Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Ҫӑлкуҫ: Хыпар, 2019.08.05

Хушнӑ: 2019.08.06 13:57

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 422

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Республикӑра коммуналлӑ хытӑ каяшсене турттарса тухассине ҫав-ҫавах мӗн пур ялта йӗркелемен-ха, вӗсене пухмалли вырӑнсене те йӗркелесе ҫитермен, котейнерсем ҫителӗксӗр. Ҫак ыйтусем тавра тунтикун ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче ҫивӗч калаҫу пулчӗ.

Строительство министрӗ Алексей Грищенко республикӑри ял-хулара каяшсене пухма 18,6 пин ытла контейнер вырнаҫтарнине ҫирӗплетрӗ. Тата 12 пин кирлӗ. Мускаври пӗр компанипе контракт тунӑ ӗнтӗ, ҫывӑх вӑхӑтрах контейнерсем килме пуҫламалла. Пирвайхи партие Вӑрнар районӗнче вырнаҫтарӗҫ. Ҫакӑн валли Чӑваш Ен бюджетӗнчен 87 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех регион операторӗ, каяшсене турттарса тухакан организацисем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.

Шел те, каяшсене пачах илсе тухман ялсем те пур-ха — вӗсем инҫетре вырнаҫнӑ, кӗрсе тухма йывӑр. Тепӗр тесен, ытти йывӑрлӑх та пур. «Экоцентр» компани ертӳҫи Виктор Лагуновский чӑрмавсен шутӗнче каяшсене пухмалли вырӑнсем патне пымалли ҫулсене кирлӗ пек йӗркелеменнине, ҫав площадкӑсем хӗсӗккине, ыттине асӑнчӗ. Ҫапах компани хальлӗхе каяшсемшӗн укҫа пухассине тӗпе хурать. Ҫак кӑтарту лайӑхланса пыни палӑрать. Ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна 92% ҫитерни халӑх ҫак ӗҫ пӗлтерӗшне ӑнланса пынине ҫирӗплетет. Апла пулин те каяшсене пухма пуҫланӑранпа капланнӑ парӑм пысӑк — 300 миллион тенкӗ патнелле.

Ҫавна май ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та районсен администрацийӗсен ертӳҫисене ҫынсемпе ку енӗпе ӑнлантару ӗҫне анлӑн йӗркелеме чӗнсе каларӗ. Хулара ҫынсем тӳлеҫҫӗ-ха, ялсенче вара каяшсемшӗн тӑкакланма хӑнӑхман та — кӑмӑлсӑррисем пур. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр районта укҫа пухассин пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗ 30-40% шайӗнче кӑна. Михаил Васильевич кунашкал ӗҫпе ҫырлахма юраманни пирки хытарсах каларӗ.

Ҫут ҫанталӑка сыхлакан Шупашкар прокурорӗ Ирина Бородина та каяшсене пухассипе ҫыхӑннӑ йӗркесӗрлӗх тӗслӗхӗсене асӑнчӗ. Саккунпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене пула халь тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра санкцилемен вырӑнсене тухса пӑрахнӑ тӗслӗхсемпе явап тыттарнин тӗслӗхӗсем те сахалланнӑ. Унччен вырӑнти администраци яваплӑ пулнӑ та — протоколсене «тӗрки-тӗркипе ҫырнӑ», халь вара ҫак яваплӑха тӳрреммӗнех каяшсене тухса пӑрахакан ҫине куҫарнӑ — ҫакӑ, паллах, тӗрӗс, анчах айплисем тӗлӗшпе заявленисем ҫукпа пӗрех. Вӗсене шыраса аппаланас килмест пулинех…

Ирина Михайловна тепӗр самант ҫинче те пусӑм турӗ: йӗркесӗр пӗр-пӗр тӗслӗх пирки унта та кунта ҫыраҫҫӗ, кӑтартаҫҫӗ, анчах ҫав йӗркесӗрлӗхе пӗтерни ҫинчен кайран никам та шарламасть. Кунашкал «ҫылӑх» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн сайчӗшӗн те кӑтартуллӑ-мӗн. Ҫавӑнпа прокурор хайхи йӗркесӗрлӗхе кӑклани ҫинчен пӗлтермешкӗн ятарлӑ электрон ресурсӗ кирлӗ тесе шутлать.

Калаҫӑва вӗҫленӗ май Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийӗсен канашлӑва видеоконференци мелӗпе хутшӑннӑ пуҫлӑхӗсенчен тӳррӗн ыйтрӗ: «Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне каяшсене пухмалли вырӑнсене кам йӗркелесе ҫитереймест? Чӑрмавсем пулсан — халь пӗлтерӗр». Сас паракансем тупӑнмарӗҫ. Эппин, ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне пур ҫӗрте те асӑннӑ ӗҫе вӗҫлемелле — ун чухне тӳрре тухма тӑни текех килӗшӳллӗ пулмӗ. Анчах влаҫсемшӗн хытӑ каяшсен теми ҫакӑнпа кӑна вӗҫленмест-ха. «Тепӗр утӑм — каяшсене уйрӑммӑн пухма пуҫласси», — пухӑннисене каяшсен ыйтӑвӗпе малалла ӗҫлеме тивесси пирки асӑрхаттарса каларӗ Михаил Игнатьев.

Канашлура ҫавӑн пекех экстремизмпа кӗрешмелли стратегие мӗнле пурнӑҫланине, алимент парӑмӗсене чакарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкерсе хакларӗҫ, ытти ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех