Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Саккӑрмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.14 13:33

Пуплевӗш: 355; Сӑмах: 3918

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑнтӑртан икӗ талӑк тӳлек ҫил вӗрсе тӑчӗ. Хирсенче юлашки юр кайса пӗтрӗ. Ҫурхи кӑпӑклӑ шыв-шур ланкашкасенче шавласа юхма чарӑнчӗ, ҫеҫенхирти тип варсемпе ҫырмасем шӑпланчӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне, шуҫӑм килнӗ чух, ҫил выртрӗ те, ҫеҫенхире ҫӑра тӗтре карса илчӗ, пӗлтӗрхи нӳрӗ кӑлкан тӗмӗсем кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан пулчӗҫ; куринкесем, шырлансем, станицӑсем, чиркӳ шпилӗсем, яштака тирексен пӗлӗтелле пирамида майлӑ кармашакан тӑррисем сирӗле пӗлми шупка кӑвак тӗтре ӑшне путрӗҫ. Сарлака Дон ҫеҫенхирӗсенче сенкер ҫуркунне пуҫланчӗ.

Пӗр тӗтреллӗ ир Аксинья тифран сывалса ҫитнӗренпе пӗрремӗш хут крыльцана тухрӗ те, ҫуркуннехи сывлӑшӑн ӳсӗртсе яракан уҫӑ варкӑшне сывласа, чылайччен анкӑ-минкӗллӗн пӑхса тӑчӗ. Ӑш лӗкленнипе пуҫ ҫаврӑннине тӳскелесе, вӑл сад пахчинчи пусӑ патне утса ҫитрӗ, витрине ҫӗре лартса, ҫӑл пури ҫине ларчӗ.

Урӑхраххӑн, акӑш-макӑш вӗр-ҫӗннӗн те илӗртӳллӗн тухса тӑчӗ ун умне ҫуркуннехи тӗнче. Кӗпе хутланчӑкӗсене ачалла хыпашласа, вӑл йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе хумханчӑклӑн йӗри-тавралла сӑнаса пӑхрӗ. Тӗтрепе пиеленнӗ инҫет, садра ейӳ варрине пулнӑ улмуҫҫи тӗмӗсем, йӗпе карта, ун хыҫӗнчи пӗлтӗрхи урапа йӗрӗсене шыв ҫисе тарӑнлатнӑ ҫул — ҫаксем пурте ӑна нихҫанхинчен те илемлӗн туйӑнчӗҫ, пурте-пурте ун умӗнче, хӗвел ҫутатса тӑнӑ майлах, ҫӑра та черчен сӑрсемпе чечекленчӗҫ.

Тӗтре витӗр курӑнса кайнӑ таса тӳпе лаптӑкӗ Аксинйӑн куҫне хӑйӗн сивӗ кӑвак ҫутипе йӑмӑхтарчӗ. Ҫӗрӗшнӗ улӑмпа ирӗлнӗ хура тӑпра шӑрши ытла та ҫывӑх та ыррӑн туйӑннӑран вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе, тута вӗҫӗсемпе ейӗлсе кулчӗ; тӑри чепчеммӗн тӑрӑлтатнӑ юрӑ, таҫтан тӗтреллӗ ҫеҫенхиртен килсе илтӗннӗскер, унӑн ӑшӗнче уҫӑмсӑр тунсӑх вӑратрӗ. Ҫавӑ вӑл — ют ҫӗрте илтнӗ юрӑ — Аксинья чӗрине хӑвӑрт-хӑвӑрт таптарса, куҫӗсенчен икӗ куҫҫуль тумламӗ пӑчӑртаса кӑларчӗ…

Хӑй патне таврӑннӑ пурнӑҫшӑн нимӗн шухӑшсӑр рехетленсе савӑннӑ май, Аксиньйӑн пур япалана та алӑпа сӗртӗнсе ҫупӑрласси, мӗн пуррине йӑлтах куҫ тӑраниччен курасси килчӗ. Вӑл нӳрӗпе хура тӗс ҫапнӑ хурлӑхан тӗмине тӗкӗнсе пӑхасшӑн, ҫӳхе ҫутӑ кӑвак сийпе витӗннӗ улмуҫҫи турачӗ ҫумне питҫӑмартипе тӗршӗнесшӗн пулчӗ; ишӗлсе пӗтнӗ вӗрлӗк урлӑ утса каҫса, ҫулсӑр-мӗнсӗр, пылчӑк ҫӑрса, сарлака шырлан хыҫӗнче, тӗтреллӗ инҫетпе пӗрлешсе, юмахри пек ем-ешӗллӗн сарӑлса выртакан кӗрхи калча уйне тухса курасси килчӗ…

Аксинья Григорий кӗҫ-вӗҫ килсе ҫитессе темиҫе кун кӗтсе пурӑнчӗ, анчах кил хуҫи патне пырса ҫӳрекен кӳршӗсенчен вӑрҫӑ халӗ те чарӑнманни, казаксем нумайӑшӗ тинӗс тӑрӑх Новороссийскран Крыма ӳкни, Новороссийскра юлнисем Хӗрлӗ Ҫара кайни е рудниксенче ӗҫлеме саланса пӗтни ҫинчен пӗлчӗ.

Эрне вӗҫнелле Аксинья киле кайма ҫирӗп шутласа хучӗ, унтан кӗҫех ҫула май юлташ та тупӑнчӗ. Пӗррехинче ҫапла, каҫ пулсан, пӳрте ним шаккамасӑр пӗкӗрӗлчӗк кӗлеткеллӗ пӗчӗк старик кӗрсе тӑчӗ. Вӑл сӑмах хушмасӑр пуҫ тайрӗ, хӑй ҫинче шалпартарах ларакан, ҫӗввисем сӳтӗлнӗ таса мар акӑлчан шинельне хывма пуҫларӗ.

— Эсӗ мӗн-ха ӗнтӗ, ырӑ ҫын, «сывлӑх сунатӑп» темерӗн, ху, ав, пурӑнма та вырнаҫатӑн? — ыйтрӗ хуҫи, чӗнмен хӑна ҫинелле тӗлӗнсе пӑхнӑ май.

Лешӗ, хӑпӑл-хапӑл шинельне хывса, алӑк патӗнче силлесе илчӗ, ӑна асӑрханса ҫекӗл ҫине ҫакса хучӗ те кӗске каснӑ кӑвак сухалне шӑлкаланӑ хушӑра йӑл кулса каларӗ:

— Каҫар, тархасшӑн, савнӑ ҫыннӑм, ку чухнехи вӑхӑтсене кура пурнӑҫ хӑй мана ҫапла вӗрентсе ячӗ: малтанах хывӑн, унтан тин ҫӗр вырттарса яма ыйт, ахаллӗн кӗртмеҫҫӗ. Халӑх халӗ чӑрсӑрланчӗ, хӑнасене хавас мар…

— Ӑҫта вырттарӑпӑр-ши сана? Куратӑн, тӑвӑр пурӑнатпӑр, — йӑвашраххӑн каларӗ хальхинче кил хуҫи.

— Вырӑнӗ те мана кӑвакарчӑн сӑмси пысӑкӑш ҫеҫ кирлӗ. Ак ҫакӑнта, алӑк патне, хутланса выртнӑ та ҫывӑра панӑ.

— Эсӗ кам пулатӑн ху, мучи? Тарса кайнӑскер-и? — йӳпсӗнчӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Ара ҫав, шӑп хай тарса кайнӑскер. Тартӑм, тартӑм, тинӗс хӗррине тарса ҫитрӗм те, халӗ, ав, унтан майӗпен сӗтӗрӗнсе таврӑнатӑп, ывӑнса ҫитрӗм тара-тара… — хуравларӗ талпас чӗлхеллӗ старик, алӑк патне кукленсе ларса.

— Ху кам эсӗ? Ӑҫтан? — ҫаплах шӗкӗлчерӗ кил хуҫи. Старик, кӗсйинчен ҫӗвӗҫ хаччине кӑларса, аллинче выляткаласа илчӗ те ҫав-ҫавах тутинчен сирӗле пӗлмен кулӑпа ейӗлсе каларӗ:

— Акӑ вӑл ман йышши чинӑн докуменчӗ. Новороссийскран пуҫласа ҫакӑнпа йӳнеҫкелесе килетӗп, хӑш тӑрӑхран тесен — инҫетренех, Вешенски леш енчен. Ҫавӑнта кайма тухрӑм халь тинӗсри тӑварлӑ шыва ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн.

— Эпӗ те вёшкисем, мучи — хӗпӗртесе пӗлтерчӗ Аксинья.

— Кур-халӗ! — тӗлӗнчӗ старик. — Ак ӑҫта хамӑр станицӑсене тӗл пулма тур килчӗ! Пӗр тесен, хальхи саманара тем тӗлӗнмеллиех ҫук: эпир халь, еврейсем пекех, ҫӑр пичӗ тӑрӑх сапаланса кайнӑ. Кубаньре акӑ мӗнле: йытта чулпа перетӗн те Дон казакне лектеретӗн. Пур ҫӗре те салатнӑ вӗсене — пуҫтарса пӗтермелле мар. Ҫӗр ӑшне чавса чикнӗ тата — унтан та нумай. Мӗн кӑна курмарӑм пуль, савнӑ ҫыннӑмсем, хамӑр чакнӑ вӑхӑтра. Мӗнле кӑна нуша тӳсмест пуль халӑх — калама май ҫук! Виҫӗмкун лараттӑмччӗ ҫапла станцӑра, манпа юнашар темле чаплӑ ҫын майри ларать, куҫлӑх витӗр хӑй ҫинче пыйтӑ пӑхать. Пыйтисем вара, ҫуран салтаксем пек, йӑпӑр-йӑпӑр чупса ҫӳреҫҫӗ. Хайхи ҫак вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн пӳрне вӗҫӗсемпе иртет, питне-куҫне хӑй вӑрман улми чӑмланӑ пек пӗркелентерсе чалӑштарнӑ. Пуҫлать те вӑл ҫав шеремет пыйтисене чӗрнисем хушшине хурса лапчӑтма — питне пушшех те сӑнсӑррӑн пӗркелентерет, пыйтине тутине пӑрса тытать: ытла та йӗрӗнмелле уншӑн ҫав йышши вӗт кайӑк! Тепри пур, хытӑ чунли, ҫын вӗлерет-ха, ҫавах питне ун пек пӗркелентермест, тутине те чалӑштармасть. Пӗр ҫавнашкал маттурӗ ман куҫ умӗнчех ҫапла виҫӗ калмӑка тураса тӑкрӗ, унтан хӗҫне лаша ҫилхи ҫумне шӑлса илчӗ те, пирус чӗртсе, ман пата пычӗ, ыйтать хайхискер: «Эсӗ мӗн, мучи, куҫна чарса пӑхатӑн? — тет. — Кирлӗ-и, санне те пуҫна касса татам?»  — «Мӗн калаҫатӑн, ывӑлӑм — тетӗп, — ҫылӑха пӗл хӑть! Пуҫа касса татсан, ман вара мӗнле-ха ҫӑкӑр чӑмлас?» Кулса ячӗ те ҫак тинех ман патӑмран пӑрӑнса кайрӗ.

— Теприншӗн пулсан, ку ӗҫе алла хӑнӑхтарнишӗн, ҫын вӗлересси пыйтӑ вӗлерессинчен те ҫӑмӑл. Йӳнелсе кайрӗ этем революци хыҫҫӑн, — тарӑн шухӑшлӑн хушса хучӗ кил хуҫи.

— Тӗп-тӗрӗс сӑмах! — ҫирӗплетрӗ хӑна. — Этем вӑл — выльӑх мар, пурне те хӑнӑхать. Ыйтатӑп хайхи ҫак майраран: «Камччӗ-ха ӗнтӗ эсир? Ҫи-пуҫ тӑрӑх пӑхсан, сире пирӗнешкел ахаль ҫын таврашӗнчен теме ҫук», — тетӗп. «Эпӗ — Гречихин генерал-майор арӑмӗ», — тет. «Ак сана генерал! — шухӑшлатӑп хам. — Ак сана майор! Пыйтусем кӗсенлӗ кушак ҫинчи пӑрҫаран нумай-иҫ!» Унтан калатӑп ҫакна: «Эсир, сирӗн превосходительство, каҫарӑр та мана, хӑвӑрӑн кӑпшанкӑрсене каплах иртес пулсан, сирӗн ку ӗҫ пукравччен те ҫитме пултарать! Тата хӑвӑрӑн хитре чӗрнӗрсене те хуҫса пӗтеретӗр. Пурне те харӑссӑн лапчӑтӑр вӗсене!»  — «Мӗнле апла?» — тесе ыйтать хайхи. Ӑс парса каларӑм вара ӑна: «Ҫаплах, — тетӗп, — хывса хурӑр та ҫи-пуҫӑра, хытӑрах вырӑна сарса хурса — кӗленчепе вӗсене». Пӑхатӑп: йӑпӑр-япӑр пуҫтарӑнчӗ те ман ҫак генерал майри, юха пачӗ водокачка хыҫне. Пӑхатӑп: кӗпи тӑрӑх симӗс кантӑклӑ кӗленчене нӑчӑртаттарса кустарать, питӗ ӑстайлӑ тата, — ӗмӗр тӑршшӗпе ҫак ӗҫпе пурӑннӑ тейӗн! Пӑхкаласа ларса савӑнтӑм вара ун ҫине, хам шухӑшлатӑп: туррӑн пурте нумай, вӗт хӑвари вӗт кайӑксене те, ав, хӗрхенсе тӑман, чаплӑ-ятлӑ ҫынсем ҫине те янӑ, ҫавсен тутлӑ юнне те ӗмсе пӑхчӑр тенӗ ӗнтӗ. Ара-ҫке, вӗсен ӗҫлекен ҫынсен юнне ҫеҫ ӗҫсе тӑранмалла мар пулӗ… Турӑ вӑл — Микишка мар! Вӑл хӑйӗн ӗҫне селӗм пӗлсе тӑвать. Тепӗр чух вӑл ҫынсене шеллет те, ӗҫе, ай-вай, мӗнле тӗрӗс майласа ярать, лайӑхрах шухӑшласа та кӑлараймӑн…

Чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатнӑ май, кил хуҫисем хӑйне хӑлха тӑратсах тӑнланине курса ларнӑ ҫӗвӗҫ путишле ӗҫсем ҫинчен татах нумай каласа кӑтартма пултарасси, анчах ытла та хытӑ выҫнипе ыйхӑ килни ҫинчен меллӗн шахвӑртса систерчӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫывӑрма майланса выртнӑ май, Аксиньйӑран ыйтса пӗлчӗ:

— Эсӗ мӗнле тата, ентеш кин, кунта чылайччен хӑналанса пурӑнасшӑн-и?

— Киле кайма хатӗрленетӗп, асатте.

— Ну, атя, пӗрле кайӑпӑр, хаваслӑрах пулӗ. Аксинья ал-хапӑлах унпа килӗшрӗ те, тепӗр ирхине вӗсем кил хуҫисемпе сывпуллашса, ҫеҫенхир варрине пытанса ларнӑ Ҫӗнӗ Михайловски поселокӗнчен тухса кайрӗҫ.

* * *

Вуниккӗмӗш талӑкӗнче, Милютински станицӑна ҫитсе, пӑхма пуян пек курӑнакан пысӑк ҫуртра ҫӗр выртрӗҫ. Ирпе Аксинья юлташӗ, пӗр эрнелӗхе те пулин станицӑра юлса, кӑштах канма, юн тухиччен шӑйӑрӑлса пӗтнӗ урине тӳрлетме шутларӗ. Тек кайма пултараймарӗ вӑл. Ҫак килте ун валли ҫӗвӗ ҫӗлемелли тупӑнчӗ те, ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ старик ним тӑхтамасӑр чӳрече патне вырнаҫса ларчӗ, кантра татӑкӗпе ҫыхнӑ куҫлӑхпа хачӑ кӑларса, хӑпӑл-хапӑл темле ҫӗтӗк-ҫатӑка сӳтме тытӑнчӗ.

Аксиньйӑпа сывпуллашнӑ чух путишле ватӑ мыскараҫӑ ун ҫине хӗрес хучӗ те куҫӗ кӗтмен ҫӗртен шывланчӗ, анчах куҫҫульне йӑпӑрт шӑлса илсе, яланхи йӑлипе шӳтлесе каларӗ.

— Нуша вӑл — тӑван анне мар та, ҫавах ҫынсене тӑванлаштарать… Акӑ вӑт, хӗрхенсе те пӑрахрӑм сана. Ну, ним тума та ҫук, пӗчченех кай, хӗрӗм, сана ҫул кӑтартса килнӗ мучу пӗр харӑсах пур урипе те уксахлакан пулчӗ, эппин, таҫта ӑна урпа ҫӑкӑрӗпе тӑрантарнӑ пулмалла. Тепӗр тесен, ҫапла иксӗмӗр эпир маршпа сахал мар тяп-тяп туса килтӗмӗр, хамӑн ҫитмӗл ҫулшӑн ытлашширех те пулчӗ. Май килет — кайса каласа кӑтарт ман карчӑка: сан кӑвак кӑвакарчӑну сывах ҫӳрет, ӑна килӗре те тӳнӗ, тылӑпа та тылланӑ, вӑл ҫавах чӗрӗ юлнӑ, ҫула май ырӑ ҫынсене йӗмсем ҫӗлесе парать, хӑҫан киле пырасси пӑхса та курӑнмасть, те… Ҫаплах пӗлтер ӑна: ватӑ ухмах, те, чакса пӗтернӗ те килелле тапӑлтатса килет, ӑшӑ кӑмака патне хӑҫан ҫаврӑнса ҫитессе сунмасть те, тесе кала…

Татах темиҫе кун ирттерчӗ Аксинья ҫул ҫинче. Боковски станицӑран Татарскине ҫитиччен ҫула май лавпа ларса килчӗ. Каҫхи тӗттӗмре хӑйсен ярах уҫса хунӑ калинккинчен кӗчӗ, Мелеховсен пӳрчӗ ҫине пӑхса илчӗ те сасартӑк ӳлесе макӑрса ярас килнипе пырӗ тӑвӑннӑрӑн сывлайми пулчӗ… Ҫын пурӑннӑ шӑршӑ-маршӑ та юлман пушӑ кухньӑра вӑл хӑйӗн хӗрарӑм ӑшӗнче чылайранпа капланса тулнӑ йӳҫӗ куҫҫульне юхтарса пӗтерчӗ, унтан Дон хӗрринчен шыв ӑсса таврӑнчӗ, вут хутса ячӗ, аллисене чӗркуҫҫи ҫине ӳкерсе, сӗтел хӗррине ларчӗ. Шухӑша кайнипе вӑл алӑк чӗриклетсе уҫӑлнине те илтмерӗ, Ильинична пӳрте кӗрсе шӑппӑн сӑмах хушсан тин тӑна кӗнӗ пек пулчӗ:

— Сывах пурӑнатӑн-и, кӳршӗ кин? Вӑрах ҫухалса ҫӳрерӗн ют ҫӗрте…

Аксинья ун ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ, ура ҫине тӑчӗ.

— Эсӗ мӗн ман ҫине куҫна чарса пӑрахрӑн, ма чӗнместӗн? Ай ырӑ мар хыпар илсе килтӗн-и? — Ильинична майӗпен кӑштӑртатса сӗтел патне иртрӗ, тинкерсе пӑхакан куҫӗсене Аксинья пичӗ ҫинчен илмесӗр, сак хӗррине ларчӗ.

— Ҫук, мӗн хыпарӗ пултӑр ман… Кӗтменччӗ сире, темскер шухӑша кайрӑм та, эсир пӳрте кӗнине те сисмен… — терӗ Аксинья, ним калама аптӑраса.

— Пӗтсе кайнӑ эсӗ, шӑмму ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

— Тифпа чирлӗ выртрӑм…

— Григорий пирӗн… Вӑл мӗнле тата… Унпа ӑҫтарах уйрӑлтӑр? Чӗрех-и вӑл?

Аксинья кӗскен каласа кӑтартрӗ. Ильинична ӑна пӗр сӑмах хушмасӑр итлесе пӗтерчӗ, юлашкинчен тин ыйтрӗ:

— Санран уйрӑлса кайнӑ чух чирлӗ марччӗ-и вӑл?

— Ҫук, чирлеменччӗ.

— Урӑх ун ҫинчен нимӗн те илтмерӗн-и?

— Ҫук.

Ильинична ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ:

— Ну, юрӗ эппин, тавах ырӑ сӑмахшӑн. Кунта, ав, хуторта, ун ҫинчен тем лӗпӗртетекен те пур…

— Мӗн теҫҫӗ? — аран илтӗнмелле ыйтрӗ Аксинья.

— Так, ахаль… Пурне те хӑлхана чиксе пӗтереймӗн. Хутор казакӗсенчен пӗр Ванька Бесхлебнов ҫеҫ килне таврӑнчӗ. Вӑл Гришӑна Катеринодарта чирлӗ курнӑ, ыттисене ӗненместӗп.

— Тата мӗн калаҫҫӗ, кинемей?

— Сингин хуторӗсем темле казак Гришӑна хӗрлисем Новороссийск хулинче хӗҫпе касса пӑрахнӑ тесе каланӑ пек илтрӗмӗр. Амӑшӗн чунӗ чӑтаймасть-ҫке-ха, эпӗ ҫуранах Сингина тухса утрӑм, хайхи ҫав казака шыраса тупрӑм. Пӗтӗмпе тунчӗ вӑл. Курман та, илтмен те, пӗлместӗп, терӗ! Тата Гришӑна тӗрмене хупса лартнӑ, унта тифпа чирлесе вилнӗ текен сас-хура тухрӗ…

Ильинична пуҫне усрӗ те, чылайччен сӑмах чӗнмесӗр, мӑкӑль-шакӑллӗ йывӑр аллисене пӑхкаласа ларчӗ. Карчӑкӑн тӑртанчӑк сӑн-пичӗ лӑпкӑ, тутине ҫӑт ҫыртнӑ, анчах темле сасартӑк ун кӗре пит шӑммисем ҫине чие ҫырли майлӑрах хӗрлӗ тӗс тапса тухрӗ те, куҫ хупанкисем вӗттӗн чӗтреме пуҫларӗҫ. Вӑл Аксинья ҫине ӑнран кайнӑ пек йӑлтӑртатакан типӗ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ, хӑйӑлтатарах каларӗ:

— Эпӗ ак ӗненместӗп! Пулма пултараймасть вӑл — эпӗ юлашки ывӑлсӑр тӑрса юласси! Туррӑн мана нимшӗн те тавӑрмалли ҫук… Манӑн пурӑнасси те кӑшт анчах юлнӑ, хуйхи-суйхине унсӑр та пайтах тутанса курнӑ!.. Чӗрех Гриша! Чӗре систермест — апла пулсан, чӗрех вӑл, ман ывӑлӑм!

Аксинья, ним шарламасӑр, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Кухня чылайлӑха шӑпланчӗ, унтан ҫил ҫенӗк алӑкне уҫса пӑрахрӗ те, Дон леш енчи тирексем хушшинче ҫурхи шыв кӗрлени, хуркайӑксем шуйханса кӑшкӑрни килсе илтӗнчӗ.

Аксинья алӑка кайса хупрӗ, кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

— Эсир ан кулянӑр ун пирки, кинемей, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Ун пеккине ӑҫтан чир ҫӗнтертӗр вара? Вӑл тӗреклӗ, тимӗр пек ҫирӗп. Унашкаллисем вилмеҫҫӗ. Вӑл шартлама сивӗре те ҫул тӑршшӗпех перчеткесӗр пычӗ…

— Ачисене аса илкелерӗ-и вӑл? — ӗшенчӗклӗн ыйтрӗ Ильинична.

— Сире те, ачасене те тӑтӑшах аса илетчӗ. Сывах пуль вӗсем?

— Сывах, мӗн пултӑр вӗсене. Пантелей Прокофьевич лере кайсан ҫул ҫинче вилнӗ. Хамӑр кӑна юлтӑмӑр ӗнтӗ…

Карчӑк упӑшки вилни ҫинчен ытла та лӑпкӑн каланинчен ӑшра тӗлӗнсе, Аксинья ним шарламасӑр сӑхсӑхса илчӗ.

Ильинична сӗтеле аллисемпе тӗревлесе йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.

— Вӑрах лартӑм сан патӑнта, ҫӗрле те пулса кайрӗ.

— Ларӑр, кинемей.

— Дуняшка пӗччен юлчӗ, каяс пулать. — Пуҫӗнчи тутӑра тӳрлетнӗ хушӑра карчӑк, кухньӑналла пӑхса илсе, питне пӗркелентерчӗ:  — Кӑмакаран, ав, тӗтӗм тухать. Кайнӑ чух хӑвармаллаччӗ сан кунта кама та пулин. Ну, чипер юл, эппин! — Унтан алӑк хӑлӑпне тытсан, хыҫалалла пӑхмасӑр каларӗ:

— Майлашӑнса ҫитерехпе пырса ҫӳре пирӗн пата, кӗрсе тух курмалла. Тен, мӗн те пулин илтӗн Григорий ҫинчен — пырса кала.

Ҫав кунранпа Мелеховсемпе Аксинья пӗр-пӗрин ҫине пачах урӑхла пӑхакан пулчӗҫ. Вӗсене Григорий пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханса шухӑшлани ҫывӑхлатса ячӗ темелле. Тепӗр ирхине Дуняшка Аксиньйӑна картишӗнче курсан, кӑшкӑрса чӗнсе илчӗ, ҫатан вӗрлӗк патне пычӗ те, Аксиньйӑна ырхан хулпуҫҫийӗсенчен ыталаса, ун ҫине тараватлӑн та ӑшшӑн кулкаласа пӑхрӗ.

— Ах, ытла пит пӗтсе кайнӑ эсӗ, Ксюша! Шӑммусем ҫеҫ юлнӑ.

— Пӗтсе кайӑн ку пурнӑҫпа, — хирӗҫ йӑл кулчӗ Аксинья, хӗрӗн ытармалла мар илемпе чечекленекен хӗрлӗ пичӗ ҫине ӑмсанарах пӑхса.

— Ҫӗркаҫ анне сан патӑнта пулчӗ-и? — темшӗн пӑшӑлтатса ыйтрӗ Дуняшка.

— Пулчӗ.

— Эпӗ хам та вӑл сан патнах килнӗ пулӗ терӗм. Ыйтрӗ-и Гриша ҫинчен?

— Ара.

— Макӑрмарӗ-и?

— Ҫук, ҫирӗп карчӑк вӑл.

Дуняшка, Аксинья ҫине пӑхса, чӗререн шанса каларӗ:

— Макӑрасчӗ хӑть ун, хӑйнех кӑшт ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ… Пӗлетӗн-и, Ксюша, ҫак хӗлтен пуҫласа вӑл йӑлтах улшӑнчӗ, ӗлӗк апла марччӗ. Пӗлчӗ те атте вилни ҫинчен, эпӗ ӗнтӗ ҫурӑлсах тухать пуль чӗри тенӗччӗ, ҫав тери хӑрарӑм, вӑл, ав, куҫҫуль те кӑлармарӗ. «Чунӗ ҫӳлти патшалӑха кайтӑр, асапне чӑтса пӗтерчӗ, эппин, мӑшӑрӑм…» — терӗ те каҫ пуличчен те никампа пӗр сӑмах пуплемерӗ. Эпӗ унпа апла та, капла та калаҫса пӑхатӑп, вӑл аллипе ҫеҫ сулать, хирӗҫ шӑпӑрт та шарламасть. Вилес пек хӑранӑччӗ эпӗ ҫав кун! Каҫхине выльӑхсем патӗнче пуҫтаркаларӑм та, картишӗнчен кӗрсен, ыйтрӑм ҫакӑнтан: «Анне, — тетӗп, — каҫхи апат мӗн те пулин пӗҫермӗпӗр-и?» Тин вара вӑл кӑштах лӑпланчӗ, калаҫа пуҫларӗ… — Дуняшка ассӑн сывласа илчӗ.

Аксинья хулпуҫҫийӗ урлӑ шухӑша путнӑ пек таҫталла пӑхса ыйтрӗ:

— Вилнӗ-и пирӗн Григорий? Куна тӗрӗс калаҫҫӗ-и?

— Пӗлместӗп, чунӑм.

Дуняшка, Аксинья ҫине хӑяккӑн сӑнаса пӑхса, пушшех те тарӑннӑн хашлатса илчӗ.

— Анне уншӑн, ну, чисти, йӑлт хуйхӑрса пӗтрӗ! Ӑна вӑл урӑхла чӗнмест те, ялан «ман кӗҫӗнниҫӗм» тесе кӑна калать. Вӑл чӗррисем хушшинче ҫуккине яхӑнне те ӗненмест тата. Пӗлетӗн-и, Ксюша, пичче чӑнах та вилнех пулсан, хӑй те вӑл хуйхӑрсах вилет. Пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ вӑл, мӗнпур тытса тӑраканни те ӑна — пӗртен-пӗр Григорий кӑна. Халӗ вӑл мӑнукӗсене те темле унчченхи пек хапӑл пулма пӑрахрӗ, ӗҫре те — пурте аллинчен тухса ӳкет… Шухӑшласа пӑх-ха, пӗр ҫулталӑк хушшинче пирӗн килтен тӑваттӑн…

Ҫын хуйхи-суйхине чун патне илнӗ Аксинья Дуняшкӑна карта урлах ыталаса питӗнчен чуптурӗ.

— Мӗнле те пулин йӑпат эс аннӳне, ырӑскерӗм, ан пар ӑна аплах хыпса ҫунма.

— Мӗнле йӑпатам-ха ӑна? — Дуняшка куҫне тутӑр вӗҫӗне шӑлса илчӗ, йӑлӑннӑ пек сасӑпа каларӗ:  — Пырса лар эсӗ пирӗн пата, пуплекеле унпа, ҫапах кӑшт та пулин ҫӑмӑлтарах пулӗ. Пирӗнтен сан ним ютшӑнмалли те ҫук!

— Пырӑп мӗнле те пулин, пырса ларӑп!

— Ыран эп хире каятӑп пулмалла. Аникушка арӑмӗпе калаҫса татӑлнӑ, пӗр-ик теҫеттин та пулин тулӑ акса хӑварас тетпӗр. Эсӗ акас теместӗн-и тата?

— Темех акайӑп эпӗ, — сӳрӗккӗн кулса илчӗ Аксинья. — Сухалама ним ҫук, тата кирлех те мар. Пӗччен ҫынна мана нумай кирлӗ-и, капла та пурӑнкалӑп.

— Сан Степан пирки мӗн сас-хура пур?

— Нимӗн те, — терӗ те кӑмӑлсӑррӑн Аксинья хӑй сисмесӗрех персе ячӗ:  — Эпӗ ытла пит хӑрӑнмастӑп уншӑн. — Ӑнсӑртран чӗлхерен вӗҫерӗнсе тухнӑ сӑмахпа чунне уҫса кӑтартни ӑна аванмарлантарса ячӗ те, вӑл, ҫакна систересшӗн мар пулса, хыпаланарах каларӗ:  — Ну, сывӑ юл-ха, йӑмӑкӑм, кайса пӳрт-ҫурта пуҫтаркалам кӑшт.

Дуняшка, Аксинья лайӑхмарланнине курмӑш пулса, аяккалла пӑхса каларӗ:

— Чим, акӑ мӗн тесшӗнччӗ сана: ӗҫлеме пулӑшаймӑн-и пире? Ҫӗр типсех пырать, ӗлкӗреймӗпӗр тесе хӑратӑп. Казакӗсем те хуторӗпе те иккӗн ҫеҫ, вӗсем те пулин чӑлах.

Аксинья ал-хапӑлах килӗшрӗ, кӑмӑлӗ тулнӑ Дуняшка хире пуҫтарӑнма кайрӗ.

Вӑл кун каҫипех лӑш курмасӑр хатӗрленчӗ: Аникушка арӑмӗ пулӑшнипе вӑрлӑхлӑх тырра алласа тасатрӗ, аранах сӳресене юсакаларӗ, урапа кустӑрмисене тикӗт сӗрчӗ, сеялкӑна майларӗ. Каҫ пуласпа тасатнӑ тулла тутӑр ҫине пуҫтарса илсе масар ҫине кайрӗ, ирхине тӑван вилтӑприсем ҫине кайӑксем вӗҫсе пыччӑр тесе, Петр, Наталья, Дарья масарӗсем ҫине сапа-сапа тухрӗ. Хӑйӗн ачалларах айванлӑхӗпе вӑл кайӑксем хаваслӑн чӗвӗлтетнине ҫӗре кӗнӗ ҫынсем илтсе савӑнасса шанчӗ…

Дон хӗрринче тул ҫутӑлас умӗн тин тавралӑх шӑпланса ҫитрӗ. Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ. Хутран-ситрен тӗттӗмре шыв анлӑшӗнче апат шырама тухнӑ пулӑ шӑмпӑлтатса илчӗ; ылтӑн шевлеллӗн йӑлтӑртатса выртакан шыв тӑрӑх чӗтренчӗк хум инҫетелле пӗтӗрӗнсе чупса кайрӗ те, хуйханнӑ кайӑксем пӗр-пӗрне систерӳллӗн кӑкӑл-какӑл сасӑ пани илтӗнчӗ. Унтан каллех Донӑн анлӑ ытамне шӑплӑх пусса илчӗ. Анчах тул ҫутӑлнӑ майӗпе шур чуллӑ сӑртсен юпписем шупка кӗреннӗн курӑнма пуҫласанах анат енчен вӑйлӑ ҫил тухрӗ, юхӑма хирӗҫ хаяррӑн тулашса вӗрчӗ. Дон тӑрӑх хӑлаҫ ҫӳллӗш хумсем явӑнса ҫӳрерӗҫ, вӑрманта шыв урса кайнӑ пек чӑшӑл-чашӑл чашкӑрса тӑчӗ, йывӑҫсем тӗрлӗ еннелле авӑнса йынӑшрӗҫ. Кун каҫиччен ахӑрашнӑ ҫил сӗм-ҫӗрлепе тин йӑвашланса лӑпланчӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк темиҫе кун тӑчӗ.

Ҫеҫенхире ҫутӑ кӑвак тӗтре карса илчӗ. Ҫӗр типсе кайрӗ, курӑк ӳсми пулчӗ, кӗрхи ҫӗртме тунӑ анасем чул пек хытса хӑпӑланчӗҫ. Тӑпра сехетсерен кушӑхса пычӗ, анчах Татарски хуторӗн хирӗсенче ҫынсем курӑнмарӗҫ те темелле. Хуторӗпе те темиҫе ватӑ старик анчах юлнӑ, шуррисемпе пӗрле чакса кайнисенчен ӗҫлеме пултарайман, алли-урине тӑм илтернӗ е чирлӗ казаксем ҫеҫ килӗсене таврӑннӑ, хирте хӗрарӑмсем те ачасем кӑна ӗҫлерӗҫ. Пушанса юлнӑ хутор тӑрӑх ҫил тусан вӗҫтерсе ҫӳрерӗ, чӳрече хупписене шалтлаттарса хупрӗ, сарайсен тӑрринчи улӑма тӑпӑлтарса тӑрмаларӗ. «Кӑҫал ак ҫӑкӑрсӑр юлатпӑр, — терӗҫ стариксем. — Хирте ӗҫлекенсем хӗрарӑмсем кӑна, вӗсем те пулин виҫӗ килтен пӗри ҫеҫ акаҫҫӗ. Вилӗ ҫӗр тырӑ ӳстермест…»

Хире тухнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне, хӗвел анас умӗн, Аксинья вӑкӑрсене шыв хӗррине хӑваласа кайрӗ. Пӗве патӗнче, йӗнерленӗ лашана чӗлпӗр вӗҫҫӗн тытса, Обнизовсен вунӑ ҫулхи ывӑл ачи тӑратчӗ. Лаши, йӑлтӑрккарах кӑвак сӑмси ҫинчен шыв пӗрчисене тумлатса, тутине мӗкӗлтеттерсе кавлет, йӗнер ҫинчен анса тӑнӑ ача хӑйне валли выляса йӑпанмалли ӗҫ те тупнӑ: типӗ тӑм муклашкисене пӗвене ывӑтать те шыв ҫийӗн вӗлтӗркке хумсем ҫавракан-ҫавракан ункӑланса сарӑлнине сӑнаса пӑхать.

— Эсӗ ӑҫта кайма тухнӑ, Ванькка? — ыйтрӗ Аксинья.

— Аннене апат килсе патӑм.

— Хуторта мӗн калаҫаҫҫӗ?

— Темех ҫук. Карачӑм мучи ҫӗркаҫ шакӑ лартса пы-ысӑк-пысӑк сазан тытнӑ. Тата чакнӑ ҫӗртен Мельников Федор таврӑннӑ.

Ача чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса лашине ҫӑварлӑхларӗ, аллипе ҫилхе тӑпкинчен уртӑнчӗ те йӗнер ҫине арҫури пек ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗ. Пӗве патӗнчен вӑл — тавҫӑруллӑ та ӑслӑ хуҫа пек — лашине уттарса кайрӗ, анчах тепӗртакран Аксинья еннелле пӑхса илчӗ те, тӗссӗрленнӗ кӑвак кӗпине ҫурӑм хыҫӗнче вӗрсе хӑпартнӑ пек хӑмпӑлчлантарса, сиккипе тӗпӗртеттерсе кайрӗ.

Вӑкӑрсем шыв ӗҫнӗ вӑхӑтра Аксинья пӗр хушӑ пӗве пуҫӗнче курӑк ҫинче выртрӗ, унтан ҫавӑнтах хутора ҫитсе килме шутларӗ. Мельников службӑра тӑнӑ казак ҫавӑнпа та вӑл Григорий шӑпи пирки мӗн те пулин пӗлмелле пек.

— Халӗ эп хутора каятӑп-ха, ыран ирех килетӗп — терӗ Дуняшкӑна Аксинья, вӑкӑрсене хирти стана хӑваласа пырсан.

— Ӗҫ пурччӗ-и.

— Ара ҫав.

Аксинья ир еннелле таврӑнчӗ. Аллинчи хуллине тимсӗррӗн выляткаласа, вӑл вӑкӑрсем кӳлсе тӑракан Дуняшка патне пычӗ. Куҫ харшийӗсене хӑй салхуллӑн шӑмарнӑ, тута кӗтессисене хурлӑхлӑн пӗркелентернӗ.

— Мельников Федор таврӑннӑ. Ун патне кайса Григорий ҫинчен ыйтрӑм. Нимӗн те пӗлмест, — терӗ те вӑл кӗскен, вӑрт ҫаврӑнса, сеялка патнелле пӑрӑнса тӑчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Аксинья хуҫалӑхри ӗҫсемпе аппаланма тытӑнчӗ: бахчара арпус лартрӗ, пӳртне тӑмпа шӑлса шуратрӗ, хӑех — пултарнӑ пек — сарай тӑррине юлашки улӑма витсе майларӗ. Кунсем ӗҫре иртсе пычӗҫ, анчах Аксинья пӗр сехет те Григорий пирки кулянса шухӑшламасӑр пултараймарӗ. Степан ҫинчен вӑл чунне хытарса ҫеҫ аса илкелерӗ, темӗншӗн тата вӑл ӑна пачах таврӑнмассӑн та туйӑнчӗ. Ҫапах та, хутор казакӗсенчен хӑшӗ те пулин килсе ҫитсен, вӑл ячӗшӗн кӑна малтан: «Ман Степана курмарӑн-и?» — тесе ыйтанҫи пулчӗ, унтан тин, сӑмах еккипе, питӗ асӑрханса, Григорий ҫинчен мӗн те пулин вӑлтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Вӗсем ҫӗнӗрен ҫыхланса кайни хуторта пуриншӗн те паллӑ пулчӗ. Ҫавӑнпа та сӑмах сарма юратакан хӗрарӑмсем те халь вӗсем пирки тӑрӑлтатма пӑрахрӗҫ. Анчах Аксинья чунне уҫса калаҫма вӑтанчӗ, сайраран ҫеҫ, сӑмах пит вакласах кайман служивӑй Григорий ҫинчен асӑнмасӑр хӑварсан, куҫне хӗстерсе сисӗнмеллех хӑюсӑррӑн: «Пирӗн кӳрше, Григорий Пантелевича, курма тӳр килмерӗ-и тата? Амӑшӗ хытӑ хуйхӑрать уншӑн, ӗнтӗ йӑлтах типсе кайрӗ…» — текелесе ыйтса пӗлчӗ.

Дон ҫарӗ Новочеркасскра парӑннӑранпа хутор казакӗсенчен пӗри те Григорие те, Степана та курман. Июнь вӗҫӗнче тинех службӑра Степанпа пӗрле ҫӳренӗ Колундаевски хутор казакӗ, чакса кайнӑ ҫӗртен Дон ку енне килсе ҫитнӗскер, Аксинья патне ҫула мая кӗрсе тухрӗ. Ҫавӑ пӗлтерсе хӑварчӗ те вара ӑна:

— Степан Крыма кайрӗ, чӑн сӑмаха калатӑп сана. Вӑл пӑрахут ҫине ларнине хам куртӑм. Хӑйӗнпе калаҫса илме май пулмарӗ. Мӗнле тӗркӗшмерӗҫ пулӗ унта, пӗр-пӗрин пуҫӗсем ҫинче упаленчӗҫ. — Григорий пирки ыйтсан, калас мар ҫӗртен ҫеҫ хуравларӗ. — Пристаньте куртӑм, пакунпахчӗ, кайран-малтан курма тӳр килмерӗ. Нумай офицера Мускава лартса кайрӗҫ, пӗлме ҫук, таҫта вӑл халь…

Тепӗр эрнерен аманнӑ Прохор Зыков Татарскине таврӑнчӗ. Ӑна Миллерово станицийӗнчен лавпа лартса килчӗҫ. Кун ҫинчен илтсен, Аксинья, ӗнине сума пӑрахса, ун патне пӑрушне ячӗ те, утнӑ ҫӗртех тутӑр ҫыхса, хыпаланса чупнӑ пек хӑвӑрт Зыковсен килне вӗҫтерсе кайрӗ. «Прохор пӗлетех, вӑл пӗлме кирлӗ! Мӗн пулӗ-ха Гриша вилнӗ тесе калас пулсан? Мӗн пулӗ манпа ун чухне?» — шухӑшласа пычӗ те вӑл ҫула май, аллине чӗри ҫумне пӑчӑртаса, усал хыпар илтесрен хӑраса, минутсерен майӗпентереххӗн утрӗ.

Прохор ӑна курницӑра пӗтӗм сӑнӗ-пичӗпе йӑлкӑшса кулса, сулахай аллин кӗске татӑкне ҫурӑм хыҫнелле пытарса тытса кӗтсе илчӗ:

— Сывӑ-и, хамӑрьял? Сывӑ пурӑнатӑн-и? Чӗррӗн-сыввӑн курасса шанманчӗ сана! Эпир ӗнтӗ сана хайхи ҫав поселокрах леш тӗнчене тапса сикнӗ тесе шутланӑччӗ. Ох, йывӑр выртрӑн-ҫке эсӗ… Ну, мӗнлерех вӑл, тиф тени, чиперлетет-и сире, хӗрарӑмсене?… Мана, ав, куратӑн, мӗнлерех хитрелетсе ячӗҫ аҫа ҫапман шурӑ поляксем! — Прохор симӗс гимнастеркӑн тӗвӗлесе ҫыхнӑ пушӑ ҫаннине силлесе кӑтартрӗ. — Арӑм курчӗ те куҫҫульпе кӑшкӑрса йӗрет, эпӗ калатӑп-ха ӑна: «Ан ӳле, тӑм пуҫ, ыттисенне пуҫӗсене татса яраҫҫӗ те, итту кӳренмеҫҫӗ, алӑ вӑл — тупнӑ пит кирлӗ япала! тетӗп. — Часах йывӑҫҫине сыпса параҫҫӗ те, вӑл хӑть сивӗрен те пулин хӑрамӗ, тата касса татсан та, юнӗ тухмасть». Инкекӗ, хӗрӗм, хӑрах алӑпа ӗҫ тума вӗренеймерӗм-ха, ҫавӑ ҫеҫ. Пӗтрӗ пуҫах тата — йӗм тӳмелейместӗп! Киевран пуҫласах тӳмелемен йӗмпе килтӗм. Намӑсӗ мӗнле! Ҫавӑнпа та, ман ҫумра мӗн те пулин йӗркеллех маррине асӑрхасан, каҫар мана эсӗ… Ну, иртсе лар, хӑна пулӑн. Калаҫар арӑм ҫук чух. Эпӗ ӑна, аҫтаха амине, кӑмӑшка тупса килме ятӑм. Упӑшки татӑк алӑпа килне таврӑнать, унӑн, ав, ҫав ятпа саламлама та ним те ҫук. Эсир упӑшкасӑр чух пурте ҫавӑн хӑраххи, эпӗ сире кашни ҫӳҫ пӗрчи таран пӗлетӗп, йӗпе хӳреллӗ шуйттансене.

— Каласа кӑтартасчӗ сан…

— Пӗлӗтӗп, калатӑп. Ак ҫапла пуҫ тайма хушса ячӗ, — Прохор шӳтлесе, пилӗк таран пуҫ тайрӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те куҫ харшисене тӗлӗннӗ пек сиктерсе илчӗ:  — Ак хайхи ӗнтӗ! Мӗн тесе макӑратӑн-ха, ухмах пуҫ? Эсир, хӗрарӑмсем, пурте ҫавнашкал лӗпӗркке куҫлӑ. Вӗлереҫҫӗ — ӳлеҫҫӗ, чӗрӗ юлнӑ — каллех ӳлеҫҫӗ. Шӑл ак, шӑл сӑмсуна, мӗн манкуна юхтарса тӑратӑн? Калатӑп сана чӗрӗ-сывӑ тесе, ай-тур, мӗнлерех кӳпшекленсе кайрӗ тата! Иксӗмӗр унпа Новороссийскра Буденный юлташӑн Утлӑ ҫарне, Вунтӑваттӑмӗш дивизие пырса вырнаҫрӑмӑр. Пирӗн Григорий Пантелевич сотня, — урӑхла каласан, эппин, эскадрон, — йышӑнчӗ, эпӗ, паллах, ун ҫумӗнче тӑратӑп. Кайрӑмӑр вара походпа Киев патнелле. Ну, хӗрӗм, кӳпкерӗмӗр те унта ҫав эсрел шурӑ полякӗсене! Кайма тухрӑмӑр унта, ҫул ҫинче калать Григорий Пантелевич: «Нимӗҫсене тураса куртӑм, тӗрлӗ йышши австрияксем ҫинче хӗҫе тӗрӗслесе пӑхрӑм, нивушлӗ поляксен пуҫ купташкисем ҫирӗпрех? Мана вӗсене турасси темскер хамӑр вырӑс ҫыннисене вӗлерессинчен ҫӑмӑлтарах пек туйӑнать, эсӗ мӗнлерех шухӑшлатӑн?» — тет те мана куҫ хӗссе илет, шӑл йӗрет. Улшӑнчӗ вӑл Хӗрлӗ Ҫара пырса кӗнӗренпе, хӑйне патвар тытакан пулчӗ, тиха пек тӳрленсе кайрӗ. Ну, хамӑр хушӑра харкашмасӑрах пулман-ха пирӗн… Пӗрре пытӑм та ҫакӑн патне — калатӑп шӳтлесе: «Канма чарӑнмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗ-тӗр, ваше благороди — Мелехов юлташ!» — тетӗп. Вӑл мӗнле тавӑрса хучӗ куҫне ман ҫине, калать: «Эсӗ пӑрах манпа ку шӳте, атту япӑх пулать», — тет, Каҫхине ҫапла темле ӗҫпе чӗнсе илчӗ те мана ҫак, шуйттан туртрӗ-и чӗлхерен, каллех ӑна пӗр яр «благороди» тесе… Мӗнле ярса тытать вӑл маузер! Хӑй йӑлт шурса-кӑвакарса кайрӗ, шӑлӗсене кашкӑр пек йӗрсе пӑрахрӗ; шӑлӗсем ун, ху пӗлен, ҫӑвар тулли, ҫӗртен катӑк мар. Эпӗ ҫавӑнтах лашана хырӑм айӗнчен шпорӑпа — сиккипе тапса сикрӗм вара ун патӗнчен. Темле ҫеҫ вӗлерсе пӑрахмарӗ, вӑт мӗнле шуйттан пулать тӗнчере!

— Мӗн-ха вӑл, тен, отпуска… — сӑмах хускатасшӑн пулчӗ Аксинья.

— Шухӑша та ан ил! — пӳлчӗ ҫавӑнтах. Прохор. — Иртнӗ ҫылӑхсене каҫарттарса пӗтеричченех службӑра юлатӑп, тет. Куна тӑватех вӑл — ухмахшӑн тӗнче тикӗс… Пӗр местечко патӗнче ҫапла ҫак пире атакӑна ертсе кайрӗ. Ман куҫ умӗнчех лешсен тӑватӑ уланне касса пӑрахрӗ. Вӑл, эсрел ҫури, мӗн пӗчӗкрен сулахай-ҫке-ха, ҫавӑнпа та вӗсене икӗ енчен те хӗҫпе кӑч-кач! кӑна тутарчӗ… Ҫапӑҫу хыҫҫӑн Буденный хӑй ӑна строй умӗнче алӑ тытрӗ, эскадронне те, хӑйне те тав сӑмахӗ каларӗ. Ав, мӗнле ҫӗмӗрттерет сан Пантелевич!

Аксинья Прохора тӗлӗкри пек ҫеҫ итлерӗ… Мелеховсен калинкки умӗнче тин тӑна кӗчӗ вӑл. Дуняшка ҫенӗкре сӗт сӗрсе аппаланатчӗ.

— Эсӗ кӗвелӗк патне-и? — пуҫне ҫӗклемесӗрех ыйтрӗ вӑл. — Эпӗ пырса пама пулнӑччӗ те, маннӑ кайнӑ ав. Анчах Аксиньйӑн куҫҫульпе йӗпеннӗ, телейпе ҫиҫсе ҫуталнӑ куҫӗсенчен пӑхсан, пурне те сӑмахсӑр-мӗнсӗрех ӑнланчӗ.

Аксинья ун хулпуҫҫийӗ ҫумне вӗри пичӗпе тӗршӗнчӗ, савӑннипе сывлаймасӑр пӑшӑлтатрӗ:

— Чӗрӗ, сывах… Салам каласа янӑ… Кай тата! Кӗрсе кала аннӳне!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех