттусне хывса тытса, Петропа унӑн юлташне хирӗҫ тӳп-тӳрӗ утса кайрӗ.

Он не подошел к поверженной в прах старухе, а прямиком направился к Петру и его спутнику, издали снял с лысой головы свою выцветшую казачью фуражку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ ӑна аллисене сарса кӗтсе илӗ те, вилнӗ ывӑлӗшӗн нумай хушӑ хӳхле-хӳхле, хӑйӗн кӑвак пуҫӗнчи тӑрмаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисене тӑпӑлтарӗ.

Встретит его мать, всплеснув руками, и долго будет голосить по мертвому, рвать из седой головы космы волос.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех