Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIX

Пай: Мӗн тумалла? –> Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.26 22:00

Пуплевӗш: 78; Сӑмах: 955

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вӗсем ҫапла калаҫса илчӗҫ, — ку вӑл каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр хушшинчи пӗрремӗш калаҫушӑн тӗлӗнмелле калаҫу ӗнтӗ, — пӗр-пӗрин аллисене тытса чӑмӑртарӗҫ, вара Лопухов хӑй ҫулӗпе килне кайрӗ, ун хыҫҫӑн Верочка алӑка хӑй питӗрсе юлчӗ, мӗншӗн тесен, Матрена, Павел Константиныч нумайччен хӑрлаттарса ҫывӑрасса шанса, полпивнойра ларнӑ. Чӑнахах та, Павел Константиныч тата нумайччен хӑрлаттарса ҫывӑрчӗ.

Пӗр ҫичӗ сехет тӗлнелле киле таврӑнсан, Лопухов ӗҫе тытӑнасшӑн пулчӗ, анчах нумайччен тытӑнаймарӗ. Пуҫ ун ҫинчен шухӑшламасть, Семеновски кӗпер патӗнчен пуҫласа Выборгски патне ҫитиччен тӑршшӗпех мӗн ҫинчен шухӑшланӑ, пӗрмаях ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать. Паллах, ун пуҫӗнче юрату ӗмӗчӗсем. Ҫапла, юрату ӗмӗчӗсем, анчах юратӑвах та мар, ӗмӗтсемех те мар. Пурнӑҫ хӗсӗк ҫыннӑн хӑйӗн прозӑлла интерессем пур, Лопухов ҫавсем ҫинчен шухӑшлать те ӗнтӗ. Ӑнланмалла: материалист вӗт, пӗрмаях тупӑш ҫинчен шухӑшлать. Поэзилле тата пластикӑлла чаплӑ ӗмӗтсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне вӑл чӑнах та пӗрмаях усламсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн пуҫӗнчи юрату ӗмӗчӗсем кӑнттам материалиста ҫеҫ килӗшӳллӗ пулма пултарнӑ.

«Уншӑн хӑйне хӑй хӗрхенменни» — ҫак шухӑша ун пуҫӗнчен ниепле те кӑларма ҫук вӗт. Ку вара лайӑх мар. Ҫын саншӑн раснах мӗн те пулин туни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсӗ хӑвна урӑхларах тыткалатӑн. Пӗлет вӗт. Туссем мӗнле чаплӑ малашлӑх пулни ҫинчен ӑнлантарса парӗҫ. Ӑнлантарса парас ҫук пулсан та, хӑех тавҫӑрса илет; «эсӗ, тусӑм, маншӑн акӑ мӗн тунӑ, ху кӗтнӗ чаплӑ малашлӑх та кирлӗ мар, тенӗ», — ну, калӑпӑр, укҫа мар, — кун ҫинчен туссем те, вӑл хӑй те шухӑшлас ҫук, — «вӑл маншӑн чухӑна тӑрса юлнӑ, мансӑр пуҫне пуян пулнӑ пулӗччӗ», тесе шухӑшламанни те лайӑх. Кун пек шухӑшламӗ. Анчах манӑн паллӑ ученӑй пулас килнине, эпӗ паллӑ ученӑй пулма пултарнине пӗлӗ. Вара хуйхӑрма: «Ах, мӗн туса хунӑ вӑл маншӑн!» теме пуҫлӗ. Эпӗ уншӑн хама хӗрхенмесӗр пурӑнма пӗртте шутламан. Ку таранччен ҫыншӑн тӑрӑшса, хама хӗрхенмесӗр пурӑнмалӑх айван пулманччӗ-ха, тата нихҫан та айван пулмӑп тесе шанатӑп. Хамшӑн епле лайӑх, ҫавӑн пек турӑм. Ҫыншӑн темӗн тума та хатӗр ҫын мар. Ун пек ҫынсем пулмаҫҫӗ те, никам та ун пек тумасть; ку вӑл ултавлӑ ӑнлав: ҫыншӑн темӗн те тума хатӗр тени вӑл — нимӗн те мар. Епле кӑмӑллӑрах, ҫапла тӑватӑн та. Вӑт, пыр-ха эсӗ, ӑнлантарса пар ҫакна. Теорире вӑл ӑнланмалла; хӑй умӗнче факт курсассӑн, ҫын кӑмӑлӗ ҫемҫелсе каять: эсир, тет, мана ырлӑх тӑвакан, тет. Ҫав пулас ҫимӗҫӗн калчи куранчӗ те вӗт ӗнтӗ: «эсӗ, мана путвалтан кӑлартӑн, епле маншӑн ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ», — тет. Ҫакӑ хам кӑмӑла кайман пулсан, сана питех кӑларма кирлӗ пулнӑччӗ-ши. Куна эпӗ ирӗке кӑларатӑп сана, — ҫапла шухӑшлатӑн-и эсӗ? — хама савӑнтарас ҫук пулсан, тӑрӑшнӑ пулӑттӑм пуль ҫав, кӗтех! Тен, эпӗ хама хам ирӗке кӑлартӑм пуль. Ҫапла, хама кӑлартӑм пулмалла: хамӑн пурӑнас килет, юратас килет, ӑнланатӑн-и, — хам валли, хамшӑн тӑватӑп пурне те. Унӑн ҫак сиенлӗ туйӑмӗ ан аталантӑр тесен, мӗн тумалла-ши, вӑл туйӑм уншӑн йывӑр туйӑм пулма пултарать вӗт. Ну, мӗнле те пулин тӑвӑпӑр-ха, — ӑслӑ-ҫке вӑл, ку нимех те маррине ӑнланӗ. Паллах, эпӗ кун пек тӑвасшӑн марччӗ. Вӑл ашшӗ-амӑш патӗнчен тухса кайма ӗлкӗрес пулсан, ӗҫе пӗр-икӗ ҫуллӑха хӑварас тесе шутланӑччӗ; ку вӑхӑтра эпӗ профессор пулма ӗлкӗрнӗ пулӑттӑм, укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ. Халь ӗҫ кая хӑвармалла мар пулса тухрӗ. Ну, мана мӗнле тӑкак ҫак? Малтан, укҫа-тенкӗ ӗҫне майлаштарасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне, хам ҫинчен шухӑшларӑм-и эпӗ? Арҫына мӗн? Арҫына нимӗн те мар. Укҫа ҫитменни вӑл хӗрарӑм ҫинче палӑрать. Атӑ пур, чавсасем шӑтман, купӑста яшки пур, пӳлӗмре ӑшӑ — тата мӗн мурӗ кирлӗ мана? Кусем вара манӑн пулаҫҫӗ. Апла пулсан, мӗнле тӑкак-ха мана? Анчах ҫамрӑк та хитре хӗрарӑма ку вӑл сахал. Ӑна ырлӑхсем кирлӗ, ҫынсем хушшинче хисеплени кирлӗ. Кун валли унӑн укҫа пулмасть. Паллах, вӑл хӑйне ҫаксем ҫитмеҫҫӗ тесе шухӑшламӗ; вӑл ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗр; вӑл хӑйне хӑй: ку вӑл нимӗн те мар, ку вӑл начар япала ҫеҫ, эпӗ ун пеккине кураймастӑп, — тесе шухӑшлӗ, — чӑнах та, кураймасӑр пурӑнӗ. Анчах ҫын хӑйне мӗн-мӗн ҫитменни ҫинчен пӗлни, е хӑйне вӑл япала кирлӗ мар тесе шанса тӑни пулӑшать-и ӑна? Ку вӑл иллюзи, фантази. Ҫынна унӑн ӑс-тӑнӗ, условисем, мӑнкӑмӑллӑх пӗтерсе хунӑ, чӗнмест вӑл, ӑс-тӑнне хӑй пирки сасӑ памасть, ҫапах та чӗнмесӗр ӗҫле-ӗҫле пурнӑҫне хавшатса, аркатса пырать. Ҫамрӑк хӗрӗн, чипер хӗрӗн, ун пек пурӑнмалла мар; вӑл ыттисем пек лайӑх тумланман пулсан, укҫа-тенкӗ ҫитмен пирки чаплӑ ҫӳреймест пулсан — ку вӑл юрӑхсӑр. Шел сана, мӗскӗн хӗр: эпӗ санӑн пурнӑҫу кӑшт та пулин лайӑхрах пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ. Мана мӗн? Маншӑн питӗ лайӑх, — тепӗр икӗ ҫултан качча те тухаччӗ-ха вӑл мана, те тухмастчӗ — паллӑ мар-ҫке вӑл; халӗ авӑ тухать…»

— Дмитрий, кил чей ӗҫме.

— Пыратӑп, — Лопухов Кирсанов пӳлӗмне кайрӗ, ҫул ҫинче ҫапла шутлама ӗлкӗрчӗ: «Питӗ тӗрӗс вӗт, — эпӗ вӑл яланах чи малти вырӑнта тӑрать — пуҫласса та хамран пуҫларӑм, пӗтерессе те хампа пӗтертӗм. Мӗнрен пуҫларӑм-ха тата: «ҫыншӑн темӗн тума та хатӗр пулни» — епле ултав япала; эпӗ паллӑ ученӑй пулма та, кафедра илес шухӑша та пӑрахнӑ пек тухать — епле ухмахла япала! Пурпӗрех мар-и, ҫакӑн пекех ӗҫлетӗп, ҫакӑн пекех кафедра илетӗп, медицинӑшӑн та ҫакӑн пекех ӗҫлетӗп. Теоретик енчен илсен, эгоизм ҫын шухӑшӗсемпе практикӑра епле вылянине асӑрхама ҫынна кӑмӑллӑ.

Эпӗ вулакана пурин ҫинчен те малтанах асӑрхаттаратӑп, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна: Лопуховӑн ҫак монологӗнче Лопуховпа Вера Павловна хушшинчи ӗҫсен мӗнле те пулин кирлӗ сӑлтавӗ ҫинчен автор вӑрттӑн систерет тесе ан шухӑшлатӑр вӑл, тетӗп; ҫынсем хушшинче чаплӑ ҫӳреме, пуян тӑхӑнма май пулман пирки Вера Павловна пурнӑҫӗ пӗтсе, арканса пымӗ тата хисеплесе сума сунин «сиенлӗ туйӑмӗ» Лопуховпа иккӗшӗн пурнӑҫне пӑсас ҫук. Хӑшпӗр художниксен кашни сӑмахӗнчех мӗнле те пулин пружина пытанса тӑрать, эпӗ ун пек художник мар; эпӗ ҫынсем мӗн шухӑшланине, мӗн тунине каласа кӑтартатӑп, ҫавӑ анчах; мӗнле те пулин ӗҫ, калаҫу, шухӑшӗсенчи монолог ҫынна е ҫын пурӑнакан условие сӑнласа пама кирлӗ пулсан, ҫаксене эпӗ, вӗҫем ман романта малашне нимӗнле вырӑн йышӑнмаҫҫӗ пулсан та, каласа кӑтартатӑпах.

— Халӗ ӗнтӗ, Александр, ӗҫре манран юлса пыратӑн тесе ӳпкелешес ҫук эсӗ мана. Хӑваласа ҫитетӗп.

— Мӗн, хӗр ӗҫӗ пирки чупса пӗтертӗн-им?

— Пӗтертӗм.

— Б. патне гувернанткӑна кӗрет-и?

— Ҫук, гувернанткӑна кӗмест. Урӑхла майлаштартӑмӑр. Халӗ вӑл хӑйсен ҫемйинчех лайӑхрах пурӑнма пултарать.

— Мӗнех, лайӑх ку. Гувернанткӑра ӗҫлеме йывӑр вӗт. Халь эпӗ, тӑванӑм, куҫ нервне тӗпчесе пӗтертӗм ӗнтӗ, тепӗр мӑшӑра тӗпчеме тытӑнатӑп. Эсӗ мӗн ҫинче чарӑнтӑн?

— Манӑн туса пӗтермелле-ха. Манӑн…

Вӑл вара анатомипе физиологи терминӗсене калама пуҫларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех