Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 20

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.24 20:58

Пуплевӗш: 172; Сӑмах: 2149

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр эрнерен, Ксюша Черемшанкӑна таврӑнсан, ашшӗ ӑна алӑк патӗнче ытарлӑн кулса кӗтсе илнӗ.

— Аванах мар-ха, хӗрӗм, капла, — тенӗ вӑл, арӑмне куҫ хӗссе. Ялта сана пурте тахҫанах ҫураҫнӑ ӗнтӗ, часах санӑн туй пулать, теҫҫӗ, эпир вара аннӳпе иксӗмӗр нимӗн те пӗлместпӗр!..

Ксюша пичӗсем пӗҫернине туйса илнӗ.

— Каччуна кӑтартасчӗ хуть пире, э? Мӗнлерех вӑл? Лайӑх-и е ала питлӗ-и?

— Пӗлместӗп, кам ҫинчен эсир, атте? Мана никам та качча тухма ыйтман.

Хӑйӗн юлашки кунӗсенчи пурнӑҫӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен Ксюшӑн пӗртте шӳтлесе калаҫас килмен.

— Амӑшнех хывнӑ! — парӑнман Корней. — Эпӗ, каҫсерен хапха патӗнче атӑпа тӑрса, урана кӑшт ҫеҫ тӑм илтерместӗмччӗ те, вӑл ҫапах ун хыҫҫӑн никам та чупмасть тесе шутлатчӗ.

— Кам айӑплӑ-ха саншӑн! — кулкаланӑ амӑшӗ, хӗрне ҫаннинчен туртнӑ та хӑйпе юнашар лартнӑ. — Асапланса пӗтнӗччӗ эпӗ сан аҫупа!.. Урама тухатӑн та: ну, паян пурпӗрех калать ӗнтӗ юратни ҫинчен, тетӗн, вӑл пур, тем ҫинчен те пакӑлтатать, анчах чи кирли ҫинчен пӗр сӑмах та шарламасть!

— Мӗн каламалли унта! Ахаль те йӑлтах паллӑ пулмалла — ҫын атӑпа шӑнса тӑрать пулсан. Хисепленине ҫеҫ кӑтартмах ҫав тери шӑнса тӑмӗҫ ӗнтӗ. — Корней хӗрӗ патне пырса ларнӑ, ӑна ҫаплах тӗпченӗ. — Апла, суяҫҫӗ-ха ҫынсем сан хыҫҫӑн пӗр лейтенант чупать тесе?

— Ҫук, суймаҫҫӗ! — Ксюша пуҫне ялт ывӑтнӑ, ҫак мӑнаҫлӑ хусканӑва курсан, ашшӗ тӳрех кулма чарӑннӑ. — Тата мӗн интереслентерет сире? Куҫӗсем мӗн тӗсли-и? Ҫӳлӗшӗ-и? Е укҫа мӗн чухлӗ илни?

— Эсӗ сӑмсуна ан каҫӑрт-ха! Ан каҫӑрт! — чарнӑ ӑна Корней. — Пӑх-ха, чашкӑрса кайрӗ, вӗри ҫатма! Унӑн куҫӗсем мӗнлине эсӗ хӑв пӑх, анчах эсӗ пире кӑштах тӑван лекетӗн тӗ, вӑл мӗнле ҫын иккенне пӗлсен, пӑсӑк пулмӗччӗ.

Ку вара ҫапла пӗтнӗ: Ксюша Мажарова Черемшанкӑна чӗннӗ те, вӑтаннипе хӗрелсе-шуралса, ӑна ашшӗ-амӑшӗпе, пиччӗшӗпе, шӑллӗпе тата йӑмӑкӗпе — Васенӑпа паллаштарнӑ. Ун хыҫҫӑн Константин вӗсем патӗнче час-часах пулнӑ, кил-йышра пурте ҫак ытлашши калаҫма юратман уҫӑ кӑмӑллӑ офицер часах вӗсен тӑванӗ пуласса шаннӑ.

Ксюшӑна халӗ хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ уяв пек туйӑннӑ, унӑн чӗринче иртен пуҫласа каҫчен савӑнӑҫлӑ юрӑ пӗр чарӑнмасӑр янӑранӑ…

Константин ӑна техникумран экзамен тытса килнӗ чухне яланах садра кӗтсе илнӗ, киле ҫитиччен ӑсатса янӑ, каҫхине вӗсем каллех тӗл пулнӑ, тепӗр чухне тул ҫутӑличченех: уҫӑлса ҫӳренӗ. Константина курса калаҫмасан, унпа уйрӑлнӑранпа хӑй мӗн-мӗн шухӑшлани ҫинчен каласа кӑтартмасан, Ксюшӑшӑн пӗр кун пурӑнса ирттерме те питӗ асаплӑ тулнӑ. Ерӗҫеймесен, Мажаров пурпӗр камран та пулин хут ҫырса янӑ, унта яланах: «Кӳлӗ патне пыр, сана кӑвак чулсем патӗнче кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ, Ксюша ун патне хутӑн тепӗр енне кӑранташпа: «Кӗт», — тесе ҫырса янӑ, килтен тухма май килмен чухне ун патне Васенӑна пысӑк ҫыру леҫтернӗ. Мажаров пӗртте, малтанхи каҫах виличчен юратма тупа туса, тӳрех ыталама хӑтланакан сӳтӗк каччӑсем пек пулман: вӑл Ксюшӑна куҫ шӑрҫи пек упранӑ — те, хӑйӗн туйӑмне ытлашши уҫҫӑн палӑртса, ӑна кӳрентересрен хӑранӑ вӑл, — куна ӑнланма пулман, — те хӑйне хӑй чарса тӑнӑ.

Пӗррехинче ҫеҫ вӑл тем аташнӑ: Ксюшӑна калинкке патне ҫитиччен ӑсатса янӑ та, ӑна хӑй ҫумнелле хӗрӳллӗн туртса илсе, унӑн хытӑ пӑчӑртаса тытнӑ тутинчен чуп тунӑ. Унӑн аллисем Ксюшӑна кӑвар пек вӗри туйӑннӑ, Константин ӑна сывлама памасӑр, хӑй ҫумне хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртаса чуп тунӑ, Ксюшӑна хӑй вӑйран кайса, таҫталла, чӳхенсе тӑракан, пуҫа анратакан хум ҫине ӳкнӗн туйӑннӑ. Унӑн пуҫӗнчи косынки шуса аннӑ, пуҫ йӗпписем ҫӳҫрен тухса ӳкнӗ, ҫивӗт сӳтӗлсе кайнӑ. Юлашкинчен, Мажаров тӑна кӗнӗ те, чӗркуҫленсе ларса, ҫӗрте Ксюшӑн пуҫ йӗпписене хыпашласа шырама тытӑннӑ…

Ҫав каҫ Ксюша тӗттӗм пӳлӗмре нумайччен ҫывӑрса каяймасӑр выртнӑ. Питӗ йывӑр та пӑчӑ пулнӑран вӑл сулхӑн простынь айӗнче пӗрре ярт тӑсӑлса, тепре, чӗркуҫҫисене кӑкӑрӗ патне хурса, пӗчӗк чӑмӑркка пулса выртнӑ…

Анчах пӗррехинче ашшӗпе хытах ятлаҫнине пула унӑн телейӗ пӑсӑлнӑ. Мажаров пасарта тытнӑ спекулянт пысӑк вӑрӑ пулнӑ иккен. Унӑн шайкки магазинсенче ҫителӗксӗр япаласем вӑрланӑ, пысӑк тупӑш илес тесе, темӗн те хӑтланнӑ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Константин районти ӗҫ тӑвакан комитета, унтан райкома кайнӑ, пӗтӗм ӗҫе тӗплӗн тӗрӗслеме ыйтнӑ. Ҫӑмха сӳтӗлсе пынӑ, унӑн пӗр ҫиппи кӗтмен ҫӗртен Черемшанкӑна ҫитнӗ. Черемшанкӑри колхоз председателӗ Степан Гневышев ӑнсӑртран ҫак вӑрӑ-хурах шайккипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав шульӑксенчен вӑл выльӑх-чӗрлӗх ферми тума пӗренесем, хӑмасем туяннӑ та хӑй те айӑплисен тенкелӗ ҫине лекнӗ.

Ҫак ӗҫе Ксюша ашшӗ хутшӑнман пулин те, вӑл тӗксӗм ҫӳренӗ. Гневышева судпа айӑпласан, Корней хӗрне, тулашса: сан хастар каччу пулман пулсан, парти енӗпе выговор панипех иртсе каятчӗ, тенӗ. Паллах, Степанӑн вӑрӑсемпе ҫыхланмалла пулман ӗнтӗ, анчах урӑх майпа вӑл йывӑҫ тупайман, выльӑхсене хӗл каҫарма вара ӑшӑ вите кирлӗ пулнӑ.

Ксюша хӑй пӗтӗм чун-чӗрипе юратнӑ ҫын тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах ашшӗ сӑмахӗсенче те тӗресси пулнӑ. Ҫавӑнпа каҫхине Мажаровпа тӗл пулсан, чӑтайман, ӑна ӳпкелесе илнӗ:

— Ман шутпа, Константин, ахалех пӗтертӗн эсӗ лайӑх ҫынна!

— Гневышев ҫинчен-и эсӗ? — Мажаров кулса илнӗ. — Санран кун пек каласса кӗтме пулать — малтан эсӗ, пурнӑҫ мана тӗрлӗ путсӗр-ирсӗрсемпе тӗл пултарсан, хама хӳтӗлеме ӳкӗтлерӗн, халӗ акӑ ӑна, эпӗ ытти шульӑксемпе пӗрле тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ председателе, шеллетӗн…

— Анчах Гневышев хӑйӗншӗн тӑрӑшман вӗт-ха вӑл, ҫав япаласене хӑй валли туянман, ӑнлан эсӗ!

— Ну, мӗн вара? — хыттӑн ыйтнӑ Константин, Ксюша ҫине сиввӗн пӑхса. — Халӑх укҫипе ырӑ пулма кам ирӗк панӑ ӑна? Паян вӑл, никамран ыйтмасӑр, колхоз укҫине фермӑ тума салатать, ыран аллине кӗсьене шаларах чикет те укҫана хӑй валли илет!..

— Пӗлместӗн вӗт эсӗ Степана! Мӗнле ҫапла калама пултаратӑн эсӗ ун ҫинчен? — тарӑхса кайнӑ Ксюша. — Кукӑр алӑллӑ ҫын мар вӑл!.. Паллах, эпӗ ӑна йӑлтах тӳрре кӑларасшӑн мар, анчах эсӗ ытла та чунсӑр хӑтланнӑ, пӗтӗмпе тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлмесӗр, путарма юрамасть ҫынна!

— Эпӗ хам совеҫ хушнӑ пек турӑм! — хӑвӑрт сассине хӑпартнӑ Мажаров. — Кирек мӗнле ирсӗрлӗхпе те килӗшме ан ӳкӗтлӗ мана — ку тӗлӗшпе эпӗ сана ӑнланма тӑрӑшмастӑп та. Хӑвна вара эпӗ ҫакнашкал ӗҫсем ҫине килти чӑх вити ҫинчен мар патшалӑх вышки ҫинчен пӑхма сӗнетӗп!

Ҫав каҫ вӗсем сӗм ҫӗрлечченех тавлашнӑ, иккӗш те пӗр-пӗрне ӳкӗте кӗртеймен. Уйрӑлнӑ чухне Мажаров ӑна ыталаса илесшӗн пулнӑ, анчах Ксюша ирӗксӗрех айккинелле пӑрӑннӑ: каччӑпа халичченхи пек йӑваш пулма ӑна темскер кансӗрленӗ. Анчах Константин кайсанах, вӑл хӑйне унпа кӑмӑлсӑррӑн тыткаланӑшӑн ӳкӗннӗ. Вӑл хӑйсен кӳлӗ хӗрринчи юратнӑ вырӑнне кайма тепӗр каҫа аран кӗтсе илнӗ.

Катара шӑп пулнӑ, тӗттӗмленсе пынӑ, хурӑнсем шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем пек ҫуттӑн курӑннӑ. Ксюша хӑйӗн пӗтӗм ӑшчиккинчи туйӑмӗсене чӳхентерсе тӑкасран хӑранӑ пек, васкамасӑр утнӑ. Ӑна кашни сасӑ: ура айӗнче тилӗ турат шартлатни те, кайӑк хуйханни те, инҫетри сӑртсем хушшинчи ҫул ҫинче урапа кӑлтӑртатни те хумхантарнӑ.

Акӑ ӗнтӗ сӑрӑ чулсем те — унӑн нумай тӗл пулӑвӗсемпе савӑнӑҫне пӗлекен чулсем… Вӗсем ҫурри таран ҫӗр айне путса кӗнӗ, вӗсене кӗренрех мӑк пусса илнӗ, икӗ чул хушшинчен имшеркке кукӑр хурӑн ҫӗкленнӗ.

Унӑн турачӗ ҫинчен темӗнле кайӑк вӗҫсе кайнӑ, Ксюшӑна чулсем хыҫӗнче тахӑшӗ сиккеленсе илсе, хытса тӑнӑ пек туйӑннӑ.

— Ҫитет сана, Костя, пытанма! — кӑшкӑрнӑ вӑл. — Тух ӗнтӗ.

Анчах чулсем хыҫӗнче никам та пулман, каччӑпа тӗл пулма хӑй малтан килнишӗн Ксение темӗншӗн лайӑх мар пек туйӑннӑ. Вӑл кӑнтӑрлахи ӑшша ҫаплах упранӑ чул катрашкисене хыпашласа пӑхнӑ, катан чӗлтӗрти шӑплӑхне тимлесе итленӗ. Кӳлӗ леш енче, йывӑҫсен картлӑ-картлӑ тӗттӗм тӑррисем ҫийӗн, хӗрлӗ-сарӑ уйӑх ҫӗкленнӗ, таҫта ҫывӑхрах, кӑвакарчӑн пек кӑвӑклатса, ҫӑл куҫӗ тапса тӑнӑ.

Хумханса, асапланса, Ксюша Константина пӗр сехет, тен, ытларах та кӗтнӗ пулӗ. Хӑй ӑшӗнче Константина ӳпкелесе пӗтернӗ, унтан сасартӑк: вӑл чирлесе ӳкнӗ пулсан, тен, эпӗ ӑна ухмахла, айӑпсӑрах вӑрҫатӑп тесе шухӑшласа илнӗ.

Тӗттӗмленсе ҫитсен вӑл, ывӑннӑскер, ача ҫурчӗ патне пынӑ, флигелӗн силленекен пусми тӑрӑх хӑпарнӑ.

Ксюша алӑка уҫса янӑ та каялла чакнӑ. Пӗррехинче Константинпа кӗрсе курнӑ пӳлӗм варринче пӗр тачка хӗрарӑм ҫара уран тӑнӑ, тӑрӑшсах вӑрӑм авӑрлӑ мелкепе мачча шуратнӑ. Акшар шӗвекӗ сирпӗннипе вараланса пӗтнӗ пӗчӗк электролампочкӑ пушӑ стенасене тата кивӗ хаҫатсемпе хут таткисем сарнӑ урайне тӗксӗммӗн ҫутатнӑ.

Ксюша пӑшӑрханма пуҫланӑ, анчах хӑйӗн хумханӑвне пусарса: — Калӑр-ха, тархасшӑн, Константин Мажаров ӑҫтине пӗлместӗр-и эсир? — тесе ыйтнӑ.

Хӗрарӑм васкамасӑр Ксюша еннелле ҫаврӑннӑ, ӑна ним марла питрен пӑхса илнӗ.

— Кӑвак ҫутӑпах облаҫа тухса вӗҫтерчӗ.

Ксюшӑн чӗри тапма чарӑннӑ тейӗн.

— Ӑна комиссине чӗннӗ-и?

— Ҫапла, темле хут илнӗччӗ…

Хӗрарӑм сарлака юбкин аркине хӗстернӗ те, мелкене шӗвек ӑшне чиксе илсе, мачча кӗтессине ҫатлаттарнӑ. Шӗвек тумламӗсем Ксюша пичӗ ҫине сирпӗннӗ, анчах вӑл вырӑнтан тапранман, ӗҫлекен хӗрарӑм ҫине салхуллӑн пӑхса тӑнӑ. Пушӑ стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан сехет килти пек, чуна лӑплантармалла шакканӑ.

— Вӑл никам валли те нимӗн те хӑвармарӗ-и?.. Калама та хушмарӗ-и?

— Питӗ хӑвӑрт пуҫтарӑнчӗ, пурне те хумхатса хӑварчӗ, хыпса ҫуннӑ пек тухса вӗҫрӗ, — хӗрарӑм мелкине вылятма чарӑннӑ, куҫӗ ҫинелле усӑна-усӑна анакан ҫӳҫ пайӑркине тӳрлетнӗ, вара тем аса илнӗ пек, сасартӑк Ксюша ҫине тинкерсе пӑхнӑ. — Эсӗ Яранцев хӗрӗ мар пуль-ҫке? Тӑхта-ха, тӑхта-ха — пуҫне эсӗ ҫавӑрман-и унӑнне кунта? Сан пирки мар-и вӑл Алексей Макаровичпа вӑрҫса кайрӗ?

— Сире мӗн ӗҫ? — кӑшкӑрнӑ Ксюша чунӗ кӳтсе ҫитнипе кӗҫех макӑрса ярас пек, унтан пӳлӗмрен тухса кайнӑ.

Ксюша ялтан аякра, уйра, урапасем ҫӑрса пӗтернӗ хура ҫул ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ сивӗ тӳпе айӗнче тӑна кӗнӗ. Шӑннипе унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӗтренӗ. Вӑл ялти хӑй ҫутисем ҫине ҫаврӑнса пӑха-пӑха утнӑ, тӑнлавӗнче юн тымарӗ илтӗнмеллех тапнӑ. Мӗн пулнӑ-ши? Мӗншӗн Константин ҫапла тухса кайнӑ? Пӗлтермесӗр, ӑна пӗр сӑмах каламасӑр?

Ксюша киле халтан кайса таврӑннӑ, ӑшӗ вӑрканипе, чӗри ыратнипе ҫӗрӗпех чӗлкӗм куҫ хупман. Пӗр савӑнӑҫлӑ шухӑш та, ун ҫине капланса ҫитнӗ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ пайӑрки те пулман.

Ир тӗлне вӑл каштах лӑпланнӑ, вара хӑйӗн юлашки шанчӑкне пӗтерес мар тесе шутланӑ. Пурнӑҫра тем те пулма пултарать-ҫке. Константина питӗ васкавлӑ чӗннӗ пулсан, вал Ксюшӑна пӗлтерме те ӗлкӗреймен пулсан? Ҫар ҫынни-ҫке вӑл, хӑйӗн вӑхӑчӗпе ирӗклӗн усӑ курма пултараймасть ҫав. Тен, вӑл ҫынна хут ҫырса хӑварма вӑтаннӑ. Тен, ҫул ҫинчен ҫыру ярать, вара Ксюша ӑна ыран мар-тӑк, тепӗр кунне илетех. Унсӑр пуҫне тата Костя кӗтмен ҫӗртен каялла персе ҫитме пултарать, вара ун ҫинчен ҫапла шухӑшланӑшӑн Ксюшӑна намӑс пулӗ.

Ксюша ирӗксӗрех учебниксем тытса ларнӑ, капла хӑй куляннине, хӑйӗн пысӑк шухӑш пулнине килтисенчен пытарма ҫӑмӑлрах пулнӑ.

Анчах пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун иртнӗ, почтальон, пысӑк сӑран сумкӑ туртнипе чалӑшса, вӗсен умӗнчен лакӑштатса иртсе кайнӑ, вӗсен чӳречисем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман.

Ксюша тунсӑхланӑ, кӗтсе ывӑннӑ, почтальон хыҫҫӑн пӑхса юлнӑ, хӑй ӑшӗнче ӑна та курайми пулса пынине туйнӑ. Ҫапах та, халӗ ӑна пурнӑҫра нимӗн ырри те кӗтмен пек туйӑннӑ пулсан та, вӑл пурпӗрех шаннӑ — ҫук, ҫук, кирек мӗн пулсан та, вӑл кирек мӗнле шутласан та, Костя ӑна пурпӗрех ҫырса пӗлтерет. Ӑна ҫакӑн пек, ним каламасӑр, ҫул юппинче тӑр-пӗччен тӑратса хӑварма юрать-и вара? Мӗнле ҫын тума пултартӑр ун пек? Ниушлӗ пачах пӗлмен Ксюша ҫав ҫынна? Каласса пӗр тӗрлӗ каларӗ, шухӑшласса тепӗр тӗрлӗ шухӑшларӗ-ши? Апла пулсан, ун куҫӗсем, ун тутисем суйрӗҫ-и? Кун хыҫҫӑн кама та пулин шанма юрать-и ӗнтӗ?

Часах вӑл ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама пӑрахнӑ, техникумӑн юлашки курсӗшӗн экзамен панӑ та колхоза ӗҫлеме кӗнӗ. Темӗн чухлӗ ӳкӗтлесен те, вӑл института кайма килӗшмен. Юлашкинчен, ҫынсем унран хӑпнӑ, хӑйне ҫапла канӑҫ панӑшӑн Ксюша савӑннӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсенчен чи лайӑххи, чи уҫҫи, чи кӑмӑлли те чи хакли тесе шутланӑ ҫынна шанни йӑнӑш пулсан, санпа мӗн пулса иртнине каласа кӑтартма пулать-и ӗнтӗ? Тӑвансем, ҫывӑх ҫынсемпе туссем ӑнланаҫҫӗ-и сана?

Вӑл ҫул кӗр систермесӗр йӑпшӑнса ҫитнӗ, вӑрмансене саратса-хӗретсе лартнӑ, тӳпе кӑн-кӑвак пулнӑ. Типӗ уяр кунсем тӑнӑ, ҫилсӗр шӑплӑхра хурӑн вӗтлӗхӗсемпе ращасем пӗр сассӑр ҫулҫӑ тӑкнӑ, уйсем хӑвӑрт пушанса пынипе сарӑлнӑ пек туйӑннӑ. Унтан ҫумӑрсем чашлаттарма пуҫланӑ, темиҫе талӑкшар чӗреслетсе ҫӑвакан кӗрхи ҫумӑрсем вӑрмансен тутӑхнӑ ылтӑн сӑрне пӗтӗмпех ҫуса янӑ, ӑвӑссен хӗрлӗ ҫулҫисемпе пилеш сапакисем кӑна ҫара туратсем витӗр хӗм сапнӑ. Тӳпе тӗссӗрленнӗ, хура тӑхлан тӗслӗ, тулли кӳлленчӗксенчи пӑтранчӑк шыв ҫинче тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем чӗтренсе выртнӑ, кӗрхи ҫӗртме тунӑ хӑмӑр кӑвак уйсем ҫийӗн хура пӗлӗтсем шунӑ…

Ксюшӑн чун-чӗринче те ҫавӑн пекех пушӑ та сивӗ пулнӑ, колхозра ӗҫлес мар пулсан, вӑл тӳссе те пурӑнайман пулӗччӗ. Вӑл нимӗнле ӗҫе те тиркемен, пустуй шухӑшласа пуҫа ватма вӑхӑт ҫеҫ ан юлтӑрччӗ, вилес пек ывӑнса ҫитсе, выртнӑ-выртман ҫывӑрса ҫеҫ каясчӗ, тенӗ.

Пӗр тӗксӗм те йӗпе-сапаллӑ кун, юланутпа уй-хир бригадинчен таврӑннӑ чухне, Ксюша ҫул ҫинче Лизӑна тӗл пулнӑ. Лизӑ та малалла вӗренме кайман, хӑй каланӑ тӑрӑх, районти ӗҫ тӑвакан комитета темӗнле лайӑх вырӑна кӗнӗ.

— Ксюш, намӑссӑр! Пачах мантӑн-ҫке ман ҫинчен! — кӑшкӑрса янӑ Лизӑ, тилхепине кӑрт туртса. — Чарӑн, мур! Тпру!

Урапа ҫинче вӑл симӗс плюш пиншакпа, ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан резинӑ ботӑпа ларнӑ, унӑн арҫын ачалла кастарнӑ кӗске ҫӳҫӗ ҫинче купӑста ҫулҫи пек берет пулнӑ, хӑлха вӗҫӗсене кӳпчесе кайнӑ эрешмен евӗрлӗ клипсӑсем хупласа тӑнӑ.

— Итле, мӗнле ҫӗнӗ хыпар пӗлтеретӗп эпӗ сана! — пӑкӑлтатса каланӑ тантӑшӗ. — Ну, пӗл!

— Юрать ӗнтӗ сана, кала часрах…

Лизӑн ҫамкине вӗҫӗсене пӗр тикӗс татнӑ улӑм тӗслӗ ҫӳҫ хупланӑ, ҫаврака та кӑмӑллӑ пит-куҫӗнче чеелӗхпе темӗнле вӑрттӑнлӑх пытанса тӑнӑ.

— Эпӗ сана пӗрмаях: ан ӗнен арҫынсене! — теттӗм, сӑмахсене тӑсса калаҫнӑ тантӑшӗ, антӑхса кайсах. — Анчах сана ӗнентерейретӗн-и вара?..

Ксюша ӑна Лизӑ мӗн каласса пӗлмен-ха, анчах халех хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӗтреме пуҫланине туйнӑ.

— Пӗлетӗн-и, мӗн туса хунӑ сан Костю! Комиссире таса билет илнӗ те тӳрех Мускава вӗҫтернӗ! Мӗнлерех ҫын, э?

— Ну мӗнех вара, — хуравланӑ Ксюша, кулма тӑрӑшса. — Хӑйӗн ирӗкӗ.

— Паллах, таси паха! — тенӗ Лизӑ. — Никам та йӗмест кунта уншӑн!

Районти хыпарсене яланах ыттисенчен маларах пӗлекен ерҫӳллӗ тантӑшӗн сӑмахӗсене Ксюша аран итлесе пӗтернӗ, ирӗксӗрех йӑл кулса сывпуллашнӑ та, унтан лашана ура кӗлипе хырӑмӗнчен тапса, куҫран ҫапакан нӳрлӗ ҫиле хирӗҫ вӗҫтернӗ. Ӑна хӑй тата пӑртак кайсанах персе анассӑн туйӑннӑ.

Ял хыҫӗнче, сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитсен, вӑл лаша ҫинчен сиксе аннӑ, чӗлпӗре йывӑҫ турачӗ ҫине пӑрахнӑ, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, типсе кайнӑ хӑмӑр курӑк тӑрӑх ҫулсӑр-мӗнсӗр сӗнкӗлтетсе утнӑ.

Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхнӑ, вӑл ӑна ҫӑта-ҫӑта, ҫула уямасӑр, мӗнле май килнӗ ҫапла утнӑ, чунне ыраттарса, темле сӑмахсем каланӑ, унтан такӑнса йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ те хӗрарӑмла ӗсӗклесе йӗрсе янӑ…

Вӑл сивӗ курӑк ҫинче нумайччен ҫапла ӳпне выртнӑ, унтан пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ — ӑмӑр тӳпере куҫа аран курӑнакан юр пӗрчисем пӗчӗк лӗпӗшсем пек вӗлтӗртетнӗ. Ксюша юр йӑтӑнтарса ҫума пуҫличченех пӗр хускалмасӑр тӗттӗм ҫӗрелле пӑхса выртнӑ.

Унтан вӑл тӑнӑ та, урисене аран-аран шутаркаласа, каялла кайнӑ. Юр вара, ун йӗррине хупласа, ҫывӑхра ларакан пилешсен вут-хӗмне сӳнтерсе, ун чӗринчи пурнӑҫ тӑршшӗпех пырас пек хаваслӑ туйӑмсене ӗмӗрлӗхех пытарса, ҫаплах ҫунӑ та ҫунӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех