Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.28 12:40

Пуплевӗш: 70; Сӑмах: 1016

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тата икӗ кунтан, ирхи чей ӗҫнӗ вӑхӑтра, Вера Павловна упӑшкине: сӑн-сӑпату йӑлтах улшӑнса кайнӑ, мана пӗрре те килӗшмест, терӗ. Дмитрий Сергеич: кӗҫӗр, чӑнах та, лайӑхах ҫывӑраймарӑм, ӗнер каҫ мана лайӑх мар пула пуҫларӗ, анчах ку нимех те мар, уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра, чупса ҫӳренӗ тата кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче нумай выртса кӑштах пӑсӑлтӑм пулас, терӗ. Хӑйне хӑй вӑрҫса илчӗ, анчах Вера Павловнӑна ку вӑл нимех те мар, тесе ӗнентерчӗ. Вӑл вара хӑйӗн кулленхи ӗҫне тума кайрӗ; каҫпа, чей ӗҫнӗ чухне, чир йӑлтах иртсе кайнӑ пек туйӑнать, терӗ, анчах тепӗр кунне ирхине майӑн кӑштах килте лармалла пулать, терӗ. Ӗнерех пӑшӑрханма пуҫланӑскер, Вера Павловна халӗ хытах хӑраса ӳкрӗ те Дмитрий Сергеича тухтӑр чӗнме ыйтрӗ. — «Ара, эпӗ хам тухтӑр вӗт, кирлӗ пулсан хам та сиплеме пултаратӑп; халлӗхе кирлӗ мар-ха», — терӗ Дмитрий Сергеич, хӑй те тухтӑр пулни ҫине персе. Анчах Вера Павловна ӑна ҫаплах тухтӑр чӗнтесе анратрӗ, вара Дмитрий Сергеич Кирсанов патне записка ҫырса ячӗ, чир нимӗн те мар, эпӗ сан патна арӑма вӑрҫтарас килмен пирки ҫеҫ ҫыратӑп, тесе ҫырчӗ.

Ҫавӑнпа Кирсанов васкамарӗ: госпитальре кӑнтӑрлахи апатчен пулчӗ те Лопухов патне кӑнтӑрла иртни ултӑ сехет ҫине кайсан кӑна пычӗ.

— Ҫук, Александр, сана чӗнсе лайӑх турӑм-ха эпӗ, — терӗ Лопухов, — хӑрушлӑх ҫук, пулмасть те пулӗ; анчах манӑн ӳпкене тивнӗ. Паллах, эпӗ сансӑр та сывалнӑ пулӑттӑм, анчах эсӗ ҫапах та кӗркелесе тух-ха. Юрамасть, йӑпанма та пулин кирлӗ: сан пек пӗччен пурӑнмастӑп вӗт эпӗ.

Пӗрин аякне вӗсем чылайччен хыпашларӗҫ, Кирсанов Лопухов кӑкӑрне итлесе пӑхрӗ, вара иккӗшӗ те Лопухов йӑнӑшманнине курчӗҫ: хӑрушлӑх ҫук, тен, пулмӗ те, анчах ӳпке хытах шыҫса кайнӑ. Пӗр эрне ҫурӑ выртмалла пулать. Лопухов хӑйӗн чирне пӑртак вӑраха янӑ ӗнтӗ, ҫапах нимех те мар.

Кирсановӑн Вера Павловнӑпа нумай калаҫмалла, ӑна лӑплантармалла пулчӗ. Юлашкинчен, Вера Павловна ӑна улталаманнине ӗненчӗ, — чир хӑрушӑ мар, хӑрамаллах мар пулас; анчах «пулас» кӑна-ҫке-ха, чир хӑрушланни сахал-и вара?

Кирсанов сывмар Лопухов патӗнче кунне икӗ хут пула пуҫларӗ: вӗсем иккӗшӗ те чир хӑрушӑ маррине курчӗҫ. Тӑваттӑмӗш кунне ирхине Кирсанов Вера Павловнӑна ҫапла каларӗ:

— Дмитрий хӑйне лайӑхрах туять ӗнтӗ, тата виҫ-тӑватӑ кун кӑшт йывӑртарах пулӗ, анчах ӗнерхинчен йывӑрах мар, унтан вара тӳрленме пуҫлӗ. Анчах эпӗ, Вера Павловна, сирӗн ҫинчен хӑвӑрпа хытах калаҫса илесшӗн. Эсир тӗрӗс тумастӑр: мӗншӗн ҫӗр каҫах ҫывӑрмастӑр? Пуҫ вӗҫӗнче ларакан пӗртте кирлӗ мар ӑна, эпӗ те кирлӗ мар. Хӑвӑра сиен тума ҫеҫ пултаратӑр эсир, ахалех сиен тӑватӑр. Сирӗн акӑ халӗ те нервӑсем чылаях пӑсӑлса кайнӑ вӗт.

Вӑл Вера Павловнӑна нумайччен ӳкӗтлерӗ, анчах ним усси те пулмарӗ. «Нимӗнле те», «тем тусан та», «эпӗ хам та хавасчӗ те, анчах пултараймастӑп». Юлашкинчен, Вера Павловна: «Ара, эсир мӗн каланине вӑл мана каланӑ ӗнтӗ, нумай каланӑ, эсир ӑна пӗлетӗр вӗт. Паллах эпӗ ӑна сире итленинчен хӑвӑртрах итленӗ пулӑттӑм, апла пулсан, пултараймастӑп», — терӗ.

Кӑна хирӗҫ мӗнле тавлашӑн-ха ӗнтӗ. Кирсанов пуҫне пӑркаласа илчӗ те тухса кайрӗ.

Вӑл Лопухов патне каҫпа, вунӑ сехет ҫине кайсан, пычӗ те Вера Павловнӑпа пӗрле ун патӗнче ҫур сехете яхӑн ларчӗ, унтан: «Халӗ ӗнтӗ, Вера Павловна, канма кайӑр эсир. Эпир иксӗмӗр те ыйтатпӑр сиртен. Ҫӗр каҫма эпӗ кунта юлатӑп».

Вера Павловнӑна аван мар пек пулчӗ: чирлӗ Дмитрий Сергейч патӗнче ҫӗрӗпех ларма кирлӗ маррине вӑл хӑй те лайӑх пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет, анчах та вӑл акӑ ӗҫлӗ ҫынна, Кирсанова, вӑхӑта сая яртарать. Мӗн-ха ку, чӑнах та? Ҫапла, кирлӗ мар пек туйӑнать-ҫке… «Туйӑнать!», кам пӗлет ӑна? Ҫук «савнӑ туса» пӗччен хӑварма юрамасть, темӗн те пулма пултарӗ. Юлашкинчен тата ӗҫес килӗ ун, тен, чей ӗҫес килӗ, ҫепӗҫ ҫын вӗт вӑл, вӑратса ҫӳремӗ, апла пулсан, ун патӗнче лармасассӑн та юрамасть. Анчах Кирсановӑн ун патӗнче ларма кирлӗ мар, Вера Павловна ун пек тума ирӗк парас ҫук. «Эпӗ каймастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ питех ывӑнман, эпӗ кӑнтӑрла нумай канатӑп»,- — терӗ Вера Павловна.

— Апла пулсан, каҫарӑр мана, анчах эпӗ сире кайма ыйтатӑп, татӑклӑнах ыйтатӑп.

Кирсанов ӑна аллинчен тытрӗ те вӑйпа тенӗ пекех ун пӳлӗмне ӑсатса ячӗ.

— Мана, чӑнах та, Александр, сан умӑнта намӑс, — терӗ сывмар Дмитрий Сергеич, — эсӗ ман ҫумра ҫӗр хута ларни питӗ кулӑшла ӗнтӗ, ман чиршӗн пӗрре те ларма кирлӗ мар. Анчах эпӗ сана питӗ тав тӑватӑп. Вӑл мана пӗччен хӑварма хӑраса никама та шанма пултарайман пулсан, эпӗ ӑна пуҫ вӗҫӗнче ларакан ҫын тупма ӳкӗте кӗртейместӗп.

— Сана кама та пулин урӑх ҫынна шанса парас пулсан, вӑл лӑпкӑ пулма пултараймасть, ҫакна курман пулсассӑн, эпӗ, паллах, кунта ҫӗр каҫас ҫукчӗ. Анчах халӗ вӑл ҫывӑрса каясса шанатӑп эпӗ: тухтӑр вӗт-ха эпӗ тата санӑн юлташу.

Чӑнах та, хӑйӗн кравачӗ патне ҫитнӗ-ҫитменех Вера Павловна вырӑн ҫине йӑванчӗ те тӳрех ҫывӑрса кайрӗ. Ыйхӑсӑр ирттернӗ виҫӗ каҫ нимех те мар-ха. Пӑшӑрханни те нимех те мар пулнӑ пулӗччӗ. Анчах кӑнтӑрла пӗртте канмасӑр, ҫӗр ҫывӑрмасӑр пӑшӑрханни, чӑнах та, хӑрушӑ ҫав; ҫывӑрмасӑр тепӗр икӗ-виҫӗ талӑк ирттерес пулсассӑн, Вера Павловна упӑшкинчен те хытӑрах чирлесе ӳкнӗ пулӗччӗ.

Кирсанов чирлӗ Дмитрий Сергеич патӗнче тата виҫӗ ҫӗр каҫрӗ; ку ӑна ытлашши ывӑнтармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ним шикленмесӗр ҫывӑрчӗ, вӑл ытла та нимӗн шухӑшсӑр пулнине Вера Павловна ан куртӑр тесе сыхланса кӑна алӑка питӗрчӗ. Вера Павловна Кирсанов ҫывӑрнине туйрӗ, анчах та лӑпкӑ пулчӗ: тухтӑр вӗт вӑл, мӗн хӑрамалли пур-ха? Вӑл хӑйӗн хӑҫан ҫывӑрма юранине юраманнине пӗлет ӗнтӗ. Кирсанова пӑшӑрхантарас мар тесе хӑй маларах лӑпланма пултарайманнишӗн Вера Павловнӑна намӑс пулчӗ, анчах Кирсанов халӗ Вера Павловна ӑна: «Эсир кунта пулас ҫук пулсан та, ҫывӑратӑп» тесе ӗнентерме тӑрӑшнине хӑлхана та чикмерӗ: «Эсир, Вера Павловна, айӑплӑ, ҫавӑншӑн сире наказани памалла. Эпӗ сире шанмастӑп».

Анчах тата тӑватӑ кунтан Вера Павловнӑна Лопухов сывалса ҫитни паллӑ пулчӗ: ҫак каҫ вӗсем виҫҫӗн картла вылярӗҫ, Лопухов выртмарӗ, таянса ларса вылярӗ, калаҫасса питӗ кӑмӑллӑ сасӑпа калаҫрӗ. Халӗ Кирсанов ҫӗр каҫа лармасӑр та пултарать ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл ун ҫинчен пӗлтерсе хучӗ.

— Александр Матвеич, мӗншӗн мана, шӑпах мана, пачах та мантӑр-ха эсир? Дмитрийпе эсир ҫапах та лайӑх-ха, вӑл сирӗн патӑрта час-часах пулать; анчах эсир вӑл чирличчен пирӗн пата килменни ҫур ҫул та пулать пулӗ; нумӑйранпа вӗт, ҫапла-и? Астӑватӑр-и, малтан эпир сирӗнпе туслӑччӗ вӗт-ха.

— Ҫынсем улшӑнаҫҫӗ, Вера Павловна. Тата эпӗ питӗ нумай ӗҫлетӗп, унпа мухтанма та пултаратӑп. Эпӗ никам патне те ҫӳреместӗп, темелле: ал ҫитмест, юлхав. 9 сехетрен 5 сехетчен госпитальпе Академире халтан каятӑн та, мундире хывса халат тӑхӑнмалли ҫеҫ юлать. Туслӑх лайӑх, анчах ан ҫилленӗр, диван ҫинче сигара туртса выртма, халатпа — татах та лайӑхрах.

Чӑнах та, Кирсанов Лопуховсем патӗнче пачах та тенӗ пек пулма пӑрахни икӗ ҫул ытла ӗнтӗ. Лопуховсен кулленхи хӑнисем хушшинче вулакан ун ятне асӑрхаман, тата, вӑл сайра хутра пыракансем хушшинче те чи сайра пыраканни пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех