Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Мӗн тумалла? –> Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.30 01:40

Пуплевӗш: 215; Сӑмах: 3956

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Берлин, 1856 ҫулхи июлӗн 20-мӗшӗ.

«Ырӑ кӑмӑллӑ государыня,
Вера Павловна.

Вилнӗ Дмитрий Сергеич Лопухова ҫывӑх пулни мана, эсир пачах пӗлмен, анчах сире пӗтем чунтан хисеплекен ҫынна, хӑвӑрӑн пӗлӗшӗрсен шутне, тен, кӑмӑлласах йышӑнӑр, текен шанчӑк парать. Ҫавӑнпа та эпӗ: эсир мана сӗмсӗр ҫын вырӑнне хумӑр, тесе шухӑшлама хӑятӑп: сирӗн пата ҫырса, вилнӗ Дмитрий Сергеич хушнине ҫеҫ тӑватӑп эпӗ; ун ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене эсир тӗп-тӗрӗс тесе шутлама пултаратӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн шухӑш-кӑмӑлне хӑйӗн сӑмахӗсемпе хӑй каласа пама пултарнӑ пекех ҫырса кӑтартӑп. Акӑ унӑн мана ҫак ҫырура сире ӑнлантарса пама тивекен ӗҫ ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем:

«Мана ҫывӑх ҫынсен чун-чӗрине хускатакан ӗҫе туса хунӑ шухӑшӑмсем (паҫӑрах каларӑм, эпӗ Дмитрий Сергеич сӑмахӗсене ҫыратӑп) манӑн хуллен ҫитӗнсе пычӗҫ, шутӑм-кӑмӑлӑм вара, вӑл хамшӑн тӗрӗс пек туйӑнакан пуличчен, темиҫе хутчен те улшӑнчӗ. Ҫак шухӑшсене пуҫласа янӑ ӗҫ-хӗлсене эпӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен, вӑл (Дмитрий Сергеич кунта сире асӑнать) хӑйне хӑратса пӑрахнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен сехӗрленсе ӳксе каласа панӑ самантра ҫеҫ асӑрхаса илтӗм. Тӗлӗк мана ҫав тери кирлӗ пек туйӑнчӗ; вара эпӗ, унӑн туйӑм-сисӗмӗсем мӗнлине аякран кӑна сӑнаканскер, ҫавӑнтах хамӑр пурнӑҫа е самантлӑха, е вӑрахлӑхах улӑштаракан япала пуҫланса каяссине ӑнланса илтӗм. Анчах ҫын мӗн чӑтма ҫук пуличченех хӑй пӗрре хӑнӑхнӑ пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшать; пурнӑҫра эпир кирек хӑҫан та ҫӗннине хирӗҫ тӑма хӑтланатпӑр, ҫак кӑмӑла вара урӑх ним те тума май юлмасан тин пӑрахатпӑр. Манӑн малтанхи шухӑш-ӗмӗтӗмсем, хам шутланӑ тӑрӑх, ҫак сӑлтавпа ҫапла пулнӑ та ӗнтӗ, эпӗ: ҫак япаласем пӑртакран иртӗҫ те, пирӗн иксӗмӗрӗн пурнӑҫӑмӑр ӗлӗкхи пекех майлашса кайӗ, тесе шутлама тӑрӑшаттӑм, тата ҫаплах шутлаттӑм та. Вӑл хӑй ҫав пулса иртмелли япалана манпа ҫывӑхрах пулнипе ирттерсе ярасшӑнччӗ. Ку япала мана килӗшрӗ, илӗртрӗ вӑл, темиҫе кун хушши вара эпӗ хам та: ун ӗмӗчӗсем ҫитмесӗр тӑма пултараймаҫҫӗ, тесе шутласа пурӑнтӑм. Ҫапах та эпӗ ҫакна шанса тӑни пустуй япала иккенне часах тавҫӑрса илтӗм. Ҫакӑ вара пӗтӗмпех хам ӑс-тӑнӑмран, шухӑш-кӑмалӑмран килчӗ.

Ҫапла каласа эпӗ хамӑн шухӑш-кӑмӑла, ӑс-хакӑлӑма пӗрре те хурласа пӑрахасшӑн мар. Кӑна эпӗ ҫапла ӑнланатӑп.

Хӑйӗн пурнӑҫне кирлӗ пек пурӑнса ирттерекен ҫыннӑн вӑхӑчӗ виҫӗ пая пайланать: ӗҫ, киленӳ тата кану е йӑпану. Киленӳ вара, ӗҫ пекех, кану ыйтать. Ӗҫпе киленӳре, пӗрлештерсе илес пулсан, этемлӗх уйрӑм ҫынсенчен ҫӳлерех тӑрать: ӗҫре эпир кирлӗ япаласене ытларах ҫиелтен шута илетпӗр; киленӳре вара ҫынсене пурнӑҫра кирлӗ ытти пӗрлехи япаласене нумайрах шута илеҫҫӗ. Кану, киленӳ-йӑпану вӑл — ҫын ҫакӑнпа пулнӑ хавхаланупа пӗтернӗ вӑйне, пурӑнма кирлӗскерне, каялла кӗртме ыйтакан япала, пурнӑҫра этем хӑй туса пыракан япала; кунта ҫын хӑй вырӑнне хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсене кура тупать, хӑйне мӗнле лайӑх, ҫавӑн пек майлашать. Ӗҫре ҫынсем пӗр-пӗринпе хӑйсенчен ҫӳлте тӑракан пысӑк вӑйпа — ӗҫри услама шутласа тӑрассипе ҫыхӑннӑ; киленӳ-йӑпанура вара — организмсем пурин те пӗр пек пулнипе, вӗсем пӗр япаланах ыйтнипе. Канура апла мар. Ку вӑл кашни ҫыннӑн хӑйӗн уйрӑмлӑхне пӗтерсе хуракан пӗрлехи вӑйран килмест: кану — кашни ҫыннӑн хӑйӗн ӗҫӗ, канура ҫыннӑн ирӗкрех пулас килет, кунта кашни ҫын хӑйне майлӑ пулса каять, ҫыннӑн характерӗ вара ытларах вӑл мӗнле канӑва кӑмӑллӑрах панинчен аван курӑнса тӑрать.

Ку енӗпе ҫынсем икӗ пая пайланаҫҫӗ. Пӗрисемшӗн канупа киленӳ ушкӑнпа пӗрле чухне лайӑх. Пӗччен пуласси вӑл кашнинех кирлӗ. Анчах ун пек ҫынсемшӗн ку япала сайра хутра ҫеҫ пултӑр вара; вӗсен правили — ыттисемпе пӗрле пурӑнасси. Ку ушкӑн ыттисенчен уйрӑм пулассине кӑмӑллакан ушкӑнтан чылай нумайрах: пӗччен пурӑнни вӗсемшӗн ушкӑнпа пурӑннинчен аванрах. Ҫак уйрӑмлӑха халӑх та асӑрханӑ, ҫавӑнпа: ҫынсемпе пӗрле е пӗччен пулма юратакан ҫын, теҫҫӗ те ӗнтӗ хӑшпӗрисем ҫинчен. Хам эпӗ — пӗччен пулма юратакансен шутне, Вера Павловна ҫынсемпе хутшӑнма юратакансен шутне кӗрет. Пирӗн историн вӑрттӑнлӑхӗ пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ. Ҫак енӗпе илсен вара пирӗн иксӗмӗр хушӑра пӗрпеклӗх ҫукки халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех паллӑ пек туйӑнать. Хамӑр ҫак сӑлтава сирсе яма вӑй ҫитерейменни те темех мар темелле: этем хӑйне хирӗҫ тӑма пултараймасть.

Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне, вӗсен уйрӑмлӑхне ӑнланса илме кашниншӗнех йывӑр; ҫынсем ҫине кашниех хӑйпе танлаштарса тенӗ пекрех пӑхать. Хама кирлӗ мар япала, ман шутпа, ыттисене те кирлӗ мар, — ҫапла шутлама хушать пире пирӗн расналӑх; урӑхла шухӑшлас пулсан, куҫа яр курӑнакан паллӑсем кирлӗ пулӗччӗҫ. Е тата пачах тепӗр майлӑ: мана ҫӑмӑллӑх, ирӗклӗх паракан япала ыттисене те ҫавнах парать. Ҫапла шухӑшлани вӑл иксӗмӗр хушӑри уйрӑмлӑха питӗ кая юлса асӑрхани пулать, уншӑн мана каҫарма кирлӗ ӗнтӗ. Йӑнӑша пысӑклансах пыма эпир пӗрле пурӑнма тытӑнсан вӑл мана питӗ пысӑка хуни те пулӑшрӗ: пирӗн хушӑра ун чухне пӗртанлӑх ҫукчӗ-ха: вӑл мана ытлашширех те хисеплетчӗ; ман пурнӑҫа, эп хама епле тыткаланине вӑл чи ҫӳле хурса йышӑнатчӗ, манри уйрӑмлӑхсене ҫынсен пурин те пулмалли япаласем вырӑнне хуратчӗ, вӑхӑтлӑха вара вӑл вӗсемсӗр пуҫне урӑх ним те курми пулса тӑчӗ. Тата кунтан пысӑкрах сӑлтав та пулчӗ.

Сахалтарах вӗреннӗ ҫынсем хушшинче ҫыннӑн шалти пурнӑҫне тӗкӗнме юраманнине пӑхса тӑмаҫҫӗ. Ҫемьере кашниех, уйрӑмах аслисем, сирӗн хӑвӑр кӑна пӗлсе тӑмалли пурнӑҫа ним уяса тӑмасӑрах уҫса пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта ӗҫ сирӗн вӑрттӑнлӑхӑрсем уҫӑлнинче мар: вӑрттӑнлӑхсем, мӗнле пулсан та, хаклӑ япаласем, вӗсене пытарма, упраса тӑма манса каймастӑн; ҫитменнине тата вӗсем кашнийӗннех ҫук, нумайӑшӗсен хӑйсен ҫывӑх ҫыннисенчен ним пытармалли те пулмасть. Анчах ҫапах та кашниех, хӑйшӗн ҫеҫ, хӑйне валли кӑна пӳлӗм йышӑнса пурӑнас килнӗ пек, хӑйӗн шалти пурнӑҫӗнче никам та пырса тӗкӗнме пултарайман кӗтес тӑвас килет. Сахалтарах вӗреннӗ ҫынсем вара ӑна-кӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ: сирӗн уйрӑм пӳлӗм пур-тӑк — унта кашниех сӗкӗнет, темскер сӑнас е сирӗн ҫумма ҫулӑхас тесе мар, ҫук, ахалех, ҫак япалапа сире кансӗрлеме пултарнине чухламаннипе ҫеҫ; вӑл хӑй сирӗншӗн кирлӗ мар, курас килмен этем пулсан ҫеҫ эсир вӑл пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ума килсе тухнине кӑмӑлламан пулӑттӑмӑр, тесе шутлать; вӑл, ҫын ӑна юп курать пулсан та, хӑй ҫав ҫынна йӑлӑхтарса ҫитерессине, ӑна кансӗрлессине пӗлмест, ӑнланмасть. Пурӑнакан ҫынни хушмасӑр кӗме юраман пӳлӗм пӗрре ҫеҫ тесе шутлаҫҫӗ пирӗн, ку вӑл — ҫемье хуҫин пӳлӗмӗ, мӗншӗн тесен, пырса кӗрекенсене вӑл кашнинех хӳтерсе кӑларса яма пултарать. Ыттисем патне вара ҫемьере аслӑрах е вӗсемпе тан тесе шутлакан ҫын кашниех хӑйне хӑҫан кирлӗ, ҫав вӑхӑтра кӗрсе тӑма пултарать. Этемӗн чун-чӗри те пӳлӗм пекех. Унта пӗр кирлӗ мар ҫӗртенех, ҫитменнине тата ним шутсӑр-мӗнсӗрех, кашни ҫын тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑршӑн кӗрсе каять, час-часах тата вӑл нимшӗн те мар, сирӗн чунӑрпа чӗлхӗре хыҫасшӑн ҫеҫ кӗрет. Хӗрӗн ахаль чухне тӑхӑнмалли икӗ кӗпе пур: шурӑ тата кӗрен кӗпе; вӑл кӗрен кӗпине тӑхӑнать те хайхи, теприне вара ун чунӗпе чӗлхине хыҫма май килсе те тухать. «Эсӗ, Анюта, кӗрен кӗпӳне тӑхӑннӑ, мӗншӗн ӑна тӑхӑнтӑн?» Мӗншӗн ҫав кӗпене тӑхӑннине Анюта хӑй те пӗлмест, — мӗнлине те пулин тӑхӑнмалла-ҫке-ха; ҫитменнине тата шуррине тӑхӑнсан та ҫавах пулатчӗ. «Ахалех, аннеҫӗм (е «аппаҫӑм»). — «Санӑн шуррине тӑхӑнсан лайӑхрах пулатчӗ». Мӗншӗн лайӑхрах пулассине вара Анютӑпа калаҫаканни хӑй те пӗлмест; вӑл чӗлхине ҫеҫ хыҫать. «Мӗн эсӗ паян, Анюта, уҫӑ мар пек?» Анюти вара ни салхуллӑ мар, ни савӑнӑҫлӑ мар; анчах мӗншӗн унӑн мӗн курӑнманни, мӗн ҫукки мӗнрен килни ҫинчен ыйтмалла мар-ха? «Пӗлместӗп; ҫук, эпӗ хама чиперех пек туятӑп». — «Ҫук, эс темшӗн савӑнӑҫлӑ мар». Тата тепӗр ик минутран: «Санӑн, Анюта, ларасчӗ, фортепьяно ҫинче вылясчӗ», — теҫҫӗ, — мӗншӗн, — паллӑ мар; вара малалла та ҫавӑн пекех, яра кунах ҫапла. Сирӗн чунӑр чӳрече умӗнче ларакан ҫын курма пултаракан урам пек; анчах ҫав ҫын унта, ҫав урама, мӗн те пулин курас тесе мар, ҫук, вӑл унта ним кирлине те, ним тӗлӗнмеллине те курас ҫуккине хӑех пӗлет, вӑл ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса ҫеҫ пӑхать: пурпӗрех вӗт, эппин, мӗншӗн пӑхмалла мар-ха? Урамшӑн, чӑнах та, пурпӗрех ӗнтӗ, анчах ҫыншӑн вара хӑй ҫумне ҫулӑхни пӗрре те кӑмӑллӑ мар.

Ҫакӑн пек пӗр тӗллевсӗр, нимле шухӑшсӑр ҫулӑхни хӑйӗнне тӑватех ҫав: пӗччен ҫеҫ юлма май килсе тухсан, ҫын хӑй пӗчченлӗхе юратмасть, ҫынсемпе пӗрле пулма кӑмӑллӑрах парать пулин те, пӑртаклӑха ҫеҫ пӗччен юлнишӗн те савӑнать.

Вера Павловна, ҫак енчен илсе пӑхсан, качча тухиччен питӗ те кансӗр лару-тӑрура пурӑннӑ: ун ҫумне ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса, ӑнсӑртран е пӗле-пӗлменрен мар, тӑтӑшах, пӗр чарӑнми, кашни самантрах тата питӗ те тӳрккессӗн, сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ, тискеррӗн те усал тӑвас тесех ҫулӑхнӑ, уяса-тытӑнса тӑма пӗлмен алӑсемпе мар, питӗ хытӑ та калама ҫук чыссӑр алӑсемпе ҫулӑхнӑ, ӑшне-чунне кӗнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл кашни япаланах чӗре патне илнӗ.

Ҫавӑнпа та ку айӑпшӑн мана ытла хытӑ ятламалла мар. Темиҫе уйӑх хушши, тен, ҫулталӑк хушши пулӗ, эпӗ йӑнӑшман та; унӑн чӑнах та пӗччен пулмалла пулнӑ, тата ҫакӑ уншӑн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак вӑхӑтра вара эпӗ унӑн характерне пӗлсе ҫитме ӗлкӗртӗм. Унӑн вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнӑ туртӑм-кӑмӑлӗ манӑн яланлӑхах пулса юлнӑ туртӑм-кӑмӑлпа килӗшнӗ — эпӗ унӑн ҫак вӑхӑтлӑха пулнӑ япалине ун характерӗнчи яланхи паллӑ вырӑнне хурса йышӑннинчен тӗлӗнмелле-и вара? Кашниех ҫынсене хӑй виҫипе виҫет-ҫке-ха!

Йӑнӑш пулчӗ ҫав, тата — питӗ пысӑк йӑнӑш. Ӑна тунӑшӑн эпӗ хама айӑпламастӑп, анчах манӑн ҫаплах тӳрре тухас килет; ку вара эпӗ хама хам хӗрхеннӗ пек мана никам та хӗрхенес ҫуккине чухлани пулать пулӗ. Ята сахалтарах кӗрес тесен, манӑн хам характерӑн пӗр енӗ ҫинчен каласа кӑтартас пулать, мӗншӗн тесен вӑл уншӑн та, ҫынсемшӗн те чылайӑшсемшӗн ытла паллах мар-ха, ҫавӑнпа та, ӑнлантарса памасан, ман ҫинчен урӑхла шутлама пулать.

Пӗччен юлмасӑр мӗнле канма май пуррине эпӗ пачах та ӑнланмастӑп. Ыттисемпе пӗрле пулсан, маншӑн мӗн те пулин тумалла пек, е ӗҫлемелле, е савӑнмалла пек туйӑнать. Эпӗ хама хам тӑр-пӗччен юлсан ҫеҫ ирӗкри ҫын пек туятӑп. Мӗн темелле-ши ҫакна? Мӗншӗн ку? Пӗрисен вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне ҫынсенчен пытарма тӑрӑшнипе пулать, теприсен — вӑтаннипе, виҫҫӗмӗшсен — тунсӑх пусса илнипе, юншӑхнипе, тӑваттӑмӗшсен — ҫынсене юратсах кайманнипе. Манӑн вара хамӑн ҫаксем пӗри те ҫук: эпӗ тӳрӗ чунлӑ, ҫын умӗнче ним те пытарса тӑмастӑп, эпе яланах уҫӑ, савӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑп тата нихҫан та юншӑхмастӑп. Ҫынсем ҫине эпӗ яланах кӑмӑлласа пӑхатӑп; анчах ку япала манӑн яланах ӗҫпе е киленӳпе ҫыхӑннӑ, кун хыҫҫӑн вара канас пулать, е, урӑхла, хам пек каласан, пӗччен тӑрса юлас пулать. Ман шутпа, ку вӑл эпӗ никама пӑхӑнмасӑр пурӑнмалли пурнӑҫ патне, ирӗклӗх енне туртӑнни пулать.

Ҫапла вара хӑйӗн малтанхи пурнӑҫне, ҫемьери кансӗр, канӑҫсӑр пурнӑҫне хирӗҫ тӑнине пула вӑл вӑхӑтлӑха хӑйне кӑмӑла кайман япаласемпех килӗшсе ларнӑ; мана хисеплени ӑна ҫак лару-тӑрура кирлӗ чухлинчен ытларах та тытса тӑнӑ; эпӗ вара ҫак вӑрах вӑхӑт хушшинче ун характерӗ ҫинчен пӗлсе ҫитнӗ пек пултӑм, вӑхӑтлӑх паллӑна яланхи паллӑ вырӑнне йышӑнса, лӑпланса лартӑм, пӗтӗм истори те ҫака ҫеҫ. Эпӗ йӑнӑш турӑм ӗнтӗ, анчах ку йӑнӑшра аван марри темех ҫук; ун енчен вара пачах ним те пулман. Анчах ҫак япала уншӑн та кулянмалли нумай туса пачӗ, маншӑн та калама ҫук пысӑк инкекпе пӗтрӗ!

Вӑл тискер тӗлӗкрен хӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн эпӗ унӑн туйӑм-сисӗмӗ мӗнле пулнине ӑнланса илтӗм, анчах ун чухне ман йӑнӑша тӳрлетме кая юлнӑччӗ ӗнтӗ. Эпир ҫакна иртерех асӑрханӑ пулсан, тата ҫакна тӑвасшӑн хамӑр питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ пулсан, эпир ӗмӗрех пӗрне-пӗри килӗштерсе пурӑннӑ пулӑттӑмӑр-и, тен? Пӗлместӗп; анчах ку япала ӑнӑҫлӑ пулса тухсан та, кунта ним ырри те пулмастчӗ пулӗ. Сӑмахран, хамӑр хушӑри ӗҫ-хӗлпе тӑвӑрланмалли ан пултӑр тесе, эпир хамӑр характерсене улӑштарнӑ пулӑттӑмӑр. Анчах характерсене улӑштарни вӑл ҫак япалана пӗр-пӗр ырӑ мар енне хирӗҫ янӑ чухне ҫеҫ лайӑх; ӑна тата мана улӑштарма тивекен енсенче вара ырӑ марри ним те ҫукчӗ. Ҫынсемпе пӗрле пулни пӗччен пулма тӑрӑшнинчен мӗншӗн лайӑх е мӗншӗн начар вара? Характера улӑштарни, ҫапах та, ирӗксӗрлени е ҫӗмӗрни пулать вӗт-ха; ҫӗмӗрнӗ чухне вара нумай япала ҫухалать, ирӗксӗрлесен — пӗтет. Эпир ҫакна, тен («тен» кӑна ҫав, «паллах» мар), тунӑ та пулӑттӑмӑр, анчах ку япала ун тӗшне тӑмасть вӑл. Апла туса, эпир хамӑра черченкӗлетнӗ, хамӑрти пурнӑҫ сӗткенне ҫеҫ пӗтернӗ пулӑттӑмӑр. Мӗне пула? Хамӑра паллӑ пӳлӗмсенчи хамӑр пӗлекен вырӑнсене сыхласа хӑварассишӗн ҫеҫ. Ачасем пулнӑ пулсан, татахчӗ хуть; ун чухне хамӑр уйрӑлсан, вӗсен шӑпи мӗнле пулса каясси ҫинчен нумай шухӑшлама тиветчӗ: вӗсен шӑпи начар енне улшӑнать пулсан, вӑл апла ан пултӑрччӗ тесе, темле вӑй хума тӑрӑшма та юрать, результат вара — ху юратакан ҫынсен лайӑх шӑпине сыхласа хӑварас тесе тунӑ ӗҫсемшӗн савӑнни, — ҫак результат темле пысӑк вӑй хурса асапланнине те мантарса савӑнтарать.

Ҫавӑнпа та, ҫаксене шута илсен, манӑн йӑнӑшӑм лайӑх еннелле туртӑнчӗ пулмалла; ӑна пула пире иксӗмӗре те хамӑра сахалтарах авма тиврӗ. Вӑл хуйхӑ нумай илсе килчӗ ӗнтӗ, анчах унсӑр пуҫне хуйхи пушшех те нумайрах пулатчӗ пулӗ, ҫитменнине тата результачӗ те ҫакӑн пек кӑмӑллах пулмастчӗ».

Ҫапла каларӗ Дмитрий Сергеич. Ӗҫӗн ҫак енӗпе ҫапла ҫине тӑрса аппаланнинчен вӑл ҫав темле аван мар, хӑйшӗн усӑллах мар япала пуррине (вӑл хӑй те ҫаплах калатчӗ) чухланине эсир ҫӑмӑллӑнах туйса илме пултаратӑр. Вӑл тӳрех ҫапла хушса хуратчӗ: «Ҫак ӗҫ ҫине ман хута кӗмесӗр пӑхакансен шухӑш-кӑмӑлӗнче эпӗ ҫапах та тӗрӗс мар тунӑ ҫын пулса юлатӑп пулмалла, — тетчӗ. — Анчах эпӗ вӑл ман хута кӗрессе шанса тӑратӑп. Вӑл ман ҫинчен хамран та ырӑрах сӑмах калӗ. Хам вара эпӗ питӗ тӗрӗс тунӑ тесе шутлатӑп. Вӑл тӗлӗк куричченхи вӑхӑт ҫинчен эпӗ ҫапла шутлатӑп. Халӗ эпӗ сирӗн тӗлӗкӗр хӑвӑр хушӑрти туйӑмсем ҫирӗпрех, кӑмӑллах марри ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн пулнӑ унӑн шухӑш-кӑмӑлӗсене сире пӗлтерем».

«Каларӑм ӗнтӗ (кусем Дмитрий Сергеич сӑмахӗсем), вӑл хӑй тӗлӗкӗ ҫинчен каласа пама тытӑнсан, эпӗ унӑн малтанхи сӑмахӗсенченех пирӗн хушӑра ӗлӗкрех пулнинчен те урӑхларах улшӑну пулса иртессине ӑнланса илтӗм. Эпӗ ку япала вӑйлӑ пуласса кӗтрӗм, мӗншӗн тесен, унӑн вӗресе тӑракан чун-хавалне кура тата ҫав вӑхӑтри кӑмӑлсӑрлӑхне пула, урӑхла пулма та пултарайман; унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ вара, чылайччен пытарса тӑнипе, питӗ ӳссе кайнӑччӗ. Анчах ҫапах та кӗтни маншӑн чи ҫӑмӑл та, чи усӑллӑ май пек туйӑнчӗ. Эпӗ ҫапла шутлаттӑм: вӑл вӑхӑтлӑха кама та пулин ҫав тери хытӑ юратса пӑрахӗ; пӗр-ик ҫул иртӗ те, вӑл каллех ман пата таврӑнӗ; эпӗ питӗ лайӑх ҫын. Ман пек урах ҫынпа пӗрлешессине шанма та ҫук ҫав (хам ҫинчен эпӗ мӗнле шутлатӑп, ҫавӑн пек калатӑп: тивӗҫлӗхӗме икӗпитленсе чакарас йӑлам ҫук манӑн). Юрату, хӑй кӑмӑлӗ туртнине тутанса пӑхӗ те кӑштах чакӗ; вӑл вара, манпа пурӑннӑ чухне пӗр енӗпе кӑмӑлсӑр пулнӑ пулин те, пӗтӗмӗшпе илсен — вӑл пурнӑҫ ҫӑмӑлрах, ирӗкрех пулнине ӑнланса илӗ; унтан каллех майлашса кайӗ. Эпӗ, ҫӑвара пӗҫертсе курнӑскер, малашне унпа тимлӗрех пулӑп, лайӑхрах пӑхӑп; вӑл мана ҫӗнӗрен хисеплеме пуҫлӗ, мана малтанхинчен те ҫывӑхрах иленӗ; вара эпир ӗлӗкхинчен те туслӑрах пурӑнма тытӑнӑпӑр!

Анчах (ку япалана ӑнлантарса пама йывӑр мана; ҫапах та ӑнлантарса парасах пулать ӗнтӗ), анчах эпир пӗр-пӗрин ҫине епле пӑхасси мӗнле пулассӑн туйӑнатчӗ-ха мана? Савӑнтаратчӗ-и вӑл мана? Паллах. Анчах савӑнтаратчӗ ҫеҫ-ши? Ҫук, вӑл мана йывӑрлӑх, кансӗрлӗх кӳрессӗн те туйӑнатчӗ; кӑмӑллӑччӗ ӗнтӗ, питӗ кӑмӑллӑччӗ, ҫапах та кансӗрлӗх, йывӑрлӑх — ҫыхса хуракан япала. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, ҫавӑнпа та, унпа лайӑхрах ҫывӑхланас тесе, эпӗ хама-хам хуҫкалӑп; ку маншӑн хӗпӗртемелле те пулӗ, анчах пурнӑҫӑм ҫапах та хӗсӗнӗ. Малтан шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн лӑплансан, мана ҫавӑн пек пулассӑн туйӑнчӗ. Вара эпӗ йӑнӑшманнине куртӑм. Хӑйӗн юратуне упрама тӑрӑштарасшӑн пулнӑ чухне вӑл мана ҫакна туйса илме пачӗ. Унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарса пурӑннӑ вӑхӑт манӑн пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтсенчен пӗри пулчӗ. Кунта нимӗнле асаплану та пулман ӗнтӗ, ҫавӑнпа ку сӑмах кунта пит килӗшсех каймасть, юрӑхсӑр; лайӑх туйӑмсем енчен илсе пӑхсан, ӑна юраса пурӑннипе эпӗ савӑнӑҫ ҫеҫ курнӑ; анчах мана ҫапах та кичемччӗ. Вӑл мана малашне те юратса пурӑнма хӑтланнин вӑрттӑнлӑхӗ пит ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ вара. Ӑна юраса эпӗ тунсӑхлама, кичемленме пуҫларӑм.

Студентсемпе пӗрле ирттернӗ каҫсем пӗрре те кичемлетменни, — вӗсемпе, чӑнах та ӗнтӗ, ытлашши нумай канӑҫсӑрланман-ха эпӗ, — анчах хамран та ытларах юратакан — уншӑн вилме те, вилме кӑна мар, уншӑн темле нумай асапа та тӳссе ирттерме хатӗр тӑратӑп хам — хӗрарӑмпа темиҫе каҫ ирттерсех калама ҫук ывӑнса ҫитни, пӗр шухӑшласан, тӗлӗнмелле те пек. Чӑнах та, тӗлӗнмелле пек ҫав, анчах ку ҫамрӑксемпе мӗншӗн ун чухлӗ вӑхӑта ирттернине, вӗсем ҫине епле пӑхнине тӗплӗн пӗлмен ҫынсемшӗн ҫеҫ ҫапла вӑл. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫав ҫамрӑксемпе ларма мана нимӗнле кӑмӑл та, туйӑм та туртман, вӗсемпе ларнӑ чухне эпӗ хам умра ҫынсене мар, шухӑшлама, калаҫма пултаракан темиҫе этеме ҫеҫ кураттӑм; манӑн вӗсемпе калаҫни пӗччен чухне шухӑшласа ларнинчен кӑшт ҫеҫ уйрӑлса тӑратчӗ; кунта манӑн пӗр япала — чи сахал ывӑнакан япала — ӑс-тӑн кӑна ӗҫлетчӗ. Ыттисем пурте ҫывӑратчӗҫ. Ҫитменнине тата калаҫӑвӑн тӗллевӗ те кирлӗччӗ, усӑллӑччӗ, ку вӑл — манӑн ҫамрӑк тусӑмсен ӑс-тӑнне, пархатарлӑхне тата вӑйне-халне ӳстерессиччӗ. Ку ӗҫехчӗ ӗнтӗ; анчах ҫӑмӑл та чуна уҫакан ӗҫчӗ, ӑна тунӑ вӑхӑтра урӑххисене тунӑ чух ывӑннишӗн канма пулатчӗ, анчах ҫапах та вӑл ӗҫчӗ; ҫавӑнпа та манӑн канассӑмах килмен. Кунта эпӗ хама лӑплантаракан япала мар, усӑ шыранӑ; кунта эпӗ, ӑс-тӑнӑмсӑр пуҫне, пурне те кантарнӑ; ӑс-тӑн вара хам калаҫакан ҫынсемпе чунри шухӑшпа нимпе те ҫыхӑнса тӑман, ҫавӑнпа та вӑл пӗччен чухнехи пекех ирӗкре пулнӑ; ҫав калаҫусем мана пӗчченлӗхрен хӑтарман та темелле. Ҫакна ҫын хӑй пӗтӗмпех пӑхӑнса тӑвакан ӗҫпе ниепле те танлаштарма ҫук.

Ҫак «кичемлӗх» сӑмаха калама мӗнле йывӑррине пӗлетӗп эпӗ; анчах хам тӳрӗ чунлӑ пулни ӑна пытарса тӑма памасть мана. Чӑнах та ӗнтӗ, ӑна епле юрататтӑм пулин те, каярахпа эпӗ, иксӗмӗр хушӑри пурнӑҫ майлашса каяс ҫуккине чухласан, хама ҫӑмӑлрах туя пуҫларӑм. Ҫакна эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе тӑрӑшнине тата ҫакӑнпа ӑна тӑвӑрланнине асӑрхама пуҫланӑ вӑхӑтрах туйса илтӗм. Ун чухне малашлӑх мана урӑхла, кӑмӑллӑрах пулассӑн туйӑнатчӗ; малашне те ҫапла пурӑнма май ҫуккине курсан, эпӗ хама кичемлӗх кӳрекен пурнӑҫран мӗнле те пулин хӑвӑртрах, — каллех манӑн чӑркӑш, йывӑр сӑмах каламалла пулчӗ — мӗнле те пулин хӑвӑртрах хӑтӑлса тухасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Ҫапла, манӑн кичем пурнӑҫран ҫеҫ хӑтӑлас килчӗ темелле. Хамӑн лайӑх енӗмсене пытарасшӑн икӗпитленмесӗр каласан, манӑн пур кӑмӑлӑмсенчен пӗри вӑл ӑна ырӑ тӑвасси пулнине тунма пултараймастӑп эпӗ. Анчах та, ку иккӗмӗш кӑмӑл ҫеҫ пулнӑ, пӗрремӗшӗнчен, чи кирличчен — кичемлӗхрен хӑтӑлас текен кӑмӑлтан — вӑл чылай вӑйсӑр пулнӑ; малалла туртса пыраканни вара пӗрремӗшӗччӗ. Ҫак кӑмӑл туртнине пула эпӗ ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тимлӗн сӑнама пуҫларӑм, вара ҫӑмӑллӑнах унӑн туйӑм-сисӗмӗ мӗнле улшӑнса пыни Александр Матвеевичран килнине куртӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн мана ун ҫинчен те шухӑшласа пӑхма тиврӗ: эпӗ унӑн ӗлӗкрех хам асӑрхаман тӗлӗнмелле хӑтланчӑшне ӑнланса илтӗм, вара ман шухӑшсем урӑх, ҫӗнӗ йӗре, паҫӑрах каларӑм, маншӑн кӑмӑллӑрах йӗре ӳкрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ Вера Павловна, хӗрӳллӗ юрату шыранине ҫеҫ мар, чӑнласах юратса пӑрахнине — анчах ун чухне ӑна хӑй те лайӑхах ӑнланса илейменччӗ-ха, тата вӑл юратакан ҫын ӑна хӑйне те питӗ савнине те, вӑл мана улӑштарма пултарнине те чухламанччӗ-ха — куртӑм та калама ҫук савӑнса кайрӑм. Чӑнах та, малтанлӑха йывӑр пулчӗ: кашни пысӑк улшӑнӑвах мӗнле те пулин хуйхӑпа ҫыхӑннӑ. Халӗ ӗнтӗ, чун-чӗререн каласан, эпӗ хама ӑна кирлӗ ҫын вырӑнне хума пултараймарӑм; ҫапах та, эпӗ ҫакна хӑнӑхнӑччӗ вӗт-ха, тата, тӗрӗссипех калас пулать, вӑл мана килӗшетчӗ те; ҫакна ҫухатнинчен пӗр-пӗр йывӑр япала тухса тӑмаллах пулнӑ. Анчах вӑл тепӗр япалана — ку вара мана савӑнтарчӗ — малтанлӑха кӑна, питӗ сахал вӑхӑта ҫеҫ хупласа тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл телейлӗ пуласса шантӑм, ун шӑпишӗн те пӑшӑрханмарӑм. Ҫакӑ мана пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ. Анчах та, чи пысӑк хӗпӗртӳ ҫакӑ пулнӑ, тесе шутлани тӗрӗс мар; ҫук, ман туйӑм кунта пур япаларан та пысӑкрах пулнӑ: эпӗ хам чун туртман ӗҫе тӑвассинчен хӑтӑлассине курса тӑнӑ. Ҫемьесӗр пурнӑҫ маншӑн ҫемьеллӗ пурнӑҫран ҫӑмӑлтарах е ирӗкрех пек туйӑннӑ тенине пӗлтермеҫҫӗ манӑн ҫак сӑмахсем: ҫук, упӑшкипе арӑмӗн пӗрне-пӗри юрас тесе, пачах та тӑвӑрланмалла мар пулсан, вӗсем пӗрне-пӗри пӗр вӑй хумасӑрах килӗштереҫҫӗ пулсан, пӗрне-пӗри юрас тесе тӑрӑшмасӑрах килӗшсе пурӑнаҫҫӗ пулсан, хутлӑхӗ мӗнле тӑкӑс пулсан та, вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑл та ирӗк. Анчах та пирӗн хутлӑхра ун пек пулман. Ҫавӑнпа та уйрӑлас тени маншӑн ирӗке тухас тенине пӗлтернӗ.

Кунтан ҫакӑ курӑнать: ӑна телейлӗ пулма чӑрмантарас мар тесе, эпӗ хамшӑн та усӑ тӑвас тенӗ; ман ӗҫре пархатарлӑ ен пулнӑ ӗнтӗ, анчах ӑна эпӗ хам лайӑх ҫӗрелле туртӑннӑ пирки тунӑ. Ҫавӑнпа та манӑн хам ӗҫе тума — лайӑх тума, теме пултаратӑп — вӑй пулнӑ: унталла та кунталла тайкаланас мар, ытлашши вӗткеленсе ҫӳресе, ыттисене ырӑ мар ӗҫ туса хурас мар, хамӑн тумалли ӗҫе пӑрахӑҫа кӑларас мар, терӗм. Тума шутланӑ, тума пулнӑ ӗҫ — чун туртӑмӗ пулсан аван вӑл.

Эпӗ Рязане кайрӑм. Пӑртакран, эпӗ унта пулни ӑна текех кансӗрлемест ӗнтӗ тесе, вӑл мана каялла чӗнсе илчӗ. Эпӗ хам ӑна кансӗрленине куртӑм. Хам ӑнланма пултарнӑ тӑрӑх, унта икӗ сӑлтав пулнӑ. Ӑна хӑйшӗн, ун шучӗпе, питӗ нумай тунӑ ҫынна курма йывӑр пулнӑ. Кунта вӑл йӑнӑшнӑ, эпӗ уншӑн нимех те туман, мӗншӗн тесен эпӗ уншӑн тӑрӑшнинчен ытларах хамшӑн тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна урӑхла пулнӑн туйӑннӑ, вӑл вара мана питӗ хытӑ тав тумалла, тесе шутласа пурӑннӑ. Ку вӑл йывӑр туйӑм. Унта кӑмӑллӑ, лайӑх ен те пур, анчах вӑл ен туйӑм ытла вӑйлӑ пулмасан ҫеҫ ҫӗнтерет. Туйӑм, вӑйлӑ чух, тем те тӑвать вӑл. Тепӗр сӑлтав, — ку каллех чӑкӑлтӑш та йывӑр япала; анчах мӗн шутлатӑн, ҫавна каласах пулать, — тепӗр сӑлтав ҫакӑ пулать тесе шутлатӑп: ӑна обществӑлла пурнӑҫри хӑйӗн положенийӗ ытла кӑмӑллах пулманни кулянтарнӑ; ҫав положение йышӑнма май паракан ун правине общество формально та пулин йышӑнманни тарӑхтарнӑ ӑна. Ҫапла вара эпӗ хам ун ҫывӑхӗнче пурӑнни ӑна йывӑр пулнине куртӑм. Пытармастӑп: ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн мана ӗлӗкрех пулнӑ ӗҫсенчи туйӑмсемпе тарӑхнинчен те йывӑртарах пулчӗ. Эпӗ ӑна ҫаплах хытӑ кӑмӑллаттӑмччӗ-ха: манӑн ӑна ҫывӑх ҫын пулса юлас килетчӗ. Эпӗ: ку ҫапла юлӗ те ӗнтӗ, тесе шутлаттӑм. Ҫак япала пулма кирлӗ маррине курсан вара эпӗ питӗ, питӗ кулянтӑм. Кунта ҫав хурлӑха ирттерсе ямалли япала шырани пулман ӗнтӗ; кунта эпӗ ӑна ырӑ тӑвассишӗн тата хам ӑна кӑмӑлланипе ҫеҫ ҫакӑн пек шут тытрӑм теме пултаратӑп. Ҫапах та хамӑр лайӑх пурӑннӑ чухне пулнӑ ӗҫсем те ман чунӑма хам ҫакӑн пек шут тытни чухлӗ килентереймен. Кунта манӑн ҫынна ырӑ тӑвас текен шухӑш пулнӑ, ку шухӑшра вара, ырӑ шухӑшра, ҫын ҫутҫанталӑкӗнчи пурнӑҫӗнчи пӗрлехи закон хӑй ӗҫне ҫынсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе тумасть; кунта эпӗ ху чипер ӗҫ тунине туйса тӑрасси чуна килентерекен япала пулнине туйса илтӗм, е, урӑхла каласан, ята-мӗне уяса тӑрса мар, Иванӑн е Петӗрӗн кӑна мар, кашни ҫыннӑнах тума тивӗҫлӗ чипер ӗҫ чуна яланах килентернине туйса илтӗм: ху ҫын, Иван мар, Петӗр мар, ахаль ҫын пулнине туйма питӗ кӑмӑллӑ вӑл. Ку туйӑм ҫав тери вӑйлӑ; ман пек нимпе те палӑрса тӑман ҫынсем ҫак туйӑм час-часах пулнине тӳссе пурӑнаймаҫҫӗ; анчах ҫакна хӑш чухне куркаланӑ ҫынна лайӑх пулать.

Хамӑн ӗҫ-пуҫсем, вӗсене ытти ҫынсемпе тусан — питӗ ухмахла пулмалли, анчах вӗсем хам ырӑ тӑвакан ҫынпа ҫыхӑнсан — пачах каҫармалли япала пуласси ҫинчен ӑнлантарма кирлех те мар. Эпӗ Рязане кайнӑ вӑхӑтра Александр Матвеичпа ун хушшинче пӗр сӑмах та пулманччӗ-ха; эпӗ юлашки ӗҫе тума шутласа хунӑ вӑхӑтра Александр Матвеичпа иксӗмӗр хушӑра та, Вера Павловнӑпа иксӗмӗр хушӑра та пӗр сӑмах та пулманччӗ-ха. Анчах эпӗ ӑна, Александр Матвеича, лайӑх пӗлеттӗм; унӑн шухӑшӗсене пӗлесшӗн тӑрӑшма та кирлӗ пулман манӑн.

Дмитрий Сергеич сӑмахӗсене пӗр улӑштармасӑр ҫыртӑм тесе паҫӑрах каларӑм ӗнтӗ.

Эпӗ сирӗншӗн пачах ют ҫын; анчах эпӗ, вилнӗ Дмитрий Сергеич каласа хӑварнисене тӑвас кӑмӑлпа, сире ҫыру ҫырни пире ҫывӑхлатать, ҫавӑнпа та сирӗн, тен, вилнӗ Дмитрий Сергеичӑн мӗнпур шухӑш-кӑмӑлне, пӗтӗм пурнӑҫне пӗлекен ҫын кам пулнине пӗлессӗр те килӗ. Эпӗ медицинӑн отставкӑри студенчӗ, — хам ҫинчен сире урӑх ним те калама пӗлместӗп. Юлашки ҫулсенче эпӗ Петербургра пурӑннӑ. Темиҫе кун каялла эпӗ, хамшӑн чикӗ леш енче карьера тӑвас тесе, ҫул ҫӳреме тухса кайрӑм. Эпӗ Петербургран эсир Дмитрий Сергеич вилни ҫинчен пӗлсен тепӗр кунне тухса килтӗм. Пӗр сӑлтава пула ман алӑра документсем ҫукчӗ, ҫавӑнпа та мана ют хутсем илме тиврӗ — вӗсене мана сирӗнпе пӗрлехи пӗлӗшӗмӗр пачӗ. Вӗсене вӑл мана ҫула май хӑй ыйтнӑ япаласене тума пачӗ. Сире Рахметов г-на курма тӳр килсен, калӑр-ха ӑна: эпӗ вӑл каланисене пурне те кирлӗ пек турӑм. Халӗ эпӗ, пурнӑҫа сӑнаса, малашне Германи тӑрӑх ҫӳретӗп пулмалла-ха. Манӑн темиҫе ҫӗр тенкӗ пур — уҫӑлса ҫӳрес килет. Капла пурӑнасси йӑлӑхтарсан, хама валли ӗҫ шырӑп, кирек мӗнле ӗҫ те юрать, — ӑҫта? — ӑҫта пулать унта. Эпӗ вӗҫен кайӑк пекех ирӗкре, вара вӗҫен кайӑк пекех, ним ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнма пултаратӑп. Ҫакӑ мана савӑнтарать.

Тен, сирӗн мана ответ та парас килӗ. Анчах эпӗ хам тепрер эрнерен ӑҫта пулассине те пӗлместӗп, — тен, Италире, тен, Англире, е тата Прагӑра пулӑп, — халь эпӗ хам фантази тӑрӑх пурӑнатӑп, вӑл ӑҫта илсе каяссине вара пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫырӑвӑрсем ҫине ҫак адресе ҫеҫ ҫырӑр: Berlin, Freindriehstasse , 20, Agentur von H. Schwiegler, ҫӑкӑн пек адреслӑ конвертра сирӗн тепӗр конверта чикнӗ ҫырӑвӑр пулать, ун ҫине вара адрес вырӑнне 12345 текен цифрӑсене ҫеҫ ҫырса лартӑр: вӗсем тӑрӑх Швейглер агенствинче ҫырӑва ман пата ярса памаллине пӗлеҫ.

Ырӑ кӑмӑллӑ государыня, хӑвӑр палламан, анчах хӑвӑра питӗ парӑннӑ ҫынран вӑл сире питӗ хисеплени ҫинчен ӗнентерсе каланине йышӑнӑр; хама вара эпӗ ҫапла каласшӑн:

Медицинӑн отставкӑри студенчӗ».

«Ырӑ кӑмӑллӑ государь, Александр Матвеич. Вилнӗ Дмитрий Сергеич хушнӑ тӑрӑх, эпӗ вӑл хӑйӗн вырӑнне сире парса хӑварни ӑна питӗ тӗрӗс пулнӑн туйӑнни ҫинчен ӗнентерсе каласшӑн. Улшӑну патне илсе пынӑ япала хыҫҫӑн, виҫӗ ҫул хушши майӗпен пулса пынӑ япала хыҫҫӑн ҫак ӗҫ пулмасӑр иртме пултарайман; ҫав виҫӗ ҫул хушшинче эсир пачах та тенӗ пек ун хӑни пулса курман, ҫапла вара хӑвӑр кайран кӑлӑхах ҫывӑхлатма тӑрӑшнӑ ҫынсен хушшинчен ҫав ӗҫ сирӗн пирки мар, вӗсен характерӗсем пӗр пек маррипе пулса тӑнӑ. Дмитрий Сергеич та уншӑн сире айӑпламан пулмалла. Кун ҫинчен калаҫни, паллах, кирлех те мар ӗнтӗ; ҫапах та, ячӗшӗн тенӗ пек ҫеҫ, вӑл мана ҫакна тума хушрӗ. Апла пулсан та, капла пулсан та, пӗри-и, тепри-и, вӑл йышӑнса тӑма пултарайман вырӑна йышӑнмаллах пулнӑ; тепри вара вӑл вырӑна Дмитрий Сергеич йышӑнса тӑрайманнипе ҫеҫ пырса йышӑнма пултарнӑ. Ҫак вырӑна эсир пырса йышӑнни вара, вилнӗ Дмитрий Сергеич шучӗпе, пур япалана та лайӑхрах татса парать. Сирӗн аллӑра чӑмӑртатӑп. Медицинӑн отставкӑри студенчӗ».

— Эпӗ пӗлетӗп…

Мӗн ку? — палланӑ сасӑ… Ҫаврӑнса пӑхатӑп та, — шӑпах ҫавӑн пек! вӑл, вӑл, нумай пулмасть ҫеҫ илемлӗх енчен ним те чухламаншӑн намӑслантарса хӑваласа янӑ пурне те витӗр куракан вулавҫӑ; вӑл каллех кунта, каллех вара ӗлӗкхи пекех пурне те курать, вӑл каллех тем пӗлет!

— А! кӑна кам ҫырнине эпӗ пӗлетӗп…

Эпӗ вара хам ал айне лекнӗ япалана ярса тытатӑп та, — отставкӑри студентӑн ҫырӑвне куҫарса ҫырнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирхи апат тума ларнӑччӗ те, алӑ айне салфетка лекрӗ, — ҫапла, эпӗ салфеткӑна ярса тытатӑп та ун ҫӑварне персе чикетӗп: «Ну, пӗлетӗн-тӗк — пӗлех эппин; анчах мӗншӗн пӗтӗм хулана илтӗнмелле ҫухӑрмалла-ха?»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех