Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухтарма пуҫлӗ ак», — шухӑшларӗ Яков Лукич.

Обыск?» — думал Яков Лукич.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑҫан та хӑҫан сирӗн ӑшчикре пӗтӗм вӑй выляма пуҫлать, ун чухне сирӗн таврари пурнӑҫ та выляма пуҫлӗ, вара эсир халӗ мӗн курманнине курӑр, мӗн илтменнине илтӗр: нервсен кӗвви выляма пуҫлать, тавралӑх шавне илтӗр, курӑк ӳснине тимлӗр.

— Вот когда заиграют все силы в вашем организме, тогда заиграет жизнь и вокруг вас, и вы увидите то, на что закрыты у вас глаза теперь, услышите, чего не слыхать вам: заиграет музыка нерв, услышите шум сфер, будете прислушиваться к росту травы.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Халӗ сӑнавсем ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ пулса пыраҫҫӗ пулсан малашне бассейн тулли кун йӗркипе ӗҫлеме пуҫлӗ. Сире пур енӗпе те пысӑк ӑнӑҫусем сунатӑп тата хам Сире чунтан хисепленине пӗлтеретӗп», — тесе ҫырнӑ Макаров Крылов патне.

«Вы в это живое дело внесете правильные основания, и работы бассейна потеряют их теперешний случайный характер. Желаю Вам полного успеха во всем, прошу верить моему глубокому уважению», — писал Макаров Крылову.

Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ун чух вӑл хӑй карапсем ҫӳретме пуҫлӗ.

Тогда он сам будет командовать судном.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пӗр-пӗр телейсӗр кунхине ун патне упӑшки «вилнине пӗлтерекен хут» килӗ те — «тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ» текен хыпара — ун пек хыпарсем ҫӗршер, пиншер хӗрарӑмсем патне пыраҫҫӗ, — малтан вӑл ӑнкарса та илеймӗ, чунӗ килӗшес ҫук, унтан вара, читлӗхри пек, чӗри тапа пуҫлӗ — ниҫта кайса хӑтӑлма ҫук, пытанма та ҫук.

а просто в несчастный день придёт к ней «похоронная» — «погиб в боях за Родину», — как приходит она к сотням и тысячам русских женщин, и сперва не поймёт, откажется душа, а потом забьётся, как птица в неволе, — никуда не уйти, не спрятаться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ ӳпке ахальтенех ашланни марччӗ, тӑххӑрмӗш кунне манӑн ҫапла шкулта пулнӑ пек кризис ҫитӗ те унтан ӳкме пуҫлӗ темелли ҫукчӗ.

Но это было не простое воспаление лёгких, когда на девятый день наступает кризис, а потом температура падает, как было у меня в школе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫлӗ ак хаяр патша манран ыйтма: Каласам мана, хресчен ывӑлӗ, ачам, Камсемпе эсӗ вӑрӑ турӑн, хурах пусрӑн?

Еще станет государь-царь меня спрашивать: Ты скажи, скажи, детинушка крестьянский сын, Уж как с кем ты воровал, с кем разбой держал?

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ чӑн-чӑн вӑрӑ-хурах пулса тӑрсан, вара пурте ман ҫинчен калаҫма тапратсан, вара вӑл мана хӑй килӗнче пӑхса усранӑ тесе хӑех мухтанма пуҫлӗ.

А если из меня выйдет заправский, настоящий разбойник и пойдут об этом разговоры, я думаю, она и сама будет рада, что взяла меня к себе.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккие тав тума пуҫлӗ, вара лайӑх мар пулассисем те йӑлтах пӗтсе ларӗччӗҫ.

Будет ей благодарен, и они с ним помирятся.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн чух вара мӑнаккӑшӗ Том виллине еплерех ыталаса илӗ-ши, унӑн куҫҫулӗ ҫумӑр ҫунӑ пекех шӑпӑртатма пуҫлӗ, — унӑн ҫӑварӗ вара: «Турӑ, ачана каялла тавӑрса парсамччӗ, ҫав ачана эпӗ нихӑҫан та, нихӑҫан та пустуй хӗнес ҫук», — тесе кӗлтума тапратӗ.

Как она тогда упадет на его бездыханный труп и слезы у нее польются рекой, как она будет молить бога, чтоб он вернул ей ее мальчика, тогда она ни за что больше его не обидит!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӗрӗп пудра сӑмсине, Турӑп ҫӑмлӑ хӳрине — Пуҫлӑх евӗр ман кушакӑм, Пысӑк ӗҫлӗх пуҫлӗ, акӑ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ӗҫ // Раиса Сарпи. https://chuvash.org/lib/haylav/7377.html

Программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн Митта Ваҫлей ячӗллӗ шкул территорийӗнче те Ҫӗнӗ Ахпӳртсеннинчен кая мар хоккей коробки ӗҫлеме пуҫлӗ.

После реализации программы на территории школы имени Васлея Митты тоже заработает хоккейная коробка не хуже новоахпердинской.

Первомайскисен те чаплӑ хоккей коробки пулӗ // Авангард. «Авангард», 2019.06.07

Кӗҫех юхӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ те ӗҫлеме пуҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

13. Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп, 14. тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп.

13. Вам говорю, язычникам. Как Апостол язычников, я прославляю служение мое. 14. Не возбужу ли ревность в сродниках моих по плоти и не спасу ли некоторых из них?

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ; чӑн калатӑп сире: вӑл пилӗкне ҫыхӗ те вӗсене кӗрекене лартӗ, вӗсене хӑй пӑха пуҫлӗ.

37. Блаженны рабы те, которых господин, придя, найдет бодрствующими; истинно говорю вам, он препояшется и посадит их, и, подходя, станет служить им.

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Ҫылӑхлӑ ҫын «эпӗ ҫылӑха кӗмен» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн «эпӗ Турӑ умӗнче, Унӑн мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑха кӗмен» теекенӗн пуҫӗ ҫинче шӗл-кӑвар ҫунма пуҫлӗ.

54. Пусть не говорит грешник, что он не согрешил, потому что горящие угли возгорятся на голове того, кто говорит: я не согрешил пред Господом Богом и славою Его.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Тӑххӑрмӗш уйӑхра йывӑр хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн, ҫуратас умӗн икӗ е виҫӗ сехет малтан варӗ касса ыратма тытӑнать, вӑхӑт ҫитсессӗн, ача самант та тӑхтаса тӑмасть — 40. ҫавӑн пекех ҫӗр ҫине килес инкек те тӑхтамасть — ҫынсем ҫав вӑхӑтра ахлатса ярӗҫ; пӗтӗмпе ыратма пуҫлӗ вӗсен.

39. Как у беременной женщины, когда в девятый месяц настанет ей пора родить сына, часа за два или за три до рождения, боли охватывают чрево ее и, при выходе младенца из чрева, не замедлят ни на одну минуту: 40. так не замедлят придти на землю бедствия, и люди того времени восстенают; боли охватят их.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр, Гаваонран пуҫласа Реммон таран, тӳремлӗх пек пулӗ, Иерусалимран кӑнтӑралла сарӑлса выртӗ, Иерусалим вара хӑйӗн вырӑнӗнче ҫӳлте ларӗ, унта Вениамин хапхинчен пуҫласа малтанхи хапха вырӑнӗ таран, кӗтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуҫласа патшанӑн иҫӗм сӗткенӗн юхтаркӑчӗ таран халӑх пурӑнма пуҫлӗ.

10. Вся эта земля будет, как равнина, от Гаваона до Реммона, на юг от Иерусалима, который высоко будет стоять на своем месте и населится от ворот Вениаминовых до места первых ворот, до угловых ворот, и от башни Анамеила до царских точил.

Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫавӑ кун Эпӗ Иуда ҫулпуҫӗсене вут-кӑвайтӑ хушшинчи кӑвар савӑчӗ пек, кӗлтесем хушшинче ялкӑшакан ҫулӑм пек туса хурӑп, вӗсем таврари мӗнпур халӑха — сылтӑмра та, сулахайра та — пӗтерсе тӑкӗҫ, Иерусалимра вара каллех хӑйӗн вырӑнӗнче, Иерусалимра, халӑх пурӑнма пуҫлӗ.

6. В тот день Я сделаю князей Иудиных, как жаровню с огнем между дровами и как горящий светильник среди снопов, и они истребят все окрестные народы, справа и слева, и снова населен будет Иерусалим на своем месте, в Иерусалиме.

Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Азотра ют йӑх пурӑнма пуҫлӗ, Эпӗ филистимсен мӑнкӑмӑллӑхне пӗтерӗп.

6. Чужое племя будет жить в Азоте, и Я уничтожу высокомерие Филистимлян.

Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех