Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 17-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.07 12:32

Пуплевӗш: 121; Сӑмах: 1301

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр кунне, Гремячири партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпа колхоз членӗсен мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, вӗсен шутӗнче вак-тӗвек выльӑха та пӗрлештерес тесе йышӑнчӗҫ.

Выльӑх-чӗрлӗхсӗр пуҫне чӑх-чӗпсене те пӗрлештермелле турӗҫ.

Давыдов малтан ҫине тӑрсах вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене пӗрлештерессине хирӗҫлерӗ, анчах Нагульнов татӑклӑнах ҫапла каласа хучӗ: колхозниксен пухӑвӗнче килте усракан пӗтӗм чӗрчунсене пӗрлештересси ҫинчен решени йышӑнтармасан, ҫураки туса ирттересси пӑчланса ларать, мӗншӗн тесен пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе тата ҫакӑнпа пӗрлех чӑх-чӗпсене те пусса пӗтереҫҫӗ, терӗ. Разметнов ун майлӑ пулчӗ, вара, иккӗленкелесе тӑнӑ хыҫҫӑн, Давыдов та килӗшрӗ.

Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пек решени йышӑнса, протокола кӗртсе хӑварчӗҫ: усал шухӑшпа выльӑхсене пусса пӗтерессине чарассишӗн вӑйлӑ ӑнлантару кампанийӗ пуҫласа ямалла, ҫакна тумашкӑн, самообязательство йӗркипе, парти членӗсенчен кашниех килӗрен киле кӗрсе ҫӳремелле. Ҫынсем выльӑх пуснине курсан, халлӗхе никама та судпа айӑплас мар, ӑнлантарса панин тупсӑмне кӗтсе пӑхас, терӗҫ.

— Капла тусан выльӑх-чӗрлӗх те, чӑх-чӗп таврашӗ те тӗрӗсрех упранӗ. Унсӑрӑн ҫуркунне тӗлне хуторта вӑкӑр мӗкӗрнине те, автан авӑтнине те илтеймӗпӗр, — терӗ савӑнса кайнӑ Нагульнов, протокола папка ӑшне чиксе хунӑ май.

Колхозниксен пухӑвӗ пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе пӗрлештересси пирки кӑмӑл тусах йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ выльӑхӗсене тата сӗт-ҫу паракан выльӑхсене унчченех пӗрлештернӗччӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ку решени ҫамрӑк выльӑхсене те сурӑхсемпе сыснасене кӑна тивет, — анчах чӑх-чӗпсене пӗрлештересси пирки чылайччен хӗрӳллӗ тавлашусем пычӗҫ. Уйрӑмах ҫакна хӗрарӑмсем хирӗҫ пулчӗҫ. Юлашкинчен вӗсем хирӗҫ тӑнине те ҫӗнтерчӗҫ. Вӗсене ҫӗнтерме Нагульнов питӗ хытӑ пулӑшрӗ. Вӑл вӑрӑм алтупанӗсене орденӗ ҫумне тытрӗ те, чун-чӗрене витмелле сӑмахсем каларӗ:

— Хӗрарӑмсем, хаклӑ тусӑмсем! Ҫав чӑхсемпе хурсем пиркиех ан турткаланса тӑрӑрччӗ ӗнтӗ! Ҫурӑм ҫинче ларса пыраймарӑр пулсан, хӳре ҫинче пурпӗрех ларса пырас ҫук-ҫке. Ан тив чӑхсем те колхозпах пурӑнччӑр. Ҫуркуннене инкубатор ҫырӑнса илӗпӗр те акӑ, кӑлӑк чӑхсем вырӑнне вӑл пире ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн чӗпӗсем кӑларса пама пуҫлӗ. Ҫавӑн йышши машина пур — инкубатор ятлӑ, вӑл ҫав тери лайӑх чӗпӗсем кӑларать. Тархасшӑн чӑркӑшса ан тӑрӑрсам эсир! Вӑл чӑхсем хӑвӑрӑнах пулаҫҫӗ-ҫке, пурте пӗр картишӗнче кӑна пурӑнӗҫ. Чӑх харпӑрлӑхӗ пулмалла мар вӑл, хаклӑ инкесем! Тепӗр тесен, чӑхсенчен мӗн усси пур-ха сире? Пурпӗрех халӗ вӗсем ҫӑмарта тумаҫҫӗ. Ҫуркунне енне вара вӗсемпе тертленсех халтан каятӑр. Е вӑл, ҫав чӑх ӗнтӗ, анкартине вӗҫсе каҫать те пахча-ҫимӗҫ калчисене сӑха-сӑха, тӑпӑлтарса пӗтерет, е, пӑхатӑн та, вӑл — ҫӗр ҫӑтманскер — ҫӑмартине ӑҫта та пулин кӗлет айне ҫухатса хӑварать, е унӑн мӑйне пӑсара пӑрса татса каять… Сахал инкек пулма пултарать-и унпа? Тата кашнинчех сирӗн чӑх картине кӗрсе ҫӳреме, хӑшӗ ҫӑмарталлӑ та хӑшӗ ҫӑмарталлӑ маррине хыпашла-хыпашла пӑхма тивет. Чӑрмавӗ кӑна вӗсемпе, чуна сивӗтни кӑна. Колхозра епле пурӑнӗҫ-ха вӗсем? Калама ҫук чаплӑ пурӑнӗҫ! Вӗсене лайӑх пӑхса усрӗҫ: пӗр-пӗр урҫа старике, акӑ, калӑпӑр, Аким Бесхлебнов мучие, вӗсене пӑхса усрама уйӑрса лартӑпӑр та, ан тив вӑл кунӗ-кунӗпе хыпашлатӑр вӗсене, каштасем тӑрӑх кармашса ҫӳретӗр. Ӗҫӗ вӑл савӑнаҫлӑ та ҫӑмӑл, шӑп та шай ватӑ ҫын тумалли ӗҫ. Унашкал ӗҫре ӗмӗрне те пӳсӗрпе аптрас ҫук. Килӗшӳ тӑвӑрах ӗнтӗ, савнӑ чунӑмсем.

Хӗрарӑмсем кулкаласа, ассӑн сывлакаласа илчӗҫ, шавлакаларӗҫ те «килӗшӳ пачӗҫ».

Пуху хыҫҫӑнах Нагульновпа Давыдов килӗрен киле ҫӳреме тухса кайрӗҫ. Малтанхи кварталтан пуҫласах ҫакӑ палӑрчӗ: чӑнах та, кашни килтех выльӑх пусни пулнӑ иккен… Кӑнтӑрлахи апат тӗлне Щукарь мучи патне те кӗрсе курчӗҫ.

— Активист вӑл; хӑех выльӑх чунне сыхласа усрама кирли ҫинчен каларӗ. Вӑл пусас ҫук, — ӗнентерсе калаҫрӗ Нагульнов Щукарь килхушшине пырса кӗнӗ май.

Хай «активист» кровачӗ ҫинче пӗҫҫине тӑратса выртать. Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ. Икӗ аяккинче аптекӑран илнӗ икӗ банка ӳтне сӗлӗх пекех ӗмсе лартнӑ. Пырса кӗнӗ ҫынсем ҫине Щукарь мучи пӑхмарӗ. Вилнӗ ҫынӑнни пек кӑкӑр ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем тӑр-тӑр-тӑр тусах чӗтреҫҫӗ; хытӑ ыратнипе анкӑ-минкӗленнӗ куҫӗсем тулалла тухса тӑраҫҫӗ, ерипен мӑкӑль-макӑль ҫаврӑнкалаҫҫӗ. Щукарьӑн тулли кӗлеткеллӗ карчӑкки кӑмака умӗнче тӑрать, кровать таврашӗнче шӑши пек йӑпӑрти те хура сиплевҫӗ-карчӑк Мамычиха кускалать. Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк. Шӑп та шай ҫав карчӑк ӗнтӗ ҫак самантра ҫав тери пысӑк инкек куракан мӗскӗн Щукарь мучие «сиплесе» аппаланать.

Давыдов пӳрте кӗрсе тӑчӗ те куҫӗсене чарсах пӑрахрӗ.

— Сывлӑх сунатпӑр, мучи! Ку мӗн вара, санӑн, пакарту ҫинче?

— Ассссса-апланатӑп-ҫке! Ввввв-а-аррпала!.. — икӗ хутчен ҫӑварне уҫса аран-аран каласа пачӗ Щукарь мучи. Ҫавӑнтах тата, ҫинҫе кӑна сассипе, йытӑ ҫури пек йынӑшса ячӗ:  — И-илсе пӑрах-ха чӳлмекне! Илсе пӑрах, тухатмӑш карчӑк! Ой, манӑн хырӑма татсах кӑларать! Ой, тӑванӑмсем, инкекрен хӑтарӑрсам!

— Чӑт! Чӑт! Халех ҫӑмӑлланать, — пӑшӑлтатса ӳкӗтлет Мамычиха карчӑк, хырӑм тирне ӗмсе лартса кассах кӗнӗ чӳлмек хӗррине кӑлӑхах хырӑм ҫумӗнчен татса уйӑрма хӑтланса.

Анчах Щукарь мучи сасартӑк тискер кайӑк пекех кӑшкӑрса ячӗ, хайхи сиплевҫӗ-карчӑка урипе тапса тӑрантарчӗ те икӗ аллипе те чӳлмеке ҫатӑрласа тытрӗ. Вара Давыдов ӑна ҫӑлма васкарӗ: ҫӳлӗк ҫинчен вӑр-вар йӗтӗр илчӗ, кӑптӑрмӑш карчӑка тӗртсе ячӗ те, чӳлмек тӗпне пӗрех туртса ҫапрӗ. Чӳлмекки чӑл-парах саланса кайрӗ, ун катӑк-ванчӑкӗсем айӗнчен сывлӑш шӑхӑрса тухрӗ, Щукарь мучи йӗклетсе илчӗ, ҫӑмӑллӑн, хӑвӑрт-хӑвӑрт хашкаса, сывлама пуҫларӗ, банкисене пӗр чӑрмавсӑрах хӑйпӑтса ывӑтрӗ. Давыдов, ҫак мучин чӳлмек ванчӑкӗсем айӗнчен тухса, хӑмпӑланса тӑракан, кӑн-кӑвак кӑвакарса кайнӑ ытла та пысӑк кӑвапи ҫине пӑхрӗ те тусме ҫук хытӑ ахӑлтатса кулса янипе каҫӑхсах кайрӗ, сак ҫине пырса йӑванчӗ. Унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ, ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, куҫӗсем ҫине ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса анчӗҫ…

Пурӑнас ҫынах пулнӑ иккен ҫав, Щукарь мучи! Мамычиха карчӑк ӗнтӗ, ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳлмекӗшӗн кулянса, йӗрмӗшме тытӑннӑччӗ кӑна, мучи хырӑмне кӗпипе витрӗ те тӑрса ларчӗ.

— Ытла та телейсӗр-ҫке ҫав манӑн мӗскӗн пуҫӑм! — ӗсӗклесех ҫухӑрма тапратрӗ хайхи карчӑк. — Чӳлмекӗме ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ-ҫке ку усал! Сирӗн йышшисене сипличчен сиплеменни, ыррине курас ҫук!

— Тухса кай, кинеми! Халех кунтан тухса кайнӑ пултӑр! — Щукарь аллипе алӑк ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Эсӗ кӗҫех манӑн чунӑма кӑлараттӑн! Хӑвна пуҫӑнтан персе ҫӗмӗрмеллеччӗ вӑл чӳлмеке! Тасал, унсӑрӑн эпӗ вӗлерсе пӑрахма пултаратӑп! Ун пек-кун пек шӳтлешес енчен эпӗ тем тума та пултаракан ҫын!

— Мӗн амакӗ килсе ҫапрӗ-ха сана капла? — ыйтрӗ Нагульнов, Мамычиха хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах.

— Ох, ывӑлӑмсем, тӑрантарса усраканӑмсем, ӗненӗр-ши: пӗтӗмпех пӗтсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Икӗ талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗм, ҫаплах йӗмме алӑпа тытса ҫӳрерӗм… Ытла та вӑйлӑ варвитти тапранса кайрӗ те — тытса чарма ҫук! Хам тӗпрен шӑтнӑ темелле, пыйтланнӑ хур чӗппинни пекех юхать: кашни секундрах…

— Какай кӳпсе тултарнӑччӗ пулӗ-ха?

— Какай ҫав…

— Пӑруна пусрӑн апла?

— Ҫук ӗнтӗ текех пӑрӑвӑм… Сиплӗхе пулмарӗ вӑл маншӑн…

Макар эхлетсе илчӗ, мучи ҫине кураймасӑррӑн пӑхрӗ те шӑл витӗр ҫапла каларӗ:

— Санӑн, ватӑ шуйттанӑн, хырӑму ҫине чӳлмек мар, виҫӗ витре кӗрекен чугун ӳпӗнтерсе хумалла пулнӑ-мӗн! Хӑвна та пӗтӗмпех, пыршу-пакарту мӗнӗпех ҫӑтса ларттӑр пулатчӗ! Колхозран кӑларса сирпӗтетпӗр те акӑ, ун чухне вара кун пек мар варвитти ҫакланӗ! Мӗн тума пусрӑн?

— Ҫылӑх пӑтратрӗ, Макарҫӑм… Карчӑкӑм ӳкӗтлесе пуҫа ҫавӑрчӗ, ара ҫӗрлехи куккук — вӑл кирек хӑҫан та куккукласа ҫитеретех мар-и… Каҫарсамӑр ӗнтӗ… Давыдов юлташ! Эпир сирӗнпе иксӗмӗр туслӑччӗ, эсир мана колхозран кӑларса ан пӑрахӑрах. Эпӗ хам пурлӑхӑмшӑн ахаль те инкек курса пӗтрӗм авӑ…

— Ну, мӗн тӑвас тетӗн-ха эсӗ ҫавӑнпа? — Нагульнов аллине сулчӗ. — Каяр, Давыдов. Эсӗ, чир ҫӳпҫи! Пӑшал сӗрмелли ҫӑва тӑварпа хутӑштарса ӗҫ те самантрах иртсе каять.

Щукарь мучи кӳреннӗн тути хӗррисене чӗтретме тытӑнчӗ:

— Тӑрӑхласа кулатӑн пулать?

— Тӗрӗсне калатӑп. Эпир, ӗлӗкхи ҫарта варпа аптӑрасан, яланах ҫавӑнпа хӑтӑлаттӑмӑрччӗ.

— Мӗн эпӗ, тимӗртен туса янӑскер-им? Чунсӑр пӑшала тасатмалли япалапа манӑн та усӑ курмалла-и? Тытмастӑп! Ҫав ҫӑва ӗҫсе хӑтланиччен, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ларсах вилем пӗреххут!

Тепӗр кунхине, вилме ӗлкӗреймен Щукарь мучи тӑрса тухнӑ та хутор тӑрӑх лакӑштаттарса пырать, кашни тӗл пулан ҫыннах ҫапла каласа парать хӑй: ун патне Давыдовпа Нагульнов хӑнана пынӑ пулать, вӗсем ҫак мучирен акана тухас тӗле ака-суха таврашне юсаҫ тӗлӗшпе тата колхозри ытти ӗҫсем пирки канаш ыйтнӑ пулать. Калавӑн вӗҫӗнче мучи, чикарккине ҫавӑркаласа, чылайччен ним шарламасӑр тӑрать те ассӑн сывласа ярать:

— Кӑштах чирлекелерӗм те эпӗ, вӗсем авӑ, персе те ҫитрӗҫ. Мансӑр пуҫне ӗҫӗ тухсах каймасть вӗсен. Тӗрлӗрен тӗслӗ эмелсем сӗнчӗҫ. Сиплен, асатте, унсӑрӑн, турӑ ҫылӑхран сыхлатӑр та-ха, вилсе кайӑн та, эпир сансӑр пуҫне пӗтсех ларӑпӑр!» — теҫҫӗ. Пӗтеҫҫех ара, чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп! Кӗҫех мӗн те пулин сиксе тухсан — ячейкӑна чӗнеҫҫӗ: курсах тӑр, епле те пулин канаш парса хӑваратӑпах ҫавсене. Калаҫасса сайра калаҫатӑп ӗнтӗ хам, анчах вырӑнлӑ тухать. Манӑн сӑмахӑм тӗлсӗр пулас ҫук ҫав! — тет те, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине тӗссӗрленнӗ, савӑнӑҫлӑ пӗчӗк куҫӗсемпе пӑхса илет, калавӗ епле витӗмлӗ пулнине чухлакаласа тӑрать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех