Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем иккӗшӗ калаҫса утӗҫ, Рубцов-Емницкий пӗр симӗс хӑяр татса илӗ те тутӑрпа шӑлӗ, хуппи йӑлтӑртатать-и тесе, хӗвел ҫине тытса пӑхӗ, ҫӗҫӗ кӑларса касӗ те ҫиме пуҫлӗ; вара вӑл хӑяр татакансемпе калаҫма тытӑнӗ, вӗсене пахчара тӗрлӗ тавар сутакан лавкка уҫса парасси, мануфактура илсе килесси ҫинчен палкаса кӑтартӗ — ҫапла тем те пӗр ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра эпир Рубцов-Емницкий кантурне кӗрсе пӑхӑпӑр.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӑнахах шыраттарма пуҫлӗ», — тесе шухӑшларӗ Сергей, ҫулпа утнӑ май.Еще и в самом деле начнет разыскивать», думал Сергей, шагая по дороге.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ, кӑмӑл тумашкӑн, ҫыхӑну кантурӗ те аванрах ӗҫлеме пуҫлӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Атте илтӗ те ятлаҫма пуҫлӗ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тен вӑл, хытӑ хуйхӑрнипе, тепӗрне юратса пӑрахӗ те ӑна юриех, тарӑхнипе, ялта ҫук чипер хӗр теме пуҫлӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вал полковник унӑн туйӑмӗсенчен шӳтлесе кулма пуҫлӗ, тесе хӑранӑ.Она боялась, что полковник станет подшучивать над ее чувствами.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Сехет чӗрӗ пекех ӳсӗркелесе хӑй сассине уҫӗ те каллех тиклетме пуҫлӗ, тесе кӗтсе выртрӗ вӑл.Все ждал, что часы, откашлявшись, как живые, снова начнут тикать.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Малтан, хӑраса ӳкнине, шанках хытать пулӗ-ха, унтан урмӑшнӑран чӗтреме пуҫлӗ, кайран вара, мортирӑран пенӗ пекех, пӗрӗхтерӗ:Наверное, сначала оцепенеет от ужаса, потом задрожит от бешенства, а потом выпалит, как из мортиры:
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ, ҫӑвара пӗҫертсе курнӑскер, малашне унпа тимлӗрех пулӑп, лайӑхрах пӑхӑп; вӑл мана ҫӗнӗрен хисеплеме пуҫлӗ, мана малтанхинчен те ҫывӑхрах иленӗ; вара эпир ӗлӗкхинчен те туслӑрах пурӑнма тытӑнӑпӑр!
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера ӑна тав туса ирттерсе янӑ-яманах курнӑ пулӗччӗ; ҫапла вара, тенӗ Лопухов, Вера Павловна патне Рахметова ярса эпӗ пӗртте сиен курмастӑп, Рахметов мана ятлать ӗнтӗ унта, анчах мана часах Вера Павловна хӑй те ятла пуҫлать ӗнтӗ; пачах урӑхла, мана Вера Павловна ытларах хисеплеме пуҫлӗ: эпӗ Рахметов унпа мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлнине, ҫавӑн пек калаҫма та хамах хушнине тата мӗншӗн хушнине те вӑл часах тавҫӑрса илӗ, вӑл акӑ ҫапла шухӑшласа илӗ: «епле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, эпӗ уншӑн малтанхи кунсенче хуйхӑрнисене пусарас тесе вӑл малтанах тӑрӑшнӑ; ӑна ятланӑшӑн эпӗ Рахметов ҫине ҫиллентӗм пулин те, Рахметов чӑн каланине эпӗ ун чухнех ӑнлантӑм вӗт; хам эпӗ ӑна тепӗр эрнесенчен тавҫӑрса илнӗ пулӑттӑм, анчах вӑл ун чухне маншӑн пит кирлех пулман пулӗччӗ, эпӗ унсӑрах лӑпланса ҫитнӗ пулӑттӑм; ҫав шухӑшсене мана пирвайхи кунах каласа панӑ пирки ман ӑшӑм пусӑрӑнчӗ, атту вӑл эрнипе те пусӑрӑнас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Дмитрий хӑйне лайӑхрах туять ӗнтӗ, тата виҫ-тӑватӑ кун кӑшт йывӑртарах пулӗ, анчах ӗнерхинчен йывӑрах мар, унтан вара тӳрленме пуҫлӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара хуйхӑрма: «Ах, мӗн туса хунӑ вӑл маншӑн!» теме пуҫлӗ.Вот и будет сокрушаться: «Ах, какую он для меня принес жертву!»
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫа умӗнче вӗсен нимӗнле туйӑмӗ те чӑтса тӑраймасть; часах вӑл сан валли каччӑ шырама пуҫлӗ, ку ӗҫ мӗнле пӗтессе турӑ ҫеҫ пӗлет; хуть те мӗн пулсан та, сире питӗ йывӑр пулӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӗсем Ҫӑрттанпа иккӗшӗ пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ: Ҫӑрттан хӑш чухне Давыдовӑн «факт» сӑмахне персе ярать, Давыдов кӗҫех акӑ: «Хаклӑ граждансемпе савнӑ карчӑксем!» — теме пуҫлӗ, — хушса хучӗ Обнизов старик.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Манӑн васкамалли ҫук, хӗллеччен инҫе-ха, калас пулать, ӑйӑрсене пӑрахса хӑварма та шел, карчӑк та пӗччен тунсӑхлама пуҫлӗ…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ…
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Мӗнпур йывӑр ӗҫсене этемшӗн машина ӗҫлеме пуҫлӗ…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ Федотка казакла фасонпа ҫӗлетнӗ ашшӗ картузне тӑхӑнса чупса ҫӳрет-ха, анчах тепрер ҫирӗм ҫултан, акӑ, ҫак ҫӗре вӑл электроплугпа ҫавӑрттарма пуҫлӗ…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫуркуннене инкубатор ҫырӑнса илӗпӗр те акӑ, кӑлӑк чӑхсем вырӑнне вӑл пире ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн чӗпӗсем кӑларса пама пуҫлӗ.К весне выпишем мы кубатор, и, заместо квочков, зачнет он нам выпущать цыпляток сотнями.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫуркуннене инкубатор ҫырӑнса илӗпӗр те акӑ, кӑлӑк чӑхсем вырӑнне вӑл пире ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн чӗпӗсем кӑларса пама пуҫлӗ.К весне выпишем мы кубатор, и, заместо квочков, зачнет он нам выпущать цыпляток сотнями.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959