Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:04

Пуплевӗш: 92; Сӑмах: 988

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вешенски станицӑри Сингин хуторӗ тӗлӗнче, апрель кунӗн кӑнтӑрлахи сехетӗнче, аэроплан курӑнчӗ. Мотор хӑлтӑртатса кӗрленине илтсе, пӳртсенчен ача-пӑчасем, хӗрарӑмсемпе стариксем чупа-чупа тухрӗҫ. Ҫӳхе тӗтре карса илнӗ тӳпе айӗнче аэроплан хӑлат пек чалӑшшӑн ҫавӑрӑннине пуҫсене каҫӑртса, куҫсене ал тупанӗсемпе картласа пӑхса тӑчӗҫ. Мотор вичкӗнрех, янӑравлӑрах сасӑпа кӗрлеме пуҫларӗ. Унтан анса ларма хутор хыҫӗнчи кӗтӳ ҫӳрекен тӳрем вырӑна пӑхса хурса, аэроплан аялалла вӗҫме пуҫларӗ.

— Кӗҫех бомба ывӑтма пуҫлать! Тарӑр! — сехӗрленсе кӑшкӑрса ячӗ темле тавҫӑруллӑ мучи.

Ҫавӑнтах вара тӑкӑрлӑкра кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫынсен эшкерӗ тӗрлӗ еннелле сапаланса ыткӑнчӗ. Хӗрарӑмсем кӑшкӑрса ӳлекен ачисене сӗтӗрсе чупрӗҫ, стариксем, картасем урлӑ качакасем пек йӳрӗккӗн те ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫса, укӑлча еннелле тапса сикрӗҫ. Тӑкӑрлӑкра пӗр карчӑк кӑна юлчӗ. Вӑл та тарма тӑнӑччӗ-ха, анчах хӑранипе ура вӑйӗ пӗтрӗ-ши е тӑпра муклашкинчен такӑнчӗ — ҫӗр ҫине лаплатса ӳкрӗ те, хытанка урисене намӑссӑррӑн ҫӗклесе, ҫаплах выртса юлчӗ, ӑша кайнӑ сасӑпа ӳлесе тархасларӗ:

— Ой, ҫӑлӑрсамӑр, тӑвансем! Ой, ак вӑл вилӗм!

Карчӑка ҫӑлма пӗри та таврӑнакан пулмарӗ. Аэроплан, хӑрушшӑн кӗрлесе, асар-писер ҫил-тӑвӑл чухнехи пек пӗр уласа та шӑхӑрса, кӗлетрен кӑшт ҫӳлерехрен вӗҫсе иртрӗ, вилес пек сехри хӑпнӑ карчӑкӑн чарса хунӑ куҫӗ тӗлӗнчи шурӑ ҫутта самантлӑха ҫунат мӗлкипе хупласа кӑшт кӑна умран ҫухалчӗ, хутор хыҫӗнчи нӳрӗ ҫереме кустӑрмисемпе хуллен ҫапӑнса, ҫеҫенхир еннелле чупса кайрӗ. Шӑпах ҫак самантра пулчӗ те карчӑкӑн ачалла ҫылӑхӗ. Вӑл хӑйӗн айӗнче те, йӗри-тавралла та мӗн пулса иртнине туймарӗ, ни вилӗ ни чӗрӗ выртрӗ. Карчӑк, паллах ҫав ӗнтӗ, таҫта лере анса ларнӑ хӑрушла кайӑк ӑшӗнчен хура сӑран тумлӑ икӗ ҫын тухнине, вӗсем, ним тума иккӗленсе пӗр вырӑнта пӑхкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, картиш еннелле утса килнине курма пултарайман.

Анчах укӑлчара хура хӑмла ҫырли тӗмӗ хушшинче пытанса ларнӑ старикӗ унӑн харсӑр старик пулчӗ. Чӗри серепене лекнӗ ҫерҫи чӗри пек тӑпӑлтатса тапрӗ пулин те, вӑл аэроплан анса ларнӑ еннелле тӗсесе пӑхма хӑйрӗ-хӑйрех. Лӑпах вӑл уйӑрса илчӗ те хӑйсен килӗ еннелле утса килекен ҫынсенчен пӗри службӑра пӗрле пулнӑ казак ывӑлӗ Петр Богатырев офицер иккенне. Петр, повстанецсен 6-мӗш уйрӑм бригадин командирӗнче ҫӳрекен Григорий Богатыревӑн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, шуррисемпе пӗрле Донец леш енне чакса кайнӑччӗ. Апла пулин те ку тем тесен те ҫавах пулчӗ.

Старик мулкач пек кукленсе, аллисене ҫӗре усса, пӗр минут пек тимлесе пӑхса ларчӗ. Хайхискер майӗпен те тайкаланса утакан ҫын чӑн-чӑн Петро Богатырев — пӗлтӗр курнӑ пекех чакӑр куҫлӑ, анчах чылайранпа хырӑнман пирки сухалӗ шӑрт пек ӳссе кайнӑ Петро Богатырев пулнине ӗненсе ҫитрӗ те ура ҫине ҫӗкленчӗ, урисем ҫинче тытӑнса тӑма пултарнине тӗрӗслерӗ. Вӗсем шӑнӑрӗсем тӗлӗнче кӑна кӑштах чӗтреҫҫӗ-ха, анчах хӑйне чиперех йӑтса тӑраҫҫӗ. Вара старик, ҫӑрхалакан лаша пек, тӗмсем хушшинчен вӗттӗн йӑпӑртатса утса тухрӗ.

Вӑл тӑнсӑр выртакан карчӑкӗ патне пымарӗ, инҫетренех кукша пуҫӗнчи тӗсӗ кайнӑ казак карттусне хывса тытса, Петропа унӑн юлташне хирӗҫ тӳп-тӳрӗ утса кайрӗ. Петр Ботатырев та палласа илчӗ ӑна, аллипе сулса, йӑл кулса саламларӗ. Унтан тӗл пулчӗҫ хайхи.

— Ирӗк парӑр ыйтса пӗлме: чӑнах эсир пултӑр-и ку, Петро Григорич?

— Эпех, асатте!

— Ватлӑх ҫитнӗ ҫулсенче турӑ пӳрчӗ иккен-ха вӗҫекен машинӑна курма! Ҫавӑнпа сехре хӑпрӗ те пирӗн!

— Ҫывӑхра хӗрлисем ҫук-и, асатте?

— Ҫуккӑ, ҫуккӑ, чунӑм! Нумай пулмасть вӗсене таҫта Чир леш енне, хохолсем патнелле хӳтерсе ячӗҫ.

— Пирӗн те казаксем пӑлхава ҫӗкленчӗҫ-и?

— Ҫӗкленессе ҫӗкленчӗҫ те, нумайӑшне вырттарса пӗтерчӗҫ.

— Мӗн?

— Вӗлерсе пӗтерчӗҫ, эппин.

— Ааа… Ҫемье ман, атте — пурте сывӑ-и?

— Пурте. Эсир хӑвӑр Донец леш енчен пулӗ? Курмарӑр-и унта ман Тихона?

— Донец леш енчен. Тихон салам каласа ячӗ. Ну, асӑрха-ха, эппин, пирӗн машинӑна, асатте. Ача-пӑча пырса ан тӗкӗнтӗр. Эпӗ — киле халь. Кайрӑмӑр!

Петр Богатыревпа юлташӗ кайрӗҫ. Укӑлчари йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен, сарайсен хыҫӗнчен, нӳхрепсемпе тӗрлӗ шӑтӑксенчен ҫав вырӑнсенче ҫӑлӑнса выртнӑ ҫынсем йӑтӑнса тухрӗҫ. Халӑх эшкерӗ ҫаплах хӗрсе кайнӑ моторӑн вӗри сывлӑшӗпе, ҫупа бензинӑн кукӑр шӑршиллӗ сӗрӗмӗпе сывлакан аэроплана сырса илчӗ. Унӑн пир туртнӑ ҫуначӗсене нумай ҫӗрте пульӑсемпе снаряд ванчӑкӗсем шӑтара-шӑтара пӗтернӗ. Унччен курман-илтмен машина халь шӑпӑрт та хӑваласа халтан янӑ лаша пек вӗри ларать.

Асатте — Петро Богатырева чи малтан кӗтсе илнӗскер — сехри хӑпнипе тӑнсӑр пулса ӳкнӗ карчӑкӗ выртакан тӑкӑрлӑка чупрӗ, округ правленийӗпе пӗрле декабрь уйӑхӗнче чакса кайнӑ ывӑлӗ пирки хыпар пӗлтерсе савӑнтарасшӑн пулчӗ. Карчӑкӗ тӑкӑрлӑкра курӑнмарӗ. Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать. Старикӗ аран шыраса тупрӗ ӑна, кӑшкӑрса пӗлтерчӗ:

— Петька Богатырев вӗҫсе килчӗ! Тихон ун урлӑ салам каласа янӑ пире! — унтан, карчӑкӗ урӑх тум тӑхӑннине курса, чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ. — Эсӗ мӗн капӑрланма шутларӑн, ват хӑрпан? Ах, кӗҫҫе пит! Такама кирлӗ пуль эсӗ, хӑрӑк шуйттан ами? Пӑх-халӗ — чисти ҫӗн ҫын!

…Кӗҫех Петр Богатыревӑн ашшӗ патне, киле, стариксем пычӗҫ. Пӳрте кӗнӗ чух кашниех ҫӗлӗкне хыврӗ, турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ, туя ҫине тайӑнса, чыслӑн сак ҫине пырса ларчӗ. Сӑмах-юмах пуҫланчӗ. Петро Богатырев хӑймине пуҫтарман сивӗ сӗте стаканран лӗрӗплеттерсе сыпнӑ хушӑра хӑй Дон правительстви хушнипе вӗҫсе килни ҫинчен каласа пачӗ. Унӑн восстани тӑвакан Тури Дон казакӗсемпе ҫыхӑнмалла иккен те вӗсене самолетсемпе кирлӗ таран патронсем кӳрсе, офицерсене лартса килсе, хӗрлисене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшмалла. Богатырев Дон ҫарӗ, пӗтӗм фрончӗпе наступлени пуҫласа, кӗҫех повстанецсен ҫарӗпе пӗрлешесси ҫинчен пӗлтерчӗ. Сӑмах май вӑл фронта пӑрахса хӑйсен ҫӗрӗ ҫине хӗрлисене кӗртсе янӑ ҫамрӑк казаксене ӑса кӗртмешкӗн стариксене ятласа та илчӗ. Сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ:

— Анчах та эсир халӗ тӑна кӗрсе ҫитсе станицӑсенчен совет влаҫне хӑваласа ятӑр пулсан, Дон правительстви сире каҫарать, — терӗ.

— Пирӗн халӗ те совет влаҫӗ-ха кунта, Петро Григорич, анчах коммунистсемсӗр кӑна. Элемӗ те пирӗн виҫӗ тӗслӗ мар, хӗрлӗпе шурӑ йӑрӑмлӑскер, — хӑюсӑртараххӑн пӗлтерчӗ тахӑш старикӗ.

— Ахаль калаҫнӑ чух та пирӗн кӗсел аври ҫамрӑкӗсем пӗр-пӗрне «юлташ» тесе вӗҫкӗнленеҫҫӗ, кӗрт ҫурисем! — хушса хучӗ тепри.

Петр Богатырев касса тикӗслетнӗ хӗрлӗрех мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ те ҫаврака кӑвак куҫӗсене тӑрӑхланӑ майлӑ хӗстерсе каларӗ:

— Совет влаҫӗ пӳрт ҫамкинче ҫакӑнса тӑракан нӑр шерепипе пӗрех сирӗн. Кӑшт хӗвел хӗртнӗ те — ирӗлсе те пӗтнӗ. Чӑнах та, Донец леш енчен таврӑнар кӑна ак — Калач патӗнче фронта пӑрахса кайнӑ йышши пуҫтахсене пурне те патак лекет!

— Чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнемелле путсӗрсене!

— Ку, паллах, ҫапла!

— Хӗнес пулать! Хытӑ хӗнемелле!

— Пӗтӗм халӑх ҫинче ая юхтарса кӑлариччен ислетес пулать! — хаваслӑн шавласа кайрӗҫ стариксем…

* * *

Каҫ пулас умӗн Сингин хуторне чӑм кӑпӑка ӳкнӗ виҫӗ лаша кӳлнӗ тӑрантаспа повстанецсен ҫарӗсен командующийӗ Кудинов тата штаб начальникӗ Илья Сафонов тӗрлеттерсе ҫитрӗҫ. Вӗсем Петр Богатырев аэропланпа килни ҫинчен юланутлӑ хыпарҫӑсенчен пӗлнӗ-мӗн.

Богатырев килнӗшӗн пӗт пӗтӗм хӗпӗртесе ӳкнӗскерсем, аттисемпе брезент плащӗсем ҫинчи пылчӑка шӑлса аппаланмасӑрах вӗсем Богатыревсен пӳртне чупнӑ пек кӗрсе кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех