Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таса публикӑран ҫӳлӗ варьерпа уйӑрнӑ парадизра пирӗн пек тарҫӑ-тӗрҫӗсем лараҫҫӗ, аяларах, креслӑсем ҫинче, хӑнасем вырнаҫнӑ: пӗрремӗш йӗркере гусарӑн ментикӗ илӗмлӗн палӑрать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана пур енчен те ҫавӑрса илчӗҫ, пурте тӗлӗнсе, тинкерсе пӑхаҫҫӗ, анчах вӗсен куҫӗнче — хисеп мар, чи малтан — шанманни палӑрать.Меня окружили, на меня смотрели с любопытством, в котором недоверия еще было больше, чем уважения.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗттӗмленнӗ пек, анчах эпӗ куратӑп-ха ҫуна тупанӗ хушшипе юр епле чупса пынине — хамӑр тӑратпӑр пек эпир, юр чупать пек, аяккине юлакан йӗр тӑрӑх ҫеҫ эпир кайни палӑрать — каятпӑр та каятпӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Васильевна халӗ ҫеҫ йӗме чарӑнни куҫран пӑхсах палӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх генерал хӑйне лӑпкӑн тыткалани, сывлӑхли тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни палӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тахҫантанпах салтакра тӑнисем каласа панӑ тӑрӑх та, хам та асӑрханӑ ӗнтӗ — ҫитес сехетсенче вилмелли ҫыннӑн пит-куҫӗнче темӗнле вилӗм шӑпи вӗҫне ҫитни палӑрать, хӑнӑхнӑ куҫ ҫавна асӑрхасан йӑнӑшма та пултараймасть.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӑхӑр-ха, доктор: куртӑр-и эсир, чул ту ҫинче сылтӑмра виҫӗ ҫын тӑни палӑрать?Посмотрите, доктор: видите ли вы, на скале направо чернеются три фигуры?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун пит-куҫӗ ҫинче кӑшт именкелени те, ҫавӑнпа пӗрлех тата хӗпӗртени те палӑрать; тепӗр чух пулсан, вӑл ҫапла уяври пек тумланнине тата мӑнаҫлӑн утнине курсан, ахӑлтатсах кулаттӑмччӗ пулӗ ӗнтӗ эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ман кулас шухӑшӑм ҫукчӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн мӗн ҫуралнӑранпах ҫынна хирӗҫ пырас йӑлам пур, пӗтӗм кун-ҫулӑмра манӑн чӗре е ӑс-тӑн хушнипе вырӑнсӑр хирӗҫ пыни палӑрать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн ҫӑмӑл та сӑпайлӑ уттинче таса хӗр илемӗ пурри палӑрать, вӑл мӗнлине каласа пама майӗ те ҫук, ӑна куҫпа курсан ҫеҫ ӑнланма пулать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл, урӑхла каласан, ӑратлӑх (ҫамрӑк Франци мар), пуринчен ытла ҫын уттинче тата алли-уринче палӑрать: уйрӑммӑнах тата сӑмси пит нумай япалана пӗлтерет.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лавӑн кустӑрмисене сӑнчӑрсемпе ҫавӑрса ҫыхрӑмӑр, каялла чакасран хунӑ савӑлсене илтӗмӗр, лашасене ҫавӑтса анма пуҫларӑмӑр, сылтӑмра чул ту, сулахайра ҫав тери тарӑн сакӑлта, тӗпӗнче курӑнакан осетинсен ялӗ чӗкеҫ йӑви пек кӑна палӑрать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ак ҫак тата ак ҫак ҫулсем тӑрӑх, Большое Горохово ялӗпе Красновоздвиженски масарӗ патнелле таттисӗрех грузовиксен колоннисем пыраҫҫӗ, — пурте пӗр еннелле, фронталла кайни палӑрать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепӗр кунне ҫав хушаматлӑ урӑх ҫынна вӗлермелле туни палӑрать.На следующий день выясняется, что должны были казнить его однофамильца.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫынсен сӑнӗсем ҫинче кулӑ палӑрать, вӗсем хастарлансах пирӗн пек тӑваҫҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пурте наҫилккапа йӑтса пыракан ҫын ҫине пӑхаҫҫӗ, пурте хӗрхенни, шеллени палӑрать, анчах та ку ман кӑмӑла каймасть.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унӑн аллисем чӗтреҫҫӗ, куҫӗсем ҫинче куҫҫуль палӑрать, вӑл ӗнтӗ вилме пуҫланӑ ҫынна хыратӑп, тесе шутлать.Руки у него дрожат и на глазах выступают слезы: он уверен, что бреет умирающего.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑрманта сасӑсем илтӗнчӗҫ, вӗсем ҫывхарса ҫитни палӑрать, хурахсем шӑпӑрт, пӗр сасӑсӑр кӗтсе тӑраҫҫӗ.По лесу раздалось несколько голосов и стали приближаться; разбойники ожидали в безмолвии.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йӗппине питӗ ӑста тыткалани тӑрӑх вӑл ҫӗвӗҫ иккенӗ лайӑхах палӑрать — хӑй вӑл минутсерен тенӗ пекех тавралла пӑха-пӑха илет.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак кӑтарту лайӑхланса пыни палӑрать.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05